Чăваш хĕрарăмĕ 36 (1416) № 02.10.2025
«Яланах çĕннине шыратăп»
«Кашни ачан талант пур. Ăна пирĕн, учительсен, асăрхама, аталантарма пĕлмелле», — тет Шупашкар тăрăхĕнчи Мăналти вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Анжела Московцева.
Вăл вĕрентекен пулмах çуралнă. Çак ĕçе пĕчĕкренех килĕштернĕ. «Мĕншĕн тесен манăн яланах пултаруллă та ырă кăмăллă, çивĕч ăс-тăнлă вĕрентекенсем пулнă», — терĕ Анжела Юрьевна. Унăн педагогикăри ĕç стажĕ — 23 çул. Çак вăхăтра вăл мĕн чухлĕ ачана тăван чĕлхене, атте-аннене, тăван çĕршыва юратма, ватта хисеплеме, туслăха хаклама вĕрентнĕ. Хальхи вăхăтра ачасем хулара çеç мар, ялта та вырăсла калаçаççĕ. Çавăнпа та Анжела Юрьевна ачасене урокра кăсăклантарма тĕрлĕ меслет шырать. Сăмахран, кун ячĕсенчен пуçласа сăвăсемпе юптарусем таранах рэп-кĕвĕ стилĕпе калама вĕрентет. Çакă вĕсемшĕн кăсăклă та усăллă пулнине пĕлтерет. Хăшĕ-пĕри вара сăвва илемлĕ вулас енĕпе маттур иккен. Ахальтен мар «Хунав» кружокра ку енĕпе те ĕçлеççĕ. Çавăн пекех унта наукăпа практика конференцине хутшăнма та хатĕрленеççĕ. «Ачасене чăвашла тĕрĕс, илемлĕ калаçма вĕрентес тĕллевпе тепĕр проект хута ятăм, — терĕ вĕрентекен. — Сăн ÿкерчĕк туса çут çанталăка, вырăна сăнласа кăтартмалла. Кунтах топонимикăна та кĕртмелле. Вĕренекенсем тăван чĕлхене пăрахăçа ан кăларччăр тесе тăрăшатăп». 2023 çулта Анжела Юрьевна республикăра «Тăван чĕлхепе литературăна чи лайăх вĕрентекен» ята тивĕçнĕ. Çавна май вăл Пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăнма пултарнă. Асăннă мероприяти Карачай-Черкес автономи облаçĕнчи Черкесск хулинче иртнĕ. Сăмах май, кăçал çак конкурс Бурят Республикинчи Улан-Удэ хулинче пулнă. Унта Шупашкарти сывлăх енчен хавшак ачасен 2-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Ираида Матьянова /Телейпи/ хутшăннă. Анжела Юрьевна та, Ираида Васильевна пекех, Пĕтĕм Раççейри конкурсра чи лайăх 15 вĕрентекен йышне кĕрсе лауреат ятне тивĕçнĕ. «Пĕр хутчен çĕнтертĕм пулсан та район шайĕпе иртекен тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕсен конкурсне çулсеренех хутшăнатăп, — малалла тăсăлчĕ калаçу. — Эксперт шайĕнче те пулма тивет. Унта çынсен опычĕпе паллашатăп. Хамăн çитĕнÿсемпе лăпланса лармастăп, яланах мĕн те пулин çĕннине шыратăп, тупатăп. Ытти вĕрентекенĕн опычĕпе каярахпа ĕçре усă куратăп». Пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăннă тĕрлĕ халăх ывăл-хĕрĕ халĕ те пĕр-пĕринпе туслă çыхăну тытать. Телеграм-каналта вĕсен ятарлă ушкăн пур. Пĕр-пĕрин патне час-часах саламсем вĕçтереççĕ, сĕнÿ-канаш параççĕ. Эппин, вĕрентекенсем наци чĕлхисене пула çирĕп туслăх тупнă. Вăл малашне интернетра тăсăлать. Çакна та асăнмасăр иртме май çук: Анжела Юрьевна ташлама юратать. Çавна май ачасене те чăваш ташшине вĕрентет. Иртнĕ çул «Ялта чи лайăххисем» республика конкурсĕнче Мăналти шкулта вĕренекенсем «Халăх ташши» номинацире 3-мĕш вырăн йышăннă. Тăван чĕлхе урокĕсен шучĕ çулсерен чакса пынăран Анжела Московцева халĕ вăтам классенче вырăс литератури те вĕрентет. Унсăр пуçне вăл — логопед та, дефектолог та. Пĕтĕмĕшле палăртсан, маттур, пултаруллă вĕрентекен. Ахальтен мар ăна иртнĕ çул «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ята парса чысларĕç. Анжела Юрьевна çак хисепе тивĕçлех. Эпир те ăна уяв ячĕпе саламлатпăр! Малашне те çитĕнÿсем сунатпăр. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Ытарайми çыннăмăрсем, асран кайми учительсем...
