Хыпар 25 (28440) № 14.04.2026

14 Ака, 2026

Çурхи ейÿ парăнчĕ теме иртерех-ха

Ял-хула, уй-хир юртан тасалчĕ теме те юрать ĕнтĕ, çапах çурхи ейӳрен сыхланас ыйтусем сирĕлмен-ха — çакăн пирки ĕнер республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура калаçу пулчĕ.

Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен министр Сергей Павлов пĕлтернĕ тăрăх, прогнозпа палăртнă пекех пулса тухрĕ: юр нумаййи «пысăк шыв-шура» сăлтавларĕ. Пирĕн патра кăна мар, ытти субъектра та. Çийĕнчен пуш уйăхĕн вĕçĕнче çанталăк ăшăтса яни /кăнтăр кунĕнче сылăш температури 17 градус таранах çитнĕ, çĕрле те минус еннелле сулăнман кунсем пулнă/ юр ирĕлессине хăвăртлатрĕ, çумăр çуни лару-тăрăва пушшех çивĕчлетрĕ. Çавна май республикăра вырăн-вырăнпа ял-хула территорийĕсене, автоçулсен сыпăкĕсене шыв илнĕ тĕслĕхсем пулнă. Сăр шывĕ 486 сантиметр хăпарнă — 679 сантиметра çитнĕ. «Вăл кăшт кăна чакнă — паян 675 сантиметр шайĕнче. Çавалăн Çĕрпӳ патĕнчи шайĕ 848 сантиметра çитнĕ — ку хăрушă шутланать. Юлашки 15 çулта çакăн çӳллĕш пĕрре те хăпарман. Чи пысăкки, сăмах май, 1969 çулта пулнă — чухне шыв 936 сантиметр таран çĕкленнĕ», — пĕлтерчĕ Сергей Геннадьевич. Паллах, влаçсем, тивĕçлĕ тытăмсем алă усса ларман. Йышăннă мерăсен шутĕнче — хĕвел ăшшипе хăвăртрах ирĕлтĕр тесе пăра хуратнинчен тытăнса юхан шывсен çыранĕсене, пĕвесене çирĕплетни таран. Пысăк юхан шывсене пчĕккисем, çырмасем шывпа тултараççĕ — вĕсенчи шыв та çĕкленнĕ. Комсомольски, Канаш, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Элĕк округĕсенче, ытти çĕрте. 8 округри 13 ял-хула территорийĕнче çынсен хушма хуçалăхĕсенчи 123 çĕр лаптăкне шыв илнĕ. Министр уйрăм тĕслĕхсем çинче чарăнса тăчĕ. Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Патăрьел округĕнче Пăла шывĕ çыранран тухса çынсен икĕ теçетке ытла çĕр лаптăкĕнче сарăлнă. Çĕрпӳ округĕнче ачасен «Звездный» лагерьне хӳтĕлемешкĕн хушма мерăсем йышăнма тивнĕ. Пӳлмешкĕн дамба тунă май шыв хула еннелле кайма тытăннине кура ăна насуссемпе уçлассине йĕркеленĕ. Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Çавал Шуршăл ялĕнче пурăнакансен 15 çĕр лаптăкне шыв айне тунă. Улатăрсене Сăр тапăнать. Шыв шайĕ чакни сисĕнет пулин те унта çынсен 43 çĕр лаптăкĕ шывра-ха. Ĕнерхи кун тĕлне çынсен 64 çĕр лаптăкне шыв тыткăнĕнчен хăтарнă, тата 54-шĕ, Улатăрпа Пăрачкав округĕсенче вырнаçнăскерсем, шывра-ха. Шупашкар округĕнчи Алькешре çĕр хускалнине пула газопровод сиенленнĕ — çĕр-çĕр çын газсăр юлнă. Тивĕçлĕ тытăмсем васкавлă мерăсем йышăнса юсав ĕçĕсене пурнăçланă — газ парса тăрассине йĕркеленĕ. Ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Йĕпреç округĕнче Молния поселокне пыракан çула шыв сиенленĕ, 8-мĕшĕнче çула юсаса пĕтернĕ. Кунашкал тĕслĕхсем темиçе муниципалитетра пулнă. Комсомольски округĕнче вара унашкаллине сирсе яма пултарнă. Тутар Шурут ялĕ патĕнче шыв çул урлă юхма пуçланине вăхăтра асăрхаса мерăсем йышăннă та — трассăна сиенленесрен упраса хăварнă. «Ахальтен çине тăрса хатĕрленмерĕмĕр», — кăткăс лару-тăрăва республика пысăк çухатусăр тӳссе ирттернине палăртса каларĕ Олег Николаев. Чи хăрушши иртрĕ теме пулать-тĕр — лару-тăру текех çивĕчленмелле мар, çапах сыхлăха çухатма юраманни те куçкĕрет. Çийĕнчен вăл ейӳ хыççăнах сыхă пулмалли тепĕр тапхăр пуçланасси çинчен асăрхаттарчĕ: хĕл хыççăн çынсем типĕ курăка, çӳп-çапа çунтарассипе çыхăннă киревсĕр йăла пур... Иртнĕ çулсенче çакнашкал пушарсенче çурт-йĕр çунни кăна мар, çынсем вилнĕ тĕслĕхсем те пулнăччĕ. Çавна май Олег Алексеевич тĕрĕслев ĕçне вăйлатма, çынсене хăрушлăх çинчен асăрхаттарас енĕпе профилактика ĕçне анлăн пурнăçлама чĕнсе каларĕ. Ачасемпе пĕчĕкренех профориентаци ĕçне йĕркелес ыйтупа вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров сăмах илчĕ. Тĕрĕссипе, Чăваш Ен ку енĕпе нумай тунă ĕнтĕ. «УПК21» классен усси пысăк. Вĕсенче вĕренсе аслă классенчи 2 пин ытла ача рабочи профессийĕсене илнĕ: поварсем, çĕвĕçсем, экскурсоводсем тата ыттисем — çак специальноçсем, паллах, никамшăн та ытлашши пулмĕç. Халĕ çавнашкал классенче тата пин ытла ача вĕренет. «Профессионалитет — ача сачĕ» проект та ăнăçлă. Республикăра 284 ача сачĕ ĕçлет, 173 шкул çумĕнче садик уйрăмĕсене йĕркеленĕ — асăннă ĕçрен пĕри те айккинче юлмасть. Ял хуçалăх çул-йĕрне аталантарнă май, тĕслĕхрен, паян садиксенче пĕчĕк агрономсем çитĕнеççĕ теме те пулать. Ача сачĕсен çумне округсенче вырăнти АПК предприятийĕсене çирĕплетнĕ — вĕсен пулăшăвĕ чăннипех курăмлă. «Етĕрнесĕт», «Энĕш», «ВДС», «Комбайн», «Зеленстрой», ыттисем — кашниех хăйĕн сумлă тӳпине хывать. Пĕчĕкскерсене инженери технологийĕсем, тараватлăхпа креативлă индустрисем енĕпе аталантаракан çулйĕрсем пирки те çавнах каламалла — предприятисем ачасене тĕрлĕ ĕçе хăнăхма пулăшаççĕ. Çакна Чăваш Ен Пуçлăхĕ те пысăка хурса хакларĕ. Ку ĕç пирки «ачасен профориентацийĕн паха хунавĕсем» тенĕ май вăл Космонавтика кунĕнче Шупашкарти А.Г.Николаев ячĕллĕ шкул ачисемпе курнăçни çинчен каларĕ: «Кăçал шкул пĕтерекенсем хамăрăн вузсене вĕренме кĕрес кăмăллă пулни савăнтарчĕ. Эппин, кунти предприятисенчех ĕçе вырнаçĕç». Çийĕнчен вăл массăллă информаци хатĕрĕсене «УПК-21» проекта хутшăнса професси илнĕ çамрăксем çинчен ытларах каласа пама сĕнчĕ — вĕсен опычĕ ытти çамрăкшăн тĕслĕх пултăр. Канашлу çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн çумĕ Ольга Александрова республикăра тасатмалли экологи уйăхлăхне ирттересси çинчен пĕлтернипе вĕçленчĕ. Юртан тасалнă ял-хулана, ытти вырăна тĕрлĕ çӳп-çапран тасатмалла, йывăç-тĕм лартмалла, Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне палăксене тирпейлемелле тата ытти те — ĕç калăпăшĕ чăннипех пысăк, кашниех хăйĕн тӳпине хывма тивĕç. Шупашкарта экологи уйăхлăхĕ, сăмах май, уйăх çурă тăсăлĕ — вăл пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче пуçланнă ĕнтĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.


