Комментари хушас

16 Юпа, 2025

Çамрăксен хаçачĕ 38 (6589) № 16.10.2025

Сцена çинче «ирĕлет»

ЕВГЕНИЯ ПОЖИДАЕВА СТРЕЛЕЦКИ ЯЛĔНЧЕ 1993 ÇУЛТА ÇУРАЛНĂ. УНРА ПУЛТАРУЛĂХ ХĔМĔ ТАПСА ТĂНИНЕ АШШĔПЕ АМĂШĔ ЮРИЙ ГЕОРГИЕВИЧПА ГАЛИНА АЛЕКСЕЕВНА ТА АЧА ЧУХНЕХ АСĂРХАНĂ. «ПĔЧĔКЛЕХ ӲКЕРМЕ, ЮРЛАМА ЮРАТНĂ ЭПĔ. ШКУЛТА КАШНИ ТĂХТАВРАХ АЛЛА КĂРАНТАШ ТЫТАТТĂМ, ÇЫНСЕНЕ СĂНАРЛАТТĂМ».

Аслă классенче гитара калама вĕрентĕм. Çак киленĕçре хама тупма тăрăшрăм. Етĕрнери виççĕмĕш шкул хыççăн Мускаври полиграфи колледжне дизайнера вĕренме кайрăм», — калаçăва пуçларĕ хĕр.

— Живопиçпе музыкăна епле çыхăнтаратăр?

— Кунĕпех ӳкерсе ларма пултаратăп, çав вăхăтрах юрлатăп, гитара калатăп, çĕннине вĕренме тăрăшатăп.

— Кама хывнă эсир?

— Атте те ӳкеретчĕ: кăранташпа та, ручкăпа та. Унăн кивĕ тетрачĕсене пăхса тĕлĕнеттĕм. Унти иллюстрацисене хамăн блокнота куçараттăм. Анне юрлама юрататчĕ, сцена çине тухман пулин те кил хушшинче сасси янăратчĕ.

— Картинăсенче камсене сăнлатăр?

— 40-мĕш çулсенчи модельсемпе тата актрисăсемпе кăсăкланатăп, вĕсен илемлĕ сăн-питне хут çине куçаратăп. Социаллă сетьсенче ӳкерсе илнĕ ĕçсене мĕн те пулин хушатăп. Тĕссемпе сăнав тума юрататăп. Ӳкерӳ ĕçĕ чуна ăшăтать.

— Мĕнле материалсемпе ĕçлетĕр?

— Ахаль тата тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсемпе усă куратăп. Вĕсемпе картинăсем илемлĕ пулаççĕ. Акварельпе хам валли çеç ӳкеретĕп.

— Картинăсем ӳкерсе пама ыйтакан чылай-и?

— Çителĕклех. Малтан аннепе атте, туссем валли çеç ӳкереттĕм. Юлташсем пĕрмай мухтатчĕç, картинăсене сутма сĕнетчĕç. Саккаспа тунă ĕçре мăшăра сăнланăччĕ. Пĕр класра вĕренекенĕн ашшĕпе амăшне юбилей тĕлне туса панăччĕ. Ăна тунă чухне хавхалану килчĕ те картинăн тепĕр енне пĕчĕк сăвă çыртăм. Çавăн хыççăн саккассем килме пуçларĕç. Хамăн вăя шанакан пултăм. «Контактри» соцсетьре ушкăн йĕркелерĕм.

— Эсир сăвăсем те çыратăр-и?

— Тепĕр чухне шухăшсем шăрçаланаççĕ, çĕрле вăрансан та йĕркесем çырса хуратăп.

— Клиентсемпе мĕнле ĕçлетĕр?

— Соцсетьре çыраççĕ, сăн ӳкерчĕкĕсене ярса параççĕ. Çынна мĕн кирлине ăнланма тăрăшатăп. Эпир ĕçе мĕнле тумаллине сӳтсе яватпăр. Хăш чухне хамран та хушатăп. Ырлани, тав туни хавхалантарать. Çынсен сăнне тимлĕн сăнама юрататăп. Уйрăмах куçсене тимлĕх уйăратăп. Вĕсем пурин те тĕрлĕрен.

— Конкурссене хутшăнатăр-и?

— Çапла. 1-мĕш тата 2-мĕш вырăнсене йышăннăччĕ. Тĕслĕхрен, «Симĕс планета» конкурс валли космонавт ӳкернĕччĕ. Мускавра иртнисене те хутшăннăччĕ. Шкулта картинăсен куравне те йĕркеленĕччĕ.

