Йывăç-курăка та, этеме те шар кăтартрĕ синкер
Хĕл ларчĕ. Кĕтмен çĕртен. Йывăçсем çулçă тăкса та ĕлкĕрейменччĕ... Акă вĕсем халĕ пăрланнă, çил вĕрнипе турачĕсем кантăк евĕр чăнкăр-чăнкăр сасă параççĕ, чуна çÿçентереççĕ. Пăхма илемлĕ пек те, анчах çут çанталăк синкерĕ йывăç-курăка хытах нушалантарни хурлантарать. Вĕсене кăна мар, çынсем те шар курчĕç çак кунсенче. Халĕччен кунашкалли пирĕн патра пулманччĕ... Ку кăна çитменччĕ, çил-тăман тухса юр хÿсе лартрĕ.
Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче пăрлă çумăр тата йĕпе юр çурĕ. Çанталăк сивĕтнĕ май электропралуксем татăлчĕç, вĕсен юписем тÿнчĕç... Чăваш Енри 12 муниципалитетра - Элĕк, Вăрнар, Куславкка, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсенче - электропередача линийĕсем пăрланса юрăхсăра тухрĕç, çавна май çĕр-çĕр ял çутăсăр юлчĕ.
Иртнĕ вырсарни кун ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комиссин тата оперативлă штабĕн пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Унта авари сиенне пĕтерес тĕллевпе тата кăлтăксене юсас енĕпе ĕçлекен мĕн пур служба представителĕ, видеоконференци мелĕпе районсемпе хуласен пуçлăхĕсем хутшăннă. Канашлура регион шайĕнче чрезвычайлă лару-тăру режимне кĕртни çинчен пĕлтернĕ.
Синкере никам кĕтмен пулин те мĕн пур яваплă тытăм оперативлă штабсем йĕркеленĕ. Малтанхи сехетренех 51 бригада /300-е яхăн çын тата техникăн 98 единици/ ĕçе тытăннă. Республика тулашĕнчи çăлавçăсен ушкăнĕсем те пулăшма çийĕнчех çитнĕ. Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче 8 сехет тĕлне Чăваш Енри сиенленнĕ электропередача линийĕсене юсама 94 бригадăна /474 çын/, техникăн 143 единицине явăçтарнă. Çав шутра - Самар, Чĕмпĕр, Пенза, Сарă ту, Чулхула, Эрĕнпур, Киров, Владимир облаçĕсен, Мордва Республикин ушкăнĕсем.
Чи малтанах социаллă объектсене - сывлăх сыхлав учрежденийĕсене - электроэнергин резерв çăл куçĕсемпе çыхăнтарнă. Больницăсен реанимаци уйрăмĕсенче, йывăр чирлисене сиплекен уйрăмсенче çутă парас тĕлĕшпе чăрмавсем пулман.
Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне 221 яла, 18387 çурта, 27 шкула, 7 садике электроэнерги çитернĕ. 7 сехет тĕлне 8 районти 235 ял электроэнергисĕр юлнăччĕ. Тепĕр кунхине, талăкран, тата 4584 кил-çурта, 80 яла, социаллă сферăри 25 объектра цивилизацин асăннă ырлăхне кĕртнĕ. Чрезвычайлă лару-тăру режимне ĕçе кĕртнĕренпе пĕтĕмпе 360 ял-поселока электроэнерги панă, вĕсенче 30852 çурт, 74650 çын пурăнать. Авари сиенĕн пысăк пайне кĕске тапхăрта пĕтерме май килнĕ.
ЧР Вĕренÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх - юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче 7 сехет те 30 минут тĕлне республикăри 6 районта /Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне/ 35 шкул тата 19 ача сачĕ электричествăсăр пулнă. Муркаш районĕнче лару-тăру уйрăмах çивĕч: 25 шкултан - 20-шĕ, 14 ача садĕнчен 12-шĕ çутăсăр юлнă. Çав шутра 12 шкулта тата 7 ача садĕнче котельнăйсем ĕçлемен. Тепĕр кунхине 11 сехет тĕлне лару-тăру çапларах улшăннă: 3 шкулпа 2 садик /Муркаш, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче/ çутăсăр ларнă. Вĕренÿ 5 организацийĕнче температурăн чи пĕчĕк виçине тытса тăмашкăн котельнăйсене дизель генераторĕсемпе çыхăнтарнă. Чрезвычайлă лару-тăрăва пула 500-е яхăн шкул ачи каникулта вăхăт çитмесĕрех канать. Çавăн пекех пÿлĕмсенчи температура пĕчĕккине пула 10 садикре пепкесене йышăнман.
Оперативлă штаб пĕлтернĕ тăрăх - Элĕк, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар районĕсенче лару-тăру уйрăмах йывăр. Çутă çуккипе пĕрлех Кÿкеçсем шывсăр та ларнă, чылай ялта карас çыхăнăвĕ татăлнă.
Юсав ĕçĕсем талăкĕпех пыраççĕ. ЧР Строительство министерстви пĕлтернĕ тăрăх - «Атăл çинчи МРСК» пĕрлешĕвĕн 121 бригади тата техникăн 137 единици çĕрĕн-кунĕн ĕçлеççĕ. Строительство организацийĕсемпе коммуналлă предприятисен техникине те явăçтарнă. Общество апатлану предприятийĕсем бригада ĕçченĕсене вĕри апатпа тивĕçтерессине йĕркеленĕ. Ĕçе хăвăртрах вĕçлемешкĕн ял тăрăхĕсенче те, хулара та ятарлă ушкăнсем йĕркеленĕ. Аварисене пĕтерме, территорисене ÿкнĕ йывăç-туратран тасатма халăх та пулăшать. Хуçăлнă йывăçсене пуçтарса тирпейлес ĕçрен çынсем пăрăнмаççĕ. Канмалли кунсенче Шупашкар районĕнче 500 ытла çын урамсене тасатма-тирпейлеме тухнă.
Михаил Игнатьев журналистсене РФ Правительствинчен республикăна тăкаксене саплаштармашкăн резерв фондĕнчен 75 млн тенкĕ уйăрма ыйтса çырни çинчен пĕлтернĕ. Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче 7 сехет тĕлне республикăри 36 пине яхăн çын - çутăсăр. «Кашни киле электроэнерги çитмесĕр регион шайĕнчи чрезвычайлă лару-тăру режимне пăрахăçламăпăр», - палăртнă Михаил Игнатьев.
Алина ИЗМАН.