Çамрăксен хаçачĕ 36 (6587) № 02.10.2025
Сочинени çырнă, ыйтусене шĕкĕлченĕ
АВĂН УЙĂХĔН ВĔÇĔНЧЕ ШУПАШКАР ХУЛИНЧЕ «АТĂЛÇИ КАДЕЧĔСЕМ — 2025» СПАРТАКИАДА ИРТНĔ. ĂНА РФ ПРЕЗИДЕНЧĔН АТĂЛÇИ ОКРУГĔНЧИ ПОЛНОМОЧИЛЛĔ ПРЕДСТАВИТЕЛЬСТВИ ПУÇАРНИПЕ ЙĔРКЕЛЕНĔ.
Ăмăртăва Чăваш Енри, Пушкăртстанри, Чулхула облаçĕнчи, Тутарстанри, Удмуртири кадет корпусĕсен командисем, çавăн пекех Минскри çар училищин воспитанникĕсем /пĕтĕмпе — 126 кадет/ хутшăннă. «Чăваш Енре патриотлăх юхăмне аталантарас тĕллевпе нумай ĕç тăваççĕ. Эпир ятарлă çар операцийĕнче çар заданийĕсене хăюллăн пурнăçлакан ентешсемпе мăнаçланатпăр. Вĕсен йышĕнче кадет шкулĕсенчен вĕренсе тухнисем те пур», — тенĕ Олег Николаев мероприятире тухса калаçнă май. Кадетсем малтан ăс-хакăл конкурсĕн тĕрĕслевĕ витĕр тухнă: сочинени çырнă, викторинăри ыйтусене шĕкĕлченĕ. Спорт ăмăртăвĕсенче тĕрлĕ дистанцире чупас, граната ывăтас, тăршшĕне сикес тата ишес енĕпе тупăшнă. Çар вăййисенче чăрмавсене парăнтарнă, винтовкăран перес ăсталăха туптанă, стройпа утнă, çавăн пекех пилотсăр вĕçев хатĕрĕсемпе усă курма хăнăхнă тата вĕсене программăлама вĕреннĕ. Чăваш кадет корпусĕнче 11-мĕш класра пĕлÿ илекен Дмитрий Янчиков та спартакиадăра хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ. Етĕрнере çуралса ÿснĕскере ялав йăтма шаннă. — Кадет корпусĕнче эпир пĕр çемьери пек пулса тăтăмăр, пирĕн взвода чи тусли теме пулать. Командăра ыттисен шухăшне итлеме пĕлмелле, яваплă пулмалла, шанмалла, пĕр-пĕрне хисеплемелле, — терĕ яш. — Спартакиада пирĕншĕн пысăк тĕрĕслев пулчĕ. Уйăхĕ-уйăхĕпе тренировка ирттернинчен усси пулчех — эпир пьедестал çинче. Кăçал эпĕ ытти ăмăрту-конкурса та хутшăнтăм, пур çĕрте те лайăх результат кăтартма тăрăшрăм. Хамăр командăна тата пĕр-пĕрне пулăшнине пула эпир пур ĕçе те çăмăллăнах пурнăçларăмăр». Сăмах май, Чăваш кадет корпусĕн команди пĕлтĕр те ку спартакиадăна хутшăннă, 3-мĕш вырăн йышăннă. «Кадет корпусĕнче вĕренме интереслĕ. Командăпа ĕçлеме хăнăхатпăр, ÿт-пĕве тĕреклететпĕр, мероприятисене хутшăнатпăр. Тĕрлĕ ăсталăхпа пултарулăха аталантаратпăр», — пĕлтерчĕ Дмитрий. Кунта пĕлÿ илнĕ хыççăн яш Федерацин хурал службин Орел хулинчи академине вĕренме кĕресшĕн. Унăн шухăшне ашшĕпе амăшĕ Владимир Сергеевичпа Наталия Сергеевна ырлаççĕ. <...>
Ирина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Пирĕн салтаксене тетел хÿтĕлетĕр»
Ятарлă çар операцийĕнче маскировка тетелĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем салтаксене, çар техникине, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕре тăшман куçĕнчен пытарма пулăшаççĕ. Çавна май çын пурнăçне те çăлса хăвараççĕ.
