Хресчен сасси 30 (3070) № 13.08.2025
Ытлашшине ăçта вырнаçтарăпăр?
Иртнĕ вырсарникун Шупашкарти Элкер урамĕнчи Фермерсен ретĕнче пулса суту-илӳпе паллашрăм.
Вĕсене туса пĕтернĕ хыççăн 2022 çулхи утă уйăхĕнче уçрĕç, мероприятие республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, ун чухне вице-премьер-ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăнчĕç, çĕнĕ пасар ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Ретсем малтанхи «Московский» пасартан уйрăлса тăраççĕ. Подряд организацийĕ кивĕ сентресене пăсса турттарса тухнă, лаптăка асфальтобетон сарса якатнă, халь те пĕр путăк е шăтăк курăнмарĕ, тутăхни вырăнне çĕнĕ вăрăм 10 тимĕр сĕтел вырнаçтарнă. Ретсене продукци илсе килнĕ 26 çын харăсах тăрса сутма пултарать. Вĕсемсĕр пуçне павильон, «Арман» тата «Чуччу» арт-объектсем, икĕ хапха, видеокамерăсем вырнаçтарнă, кĕмелли çĕрте чечек, тĕмсем лартнă. Чи кирли — ретсене çи виттиллĕ туни: çумăр сутакансене те, туянакансене те чăрмантараймасть. Аукцион ирттернĕ чухне 3 млн ытла тенкĕ перекетлеме май килнĕ, подряд организацийĕ ретсене 6 млн тенкĕлле туса пама килĕшнĕ. Унтанпа 3 çул иртрĕ — республика Пуçлăхĕн хушăвне пурнăçласа, Ял хуçалăх министерстви ыйтнипе пĕчĕк çеç ретсем округсенчен сутма килекенсене те, продукци туянакансене те пысăк усă кӳчĕç. Çав хушăра миçе тенкĕлĕх пахча çимĕç, юр-вар, ытти продукци сутнине калама йывăр. Кунта çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те суту-илӳ пырать, вырăншăн укçа тӳлемелле мар. Паллах, ку — сутуçăсемшĕн лайăх çăмăллăх. Çавăнпа дачниксем те, ял çыннисем те арендăшăн тӳлеттерекен пасарсенче мар, çак ретсенче вырăн йышăнма тăрăшаççĕ. Кăçал пахча çимĕç ăнса пулчĕ. Кил хуçалăхĕсен сутмалăх та пур. Пахча çимĕç туса илекен фермерсен пушшех лайăх çитĕннĕ. Вĕсен пĕр пайĕ иртнĕ вырсарникун та кунта килнĕ. Пĕри Муркаш округĕнчи Оринин ялĕнчен пахча çимĕç, çав шутра ир пулакан çĕр улми, кăларса хунă. Кашни килограма 60 тенкĕлле сутать. «Пĕтĕмпех кил хуçалăхĕнче çитĕнтерни, — терĕ пенси çулне çитмен арçын. — Ку пасарта лайăх, анчах 26 вырăн çеç, кил хуçалăхĕ тытакансене çавăн чухлĕ кăна ăçтан çиттĕр? Çавăнпа сентресен айккинче акă сĕтел лартса, ун çине хурса сутатăп. Иккĕмĕш ыйту — кунта туалет çукки. Çавăнпа çынсем е каферине, е ытти çĕртине чупаççĕ. Юнашарах пĕрре пур-ха, анчах унта питĕ хаяр çын ларать, укçа парсан та кĕртмест. Тула кайма чупас мар тесе пасарта кун каçиччен шыв ĕçместĕп. Виççĕмĕш ыйту — алла çумалли вырăн пулманни. Санитари йĕрки сутуçăран ăна çуса тăма ыйтать вĕт». Ретсенче халĕ улма-çырлапа пахча çимĕç кăна мар, юр-варпа декоративлă ӳсен-тăран та