— Ăс-хакăла, ăсталăха епле аталантаратăр?

— Эпĕ тăтăшах вĕренетĕп, ютубра видеосем пăхатăп. Художниксен техникине сăнатăп. Ӳт-пĕве ӳкерме çăмăл мар, çавăнпа анатоми вĕренетĕп, стиле лайăхлататăп. Портретсенчен пăрăнасшăн эпĕ, тумтире сăнарлама тытăнасшăн. Манăн паллă çын мар, профессионал пулас килет. Çитес вăхăтра çемьен ӳкерчĕкне тăвасшăн.

— Эсир юрланине те илтнĕччĕ. Сцена çине час-часах тухатăр-и?

— Халĕ сайрарах. Культорганизаторта ĕçленĕ чухне клубсене те, уявсене те пĕрмай чĕнетчĕç. Акă çурла уйăхĕнче «Каскада» йыхравларĕç, унта темиçе юрă шăрантартăм. Çывăх вăхăтра Н.Д.Мордвинов ячĕллĕ музейре юрлăп. Чĕнсен хаваспах килĕшетĕп, юрлама юрататăп-çке. Сцена çине тухиччен хумханатăп, алă та чĕтрет, юрланăçемĕн «ирĕлсех» каятăп. Çакă çунатлантарать.

— Сцена çине хăçан тухма тытăнтăр? Пĕрремĕшне астăватăр-и?

— Шкул çулĕсенче, 5-6-мĕш классенче юрлама пуçларăм. Уявра пĕр класра вĕренекен хĕрпе юрă шăрантартăмăр. Çакăн хыççăн сцена çинче юрлас кăмăл çуралчĕ. Шупашкарти вокал студине çулталăк çӳрерĕм, халĕ хама шанчăклăрах туятăп.

— Мĕншĕн шăпах рок суйларăр?

— Çамрăклах çак музыкăпа кăсăкланаттăм, «Линкин Парк», «Рамштайн» тата ытти ушкăнсем килĕшетчĕç. Малтан ют çĕршыв рокне итлеттĕм, кайран вырăс юрăçисемпе хавхаланма пуçларăм.

— Сцена çине тухма мĕнле хатĕрленетĕр?

— Малтан юрă суйлатăп, репетици тăватăп. Мероприятие тивĕçтерекен плейлист хатĕрлеме тăрăшатăп. Итлекенсен шухăш-кăмăлне пĕлни те пĕлтерĕшлĕ. Çынсем манăн музыкăна мĕнле йышăннине сăнатăп, вĕсемпе çыхăну йĕркелетĕп. Тумтире те суйлатăп, çӳçе капăрлататăп. 40-мĕш çулсенчи актрисăсен сăнарне килĕштеретĕп.

— Хăш юрăçăн е ушкăнăн музыки чуна çывăх?

— Валерий Кипелов, Диана Арбенинăн юррисене, Анастасия Полеваян «Юр кашкăрĕсене», «Вĕçекен фрегатне», «Арманăн» ĕçĕсене итлетĕп, юрлатăп. Хальхи ушкăнсемпе юрăçсем мана килĕшмеççĕ, унчченхисем интереслĕрех пек туйăнаççĕ. Тата Светлана Буяндайкинăран тĕлĕнетĕп, вăл питĕ вăйлă юрлать. Клубра ĕçлетчĕ, эпĕ ăна яланах ытараймасăр пăхаттăм. Питĕ пултаруллă хĕрарăм: мероприятисем ирттерет, юрлать, гитара калать. <...>

Ирина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Икĕ уйăхра чăвашла калаçма вĕреннĕ

Ленинград облаçĕн Туслăх çуртĕнче чăваш чĕлхине хăй тĕллĕн вĕренмелли кĕнекен презентацийĕ иртнĕ. Ăна Максим Кузнецов, Хусанти ăслăлăх центрĕн филологи лабораторийĕн ĕçченĕ, чĕлхеçĕ, куçаруçă, сăвăç, «Питер. Татар» портал журналисчĕ хатĕрленĕ.