Республикăри чылай ялта вырăнти хастарсем куллен маскировка тетелĕ çыхма пуçтарăнаççĕ. Акă Элĕк округĕнчи Мăн Вылăра та ку енĕпе хĕрÿ ĕç пырать. Шкул ачисем, педагогсем тата ял çыннисем пушă вăхăт тупса ĕçе пикенеççĕ: пĕрисем хăюсем хатĕрлеççĕ, теприсем пусма татăкĕсене ятарлă сетка çине çыхаççĕ. Пурин валли те ĕç пур. Икĕ çулта хастарсем 220 ытла тетел хатĕрлесе СВОри ентешсем патне ярса панă. Ялти шкул директорĕ Николай Иванов хÿтĕлев хатĕрĕ çыхма пÿлĕм уйăрса панă. Хăй те ĕçрен пăрăнмасть. Ыттисемпе пĕрле ĕç умне тăрать, мĕн кирлипе тивĕçтерет. Директор çумĕ Галина Иванова та, вăлах чăваш чĕлхипе литератури вĕрентет, чун ыйтнипе маскировка тетелĕ çыхма çÿрет. «Кашни тетел салтаксене хÿтĕлетĕр, пирĕн ĕç усăллă пултăр тесе тăрăшатпăр. Пирĕн ялтан тулли мар мобилизаципе те, контракт мелĕпе кайнисем те пур. Хамăр вĕрентнĕ ачасем те паян унта. Вĕсем отпуска килсен шкулта, библиотекăра тĕл пулу йĕркелетпĕр», — терĕ Галина Ивановна. Шкулта ĕçлекенсемпе пĕрле ял çыннисем те ыр кăмăллăх ĕçне хутшăнаççĕ. Вĕсенчен чи асли — 74 çулти Геннадий Николаев. Ерçÿллĕ вăхăтра ачасем те килеççĕ. Волонтерсен ушкăнĕнче çемьесем те пур. Вĕсен йышĕнче Надеждăпа Геннадий Морозовсем. Çуллахи вăхăтра ачисем Игорь, Света, Аня тетел çыхма утнă. Ирина Тихонова, Надя Морозова, Зоя Исаева, Владимир Никандров, Геннадий Николаев, Елена Евсеева пĕр сиктермесĕрех çÿреççĕ. «Кунта тухсан канатпăр, уçăлатпăр», — теççĕ хастарсем. Любовь Лĕпĕшпи ªШашкинаº поэтессăна та курма пулать. Вăл ятарлă çар операци çинчен сăвăсем шăрçалать. Шкул çумĕнчех культура çурчĕ ĕçлет. Унта заведующире Альбина Иванова тăрăшать. Вăл çак ĕçе йĕркелесе тăрать. — Малтанхи вăхăтра районти социаллă хÿтлĕх пайĕнче ĕçлекенсем материалсемпе пулăшрĕç. Анчах ĕçе вĕçлесен нумай кĕтме тиветчĕ. Çавăнпа укçа пуçтарса хамăрах кирлĕ материалсем туянма тытăнтăмăр. Пĕр каçрах пĕр тетел çыхатпăр. Хÿтĕлев хатĕрĕ СВОра питĕ кирлĕ. «ЭЛЕКZНЫЙ» ушкăнпа лайăх çыхăнса ĕçлетпĕр. Тетелсене вĕсен патне кайса паратпăр. Хăйсем кам ыйтнине кура ăçта кирлĕ, çавăнта кайса леçеççĕ. Çулла кăнтăрла 11-тен пуçласа 15 сехетчен çыхаттăмăр. Ачасем шкула çÿреме пуçласан каçхине тухма тытăнтăмăр. 21-22 сехетчен ĕçлетпĕр. 10-12 çын тухать. Пĕр тапхăр юнашар ялтан, Çирĕккассинчен, çыхма çÿрерĕç. Ку ялта пурăнакан Виктор Марков отпуска килнĕ боецсене кайса леçет, унран та парса яратпăр. Унсăр пуçне салтаксем валли апат-çимĕç, çи-пуç хатĕрлетпĕр. Маскировка тетелĕсене кÿршĕ ялтисем те, отпуска килекенсем те илсе каяççĕ. Акă Тавăтсем ыйтрĕç. Кĕçĕн Тăвансене те пулăшатпăр. Çĕрпÿ округĕнчен килнĕччĕ. Никама та хирĕçлеместпĕр, — пĕлтерчĕ Альбина Анатольевна. «Чун ыйтнипе çак ĕçе тăватпăр. Пирĕн салтаксене вăй çитнĕ таран пулăшас тĕллевпе тăрăшатпăр. Çакăнта çÿрекен çынсен хавалĕ ан сÿнтĕрччĕ кăна. Ĕçĕ пархатарлă пултăр. Тетел пирĕн ачасене хÿтĕлетĕр. Манăн 3 кĕрÿ тăшманпа çапăçать. Маскировка тетелĕ çыхнă хушăрах концерта хатĕрленетпĕр. Аслă ушкăнрисен хорĕ пур, çавăн пекех фольклор ушкăнĕ, халăх театрĕ ĕçлет. Пултарулăх ĕçне ачасем те, аслисем те хутшăнаççĕ. Кунта эпир кашни хăйĕн хуйхи-суйхи, кулленхи пурнăçĕ çинчен каласа кăтартатпăр. Пĕр-пĕрне сĕнÿ-канашпа пулăшатпăр», — сăмаха малалла тăсрĕ культура ĕçченĕ. Хÿтĕлев хатĕрне çыхакансенчен кашнинех пĕр-пĕр тăванĕ СВОра кĕрешет. Акă Дина Иванова — салтак амăшĕ. Ку ĕç ăна çынсемпе калаçса чуна уçма май парать. «Кĕ- çĕн ывăл тулли мар мобилизаципе 2022 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче тухса кайрĕ. Малтанхи вăхăтра тăтăшах калаçаттăмăрччĕ. Халĕ йывăртарах, малти ретре чухне сайра хутра çыхăнатпăр. Ытларах СМС-çыру урлă хыпарлатпăр. «Ан çухатăр мана», — систерет вăл каяс умĕн. Выльăх-чĕрлĕх усратăп. Пĕччен йывăр пулнипе ĕнесене сутрăм, халĕ вăкăрсем кăна. Мăшăр 15 çул каялла пурнăçран уйрăлчĕ… Ирхи улттăра ĕçе утатăп. Ерçсен маскировка тетелĕ çыхма тухатăп. Канмалли кунсенче хĕрĕмпе кĕрÿ тата мăнук килет. Ун чухне кăмăл çĕкленет. Эпир кунта хамăр ачасемшĕн кĕлĕ тăватпăр. Часрах Çĕнтерÿпе таврăнасса шанатпăр», — чуна уçса калаçрĕ салтак амăшĕ. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Ачан психологине лайăхрах пĕлесшĕн
Пур çыннăн пурнăçĕнче те учитель пысăк вырăн йышăнать. Вăл тарăн пĕлÿ панисĕр пуçне кашнине чун ăшшине «валеçет». «Вĕрентекен пур чухне вĕренсе юл», — тенĕ ваттисем. Пурнăçăн 38 çулне шкулта ĕçлесе ирттернĕрен учительсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклансах тăратăп. Вĕсем çĕнĕ меслетсене ĕçе кĕртни, вĕренĕве кăсăклă тума тăрăшни савăнтарать. Учитель ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшать, шухăшлама, тĕрĕс йышăнусем тума вĕрентет.
Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Сăнав поселокĕнчи Анастасия Николаева çак пархатарлă профессие суйланă. Тăван шкулта пуçламăш классене иккĕмĕш çул вĕрентет. — Эпĕ 2004 çулта Çĕрпÿ хулинче Надеждăпа Александр Николаевсен çемйинче çуралнă. Эпир икĕ пĕртăван. Шăллăм Артем Канашри транспортпа энергетика колледжĕнче вĕренет. Каярах эпир Сăнав поселокне куçса килнĕ. Пĕрремĕш класа та эпĕ кунти шкула кайнă. Анне Çĕрпÿ хулинчи больницăра ĕçлет. Эпĕ вăхăта ытларах ачасемпе ирттерме тăрăшаттăм. Мана шкул пурнăçĕ килĕшетчĕ. Хореографи кружокне çÿреттĕм, ташлама юрататтăм. Пирĕн шкулта хореограф пур. Вăл пирĕн класс ертÿçи те пулчĕ. Пĕрле вĕренекенсемпе видеороликсем, сăн ÿкерчĕксем тăваттăмăр. Шкулта, поселокра иртекен кашни мероприятире видео ÿкерсе халăх патне çитереттĕмĕр. Социаллă сетьсенче хамăр ĕçсемпе паллаштараттăмăр. Пирĕн шкулта кашни çулах искусство фестивалĕсем иртетчĕç. Вĕренекенсен пултарулăхне аталантарма пулăшатчĕ. Пирĕн класра 19 яшпа хĕрччĕ. Спортпа туслă пулнă эпир. Мĕнле кăна ăмăртăва хутшăнман-ши? Республика шайне те çитнĕ. Пирĕн шкулта ăста вĕрентекенсем ĕçлеççĕ. Çавăнпа чылайăшĕ юратнă педагогсем пек пулма тăрăшать. Эпĕ те вĕсенчен тĕслĕх илсе çак профессие суйларăм. 9 класс хыççăн анне мана медицина колледжне вĕренме ярасшăнччĕ. Эпĕ Шупашкарти Никольский ячĕллĕ педагогика колледжне çул тытрăм. Уншăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Çак вĕрентÿ заведенийĕнче пире учитель профессийĕн уйрăмлăхĕсене ăса илме пулăшнисĕр пуçне çын пулма вĕрентрĕç. Йывăрлăхра пĕр-пĕрне тĕревлеме, инкеке лекнисене алă тăсса пама, ваттисене хисеплеме, кĕçĕннисене пулăшма хăнăхтарчĕç. Педколледжра волонтерсен ĕçне те хутшăнаттăмăр. Ку та халăхпа ĕçлеме вĕрентекен çăл куç пулса тăчĕ. Ăçта кăна çитмен-ши эпир, мĕн кăна туман? Пĕрремĕш курсран пуçласа Çĕрпÿри «Звездный» ача-пăча лагерĕнче вожатăйра ĕçлерĕм. Унта Чăваш Республикин тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăнатчĕç. Спорт тата патриот воспитанийĕ малти вырăнтаччĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксемпе, Раççей Геройĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулусем асра юлчĕç. Кашни смена вĕçĕнче çарпа тактика вăййисем иртетчĕç. Çак лагерьте та ачасемпе ĕçлеме вĕрентĕм. 2024 çулта 25 студент алла диплом илтĕмĕр. Нумайăшĕ аслă шкула вĕренме кайрĕ, вуннăн шкул ĕçне пуçăнтăмăр. Шупашкарта юлма та май пурччĕ. Эпĕ хамăн тăван шкула суйласа илтĕм. Мана 1-мĕш класс ачисене шанса пачĕç. Вĕсем те шкула пĕрремĕш хут килнĕ, эпĕ те вĕсен умне пĕрремĕш хут тăтăм. Шкултан вĕренсе тухнăранпа нумаях вăхăт иртмен пулин те ачасен тавра курăмĕ çулсеренех улшăнса пыни сисĕнет. Çапах та вĕсем яланах ача пулса юлаççĕ. Пĕрремĕш класа 16-ăн килчĕç. Ытларах хамăр поселокран, Çĕрпÿ хулинчен çÿрекен те пур, пĕр ача Çĕнĕ Катек ялĕнчен килет. Пурте тенĕ пекех вулама-çырма хăнăхрĕç. Йывăр шăпаллă ачасем çукки савăнтарать. Куçран пăхаççĕ те — вĕсем мĕн калас тенине сăмахсăрах ăнланатăн. Шкула илсе килнĕ тутлă çимĕçпе сăйлаççĕ. Кайран хăйсенех валеçсе паратăп. Общество ĕçне пĕчĕкренех хăнăхчăр тесе шкулта ирттерекен мероприятисенчен юлмастпăр. Ашшĕ-амăшĕ те нумай пулăшать. Ача шкулта кăна мар, килте те нумай вĕренсен унăн тавра курăмĕ анлăланать. Педагогсен коллективĕ те аван. Кунта пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшаççĕ. Светлана Александрова манăн наставник пулса тăчĕ. Аслă ÿсĕмрисен опычĕ çамрăксемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Паллах, хамăн пĕлĕве малалла ÿстересшĕн, çавăнпа Чăваш патшалăх университетне психолога куçăн мар майпа вĕренме кĕтĕм. Ачасемпе ĕçленĕ чухне психологие пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ, — шкул пурнăçĕпе паллаштарчĕ çамрăк педагог. Ăна итленĕ май ман умра ĕçе чунран парăннă вĕрентекен тăнине ĕнентĕм. Анастасия Александровна та ытти учитель пекех ятлă-сумлă пуласса шанатăп. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Акатуйра ăна çĕнтерекен тупăнман
Авăнăн 28-мĕшĕнче Патăрьелти «Паттăр» физкультурăпа спорт керменĕнче Чăваш Ен чемпионне тата рекордсменне Федор Моисеева асăнса кире пуканĕ йăтас енĕпе республика турнирĕ иртрĕ. Çулленех унта тĕрлĕ регионти спортсменсем пуçтарăнаççĕ. Кăçал ăмăртăва Ульяновск облаçĕнчен, Самар тăрăхĕнчен тата Мари Элтан килчĕç.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче Федор Петрович Патăрьел тăрăхĕн паттăрĕ шутланнă. Ăна курас тесе кашни çул районти Акатуй-Сабантуя кĕтнĕ. Вăл 20 çул кире пуканĕ йăтассипе йĕркеленĕ ăмăртăвăн çĕнтерÿçи пулнă. Республикăри спортсменсенчен нумайăшĕ унпа тупăшма шикленнĕ. Федор Моисеев Чăваш АССРĕн чемпионĕн ятне — 9 хут, республикăри тата Раççейри ăмăртусен призерĕн ятне 10 хут çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех вăл пултаруллă ертÿçĕ пек палăрса тăнă. 1939 çулта çуралнăскер ĕç биографине «Ленин çулĕпе» колхозра пуçăннă. Çартан таврăнсан районти çыхăну уйрăмĕнче моторист, электромонтер тивĕçĕсене пурнăçланă, техника участокне ертсе пынă. 1972-1986 çулсенче районти апат-çимĕç комбиначĕн директорĕ пулнă. Федор Петрович 1987 çулта çĕре кĕнĕ. Патăрьел ялĕнчи пĕр урама ун ятне панă. Ачисемпе çывăх çыннисем пуçарнипе унăн ячĕпе турнир йĕркелеме тытăннă. Малтанхи вăхăтра вăл районта çеç иртнĕ тĕк юлашки çулсенче республика тулашне тухрĕ. Кăçал ăмăртăва 70 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Помост çине 10-80 çулсенчисем тухрĕç. Савăнăçлă церемоние Патăрьел муниципалитет округĕн ертÿçи Рудольф Селиванов уçрĕ. Вăл мухтавлă ентешсене халалласа кашни çулах 40 ытла спорт ăмăртăвĕ йĕркелени çинчен пĕлтерчĕ. Çавăн пекех атлетсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Антонов, Алексей Шурчанов, Роман Алексеев, спорт ветеранĕсем ăнăçу сунчĕç. Ăмăртăва хутшăнакан çамрăк спортсменпа Елена Маньковăпа калаçма тÿр килчĕ. 7-мĕш класра вĕренекенскер кире спорчĕпе виççĕмĕш çул кăсăкланать. Ăна Виталий Глинкин тренер пулăшса пырать. Вăл ытти ăмăртура та çĕнтернĕ. Куславкка хулинчен килнĕ Максим Егоров та чылай турнирта мала тухнă. 10-мĕш класс ачи хăйĕн ушкăнĕнче 32 килограмлă кире пуканне 72 хут тĕртсе çĕнтерчĕ. Çавăн пекех уйрăм виçесенче турнир чемпионĕн ятне Матвей Лысов, Иван Павелкин, Ярослав Базунов, Никита Григорьев тивĕçрĕç. Ветерансем те лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Улатăртан килнĕ 83 çулти Владимир Сабановпа 76 çулти Валерий Притуленко ăмăртнине курсан залрисем алă çупрĕç. Вĕсем кире пуканне тетте пек вылятрĕç. Валерий Иванович кире спорчĕпе 40 çул кăсăкланать, вунă хутчен тĕнче чемпионĕ пулнă, Гиннесс рекорчĕсен кĕнекине кĕнĕ. Хальхи