Комментари хушас

29 Юпа, 2014

Çемьесене савăнтарчĕç

«Чăваш Республикин территорийĕнчи пурăнма юрăхсăр çуртсенчен куçарасси» программа ĕçлеме пуçланăранпа чылай çемье хăтлă хваттер илчĕ. Патшалăх пулăшăвне çак кунсенче Элĕк салинче пурăнакансем те туйса илчĕç. Колхоз урамĕнчи виçĕ хутлă вĕр çĕнĕ çурт 24 çемьене йышăнчĕ. Вăл 943,5 тăваткал метрлă. Программăна пурнăçлама района 2013-2014 çулсенче хыснаран 23,5 млн тенкĕ, вăл шутран пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлакан фондран - 15,1 млн, республика бюджетĕнчен 8,4 млн тенкĕ уйăрнă.

Çĕнĕ хваттер хуçисене ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин, Элĕк район пуçлăхĕ Вячеслав Дубинин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Ефремов, строительство организацийĕн директорĕ Сергей Лаврентьев саламларĕç. Анатолий Иванович республикăра адреслă программа ăнăçлă пурнăçа кĕни çинче чарăнса тăчĕ. «Граждансене кивĕ çуртсенчен куçарас программăна килес çул вĕçлеме палăртатпăр. Иккĕмĕш тапхăрĕнче тата 55 хваттерти 133 çынна куçармалла», - терĕ Александр Николаевич. Пурăнмалли вырăн хуçисене çурт умне тирпей-илем кĕртес ĕçе хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ.

Кил хуçисем хăйсен хваттерĕсене кĕчĕç. Вĕсем паянхи пурнăç ыйтăвне туллин тивĕçтереççĕ: ăшă тата сивĕ шыв пур, каяш çуртран юхса тухать, кашнин хутса ăшăтмалли хатĕр, стенасене çыпăçтарнă, урайне сарнă. Хваттерсене хăтлăлатнă чух çынсен кăмăлне шута илнĕ. Владимир Артемьев пурин ячĕпе те республика тата район ертÿçисене, строительсене пурăнмалли вырăнлă пулнисен нушине ăнланнăшăн, хăйсене пулăшнăшăн тав турĕ.

Строительсем чи пĕчĕккисем çинчен те манман. Вĕсем валли выляв лаптăкĕ уйăрнă. Вăл нихăçан та пушă пулмасса шанаççĕ. Аслисем хăнасемпе калаçнă хушăра шăпăрлансем çĕнĕ вырăна тĕрĕслесе пăхрĕç.

Марина ЛЕОНТЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.