Чăваш хĕрарăмĕ 29 (1409) № 14.08.2025
«Ырă шанăçпа пурăнмалла»
Табаковсем пирки иккĕленмесĕрех идеал мăшăр теме юрать. Ахальтен-им вĕсене пĕрлешнĕренпе кăçал 45 çул çитнĕ ятпа Идеал çемьесен кунĕнче Шăмăршă ЗАГСĕнче чысланă. Вячеслав Геннадьевичпа Валентина Михайловна сапфир туй паллă тунă, пĕр-пĕрне çак чулпа капăрлатнă çĕрĕсем тăхăнтартнă.
Вĕсем И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлӳ илнĕ чухне паллашнă. 1980 çулта вара мăшăрланнă. Çулталăкран Табаковсен çемйинче ача сасси янăрама пуçланă — ывăлĕ Андрей çут тĕнчене килнĕ. Диплом илсен çамрăксене, педагог профессине алла илнĕскерсене, направленипе Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел ялне янă. Унта шкулта мăшăр 20 çул тăрăшнă: кил ăшши управçи — завучра тата вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕнче, çемье пуçĕ физкультура вĕрентекенĕнче. Кĕçех хĕр пĕрчи Маргарита çуралнă. Ял пурнăçне те хастар хутшăннă Табаковсем: спорт, пултарулăх мероприятийĕсене хутшăнмасăр юлман. Çемье ансамблĕ тата вĕсен спорт команди пĕрре мар мала тухса палăрнă. Хастар та пултаруллăскерсем пирки йăлтах çырса кăтартмашкăн хаçат калăпăшĕ те çитес çук. Çӳллĕ шайри чылай çитĕнӳ тунă Валентина Михайловнăпа Вячеслав Геннадьевич. Пĕтĕм пурнăçне шкула, ачасене халалланă. Хăйсен ĕçĕпе çунса, хавхаланса тăраççĕ вĕсем. 45 çул вĕрентӳ сукмакĕпе утаççĕ. Мĕн хавхалантарать-ха çак тĕлĕнмелле мăшăра çитĕнӳсем тума? «Ачаран вĕрентекен профессине юратни малалла аталанма хавхалантарать. Иксĕмĕр те пĕр тытăмра вăй хуни, пĕр-пĕрне пулăшса пыни, ырă сăмахпа çунатлантарни те пĕлтерĕшлĕ. Эпĕ Чăваш Енри филологсен ассоциацийĕн ертӳçи пулнă май тăтăшах ытти регионсене тухса çӳретĕп. Унта чăваш тата вырăс литературин çыхăнăвĕ, тăван чĕлхе пирки те каласа кăтартатăп. Манăн вĕрентекенсем олимпиадăра, ытти конкурсăмăртура çитĕнӳ туни те хавхалантарать, — сăмах илчĕ Валентина Михайловна.
— Йывăрлăхсемсĕр те пулмасть паллах. Çапах хăвăн ĕçне чăннипех юратсан йăлтах парăнтарма пулать. Ырă шанăçпа пурăнмалла. Ĕçре çумра вăйлă команда пурри паха. Пĕрлĕхре — вăй тесе ахальтен каламаççĕ. Çулсеренех шкула çамрăк специалистсем килеççĕ. Пĕлтĕр те йышăнтăмăр вĕсене. Малтан практика тухрĕç. Эпĕ вĕсен наставникĕ пултăм, ĕçĕн лайăх енĕсемпе паллаштартăм. Çапла вĕсем шкултах ĕçлеме юлчĕç. Пур çĕрте те оптимизм пулмалла. Пĕр-пĕр лару-тăрăва кĕрсе ӳкрĕн тĕк — унтан тивĕçлĕн тухмалла. Чи кирли — çынлăха çухатмалла мар, ĕç-пуç епле йывăр пулсан та». Халăхра сарăлнă каларăш тăрăх, арçыннăн йывăç тата çурт лартмалла, ывăл çитĕнтермелле. Хĕрарăмăн мĕн тумалла-ши вара чи малтан? «Унăн пур енĕпе те стимул, хавхалану çăл куçĕ пулмалла. Тăтăшах мĕн те пулсан çĕнни шухăшласа кăлармалла — ан тив, вăл çĕнĕ блюдо пултăр. Унăн пурнăç çутипе çунмалла, пурнăçа юратмалла. Унра вăй-хал тапса тăтăр. Чи пĕлтерĕшли — хĕрарăмăн яланах илемлĕ те типтерлĕ пулмалла. Кил-тĕрĕшре те кивĕ халатпа мар, илемлĕ çи-пуç, чипер прическа… Сĕтел хатĕрленĕ чухне те хитре савăт-сапапа усă курмалла. Пăтă çеç пултăр — ăна улма- çырлапа илемлетпе май пур. Çакăн пек вак-тĕвекре хĕрарăм палăрать те. Эпĕ килте яланах илемлĕ кĕпе е костюм тăхăнатăп. Кунсăр пуçне кил вучахне тытса тăраканăн пӳртре, картишре, ытти çĕрте кану кĕтесĕсем йĕркелемелле. Пахчара улмуççи айĕнче те, сăмахран, сĕтелпе пукан лартма юрать. Çулла унта техĕмлĕ чейпе киленмелли вырăн пулĕ. Ĕçленипе çеç мар-çке-ха, çыннăн канма та пĕлмелле. Хĕрарăмăн арçыншăн яланах вăрттăнлăх пулмалла. Çапах чи кирли вăл упăшкипе арăмĕн хутшăнăвĕсем. Ăна ачасем кураççĕ, сăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕпе иртĕхнине, вăрçăннине-çапăçнине ачасен курмалла мар. Вĕсем лăпкă та сывă çемьере çитĕнни малашлăхра пысăк витĕм кӳрет», — калаçрĕ чылай наградăна тивĕçнĕ вĕрентекен. Уроксем пӳлĕмре кăна мар, унăн тулашĕнче те пулмалла. Çапла шухăшлать Валентина Михайловна. Çакă ачасемшĕн кăсăклăрах та, вĕренес туртăма та ӳстерме пулăшать. «Эпир тĕрлĕ вĕрентӳ заведенийĕсене, театра тăтăшах тухса çӳретпĕр. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
Тăван амăшĕсем пекех…
Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшса ентешсем кашни тăрăхрах, кашни ялтах маскировка тетелĕ çыхаççĕ, япаласем çĕлеççĕ, апат-çимĕç пуçтараççĕ тата ыт. те. Çулла пушă вăхăт сахал пулсан та ял клубĕсенче хĕрӳ ĕç пĕрре те чарăнмасть.
Шупашкар округĕнчи Апашра та кĕмĕл волонтерсем эрнере виçĕ кун салтаксене пулăшса тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Маскировка тетелне те икĕ тĕрлĕ çыхаççĕ кунта: пĕри «бантик» ятлă, тепри вара — «скрипка». «Юлашкине çулталăк çыхатпăр. Ăна Муркаш тăрăхне ятарласа кайса вĕренсе килтĕмĕр. Çыхма çăмăлах мар, майне пĕлмелле. Унпа пурте ĕçлейместпĕр, ытларах 3-4 хĕрарăм тăрăшать. Малтан пĕр станокпа ĕçленĕ пулсан, халĕ иккĕпе вăй хуратпăр. Çулталăк пуçланнăранпа 87 тетел хатĕрлерĕмĕр, вĕсен виçи — 3х6 метр. Материалпа пире хамăр ял хастарĕ Денис Матросов тивĕçтерет. Салтаксем пĕлтернĕ тăрăх, «скрипкăпа» окопсене хуплаççĕ. Çавăн пекех эпир типĕ душ хатĕрлетпĕр. Кирлĕ хатĕр-хĕтĕре хамăр укçа пуçтарса туянатпăр. Кăçал 350 типĕ душ турăмăр. Малашне вара яшка валли пахча çимĕç, аш типĕтме пуçласшăн. Ку тĕлĕшпе те ĕçлесе пăхасшăн», — паллаштарчĕ хăйсен ĕç йĕркипе волонтерсен ертӳçи Мария Иванова. Çуллахи вăхăтра ял çыннин пушă вăхăт тĕлĕшĕнчен йывăртарах килсен те Апашсем ял клубне пуçтарăнма, салтаксем валли хӳтлĕх хатĕрĕсем çыхма май тупаççĕ. Вĕсене вырăнти вăтам шкулта вĕренекен ачасем те чылай пулăшнине палăртрĕç. «Килти ĕçсене те пурнăçлатпăр, кунта килме те вăхăт тупатпăр, — пирĕн калаçăва хутшăнчĕ Ираида Петрова. — Пахчара ĕçленĕ хушăрах алăри сехет çине пăхатăп. Ĕçе хăвăрт вĕçлетĕп те клуба васкатăп. Эпир халĕ ку ĕçсĕр пурăнаймастпăр. Пире