Комментари хушас

29 Утă, 2025

Хыпар 55 (28372) № 29.07.2025

Диспансеризаци: пăтта çу ярса пăсаймăн

Диспансеризаци теми Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйту пулчĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова аса илтернĕ тăрăх, чирсене май пур таран маларах тупса палăртма пулăшакан диспансеризацие 2013 çултанпа ирттереççĕ. Юлашки пилĕк çулта çитĕннисене диспансеризаци витĕр кăларассипе çыхăннă кăтарту виçĕ хут пысăкланнă. Çакă çынсен вăл е ку чирĕсене маларах тупса палăртма май панине кура вĕсене сиплес енĕпе вăраха ямасăр мерăсем йышăнма пулăшать. Эппин, çынсен сывлăхне, пурнăçне упрас тĕлĕшпе ку чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче республикăра çитĕннĕ 322,7 пине яхăн çын диспансеризацире пулнă. Ку çулталăк планĕн 55% танлашать. Сывлăх тĕлĕшпе сăлтав пуррине кура асăннă йышăн 40% тĕплĕнрех тĕрĕсленме ямашкăн тивнĕ. Диспансеризацире, медицина тĕрĕслевĕнче пулнă йышри 61,6 пине яхăн çын ача çуратмалли çулсенчисем. Эппин, тĕрĕслев демографипе те тӳррĕнех çыхăннă. Çавăн пекех коронавируспа чирлесе ирттернĕ çынсен сывлăхĕ тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Диспансеризацие медиксем паян çынсен ĕç вырăнĕнче те, вĕренекен вырăнсенче те ирттереççĕ: рабочи е студент больницăна килсе вăхăт ирттермест — меллĕ те хăвăрт. Диспансеризаци кăçал кăна 25 пин ытла çыннăн шала кайнă чирĕсене тупса палăртнă. Ытларах — чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем. Вар-хырăм чирĕсемпе аптăракан та чылай. Тата — сахăр диабечĕпе чирлисем. Усал шыçă тупса палăртнă тĕслĕхсем — 513. Вĕсен шутĕнче — вăй питти, ĕçлемелли çулсенчи 173 çын. Çав шыçăсем вар-хырăмпа, кăкăрпа, ӳт-тирпе, трахейăпа, бронхсемпе, ыттипе çыхăннă. Лариса Владимировна палăртнă тăрăх, врачсене усал шыçă тупса палăртнă кашни тĕслĕхшĕн 1 пин тенкĕ хушса тӳлеççĕ — тимлĕ пулма сăлтав пур. Чăн та, республика ертӳлĕхĕн ку тӳлев тĕлĕшпе шухăшĕ урăхларах иккен — шурă халатлисем чире укçашăн кăна шыранă пек пулса тухать-ха та... Сывлăх хавшанин сăлтавĕсен шутĕнче чи малтанах — йĕркесĕр апатлану, табак туртни, алкогольпа иртĕхни... Кăтартăвĕ хурлăхлă: республикăра пурăнакансен 34% кĕлетке йывăрăшĕ ытлашши, 13% — глюкоза, 50% холестерин шайĕ пысăк. Пур енĕпе те сыввисен йышĕ 18% кăна танлашать. 7,6% шала кайма пултаракан чир хăрушлăхĕ пур, 74,4% вара — шала кайнă чирсем. Çавна май, министр шучĕпе, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕн ĕçне çĕнĕ модельпе аталантарни усă кӳмелле. Лариса Тарасова ку енĕпе кăçал республика Пуçлăхĕ пуçарнипе пурнăçа кĕртекен «Сывлăх патне — утăм» проект вырăнлă пулнине çирĕплетрĕ. Çитес шăматкун Канаш 100 çул тултарнине уявлать. Канашлура чукун çул ĕçченĕсен хулин уявне паллă тăвассипе çыхăннă мероприятисене тишкерчĕç. Программа пуян та интереслĕ пулмалла: тĕрлĕ фестиваль, конкурссем, концертсем — истори реконструкцийĕ таранах. Уяв хула историйĕн çутă страници пулса юлмалла. Юбилей тĕлне çĕнĕ об±ектсем хута яма палăртнă. Çĕнелнĕ «Пирĕн пурнăç вокзалĕ» музей, эвакогоспиталĕн паттăр медикĕсене халалланă палăк, паттăрсен аллейи, технопаркра производство цехĕ, ачасен çĕнĕ форматпа йĕркеленĕ библиотеки уçăлмалла. Праçникĕн тĕп сцени çинче Канаш хулин хисеплĕ гражданинне савăнăçлă лару-тăрура чыслĕç, Канаш аталанăвне пысăк тӳпе хывнă çынсене наградăсемпе хавхалантарĕç. Паллах, уяв салючĕ те пулать. Олег Николаев вокзалсен хушшинчи тӳреме хăтлăлатас ĕçсем мĕнле пынипе кăсăкланчĕ. Хула ертӳлĕхĕ палăртнă тăрăх, контрактпа килĕшӳллĕн ĕçсене çурла уйăхĕн 31-мĕшĕччен пурнăçламалла, анчах подрядчик объекта маларах вĕçлеме шантарать. — Çак эрнере кашни ертӳçĕн уява хатĕрленессипе çыхăннă, хăйсене пырса тивекен мероприятисене тиркевлĕ куçпа тепĕр хут тишкерме сĕнетĕп. Çав шутра — хăрушсăрлăха тивĕçтерес енĕпе. Пирĕн хулана унăн 100 çуллăхĕн чиккинче сумлă саламламалла — ку пирĕн яваплăх, — терĕ Олег Алексеевич. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Сывлăх патне инçе каймалла та мар

«Сывлăх патне — утăм» проектпа килĕшӳллĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Тĕп пасарта Шупашкар çыннисем валли ĕçленĕ «Сывлăх пунктне» çитсе курчĕ, медицина специалисчĕсем граждансене епле йышăннипе паллашрĕ, тухтăрсемпе тата пациентсемпе калаçрĕ.

«Ку проект харăсах темиçе ыйтăва татса парать. Вăл профилактика тата диагностика мероприятийĕсен шутне ӳстерет, чирсене малтанхи тапхăрта оперативлă тупса палăртма пулăшать. Чи кирли вара — граждансене харпăр хăй сывлăхĕшĕн тăрăшассине йăлана кĕртме хистет», — терĕ Олег Николаев. Аса илтеретпĕр: «Сывлăх патне — утăм» проекта Чăваш Ен Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе Республика кунĕнчен ĕçе кĕртнĕ. Мобильнăй медицина пункчĕсенче тухтăрсем ял-хулара пурăнакансене чир-чĕре вăхăтра палăртма, пысăк квалификациллĕ пулăшу тата сĕнӳсем илме пулăшаççĕ. «Пирĕн граждансене медицина пулăшăвĕпе вăхăтра тивĕçтермелле. Проект сыватма кăна мар, чирсене малтанхи тапхăрта палăртма та пулăшать. Ку сывлăха упрама, хастар пурнăçа тăсма май парать», — иккĕленмест Олег Николаев. Сăмах май, куçса çӳрекен «Сывлăх пункчĕсем» республикипех ĕçлеççĕ. Вĕсенче пур округра та врачсем пациентсене графикпа килĕшӳллĕн йышăнаççĕ. Пысăк опытлă специалистсем сывлăха тĕрĕслеççĕ, сĕнӳ- канаш параççĕ, хăшĕсене поликлиникăра анлăрах тĕрĕсленме направленисем сĕнеççĕ. Утă уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне «Сывлăх пункчĕсене» 26 пин ытла çын пынă. Вĕсенчен 22 пинĕшĕ консультаци илнĕ. 6 пин ытла çын малалла тĕплĕн тĕрĕсленме терапевтран направлени илнĕ. 5 пин ытла çын анлă профильлĕ врач патĕнче тĕрĕсленнĕ хыççăн направлениллĕ пулнă. Кун пек пунктсенче инструментсемпе усă курса та диагностика тăваççĕ. Уйрăммăн илсен, 2 пин ытла çын флюорографи тухнă. 700 ытла хĕрарăм — маммографи. Чир паллисене тупнисене специалистсем патне янă. Тухтăрсем ытларах юн пусăмĕ, холестерин, сахăр шайĕ пысăккине тупса палăртнă. Çавăн пекех самăрлăх чирĕ сарăлни çинчен пĕлтернĕ. «Сывлăх патне — утăм» проект ачасемшĕн те ĕçлет. «Сывлăх пункчĕсенче» педиатрсемпе стоматологсем те йышăнаççĕ. Педиатр 536 ачаран 41-шне направлени панă. Шăл тухтăрĕсем 270 ачана йышăннă, 52-шĕн шăлне юсамаллине палăртнă. Шупашкарсем «Сывлăх пунктĕнче» сывлăхне тĕрĕслеттернĕ хыççăн республика Пуçлăхне тата Сывлăх сыхлавĕн министерствин специалисчĕсене ыйтусем пама та именмерĕç. Калăпăр, хула çыннисене тӳлевсĕр эмелсемпе тивĕçтерес тата ялсенче медицина пулăшăвĕ парас ыйтусем канăçсăрлантараççĕ. Олег Николаева ку проектшăн тав тăвакансем те пулчĕç. «Питĕ меллĕ. Урамра иртсе пынă чухне «Сывлăх пункчĕ» палаткăна кĕретĕн те сывлăха тĕрĕслеттеретĕн. Хăвăрт, çăмăл. Тухтăрсем кашнинпех тимлĕ», — шухăшне пĕлтерчĕ аслă лейтенант Владислав Сергеев. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Стратеги витĕр çул курăнать