вăхăтра Улатăрти спорт комплексĕнче тренерта ĕçлет. Владимир Сабанов шăпах унăн вĕренекенĕ. Ветерансем ушкăнĕнче Ульяновск облаçĕнчи Инза хулинчен килнĕ Михаил Симонов мала тухрĕ. Вăл Чăваш Ене хĕрĕпе килнĕ. Настя Патăрьел хĕрĕпе Карина Плечовăпа тупăшрĕ. Питĕ çивĕч тупăшура кире пуканне 125 хут йăтса Настя çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, Карина иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Улатăртан килнĕ Сидоровсен хĕрĕсем пурте ăмăртăва хутшăнчĕç, Злата тĕп парнене çĕнсе илчĕ. Канашри Алевтина Евграфова та çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Çамрăксем аслă ÿсĕмри спортсменсенчен тĕслĕх илеççĕ, вĕсем пек пулма тăрăшниех тренировкăна çÿреме, алла спорт хатĕрне тытса ăсталăха туптама хистет. Кире пуканĕ йăтас енĕпе темиçе хутчен Раççей, Европа чемпионĕ пулнă, Гиннесс рекорчĕсен кĕнекине кĕнĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Борис Глинкин хăй те, унăн вĕренекенĕсем те ăмăртăва хутшăнчĕç. «Кире пуканĕ йăтса тупăшас текенсен шучĕ чакманни савăнтарать. Эпир Шупашкартан 10-ăн килтĕмĕр. Ытларах — яшсем. Хĕрачасем те çук мар. Спорт регламенчĕпе килĕшÿллĕн 10 çултан пуçласа официаллă ăмăртусене хутшăнма ирĕк пур. Ку вăхăт тĕлне алă-ура çирĕпленсе пырать. Çамрăксем валли кире пуканĕ йăтассипе шкул уçма палăртнă. Хальлĕхе студентсем тренировкăсене ман пата çÿреççĕ. Ÿсĕме кура тĕрлĕ виçеллĕ кире пуканĕ йăтма хăнăхаççĕ. Кам пирĕн спорта кăмăллать — пурне те хамăр йыша илме хавас», — терĕ Борис Николаевич. Вăл хăй те ăмăртура лайăх результат кăтартса çĕнтерчĕ. Унăн вĕренекенĕсенчен спортăн тĕнче класлă мастерĕсем Алексей Иванов, Александр Павлов, РФ спорт мастерĕ Анатолий Узюкин, Димитрий Енедеров, Алексей Петухов мала тухрĕç. Спортсменсем ку çитĕнÿпе çеç чарăнса тăмасса шанса тăратпăр. Вĕсене юпа уйăхĕн 24-25-мĕшĕсенче Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен Пĕтĕм Раççейри турнирта кĕтетпĕр. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА хатĕрленĕ.
♦ ♦ ♦
Сĕм çĕрлеччен тетрадь тĕрĕсленĕ, урока хатĕрленнĕ
Мĕнле пысăк телей вăл атте-анне пурри! Вĕсенчен хакли, çывăххи никам та çук. Мĕн пĕчĕкрен анне – çемье ăшши, атте çемье тĕрекĕ пулнă. Сумлă кĕреке хушшине ларас тĕллевпе савăнăçлă туйăмпа çич енчен çич çулпа çитме васкатпăр тăван яла, тăван киле, аттепе анне Лидия Михайловнăпа Пантелеймон Андреевич патне.
Пĕрле вĕреннĕ 55 çул пĕр сывлăшпа, пĕр шухăшпа пурăнса кăçалхи кĕркуннене пĕрле кĕтсе илчĕç Патăрьел округĕнчи Чăваш Ишекĕнче пурăнакан Шихрановсем. Педагогика ветеранĕсем ваттисен пиллĕхне астуса тĕп кил вучахне сÿнме памаççĕ, хăйсем хыççăн тарăн йĕр хăвараççĕ. Эпир, ачисем, атте-аннепе мăнаçланатпăр. Турă вĕсене ĕçченлĕх, тăрăшулăх, çирĕп вăй-хал, ырă кăмăл-туйăм парнеленĕ. Пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе, çунатлă шухăш-ĕмĕчĕпе, çивĕч ăс-тăнĕпе мухтава тивĕç. Ĕмĕрĕн сарлака сакки çинче аттепе анне сакăр теçетке çул пурнăç шăпине йĕркелесе çирĕппĕн лараççĕ. Мĕн кăна курман пулĕ вĕсем. Хурипе шурри ылмашăнса пынă. Çав тери тумхахлă килнĕ вĕсен пурнăç çулĕ. Пĕрех аттепе анне телей шанчăкне çухатман. «Атте», «анне», «асатте», «асанне», «кукаçи», «кукамай» сăмахсене илтме тÿр килнĕшĕн питĕ савăнаççĕ. Вĕсемпе юнашар — чи çывăх çынсем. Эпир — вĕсен шанăçĕ, тĕревĕ. ...