Салтаксем тыл пулăшăвне туйччăр

Иртнĕ эрнере Чăваш Ен Курск облаçне Раççей салтакĕсем валли черетлĕ хут гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Канаш округĕнче пурăнакансем республика Правительстви пулăшнипе пухнă груза тиенĕ икĕ фура, 20-шер тоннăллăскерсем, Шăхасан салинчен çула тухнă.

Ыр кăмăллăх пулăшăвĕн 82-мĕш партийĕнче — çапăçу хирĕнче вырнаçма, хӳтĕленӳ вырăнĕсем тума кирлĕ сторйматериалсем тултарнă: хыр-чăрăш пĕрене, ОСБ-листсем, фольгоизол, изоспан, инструментсем тата ытти те. Унсăр пуçне ентешсем валли медицина хатĕрĕсем, гигиена япалисем, апат-çимĕç пуçтарнă. Конвой салтаксем валли уйрăм посылкăсем те илсе кайнă. Маскировка япалисемпе экипировки те пур. Маскировка тетелĕсене, «Леший» ят панă тумтире Канаш округĕнче пурăнакансемпе волонтерсем хатĕрленĕ. Ку тăрăхри ыр кăмăллăх ĕçне хутшăнакансем шăпах Шăхасан, Ухман, Вăрăмпуç, Чарпуç, Атнаш ялĕсенче пурăнаççĕ. Çак ĕç малалла пурнăçланать. Гуманитари пулăшăвне вырăна çитерессине республика Правительстви «Пĕрле» фондпа тата волонтерсен организацийĕпе йĕркеленĕ. Çар çыннисене пулăшассине влаçпа общество пĕрле йĕркелесе пынин ăнăçлăхне регион Пуçлăхĕ Олег Николаев та пĕрре кăна мар палăртнă. «Пирĕн салтаксен тыл пулăшăвне туймалла. Çак юхăма хутшăнакансене кашнине тав тăватăп. Сирĕн пулăшу — пирĕн пĕрлĕх, кунран-кун çĕнтерĕве çывхартакан вăй», — тенĕ Олег Алексеевич. Волонтерсен «Шăхасан» ушкăнĕн ертӳçи Николай Илларионов палăртнă тăрăх, пулăшăва салтаксем патне çитерес ĕçе Правительство йĕркелесе пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ: «Республика пулăшмасан тиев палăртнă вырăна çитмессе те пултарать. Стройматериалсем салтаксене чикĕре йывăр лару-тăрура хӳтĕленӳ вырăнĕсем тума пулăшĕç». Маларах, ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа, Чăваш Республики 81 хутчен гуманитари конвойĕ ăсатнă. 65-ĕшне — çар чаçĕсене, 16-шне çар çыннисем сывалакан госпитальсене ăсатнă. Ку конвой 82-мĕш пулчĕ. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   


Вăрттăн ĕçлеве «сулхăнран» кăларма вăхăт

Иртнĕ кĕçнерникун Экономикăн аслă канашĕ 2025 çулта патшалăх программисем мĕнле пурнăçланнине тишкерессине малалла тăсрĕ. Умĕнхи ларусенче тĕрлĕ отрасле пырса тивекен программăсем пулнине кура темиçе министр сăмах илнĕччĕ, ку хутĕнче вара комментарисемпе тухса калаçакансене шута илмесен ĕçлев министрĕ Алена Елизарова трибуна умне никама та ямарĕ темелле: программăсем виççĕшĕ те социаллă хӳтлĕхпе, халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă та — кашнинпех тĕп докладсене пĕчченех турĕ.

Социаллă сфера çынсем кĕтнине тивĕçтерет-и? Программăсем, тĕрĕссипе, çак ыйтăва тĕпе хумалла. Граждансем патшалăх пулăшăвĕпе усă курмалли çула кĕскетмелле, ансатлатмалла — тĕрлĕ кантура, инстанцисем тăрăх çӳресе хăшкăлмасăр… «Патшалăх йывăр самантра юнашар пулни кăна çителĕксĕр, унăн çынна малалла каймалли шанчăклă инструмент памалла. Пирĕн паян пулăшу тухăçлăхне ӳстермелле — кашни мера татăклă кăтарту кӳтĕр», — терĕ ларăва уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Хăйĕн сăмахне Алена Елизарова «çын — патшалăх никĕсĕ, çынсен патшалăх хӳттипе тимлĕхне туймалла» тенинчен пуçларĕ те, вăл палăртнă тăрăх, пĕлтĕр республикăра 430 пин ытла çын — регионта пурăнакансенчен кашни виççĕмĕшĕ — ятран паракан пулăшупа усă курнă. Çав шутра — ачаллă çемьесем, ветерансем, ватăсем, инвалидсем, ансат мар лару-тăрури ытти категорири çынсем. Çак тĕллевпе 18,7 миллиард тенкĕ уйăрнă — рекорд шайĕнчи виçе. Асăннă виçен çурри, сăмах май, ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшма кайнă. Уйрăм категорисене пулăшни çинчен каланă май Алена Геннадьевна ачаллă çемьесене тĕревленипе паллаштарчĕ — çĕнĕ мерăсем хăйсен тухăçлăхне çирĕплетеççĕ. Калăпăр, çие юлнă студенткăсем шута тăнă май 100 пин тенкĕлĕх тӳлев илеççĕ, çемьесене вара виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралсан 300 пин тенкĕ параççĕ. Çак тата ытти мера усси Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесем йышланса пынинче палăрать — вĕсен шучĕ 23 пинрен иртнĕ ĕнтĕ. Ашшĕ-амăшĕшĕн меллĕ пултăр тесе республикăн кашни округĕнче пĕчĕк ачасене кирлĕ япаласене тӳлевсĕр майпа проката илмелли 26 пункт, пĕчĕкскерсене вăхăтлăх пăхакан 11 ушкăн уçнă. Çемьесене пурнăçри ансат мар лару-тăрура пулăшакан нумай функциллĕ сакăр учреждени ĕçлесе кайнă, 2030 çулччен тата улттă уçасшăн. Çапах, пытармарĕ министр, регионти демографи лару-тăрăвĕ çивĕч — кăтартусем çуллен чакса пыни пăшăрхантарать. Инвалидсем тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Унашкаллисен республикăри йышĕ 79 пине яхăн çынпа танлашать. Сывлăх енĕпе чăрмавсем пуррине пăхмасăр вĕсем тулли пурнăçпа пурăнма, хăшĕсем ĕçлеме те пултараççĕ. 2025 çулта 875 çынна протезпа ортопеди изделийĕсемпе тивĕçтернĕ. Социаллă учрежденисем валли çĕнĕ оборудовани туяннă, инвалид ачаллă ашшĕамăшне пулăшу ĕçĕсене тата реабилитаци хатĕрĕсене хăйсем тĕллĕн суйлама май паракан электрон сертификатсен тытăмне ĕçе кĕртнĕ. СВОна хутшăннисене тата вĕсен çемйисене кӳрекен пулăшу мерисене регион 44-а çитернĕ. Çак шутра — тӳлев виçине пысăклатни те. Олег Николаев çак тытăма аталантарас енĕпе малалла ĕçлессине çирĕплетрĕ. Вăл СВОран таврăннă боецсен опытне тĕпе хурса пулăшăвăн кашни мерин тухăçлăхне хаклама сĕнчĕ. Республикăн ĕçлев рынокĕ пирки сăмах пуçарнă май Алена Елизарова паян уншăн тăнăçлăх кăтартуллине çирĕплетрĕ. Ĕçсĕрлĕх шайĕ саккăрмĕш çул чакса пырать, халĕ вăл 0,5% та пĕчĕкрех. Çын ĕçсĕр пулнин вăтам вăхăчĕ 3,7-рен 2,3 уйăх таран чакнă. Çакăнта, иккĕленмест Алена Геннадьевна, патшалăх пулăшăвĕн тӳпи пысăк. Унчченхи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем паян хăйсен форматне тĕпрен улăштарнă — халĕ кадр центрĕсем çынсене вакансисем сĕннипе пĕрлех тӳлевсĕр майпа кирлĕ профессие вĕренме