Çĕнĕ кĕнеке Тутар кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă. Ăна Хусанти ăслăлăх центрĕн филологи лабораторийĕн «Тутарстанри халăхсен чĕлхисемпе культурисем» проекчĕпе килĕшӳллĕн хатĕрленĕ, Тутар Республикинче пурăнакан халăхсен тăван чĕлхисене упраса хăварас енĕпе ĕçлекен комисси ырланă. Максим каланă тăрăх, вăл чăваш чĕлхине 2023 çулта ăса хывма пуçланă. «Çав çул лаборатори пуçлăхĕ Алексей Арзамазов /вăл — П.Лумумба ячĕллĕ Раççей халăхсен туслăхĕн университечĕн вырăс чĕлхин институчĕн профессорĕ/ чăваш тата мари чĕлхисене хăй тĕллĕн вĕренмелли кĕнекесем çырма сĕнчĕ. Эпĕ чăваш чĕлхине суйларăм, мĕншĕн тесен университетра вĕреннĕ чухне манăн тус Никита Бичуринăн еткерлĕхне тишкерсе диссертаци хӳтĕлерĕ. Халĕ вăл Китайри пĕр вузра — вырăс чĕлхин факультечĕн деканĕ. Чăваш чĕлхин грамматикине тĕрлĕ кĕнекепе усă курса икĕ уйăхра алла илтĕм. Ун хыççăн чăваш чĕлхине вĕренме пуçлакансем валли 30 урок хатĕрлерĕм, вĕсенчен 15-шĕ кĕнекене кĕнĕ. Тен, хăçан та пулин иккĕмĕш пайĕ те пулĕ», — пĕлтерчĕ çамрăк ученăй. «Эпĕ чăвашла калаçатăп. Чувашский язык с нуля: самоучитель для начинающих» кĕнекепе усă куракан чăваш чĕлхин япала ячĕсен падежĕсемпе, паллă ячĕсемпе, шут тата йĕрке хисеп ячĕсемпе, местоименисемпе, глаголăн тĕп вăхăчĕсемпе, изафет конструкцийĕсемпе тата ыттипе паллашĕ. Автор çĕнĕ терминсене те кĕртнĕ. Тĕслĕхрен: тулли вĕçлев, аффикссăр тăву падежĕ, кăтарту аффиксĕ... Кун пек ăнлавсем чăваш чĕлхине лайăхрах ăнланма пулăшаççĕ-мĕн. Максим Кузнецовăн кĕнекине Н.И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культурин кафедрин вĕрентекенĕсем пысăк хак панă. Çĕнĕ кăларăм хуплашкине чăваш пики илем кӳрет. Вăл — Ленинград облаçĕнчи чăваш культура обществин хастарĕ, «Ахаяс» ансамбль ертӳçи Пелагея Терентьева. Сăмах май, унăн амăшĕ Шупашкарти пĕр издательствăра ĕçлет. Хальхи вăхăтра çамрăк ăсчах ирçе чĕлхине хăй тĕллĕн вĕренмелли кĕнеке хатĕрлет. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Студентсен ĕçне çăмăллатасшăн

Антон Фисунов — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи информатикăпа шутлав техникин факультечĕн 4-мĕш курс вĕренекенĕ. Кăçал Пĕтĕм Раççейри «Студентсен стартапĕ» конкурсра унăн «Стипенди илмешкĕн конкурссене автоматизацилемелли сервис йĕркелесси» проекчĕ çĕнтернĕ. Пĕрремĕш курсрах Антон студентсемпе аспирантсем валли Яндекс академийĕ йĕркелекен Пĕтĕм Раççейри конкурсра мала тухнă. Каччă — 50 ытла ăслăлăх кăларăмĕн авторĕ.

— Антон, проектпа тĕплĕнрех паллаштарсам.

— Пĕр-пĕр стипендие илме заявка париччен кашнинчех документсене пичетлемелле, вĕсене тĕрĕслемелле, сканерламалла, балсене шутламалла. Манăн проект çав конкурса онлайн мелпе ирттермелли веб-сайт тăвассипе çыхăннă. Унти портфолиона çитĕнӳсене кăтартакан хутсене кĕртмелле, вĕсен йышĕнче конкурса тăратмаллисене суйламалла.

— Проекта хатĕрлес ĕç мĕнле иртрĕ? Йывăрлăхсем пулчĕç-и?