Аслă экономика канашĕн иртнĕ эрнери ларăвĕнче регионăн физкультурăпа спорт аталанăвĕн 2025-2030 çулсенчи стратегине тишкерчĕç.

Ларăва уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев кĕркуннеччен отрасльсен мĕн пур стратегине пăхса тухма тĕллев лартнине палăртрĕ. Çакă вĕсем валли укçа уйăрассине çитес çулхи бюджета кĕртсе хăварма кирлĕ. Физкультурăпа спорт аталанăвĕн стратегийĕпе паллаштарнă май спорт министрĕ Василий Петров Чăваш Енĕн çак сферăри юлашки пилĕк çулти кăтартăвĕсене тĕпе хучĕ. 2020 çултанпа республикăра 98 спорт об±екчĕ тунă е реконструкциленĕ, çакă спортпа туслă пулмашкăн ялсенче те хуларинчен кая мар условисем йĕркелеме май панă. Халăха спорт сооруженийĕсемпе тивĕçтерессин кăтартăвĕсемпе регион Атăлçи округĕнче лидер шутланать. Çĕршывра та — ТОП-10 йышĕнче. Халăха спортпа туслаштарма ăнтăлнипе пĕрлех чемпионсене хатĕрлес тĕлĕшпе те тимлĕх пысăк. Пирĕн ентешсем Раççей, тĕнче шайĕнче çитĕнӳсем тăваççĕ. Республика ГТО комплексне ĕçе кĕртес енĕпе — лидерсен шутĕнче. Стратеги спорт инфратытăмне малалла аталантарассине тĕпе хурать. Спорта вĕрентӳ тата реабилитаци программисемпе пĕтĕçтересси çине пусăм тума пăхнă. Спортпа туслă граждансен йышне 70% çитермелле, ГТО нормативĕсене пурнăçланисен шутне — 85%. Документра пурнăçлама палăртнă 144 проект шутĕнче виçĕ мега-проект та пур. Вĕсем — спортăн шыври, хĕллехи тĕсĕсен нумай профильлĕ центрĕсен, кĕрешӳ тата спортăн вăйă тĕсĕсен керменĕн строительстви. Çакă пире çĕршыв, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене йышăнма май парĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, спорт стратегине тĕплĕ хатĕрленĕ: «Инфратытăма малалла аталантарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унти проектсем картишсен тренерĕсене явăçтарса шкулсен стадионĕсемпе туллин усă курассине те, пысăк \çитĕнӳсен спортне аталантарассине те палăртаççĕ. Халĕ унта палăртнине пурнăçа кĕртес енĕпе çине тăрса ĕçлеме пуçламалла». Ларура çавăн пекех Чăваш Ен Патшалăх технадзорĕн аталанăвĕн стратегине те пăхса тухрĕç. Çак тытăм ертӳçи Владимир Димитриев техникăпа усă курассин хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлемелли çул-йĕрпе паллаштарчĕ. «Процессене тĕрĕс йĕркелени, çĕнĕ тата меллĕ сервиссене ĕçе кĕртни Патшалăх технадзорне мĕн пур ыйтăва оперативлă татса пама пулăшĕç. Çак тĕллеве тӳрре кăлармашкăн пĕтĕмпех тăвăпăр», — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Стратегие чи лайăх практикăсене тĕпе хурса хатĕрленĕ, техника хуçисем надзор органĕпе тачă çыхăну тытассине май пур таран меллĕрех тăвассине тĕпе хунă. Калăпăр, вĕсем Патшалăх технадзорне паракан документсен шутне май пур таран чакармалла, çак органа пырса çӳресси те шутлă пулмалла. Трактор-комбайн хуçисем техника тĕрĕслевĕ тухма чĕнекен пĕлтерӳсене, вăл е ку документ вăхăчĕ иртни çинчен калакан асăрхаттарусене килтен тухмасăрах илĕç, ирĕк паракан документсене вара электрон мелпе илме май пулĕ. Техника тĕрĕслевне дистанци формачĕпе те ирттерме пуçлĕç. Стратегире «Перекетлĕ управлени» технологийĕсене пысăк тимлĕх уйăрнă. Вĕсем сăлтавсăр мĕн пур çухатăва чакарма, çавна май тĕрлĕ ĕçе хăвăрт пурнăçлама пулăшĕç. Ку енĕпе Патшалăх технадзорĕ 11 проект хатĕрленĕ, вĕсенчен вуннăшĕ ĕçре ĕнтĕ. 2030 çул тĕлне вара ведомство хăйĕн пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерессин вăтам вăхăтне 10- ран виçĕ ĕç кунĕ таран чакарма палăртать. <...>

Николай ДМИТРИЕВ.

♦   ♦   ♦


Руль умĕнчи ача – хăрушă!

Кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче республикăри çулсем çинче 319 авари пулнă, вĕсенче 42 çын вилнĕ, 370 çын суранланнă. Çак кăтартусене ШĔМĕн Çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов журналистсене çулталăкăн пĕрремĕш çуррине пĕтĕмлетме прессконференцие пухнă май пĕлтерчĕ.