те, ытти енĕпе пулăшма та хатĕр. Кăçал профориентаци тытăмне йĕркелес енĕпе çине тăрса ĕçлеме пăхнă — çамрăксем хăйсен професси çулне тăван енре тупчăр. Хăйсен ĕçне аталантарас шухăшлă çынсемшĕн социаллă контракт лайăх тĕрев пулса тăрать. Çак мерăна ĕçе кĕртнĕренпе 5,5 пин контракт алă пуснă, пĕлтĕр ку мерăпа 2,6 пин ытла çын усă курнă — çак йышăн 63% танлашакан пайĕн тупăшĕ хушăннă. Республикăшăн предприятисене тӳррĕнех пулăшасси те ют мар. Çакна «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсен тĕслĕхĕ те çирĕплетрĕ. Унта санкцисемпе çыхăннă сăлтавсене пула йывăрлăхсем тухса тăнă май çынсене тулли мар ĕç кунĕн режимне куçарма тивнĕ. Регион Правительстви алă панă — 1,5 пин çынна упраса хăварма, шалу тӳлеме 52 миллион тенкĕ уйăрнă. Çакăнпа пĕрлех Алена Геннадьевна ĕçлекенсем производствăра суранланассипе çыхăннă лару-тăру çивĕчленни çинчен те каларĕ. Пĕлтĕр ĕçре 14 çын пурнăçĕ татăлнă. Çак кăтарту юлашки пилĕк çулта виçĕ хут япăхланнă. Инкексем ытларах тирпейлекен производствăсенче, строительствăра тата ял хуçалăхĕнче пулнă. Сăлтавĕсем паллă: ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе тăманни, тĕрĕслев çукки… Министр çакна та йышăнчĕ: ĕç-пуç япăхланнинче тивĕçлĕ органсем бизнеса тĕрĕслес тĕлĕшпе моратори палăртнин витĕмĕ те çук мар. Министр рабочисен профессийĕсен сумне ӳстерес енĕпе çине тăрса ĕçлени çинчен каларĕ — ку вĕсем çителĕксĕррипе çыхăннă: «Кадрсен ыйтăвĕ — никĕс шайĕнчи, республика аталанăвĕ нумай енĕпе унран килет». Чăваш Ен Пĕтĕм Раççейри проффесси енĕпе чи лайăххисене палăртмалли конкурссене хастар хутшăнать. Икĕ теçеткене яхăн професси енĕпе ирттерекен тупăшăвăн регионти тапхăрĕсем кăна та мар — икĕ профессипе Шупашкарта федераци шайĕнчи тапхăра та йĕркеленĕ. Чăваш Енĕн тĕп хулинче бульдозер тата экскаватор машинисчĕсем ăмăртнă. Кăçал вара отделка ĕçĕсен мастерĕсемпе каменщиксем те Шупашкара пухăнаççĕ — Раççейре чи лайăххисене кунта палăртăпăр. Сăмах май, çĕршыв шайĕнчи тупăшусенче пирĕн ентешсем пĕрре кăна мар мала тухнă ĕнтĕ. Олег Николаев калаçăва пĕтĕмлетнĕ май лару-тăрăва лайăхлатас енĕпе официаллă мар, вăрттăн ĕçлев тĕлĕшпе резерв пуррине палăртрĕ. Официаллă ĕçлев шайĕ 60,5% шайĕнче кăна. Çавна май Олег Алексеевич ку енĕпе Правительствăн предпринимательсен пĕрлĕхĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлемелли çинчен каларĕ. Раççей Правительстви çак ĕçе пуçăннă ĕнтĕ, регион шайĕнче те вăрттăн ĕçлеве «сулхăнран» кăларма вăхăт. «Официаллă ĕç яланах вăрттăннинчен лайăхрах — çынсен çакна ăнланмалла», — терĕ ЧР Пуçлăхĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Асăмри чăваш кăйкăрĕ

Вăл чăваш халăхĕн чысĕ, чапĕ, мухтавĕ! Ун ячĕпе предприятисем, лапамсем, урамсем, астрономи, географи обĕекчĕсем хисепленеççĕ. Уйăх çинчи кратер, Антарктидăри ту хысакĕ, Баренц тинĕсĕнчи пăрлă тӳпем чăваш пăхаттирĕн ячĕпе паллă. Гродно, Смоленск, Владикавказ, Красноярск, Инза, Петрозаводск хулисенче пурăнакансем [Шупашкар пирки каламастăп та] ун ятне панă урамсемпе киленсе çӳреççĕ... Çапла, иртнĕ вырсарникун çĕршыв Космонавтика кунне паллă тунă май мухтавлă ентешĕмĕре, СССР космонавт летчикне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне Андриян Николаева аса илес терĕмĕр.