«Вĕрентекен — этем чунĕсен инженерĕ», — тенĕ политика деятелĕ Михаил Калинин. Инженер кăна-и? Хăшĕ-пĕри ачашăн иккĕмĕш амăшĕ е ашшĕ пекех. Пурнăçăн пĕчĕкех мар пайне эпир пĕлÿ пухса ирттеретпĕр: ача садĕнче, шкулта, техникум-колледжра, институт-университетра… Çулсем иртсен те вĕрентекенсем асран тухмаççĕ, уйрăмах вĕсемпе çыхăннă кăсăклă е хумхануллă самантсем.
Алина САВЕЛЬЕВА, юрăç:
— Эпĕ Елчĕк тăрăхĕнчи Патреккел шкулĕн сукмакне такăрлатнă. Историпе пире Алексей Московский юрăçăн аслашшĕ Николай Ефимович вĕрентетчĕ. Эпĕ малти парта хушшинче лараттăм. Арçын ачасем вара питĕ шухăччĕ класра. Линейка çине сурчăк хуратчĕç те пирĕн çине сирпĕтетчĕç. Эпĕ чăтаймарăм, ашкăнчăксене ăс кĕртес тесе линейка кăлартăм… Анчах сурчăк вĕсене мар, Николай Ефимович çамкинчен лекрĕ! Çухалса кайрăм. «Ну-кă тăр! Халех класран тух!» — тарăхса кайрĕ вăл. Эпĕ тÿрех сиксе тăрса класран вирхĕнсе тухрăм. Кайран, паллах, каçару ыйтрăм. Юри хăтланман-çке-ха. Пĕр арçын ача мана тăтăшах ятарласа вăрçтаратчĕ. Пĕррехинче ăна «патак çитерес» терĕм — тем хулăнăш словарь ярса тытрăм та картлашка айĕнче пытанса хайхискер анасса кĕтрĕм. Акă пĕри таплаттарни илтĕнчĕ, эпĕ çиçĕмле хăвăртлăхпа сиксе тухрăм та кĕнекепе пĕррех сулса çапрăм. Вăл вара… арçын ача мар, шкул директорĕ Алексей Ишмуратов! Хам та пуçĕпех анраса кайрăм. Математика вĕрентекенскер шăпах пирĕн класа васканă. Каçару ыйтрăм. Леш арçын ача вара директор хыççăнах утнă, путишле ларутăрăва асăрханăскер айккинче ихĕлтетсе тăчĕ.