сутаççĕ. Ăна-кăна туянма сĕнекенсенчен пĕри — 75 çулти пенсионер Геннадий Васильев, Чăваш АССРĕн Финанс министерствинче, Министрсен Советĕнче, Госстрахăн Чăваш АССРĕнчи управленийĕн пуçлăхĕн çумĕнче, «Росгосстрах-Чувашия» обществăн гендиректорĕнче ĕçленĕскер. «Кăçал пĕтĕм пахча çимĕç лайăх пулчĕ, — журналист ыйтăвĕсене хуравларĕç çывăхри округсенчен килнĕ икĕ пенсионер. — Ытлашшине сутса хушма тупăш илетпĕр». «Упăшкапа пĕрле виçĕ дачăра пахча çимĕç çитĕнтеретпĕр, пасарта сутатпăр, ĕçлесе илнĕ укçана кредитпа илнĕ çăмăл машинăшăн тӳлесе татма яратпăр, — калаçăва хутшăнчĕ Людмила Антонова. — Хамăр туса илнĕ пахча çимĕçе сутма çакнашкал май туса пани лайăх, анчах администраци тĕрĕслесе тăманнипе усă курса хăш-пĕр сутуçă кунта çĕрле е ирхи 3-4 сехетсенче килсе пĕр вырăн мар, харăсах темиçе вырăна е вăрăм сĕтел тăршшĕпех йышăнать, сутма килнĕ ытти çын вара нимсĕр юлать. Пĕр хут çапла пулса тухнăшăн ĕнерхи пек вăрçăнмăттăм, час-часах çапла сĕмсĕрленеççĕ, ыттисен правине пăсаççĕ. Ман шухăшпа, кашни çынна пĕр вырăнпа çеç усă курма ирĕк памалла». Пĕр çын вăрăм сĕтел çинчи темиçе вырăна харăсах йышăннине Муркаш округĕнчи Мăн Сĕнтĕр ялĕнчен килнĕ маттур хĕрарăм та, хăй пăхса ӳстернине сутаканскер, çирĕплетрĕ. Çак ялсем машинăсене пахча çимĕç тиесе кунта çеç мар, хулари ытти пасара та сутма килеççĕ. Фермерсен ретĕнче вырăн çитменнине, сутма черет йышăнма тивнине, кун каçиччен вăл е ку сутуçă хăйĕнне сутса пĕтерсен пушатнă вырăна йышăннине ыттисем те палăртрĕç, «туалета столовăйне çӳреме тивет тата алла çума шыв çук» терĕç. Шупашкарта пахча çимĕç сутмалли, ăна хĕле хатĕрлемелли тапхăр пырать. Ял хуçалăх министерствин «АгроИнновацисем» хысна предприятийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çурла уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне пасарсенче кашни килограмм çĕр улмине ваккăн вăтамран — 50 тенкĕлле (пĕр эрне маларахринчен 5,8 тенкĕ йӳнĕрех, çавăнпа —, хаклăрах тăк + лартăпăр), купăстана — 40 (-14,2), хĕрлĕ кăшмана — 70 (-8,3), кишĕре — 70,4 (-5,8), пуçлă сухана — 69,6 (-5,8), хăяра — 79,3 (-6,4), помидора — 153,4 (-13,7), ыхрана — 326,4 (-47,2), пан улмине — 164,9 (+0,5), лимона — 251,3 (-5), грушăна — 261,4 (-12,4), апельсина — 205,3 (-1,5), банана 157,8 (-11,7) тенкĕлле сутнă. Çурлан 7-мĕшĕ тĕлне кашни кг çĕр улмине Шупашкарти Ю.Гагарин урамĕнчи тĕп пасарта курттăммăн — 26-35, А.Николаев урамĕнчи ял хуçалăх пасарĕнче — 28- 35, пĕрремĕшĕпе иккĕмĕшĕнче купăстана — 20-25, хĕрлĕ кăшмана — 30-40, кишĕре — 35-40 тата 32-40, пуçлă сухана 35-45 тата 32-43 тенкĕлле сутнă. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...