вăл туслаштарчĕ те». Ираида Самсоновна малтанах нускисем çыхнă, салтаксем валли пурĕ 57 мăшăр ăсатнă. Халĕ 6 мăшăр хатĕрлесе хунă. Кирлĕ тĕк — вĕсене те парса ярĕ. «СВОра манăн çывăх çынсенчен никам та çук, — малалла калаçрĕ хĕрарăм. — Çапах пурте хамăрăн. Вĕсем килĕсене ырă-сывă таврăнччăр тесе тăрăшатпăр. Ахальтен мар кашни юнкун вĕсен ячĕпе кĕлĕ вулатпăр. Эпир, аслă ăру, çынна пулăшма вĕреннĕ. Культура çуртне килмесен чун вырăнта мар». Апашсем ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах салтаксене пулăшма тытăннă. Малтан хĕрарăмсем апат-çимĕç, япаласем туянса СВОна ăсатнă, нускисем çыхнă. Вĕсем çак тăрăхра чи малтан хӳтĕлев хатĕрĕ çыхакансенчен пĕрисем шутланаççĕ. Каярахпа ентешĕсене те çак ĕçе явăçтарнă. «Ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçет», — теççĕ халăхра. Çапла, сăваплă ĕçе те пĕр-пĕринчен вĕренни пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вăхăтра салтаксене çăкăр пĕçермелли форма кирлине пĕлтерчĕ Мария Германовна. Çавна май çар çыннисене унпа тивĕçтермеллине каларĕ. Чăн та, вĕсене пулăшас тĕллевпе волонтерсен чунĕсем çунса тăраççĕ тейĕн. Унсăр пуçне вĕсем хăйсен ушкăнĕпе ял территорийĕнчи çăл куçа тирпейлеме те çӳреççĕ. Апашри Турă Амăшĕн Хусан турăшĕ ячĕллĕ çăл куçа тасатса тăраççĕ: курăк çулаççĕ, йывăç лартаççĕ, чечексем çитĕнтереççĕ… Ку ĕçре ушкăна Зоя Львова ертсе пырать. «Ытларах чухне унта 8-9 хĕрарăм ĕçлетпĕр. Чи хастаррисем — Галина Ланцова, Рая Егорова, Людмила Васильева. Çăл куç таврашĕнчи курăка çулма арçын тупаймастăп. Юрать, Клара Прокопьева пур. Арçынран пĕрре те кая мар. Триммер çавине хускатать те наччасра тирпей-илем кĕртет тавралăха», — савăнса калаçрĕ Зоя Ивановна. Вăл хăй те çăл куç патне час-часах кайса çӳрет. Выльăх-чĕрлĕхрен, усал шухăшлă çынсенчен ăна асăрхаса тăмаллине палăртрĕ. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Турă пире хĕр пĕрчисем çитĕнтерме пилленĕ»
«Чăваш Ен» Наци радиовне итлекенсем, уйрăмах хыпарсен кăларăмне пĕр сиктерми тăнлакансем унăн сассине питĕ лайăх паллаççĕ. Шăпах Регина Вихарева радиоитлекенсене республикăри хыпарсемпе паллаштарать. Паян вăл — пирĕн хаçат тĕпелĕн хăни.
«Йăнăшпа лекрĕм пуль»
— Ялти шкулпа сыв пуллашсан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕтĕм. Преподаватель ĕçне ăса хыврăм, журналистика енĕпе те специальноç илтĕм. Елена Чекушкина çыравçă пирĕн вĕрентекен пулнă. Шкулта вара чăваш чĕлхипе литературине Ираида Александрова ăса хывма, тăван чĕлхене тарăннăн тĕпчеме пулăшрĕ. Çавăнпах пулĕ аслă пĕлӳ те çак енĕпех илтĕм. Тĕрĕссипе, эпĕ тухтăр профессийĕ пирки ĕмĕтленнĕ, медицинăна юрататăп. Шурă халатлисен ĕçне питĕ хисеплетĕп. Журналистикăра ĕçлесси пирки вуçех шухăшламан эпĕ. Анчах шăпа мана массăллă информаци хатĕрĕсене илсе çитерчĕ, — кăмăллăн каласа кăтартрĕ «Чăваш Ен» Наци телерадиокомпанийĕн ĕçченĕ Регина Вихарева.
