Комментари хушас

23 Утă, 2025

Хресчен сасси 27 (3067) № 23.07.2025

Чăваш çĕрĕн пуянлăхĕ иксĕлми

Чăваш Ене Раççей ял хуçалăх министрĕ Оксана Лут килсе кайнă. Вăл малтан Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулнă. Вĕсем республика агропромышленноç комплексĕн пуласлăхне тишкернĕ. «Чăрмав пĕрре çеç мар сиксе тухрĕ пулин те республикăн ял хуçалăхĕ лайăх хăвăртлăхпа аталанчĕ. Пирĕншĕн чи пĕлтерĕшлĕ кăтарту — Чăваш Енре туса илнĕ тĕп продукципе республикăра пурăнакансене 100% тивĕçтерни, ял çыннисен тӳпине 35 процентран чакарманни пулчĕ», — тенĕ Олег Алексеевич.

Чăваш Ен экономикинче АПК пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Аграрисем 2024 çула лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Тĕслĕхрен, çу юхтармалли культурăсем пысăк тухăç панă. Ял хуçалăх экономикине малалла туртаканни — выльăхпа кайăк-кĕшĕк фермисем. Вĕсенчен 2024 çулта 5,7% ытларах продукци илнĕ, кашни ĕнерен сĕт вăтамран 8 пин кг сунă. Оксана Лут 2030 çула çитиччен ку кăтартăва 10 пин килограма çитермеллине палăртнă. Иккĕмĕш хут иртнĕ Оксана Лутпа Олег Николаев Шупашкар округĕнчи «ЧебоМилк» компани ĕçĕпе те паллашнă. Унта Пĕтĕм Раççейри ăратлă выльăх-чĕрлĕх аукционне йĕркеленĕ. Республикăн Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, мероприятие Владимир, Свердловск, Новосибирск, Ярославль, Воронеж, Курск, Липецк, Омск, Калининград, Мускав, Ленинград облаçĕсенчен, Коми, Тутар, Мари, Пушкăрт республикисенчен 130 ытла çын хутшăннă. «Эпир ăратлă выльăх йышне пысăклатма тăрăшатпăр. Генетикăпа селекци хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама май туса парĕç, вĕсене аталантарсан Чăваш Енре выльăх продукцине çĕршывра та хапăл йышăнĕç. Патшалăхăн ăрат реестрне пирĕн 23 хуçалăха кĕртнĕ. Компанире биотехнологисен центрĕ ăнăçлă ĕçлет», — тенĕ регион ертӳçи. Аукциона продукци нумай панă выльăхран çут тĕнчене килнĕ вăкăрсене, тĕрлĕ регионтан илсе килнĕ 14-23 уйăхсенчи тынасене тăратнă. Çĕнĕлĕхпе паллашнă Оксана Лутпа Олег Николаев Чăваш патшалăх аграри университечĕн тата хăмла производстви енĕпе ĕçлекен центр лабораторийĕн ĕçне тишкернĕ. Кунта министра çĕнĕлĕхсемпе — хăмла чирĕсене тата унăн сорчĕсене пĕр-пĕринчен уйăрса палăртмалли методикăсемпе — паллаштарнă. Центрта сывă хунав хатĕрлемелли технологие ĕçе кĕртеççĕ. Вăл çулталăкра 50 пин таран тĕмĕ çитĕнтерме май парать. Кунта «симĕс ылтăн» туса илмелли агрегатсен опытлă тĕслĕхĕсене хатĕрлесе çитернĕ. Халĕ центр хăмлан 9 сортне ĕçе кĕртес, «Балтика-Агро» обществăпа пĕрле пĕрлехи селекци программине хатĕрлес тĕлĕшпе тăрăшать. Ял программи пурнăçланать Çĕрпӳ округĕнчи Чурачăк ялĕнчи шкула ял территорийĕсене комплекслă аталантармалли программипе килĕшӳллĕн хута янă. Шăпах унта ял хуçалăх министрĕпе регион ертӳçи çитсе курнă. Раççей Ял хуçалăх министерстви пулăшнипе 2022-2024 çулсенче вĕрентӳ учрежденийĕн 3 çуртне — Чурачăкрипе Сĕнтĕрвăрри хулинчине, Канаш округĕнчи Янкăлч ялĕнчине тунă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