Марина КАРЯГИНА, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
— Кашни çын пурнăçĕнче пĕлÿ паракан пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Шкулти педагог кăна мар, пурнăç çулĕ çинче тĕл пулакан кашни çын мĕне те пулсан вĕрентет. Ватă çынсенчен чылай ăс илнĕ эпĕ. Паллах, пĕрремĕш учитель сăнарĕ манăçмасть. Манăн телее, вăл çамрăк пике марччĕ, аслă ÿсĕмри çынччĕ. Пире 3-мĕш класс таран вĕрентнĕ хыççăн вăл, Елизавета Семеновна Савельева-Логунова, тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ Арсентий Иванович Хитровăн, Мария Петровна Урукова математика учителĕн кашни урокĕ асăмра. Манăн вĕрентекенсем вăрăм ĕмĕрлĕ — çакă питĕ савăнтарать. 9-10-мĕш классене кÿршĕ яла, Патăрьел тăрăхĕнчи Кивĕ Ахпÿртрен Туçа шкулне, вĕренме кайрăм. Унта унчченех тивĕçлĕ канăва тухнă, вырăс чĕлхипе литератури вĕрентнĕ, Совет Союзĕпех чапа тухнă «Гвардеец» колхоза ертсе пынă Геннадий Мулюков пирĕн класс ертÿçи пулса тăчĕ. Мĕнешкел педагогчĕ вăл! Калама çук çирĕп ыйтатчĕ. Унри пурнăç ăсĕ, çынсене пĕрре пăхса витĕр пĕлме, ачасенче мĕн пуррине шалтан туртса кăларма пултарни тĕлĕнтеретчĕç.
Евгений ГРИГОРЬЕВ, шоумен:
— Пĕрремĕш хут парта хушшине эпĕ 4 çултах ларнă. Мĕнле майпа тетĕр-и? Урамра çăвĕпе вылянă аслăрах юлташсем пĕр кунхине пач çухалчĕç. Вĕтĕр-шакăр кăна чупса çÿрет. Çавăн чухне пĕлтĕм: кĕркунне пуçлансан ачасем шкула çÿреме пуçлаççĕ иккен. Пурте каяççĕ пулсан манăн мĕншĕн килте юлмалла-ха? Наччасра ручкăпа тетрадь илсе тухрăм та шкулалла уттартăм. Çул çинче тантăш-туса тĕл пултăм, вăл та пĕрле пычĕ. Шкула кĕрсе класс алăкĕсене уçа-уçа хамăрăн юлташсене шырарăмăр. Тупсан 3-мĕш классем патне кĕпĕр-кĕпĕр кĕрсе лартăмăр. Галина Николаевна Майкова вĕрентекен пире хăваласа ямарĕ. Çавăн чухне хута çилĕмпе çыпăçтарма май пуррине пĕлтĕмĕр. Кайран шкула кайма вăхăт çитсен Галина Николаевна пире историе ăса хывма пулăшрĕ. Вăл манăн чи юратнă предметчĕ. Тăван ялти, Йĕпреç районĕнчи Çĕнĕ Выçлири, шкулта 7-мĕш класс таран ăс пухрăм, малалла Шупашкарти Г.С.Лебедев ячĕллĕ лицейра пĕлÿ илтĕм. 10-мĕш класа çитнĕ тĕле эпĕ класра пĕртен-пĕр арçын ача юлтăм. Георгий Краснов çыравçă хайлавсем çырма вĕрентетчĕ. Кунсăр пуçне театр студийĕсем йĕркелетчĕ, пире тĕрлĕ роль выляттаратчĕ. Кашни филологи класĕнчи арçын ачасем пуçтарăнса «Карма çăварсем» ушкăн йĕркелерĕмĕр. Пĕр спектакль вăхăтĕнчех тĕрлĕ роле калăплаттăмăр. Лицей хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче те театр енĕпе ăс пухрăм. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
Зоя ЯКОВЛЕВА: «Театр тĕллевĕ яланах пархатарлă»
Раççейри Театр ĕçченĕсен пĕрлĕхĕ çитес çул 150 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Çĕршыври театрсем хăйсен чаплă сценисемпе, драматургĕсемпе яланах тĕнчене тĕлĕнтерсе тăнă. Чăваш халăхĕ те сцена искусствин летопиçне 1918 çултанпа çырать. Хусанта И.МаксимовКошкинский йĕркеленĕ театрпа «Чăвашкино» хăйĕн сăн-сăпатне СССР талккăшĕнче кăна мар, Европăпа Америкăри кăларăмсенче те кăтартма пултарнă. Халăх асĕнче П.Осипов, Н.Айзман, Н.Терентьев пьесисемпе лартнă спектакльсем ĕмĕрсен хушши сыхланĕç. Авăн уйăхĕнче Чăваш Енри Театр ĕçченĕсен союзĕн правленийĕн председателĕн çумĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зоя Яковлева театр ĕçченĕсен Крымри форумĕнче пулнă. Шăпах çул çÿрев пирки калаçрăмăр та унпа.