Цифрăсем çулталăк каяллахи çак тапхăртинчен самай пĕчĕкреххине палăртма кăмăллă. Çапах темиçе муниципалитетра инкек ытларах пулни пăшăрхантарать: Вăрнар, Вăрмар, Çĕмĕрле, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Етĕрне округĕсем статистикăна каялла туртаççĕ. Çын вилнипе çыхăннă тĕслĕхсен списокĕнче çав-çавах транспорт хатĕрĕсем çапăнни малта. Машинăсем çулăн сулахай енне тухса хирĕç килекен транспорт хатĕрĕсемпе çапăннă май 17 çын пурнăçĕ татăлнă. Çав шутра ултă тĕслĕхре водительсем çулăн транспорт хирĕç килекен енне юраман çĕрте тухнă. Çулсем çинчи йĕркелĕхе сыхлама паян фотофиксаци приборĕсем курăмлă пулăшу кӳнине Владимир Геннадьевич пайăррăн палăртрĕ. Вĕсен кăтартăвĕсем тăрăх çул-йĕр правилисене пăснăшăн явап тыттарма 6 уйăхра 898 пин йышăну тунă. Штрафсен виçи — 940 миллион тенкĕлĕх. Приборсен шутне ӳстерсех пыраççĕ. Çĕннисене туяннă май укçа перекетленнĕ те — унпа фотофиксацин тата 11 мобильнăй комплексне илме йышăннă. Çак техника транспорт юхăмне вăрттăн сăнама май парать — чее водительсене те, стационар приборсем ăçта вырнаçнине пĕлнĕ май унта кăна хăвăртлăха чакараканскерсене, тăрă шыв çине кăларма пулăшать. Водительсене вĕрентсе хатĕрлесси пирки те калаçу пулчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 9,3 пин çамрăк пĕлӳ илнĕ. Экзамен тытма 7,7 пинĕшне ирĕк панă. Тĕрĕслев витĕр пĕрремĕш хутĕнчех ăнăçлă тухнисен йышĕ пысăк тееймĕн — курсантсен 27% кăна, 2094 çын, экзамен тытайнă. Ыттисен тĕрĕслеве татах та татах килме тивнĕ. Сăмах май, Раççейре асăннă вăтам кăтарту 34% танлашать. Чăваш Енре ПАИ çапла çирĕп пулни, паллах, çулсем çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетмеллипе сăлтавланать. Ку ăнсăртран мар. Кăçал руль умĕнчи стаж 3 çултан иртмен çамрăк водительсем 32 авари тунă, вĕсенче 5 çын вилнĕ. Çуран çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме ятарласа операцисем ирттересси йăлана кĕнĕ. Çул çинче çуран çынсем вилесси кăçал чакнă, çапах çивĕчлĕх сирĕлнĕ теме çук-ха — çулталăк пуçланнăранпа 13 çын пурнăçĕ татăлнă. Çав шутра 11-шĕ тĕттĕм вăхăтра инкеке лекнĕ. Ытларах — хĕлле. Çийĕнчен 8-шĕ ӳсĕр е хĕрĕнкĕ пулнă. Ачасем шар курнă тĕслĕхсем те сахалланнă — 511 инкек пулнă. Шел, ача вилнĕ тĕслĕх те пур. Инкек тӳснисенчен 5-шĕ — 6 çулчченхи шăпăрлансем. 31-шĕ — 7-11, 20-шĕ — 12-16 çулсенче. 16 тултарман ачасем çул çинче шар курнă тĕслĕхсем ытларах Улатăр, Патăрьел, Йĕпреç, Канаш, Елчĕк, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Етĕрне округĕсенче пулнă. 6 тĕслĕхре инкексемшĕн ачасем хăйсем айăплине палăртнă. 18 çулчченхисемпе çыхăннă статистика вара тата хурлăхлăрах. Вĕсем хутшăннипе кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче 66 авари пулнă, вĕсенче 4 çамрăк пурнăçĕ татăлнă. Ку цифра иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 300% пысăкланнă. Утă уйăхĕнче те çакнашкал икĕ тĕслĕхе шута илнĕ. Владимир Романов хурлăхлă кашни тĕслĕх çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Комсомольски округĕнчи Асанкасси ялĕнче 17 çулти Никита Ч. «ИЖ Планета 5» мотоциклпа çула тухнă. Ăна пăхăнтарайман — ӳкнĕ, инерципе шуса пырса хирĕç килекен «Газель» машинăна лекнĕ. Йĕкĕт, суранланнăскер, больницăна илсе кайнă чухне çул çинче сывлама пăрахнă. Никита Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн 1-мĕш курсĕн студенчĕ пулнă. Водитель прави пулман, мотоцикл çине мотошлемсăр ларнă. Транспорт хатĕрне хăй пухнă, çуллахи вăхăтра ĕçе вырнаçнăскер мотоциклпа унта çӳренĕ. Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Улатăрта инкек пулнă. 16 çулти Антон Б. 22 сехет те 40 минутра «Эндуро-500» минимотоциклпа çул айккине тухса кайнă, электролинин бетон юпи çине пырса тăрăннă. Васкавлă медпулăшу бригади килсе çитиччен çавăнтах вилнĕ. Çамрăк çыннăн водитель удостоверенийĕ пулман. 9 класс пĕтернĕскере транспорт хатĕрне ашшĕ икĕ эрне маларах кăна туянса панă. Пăшăрхантаракан статистика: кăçалхи ултă уйăхра Патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсем çул çитмен водительсем, мототранспорт хатĕрĕсен хуçисемпе пассажирĕсем тĕлĕшпе административлă правăна пăсни çинчен калакан 297 ĕç пуçарнă. Çав шутра 8 тĕслĕхре сăмах çамрăксем руль умне ӳсĕрле ларни е медицина тĕрĕслевне кайма килĕшменни пирки пырать. Ыттисем — управлени прависĕр хăварнă е унашкал право çук çынсем мототранспортпа çула тухнă тĕслĕхсем. Çамрăксем питбайкпа çулсем çине тухнă тĕслĕх нумай. Унпа пурте усă куракан тротуарсемпе, çуран çынсем усă куракан çулсемпе çӳреме юрамасть. Питбайк спортинвентарь шутланать, вăл спорт трюкĕсем тумалли, ятарлă ăмăртусенче тупăшмалли хатĕр. Ачасем руль умне ларса инкеке лекесрен сыхланас тĕллевпе ПАИ ака уйăхĕнче анлă «Асăрханăр! Руль умĕнче — ачасем!» информаципе пропаганда кампанине пуçарнă. Вăл чӳк уйăхĕчченех пырать. Çавна май Владимир Геннадьевич ялсен старостисенчен те пулăшу кĕтет — çул çитменнисем мототехникăпа пурте усă куракан çулсем çине тухнă тĕслĕхсем çинчен полицие евитлеме чĕнсе каларĕ. Шкулсемпе колледжсен педагогĕсен те сыхă пулмалла — питбайкпа çӳрекен ачасем çинчен автоинспекцие пĕлтермелле. Çавăн пекки — шкула питбайк утланса пыраççĕ. Çакнашкал информаци çитсен ПАИ шкул патĕнче ДПС экипажне тăратĕ — йĕркене пăсакана, унăн ашшĕ-амăшне явап тыттарĕ. Унашкаллисене çул çинче чарасси теветкеллĕ: çул çитменскерсем ПАИ инспекторĕсене асăрхасан тарма хăтланаççĕ — инкек пуласси те часах. Сыхлăха çирĕплетме тĕрлĕ мелпе усă кураççĕ. Управлени пуçлăхĕ автозаправка станцийĕсенче водитель прависĕр çамрăксене бензин сутма чарни вырăнлă тесе шухăшлать. «Татнефть», «Лукойл» заправкисенче çак чарăва ĕçе кĕртнĕ те ĕнтĕ. Ыттисемпе те ĕçлеççĕ. Паллах, чи малтан ашшĕ-амăшĕн яваплăха туймалла. Питбайк — тетте мар, вăл йывăр суран кӳме те, вĕлерме те пултарать. Шел те, питбайк шучĕ пысăк хăвăртлăхпа ӳссе пырать. Ăна ачана туянса париччен тĕплĕ шухăшламалла — çиччĕ виçсе пĕрре касмалла. Владимир Геннадьевич ашшĕ-амăшĕ хăйсен аккаунчĕсене самокат арендăна илме ачисене панине те татăклăн сивлерĕ. Самокат утланнă ачасем хăйсене те, ытти çынна та шар кăтартма пултараççĕ. Шел те, Шупашкарта самокатпа çӳремелли вырăн сахал. Тепĕр тесен, велосипедпа çӳресси те чăрмавлă. Владимир Геннадьевич ĕçе час-часах велосипедпа килет те — çакна хăй те курать. Журналистсен хушшинче те кăмăлсăррисем тупăнчĕç: «Пирĕн хула çуран çынсем валли мар, машинăпа çӳрекенсем валли». Чăнах та, Çĕнĕ хулана çуран е велосипедпа çитсе пăх-ха — чĕр нуша. Мĕншĕн тесен çав еннелле тротуарсем çук. Çĕнĕ Шупашкара каясси пирки калама та кирлĕ мар — влаçсене автоçулсем кăна кирлĕ пулас, çуран çын пирки пăшăрханакан сахал. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Андрей АЛЕКСАНДРОВ: «Пирĕн тĕп тивĕç – студентсене вĕренме, пур енлĕн аталанма майсем туса парасси»

«И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ маншăн тарăн пĕлӳ çăл куçĕ кăна мар, пурнăç шкулĕ пулса тăчĕ», — иккĕленместĕп, тĕрлĕ çулта вузран вĕренсе тухнă кашни çын çапла калатех. Самана таппипе килĕшӳллĕн студентсене пур енлĕн аталанма кирлĕ майсем те вăйланса пыраççĕ паллах. Паянхи университет çамрăксене мĕн сĕнме пултарать? Абитуриентсене кăсăклантаракан çак тата ытти ыйтăва Андрей АЛЕКСАНДРОВ ректор уçăмлатрĕ.

