Çамрăксен хаçачĕ 23 (6574) № 03.07.2025
Малашлăх — çамрăксенче
РЕСПУБЛИКӐН ТӖП ХУЛИНЧЕ ҪАМРӐКСЕН КУННЕ АНЛĂН УЯВЛАРӖҪ. ТĔРЛĔ МЕРОПРИЯТИ, ИЛЕМЛĔ УЯВ ПРОГРАММИ ПĔР ЛАПАМРА ХĂНАСЕНЕ ЙЫШЛĂН ПУÇТАРЧĔ. ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ПУҪЛӐХӖ ОЛЕГ НИКОЛАЕВ ТА ЯШ-КĔРĔМЕ САЛАМЛАРĔ, 27 ҪАМРӐКА ЧӐВАШ ЕН ПАТШАЛӐХ ПРЕМИНЕ ПАРСА ЧЫСЛАРӖ.
Раççей шайĕнчи фестивале «Пĕл. Юрат.Мăнаçлан.Нумайлат» чĕнĕве пăхăнса йĕркелерĕç. Тĕп хулари çамрăксен уявĕнчи чылай мероприяти Хĕрлĕ тӳремпе Юрă уйĕнче иртрĕ. Ĕçпуçа Чăваш Енĕн тĕрлĕ тăрăхĕ явăçрĕ. Кӑҫалхи мероприятие Аслӑ Çӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине тата Раҫҫейри Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне халалланă. Кунта килнӗ ятарлă ҫар операцине хутшӑнакансем тата ҫар ӗҫӗн ветеранӗсем ҫамрӑксене хӑйсен фронтри кун-ҫулӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ. 11 аслă тата вăтам пĕлӳ учрежденинче ăс пухакансем тата 7 общество пĕрлешĕвĕн яш-кĕрĕмĕ Çамрăксен хулинче пуçтарăнчĕ. Уяв кунне тӗрлӗ тӗлпулу ирттерни, кӑсӑклӑ презентацисемпе паллаштарни, спорт вӑййисемпе пуян концерт программи йӗркелени илемлетрӗ. Çамрăк архитекторсем хулана хăтлăх кĕртме тĕллевленĕ проектсемпе паллаштарчĕç, хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕрлĕ енлĕ хастарлăхпа палăрнă çамрăксене Чӑваш Енри патшалӑх премине парса чысларӗ, çĕнĕ çитĕнӳсем патне ăнтăлма сунчĕ. Вĕсен йышĕнче «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» Чăваш Енри уйрăмĕн специалисчĕ Татьяна Изосимова та пур. «Питĕ пăлхануллă самант. Пирĕн ĕçе преми памалла турĕç. Питĕ савăнатăп пирĕн ĕçе курнăшăн, хакланăшăн», — тет вăл. Кăçал республикăра «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕ ĕçлеме пуçланă. Çакă регионти тĕрлĕ тытăмăн ĕçне пĕрлештерет, çамрăксен çĕнĕ проекчĕсене хăвăртрах пурнăçа кĕртме пулăшать. Вĕрентӳ программисене аталантарасси, çамрăксене ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси, яш-кĕрĕмре услам ăсталăхне ӳстересси, культура тата спорта ытларах явăçтармалли майсем туса парасси – çаксем малашнехи тĕллев пулнине палăртрĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. <...>
Ольга САВИНОВА.
♦ ♦ ♦
67 çул алла-аллăн килĕштерсе пурăнакансем
— Тăлăх та йывăр пурнăçпа ӳснĕрен Турри пире çапла нумай çул пурăнма пилленĕ пулĕ, — теççĕ Патăрьел тăрăхĕнчи Анат Туçа ялĕнче пурăнакан Нинăпа Алексей Сверчковсем.