— Ĕçе пĕрле вĕренекен юлташăмпа Александрпа пуçăнтăмăр. Эпĕ сервер пайне тишкертĕм, хатĕрлерĕм, вăл вара интерфейспа ĕçлерĕ. Ку ĕçе ытти студента та явăçтартăм, команда йĕркелерĕм. Программа хатĕрлес тесен хаклă йышши станоксемпе пӳлĕмсем кирлĕ мар, тĕп ресурс – вăхăт тата çынсен пулăшăвĕ, çавăнпа çăмăлтарах пулчĕ. Пĕр йывăрлăх кăна — тӳлевсĕрех ĕçлеме хавхалантарасси.

— Çĕнтерӳçĕ пулнине пĕлсен мĕн туйрăн?

— Малтан савăнтăм, кайран малашне нумай ĕç тума тивнине ăнланса илсен яваплăх туйăмĕ килчĕ. Грант вăл парне мар-çке. Паллах, экспертсем манăн шухăша пысăка хурса хакланăшăн, укçа-тенкĕ енчен пулăшнăшăн хĕпĕртерĕм.

— Малашнехи тĕллевсем мĕнле?

— Манăн проект Раççейри аслă вĕрентӳ заведенийĕсенче сарăласса шанатăп, ăна коммерцилеме шухăшлатăп. Халĕ юридици ыйтăвĕсемпе тăрăшатăп.

— Эсĕ тата мĕнле проектсемпе ĕçлетĕн?

— Алгоритмла программăлас енĕпе олимпиадăсене хутшăнатăп, университетри конференцисенче хамăн проектсемпе час-часах паллаштаратăп. Тĕслĕхрен, халĕ эпĕ командăра мăшăрсем валли приложени тăвассипе ĕçлетĕп.

– Вĕренӳ çинчен каласа пар-ха. Çак çулсенче мĕн асра юлчĕ?

— Студентсен олимпиадине пĕрремĕш хут кайнăччĕ. Саратовра программăлас енĕпе тупăшу иртрĕ. Пысăк ушкăнпа çитрĕмĕр, хула урамĕсемпе уçăлса çӳрерĕмĕр. Çакăн пек сумлă мероприятие хутшăнни, студентсемпе пĕрле çул çинче вăхăта ирттерни питĕ кăсăклă пулчĕ.

— Диплом илсен малалла вĕренес тетĕн е ĕçлеме тытăнатăн?

— Эпĕ пĕрремĕш курсранпах «Кейсистемс» компанисен ушкăнĕнче программистра ĕçлетĕп. Çитес çул тулли ставкăна куçасшăн. Хушма пĕлӳ илес, тĕпчеве тарăнлатас тата лайăхлатас тесе ЧПУ магистратурипе аспирантуринче малалла вĕренес шухăш пур.

— Хыçала çаврăнса пăхнă май хăвна, пĕрремĕш курсра вĕренекенскере, мĕнле канаш панă пулăттăн?

— Интереслĕ, анчах ăссăрла пек туйăнакан пур япалана та пырса тытма ан хăра. <...>

Ирина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Ĕçлекенсем çитмеççĕ-и? Апла тăк сирĕн пата пыратпăр»

Хăшĕ-пĕри хăйне тĕрлĕ ĕçре тĕрĕслесе шухăш-кăмăла тивĕçтерекеннине шырать. «Ĕç киленӳ кӳмесен çитĕнӳ тума çăмăл мар», — çапла палăртрĕ Евгений Галкин.

Питĕрте пурăннă

Евгений Валерьевич Елчĕкре çуралса ӳснĕ. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан 2002-2007 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн экономика факультетĕнче пĕлӳ илнĕ. Икĕ çул Шупашкарта пурăннă хыççăн Санкт-Петербурга куçса кайнă, унта строительство отраслĕнче тăрăшнă.

