Хыпар 75 (28392) № 07.10.2025
«Кĕр парнисем» вĕçленмен-ха
Социаллă обьектсене тата нумай хваттерлĕ çуртсене ăшă парасси республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйту пулчĕ.
Строительство министрĕ Владимир Максимов пĕлтернĕ тăрăх, темиçе муниципалитетра ăшă трассисене улăштарассипе çыхăннă ĕçсем юлнă-ха. Вăрмарта — 80, Çĕнĕ Шупашкарта — 915 метр, Шупашкарта — 1,6 километр. Ку ĕçсене чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме палăртнă. Тĕп хулари 4-мĕш гимназире юсав ĕçĕсем пынăран ăшă парасси тытăнса тăрать. Анчах унта халĕ ачасем вĕренмеççĕ — вĕсемшĕн пăшăрханма кирлĕ мар. Олег Николаев пăрăхсене улăштарас ĕçсене май пур таран васкатмалли çинчен асăрхаттарчĕ. Çанталăк çумăра кайсан ĕçсем чылай чăрмавлăрах пулĕç, типĕ кунсемпе туллин усă курса юлмалла. Социаллă об±ектсене ăшă парасси кăçал авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче пуçланнă, нумай хваттерлĕ çуртсенчи пăрăхсем вара юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче ăшăнма тытăннă. Вырсарникунхи каç тĕлне вĕсен 99,4% ăшă панă. Сăмах май, пĕлтĕр ăшă парассине маларах, авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче, пуçланă. Тунтикун Хĕрлĕ Чутайри нумай хваттерлĕ 18 çуртра, Муркашра пĕр çуртпа ача садĕнче, Шупашкарта 13 çуртра тата Мускав проспектĕнчи 122-мĕш садикра ăшă пулман. Муниципалитетсен ертÿçисем кашни об±ект тĕлĕшпе ĕçсене уçăмлатрĕç. Хĕрлĕ Чутайра çакă çĕнĕ котельнăйсем тунипе çыхăннă, округ пуçлăхĕ вĕсене хута янă май ытларикун ăшă парассине çирĕплетрĕ. Канашра пĕр çурт ăшăсăр пулни унта пурăнакансем çуртри хваттерсене уйрăммăн хутса ăшăтмалли йĕрке çине куçма кăмăл тунипе сăлтавланнă. Унта та çак кунсенчех газ парĕç — хваттерсенче ăшă пулĕ. Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Виктор Кочетков çак тапхăрта граждансен кашни шăнкăравĕпĕлтерĕвĕ тĕлĕшпе тимлĕ пулни çинчен каларĕ — вĕсен ăшăпа çыхăннă ыйтăвĕсене çийĕнчех татса пама тăрăшасси иккĕленÿсĕр.
Грипп, ОРВИ чирĕсен эпидеми тапхăрне хатĕрленес ыйтупа сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова сăмах илчĕ. Çулталăкăн 39-мĕш эрнинче республикăра çак чирсемпе чирлесси чакни палăрнă иккен — кăтарту çĕршыври вăтам шайран 25% пĕчĕкрех. Анчах çакă, паллах, лăпланмалли сăлтав мар. Сыхлăх мерисен шутĕнче — вакцинаци. Вакцина çителĕклĕ, ăна сиплев учрежденийĕсене валеçсе панă. Лариса Владимировна Вăрнар, Куславкка, Йĕпреç округĕсенче, Çĕнĕ Шупашкарта асăннă чирсенчен сыхланса прививка тутарнисен йышĕ пĕчĕккине пăшăрханса палăртрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен вара эпидеми тапхăрĕнче кирлĕ эмелсен саппасне хатĕрлесе хунă, ытти енĕпе те пĕтĕмпех хатĕр. Чăн та, Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская çутă ÿкерчĕке кăшт тĕксĕмлетрĕ. Вăл прививка тутарнисен пĕтĕмĕшле шучĕ пĕчĕкки çинчен каларĕ. Пĕлтĕр çак кăтарту халăхăн пĕтĕм йышĕн 44% танлашнă. Унтан та ытла — вăл республикăра çуллен пĕчĕкленсе пырать. Çак цифра 45-е çитейменни вара «пĕчĕк шай» шутланать. Ватăсемшĕн, шала кайнă чирсемпе чирлекенсемшĕн вакцинаци уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен предприятисенче вăй хуракансем ерекен чирсемпе чирлес хăрушлăх пысăккине кура вĕсенчен ытларахăшне прививка туни шанчăклă — 75% кая мар пулмалла, анчах, шел те, регионта ку кăтарту та мухтанмалăх çук-мĕн. Çавна май Олег Николаев муниципалитетсен администрацийĕсене