Комментари хушас

24 Юпа, 2014

“Асатте-кукаçие вăрман касма çеç шаннă”

"Араш" реквием спектакльре тĕп сăнара калăплакан Очир Такаевпа çывăхрах паллашас килчĕ. Чаршав хупăнсанах ун патне васкарăм. 26 çулти артист питĕ ăста, ĕненмелле, чăн пурнăçри пек выляни тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Йĕп-йĕпе тара ÿкнĕскер рольтен хăвăртах тухрĕ те манăн ыйтусене хуравлама тытăнчĕ. Вăл Калмăк Республикинчи Целин районĕнчи Бага-Чонос поселокĕнче çуралнă. Шкултан вĕренсе тухсан хăйсен тăрăхĕнчи искусствăсен училищин актер уйрăмне кĕнĕ. Анчах унта çулталăк ăс пухсан çĕр-шывăн тĕп хулинех тухса кайнă. М.С.Щепкин ячĕллĕ театр училищине /институтне/ кĕмешкĕн экзаменсем тытнă. Мĕн тетĕр? Пултаруллă çамрăка актера вĕренме илнĕ. Паллă шкул хыççăнах, 2011 çулта, Очир Элистари Б.Басангов ячĕллĕ Наци театрĕнче ĕçлеме тытăннă. Паянхи кунччен вăл самай роль калăпланă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.