Комментари хушас

16 Çурла, 2025

Шупашкарта Çырла фестивалĕ виççĕмĕш хут иртрĕ

Мероприятире округсенчен килнĕ фермерсем хăйсен çырлине сутрĕç.

Фестивале хутшăннă xула халăxне республика Пуçлăxĕ Олег Николаев, Раççeй Патшалăx Думин депутачĕ Алла Салаева, Патшалăx Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, вице-премьер-ял хуçaлăx министрĕ Андрей Макушев саламларĕç, çырла çитĕнтерес ĕçe йĕркелекенсене награда пaрса хавхалантарчĕç.

Олег Николаев фестивальте çырла сутассине епле йĕркеленипе, унран хатĕрленĕ продукципе палашрĕ. Фестивале уçнă май республикăра çырла çyллен ытларах туса илнине, ăна çитĕнтерекенсене патшалăx субсиди парса пулăшнине палăртрĕ.

Кунта декоративлă йывăç-тĕм, caд çырлин тĕмĕ cутрĕç, юрă-кĕвĕ янăрарĕ.

www.hypar.ru