– Андрей Юрьевич, тĕрлĕ отрасль валли специалистсене хатĕрлени ĕлĕкрен Чăваш патшалăх университечĕн вăйлă енĕ шутланнă…

– Халĕ те çаплах: эпир инженерсене те, тухтăрсене те, педагогсене те хатĕрлетпĕр. Юлашки вăхăтра çамрăксем уйрăмах техника специальноçĕсене ытларах килĕштерме пуçларĕç. Кунта, сăмах май, бюджет вырăнĕсем те ытларах. Çавăн пекех «информаци хăрушсăрлăхĕ» енĕпе вĕренес текенсем йышлă. Информаци технологийĕсем пирĕн пурнăçа тарăнрах та тарăнрах кĕрсе пыраççĕ. Машиностроени факультетĕнче, тĕслĕхрен, станоксем тума кăна мар, робототехника, пилотсăр транспорт вăрттăнлăхĕсене алла илеççĕ. Радиоэлектроника тата автоматика факультетĕнче пилотсăр вĕçекен хатĕрсене шухăшласа кăлараççĕ. Пирĕн студентсен ку енĕпе çитĕнÿсем те пур. Вĕсем ăсчахсемпе пĕрле водительсĕр ĕçлекен трактор турĕç. Энергетика тата электротехника факультетĕнче интеллектуаллă электроэнергетикăра информаци технологийĕсемпе ĕçлеме вĕрентеççĕ. Çамрăксене сывлăх сыхлавĕн специальноçĕсем те илĕртеççĕ. Кунта, манăн шухăшпа, тĕлĕнмелли çук. Çын организмне тĕпчеме яланах кăсăклă пулнă. Гуманитари специальноçĕсем те хисепре. Сăмах май, ку факультетсенче пĕлÿ илекенсем питĕ пултаруллă. Акă вĕсен «Георгий хăйăвĕ» акцийĕ халăхра анлă сарăлчĕ. Çавăн пекех университетăн шырав отрячĕсем Атăлçи округĕнче чи лайăххисен шутĕнче. Студентсем этноцентр уçма хастар хутшăнчĕç. Вăл чăваш халăхĕн йăлийĕркипе, культурипе тĕплĕ паллаштаракан вырăн пулса тăчĕ. Студентсем опытлă наставниксемпе пĕрле чăннипех те курăмлă ĕçсем тăваççĕ.

– Ăста специалистсене вĕрентсе хатĕрлеме кирлĕ техникăпа технологи çителĕклĕ-и?

– Оборудованипе тивĕçтересси тĕп вырăнта тăрать. Ку енĕпе республикăри предприятисем пысăк пулăшу параççĕ. Тĕслĕхрен, пĕрремĕш цифра электричество подстанцине шăпах пирĕн университетра вырнаçтарнă. Лабораторие йĕркелеме партнерсем пулăшрĕç. Студентсем производство практикисене тата стажировкăсене предприятисенче ирттереççĕ. Пирĕн Мускаври М.Ломоносов ячĕллĕ университетпа, Пĕтĕм Раççейри реле тăвакан ăслăлăх-тĕпчев институчĕпе пĕрле уçнă лабораторисем те пур. Сăмах май, унта вырнаçтарнă оборудованисемпе технологисем çĕршывăн тĕп хулинчи вузсенче пĕлÿ илекенсене те кăсăклантараççĕ, илĕртеççĕ. Çав йышран пирĕн университета вĕренме куçнисем те пур. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе тĕнче шайĕнчи кампус проектне конкурса яма хатĕрлетпĕр. Проекта ĕçе кĕртме Чăваш Енри аслă шкулсем хутшăнĕç. Кампус специализацийĕсем нумай енлĕ пулмалла. Унта университет ăсчахĕсем, предприятисен специалисчĕсем, студентсем пĕрле ĕçлĕç. Çавăн пекех кану инфратытăмĕ те йĕркеленĕ.

– Чăваш патшалăх университечĕн дипломĕллĕ специалистсене ĕç тупма кăткăс мар-и?

– ВУЗран вĕренсе тухакансен пысăк йышĕ – медицина, хими отраслĕсен ĕçченĕсем, строительсем, финансистсем – Чăваш Республикин экономикин çирĕп никĕсĕ шутланать. Пирĕн студентсем иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухнех партнер компанисенче ĕçлеме пуçлаççĕ. Вĕсене производство вăрттăнлăхĕсене алла илме пысăк опытлă наставниксем пулăшаççĕ. Çавна май диплом илнĕ вăхăталла ăста специалистсем пулса тăраççĕ. Техника факультечĕн студенчĕсене предприяти ертÿçисем яланах ĕçе илме хатĕр. Массăллă информаци хатĕрĕсенче те, влаç органĕсенче те, вĕрентÿ, наука, культура учрежденийĕсенче те, интернеттехнологийĕсен сферинче те Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнисем вăй хураççĕ. Юридици факультетĕнче пĕлÿ илнисем патшалăх тытăмĕнче те, адвокатурăра та, бизнесра та ĕçлеме пултараççĕ. Университета тĕллевлĕ вĕренме кĕрекенсен диплом илсен ĕç вырăнĕ пуласси – 100 проценчĕпе шанчăклă. Ашшĕ-амăшĕ те, ачасем хăйсем те пĕлсе тăраççĕ: клиникăра, банкра, вĕрентÿ заведенийĕнче диплом илсен кĕтеççĕ. Вĕсене коллектив паллать. Ĕç йĕрки, тĕллевĕ паллă. Çавăнпа ĕçе пуçăнма йывăр пулас çук. Кунсăр пуçне тĕллевлĕ вĕренекенсен ытти çăмăллăх та пур. Вĕсене аслă шкула ятарлă конкурспа йышăнаççĕ. Вĕренме яракан предприяти кашни уйăхра стипенди тÿлет. Коммерци тытăмĕнчи организацисен вăл, сăмах май, питĕ пысăк. Çавăн пекех лайăх вĕренекенсене тата общество ĕçĕн хастарĕсене университет та хавхалантарать. Пирĕн Раççей Федерацийĕн Правительствин стипендине илекенсем те пур. Çĕре яхăн çамрăк сотрудниксемпе студентсем çулсерен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçеççĕ. – Студент пурнăçĕ вĕренÿпе ăслăлăх ĕçĕ кăна мар. Çамрăклăх çунатлă: выляс, кулас килет… Университетра хĕрсемпе каччăсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме майсем пур-и? – Тĕрĕссипе каласан, эпĕ питĕ тĕлĕнетĕп: тинĕс хумĕ пек шавлă пурнăç юххинче вĕсем мĕнле çухалса каймаççĕ? Лекцисене, семинарсене, практика занятийĕсене çÿреççĕ, предприятисенче стажировка тухаççĕ… Çав вăхăтрах культура, спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнаççĕ. Ахăртнех, вĕсем вăхăта тĕрĕс йĕркелеме пĕлеççĕ. Паллах, тăрăшуллă, мал ĕмĕтлĕ çамрăксене аталанма пулăшасси – пирĕн тĕллев. Тĕслĕхрен, университетăн культура керменĕн команди ку енĕпе питĕ вăйлă. Кунта кăткăс оборудовани, сцена, çутă, сасă хатĕрĕсем чаплă пулни кăна мар, республикăри пысăк театрсен режиссерĕсемпе, артисчĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пултаруллă наставниксем пулăшнипе пирĕн студентсем «Абрикосовый сад», «Театр пластики «Кафедра» йышши проектсене ăнăçлă пурнăçа кĕртеççĕ. Тĕслĕхрен, «Театральное Приволжье» конкурсра виççĕмĕш хут Атăлçи округĕн чемпионĕсем пулса тăчĕç. Паллах, çак çитĕнÿре театр эксперчĕсен тÿпи пысăк. Çавăн пекех спортра та маттур. Хĕрсен баскетбол команди Раççейри студентсен хушшинче хăйне евĕрлĕ легенда пулса тăчĕ. Студентсен конструктор бюровĕ яланах чи лайăххисен шутĕнче. Донорсем, волонтерсем йышлă. Студентсем хăтлă общежитисенче пурăнаççĕ. Вĕренÿ корпусĕсем патне хулан кирек хăш районĕнчен çăмăллăнах çитме пулать: общество транспорчĕ пĕр тикĕс çÿрет. Санаторипрофилакторисенче сывлăхне çирĕплетме, университет больницинче сипленме пултараççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма спорт залĕсем, тренажер лапамĕсем, баскетбол, волейбол уйĕсем, бассейн пур, тĕрлĕ секци ĕçлет. Спорт сооруженийĕсене çулсерен юсаса çĕнетсе пыратпăр. Сăмах май, республикăра ГТО нормисене пурнăçламалли иккĕмĕш лапама пирĕн университетра уçнăччĕ. Кашни çул 400 яхăн преподавательпе студент «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» комплекс тĕрĕслевĕ витĕр тухать. Студентсен хулинчен инçех мар «Амазони» этнокомплекс вырнаçнă. Сăмах май, çамрăксемшĕн вăл юратнă вырăн пулса тăчĕ. Çавăн пекех Атăл çыранĕ те аякра мар. Унта уçăлса çÿреме питĕ илĕртÿллĕ. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Хÿтĕлев - малти вырăнта