те çак ĕçе хутшăнма чĕнсе каларĕ. Хальлĕхе вĕсем айккинче юлаççĕ-ха. Хăйсен округĕсен территорийĕсенче пурăнакансен сывлăхĕшĕн, паллах, вĕсем те яваплă, эппин, граждансене вакцинацие явăçтарасси вырăнти влаç тивĕçĕ те пулмалла. Канашлу «Кĕр парнисем — 2025» ярмăрккăсем мĕнле иртнине хакланипе вĕçленчĕ. Вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев вĕсене пилĕк теçеткене яхăн лапамра йĕркеленине палăртрĕ. Тĕп хулара ярмăрккăсене юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче вĕçлеме планланă, анчах пурте тăсма ыйтаççĕ иккен — 13-мĕшĕчченех ĕçлеттерме йышăннă. Çийĕнчен министр «Пехет» агромаркет патĕнчи ярмăрккăна çулталăк тăршшĕпех ĕçлемелле тумашкăн та сĕнчĕ — хула çыннисемшĕн аван пулмалла. Ярмăрккăсен илĕртÿлĕхĕ, паллах, чи малтан пахча çимĕç лавккаринчен самай йÿнĕреххипе сăлтавланнă. Унсăр пуçне халăх ыйтнипе кăçал улма-çырла хунавĕсене, пахча çимĕç вăрлăхне ытларах сутассине йĕркеленĕ — пурте кăмăллă. Сутлăхра çырла нумай. Ăна çитĕнтерекенсен хăйне евĕр кооперацине йĕркелеме май килнине Андрей Евгеньевич пайăррăн палăртрĕ. Çырла туса илекенсен кластер евĕр тытăмне туса хуни лайăх пулмалла. Ку тĕрлĕ çырлана тирпейлессине йĕркелеме пулăшнă пулĕччĕ. «Сăмах ансат пастила тăвасси пирки мар, продукцие тĕплĕнрех тирпейлесси пирки пырать», — терĕ вице-премьер. Чăнах, кунашкал производствăсем кирлине кăçал çырла ăнса пулни куçкĕрет çирĕплетрĕ. Мĕн чухлĕ çырла çĕрсе кайрĕ! Тирпейлекен производствăсем пулнă тăк пылак çимĕç сая каймастчĕ — хĕл кунĕсенче нумай-нумай çынна савăнтаратчĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Кĕмĕл» волонтерсен пулăшăвĕ ылтăнран та хаклă
Эрнекун Çĕмĕрле хулинчи «Восход» культура çуртĕнче республикăри «кĕмĕл» волонтерсен тăваттăмĕш «Кĕмĕл Чун» форумĕ иртрĕ. Вăл пенси çулĕсенчи 350 яхăн хастара пухрĕ. Вĕсен ĕçĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев паллашрĕ.
Форумăн тĕп тĕллевĕ — çулĕсене мар, общество ĕçĕнче хастарлăх кăтартнине кура аслă ăру çыннисене чысласси, вĕсен ĕçне хакласси. Ăна Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне халалларĕç. «Пирĕн ĕç питĕ анлă: ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тĕллевпе окоп çуртисем тăватпăр, нускисем çыхатпăр, çырусем çыратпăр, тетел хатĕрлетпĕр. Çав вăхăтрах тăхăнмалли ăшă япаласем, эмелсем, укçа-тенкĕ пухатпăр. Хам енчен кашни уйăхрах пенси укçин пĕр пайне хÿтĕлевçĕсем валли уйăратăп», — каласа пачĕ Çĕнĕ Шупашкарти «кĕмĕл» волонтер Надежда Васильева. Маттур ватăсене Олег Николаев саламларĕ. Вăл çакăн пек пуçарусен пĕлтерĕшне палăртнă май ку енĕпе малашне те тăрăшса вăй хума, пархатарлă ĕçе çамрăксене те явăçтарма сĕнчĕ. «Пирĕн волонтерсен федераци шайĕнчи конкурссенчи çитĕнĕвĕсемпе виçесĕр мăнаçланатăп, çавнашкал площадкăсенче эсир хăвăра яланах питĕ лайăх кăтартатăр. Çакăншăн пысăк тав сăмахĕ калатăп, ырă кăмăлăр сире те, çемйĕрсене те ытлашшипех таврăнтăр», — палăртрĕ Олег Алексеевич. Волонтерсем ача çурчĕсемпе интернатсенче вăй хураççĕ, вĕренÿ мероприятийĕсемпе форумсене хутшăнаççĕ, çавăн пекех спорт ăмăртăвĕсене йĕркелеме пулăшаççĕ. Республикăра паянхи кун «кĕмĕл» ÿсĕмри 4 пин ытла волонтер шутланать. Чăваш Енĕн ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова «кĕмĕл» хастарсене ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене пулăшу кÿнĕшĕн пайăррăн тав турĕ. Волонтерсене парнесемпе тата грамотăсемпе чысларĕç.