Ултă ача çуратнă асанне, анчах ывăлĕсем чире пула пĕчĕклех вилнĕ. Атте – кĕтнĕ ывăл, йăха малалла тăсакан пулнă. Анчах ылханлă вăрçă асаттен пурнăçне вăхăтсăр татнă. Вăл кĕçĕн хĕрне те утьăкка сиктерсе кураймасăрах вăрçăра ĕмĕрлĕхе куç хупнă. Асаннешĕн йывăр вăхăтсем пуçланнă. Пĕчĕк ачасемпе çемье тĕрекĕсĕр тăрса юлнă. Салтак арăмĕ пĕчченех виçĕ хĕрпе ывăлне ÿстернĕ. Атте, вăрçă ачи, хăйĕн ашшĕне курман, астумасть. Вăрçа тухса кайнă чухне вăл сăпкара выртнă, çывăх çыннин сăн ÿкерчĕкĕ çеç упранса юлнă. Кÿршĕри Ыхра Çырми ялĕнчи шкулта 7 çул вĕреннĕ хыççăн Патăрьеле çÿренĕ, 30 çухрăм утнă. Хĕллехи вăхăтра хваттерте пурăннă. Шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнăскер учитель пулас ĕмĕтпе çунатланнă. Анчах укçа-тенкĕ çитменнипе ку ĕмĕт хыçала юлнă. Ялти колхоза ĕçе вырнаçнă, учетчикра, счетоводра ĕçленĕ. Лаша кÿлсе выльăх апачĕ те турттарнă. Асанне кăçатă тума ăста пулнăран ачисене те çак ĕçе вĕрентнĕ. Çăматă туса, выльăх-чĕрлĕх, пахча çимĕç çитĕнтерсе, пус çумне пус хушса пÿрт лартма вăй çитереççех. Аттен вĕренес шухăш пуçран кайман, каç выртсан та, ир тăрсан та çавăн çинчен ĕмĕтленнĕ. Йывăрлăха пăхмасăрах Канашри чукун çул училищине кайса кĕнĕ. Унта тумтирпе те тивĕçтернĕ, тÿлевсĕр апат çитернĕ, пурăнмалли кĕтес те панă. Пĕр çул вĕреннĕ хыççăн каçхи техникума куçнă. Вĕренсе тухсанах ăна салтака илсе кайнă. Виçĕ çул хĕсметре тăнă хыççăн Шупашкара çул тытнă. Педагогика институчĕн физикаматематика факультетне вĕренме кĕнĕ. Тинех ĕмĕчĕ пурнăçланма тытăннă. Анне те çак институтрах аттепе пĕрлех пĕлÿ илнĕ. Çичĕ пĕртăван хушшинче вăл чи асли пулнă. Пĕчĕклех ĕçе кÿлĕннĕ. Вăл — Улатăр тăрăхĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕнчен. Вăрман витĕр тепĕр яла çăкăр илме кайнине паянхи кун та асра тытать. Çывăхрах колони вырнаçнă, тĕрмерен тухса таракан та пулнă. Шиклене-шиклене çÿренĕ кутамккаллă пĕчĕк хĕрача. Çав çула парăнтарма çăкăр та вăй кÿнĕ. Аслă шкула вĕренме кĕрсен çуралнă кунне паллă тума, хĕр тантăшĕсене чĕнме ирĕк ыйтнă кукамайран. «Успенире кĕтÿ ансан çуралнă эсĕ», — тенĕ çывăх çынни. Шкулта — 40 çул ытла 5 çултан аттепе анне, аслă пĕлÿллĕ вĕрентекенсем, тăван ялĕсене таврăнаççĕ. Аттене Каçал тăрăхне ĕçлеме яраççĕ, аннене — Елчĕкри шкула. Тепĕр çултан, аннен çуралнă кунĕнче, Успени праçникĕнче вĕсем çемье çавăраççĕ. Çамрăк мăшăр пĕр вăхăт Комсомольски районĕнчи Йÿç Шăхаль шкулĕнчи ачасене вĕрентнĕ. Кашни кун 10 çухрăм утнă. Пĕтĕм пултарулăхне, чун ăшшине вĕренекенĕсене панă. Çулталăкран çемьене йыш хушăннă — йĕкĕреш ачасем çуралнă. Çулталăкран виççĕмĕш пепки кун çути курнă. Ултă ача çуратса ура çине тăратнă аттепе анне. Пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Атте малтанхи кунсенчех сулăмлă утăмсем тунă. Ĕçре палăрнăскере тăватă çултан Явăш шкулĕн директорне çирĕплетеççĕ, анчах унта вăл нумай ĕçлемен. Ялта асанне пĕчченех пулнăран тăван киле таврăннă, кÿршĕри Ыхра Çырми шкулне вырнаçнă. Кĕçех атте пуçарнипе ниме мелĕпе тăван ялта çĕнĕ шкул çуртне купаласа лартнă, ăна кĕске вăхăтрах хута янă. Директор лавне туртма аттенех шаннă. Шкул ятне малта тытса пырассишĕн чылай вăй хунă вăл, анне те пенсие тухичченех кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Ачасемпе пĕрле малалла утнă, вĕсене пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Пĕр