Комментари хушас

15 Çурла, 2025

Шупашкарăн хаклă çыннисем

Cире Чăваш Енĕн тĕп хулин Шупашкарăн çуралнă кунĕ ячĕпе чунтан саламлатăп!

Пирĕн хула нумай ăру ĕçĕпе, таланчĕпе, малашлăха шаннипе никĕсленнĕ. Паян вăл малалла çирĕппĕн утать, хăтлăланса, илемленсе, пурăнма меллĕрех пулса пырать. Урамсен çĕнĕ сăнĕ, хăтлă картишсемпе парксем — пирĕн пĕрлехи ĕçĕн, хăйĕн çуртне, картишне, хулине юратакан кашни çын ĕçĕн кăтартăвĕ.

Кăçал праçник «Атăл çинчи телей» девизпа иртет. Ку ăнсăртран мар. Шăпах аслă вырăс шывĕ çумĕнче, симĕс вăрмансен хушшнче, илемлĕ çырансем çинче чĕресене пĕрлештерекен ăшă атмосфера йĕркеленет. Кунта эпир хамăр иртнипе çыхăннине пушшех лайăх туятпăр, хальхипе мăнаçланатпăр, малалла шанчăкпа пăхатпăр.

Шупашкар — архитектурăпа инфратытăм кăна мар. Хулан тĕп пуянлăхĕ — эсир, хаклă ентешсем, талантлă, ĕçчен тата ырă çынсем. Сирĕн вăй-хал, профессионализм тата тăван ене юратни Шупашкарăн чăн чапне йĕркелеççĕ.

Паян эпир уяв хăнисене уйрăмах ăшшăн саламлатпăр. Çак кунсем сире çутă туйăмсем, тĕлĕнмелле тĕлпулусем, чĕрере вăрахлăха юлмалли ырă асаилÿсем парнелеччĕр.

Шупашкарăн хаклă çыннисем! Сире çирĕп сывлăх, телей, ырă сунатăп! Пирĕн пĕрлехи килте йăл кулă, чун ăшши, килĕшÿ ытларах пулччăр.

Çуралнă кун ячĕпе, юратнă хула!

Шупашкар хулин пуçлăхĕ Владимир ДОБРОХОТОВ

www.hypar.ru