— 8 çул ĕнтĕ çак йышра тăратăп. Эпĕ социаллă пулăшу паракан центрта дачăри ĕçсемпе çыхăннă кружок ертсе пыратăп, тĕрлĕ ăсталăх класĕсем ирттеретĕп, ÿсентăранпа аппаланма вĕрентетĕп, çамрăксене хамăн опытпа паллаштаратăп. Тантăшсемпе тĕрлĕ кружока çÿретпĕр, ыр кăмăллăх мероприятийĕсене хутшăнатпăр. Паянхи форумра «2025 çулхи чи лайăх «кĕмĕл» волонтер» конкурсра «Эко — волонтер» номинацире çĕнтернĕшĕн наградăларĕç, çакă питĕ кăмăллă. Манăн кĕрÿ Максим халĕ СВОра, эпĕ ăна та, ытти ентеше те пĕтĕм вăйран пулăшма тăрăшатăп. Мăнукăм йывăр çын пулнă май ăна пулăшасси те манăн тĕп тивĕçсен шутĕнче, — каласа пачĕ Çĕмĕрле «кĕмĕл» волонтерĕ Людмила Осипова. — Хĕрарăмсен клубне çÿреме тытăнсан волонтер пулма сĕннине эпĕ хаваспах йышăнтăм. Пĕрремĕш ĕç пирĕн Ветерансен çурчĕпе çыхăнчĕ. Ватăсене нускисем кайса параттăмăр, уявсенче парнесем хатĕрлеттĕмĕр, сывлăха упрама пулăшас тĕллевпе ăсталăх класĕсем ирттереттĕмĕр. Халĕ эпир гуманитари пулăшăвĕпе ĕçлетпĕр, тетелсем çыхатпăр, ытти ĕç пурнăçлатпăр. Çакăнпа 2 çул ĕçлетĕп, ăшă нускисемпе шлем айĕнчен тăхăнмалли калпаксем çыхатăп. Нарăсра чебурашкăсем ăсталама пуçларăм, вĕсене те СВОна ярса паратпăр — ачасене килĕшет, тата та ыйтаççĕ. 100 яхăн çыхрăм ĕнтĕ. Манăн пичче ывăлĕ Владислав çар ретне СВО пуçлансанах тăчĕ. Вăл питĕ шанчăклă та тăрăшуллă салтак, эпĕ уншăн яланах кĕлĕ тăватăп, — чунне уçса калаçрĕ Йĕпреç округĕн ветеранĕ Елена Пелепчук. Форума хутшăннисем тематика площадкисене çитсе курчĕç, тĕрлĕ енлĕ ăсталăх класĕсене хутшăнчĕç. Çак хастар çынсен пархатарлă ĕçне общество ырлăхĕшĕн малалла тăсмалли план хатĕрлерĕç, пĕрпĕрин опычĕпе паллашрĕç, çĕнĕ тĕллевсене палăртрĕç. Форум аслă ăрăвăн опычĕпе ăсхакăлĕн хакне, общество пĕрле пулмалли, пĕр-пĕрне пулăшмалли хавала çирĕплетрĕ. <...>
Ирина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
77 çул та чикĕ мар
Шупашкарта медицинăн иккĕмĕш форумĕ иртрĕ. Вăл 1,5 пине яхăн медицина ĕçченне пуçтарчĕ. Ăна уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ. Сумлă хăнасен шутĕнчех Федерацин сывлăх сыхлавĕн сферинчи надзор службин ертÿçи Алла Самойлова, Патшалăх Думин Сывлăх сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Бадма Башанкаев, ыттисем пулчĕç.
— Чăваш Ен сывлăх сыхлавĕн чылай енĕпе малта пырать. Эпир те хамăр опытпа паллаштарса ĕçтешсенчен вĕренетпĕр. Тăтăшах çĕнĕ сиплев меслечĕсене алла илетпĕр, наука аталаннă май хальхи технологисемпе, материалсемпе тата инструментсемпе усă куратпăр. Çакăн кăтартăвĕ — Чăваш Енре пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ илнĕ пациентсен шучĕ ÿсни. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн шайне тата халăхăн пурнăç пахалăхне палăртма усă куракан тĕп индикаторсенчен пĕри — пурнăç тăршшĕ. Пилĕк çулта ăна 77,5 çултан та ытларах ÿстерме тĕллев лартатпăр», — терĕ Олег Николаев форума хутшăннисене саламланă май. Форума хутшăннисен ячĕпе РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Михаил Мурашко салам янă. «Юлашки пилĕк çулта Чăваш Енре малтанхи медицина пулăшăвĕн тухăçлă тытăмне йĕркелеме, сывлăх сыхлавĕн хальхи инфратытăмне çĕнетме тата паха медпулăшу пахалăхне тивĕçтерме май килнĕ. 2020 çултан пуçласа республикăра сывлăх сыхлавĕн 300 обћектне çĕнĕрен тунă е тĕпрен юсанă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин республикăра пулнă май Чăваш Енре медицина пулăшăвĕ памалли условисем лайăхланнине палăртрĕ», — тенĕ вăл. «Чăваш Енре медицина сферинче питĕ нумай ĕç тунă, çав шутра ыттисенчен иртме пулăшакан проектсем те пур. Республика пĕчĕк пек туйăнать, анчах та хăйĕн вăй-хăвачĕпе, пултарулăхĕпе палăрать. Паха медицина халăх сывăрах пултăр тесе тăрăшнине тÿрре кăларать», — палăртрĕ Алла Самойлова. Форум программипе килĕшÿллĕн «Манăн фельдшерпа акушер пункчĕ чи лайăххи» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Ăна фельдшерăн халăхпа ĕçлемелли майĕсене пысăклатма, яллă вырăнсенчи медпулăшу пахалăхне ÿстерме йĕркеленĕ. Конкурсра Патăрьел тăрăхĕнчи Тĕреньел ФАПĕн ертÿçи Екатерина Михайлова çĕнтернĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова форум отрасльти профессионалсене пĕрлештерме, çĕнĕ çитĕнÿсем тумашкăн хавхалантарма тата Раççей сывлăх сыхлавне малалла лайăхлатма тĕллев лартнине пĕлтерчĕ. Сывлăх сыхлавĕнче нумай çул тăрăшса вăй хунисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ патшалăх наградисемпе чысларĕ. Мероприятин пĕрремĕш кунĕнче Республикăри клиника онкодиспансер никĕсĕ çинче хирургин çĕнĕ меслечĕсене халалланă ăсталăх класĕсем иртрĕç. Операцисене Раççейри паллă хирург-тухтăрсем — И.М.Сеченов ячĕллĕ Пĕрремĕш Мускав патшалăх медицина университечĕн пĕтĕмĕшле хирурги кафедрин ертÿçи Эдуард Галлямов профессор тата Н.Н.Блохин ячĕллĕ Наци медицина тĕпчевĕн онкологи центрĕн колопроктологи уйрăмĕн ертÿçи Заман Мамедли — ирттерчĕç. Операцие тÿрĕ эфир мелĕпе йĕркеленĕ те — форум хăнисем кăткăс операцисен кашни тапхăрне тĕплĕн тишкерме тата хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пама пултарчĕç. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Чи лайăх вĕрентекенсене чысларĕç
Чăваш патшалăх филармонийĕнче Вĕрентекен, Шкулчченхи учрежденисен ĕçченĕн тата Вăтам професси вĕрентĕвĕн кунĕсене халалланă савăнăçлă пуху иртрĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енĕн чи лайăх вĕрентекенĕсене наградăсемпе чысларĕ.