– Вĕрентекен ĕçĕ те кăмăла каятчĕ-ха. Шкулта практика тухаттăм. Çапах журналистика енĕпе те вĕреннĕ май, унта та хама тĕрĕслесе пăхас килетчĕ. 5-мĕш курсра тăван шкулта практика тухаттăм, çав вăхăтрах журналистика ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене те ăса хывма хушрĕç университетра. Эпĕ Наци радиовне çул тытрăм. Унта вара специалист шыратчĕç. Мана собеседование чĕнчĕç. Шкулта ултă урок пулнăран радиона кая юлса çитрĕм. Кĕтĕм те… 13 çын черетре, эпĕ 14-мĕш! «Кунта йăнăшпа лекрĕм пуль», — шухăшлатăп. Иртĕр, иртĕр, кунта пурте пĕр танах», — терĕ тараватлăн Олег Прокопьев журналист. Унтан пире хушусем пачĕç. Ăна пурнăçланă хыççăн киле кайрăмăр. Вăхăт иртрĕ. Радиоран никам та шăнкăравламасть. Мана йышăнманах тесе шухăшларăм. Пĕр кунхине вара Олег Иванович çыхăнчĕ манпа, ĕçе вырнаçма сĕнчĕ. Çапла вĕренсе пĕтермесĕрех ĕçе пуçăнтăм. Наци радиовĕнче Регина çĕнĕ хыпарсен службинче Ольга Артемьева /Баринова/ журналистпа тăрăшнă. Сăмах май, хальхи вăхăтра Регина — декрет отпускĕнче. Тем вăхăт иртсен хастар журналист Надежда Яковлева продюсер сĕннипе Наци телевиденийĕнче фольклорпа çыхăннă «Эх, юррăм, янăра!» телекăларăм пуçарнă. Регинăна халăх пултарулăхĕ кăсăклантарнă. Унăн темиех пулнă ку. Тĕрлĕ ансамбль, ушкăн, купăсçăсем пирки илемлĕ кăларăмсем хатĕрленĕ. Сăмах май, «Эх, юррăм, янăра» кăларăм икĕ хутчен ЧР Культура министерствин грантне те çĕнсе илнĕ. — Радиора пуçласа тӳрĕ эфира тухнине нихăçан та манас çук. Йăлтах чĕтреме ертĕм, алă-ура шанк хытрĕ. Питĕ шикленетĕн. Сана пин-пин çын итленине пĕлетĕн- çке-ха — ним мар çухалса кайма пулать. Пире Олег Прокопьев вĕрентсе пынă. Пултаруллăскер ĕçе ирхи 4 сехетре килетчĕ, каçхи 9 сехетре тухса каятчĕ. Мĕн чуль кăларăм хатĕрленĕ-ертсе пынă вăл! Чăн-чăн профессионал. Нумай вĕрентнĕ вăл пире, куççуль кăларттаричченех… Хăртса тăкма та, çĕклентерме те пултаратчĕ. Ун патне кăларăма питĕ ăслă çынсем килетчĕç. Çавăнпа Олег Ивановичпа ĕçлеме кăсăклăччĕ. Пĕрремĕш хут Аркадий Айдак Совет ял хуçалăх производствин йĕркелӳçине курни те асрах. Çавнашкал паллă та тĕлĕнмелле пултаруллă çынсем килетчĕç радиона. Туслă йышпа, пĕр çемьери пек ĕçлеттĕмĕр. Радио «ашшĕ» — Олег Прокопьев, «амăшĕ» — Галина Екимова… Çапла шӳтлеттĕмĕр, — сăмах çăмхине малалла сӳтрĕ журналистка. Арина, Мира, Рая… «Атя-ха автошкула вĕренме каятпăр, права илетпĕр», — сĕннĕ ăна пĕррехинче ĕçтешĕ Снежанна Тимофеева. Регина, укçа-тенкĕпе çыхăннă йывăрлăхсене пăхмасăр, килĕшнĕ. Шăпах автошкулта вĕреннĕ тапхăрта пике пулас мăшăрĕпе Артемпа паллашнă. Çапла праваллă та, савниллĕ те пулса тăнă Регина. Çамрăксен туслăхĕ майĕпен юратăва куçнă. Çулталăкран вĕсем тăванĕсемпе çывăх çыннисене туй кĕрекине пухнă. — Мăшăр эпир паллашнă чухне ман пекех вĕренетчĕ-ха, диплом та пĕрле çыртăмăр темелле. Вăл строительство