«Шырав юхăмĕ ăрусене çыхăнтарать»

Куславкка округĕнче çарпа истори клубĕсемпе шырав отрячĕсен Пĕтĕм Раççейри «Чикĕре» фестивалĕ иртрĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă.

Фестивале Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев çитсе курчĕ. «Ку фестиваль пире асаттесемпе асаннесен паттăрлăхне асра тытма пулăшать. Унта хутшăнакансен шучĕ çултан-çул пысăкланать, пĕлтерĕшĕ те ӳссе пырать. Чăваш Ен Правительстви шырав отрячĕсене грант парса хавхалантарать, уйăрнă укçатенкĕпе вĕсем музейсем йĕркелеççĕ. Шырав юхăмĕ ăрусен çыхăнăвне вăйлатать», — терĕ регион ертӳçи. Олег Алексеевичпа «Воин» центр инструкторĕ Григорий Васильев çамрăксемпе тĕл пулчĕç. Яшсемпе хĕрсем вĕсенчен шкул тапхăрне аса илме ыйтрĕç, шырав ĕçне хутшăннипе кăсăкланчĕç. Сумлă хăнасем «Воин» центр тата «Хамăрăннисен вăхăчĕ» проект çинчен каласа кăтартрĕç. Фестивале тĕрлĕ регионтан тата Беларуç Республикинчен пуçтарăннă. Акă Хусанти çарпа истори клубĕн ертӳçи Александр Александров хăйĕн коллекцийĕнче упранакан çар тумĕсем илсе килнĕ. Вĕсемпе çамрăксене паллаштарнă, çар званийĕсене уйăрма вĕрентнĕ. Александр Александрович çарпа истори клубĕсемпе шырав отрячĕсен фестивалĕсене час-час хутшăнать. Çывăх кунсенче Кавказа, Сахалина çитме палăртнă. Хусанта Граждан вăрçин реконструкцине йĕркелесшĕн. Шупашкарти «Вырăс егерĕ» çарпа истори клубĕн ертӳçи Денис Сятрайкин каланă тăрăх, çар реконструкцийĕсем чылай регионта кашни эрнерех йĕркелеççĕ. «Унта кашни çын хăйĕн рольне вылять. Акă эпĕ паян — дежурствăра тăракан офицер. Вăрçă çулĕсенче унăн ĕçĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнă», — терĕ Денис Викторович. Сăмах май, ку клуб 25 çул каяллах чăмăртаннă. Вăл çар историйĕпе кăсăкланакан 100 ытла çынна пĕрлештерет. Куславкка хулинчи 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Михаил Сучков фестиваль программи анлă пулнине палăртрĕ. «Ăсталăх сехечĕсем, лекцисем, квестсем... Кашни ир зарядкăран пуçланчĕ. Кинофильмсем куртăмăр. Гранатăсем, танксем, пакунсем çинчен каласа пачĕç. Пĕрремĕш медпулăшу памалли уйрăмлăхсемпе паллаштарчĕç», — терĕ 15-ри яш. Фестиваль вĕçĕнче çарпа истори клубĕсен хастарĕсем Хĕвел тухăç Пруссийĕнче 1945 çулта иртнĕ çар операцийĕн хĕрӳ çапăçăвне кăтартрĕç. Унта вăрçă çулĕсенче стрелоксен 139 тата 324-мĕш полкĕсем хутшăннă. Çав йышра пирĕн ентешсем те пулнă. Çав операцие Шупашкар çынни, Совет Союзĕн Геройĕ Александр Боголюбов генерал-полковник ертсе пынă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.