Уява вĕренĕвĕн мĕн пур сыпăкĕн — ача сачĕсен воспитателĕсенчен пуçласа техникумсемпе колледжсен преподавателĕсем таран — пухăнчĕç. Олег Николаев педагогсене саламланă май вĕсен ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Вĕрентекенсем çитĕнекен ăрăва пĕлÿ панипе кăна çырлахмаççĕ, воспитани енĕпе те тимлĕ ĕçлеççĕ — «çĕнĕлĕхсен, технологисен, çитĕнÿсен катализаторĕ пулса тăраççĕ». Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков вĕренÿ заведенийĕсене пултаруллă та ăста педагогсемпе тивĕçтерес, шкула çамрăк специалистсемпе çирĕплетес ыйту çине пусăм турĕ. Паян цифра вĕрентÿ сферине шаларах та шаларах кĕрсе пырать. Анатолий Геннадьевич Яндекс компанипе пĕрле информатикăн 150 учителĕ валли вĕренÿ йĕркеленине палăртрĕ. Вĕрентекенсем çакна пысăка хурса хакланă — ку ĕçе малалла тăсĕç. «Эсир ачасене пĕлÿ кăна мар, чунăра та паратăр — Чăваш Ен, пĕтĕм çĕршыв пуласлăхне никĕслетĕр», — терĕ Дума депутачĕ. Республикăри шккул ачисен çитĕнĕвĕсем çинчен вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров каласа кăтартрĕ. Вĕрентекенсен пысăк профессионализмĕ пулăшнипе вĕсем çĕршыв шайĕнчи предмет олимпиадисенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. «Чăваш Ен шкул ачисен пĕтĕм Раççейри олимпиадисене хутшăннин кăтартăвĕсем тăрăх çĕршыври чи лайăх 20 регион шутне кĕрет — юлашки пилĕк çулта республика призлă вырăнсене 80 хут çĕнсе илнĕ», — терĕ министр. Вĕрентÿ тытăмĕ умĕнчи пысăк тĕллевсен шутĕнче — шкула кадрсемпе тивĕçтересси. Паян федераци шайĕнчи «Земство вĕрентекенĕ» программа пурнăçланать. Регионăн 11 вĕрентекенĕ Раççей Президенчĕн 200 пин тенкĕлĕх премине çĕнсе илмелли конкурсра çĕнтернĕ. Чи лайăх педагогсем наградăсем илчĕç. Чи сумлă «Чăваш Республикин халăх вĕрентекенĕ» ята Шупашкарти 3-мĕш лицей педагогĕ Маргарита Степанова тивĕçнĕ. Ăна, ыттисене наградăланă май Олег Николаев кашнинех пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ. «Педагогсем — пирĕн республика пуласлăхĕн никĕсĕ. Эсир ĕçе парăнни, сирĕн профессионализм чи пысăк хаклава тивĕç, — терĕ Олег Алексеевич. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Спорт пĕрлештерет, вăй кÿрет
Çĕнĕ Шупашкарти спорт комплексĕнче юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Наци кĕрешĕвĕсен Пĕтĕм тĕнчери II вăййисем савăнăçлă лару-тăрура пуçланчĕç.
— Чăваш Республикинче иртекен Наци кĕрешĕвĕсен Пĕтĕм тĕнчери II вăййисем вун-вун çĕршыври спортсменсене пĕрлештереççĕ, спорт политика тулашĕнче пулнине кăтартаççĕ, — терĕ спорт уявне уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. — Эпир пирĕн республика Пĕтĕм тĕнчери пысăк пĕлтерĕшлĕ спорт пулăмĕ иртекен тĕп вырăн пулнипе мăнаçланатпăр. Ку вăйăсем нумай нациллĕ Раççейри тата тĕнчери халăхсен туслăхне çирĕплетме, спортăн йăлана кĕнĕ тĕсĕсене упрама тата аталантарма пулăшаççĕ. Раççейри кĕрешÿ искусствисен союзне тата Спорт министерствине 2023 çултах пирĕн пуçарăва ырласа йышăннăшăн, вăйăсене хутшăнакансене пире шаннăшăн тата хастар пулнăшăн тав тăватăп. Пирĕн пата килсе кĕрешме кăмăл тăвакансен шучĕ палăрмаллах ÿсрĕ, ăмăрту географийĕ анлăланчĕ. Çакă спорт халăхсене пĕрлештернине, туслаштарнине кăтартать. Спорт уявне 39 çĕршывран пухăннă 6000 ытла çын хутшăнать. Спортсменсем 17 тĕрлĕ кĕрешÿ енĕпе вăй виçĕç. Тупăшу юпа уйăхĕн 12-мĕшĕччен тăсăлĕ. Тăватă сăмах — çирĕплĕх, шанчăклăх, хăюлăх тата чыс — Наци кĕрешĕвĕсен Пĕтĕм тĕнчери II вăййисен девизĕ пулса тăчĕ. Спорт мероприятийĕ уçăлас умĕн пысăк экран çинче вĕçекен дракон курăнчĕ, çак сăнар кĕрешÿ тĕсĕсене пĕрлештерекен вăя палăртать. Драконăн вăрăм хÿри пур кĕрешĕве те пĕрлештерекен пиçиххине сăнлать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «дракон хÿри» пиçиххине ăмăртусен тĕп судйине, Раççейри кĕрешÿ искусствисен союзĕн директорне Рамиль Габбасова парнелерĕ. «Пысăк тата туслă командăпа Наци кĕрешĕвĕсен Пĕтĕм Раççейри вăййисене иккĕмĕш хут ирттеретпĕр. Ăмăртусене йĕркелес ĕçе хутшăннăшăн Олег