Планра — пысăк концерт
— Зоя Аркадьевна, мĕнле тĕллевсем илсе çитерчĕç авалхи Тавридăна?
— 2026 çулта Раççейри чи аслă та пысăк театр ĕçченĕсен пĕрлĕхне туса хунăранпа 150 çул çитет — питĕ пысăк та яваплă тапхăр. Ку пулăма халалланă мероприятисем кăçалах пуçланнă, çитес çул вара çĕршывĕпех нумай иртмелле. Плана Мускавра çуллах хатĕрлесе çирĕплетнĕ. Чăваш уйрăмĕнче хамăрăн Культура министерствипе пĕрле ятарлă план палăртрăмăр. Унта уява халалласа икĕ пысăк концерт ирттересси, тĕрлĕ фестиваль, «çавра сĕтелсем» йĕркелесси, пиртен яланлăхах уйрăлса кайнă театр ветеранĕсене сума суса палăксем уçасси, вĕсен вил тăприйĕсене йĕркене кĕртесси тата ытти те кĕрет. Пурĕ 30 пунктлă план хатĕрлерĕмĕр. Пурне те чипер йĕркелесе ирттерессе шанатăп, тăрăшатпăр. Сăмахран, çитес çулхи пуш уйăхĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче асăннă пĕрлĕхĕн 150 çулне халалласа театрсенче ĕçлекенсен вăйĕпе пысăк, савăнăçлă концерт йĕркелесшĕн. Унта Мускавран, ытти регионтан театр йĕркелÿçисене, хамăрăн театрсенче чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă артистсене, режиссерсене, художниксене тата ытти ĕçчене те йыхравласшăн. Крыма мĕн тĕллевпе кайса килнине калас тăк… Ку çул çÿреве Раççейри театр ĕçченĕсен пĕрлĕхĕн Тĕп аппаратĕнче кăçал çуркуннех палăртнăччĕ. Тĕл пулу «Культура капитанĕсем. Театр ĕçченĕсен пĕрлĕхĕн регионсенчи уйрăмĕсен ертÿçисен шкулĕ» ятпа иртрĕ. Судак хули çумĕнче ÿссе ларнă ятарлă вырăнта, «МеганомТаврида» пултарулăх академийĕн лапамĕнче пухăнтăмăр. Тинĕс хĕрринчех вырнаçнăскерте пултарулăх çыннисем, уйрăмах çамрăксем валли вĕренме, проектсене пурнăçа кĕртме пĕтĕм услови туса панă. 59 регионтан театр ĕçченĕсен пĕрлĕхĕсенче тăрăшакан ертÿçĕ тата вĕсен çумĕсем — пурĕ 79 çын — пуçтарăнтăмăр. Çăл куçсем пĕлтернĕ тăрăх, унта Камчаткăран пуçласа Раççейри çĕнĕ регионсенчи, калăпăр, Запорожье облаçĕнчи, театр ĕçченĕсем таранах пуçтарăннă.
— Çул çÿрев мĕнле иртрĕ?
