Ĕçĕр пахатарлă тата питĕ яваплă
Паян Шупашкарта вĕрентÿ ĕçченĕсен çурла уйăхĕнчи конференцийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне видеоçыхăну урлă Раççей вĕрентÿ министрĕ Сергей Кравцов уçрĕ: «Чи малтанах Чăваш Енри педагогсене эсир тăвакан пархатарлă ĕçшĕн тав тăвасшăн! Педагог профессийĕ — Çĕр çинчи чи пысăк пĕлтерĕшлĕ професси».
Вăл çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри педагогсен сьезчĕ иртни çинчен каларĕ. Унта вĕрентÿ ĕçĕн малашнехи стратегине пăхса тухнă. «Унăн тĕллевĕ — çĕршыври вĕрентÿ тытăмĕн халичченхи çитĕнĕвĕсене çирĕплетсе хăварасси тата 1990 çулсенче тунă йăнăшсене тепĕр хут тăвасран сыхланасси. Ун чухне вĕрентĕве çыннăн ыйтăвĕсене тивĕçтерекен ĕç вырăнне кăна хума пуçларĕç, нумай тĕрлĕ учебник пичетлеме тытăнчĕç. Математика предмечĕпе çеç 100 кĕнекерен кая марччĕ. Истори учебникĕсем 54 пулнă. Ача сачĕсене тата мĕн чухлĕ хупса пĕтертĕмĕр… Вĕрентÿ çавнашкал принципсемпе аталанма пултараймасть! Вĕрентÿ ĕçĕ халăх ырлăхĕ пулмалла, çитĕнекен ăрăва ăс, воспитани парасси, унăн тĕнче курăмне йĕркелесси. Нимĕнле искусствăлла интеллект та учитель ĕçне улăштараймасть», — терĕ министр.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, юлашки 5 çулта пирĕн республикăн вĕрентÿ тытăмĕ сахал мар çитĕнÿ тунă:
— 111 шкула тĕпрен юсанă, кăçал тата 10 шкула юсаса пĕтеретпĕр. Вĕрентекенсен шутне ÿстерсе шкулсене тивĕçтерме тăрăшрăмăр. Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева тата общество организацийĕсем тăрăшнипе шкулти театр студийĕсен «Асам» фестивальне йĕркелесе ятăмăр. Ку ачасен талантне пĕчĕкрен çитĕнтерсе республикăра театр культурине çĕклеме пулăшĕ. Проект нумай, чи кирли — педагогсем ĕçре çĕнĕ методикăсене алла илсе пыни. Пирĕн шкул ачисем Пĕтĕм Раççейри тĕрлĕ конкурсра çĕнтерсе пыни те çакна çирĕплетет. Республикăри 11 вĕрентекен пысăк чыс-хисепе тивĕçрĕ. Çакă грантлă проектсемпе çĕнтернче курăнать. Хăйсен идейисене пурнăçа кĕртме 500 пин тенкĕ таран илеççĕ.
Шкула килекен çамрăк кадрсен шучĕ çуллен ÿссе пырать. Вĕсем валли муниципалитетсен çурт-йĕр фондне тума палăртрăмăр. Сăмахран, Хĕрлĕ Чутай округĕнче çамрăк специалистсем валли 10 хваттер хатĕрлесе хунă, çав шутра — çамрăк учительсем валли те. Стратеги планĕпе килĕшÿллĕн педагогсен ĕç укçи тĕлĕшпе те çине тăрса ĕçлетпĕр. РФ Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн педагогсен шалăвне çĕнĕлле йĕркелес ĕç пырать. Çулталăк каяллахипе танлаштарсан кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне педагогсен пĕрлĕхĕн ĕç укçи 160% ÿснĕ. 2025 çулхи çак кăтарту 177-178% пулмалла. Чи пысăк савăнăç вара пирĕн ачасен — çамрăк армеецсен, кадетсен юхăмĕсен, олимпиадăсен призерĕсен /15 финалист, 6 çĕнтерÿçĕ, 9 призер/ — çитĕнĕвĕсем.
Конференцие пухăннисем нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен пултаруллă педагогсене — Çĕрпÿ хулинчи 2-мĕш шкулта ĕçлекен Елена Кавтазеевăна, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наука сотрудникне Геннадий Дегтярева, ыттисене — патшалăх наградисене тивĕçнĕ ятпа алă çупса саламларĕç. Вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров республикăри педагогсен пĕрлĕхĕн иртнĕ тапхăрти ĕçĕпе паллаштарчĕ, умри тĕллевсене палăртрĕ. ĕнчи тăракан тĕллевсем пирки каларĕ.
Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...