ăру ÿссе вĕренсе тухса кайсан тепри килнĕ. Хĕрĕх çул ытла вăй хунă вĕсем шкулта. Çуллахи каникул вăхăтĕнче те канăва ĕçпе çыхăнтарнă. Колхоз ани çинче нумай вăй хунă. Анне ачасен производство бригадине ертсе пынă. Атте те платник ĕçне кÿлĕннĕ. Таврари ялсене ĕçлеме çÿренĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче миçе çурт купаламан-ши, мĕнле кăна сĕтел-пукан ăсталаман-ши, миçе мăшăр кăçатă йăваламан-ши?! Кăмака-каланкка тума та хăнăхнă. Эпир аттепе аннене хăш вăхăтра тăрса, хăш вăхăтра выртнине те асăрхаман. Çĕрлеччен тетрадь тĕрĕслетчĕç, урока хатĕрленетчĕç. Ирхине куçа уçнă çĕре каллех ура çинче вĕсем. Шăпчăк ыйхи евĕр кăна тĕлĕрсе илнĕ ĕнтĕ. Эпир ирсерен сĕтел тавра шăкăрин ларса тухаттăмăр. Анне ирхи апат çитерсе пире ăсататчĕ, хăй те ялти шкула тухса чупатчĕ. Эпир 5 çухрăмра вырнаçнă кÿршĕ ялти шкулта вĕренеттĕмĕр. Каç ĕнтрĕкĕ çапсан тин таврăнаттăмăр. Ывăннине пăхмасăрах килти ĕçсене тума пикеннĕ. Выльăх-чĕрлĕхне усранă, пахча çимĕçне акса-туса илнĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче Ульяновск облаçне сахăр кăшманĕ çумлама кайнă. Унта ĕçлесе укçа илеттĕмĕр. Мĕнле пысăк пулăшу пулнă вăл çемьешĕн. Шкул тумтирĕ илме аванах тăкакланнă. Тĕллевлĕ усă курнă, перекетлĕ пулма вĕрентнĕ пире аслисем. Аттепе аннен пĕр шухăш-тĕллев пулнă: ачасене тĕрĕс воспитани парса тĕрĕс-тĕкел ÿстересси. Ял-йыш япăх калаçасран шикленнĕ. Çунат сарма пуçласанах ĕçе юратма хăнăхтаратчĕç, тус-тăвана хисеплеме вĕрентетчĕç. Икĕ хĕр те тăватă ывăл çитĕнтĕмĕр эпир. Атте-анне ĕмĕчĕсене тÿрре кăларма тăрăшрăмăр. Аннен ыр кăмăллăхне, аттен çирĕплĕхне туйса ÿсрĕмĕр. Ырă енĕсене тĕслĕх вырăнне хурса вĕсем пек пулма тăрăшрăмăр. Хĕрачасем кил-çуртри ĕçсене тума, кил ăшшине тытса пыма, сисĕмлĕ те туйăмлă пулма — аннерен, арçын ачасем хуçалăхри йывăр лава туртса пыма, çемье чысне çÿлте тытма аттерен вĕреннĕ. Халĕ — 12 мăнук, 5 кĕçĕн мăнук. «Шанăçа тÿрре кăларакан, палăртнă ĕçе малалла тăсакан пур чухне чун хĕпĕртет, ĕмĕр ахаль иртмерĕ», – кăмăллăн калаçать шанăçпа пурăнакан мăшăр çунат. Ку, чăннипех те, çапла ĕнтĕ. Пурнăçа ачасене пĕлÿ тата воспитани парас ĕçе халаллани ырă сăмаха тивĕçлĕ. Ватлăх туяпа юнать пулин те сывлăх енĕпе аптăрамаççĕ-ха аттепе анне. Пурнăçа ÿпкелемеççĕ, шăпипе кăмăллă. Ытларах утма тăрăшаççĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнаççĕ. Ĕçчен алла хĕллехи вăхăтра та ĕç тупăнать. Атте кĕреçе, сенĕк аврисем ăсталать. Анне çăм арлать, алсиш-нуски çыхать. Хаçат-журнал вулаççĕ, телевизор кураççĕ, радио итлеççĕ. Килте сăмах хушма та çын пурришĕн хĕпĕртеççĕ. Каçчен пурăнса ирттернĕ кунсен çăмхине сÿтсе çăмхалаççĕ. <...>
Светлана КУЛАКОВА.
♦ ♦ ♦
Ача чухнех пуканесене «сипленĕ»
— Пирĕн йăхра 16 çын хăйĕн шăпине медицинăпа çыхăнтарнă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 100 çултан иртнĕ. Ÿссе пыракан ăру, ытларах хĕрсем, сиплев ĕçне суйласа илет. Паллах, курак йăтса каясран тенĕ пек пĕр арçын врач пур пирĕн — Игорь Сидоров. Вăл Мускаври сыватмăшра онкологра ĕçлет. Тĕрлĕ вăхăтра Етĕрне районĕнчи больницăн тĕп врачĕ те пулнăччĕ. Хальхи вăхăтра медицина енĕпе пĕлÿ илекен те чылай. Вĕреннĕ вăхăтрах ĕçлекенсем те пур, — калаçăва пуçларĕ Кристина Александрова ÿВиноградоваŸ. Вăл — республикăн стоматологи поликлиникин уйрăмĕн заведующийĕ.
