Комментари хушас

24 Утă, 2025

Чăваш хĕрарăмĕ 26 (1406) № 24.07.2025

Чăваш патшалăх университечĕ — пурнăç шкулĕ

«И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ маншăн тарăн пĕлӳ çăл куçĕ кăна мар, пурнăç шкулĕ пулса тăчĕ», — иккĕленместĕп, тĕрлĕ çулта вузран вĕренсе тухнă кашни çын çапла калатех. Самана таппипе килĕшӳллĕн студентсене пур енлĕн аталанма кирлĕ майсем те вăйланса пыраççĕ паллах. Паянхи университет çамрăксене мĕн сĕнме пултарать? Абитуриентсене кăсăклантаракан çак тата ытти ыйтăва Андрей АЛЕКСАНДРОВ ректор уçăмлатрĕ.

— Андрей Юрьевич, тĕрлĕ отрасль валли специалистсене хатĕрлени ĕлĕкрен Чăваш патшалăх университечĕн вăйлă енĕ шутланнă…

— Халĕ те çаплах: эпир инженерсене те, тухтăрсене те, педагогсене те хатĕрлетпĕр. Юлашки вăхăтра çамрăксем уйрăмах техника специальноçĕсене ытларах килĕштерме пуçларĕç. Кунта, сăмах май, бюджет вырăнĕсем те ытларах. Çавăн пекех «информаци хăрушсăрлăхĕ» енĕпе вĕренес текенсем йышлă. Информаци технологийĕсем пирĕн пурнăçа тарăнрах та тарăнрах кĕрсе пыраççĕ. Машиностроени факультетĕнче, тĕслĕхрен, станоксем тума кăна мар, робототехника, пилотсăр транспорт вăрттăнлăхĕсене алла илеççĕ. Радиоэлектроника тата автоматика факультетĕнче пилотсăр вĕçекен хатĕрсене шухăшласа кăлараççĕ. Пирĕн студентсен ку енĕпе çитĕнӳсем те пур. Вĕсем ăсчахсемпе пĕрле водительсĕр ĕçлекен трактор турĕç. Энергетика тата электротехника факультетĕнче интеллектуаллă электроэнергетикăра информаци технологийĕсемпе ĕçлеме вĕрентеççĕ. Çамрăксене сывлăх сыхлавĕн специальноçĕсем те илĕртеççĕ. Кунта, манăн шухăшпа, тĕлĕнмелли çук. Çын организмне тĕпчеме яланах кăсăклă пулнă. Гуманитари специальноçĕсем те хисепре. Сăмах май, ку факультетсенче пĕлӳ илекенсем питĕ пултаруллă. Акă вĕсен «Георгий хăйăвĕ» акцийĕ халăхра анлă сарăлчĕ. Çавăн пекех университетăн шырав отрячĕсем Атăлçи округĕнче чи лайăххисен шутĕнче. Студентсем этноцентр уçма хастар хутшăнчĕç. Вăл чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, культурипе тĕплĕ паллаштаракан вырăн пулса тăчĕ. Студентсем опытлă наставниксемпе пĕрле чăннипех те курăмлă ĕçсем тăваççĕ.

— Ăста специалистсене вĕрентсе хатĕрлеме кирлĕ техникăпа технологи çителĕклĕ-и?

— Оборудованипе тивĕçтересси тĕп вырăнта тăрать. Ку енĕпе республикăри предприятисем пысăк пулăшу параççĕ. Тĕслĕхрен, пĕрремĕш цифра электричество подстанцине шăпах пирĕн университетра вырнаçтарнă. Лабораторие йĕркелеме партнерсем пулăшрĕç. Студентсем производство практикисене тата стажировкăсене предприятисенче ирттереççĕ. Пирĕн Мускаври М.Ломоносов ячĕллĕ университетпа, Пĕтĕм Раççейри реле тăвакан ăслăлăх-тĕпчев институчĕпе пĕрле уçнă лабораторисем те пур. Сăмах май, унта вырнаçтарнă оборудованисемпе технологисем çĕршывăн тĕп хулинчи вузсенче пĕлӳ илекенсене те кăсăклантараççĕ, илĕртеççĕ. Çав йышран пирĕн университета вĕренме куçнисем те пур. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе тĕнче шайĕнчи кампус проектне конкурса яма хатĕрлетпĕр. Проекта ĕçе кĕртме Чаваш Енри аслă шкулсем хутшăнĕç. Кампус специализацийĕсем нумай енлĕ пулмалла. Унта университет ăсчахĕсем, предприятисен специалисчĕсем, студентсем пĕрле ĕçлĕç. Çавăн пекех кану инфратытăмĕ те йĕркеленĕ.