— Питĕрте иккĕмĕш сыпăкри пичче пурăнатчĕ. Вăл чĕннипе студент çулĕсенчех çуллахи каникул вăхăтĕнче унта ĕçлеме çӳреттĕм, 2009 çулта пурăнма куçрăм. Малтан строительте вăй хутăм, кайран уйрăм бригада йĕркелерĕм. Пур ял ачи пекех мĕн пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçнă. Анне — çĕвĕçчĕ, атте — инженерччĕ. Эпир, икĕ ывăл, вĕсене пур ĕçре те пулăшаттăмăр. Килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытнă, пахча çимĕç ӳстернĕ. Эпир ытларах атте çумĕнче пулнă, арçын ĕçне алла илнĕ. Атте вилсен 2014 çулта Чăваш Ене каялла таврăнтăм. Аннене пĕччен хăварас килмерĕ. Яла час-час çӳретпĕр, отпуск та ялта иртет. Хам алăпах çĕнĕ мунча туса лартрăм, — калаçăва пуçларĕ Евгений Галкин. Пĕр тапхăр Елчĕк районĕн администрацийĕнче вăй хунă хыççăн предприниматель ĕçне пуçăннă: пахча çимĕç сутас, сайтсем тăвас, интернет-реклама енĕпе тăрăшнă. Производствăра ĕçлес кăмăл пуррипе Тутарстанри Пăвари аш-какай комбиначĕн регионти представителĕн должноçне сĕнсен тӳрех килĕшнĕ, çур çултан ăна суту-илӳ пайĕн ертӳçине çирĕплетнĕ. Шăпах çавăнта аутсорсинг енĕпе ĕçлекен организаци йĕркелес шухăш çуралнă. Çапла майпа Елчĕк çынни 2021 çулта «Шанчăклă партнер» компани уçнă. — Предприяти ĕçлекенсем çитменнипе нуша куратчĕ. Грузчиксем, рабочисем, упаковщиксем, фасофщиксем ялан кирлĕччĕ. Кадрсен ыйтăвĕ çивĕч пулнипе предприяти ĕçе туллин йĕркелеймест, производство чăхăмлать, клиентсем продукцие вăхăтра илеймеççĕ. Пирĕн коллектив предприятисене аталанма, çитменлĕхсене пĕтерме пулăшать. Тĕслĕхрен, тавара чĕркекен /упаковка/ лини юлса пырать. Çав вырăна эпир бригадира çирĕплететпĕр, ĕçлекенсене тупатпăр. Çапла майпа тулли вăйпа ĕçлесе каять: предприятие производствăна анлăлатма, федераци шайĕнчи суту-илӳ сечĕсене тухма май парать, — ăнлантарчĕ Евгений Валерьевич.

Компани тĕрлĕ регионти /ытларах Атăлçи, Тĕп, Кăнтăр округĕсенчисемпе/ предприятисемпе килĕштерсе ĕçлет. Евгений Галкин каланă тăрăх, аш-какай тирпейлекен, макарон, кондитер изделийĕсем кăларакан производствăсенче, фермер хуçалăхĕсенче /тĕслĕхрен, скотниксем, доярсем/, теплица, складсен комплексĕсенче, кайăк-кĕшĕк фабрикисенче ал вăйĕ çитмест.

Пурăнмалли вырăнпа тивĕçтереççĕ

— Сирĕн базăра — 30 пин ытла çын. Вĕсене ăçтан тупатăр?

— Интернетри ресурссем урлă шыратпăр. Тĕслĕхрен, Авито, Работа.ру порталсенче пĕлтерӳ паратпăр. Рекрутерсем те тупма пулăшаççĕ. Ĕçлекенсем — тĕрлĕ регионти çынсем. Йышра 35-45 çулсенчисем ытларах. Арçынсем грузчик, рабочи тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ, хĕрарăмсем упаковщикра, фасовщикра, тирпейлӳçĕре вăй хураççĕ. Пурте медтĕрĕслев витĕр тухаççĕ, мĕншĕн тесен хăшĕ-пĕри чир-чĕр пуррине пытарма пултарать, çавăн пекех судпа айăпланнине тĕрĕслетпĕр. Вахта мелĕпе ĕçлеççĕ, кашнинпе килĕшӳ тăватпăр. Пирĕн патра çемйипех ĕçлекенсем те пур. Тӳлевсĕр апатлантаратпăр, пурăнмалли вырăнпа, ятарлă тумпа, транспортпа тивĕçтеретпĕр. Кашни эрнере аванс паратпăр.

— Чăваш Ен çыннисем хăш региона ĕçлеме каяççĕ?

— Унччен Мускава нумаййăн çӳретчĕç, анчах унта чылайăшĕ ултавçăсен аллине çакланнă, çавăнпа ытти региона суйлаççĕ: Владимир, Липецк, Чулхула облаçĕсем, Мордва… Чăваш Ене те килеççĕ, вĕсене кондитер фабрикинче ĕçпе тивĕçтеретпĕр.

— Çĕнĕ технологисемпе усă куратăр-и?

— Унсăрăн епле. Пирĕн ĕçре те ятарлă тĕрлĕ тытăм пур. Чăн мар ăс-хакăл пире çынсемпе хутшăнма пулăшать. Тĕслĕхрен, ĕç шыракан пирĕн пата шăнкăравласан нейросеть хуравлать, ыйтусем парать.