Аппăшĕнчен тĕслĕх илнĕ
Çемйипех сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем пирĕн республикăра сахал мар. Кристина Станиславовнăн йăхĕнче юлашки 70 çулта врач профессине суйласа илнисен шучĕ ÿссе пыни тĕлĕнтерчĕ. — Пирĕн çемьере Тамара Яковлева /Шайкина/ пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче. Ачаранах ун çинчен пĕлнĕ эпир. Тамара аппа, çапла чĕнетпĕр эпир ăна, хăйĕн пурнăçĕн 50 çулне медицинăпа çыхăнтарнă. Эпир нумайăшĕ медицина пĕлĕвĕ илнĕ пулсан та, паянхи кун та, унпа канашлатпăр. Тамара Васильевна 1950 çулта Василипе Мирадора Шайкинсен çемйинче çуралнă. Çиччĕ тултарсан Патăрьел тăрăхĕнчи Тури Туçа вăтам шкулне çÿреме тытăннă. Питĕ пултаруллă хĕр, пионер дружинин канашĕн ертÿçи пулнă. Шкулта иртекен пур мероприятие те хастар хутшăннă. 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне вăл районти радиопа шкул пурнăçĕ çинчен каласа кăтартнă, — сăмаха малалла тăсрĕ Кристина Виноградова. Тамара Шайкина 1967 çулта Канашри медучилищĕне вĕренме кĕнĕ. 1970 çулта хĕрлĕ дипломлă специалиста Вăтаелти фельдшер пунктне ĕçлеме янă, унта заведующи тивĕçне ултă çул пурнăçланă. 1976 çултан пуçласа Шупашкарти ача-пăча клиникинче аслă медсестрара вăй хунă. Вăл «Чи лайăх медсестра» конкурсра темиçе хутчен малти вырăнсене йышăннă. Çамрăк специалистсен наставникĕ, пĕчĕк пациентсен юратнă аппăшĕ пулнă. 2003 çулта ĕçри хастарлăхĕпе пултарулăхне кура Тамара Васильевнăна «Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят панă. Тамара Васильевнăна аса илсен куç умне 50 çул каяллахи ĕç тухса тăчĕ. Ун чухне йывăр чирленĕччĕ эпĕ. Ялти врачсем 3-4 уйăх сиплерĕç пулсан та мана сыватаймарĕç, республикăри клиника больницин ача-пăча уйрăмне куçарчĕç. Шăпах унта Тамара Васильевна ĕçлетчĕ. Çав тапхăрта ялта пурăнакансемшĕн тĕп хулана çитсе килесси чĕр нуша пулнă, çавăнпа анне сыватмăша час-час пырайман. Сиплев процедурисем йывăррăн иртетчĕç. Çапла пĕринче Тамара Васильевна пычĕ. Эпĕ ăна ялтилле Тамара аппа тесе чĕнеттĕм. «Хĕрĕм, епле пулин те чăт, часах вĕçленет», — терĕ çакскер. «Хĕрĕм» сăмаха илтнĕрен мана çăмăл пулса кайрĕ. Çумра анне ларнăнах туйăнчĕ. Çак сăмах чунра ĕмĕрлĕхех юлчĕ. Кайран Тамара аппана курсан çывăх çынна тĕл пулнă пекех туйăнатчĕ. Мĕнле асамлă вăл ырă сăмах! «Кашни шăла упрасчĕ» — Эпир Тамара Васильевнăна чунтан хисеплетпĕр. Эпĕ мĕн пĕчĕкренех ун пек тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ, — сăмах çăмхине сÿтрĕ Кристина. — Эпир ялти клубпа юнашар пурăнаттăмăр. Кăнтăрла вăл хупăччĕ. Ун умĕнче çенĕк пурччĕ. Унта тантăшăмпа яланах ĔÇ ДИНАСТИЙĔ — Пирĕн йăхра 16 çын хăйĕн шăпине медицинăпа çыхăнтарнă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 100 çултан иртнĕ. Ÿссе пыракан ăру, ытларах хĕрсем, сиплев ĕçне суйласа илет. Паллах, курак йăтса каясран тенĕ пек пĕр арçын врач пур пирĕн — Игорь Сидоров. Вăл Мускаври сыватмăшра онкологра ĕçлет. Тĕрлĕ вăхăтра Етĕрне районĕнчи больницăн тĕп врачĕ те пулнăччĕ. Хальхи вăхăтра медицина енĕпе пĕлÿ илекен те чылай. Вĕреннĕ вăхăтрах ĕçлекенсем те пур, — калаçăва пуçларĕ Кристина Александрова ÿВиноградоваŸ. Вăл — республикăн стоматологи поликлиникин уйрăмĕн заведующийĕ. Ача чухнех пуканесене «сипленĕ» та тăватпăр. Тĕрĕслерĕмĕр те — çăварта усал шыçă аталанма тытăннине тупса палăртрăмăр. Ăна тÿрех больницăна кайма хушрăмăр. Çавнашкал тĕслĕх темиçе те пулчĕ. Телее, пурте усал шыçăпа çыхăнман. Çав кун эпĕ 56 çыннăн шăлне тĕрĕслерĕм. Ахаль чухне пирĕн пата пыратчĕç-ши вĕсем? Шел те, чылайăшĕ шăлсем çине алă сулать. Хăшĕ-пĕри ыратсан кăларттаратпăр теççĕ. Анчах вĕсем çакна шута илмеççĕ: çынна çавăн чухлĕ шăл ахальтен паман, вĕсем пурте кирлĕ. Çавăнпа пĕрмай тĕрĕслесе тăмалла. Пĕтĕмпех хамăртан килет. Пĕр кун поликлиникăна пĕр хĕрарăм çитрĕ. Шăлсен хушшине тем кĕрсе ларни, ăна кăларайманни пирки пĕлтерчĕ çакскер. Тĕрĕслерĕмĕр те — степлер скоби. Хăй те тĕлĕнчĕ. Хулари пĕр кафере апатланнă чухне шăмă лекрĕ пулĕ тенĕ. Çавăнпа апата васкаса çимелле мар, — çамрăк тухтăрăн сĕнĕвĕсене ăса хыврăм эпĕ. Çак ĕçе суйланăшăн савăнать Кристина Станиславовна. Вăл — Виноградовсемпе Шайкинсен, Яковлевсемпе Кудрявцевсен йăхĕнчи чи çамрăк врач. Çитес вăхăтрах пиччĕшĕн кĕçĕн хĕрĕ ĕçлеме пуçлĕ, халĕ ординатурăра вĕренет. Кристинăн йăмăкĕ Оля та медицина енĕпе пĕлÿ илет. Апла тăк ĕç династийĕн тăсăмĕ пулĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...