— Чăваш патшалăх университечĕн дипломĕллĕ специалистсене ĕç тупма кăткăс мар-и?

— ВУЗран вĕренсе тухакансен пысăк йышĕ — медицина, хими отраслĕсен ĕçченĕсем, строительсем, финансистсем — Чăваш Республикин экономикин çирĕп никĕсĕ шутланать. Пирĕн студентсем иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухнех партнер компанисенче ĕçлеме пуçлаççĕ. Вĕсене производство вăрттăнлăхĕсене алла илме пысăк опытлă наставниксем пулăшаççĕ. Çавна май диплом илнĕ вăхăталла ăста специалистсем пулса тăраççĕ. Техника факультечĕн студенчĕсене предприяти ертӳçисем яланах ĕçе илме хатĕр. Массăллă информаци хатĕрĕсенче те, влаç органĕсенче те, вĕрентӳ, наука, культура учрежденийĕсенче те, интернет-технологийĕсен сферинче те Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнисем вăй хураççĕ. Юридици факультетĕнче пĕлӳ илнисем патшалăх тытăмĕнче те, адвокатурăра та, бизнесра та ĕçлеме пултараççĕ. Университета тĕллевлĕ вĕренме кĕрекенсен диплом илсен ĕç вырăнĕ пуласси — 100 проценчĕпе шанчăклă. Ашшĕ-амăшĕ те, ачасем хăйсем те пĕлсе тăраççĕ: клиникăра, банкра, вĕрентӳ заведенийĕнче диплом илсен кĕтеççĕ. Вĕсене коллектив паллать. Ĕç йĕрки, тĕллевĕ паллă. Çавăнпа ĕçе пуçăнма йывăр пулас çук. Кунсăр пуçне тĕллевлĕ вĕренекенсен ытти çăмăллăх та пур. Вĕсене аслă шкула ятарлă конкурспа йышăнаççĕ. Вĕренме яракан предприяти кашни уйăхра стипенди тӳлет. Коммерци тытăмĕнчи организацисен вăл, сăмах май, питĕ пысăк. Çавăн пекех лайăх вĕренекенсене тата общество ĕçĕн хастарĕсене университет та хавхалантарать. Пирĕн Раççей Федерацийĕн Правительствин стипендине илекенсем те пур. Çĕре яхăн çамрăк сотрудниксемпе студентсем çулсерен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçеççĕ. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   


Çарти юлташлăх

Красноармейски округĕнчи Вăрманкас ялĕнче 1922 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче çуралнă вăл. Çемьере çичĕ ача пулнă, Наçка [çапла чĕннĕ ăна ялта] вара — виççĕмĕш хĕр.

