Комментари хушас

24 Утă, 2025

Тантăш 26 (4947) № 24.07.2025

Фестиваль чăн-чăн патриотсене пĕрлештерчĕ

Утă уйăхĕн 17-20-мĕшĕсенче Чăваш Енре тăваттăмĕш хут Пĕтĕм Раççейри çар-истори клубĕсен тата шырав от- рячĕсен «Чикĕре» фестивалĕ иртрĕ. Ăна Сăр тата Хусан хӳтĕлев линийĕсене тума хутшăннисене асăнса Куславкка округĕнче уçнă мемориал комплексĕнче йĕркелерĕç.

ХĔВЕЛ ТУХĂÇ ПРУССИ ОПЕРАЦИЙĔ

Кăçал фестивале Раççей Федерацийĕнчи 20 регионти 260 ытла шыравçă тата 100 ытла реконструктор хутшăнчĕ. Вĕсем шырав тата археологи ĕçĕ-хĕлне йĕркелерĕç. Фестиваль спикерĕсем — Чăваш Енри, Мордвари, Тутарстанри тата Мари Элти ăста шыравçăсем, унсăр пуçне — ют çĕршывсенчен те. Мероприятин тĕп пайĕ — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи Хĕвел тухăç Прусси операцийĕн реконструкцийĕ. 1945 çулхи кăрлачăн 13-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 26-мĕшĕччен иртнĕ операцие пирĕн ентеш, Совет Союзĕн Геройĕ Александр Боголюбов генерал-полковник, йĕркеленĕ. Вăл ун чухне 2-мĕш Беларуç фрончĕн штаб пуçлăхĕ пулнă. Ку операцие стрелоксен Шупашкарта йĕркеленнĕ 324-мĕш тата 139- мĕш дивизийĕсем хутшăннă. Çавăнпа та Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейĕн çулталăкĕнче хамăр тăрăхри паттăрсемпе çыхăннă истори пулăмĕсене чĕртсе тăратни питĕ вырăнлă. Фестивальте Чăваш наци музейĕ пуян экспонатсемпе паллаштарчĕ. «Казак станици» лапамра казаксен çар хатĕрĕсен, тумĕсен куравне йĕркелерĕç. «Воин» центр пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ памалли оборудование, дронсене кăтартрĕ. Мордва, Мари республикисен шырав отрячĕсем хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç. Ачасемшĕн çакă уйрăмах интереслĕ пулчĕ.

КАШНИН ЧĔРИНЧЕХ — ХАЛĂХ ПАТТĂРЛĂХĔ

«Чикĕре» фестиваль тăваттăмĕш çул ĕнтĕ çĕршыври чăнчăн патриотсене пĕрлештерет. Унăн каларăшĕ: «Астумалла тата мăнаçланмалла!» Кăçал ăна паллă пулăмсене — Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине, Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсен çулталăкне, Чăваш Енри Çĕнтерӳ тата патриотлăх çулталăкне — халалланă. Çак мемориал комплексне ахальтен суйламарăмăр. Ку пурне те вăй паракан вырăн, кашнин чĕринчех — пирĕн халăхăн паттăрлăхĕ. Мемориал комплексĕ — Çĕнтерĕве çывхартма чунне парса тăрăшнă çынсене хисеп туни. Эпир паян каллех Тăван çĕршыва хӳтĕлетпĕр. Пире йăх-несĕл паттăрлăхĕ хавхалантарать. Чăваш Енĕн çирĕп характер: эпир чи яваплă самантсенче хамăр çĕршывпа яланах юнашар пулнă, пулатпăр та. Пирĕн паттăрсем — ĕлĕк те, халь те — Раççейĕн чăн-чăн тĕревĕ», — çапла каларĕ Олег Алексеевич. Кăçал «Чикĕре» фестивале республикăри 500 шкул ачи хутшăннă. Вĕсен Куславкка тăрăхĕнче экскурсире те пулма май килнĕ. Ачасем округри паллă вырăнсене çитнĕ: Çар мухтавĕн паттăрсен аллейине, Лобачевский музей çуртне, «Энежь» фермер хуçалăхне, Кайăк вĕçевне. Çак кашни обћект шкул ачисене регионăн историйĕпе, паллă çынсемпе паллаштарать. Ку кăна мар, ачасем «Пĕлӳ. Паттăрсем» проектпа килĕшӳллĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа, ятарлă çар операцине хутшăнакан Григорий Васильевпа тĕл пулчĕç. Пурте пĕрле çĕршыв историне упраса хăварас тата ăна хирĕçле çырма, улăштарма парас мар тĕлĕшпе çыхăннă тĕп темăсене сӳтсе яврĕç. Тĕлпулу питĕ ăшă иртрĕ, вăл кашни вĕренекен асĕнче юлĕ.

Елена АТАМАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.