Унта кирек кама кĕртмеççĕ, ĕçченĕсен çывăх çыннисем те çулталăкра пĕр хутчен çеç — Уçă алăксен кунĕнче — килсе кураяççĕ. Шăпах меллĕ çак самантпа усă курса пирĕн те, журналистсен, Чăваш Ен УИСĕн ятарлă тĕллевлĕ «Страж» уйрăмĕнче пулса курма май килчĕ.

Уçă алăксен кунне ку тытăмра ĕçлекенсен çемйисем, ветерансем хутшăнчĕç. Мероприяти программи анлă пулчĕ. Ăна Раççей ФСИНĕн Чăваш Енри управленийĕн «Страж» отрядне халалланă стела умĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Сăмах илекенсем ятарлă тĕллевлĕ уйрăм мĕнле йĕркеленнине аса илчĕç. 1991 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕ. Вăрă-хурах самани. Çынсене ирĕкрен хăтармалли вырăнсенчи чрезвычайлă лару-тăрупа кĕрешме вăйсем сахал. Шăпах çавăн чухне йĕркеленнĕ те Чăваш АССРĕн ШĔМĕ çумĕнче ятарлă тĕллевлĕ уйрăм. Чи малтанах унта сакăр çын тăнă. Çăмăл пулман, анчах пĕчĕккĕнпĕчĕккĕн ĕç йĕркеленсех пынă. 1995 çулта отряда «Страж» ят панă. Паянхи кун спецназ преступлени тăвассипе кĕрешес ĕçе вăйлатать, общество йĕркине пăсакансемпе кĕрешет, пенитенциарлă учрежденисенче ĕçлекенсене тата вĕсен çемйисене хӳтĕлет. Унсăр пуçне Раççей ФСИНĕн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Баранов уйрăмăн ĕçченĕсем Çурçĕр Кавказри çар ĕçне хутшăннине, паттăрлăхшăн патшалăх тата ведомство наградисене тивĕçнине палăртрĕ. УИС ветеранĕ шалти службăн отставкăри полковникĕ Галина Зинина спецназ уйрăмĕн йĕркеленĕвне пысăк тӳпе хывнă. Çавăнпа кашни ĕçчен уншăн çывăх тăван пек. Галина Петровна çар çыннисене çеç мар, вĕсен мăшăрĕсене те тав турĕ, мĕншĕн тесен хăрушлăхпа куçа-куçăн тĕл пулса кĕрешекенсемшĕн çемье тĕрекĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Енри ĕçтешĕсене саламлама Раççей ФСИНĕн Ханты-Манси автономи округĕнчи управленийĕн «Север» спецназ уйрăмĕн ертӳçи Александр Чурбанов килсе çитнĕ. «Паян эсир чи кăткăс тата яваплă ĕçсене тивĕçлĕ тăватăр. Палăртнă тĕллевсене яланах ăнăçлă пурнăçлама сунатпăр сире», — терĕ вăл Чăваш Енри ĕçтешĕсене. Хăнасем хăйне евĕрлĕ куравпа паллашрĕç. Анчах унран та кăсăклăраххи — çар çыннисем çапăçу мелĕсене, чăрмавсем витĕр тухнине кăтартни. Унтах «заложника ирĕке кăларас» ĕçе те курма пулчĕ. Ятарлă автомобильсемпе техника ачасене уйрăмах илĕртрĕç, бронетранспортерпа ярăнса курни вара вĕсемшĕн тем пысăкăш савăнăç пулчĕ. Ятарлă тĕллеве пурнăçлакан отряда чи хăюллисем çеç лекеççĕ, çавăнпа вĕсене нимĕн те шиклентермелле мар. Ав, çӳллĕ çурт çине вĕрен тăрăх çăмăллăнах хăпараççĕ. Ачасен те вĕсенчен юлас килмерĕ, инструктор пулăшнипе ятарлă хатĕрсенчен тытăнса çӳлелле кармашма хăтланса пăхрĕç, анчах кăшт çеç — малалла хăпарма юрамасть. Арçын ачасенчен ытларахăшĕ хӳтĕлевçĕ профессине суйласа илесшĕн иккен, хĕрачасем вара çар çыннипе çемье çавăрма ĕмĕтленеççĕ. — Экскурси кăсăклă иртрĕ. Çапăçу мелĕсем, çар техники тата ытти те... Пирĕншĕн пĕтĕмпех тĕлĕнмелле пулчĕ. Çар çыннисем мĕнле условисенче пурăннине те курма пултартăмăр. Унтан уçă сывлăшрах тутлă пăтă çирĕмĕр, — терĕ Ульяна Аверьянова. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Ашшĕ-амăшĕн тĕслĕх кăтартмалла

«17 çулчченхи ачасем çул çинчи инкексене пула, харпăр хăй çине алă хунипе, шывра путнипе пурнăçран вăхăтсăр уйрăлаççĕ. Кашни тĕслĕх тăванĕсемпе çывăх çыннисен чĕрисенче тарăн йĕр хăварать. Кун пекки тек ан пултăр тесе асăрхаттарни те ку. 2025 çулта кăна çакăн пек 16 инкек пулнă», — çапла палăртрĕç Сывлăх сыхлавĕн министерстви йĕркеленĕ брифингра.