Алексеевича тав тăватăп. Спортсменсене хитре кĕрешÿсем, çĕнтерÿсем сунатăп», — терĕ Рамиль Габбасов. Аса илтеретпĕр: кĕрешÿсем Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш тата Шупашкарти 8-мĕш спорт шкулĕсенче /«Волга» стадион/ иртĕç. Эрне хушшинче виçĕ пин ытла пăхаттир 17 площадкăра хăйсен ăсталăхне, вăй-хăватне тата спорта чунтан парăннине кăтартĕ. Вăйăсене РФ Спорт министерстви, Кĕрешÿ искусствисен союзĕ, çĕршыври паллă спорт федерацийĕсем пулăшнипе йĕркеленĕ. «Кашни халăхăн хăйĕн йăли-йĕрки, хăйĕн наци кĕрешĕвĕ пур. Спорт вара пире пĕрлештерет, вăйлăрах пулма пулăшать», — палăртрĕç уявра. Çапла пултăрччĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Кунта патриотсем çитĕнеççĕ
Вĕрентекен кунĕ умĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан «Федерацин Атăлçи округĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕ» бюджет учрежденийĕн ĕçĕхĕлĕпе кăсăклантăмăр, пирĕн ыйтусене унăн директорĕн çумĕ Виктор Краснов хуравларĕ.
— Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин тата Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕ малалла пырать, Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулне паллă тăвасси çулталăк вĕçленичченех тăсăлать. Виктор Алексеевич, кадетсене тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре мĕнле çивĕч ыйтусем пур?
— Кăçалхи тĕп мероприятисене Çĕнтерĕвĕн 80 çулне халаллатпăр. Чылайăшне ирттертĕмĕр ĕнтĕ, татах йĕркелетпĕр. Кадетсене воспитани парас ĕçе илес тĕк — çапла калам: дисциплина ыйтăвĕ çав-çавах пĕлтерĕшлĕ-ха. Кадет корпусĕнче вăл вăтам пĕлÿ паракан учрежденисемшĕн кăтартуллă ырă тĕслĕх пулмалла. Ăна çак шайра тытса тăрас тесен çирĕп планпа тата йĕркепе килĕшÿллĕн пĕтĕм коллективăн тăтăш ĕçлемелле.
— Паллă педагог, коммунăри воспитани методикин авторĕ Антон Макаренко «дисциплина — воспитани кăтартăвĕ» тенĕ. ССР Союзĕ саланнă тапхăрта чикĕ леш енчен Соросăн пирĕн çĕршывшăн тÿнтерле вĕрентÿ программисене пурнăçа кĕртме ыйтрĕç, шкул ачисене ĕçлеттерме, пурăпа çырнă доскана шăлса тасаттарма та чарчĕç. Юрать-ха, халĕ шкулсенче ĕç воспитанийĕн пĕлтерĕшĕ вăй илсех пырать.
— Çапла, хамăрăн педагогика никĕсĕ еннелле çаврăнтăмăр, ун патне туртăнатпăр. Педагогикăна тĕпчекенсем, вĕрентекенсем халĕ паллă вырăс тата совет педагогĕсен Константин Ушинскин, Анатолий Луначарскин, Надежда Крупскаян, Антон Макаренкăн, Василий Сухомлинскин, ыттисен ĕçĕсене тимлĕх ытларах уйăраççĕ. Василий Сухомлинский çапла çырнă: «Вĕренекенрен май килнĕ таран ытларах ыйтмалла тата ăна май килнĕ таран ытларах хисеплемелле». Корпус педагогĕсем çак шухăша кулленхи ĕç никĕсне хываççĕ — унсăрăн ят-сум çĕнсе илеймĕн. Кадетсемпе кăнттам, вĕсене хисеплемесĕр калаçма юрамасть, ачасемпе хутшăннă чухне педагогăн вĕсене юратнине, вĕренекенсен ыйтăвĕсене татса пама тăрăшнине çирĕплетмелле — вĕсен педагогсемпе воспитательсем тĕрĕс йышăну тунине туймалла.
— Корпусра 8-мĕш вĕренÿ çулĕ пырать. 2018 çулта уçăлнăскерĕн ят-сумĕ çинчен сăмах пуçарсан чи малтан камсене асăннă пулăттăр?
— Паллах, корпусра пуриншĕн те хисеплĕ çын — учреждени директорĕ Николай Алексеевич Жуков. Вăл педагогсен çемйинчен тухнă, шкул вĕрентĕвне, воспитани парассине йĕркелес ĕçре пысăк опыт пухнă. Авторитетсен йышне ротăсен командирĕсене Владимир Кольцовпа Владислав Сергеева та кĕртетĕп. Владислав Сергеевич ача чухне Шупашкарти 53-мĕш шкулти самбăпа дзюдо секцине çÿрерĕ, эпĕ вĕсен тренерĕччĕ. Сывлăш-десант çарĕсен Рязаньти аслă çар училищинчен вĕренсе тухрĕ, ятарлă çар операцине хутшăнчĕ, Луганск патĕнчи çапăçура аманчĕ. Владимир Васильевич та офицер, Югославири Приштин аэродромне ирĕке кăларма хутшăннă. Николай Ларин, Евгения Зверева, Леонид Мокин, Лилия Григорьева, Ольга Толмачева, Любовь Александрова воспитательсем те хисеплĕ йышра. Çар енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ Алексей Башмаковпа Дмитрий Клементьев СВОран таврăннă хыççăн виççĕмĕш çул учрежденире ăнăçлă ĕçлеççĕ.
