Комментари хушас

24 Юпа, 2025

Лифтсене улăштараççĕ

«Пирĕн çуртра лифт улăштарсан эпĕ те, кӳршĕсем те питĕ савăнтăмăр. Пире, пенсионерсене, çӳлти хута утса хăпарма çăмăл мар», — кăмăллăн пĕлтерчĕ «Октябре — 50 çул» урамра пурăнакан Альбина Тимофеева.

Шупашкар хулинчи нумай хваттерлĕ çуртсенче лифтсене çĕнетме пуçланă. «Эпир те программăна кĕни пирки пĕлсен специалистсем килессе чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр, — сăмаха малалла тăсрĕ Альбина Ефимовна. — Ĕçсене пахалăхлă пурнăçларĕç. Пирĕн тиркешмелли çук. Уйрăмах пускăчсем пысăк пулни килĕшрĕ. Пирĕн, ватă çынсен, куç çивĕч мар. Тепĕр чухне лайăх курманран цифрăна йăнăш пуснăран хваттертен çӳлерехри хутсене хăпарса кайни те пулкаланă. Халĕ кун пек йывăрлăх çук». Лифтсене капиталлă юсав программипе килĕшӳллĕн улăштараççĕ. 2025 çулта Шупашкар хулин Калинин районĕнчи пилĕк адреспа вырнаçнă çуртсенче конструкцисене çĕнетме палăртнă. «Октябре — 50 çул» урамри 12-мĕшпе 15-мĕш, Çĕрпӳ урамĕнчи 17-мĕш çуртсенче, Ярмăрккă урамĕнчи 11-мĕш çуртăн 1-мĕш корпусĕнче ĕçсене вĕçленĕ.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.