Унта Вĕрентӳ, Ĕçлев министерствисен, Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн специалисчĕсем хутшăнчĕç. «Сывлăх сыхлавĕн министерствин ĕçченĕсем ĕçлĕ ушкăнпа ача вилнĕ кашни тĕслĕхе пăхса тухаççĕ. Вилĕмĕн сăлтавне, вырăнне тата профилактика мерисене палăртаççĕ. Çакна палăртмалла: ачан пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн чи малтан ашшĕамăшĕ яваплă. Шăпах вĕсен ачисене хăрушлăхсăр çуртпа тивĕçтермелле, урамра уçăлса çӳренĕ е вылянă чухне сăнамалла, çул-йĕрте тата шывра чухне тимлĕ пăхса тăмалла. Шăпăрлан хăрушлăх сиксе тухма пултарассине пĕлменни çинчен манмалла мар. Çавăнпа ăна аслисен пулăшăвĕ, тимлĕхĕ яланах кирлĕ. Ашшĕ-амăшĕсĕр пуçне пирĕн пĕтĕмĕшле ĕç — пĕрпĕринпе тимлĕ пулма вĕрентесси. Общество та ачасен пуласлăхĕпе ăнăçлăхĕшĕн яваплă. Пирĕншĕн ют ачасем çук — кашнин шăпи хаклă тата çывăх. Çавăнпа пирĕн тĕп тĕллев — пĕтĕм службăн вăйне тата республикăра пурăнакансене пархатарлă тĕллевшĕн — ачасен пурнăçне тата сывлăхне упраса хăварассишĕн — пĕрлештересси. Тухтăрсемпе, специалистсемпе, пичетре информаци материалĕсем тата видеоматериалсем сарса профилактика мерисемпе малалла ĕçлетпĕр. Çак ĕçе ашшĕ-амăшне, общественноçа хастар явăçтаратпăр. Апла пулин те ачасем суранланасси час-часах пулать. Хăйсен ачисемпе нимĕн те пулмасть тесе шанса тăни — ашшĕ-амăшĕн тĕп йăнăшĕ», — палăртрĕ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова. Лариса Владимировна пĕлтернĕ тăрăх, çуллахи тапхăр пуçланнăранпа Республикăри ачасен клиника больницин травматологипе ортопеди уйрăмне тĕрлĕ суранпа 207 ачана вырттарнă. Травматолог ортопед патне консультаци илме 3979 ача пынă. Вĕсенчен 702-шĕ килти условисенче аманнă. Урамра 2914 ача суранланнă. 144 шăпăрланăн — спорт, 2-шĕн — транспорт травмисем. «Айтăр-ха, ачасемпе тимлĕрех пулар, вĕсене упрар, тĕрлĕ хăрушлăхран хӳтĕлер», — чĕнсе каларĕ Лариса Владимировна. Вăл ашшĕ-амăшне ачисем ăçта пулнине куллен тĕрĕслемеллине аса илтерчĕ. «Килте вĕсем валли хăрушлăхсăр условисем туса памалла, пурнăçра хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентмелле, ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкĕсемшĕн тĕслĕх пулмалла», — терĕ. Юлашки вăхăтра ачасем чӳречерен тухса ӳкнĕ тĕслĕхсем пулкаларĕç. Çавăнпа та чӳречесем çине решетке тата блокираторсем вырнаçтарни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ачасене чӳречесемпе асăрхануллă пулмалли çинчен каласа ăнлантармалла. «Вĕтти» çывăхра пур чухне чӳречене нихăçан та яриех уçмалла мар. Ӳпре-шăнаран упракан сеткăллă чӳрече пушшех шанчăксăр: ăна-кăна ăнланман ача ун çине таянать те — сеткăпа пĕрле тухса ӳкет. Пĕлмен вырăнсенче ачасене шыва кĕме те чармалла. Çамрăк ăрăва мĕн пĕчĕкрен ишме вĕрентмелле. «Тĕпренчĕксене» шыва кĕнĕ чухне çăлав жилечĕсемпе, алла тăхăнмалли хатĕрсемпе тивĕçтермелле. Ача шывра чухне аслисен çыран хĕрринче тимлĕ сăнаса, пăхса тăмалла. Самокатсемпе тата скейтбордсемпе çӳреме шлем, чĕркуççине тăхăнмалли, перчетке туянса памалла. Транспортпа çӳреме хăнăхтармалла. Правилăсене çирĕп пăхăнма вĕрентмелле. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Çÿлти Вăрманьялсем уявра савăнчĕç

Канаш тăрăхĕнчи Çӳлти Вăрманьял ялĕ 19-мĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче пуçланса кайнă. Кунта Хусан уесĕнчи Арск çулĕ çинчен куçса ларса ăна икке пайланă: Çӳлти Вăрманьял тата Анат Вăрманьял. Вăл халĕ Вăтакас Кипеч ял тăрăхне кĕрет. Пысăках мар Вăрманьялта паян 200-е яхăн çын пурăнать. Эрнекун Çӳлти Вăрманьялĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проекчĕпе килĕшӳллĕн ял уявĕ иртрĕ.

Вăрманьялсене чи малтан Канаш муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Владимирова, Вăтакас Кипеч территори уйрăмĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Кузьмина саламларĕç, тăван ял тăрăхĕпе илемĕшĕн тăрăшакансене, ветерансене пурин умĕнче те тав хучĕсемпе чысларĕç, парнесемпе хавхалантарчĕç. Уяв программи анлă та пуян пулчĕ. Ял халăхне савăнтарма округри пĕрлештернĕ клубсен тытăмĕн автоклубĕ килсе çитрĕ. Вăтакас Кипеч, Чарпуç, Юмансар ялĕсенчи ушкăнсем хăйсен илемлĕ юрри-ташшипе кунта пурăнакансен кăмăл-туйăмне çĕклерĕç. Чулкăмакари культура çуртĕнче тăрăшакан Наталия Мартынова хăй çырнă сăввисене чуна витермелле вуларĕ. Вăтакас Кипечри клуб тытăмĕнче ĕçлекенсем ял варринче чăваш тĕрри-эрешĕнчен, çар çуртисенчен пуян курав йĕркеленĕ. Кунтах ăсталăх класĕсем те ĕçлерĕç. Канаш округĕнче куçса çӳрекен автоклуб лайăх ĕçлет. Тĕрлĕ ялтан килнĕ фольклор, вокал ушкăнĕсем сцена çинче кăна мар, Вăрманьял çыннисемпе пĕр картана тăрса та юрларĕç. Сăмах май, Чарпуçри «Туслăх» фольклорпа вокал ансамблĕ 2016 çулта йĕркеленнĕ. Ертӳçи — Людмила Константи- нова. Ушкăнра паян — 11 çын. Иван Павлов купăсçă — Вăрнар тăрăхĕнчи Çĕнĕ Сăрьелĕнчен. «Аттепе анне мана пăру сутса хут купăс туянса пани халĕ те асра. Улттăмĕш класра вĕренеттĕм ун чухне. Ай, мĕн тери савăннăччĕ! Манăн тантăшсенчен вунă ачана хут купăс туянса пачĕç, анчах та виççĕшĕ çеç калама хăнăхрĕç. Туя, салтак ăсатма, юбилей каçĕсене час-часах çӳретпĕр. Çара каяс умĕн килтен киле ал шăлли çакса çӳресси халĕ те йăлара пирĕн патра. Çур çĕр варринче ялĕпех униче хĕрне тухса хут купăс каласа яшсене салтака ăсататпăр. Шкул ачисене купăс калама вĕрентсе хăварас килет те питĕ...» — терĕ Иван Николаевич. Юмансарсен «Илем» ансамблĕ çамрăксенчен тăрать. Вĕсен культура çурчĕ çумĕнче çавăн пекех аслисен «Юманлăх», шкул ачисен «Дубочек», «Серпантинки» пултарулăх ушкăнĕсем те пур. Çаксене пĕтĕмпех Людмила Кудряшова йĕркелесе янă. Çав шутрах чăваш эстрада çăлтăрĕсем Алина Федоровăпа Алена Сергеева та ятарласа «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшӳллĕн ял çыннисене савăнăç кӳме, кăмăлĕсене çĕклеме пултарчĕç. Илемлĕ юрă-кĕвĕ уй-хир, вăрман çийĕн юхса таврари ялсене те кайса саланчĕ-тĕр. «Ку уяв яланлăха асра юлĕ. Пĕрремĕш хут автоклуб куртăм. Питĕ хитре, пĕтĕм яла илтĕнмелле юрă-кĕвĕ кĕрлерĕ», — терĕ Ирина Королева, виçĕ ача амăшĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, 97 çулти Митрофан Алексеев та, Çӳлти Вăрманьялĕнче пурăнаканскер, ял халăхĕпе пĕрле уявра савăнма мехел çитерчĕ. Тĕрлĕ тăрăхран çитнĕ ушкăнсем Митрофан Алексеевича уяв картине тăратрĕç, кайран сцена çинче Тав хучĕпе чысларĕç. Сăмах май, вăрçă ветеранĕ халĕ те выльăх-чĕрлĕх усрать, пĕчченех вăрмана вутă-шанкă пуçтарма, çырла-кăмпана çӳрет. Туслă ял-йыш уявра хĕвел аничченех савăнчĕ: кĕреке юррисем юрласа, шӳрпе çисе, авалхилле вĕретнĕ чăваш сăрине астивсе. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Ĕç пуçарма вĕренеççĕ