— Каласа хăварас пулать, çул укçине, унта пурăнассипе тата апатланассипе çыхăннă тăкаксене пĕтĕмпех Мускав саплаштарчĕ. Пирĕн председатель Сергей Павлов ерçейменнине кура Чăваш Енрен эпĕ пĕчченех кайрăм, Мускавран вара пире, театрсен пĕрлĕхĕсенче тăрăшакансене, Мускав-Симферополь пуйăспа Крыма икĕ вакун тулли илсе кайрĕç. Купере тăваттăн пултăмăр: Ту çинчи Алтай, Новгород тата Кемерово театрĕсен ĕçченĕсем. Пĕр ĕç туни, пĕр пек шухăшлани пире тÿрех çывăх туслаштарчĕ. Вĕреннĕ чухне те пĕрлех çÿрерĕмĕр, каялла таврăннă чухне те пĕр купере килтĕмĕр, халĕ те пĕрле театр ĕçĕ пирки мессенджерти чатра калаçса тăратпăр. Паллах, ытти регионти ĕçтешсемпе те паллашса пĕрпĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклантăмăр. Сăмахран, Йошкар-Ола хулинчи Нина Пектеева, Ижевскри Лариса Пермякова кÿршĕ республикăсенчи председательсен çумĕсемпе тата та çывăхрах паллашса калаçрăм, халĕ те çыхăнура. Тавридăра иртнĕ вĕренĕве Донецк, Луганск тата Запорожье театр ĕçченĕсен пĕрлĕхĕсен ертÿçисем те хутшăнчĕç. Вĕсене те халĕ пĕлетпĕр ĕнтĕ. — Хура тинĕсрен тухмарăр та пулĕ? — Ĕненетĕр-и, ирхи ултă сехетсенче ыйхăран вăранса тинĕс патне тухма ÿркенменнисем кăна унпа рехетленчĕç темелле. Эпĕ те, ирех вăранма хăнăхнăскер, вĕсен йышĕнче пултăм. Паллах, кĕрхи тинĕс сивĕрех, анчах та тĕлĕнмелле уçăлтарса ярать, кунĕпе ĕçлеме вăй-хал парать. Сапборд текен хăмапа та ярăнма ĕлкĕртĕм, шывра ун çинче аванах тăма пултаратăп иккен. Анчах та тăватă кун ирхине тăххăртан пуçласа мĕн каçчен ĕçленипе тинĕс çине пысăк чÿречерен кăна пăхса ларма май пулчĕ… — Вĕренÿ процесĕ мĕнле çивĕч ыйтусем çине таянса йĕркеленчĕ? — Уйрăмах театр, культура, искусство, театрсен ĕçченĕсен пĕрлĕхĕсен ĕçне хальхи вăхăтра мĕнлерех йĕркелесси çине пусăм турĕç, уйрăм проектсене пурнăçласси пирки вĕрентрĕç. Ушкăнсене пайласа интерактивлă вăйăсем ирттерчĕç, тĕрлĕ регионти ĕçтешсем хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç, уçса пачĕç, ку е вăл проекта епле пурнăçа кĕртме май пулнине пĕрле тĕлĕнмелле туслăн сÿтсе яврăмăр. Театр ĕçченĕсен пĕрлĕхĕн çавра датине халалланă мероприятисем пирки те калаçрăмăр.
Укçан та пулăшаççĕ
— Хăвăрăн ĕçтешĕрсене Чăваш Енри çĕнĕлĕхсемпе паллаштартăр-и? Чăвашсен мĕнле проекчĕсем савăнтарчĕç çĕршывăмăрти театр ĕçченĕсене?