— Сирĕн отрасльте конкуренци пысăк-и?

— Пирĕнешкел организацисем Шупашкарта та пур. Вĕсемпе килĕштерсе ĕçлетпĕр. Пĕрле тĕрлĕ ыйтăва татса пама тăрăшатпăр, пĕр-пĕрне пулăшатпăр. Пĕрлехи семинар-конференцие хутшăнатпăр, бизнес тĕл пулусенче çĕнĕлĕхсемпе паллашатпăр. Мускавра, Сочире, Шупашкарта иртнĕ конференцисенче пулнăччĕ.

— Сирĕн организаци кадр центрĕсенчен мĕнпе уйрăлса тăрать?

— Вĕсем предприятисене — рабочисемпе, çынсене ĕçпе тивĕçтереççĕ. Эпир производствăри пĕр-пĕр участока йывăрлăхран тухма пулăшатпăр. Тĕслĕхрен, склад ĕçĕ «хавшанă». Бригада йĕркелесе палăртнă ĕçе пурнăçлатпăр.

— Ĕçе роботлас тапхăр пырать. Малашне рабочисем кирлĕ пулĕç-и?

— Пĕтĕмпех роботпа улăштарма çук. Çынсăр пур ĕçе те тăваймĕç. Пирĕн ĕçĕн малашлăхĕ пур, мĕншĕн тесен предприятисене аталанма пулăшатпăр. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


«Куракан умне тухса унпа пĕрле кулас, йĕрес килет»

Етĕрне хули — СССР халăх артисчĕн Николай Мордвиновăн çуралнă кĕтесĕ. Паллă актер çуралнăранпа 125 çул çитет. Николай Дмитриевич çут çанталăкран илнĕ пысăк пултарулăхĕпе Раççей искусствин историйĕнче йĕр хăварнă.