— Ĕç меслечĕсем патне таврăнар-ха. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, явап тыттарас тĕллевпе корпусра вĕренекене пĕр вырăнта тăнă чухне чĕркуççине хуçлатса темиçе хут куклентереççĕ, çĕртен икĕ алăпа тĕртĕнтереççĕ е пĕчĕк дистанцие чуптараççĕ. Ытла хаяр мар-и?
— Кадетсемпе ĕçленĕрен пирĕн ĕçĕн хăйне евĕрлĕхĕ хăш-пĕр енĕпе вĕрентÿ учрежденийĕн уставĕнчен айккинерех тăрать, анчах усăллă çак ĕç вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ ирĕк панипе ачасен медицина кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Йĕркене пăснă ачасене те хусканусем тутарса, чуптарса пĕр-пĕринпе ăмăртма, хирĕçмесĕр тупăшма явăçтаратпăр. Кадетсем хăйсен «айăпне» çав меслетпе «каçарттарма» сĕннине сăмахсăрах йышăнаççĕ, вăл вăй пухма, мышцăсене çирĕплетме пулăшнине ăнланаççĕ. Сиен кÿмен, пачах тепĕр майлă — усă кÿрекен çак меле ĕçе кĕртиччен маларах ашшĕамăшĕпе те, ачасемпе те пĕр хутчен çеç мар калаçу ирттеретпĕр. Аслăрах кадетсем кĕçĕнреххисемшĕн ырă тĕслĕх пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Николай Егоров кадет виçĕ çул ытла каялла, кунта вĕренме кĕрсен, турникран 6 хут çеç туртăнайнине пытармасть, халĕ 26 хут çĕкленеет. Эпĕ кадетсенчен пĕри те çав «явапран» пĕлтерĕшлĕ сăлтавсăрах пăрăнма хăтланнине курман. Кунсăр пуçне çак ĕçе корпус дирекцийĕ çирĕп тĕрĕслесе тăрать.
— Педагогика канашĕн ларăвĕнче Николай Жуков директор «кадетсем кĕсье телефонĕсемпе усă курассине тĕрĕс йĕркелесе çитереймерĕмĕр-ха» тенине астуса юлтăм. Сăмах мĕн пирки?
— Корпус уставĕ вĕсене вĕренÿ кунĕсенче, уроксенче кĕсье телефонĕпе усă курма чарать. Çакна педагогсемпе воспитательсем çеç мар, ашшĕ-амăшĕ тата вĕсен общество организацийĕсем те пĕлеççĕ, çав условие пăхăнасси пирки учрежденипе килĕшÿ çирĕплетеççĕ. Пытармастпăр, ку йĕркене пăхăнман тĕслĕх сайра хутра пулкалать. Педколлектив, ашшĕамăшĕ тимлĕрех пулсан ыйтăва татса паратпăрах.
— Вĕрентекен кунне мĕнле кăмăлпа кĕтсе илтĕр?
— Паллах, лайăххипе! Мĕншĕн тесен пирĕн коллективăн ĕç кăтартăвĕсем япăх мар, çитĕнÿ чылай. Тĕслĕхрен, 11-мĕш «а» класран пĕлÿ илсе тухнисен 65 проценчĕ çар училищисене вĕренме кĕчĕ, Чăваш кадет корпусĕ 6 команда хушшинче федерацин Атăлçи округĕнчи кадетсен çуллен иртекен IÕ спартакиадинче иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. <...>
Валерий ФЕДОРОВ калаçнă.
♦ ♦ ♦
Атте-анне чунĕ ялан ачишĕн çунать
Патăрьел округĕнчи Треньелĕнчи Татьянăпа Юрий Муськинсен çемйи ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть теме пулать. Анчах ку — çиелтен пăхсан çеç. Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа вĕсен çĕр çывăрман каç сахал мар пулнă…
1964 çулта кун çути курнă Вăтаел хĕрĕ хăйĕнчен виçĕ çул аслăрах каччăпа Треньелĕнчи кирпĕч заводне ĕçлеме килсен паллашнă. Таня шкулта вĕреннĕ чухнех каникул вăхăтĕнче ашшĕпе пĕртăван аппăшĕпе унта ĕçлеме кайнă. 8 класс вĕренсе пĕтерни çинчен калакан аттестата алла илсен телейне таçта шыраса çÿрес темен: хăнăхнă çĕртех малалла вăй хунă. — Мана асанне пăхса ÿстернĕ. Аттен качча кайман аппăшĕсем те пĕрле пурăннă. Малалла вĕренме каймалли пирки ăс паракан та пулман, — тет Татьяна Петровна пурнăçĕпе паллаштарнă май. 19 çулта чухне Треньел каччипе мăшăрланнă. Ун чухне Юрий Николаевич «Батыревский» совхозăн Кĕçĕн Патăрьел бригадинче тăрăшнă. Çамрăк мăшăр тĕп килтех юлнă. Кинĕпе хунямăшĕ 30 çул ытла пĕрле пурăннă. Муськинсем 5 ача çуратса ÿстернĕ: Николай, Оксана, Лилия, Дмитрий, Максим. Шăпах кĕçĕннин вăрçă тертне курма тивнĕ. 