— Ĕçтешсен хушшинчи калаçуран Чăваш Енри уйрăм питĕ аван ĕçлекен организаци пулни палăрчĕ. Хамăр ирттернĕ мероприятисем çинчен каласа парсан хăшĕсем эпир çавнашкал шайра ĕçлеме пултарнинчен тĕлĕнчĕç те. Сăмахран, икĕ çул ĕнтĕ Чăваш Республикинчи театр ĕçченĕсен пĕрлешĕвĕ Раççей шайĕнче «Атăл çийĕнчи сасăсем» опера юрăçисен конкурсне çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттерчĕ. Виçĕ тапхăрлă ăмăрту витĕр тухса, çĕршыври профессиллĕ чи маттур 60 юрăç Шупашкарти финалта хăйсен сассисемпе савăнтарчĕç, чи çÿлти картлашка çине хăпарассишĕн ăмăртрĕç. Спонсорсем пулăшнипе Гран-при çĕнсе илекене — 150 пин тенкĕ, пĕрремĕш вырăна тивĕçекене 100 пин тенкĕ парса хавхалантартăмăр. Калас пулать, çак мероприятие йĕркелемешкĕн пирĕн уйрăм председателĕ Сергей Павлов хăй енчĕкне те самаях çÿхетрĕ. Анчах та пурпĕрех çак конкурса хавхаланса малалла та ирттересшĕн. Эпир театр ĕçченĕсен ачисене, мăнукĕсене те пысăк тимлĕх уйăратпăр, вĕсемпе тĕрлĕрен конкурс ирттеретпĕр. Сăмахран, ÿкерчĕксен, фильмсен тупăшăвĕсем хĕрÿ иртеççĕ. Ваттисене сума сăвасси те йăлара. Мускав урлă пысăк çемьесене, ачисене пĕччен ÿстерекен амăшĕсене, чир е операци хыççăн реабилитаци тухакансене укçан пулăшу паратпăр, çамрăксене хăй тĕллĕн проектсене пурнăçлама стипенди, санаторисенче каннишĕн тÿленĕ укçан 30% саплаштаратпăр. Кăçал, тĕслĕхрен, пурĕ 20 пайташ 72 пин тенкĕ таран стипенди илсе хăйĕн пултарулăх проекчĕсене пурнăçларĕ. Пĕр сăмахпа, яланах шыравра, яланах театр ĕçченĕсене ал парас кăмăлпа ĕçлетпĕр.
— Форум-вĕренÿре пухнă пĕлĕве тăван тăрăха мĕнле йăтса çитертĕр?
— Çĕклемĕ чăннипех те çăмăл мар пулчĕ… /кулать/ малашне те тăрăшса ĕçлеме хавхалану, çĕнĕ пĕлÿ, çĕнĕ опыт, çĕнĕ плансем илсе килтĕм.
— Мĕнле çĕнĕ шухăшсем çуратрĕ авалхи грексем пахаланă çĕр?
— Тăван çĕршыв мĕнлерех пуян, анлă та аслă, çыннисем, уйрăмах театрсенче вăй хуракансем ăслă, тĕлĕнмелле пултаруллă, ăста та ĕçчен пулнине туйрăм. Вĕренĕвĕн виççĕмĕш кунне «Таврида» арткластерпа юнашар вырнаçнă Меганом ятлă çÿллĕ ту çине экскурси йĕркелерĕç. Унăн тăррине хăпарса çитсен хăлха та хупланать, Крым, Хура тинĕс ал тупанĕ çинчи пек курăнать. Раççейри театрсен пĕрлешĕвĕсен 59 уйрăмĕнчен пуçтарăннă ĕçтешсемпе алла-аллăн тытăнтăмăр та хамăр ăçтан килнине черетпе кăшкăрса каларăмăр. Эпĕ Чăвашран, Шупашкартан пулнине мăнаçлăн, мухтанса, хăпартланса каларăм. Ман сасă çĕнĕ тусюлташăмсеннипе пĕрлешсе ахрăм пулса тĕнчене сарăлса таçта çити илтĕннĕн туйăнчĕ. Крымра чăннипех темле хăват пуррине туйрăмăр, пурте театр ĕçне малалла аталантарас тĕллевпе çак асамлă çĕре пуçтарăннине кĕлеткепе, чунпа та юнпа тенĕ пек, туйса тăтăмăр… <...>
Светлана РАЗУМОВА калаçнă.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...