Республика Пуçлăхĕн «Хамăрăннисем бизнесра» («СВОи в бизнесе») проекчĕ ăнăçлă пурнăçланать.

Унăн тĕллевĕ — ятарлă çар операцине хутшăннисемпе çемйисене, хăйсен ĕçне пуçлама ĕмĕтленекенсене, пулăшасси. Ăна республикăн «Манăн бизнес» центрĕн никĕсĕ çинче ĕçе кĕртеççĕ. Тĕллев «Тухăçлă тата конкурентлă экономика» нацпроектпа килĕшӳллĕн пурнăçа кĕртекен мероприятисемпе тачă çыхăнса тăрать. Çавăнпа центра ертсе пыракансем СВО ветеранĕсемпе çемйисене бизнеса явăçтарма тăрăшнине ырлаççĕ çеç. Чăваш Ен Пуçлăхĕн проектне пурнăçлама çĕршыври «Ĕçлĕ Раççей» общество организацийĕн республикăри уйрăмĕн хастарĕсем те хутшăнаççĕ. Ку йышра — уйрăм ертӳçи Алексей Ефимов, производствăна ертсе пыракансем Сергей Разин, Константин Мнейкин, Николай Филиппов, Игорь Сорокин, Эдуард Мартынов сутуçă, Игорь Мефодьев преподаватель, бизнес психологĕ Братислав Смирнов. Вĕсем проекта хутшăнакансене эксперт тата ментор пулăшăвĕ параççĕ, бизнеса йĕркелесе ярассипе, унта явăçтарнисене ертсе пырассипе, ун умне тухса тăракан чăрмавсене сирессипе çыхăннă ыйтусене татса пама вĕрентеççĕ. Çĕнĕ ĕçе йĕркелесе яма ырă сĕнӳсем панипе пĕрлех хăйсен предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, продукцийĕпе паллаштараççĕ, ыйтусен хуравне уçăмлатаççĕ. Наставниксем ĕçе пикеннĕ ĕнтĕ. Республикăн Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, СВО ветеранĕсемпе мăшăрĕсене «Знаки Поволжья» компание никĕсленĕ Константин Мнейкин пĕрремĕш йышăннă, хăнасем çул çӳрев паллисен производстви, бизнесри пирвайхи утăмĕсем, вак-тĕвек тата пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене вăхăтра татса панăран тата çакна ĕç йĕркине кĕртнĕрен ăнăçу тума май пани çинчен каласа панă. Сĕтел-пукан тăвакан «Мăлатук» предприяти ертӳçи Николай Филиппов предприниматель хăйĕн ĕçне мĕнле пуçласа яни, продукцие епле хатĕрлени тата сутни çинчен пĕлтернĕ. Çĕвĕ фабрикин хуçи Александр Погодин — кĕпе-йĕм тата пулă производствипе, уйрăм çын тытакан «Кубик Рубик» ача сачĕсен сечĕн директорĕ Игорь Мефодьев социаллă предпринимательлĕх ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. «Бизнес — тупăш илни çеç мар, атте-анне тата ачасен умĕнчи манăн пысăк яваплăх та», — тенĕ вăл. Производствăсемпе пĕрремĕш тапхăрта паллаштарассине сыр тăвакан Ольга Кошелева цехĕнче вĕçленĕ. «Проекта хутшăнакансене вĕсене кăтартма малашне те илсе кайăпăр», — тенĕ «Манăн бизнес» центр ертӳçи Татьяна Макаркина. Паллаштарма «Чăваш Ен хĕрарăмĕсем бизнесра» ассоциацин тата «Раççей тĕревĕ» общество организацийĕн регионти уйрăмĕн хастарĕсем те хутшăннă. — Проекта явăçтарнисене паха опытпа паллаштарнипе çеç çырлахмастпăр, йывăрлăхра пĕччен ан юлччăр тесе хамăр çине яваплăх та илетпĕр. Пархатарлă çак ĕçе практика çулĕсене, кризиссене, çĕнĕ рынока тухса производствăна аталантарнине хыçала хăварнисем хутшăнма кăмăл турĕç. Вĕсен опычĕ фронтран таврăннисене пулăшсан хамăра «кирлĕ ĕç турăмăр» тесе хаш! сывласа ярăпăр, — терĕ «Ĕçлĕ Раççей» уйрăмĕн ертӳçи Алексей Ефимов. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Мана Баданов питĕ çывăх»

«Хыпар» редакцийĕнче Чăваш халăх поэчĕн Ухсай Яккăвĕн хĕрĕ Ольга Ухсай пулчĕ, ашшĕ Ульяновск облаçĕнчи Çĕнĕ Малăкла районĕнчи чăваш ялĕнче — Малаелте — çуралнă Василий Баданов генерал-лейтенанта чăвашсен манма юраманнине аса илтерсех тăнине палăртрĕ.

Яваплă задани 4-мĕш Кантемировка гварди танк корпусĕн «На штурм врага» хаçачĕн сотрудникĕ, вăрçă çулĕсенче танкра çуннă тата виçĕ хут аманнă Яков Ухсай 1942 çул вĕçĕнче Баданов ертсе пынă 24-мĕш танк корпусĕн хивре операцийĕ çинчен пĕлнĕ. «1943 çулхи нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче, Сталинград çапăçăвĕ вĕçленнĕ чухне, вăл манăн танк корпусĕпе юнашарахчĕ», — çырнă Яков Гаврилович хăйĕн тусĕ, Мелеккес хулинчи ªУльяновск облаçĕº Яков Рогачев журналист патне. «Коммунизм ялавĕ» тата «Хыпар» хаçатсен общество корреспонденчĕ Я.Рогачев поэта генерал паттăрлăхĕпе паллаштарнă, «Ялав» тата «Хатĕр пул» журналсенче, облаçри чăваш хаçачĕсенче унăн фронтри хивре операцийĕ çинчен очерк пичетленĕ. Ăна кăларма республикăн вырăсла тухакан хаçат редакцине те сĕннĕ, анчах унăн биографийĕ Чăваш АССРĕпе çыхăнман тесе кун çути кăтартман. Яков Гаврилович Рогачева панă хуравра «мана Баданов питĕ çывăх» тесе палăртнă (Якков Ухсай. Çырнисен пуххи, VII том, 165 стр.). Ку çеç мар, Рогачева Баданов çинчен кĕнеке те çырма сĕннĕ. «Вăл чăвашсене савăнтарĕччĕ, — тенĕ поэт. — Генералăн ача чухнехи пурнăçне каласа кăна мар, илемлĕ кăтартса пани, детальсем тупни кирлĕ… Якку шăллăм, санăн очеркна, В.Баданов çинчен çырнине, обкома патăм, секретаре пӳрнепе юнасах «Бадановран наци геройĕ тумалла» терĕм. Эпĕ «Баданов» ятпа телефильм та ӳкерттересшĕнччĕ. Обкомра «Баданов — чăваш» тенипе хăраса ӳкрĕç пулас, çавăнпа «Советская Чувашия» та, радиокомитет та очеркна сана тавăрса панă иккен. Çапла вара Бадановран Чапаев пек наци геройĕ тăваймарăмăр. Ку ĕçе хам тытăннă пулсан мĕн те пулин тухатчĕ пулĕ. Урама тухса çӳреме аманнă ура май памасть...» Генерал ашшĕ — чăваш, амăшĕ вырăс пулнине Ухсая Рогачев Малаеле çитсе тĕпченĕ хыççăн пĕлтернĕ. Поэт Бадановран мĕншĕн наци геройĕ тăвасшăн пулнă? Кăнтăр-хĕвел анăç фрончĕн командующийĕ Николай Ватутин Баданов генерал-майор кор¬пусне 1942 çулхи раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче Сталинград çапăçăвне кĕртнĕ. Разведка пĕлтернĕ тăрăх, нимĕçсем Тацин станцийĕнче ªРостов облаçĕº темиçе çĕр истребительпе бомбардировщика Сталинград патне яма хатĕрленĕ, Хĕрлĕ çар «хуранне» лекнĕ Паулюсăн 6-мĕш çарне тивĕçтерме складсене хĕç-пăшал, апат-çимĕç, тумтир пушатнă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Унпа тивĕçлипе мăнаçланатпăр