2017 çулта Максим салтак атти тăхăннă. Тепĕр çул вара контракт çырса çар ĕçне малалла тăснă. 2022 çулта, контракт вĕçленмелли вăхăт çывхарнă чухне, ятарлă çар операцийĕ пуçланнă. Треньел каччи юлташĕсенчен уйрăлайман, ыттисемпе пĕрле пĕрремĕш кунсенчех вăрçă вутне кĕнĕ. Донецк енче неонацистсемпе кĕрешнĕ. Виçĕ хутчен йывăр аманнă. Пĕрремĕш хутĕнче юлташĕпе машинăпа пынă чухне тăшман снарячĕ лекнипе техника çунма тытăннă. Руль умĕнчи тусĕ çавăнтах вилнĕ. Максим машинăран сиксе ĕлкĕрнĕ, анчах пит-куçĕ, алли вутпа пиçнĕ. Тепрехинче ăна снаряд ванчăкĕсем лекнĕ. Чĕри çывăхĕнчине госпитальте операци туса кăларнă, алли-уринче вĕсем халĕ те пур. Виççĕмĕш хутĕнче вара каччăн пурнăçĕ улшăннă. Мина çинче сирпĕннипе икĕ ури те чĕркуççинчен аяларах татăлнă. «Аманнă хыççăн виçĕ кун чăрăш айĕнче юлташсемпе выртрăмăр. Дронсем питĕ вăйлă вĕçнипе пире кĕрсе илеймерĕç. Тата тепĕр кун тăнă пулсан вилеттĕмччĕ пулĕ», — тесе каласа панă Максим çывăх çыннисене. Каччă мĕнлерех нушаланнине куç умне кăларатăп та — чун сÿ-ÿ! туса илет. Вăл шăлне çыртнă та чăтнă вĕт! Икĕ ури те çуккине йышăнма çăмăл пулнă-и тата? Чăн-чăн паттăр мар-и вара çак каччă?! Пурнăçпа вилĕм кĕрешнĕ вăхăтра та юлташĕсемпе лайăха шаннă. Шел те, Треньел каччипе хăйĕнпе курнăçма май килмерĕ. Халĕ вăл Шупашкарта ятарлă машинăпа çÿреме хăнăхать. Максим «Хастарлăхшăн», «Паттăрлăхшăн» медальсене тивĕçнĕ. Ашшĕпе амăшĕн чĕри вара ывăлĕ ятарлă çар операцине хутшăннине пĕлнĕренпе канлĕх мĕнне маннă. «Максим час-часах шăнкăравлаймастчĕ. Калаçсан чун кăштах лăпланать пекчĕ, унтан татах шăнкăрав кĕтме, пăшăрханма тытăнаттăмăр», — тет Татьяна Петровна. Иртнĕ çул Муськинсен пысăк çухатăва чăтса ирттерме тивнĕ. Йĕпреç тăрăхĕнчи Пучинке ялне качча кайнă хĕрĕн Лильăн мăшăрĕ СВОра пуç хунă. Вăл неонацистсемпе кĕрешме 2024 çулхи юпа уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе тухса кайнă. — Чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче манăн çуралнă кун. Лилия маларах ачисемпе пĕрле пирĕн пата килчĕ. Чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче кĕрÿ шăнкăравларĕ. «Мама /мăшăрĕн амăшне çапла чĕннĕ. – Авт./, пире малти линие кĕртсе яраççĕ. Çавăнпа сире кайран шăнкăравлаймастăп. Çуралнă кун ячĕпе саламлатăп», — терĕ. Çакă пирĕн юлашки калаçу пулчĕ. Ун хыççăн пĕр сас-хура та пулмарĕ. Ăна хыпарсăр çухалнисен шутне кĕртрĕç. Вăхăт иртсен çеç вăл чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнчех куçне ĕмĕрлĕхех хупнине каларĕç. Кĕрÿ СВОна хутшăнма тĕллев тытнине никама та пĕлтермен. Хĕрĕм каланă тăрăх, ирхине ĕçе каятăп тесе килĕнчен тухса кайнă. Кайран вара килнĕ те хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине каясси çинчен пĕлтернĕ, докуменчĕсене кăтартнă. Вăл салтакра та пулман. Çакăншăн питĕ аванмарланатчĕ. Çавăнпах çак утăма турĕ пулĕ, — чун ыратăвне пытараймасăр куççульне шăла-шăла калаçрĕ Татьяна Муськина. Икĕ ача ашшĕне Александр Краснова кăçалхи ака уйăхĕнче юлашки çула ăсатнă. Пурнăçри йывăрлăхсене сирме Татьяна Петровнăпа Юрий Николаевича сакăр мăнукĕ пулăшать. Вĕсем часчасах килсе çÿреççĕ. Кил ăшшине упракан хĕрарăм çавăн пекех чечексен илемĕнче чун канлĕхне тупать. Çурт умĕнчи тĕрлĕ чечек куçа илĕртет. Пушă вăхăтра вара ал ĕç туса йăпанать. <...>
Ольга ПАВЛОВА.
♦ ♦ ♦
Çăлтăрĕ хавхалантарсах тăрать
Журналист, прозаик, публицист Геннадий Уткин çуралнăранпа юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче 80 çул çитрĕ.