Мĕн пĕчĕкрен ĕçе к&лĕннĕ – урăхла пулма та пултарайман вăл вăхăтри чăваш ялĕнче. Уйрăмах вăрçă тухсан йывăр килнĕ хĕрарăмсене: вăй питти арçынсем тăшманпа çапăçма кайсан пĕтĕм ĕç хĕрарăмсен хулпуççийĕсем çине тиеннĕ. Наçка та пĕр ĕçрен те пăрăнман. «1942 çул вĕçĕнче Анастасия Романовнăн вăрçа кайма ят тухать. «Урам тăрăх тутăр вĕçтерсех салтак чупрăмăр, — аса илетчĕ асанне. – Канаш станцине аттепе шăллăм лашапа ăсатрĕç». 18 чăваш хĕрĕ Канашран Мускава тухса кайнă. «Малтанхи вăхăтра Марьина Роща хулине вырнаçтарчĕç. Чăваш, тутар, çармăс тата ытти халăх хĕрĕпе пĕрле пĕр çемьери пек пурăнтăмăр. Вăрçă çинчен пĕтĕмĕшпе, амансан пĕрремĕш пулăшу пама, нимĕç чĕлхинчи тăтăш усă куракан сăмахсене тата ыттине те вĕрентрĕç. Каярахпа Бабушкин хулине куçарчĕç, хамăрăн специализаципе тĕплĕн вĕрентрĕç. Рус (радиоулавливатель самолăтов), РЛС (радиолокационная станция) системисене ăса хыврăмăр». Вăрçă пынă вăхăтра ВНОС (воздушное наблюдение, оповещение и связь) службин икĕ дивизийĕ йĕркеленнĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен татах аталантарса çĕнетнĕ ку службăна. Чăваш Республикинче 500 хĕрарăм çак енпе Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Хĕрарăм салтаксен сывлăшран тапăнса килекен тăшман самолăчĕсене палăртса зенитчиксене, артиллеристсене пĕлтермелле пулнă. «Хĕллехи вăхăтра тĕрлĕ объекта, складсене хураллаттăмăр. Малтанхи вăхăтра атăсемпех çӳреттĕмĕр.Çанталăк сивĕ. Ура шăннипе тапăртататтăмăрччĕ. «Ташлама пĕлмен çын та вĕренет», — тетчĕç хĕрсем. Каярахпа кĕрĕк, çăматă пачĕç те питĕ савăнтăмăр» (асанне аса илĕвĕсенчен). Бабушкинра вĕренсе пĕтерсен, пĕр уйăхран 100-мĕш уйрăм батальонти 20-мĕш рота салтакĕсем пулса тăнă хĕрсем. «Фронтра малтанах питĕ хăрамаллаччĕ. Майĕпен хăнăхать этем, усаллине те, лайăххине те. Пурăна киле хамăрăннисене тăшман самолăчĕсенчен мотор шавĕпе уйăрса илме хăнăхрăм» (асанне аса илĕвĕсенчен). Аслă Çĕнтерĕве Польша çĕрĕ çинче кĕтсе илнĕ асанне. Тăван килне вара 1945 çулхи раштавра таврăннă. Асаннепе пĕрле пулнă хĕр-тусĕсем сăн ӳкерчĕксем парнеленĕ. Хăшĕсем çинче çырнă хăйсен ячĕсене, çырманнисем те пур. Камсем-ши вĕсем? Ăçтан-ши вĕсем?Асанне хăй вăхăтĕнче каланă пулĕ-ха вĕсем çинчен, çырса хуни çук. Пĕр сăн ӳкерчĕк хыçĕнче Канаш районĕнчи Сиккасси ялĕнчи Мария Кузьминовна Миттова çырни пур: «Асăнмалăх, Маруся Миттовăран Анастасия Романовăна, ĕмĕр асăн мана çарта пĕрле пурăннă юлташăм тесе». Салтакра пĕрле пулнă юлташĕ патне кайса килетчĕ асанне, Вăрнар округĕнчи Марфа патне. Хушаматне те, ялне те астумастпăр. Асанне вăрçă хыççăн Петр Димитриевич Димитриевпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Петр Димитриевич та çурçĕрти погранфлот çарĕнче службăра тăнă. Финсемпе çапăçнă, 1938 çулта çара кайса 1946 çулта тăван ялне таврăннă. Вĕсен çемйинче пилĕк ача çуралса ӳснĕ. Асанне пирĕнтен 2003 çулхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче йывăр чирленĕ хыççăн уйрăлса кайрĕ. <...>

Надежда ПЕТРОВА [ДИМИТРИЕВА].

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.