Кĕнекесем, палăксем, картинăсем...

Пирĕн ентеш тĕнче уçлăхне çĕкленни мĕнешкел савăнăç пулнине çакă та çирĕплетет: 1962 çулхи çĕртме-авăн уйăхĕсенче Совет Союзĕнче пурăнакан çамрăк çемьесенчен çурри çуралнă ывăлĕсене Андриян ят пехилленĕ. Тĕслĕх шырама айккинелле каймастăп: манăн Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкасси ялĕнче пурăнакан кӳршĕсем те — Василипе Анна Николаевсем — ывăлне илемлĕ çак ята парнеленĕ. Андриян Григорьевичăн кун-çулне тĕпчевçĕсем, тавра пĕлӳçĕсем, çыравçăсем, ӳнер ăстисем микроскоппа пăхса тенĕ пекех тĕпченĕ. «Кăйкăр» /Андриян Николаевăн позывнойĕ/ хăй те уçлăхри çул çӳревсем çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Оборона министерстви, Чăваш кĕнеке издательстви, «Молодая гвардия» тĕрлĕ вăхăтра унăн «Орбитăра тĕл пулăпăр» /1966/, «Уçлăх – вĕçсĕр-хĕрсĕр çул» /1974/, «Çĕр туртăмĕ. 3-мĕш космонавт çырнисенчен» /1999/ кĕнекисене кун çути кăтартнă. Стихван Шавли сăвăç ун çинчен «Çăлтăр çынни» поэма хайланă. Константин Петров çыравçă «Сенкер çăлтăр» романра Шуршăл йĕкĕчĕ çинчен тĕплĕн те типтерлĕн каласа панă. Монументалистикăра Шуршăл ачин сăнарне Шупашкарти, Смоленскри, Черниговри, тăван ялĕнчи палăксем уçса параççĕ. Николай Овчинников художникăн «Салам, çĕр!» картининче Андриян, тин çеç «Восток-3» караппа çĕр тавра 64 хутчен вĕçсе çаврăннăскер, куракана: «Çĕр чăмăрĕ – пирĕн кил!» — тет. Вăл чăн-чăн çăтмах пулнине ĕнентерет, ăна куç шăрçи пек упрамаллине систерет. Андриянăмăр çинчен çĕннине мĕн калама пулать-ха? Тепĕр хут велосипед шутласа кăлараймăпăр, анчах та унпа курнăçса калаçни, курмассерен ăна уйрăммăн та, ушкăнпа та сăн ӳкерни Андриян Николаев биографине пĕр пĕрчĕ пысăкăш та пулин пуянлатасса шанас килет. Ку вăл – уйрăм пулăм, журналистшăн – чыс. Çак йĕркесен авторне темиçе хутчен те космос паттăрĕпе курса калаçма тӳр килнĕ. Пĕрремĕш тĕлпулу 1972 çулта мана, Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкасси шкулĕнче вĕренекен 5-мĕш класс шĕвĕрккине, Леня Голиков ячĕллĕ пионер отрядне лайăх ертсе пыратăн тесе /отряд председательне суйланăччĕ/ «Пучах» пионерлагере ячĕç. Пирĕн унти ушкăн «Восток-3» ятлăччĕ. Турă пилленĕ тейĕн: Андриян Николаев космоса пĕрремĕш хут вĕçнĕренпе 10 çул çитнине халалласа лагерь ертӳлĕхĕ ӳкерчĕксен «Уçлăха, ачасем, уçлăха!» конкурсне ирттерме палăртнă. Вожатăй пĕлтерĕшлĕ тупăшуччен ушкăнра уйрăм ăмăрту ирттерме шутларĕ. Каçхи линейка хыççăн пурне те пухрĕ те: «Ачасем, лайăх итлĕр. Эпир сирĕнпе «Андриян тата эпĕ» ятлă ӳкерчĕксем тăвăпăр», — терĕ. Шкулта пĕр парта хушшинче ларакан Анатолий Ефимов тусăмпа час-часах отрядăн стена хаçатне сăрланăран нумай шутламасăрах ĕçе пикентĕм. Манăн «шедевр» кулăшларах пулса тухнăччĕ: çурла Уйăх çинче урисене усса ларакан космонавтчĕ унта. Манăн Андриян вожатăя та, ачасене те килĕшнĕччĕ — тупăшăва малалла тăсма «симĕс çутă» панăччĕ. Çавăн хыççăн Андриян Григорьевича тата та ытларах хисеплеме тытăннăччĕ: ара, нихăçан та курман космос паттăрĕ пултарулăх ăмăртăвĕнче çĕнтерме пулăшрĕ мар-и... Ырă кăмăллă чăваш Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш филологийĕпе культура факультечĕ, каярахпа çав ятпах институт йĕркеленсен мана çав тытăм ертӳçисен çумĕ туса хучĕç, çав вăхăтрах ЧПУ фотоцентрне те ертсе пыраттăм. Университетри курăмлă кашни пулăм вара фотоаппарат обћективĕ витĕр тухать. Университета Лев Кураков ертсе пыратчĕ, унта республика шайĕнчисем кăна мар, Раççей, тĕнче пĕлтерĕшлĕ тĕлпулусем, конференцисем иртетчĕç. Кĕрлесе кăна тăратчĕ Чăваш Енĕн тĕп аслă шкулĕ. Ĕçлĕ çыхăнусене çирĕплетме ют çĕршывсен ученăйĕсем килсе çӳретчĕç, Раççей Вĕрентӳ министерствин ертӳлĕхĕ, культурăпа ӳнер хастарĕсем час-час университетраччĕ. Раççей Президенчĕ алă пусса саламланă 3 томлă «Вуз тата рынок» проект, Хура тинĕс çĕршывĕсен симпозиумĕ, «Утомленные солнцем» фильм презентацийĕ… Турци профессорĕ Туран Язган, тĕнчери шахмат чемпионĕ Анатолий Карпов, Никита Михалков режиссер, «Иван Чонкин салтак пурнăçĕпе вăл тем те пĕр курни» роман авторĕ Владимир Войнович – Чăваш университечĕн тусĕсем. 1995 çулхи пуш уйăхĕн варринче вара ЧПУ проректорĕ Леонид Ефремов профессор хăй патне чĕнсе илчĕ: «Ыран аэропортра Андриян Николаева кĕтсе илмелле. Чăваш хĕрĕсем наци çи-пуçĕпе пулччăр. Андриян Григорьевич чăвашла таса калаçнине юратать. Йăлапа — çăкăр-тăвар...» ЧПУн «А» корпусĕнче ученăйсен канашĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта Андриян Николаевпа Виктор Савиных космонавтсене манти тăхăнтартрĕç, «Чăваш патшалăх университечĕн хисеплĕ докторĕ» ятпа чысларĕç. Ун чухне вăл мĕнлерех сăпайлă пулнинчен, хăйне тыткаланинчен, калаçăвĕнчен тĕлĕннĕччĕ. Андриян кăшт куларах, кашни сăмаха тараса çинче виçсе калаçакан çын пулнине куртăм. Çавăн чухнехи пĕр историе Чăваш телекуравĕнче режиссер пулса ĕçленĕ Зоя Яковлева каласа пачĕ: «1995 çулхи çуркунне Андриян Григорьевича телекăларăма чĕнтĕмĕр. Ăна кĕтнĕ май эпир музыка редакцийĕнче ĕçлекен Римма Алексеевăпа унăн юратнă юрри çинчен калаçатпăр. «Пирĕн урам анаталла» пек астăватăп тет Римма. «Вĕç, вĕç, куккук» хирĕçлетĕп эпĕ. «Куккук, куккук» тет арçын сасси. Çаврăнса пăхрăмăр та – Андриян Григорьевич тăра парать. Кулать. Юнашарах, тĕп стадионăн хăна çуртĕнче пурăнаканскер, телеçурта чылай маларах çитнĕ иккен хаклă хăна». Кĕнеке авторĕ тата тĕп сăнарĕ 1984 çулта пулас журналистсене ЧПУра