Вăл, патшалăх тата общество ĕçченĕ, Комсомольски районĕнчи Чăваш Тукай ялĕнче 1945 çулта çуралнă, 1953-1963 çулсенче Тукай, Çĕнĕ Мăрат, Аслă Чурачăк шкулĕсенче вĕреннĕ. 1964- 1967 çулсенче Совет çарĕн хĕсметĕнче тăнă, çар тата политика вĕренĕвĕ, салтаксене коммунизм тĕллевĕсене тĕпе хурса тивĕçлĕ воспитани парас енĕпе хастар пулнăшăн 1966 çулта ăна ВЛКСМ Чăваш обкомĕн Хисеп хучĕпе наградăланă. 1967 çулта вăл çарта коммунистсен партине кĕнĕ. Салтак аттине хывсан — Комсомольски районĕн «Октябрь ялавĕ» хаçачĕн редакцийĕн литсотрудникĕ. Геннадий Уткин материалсене пичете тĕплĕн хатĕрленĕ, ялсемпе хуçалăхсен ыйтăвĕсене, парти организацийĕсен ĕçĕ-хĕлне пур енчен те пăхса тишкернĕ, хаçатра çутатнă. Вăл ял корреспонденчĕсен ĕçне йĕркеленине, вĕсене статьясем çырма, хаçатра пичетленме пулăшнине палăртас килет. 1968 çулта ăна хаçат редакторĕн çумне уйăрса лартнă, ĕç татах хушăннă. Редакцире ĕçленипе пĕрлех пĕлĕвне, журналист ăсталăхне ÿстернĕ. 1968-1975 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче «Филолог, чăваш чĕлхипе литературин преподавателĕ» специальноçа алла илнĕ, унсăр пуçне 1971-1975 çулсенче партин Горькири аслă шкулĕнче вĕреннĕ. Диплом илсен КПСС Чăваш обкомĕ 1975 çулта йышăну кăларса ăна «Октябрь ялавĕ» хаçат редакторĕ пулма çирĕплетнĕ. Коллектива ертсе пынă çулсенче журналистикăра паха опыт пухнă, хаçатра кăсăклă, тарăн шухăшлă материалсем кун çути кăтартассишĕн нумай тăрăшнă. Ун чухне райхаçат çынсен пурнăçне йĕркелессине, ырă йăла-йĕркене тытса тăрассине пысăк тимлĕх уйăрнă. Геннадий Алексеевич районăн общество пурнăçне те хастар хутшăннă. Уйрăммăн илсен ĕç коллективĕсен умĕнче экономикăпа социаллă пурнăç, медицина, вĕрентÿ, культура ыйтăвĕсемпе лекци-доклад чылай тунă, калаçу ирттернĕ, партипе совет органĕсем хушнă ĕçсене вăхăтра пурнăçланă. Редакцире 20 çул вăй хунă хыççăн вăл ĕç вырăнне улăштарчĕ. 1987-1988 çулсенче — районăн халăха вĕрентекен пайĕн методисчĕ, Комсомольски шкулĕнче вырăс тата чăваш чĕлхисен учителĕ пулчĕ. 1989 çулхи çĕртме уйăхĕнче КПСС Чăваш обкомĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ăна партин Комсомольски райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулма суйларĕç. 1991 çулхи чÿк уйăхĕнче, КПСС ĕçне чарса лартнă тата Конституци шайĕнчи «Куçăм тапхăрти ССР Союзне ертсе пымалли патшалăхăн влаç органĕсем çинчен» саккун йышăннă хыççăн, Уткинсем пурăнма Комсомольскинчен Шупашкара куçрĕç. Геннадий Алексеевич 1991 çулхи юпа уйăхĕнче Пичет çуртĕнче темиçе уйăх маларах кăларма тытăннă «Хресчен сасси» хаçат редакцийĕнче ĕçлеме тытăнчĕ, 1996 çулхи нарăсчен тăрăшрĕ. Хаçат тиражĕ 40 пин экземпляра çитрĕ, çав ÿсĕмре Геннадий Уткин тÿпи те пысăк. Вулакансем кăсăкланакан ыйтусемпе нумай материал çырса кăларчĕ. Кайран — Раççей Патшалăх Думин депутачĕн пулăшуçи. 1998 çулта каллех журналистикăна таврăнчĕ, 2006 çулччен республика профсоюзĕн «Время» хаçачĕн тĕп редакторĕнче ĕçлерĕ. Тивĕçлĕ канăва кайсан литература произведенийĕсем çырма тытăнчĕ. Вĕсем «Республика», «Хресчен сасси» хаçатсенче, «Тăван Атăл», «Капкăн» журналсенче пичетленчĕç. Геннадий Уткин — «Ют пахчара», «Пуç çинчи пуртă», «Çапла вăл пурнăç», «Пăтăрмах», «Девушка из Инелей», «Пĕр пытармасăр каласан», «Тĕнче тĕрлĕ», «Ултă портрет», «Сармантей саманин саламачĕ» кĕнекесен, ытти произведенин авторĕ. Хăйне шаннă ĕçе тăрăшса пурнăçлатчĕ. Ун пек çынсене коллективра хисеплеççĕ, патшалăх та хаклать. Геннадий Алексеевич чылай Хисеп хучĕпе медале тивĕçнĕ. Шел, йывăр чир ăна пирĕнтен 2018 çулта илсе кайрĕ. Вăл — манăн журналистикăри вĕрентекенсенчен пĕри, Чăваш патшалăх университетĕнчен пĕлÿ илсе тухнă хыççăн район хаçатне ĕçлеме илчĕ, профессире пĕрремĕш утăмсем тума тата республикăн «Коммунизм ялавĕ» хаçачĕн редакцине вырнаçма пулăшрĕ. Эпир, унăн вĕренекенĕсемпе юлташĕсем, Геннадий Алексеевича манмастпăр, кĕнекисене вуласа унпа калаçатпăр, унран лайăххине илетпĕр. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...