Комментари хушас

10 Jan, 2014 | Хыпар | Спорт | çитĕнÿ

Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Анастасия Тарасовăшăн 2013 çул яланлăха асра юлĕ. Пĕлтĕр вăл сумо енĕпе иртнĕ çĕр-шыв чемпионатĕнче мала тухса Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарнă, кĕрешÿ енĕпе те çĕр-шыра пĕрремĕш пулнă. Иртнĕ çулах спортсменка тĕнче чемпионатĕнчен çĕнтерÿпе таврăннă.

«Чемпионатра призерсен йышне кĕме ĕмĕтленеттĕм паллах. Пĕрремĕш пуласса хам та кĕтмен, халĕ те ĕненес килмест», - хавхаланса калаçрĕ Анастасия Тарасова. Ăмăртура пирĕн ентеш Узбекистан, Киргизи тата Монголи спортсменĕсемпе вăй виçнĕ. Финалта Хусанта иртнĕ Пĕтĕм тĕнче Универсиадин çĕнтерÿçине Татьяна Зыряновăна /136 кг/ парăнтарма пултарнă. «Унпа кĕрешме çăмăл марччĕ, çапах та юлашкинчен ăна çурăм çине çавăрса хума пултартăм», - аса илчĕ чемпионка.

Настя Çĕмĕрле районĕнчи Çĕнкасра çуралса ÿснĕ. Пĕчĕклех спортпа туслашнăскер уйрăмах велосипедпа чупма тата футбол вăййине кăмăлланă /пике халĕ те уйра мечĕк хăвалама ÿркенмест/. Ача чухнех спортра пысăк çитĕнÿ тăвас, малти вырăна тухас, Олимп вăййисен пьедесталĕ çине хăпарас ĕмĕтпе пурăннă. Çак тĕллевпех 9-мĕш класс хыççăн Олимп резервĕсен училищине вĕренме кĕнĕ. Унта хĕре самбо енĕпе кайма сĕннĕ - вăл Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 1-мĕш спорт шкулĕнче ĕçлекен Николай Петров тренер патне çул тытнă.

«Пĕр çултах виçĕ çĕнтерÿпе палăрма çăмăлах мар. Чылайăшĕ темиçе çулта та çак çитĕнÿсене тăваймасть. Настьăна вара ăнчĕ», - терĕ Николай Николаевич. Пултаруллă тренер хăйĕн вĕренекенĕсене спортăн тĕрлĕ енĕпе - самбо, дзюдо, кĕрешÿ, сумо - хăнăхтарать. Хăш енĕпе ăнать, çавна суйлаччăр - тĕллев лартнă вăл. Анастасия Тарасова акă кĕрешÿ тата сумо суйласа илнĕ. Тренер патĕнче ăсталăха ÿстерекен ытти çамрăк та маттур. Пĕлтĕр Елена Карпова /Васильева/ кĕрешÿ енĕпе çĕр-шыв чемпионатĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ, Николай Жигаревпа Денис Петров çамрăксен ушкăнĕнче пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Сергей Андреев, Эдуард Иванов, Николай Кобяков, Сергей Орлов - самбо енĕпе Раççей спорт мастерĕсем. Ксения Миронова, Сергей Бычков, Алексей Столбов, Алексей Федоров чылай турнирта призерсен йышне кĕнĕ.

Чăваш Енре сумо енĕпе пĕрремĕш çитĕнÿсем тунă Анастасия Тарасова спортăн çак тĕсĕпе хăçан кăсăкланма тытăннă-ха? «2011 çулта Чул хулара Пĕтĕм Раççейри турнир ирттермелли «положени» лекрĕ те ăмăртăва хутшăнас терĕмĕр», - терĕ Николай Петров. Чăн та, усси пулнă - пирвайхи ăмăртурах спортсменка виççĕмĕш вырăн йышăннă, çулталăкран - пĕрремĕш. «Сумоистсен кĕрешÿре вăйлă та вăр-вар пулмалла - унсăрăн çĕнтереймĕн. Ăмăрту йĕрки те ăнланмалла: палăртнă йĕртен тухсанах е ÿксенех - выляса яратăн», - халь-халь помост çине тухас евĕр ăнлантарчĕ яппунсен çар искуствин чăн-чăн маçтăрĕ. Раççей патшалăх физкультурăпа спорт университечĕн Çĕнĕ Шупашкарти филиалĕнче аслă пĕлÿ илекен студентка хальхи вăхăтра Европа тата тĕнче чемпионачĕсене хутшăнма хатĕрленет.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.