енĕпе пĕлӳ илчĕ. Çулталăкран çемьене çĕнĕ кайăк — хĕр пĕрчи Арина – вĕçсе килчĕ. Артем тата Регина ятăмăрсене пĕрлештерсе пепке валли ят тупрăмăр, — йăл кулчĕ çамрăк хĕрарăм. — Çулталăк çурăран иккĕмĕш хĕрĕмĕр кун çути курчĕ. Ăна мăшăрăн кукамăшне хисеплесе Мира ят хутăмăр. Вăхăт сисĕнмесĕрех иртрĕ. Ачасем садикрен тухса шкула çӳреме пуçларĕç. Çак тапхăрта нумай çĕнĕ шухăш çуралать. Ывăл-хĕре тĕрлĕ енлĕн аталантарас килет. Ачасене шкула леçмелле, кĕтсе илмелле, кружоксене те илсе çӳремелле. Çавна май ыйту тухать: ашшĕ е амăшĕ çак ĕçе пурнăçлама пултарать? Кунсăр пуçне уроксене хатĕрлеме те пулăшмалла. Ку тивĕçсем ытларах ман çине тиенчĕç. Юрать, машинăпа çӳретĕп. Строительствăра вăй хуракан мăшăрăн ачасене леçме-кайса илме май çук, вăл тăтăшах округсене тухса çӳрени те кăткăслатать лару-тăрăва. Мана та çăмăл марччĕ: ĕçе те, шкула та, занятисене те ĕлкĕрмелле… Çавна май эпĕ килте пулсан меллĕрех тесе шухăшларăмăр. Виççĕмĕш пепкене кун çути кăтартма тĕллевлерĕмĕр. Çапла çемьере тепĕр хĕр пĕрчи çуралчĕ. Турă пире хĕрсем пилленĕ. Кĕçĕннине манăн кукамая сума суса Рая ятпа çыртартăмăр. Çывăх çыннăм мана питĕ нумай япалана вĕрентнĕ, ăс панă. Яланах йывăрлăхсене парăнтарса малалла талпăнма сунатчĕ, тата… тăтăшах сасăпа хаçат-кĕнеке вулаттаратчĕ. Ун пек чухне илемлĕ вулама тăрăшатăн. Çакă та чăвашла чипер калаçмашкăн чĕлхене туптарĕ пулĕ. Килте яланах чăваш хаçат-журналĕ пурччĕ. «Чăваш хĕрарăмĕ» тата «Хресчен сасси» кукамайăн юратнă кăларăмĕсемччĕ. Кăçал Вихаревсем çемье чăмăртаннăранпа 10 çул çитнине паллă тунă. Нумай ачаллăскерсем тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтереççĕ. Çамрăк мăшăра ашшĕ-амăшĕ те пулăшать. Пĕрле вара кирек мĕнле чăрмава та парăнтарма çăмăлрах. — Кĕçĕнни çуралсан патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курма май пулчĕ. Ипотекăшăн тӳлемешкĕн 450 пин тенкĕ пачĕç. Тата республикăри амăшĕн капиталне илме пултартăмăр — унпа та ипотекăна саплаштармашкăн усă куртăмăр. Кунсăр пуçне виççĕмĕш ача çуралсан патшалăх çемьене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерет. Халĕ ун вырăнне сертификат та илме юрать. Эпир çапла турăмăр. Ку укçана та ипотекăшăн тӳлерĕмĕр. Çапла майпа банк умĕнчи парăма пĕтĕмпех саплаштарма май килчĕ. Халĕ ачасемшĕн те пособи илетпĕр. Çакă çамрăк çемьесене питĕ пулăшать. Кĕçех çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланать, ашшĕамăшĕшĕн хĕрӳ тапхăр. Ачасем валли çипуç, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр туянмалла. Эпир, нумай ачаллă çемье пулнăран, музейсене тӳлевсĕр çӳретпĕр, кинотеатрсене те йӳнĕрех хакпа кĕретпĕр. Кунсăр пуçне çак категорири ашшĕ-амăшĕ парковкăсемпе тӳлевсĕр усă курма пултарать. Ку та маншăн, транспортлă çыншăн, меллĕ. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...