Кашни çын çĕр çине çут çанталăк ырлăхĕпе савăнса пурăнма çуралать. Пĕчĕкренех малалла талпăнать. Ачасем ашшĕ-амăшне пăхаççĕ, вĕсем пек пултаруллă та хастар пулма тăрăшаççĕ.

Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Уплер ялĕнче пурăнакан Володя Герасимов та ашшĕ-амăшĕ пек ĕçчен те ырă кăмăллă çын пулас тесе ĕмĕтленнĕ. Мĕн шухăшлани вара пурнăçланнă. Паян Владимир Николаевич ялта хисеплĕ, сумлă çын. Унăн алли ылтăн. Вăл тума пĕлмен ĕç çук. Ахальтен мар: «Ӳркенмен ăста пулнă», — теççĕ ваттисем. Володя пĕчĕкренех ашшĕ-амăшне пулăшма тăрăшнă. Ашшĕ водитель, строитель пулни хавхалантарнă ăна. Унăн та кирпĕч çине кирпĕч хурса çурт купаласа пăхас килнĕ. Çамрăклах тĕрлĕ ĕç çумне çыпçăннă йĕкĕт. Штукатурка туса стенана та якатса пăхнă. Ашшĕпе пĕрле машинăпа çӳресе техникăна та алла илнĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, алли пур ĕçе те парăнтарнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах çĕмрĕк мотоцикла юсаса ăна вĕр çĕнĕ евĕр тунă. «Лаша пуласси — тихаран, çын пуласси ачаран паллă», — теççĕ ваттисем. Ывăлĕн пултарулăхĕ ашшĕпе амăшне савăнтарнă. Улми йывăççинчен аякка ӳкменни куçкĕрет. Шел те, пурнăç кустăрми пĕр йĕрпе кусмасть çав. Герасимовсен çемйине ăнсăртран пысăк хуйхă килсе çапнă. Кил хуçи чĕрепе сасартăк аптăраса ӳкнĕ. Тухтăрсем ăна çăлса хăварайман. Инкек пĕччен çӳремест. Йывăр хуйха чăтаймасăр Володьăн амăшĕ те аптăраса ӳкнĕ. Вăл та часах пурнăçран уйрăлнă. Шкултан вĕренсе тухма ĕлкĕреймен каччă тата икĕ аппăшĕ тăлăха юлнă. Вĕсене йывăр хуйхă самаях авса хуçсан та пурнăç çулĕ çинчен пăрăнмарĕç. Шухăшланă тĕллевĕсене пурнăçлама тăрăшрĕç. Аппăшĕсем вĕренсе тухса дипломлă специалистсем пулса тăчĕç, ĕçлеме тытăнчĕç. Владимир Николаевич вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти профессипе технологи училищинче пĕлӳ илчĕ. Хĕрлĕ диплома тивĕçрĕ. Унтан водителе вĕренчĕ. Çуралнă тăрăхрах тымар ярас тесе Андриян Николаев космонавт летчик ячĕллĕ хуçалăхра вăй хума тытăнчĕ. Шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа туса пынăран тĕрлĕ хисепе тивĕçрĕ. Ăна юлташĕсем те сума сăваççĕ. Шăпа йĕкĕте кӳршĕ ял хĕрĕпе Надьăпа паллаштарчĕ. Халĕ вĕсем пĕр ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Ĕçченлĕхне, тăрăшулăхне кура Владимир Герасимова ял старостине суйларĕç. Хăйĕн тивĕçне пурнăçлас тесе пĕрремĕш кунранах çанă тавăрса ĕçлеме тытăнчĕ. Яла тирпей-илем кĕртес енĕпе тăрăшрĕ. Малтанхи кунсенчех урамсенчи юпасене электричество лампочкисем вырнаçтарни ял-йыша калама çук савăнтарчĕ. Тепĕр икĕ урама вак чул сарчĕç. Ял илемленни мĕн тери ырлăх! Уплер ялĕнче пĕртен-пĕр пĕве типсе ларни вара пурне те пăшăрхантарчĕ. Пĕвене тултаракан çăл куç йывăç тымарĕсем тăрăх вăрттăн çул тупса çĕр айĕпе çул тунине пĕлсен староста шухăша путрĕ. Республика пулăшăвĕ кирлине ăнланчĕç çынсем. Çырма тăршшĕпе хунаса кайнă вăрмана тасатмалла, тулса ларнă çăл куçа ирĕке кăларса пăрăхсем хумалла — укçа самай кирлĕ. Çавна май пуçаруллă бюджет программипе усă курмаллине шута илчĕ староста. Малтанхи çул ял-йышпа пĕрле йывăçсене касса çырмана тасатрĕç. Нимелле ĕçлесе пĕтĕм йывăрлăха парăнтарчĕç. Ĕçченсем миçе машина йывăç касса çунтармарĕç-ши? Кăнтăр апатне мăшăрĕ Надежда ял халăхне тутлă кукăльсем пĕçерсе çитерчĕ. Куç хăрать те алă тăвать. Кăçал çулла пысăк трактор пĕвене 4 метр чавса тарăнлатрĕ. Пăрăх тăрăх çăл шывĕ шăнкăртатса юхни чуна савăнтарать. Пĕве малтанхи пек çуталса выртасса кĕтет ял халăхĕ. Хамăрăн ял старости пирки чăн-чăн çын теес килет. Халăх нушине, чун ыратăвне пĕлсе тăрать. Пĕчĕк кассипе Анатри урама тарăн çырма уйăрса тăрать. Нумай çул каялла çурхи шыв çакăнта сăтăр тунăччĕ. Паллах, халăх чунĕ ыратрĕ пулин те ăна юсас текен тупăнмарĕ. Çав çырмана тăпра тултарса, пысăк пăрăх хуртарса çул туса панишĕн Владимир Николаевича чĕререн тав тăватпăр. Халĕ çуран кăна мар, хăть мĕнле техникăпа та каçма пулать. Унăн пуçарăвĕпе халăхран 1-шер пин тенкĕ пуçтарса масарта пӳрт лартрĕç. Тепĕр пысăк ĕç тума тĕллев тытнă вăл: çуллахи ĕçсене пуçтарсан, ял халăхĕ пушансан масар патне вак чултан çул сарасшăн. <...>

Галина ПЕТРОВА Сĕнтĕрвăрри округĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.