чылай вăхăт Хусан университетĕнче ĕçленĕ Константин Петров вĕрентме пуçларĕ. Ăна эпир «Хура кушак», «Тайăр» романсем тăрăх аван пĕлетпĕр. Чылай вăхăт иртсен кăна Константин Константинович Шупашкара мĕншĕн куçса килнине ăнлантăмăр. Пĕррехинче, кафедра ларăвĕ пынă вăхăтра, сумлă çыравçă типографи сăрри те типсе çитеймен кĕнекене сĕтел çине кăларса хучĕ. Хуплашки çине «Сенкер çăлтăр» тесе çырнă. «Çак кĕнеке патне нумай çул утрăм. Ăна пурнăç кĕнеки теме те пултаратăп. Шупашкара килнин сăлтавĕ те çак кĕнекере пытаннă, — терĕ доцент. «Кĕçех Шупашкара Андриян Григорьевич килмелле. Унăн сăнарне романра калăплакан çыравçа тĕп геройпа пĕрле ӳкермеллех, Анатолий», — шахвăртрĕ Константин Константинович куçне хĕссе. Калас пулать, космонавтпа Лев Кураков питĕ туслăччĕ те, хисеплĕ ентешĕмĕр Шупашкара килес-тăвас пулсан университета кĕмесĕр каймастчĕ. Çавăн пек пĕр тĕлпулура Андриян Григорьевичпа Константин Петрова пĕрле ӳкерме май килчĕ. Кярахпа çав сăн ӳкерчĕк «Тăван Атăл» журналта, «Хыпар», «Тантăш» хаçатсенче те пичетленнĕччĕ. «Чăвашла калаç!» 1998 çулхи ака уйăхĕн вĕçĕнче Раççейри вĕрентӳ пĕрлĕхĕ чăваш тата Атăлçи халăхĕсене çутта кăларнă Иван Яковлевăн 150 çулхи юбилейне Мускавра анлă палăртрĕ. Тĕлпулусемпе мероприятисем Нацисен керменĕнче, Вахтангов ячĕллĕ театрта, «Мускав» хăна çуртĕнче, ытти çĕрте иртрĕç. Чăваш Енри тĕпчевçĕсемпе вĕрентӳçĕсем, культурăпа ӳнер хастарĕсем пысăк 12 автобуспа тухса кайнăччĕ Раççейĕн тĕп хулине. Чăваш Енĕн Мускаври кунĕсене Андриян Григорьевич хастар хутшăнчĕ. Вăл Ревель Федоров художник ушкăнĕ йĕркеленĕ картинăсен куравне те çитрĕ, Зинаида Козлова ертсе пыракан «Уяв» фольклор ушкăнĕн концертĕнче те савăнчĕ, чăваш халăх юрăçипе Людмила Семеновăпа та калаçма вăхăт тупрĕ, Раиса Сарпи сăвăçпа чăваш литература анине те сухаларĕ. Куравсем, тĕлпулусем… Иван Яковлевича халалланă пысăк конференци иртет. Докладсемпе пĕлтерӳсене сумлă чиновниксемпе профессорсем вулаççĕ. Президиумра — Николай Федоров Президент, Рамазан Абдулатипов политик, Лев Кураков академик, паллах, Андриян Николаев. Докладчик /ят-шывне асăнмăпăр/ чăваш алфавитне йĕркеленĕ, халăхĕ валли пирвайхи букварь çырнă, Чĕмпĕрти учительсен шкулне уçнă Улăп çинчен алăпа хăлаçлансах калаçать. Вырăсла... Хăйĕн халăхĕпе чĕлхине чунтан юратакан Андриян чăтса тăраймарĕ курăнать, пысăк зал илтмеллех çирĕппĕн каласа хучĕ: «Чăвашла калаç!» Çавăн чухне унти журналистсен ушкăнĕнче пулнă Лидия Филипповăпа калаçрăм та — вăл çав саманта паянхи пек астăвать иккен: «28 çул каялла Андриян Николаев «Чăвашла калаç!» тени халĕ те пуçа пăраласа тăрать». <...>

Анатолий АБРАМОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.