Пушă пӳлĕмсенчен — музей Николай Мордвинов çуралнă тăрăхра унăн çурт-музейĕ пур. Ăна 2008 çулхи çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче уçнă. Паянхи кунччен упранса юлнă çуртра Николай Мордвиновăн ачалăхĕпе яш çулĕсем иртнĕ. Аялти хутра купса лавкки ĕçленĕ, иккĕмĕшĕнче — пурăнмалли пӳлĕмсем. Çурта 1880 çулта тунă. Унта Николай Мордвиновăн аслашшĕ-асламăшĕ, ашшĕ-амăшĕ пурăннă. Каярах ашшĕ тепĕр çурт хăпартнă. Çĕнĕ килте йăмăкĕсем Марийăпа Александра, Иванпа Гурий кун çути курнă. Николай 5 ачаллă çемьере асли пулнă. Ентешĕмĕр 1901 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Музейра халăх артисчĕн Мускаври хваттерĕнчи япалисем, докуменчĕсем, сăн ӳкерчĕкĕсем, кĕнекисем упранаççĕ. Вĕсене Николай Дмитриевичăн тăванĕсем парнеленĕ. Музейри чи сумлă япала — блокнот. Унта вăл хăйĕн кулленхи пурнăçĕ пирки çырса пынă. Николай Мордвинов пурнăçран уйрăлсан Ольга Табунщикова мăшăрне хисеплесе «Дневник» кĕнеке пичетлесе кăларнă. Унта — актер кашни роле вылянă хыççăн хăйĕн кăмăл-туйăмне çырса пынисем, тав сăмахĕсем. Залсене çавăн пекех халăх артисчĕн ролĕсене сăнлакан портретсемпе ӳнерçĕсен ĕçĕсем илем кӳреççĕ. Музейпа паллашма Мускавран, Санкт-Петербургран, Раççейри ытти хуларан час-часах килеççĕ. Çавăн пекех ют çĕршывран та — Германирен, Китайран, Италирен, Канадăран — çитеççĕ. Музейра паллă çынсем те пулнă: Раççей Федерацийĕн Геройĕ Николай Бударин космонавт, РСФСР тава тивĕçлĕ артистки Наталья Варлей, Раççейĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Сергей Фетисов тата ытти те. Алла Иванова музейре уçăлнăранпах ĕçлет. Ун чухне унта пушă стенасем çеç пулнă. Музей йĕркеличчен нумай ĕç тума тивнĕ. — Революци хыççăн аслашшĕнчен ку çурта туртса илнĕ. Унтанпа питĕ нумай улшăну пулса иртнĕ. Юлашки çулсенче ку вырăнта суккăрсен çурчĕ ĕçленĕ. Пĕтĕмпех çĕнетнĕ. Çак çуртра музей тума йышăнсан ăна улăштартăмăр, юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Шалти пӳлĕмсене еплерех тумаллине хам палăртрăм. Моссовет театрĕнче, Мускаври патшалăх архивĕнче пултăм. Халĕ интернетра пĕтĕм сăн ӳкерчĕке тупма май пур. 18 çул каялла вĕсене тупас тесе нумай тăрăшрăм. Мускава 3 хут кайса килтĕм. Мордвиновăн чылай япали Моссовет ячĕллĕ театр музейĕнче упранать, — пуçларĕ калаçăва Алла Орестовна. Çемйипех юрланă Николай Мордвинов Етĕрнери арçын ачасен чăн училищинче вĕреннĕ. Шăпах унта вăл сцена çинче пĕрремĕш утăмсем тунă. Павел Иванов-Панков ертсе пыракан драмкружока çӳренĕ. — Мордвиновсем пурте пултаруллă пулнă. Етĕрнере çемье капелли кĕрлесе тăнă. Çемйипех юрлама юратнă. Кимĕпе шыв урлă каçсан та, урампа утса пынă чухне те вĕсен илемлĕ сассине илтнĕ. Николай Мордвинов балкона тухса юрланине те курнă çынсем. Ашшĕ музыка вĕренмесĕрех кĕвĕ инструменчĕсем — домра, балалайка, купăс — каланă. Николай Мордвинов спектакльсенче юрланă, гитара каланă. Училищĕрен вĕренсе тухсан Николай Дмитриевич салтак атти тăхăннă. Чулхула кĕпĕрнинче актерсен труппинче хĕсметре тăнă, ăна суфлер пулма шаннă. Вăл актерсене мĕн каламаллине систерсе пынă. Çирĕп саслă пулнипе, текста лайăх пĕлнипе ăна актера илнĕ. Етĕрнене таврăнсан вăл халăх вĕрентĕвĕн пайĕнче ĕçленĕ. Çулталăкран драма кружокĕ йĕркеленĕ. Тăлăхсем, сахал тупăшлă çемьери ачисем, ватăсем валли ыр кăмăллăх спектаклĕсем лартнă, — малалла калаçрĕ музей заведующийĕ. 1924 çулта Николай Мордвинов Мускава кайнă. Театр техникумне вĕренме кĕмешкĕн ун чухне пĕр вырăна 600 çын пулнă. Питĕ пысăк конкурс витĕр тухма çăмăл мар. Провинцинчен пысăк хулана вĕренме килнĕскере бухгалтера вĕренме кайма сĕннĕ. Çапах та артист пулас ĕмĕт ăна хавхалантарсах тăнă. Юрий Завадский театр студине артистсем пухни çинчен пĕлтерӳ курсан вăл нумай шухăшласа тăмасăрах унта çул тытнă. Юрий Александрович чаплă режиссер шутланнă. Çапла Етĕрне каччи театр студине вĕренме кĕнĕ. Юрий Завадский ăна 2-мĕш курса йышăннă. Паллă режиссер унран мĕншĕн актер пулма шухăшланине ыйтсан Николай Мордвинов çапла хуравланă: «Манăн куракан умне тухса ăна ыталаса илсе унпа пĕрле кулас, йĕрес килет». Ентеше Мускаври, Ленинградри театрсене те чĕннĕ, анчах вăл Юрий Александровичран уйрăлма васкаман. 1936 çулта Юрий Завадскипе Николай Мордвинов Дон çинчи Ростов хулинче театр искусствине «чĕртсе тăратма» тухса кайнă. 1940 çулта Мускава таврăнсан Николай Дмитриевича Моссовет театрĕн труппине илнĕ. Юрий Завадский унта тĕп режиссерта ĕçленĕ. Çапла Николай Мордвинов тĕп рольсенче выляма тытăннă. Ăна драмăллă сăнарсене калăплама ытларах килĕшнĕ. Шекспирăн «Отелло», «Король Лир» хайлавĕсемпе лартнă спектакльсенче вылянă. «Маскарад» драмăра вăл Арбенин сăнарне калăпланă. Çак роле Мордвиновран лайăхрах вылякан пулман теççĕ. <...>

Юлия ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.