Кăçал Элекçей тете 90 çул тултарчĕ, Нина аппа вара 87 çулпа пырать. Иккĕшĕ пĕрлешнĕренпе 67 çул çитрĕ. Ял хушшинче ытла та килĕшӳллĕ мăшăр. Юлашки вăхăтра вĕсене нихçан та уйрăммăн кураймастăн. Лавккана каяççĕ-и е урăх çĕре-и — Элекçей тетепе пĕрлех Нина аппана та куратăн. Шăкăл-шăкăл калаçса пыракан ватăсене асăрхасан сывлăх сунмасăр никам та иртсе каймасть. Çук, пысăк вырăнта ĕçлемен вĕсем. Ĕмĕр тăршшĕпе «Гвардеец» колхозра вăй хунă. Ачалăхĕ иккĕшĕн те йывăрпа иртнĕ. Элекçей тете каласа панине итлесе куççульленмесĕр чăтаймарăм. - Ачалăхăм ыттисем пек иртмерĕ манăн. Эпĕ çулталăкра чухне хамран виçĕ çул аслăрах Маня аппапа иксĕмĕр тăлăха тăрса юлнă. Ĕлĕк хĕрарăмсенчен нумайăшĕ ача çуратнă хыççăн вĕрĕлсе вилнĕ. Пирĕн аннепе те çаплах пулнă. Атте тата 3-4 хутчен те авланса пăхнă. Анчах пĕри те пире пăхасшăн пулманнипе каялла пăрахса кайнă. Ара, тăлăхăн çини те, выртни те курăнать. Асанне пурччĕ-ха. Анчах вăл та ватăччĕ. Юлашкинчен атте Упирен пĕр хĕрарăма илсе килчĕ, вăл пурăнчĕ вара. Анчах пирĕншĕн хĕнпе асап пуçланчĕ. Вăл килнĕ хыççăн тăраниччен апат çисе курман эпир. Асанне ирĕксĕрех пире аппапа иксĕмĕре ыйткалама илсе тухса каятчĕ. Çӳреттĕмĕр вара çапла ялтан яла. Ют çынсем шеллесе çăкăр татки те пулин тыттарса яратчĕç. Шкула çӳреме пуçласан ачасем пĕлӳ çуртне çăкăр чĕлли илсе пыратчĕç, эпир — чăмăрла пĕçернĕ çĕр улми. Уншăн та мĕнле савăнман-ши? Атте питĕ шеллетчĕ пире. Вĕсем вăрман касма кайсан уйăхшар таврăнмасăр ĕçлетчĕç. Ун пек чухне асанне пире ялти тăвансем патне яратчĕ. Ама çури аннепе кăна пурăнма май çукчĕ. Çавăнпа мана атте хăйĕнпе пĕрле ĕçе мĕн чухлĕ илсе çӳремен-ши? Хăш-пĕр чухне атте вăрман касма та илсе каятчĕ. Пĕчĕкрех чухне турат иртме те пулин пулăшаттăм. Çапла ачаранах арçын ĕçĕсене тума вĕренсе ӳснĕ эпĕ. Ялти шкулта 7 класс таран вĕрентĕм. Пире Алманчă çынни Иван Тенюшев вĕрентетчĕ. Питĕ лайăх учительччĕ. Каярах Шупашкарта профессора тухнă, учительсене вĕрентет тетчĕç. Питĕ шеллетчĕ пирĕн пек тăлăх ачасене. Мĕнле те пулсан çирĕп пĕлӳ парас тесе тăрăшатчĕ. Шкул хыççăн тӳрех колхоза ĕçлеме кайрăм. Кăштах укçа тăвас тенĕ пулинех. Анчах ун чухне ĕç кунĕ кăна çырса пыратчĕç. Кĕркунне тырă паркалатчĕç. 18 çул тултарсан салтака илчĕç. Унта тивĕçлĕ пулнăшăн мĕнле савăнман-ши? Эпĕ Кронштадта лекрĕм, моряк пултăм. Пирĕн вăхăтра моряксен 5 çул салтак тивĕçне пурнăçламаллаччĕ. Хĕсметре «Пысăк сунарçă» карап çинче пултăм. Пирĕн карапа хута янăранпа 30 çул çитнĕ ятпа пысăк уяв турĕç. Хăйсене аван енчен кăтартнă икĕ моряка вăхăт çитичченех киле яма йышăнчĕç. Çав икĕ салтакран пĕри эпĕ пултăм. Питĕ пысăк уяв тусах ăсатса ячĕç пире карап çинчен. Хам та питĕ савăннăччĕ. Çапла службăн çуррине ирттернĕ хыççăн киле таврăнтăм. Яла çитсенех колхозра ĕçлеме тытăнтăм. Малтан мана бригадир пулăшуçине /звеньевоя/ лартрĕç, кайран колхоз осеменатора вĕренме ячĕ. Унтан килсен эпĕ тивĕçлĕ канăва тухичченех фермăра выльăхсемпе ĕçлерĕм. Тĕрĕссипе, тивĕçлĕ канура пулсан та чылай çул хам ĕçрех тăрăшрăм-ха. Пур ĕçе те тăрăшса, чунтан пурнăçланă. Çавăншăн колхоз мана темиçе хутчен те канма янă, Хисеп хучĕсен шучĕ те çук. Çапах та манăн чи пысăк тивĕçĕм ача-пăчана тĕрĕс-тĕкел ӳстерсе çитĕнтересси пулнă. Хам пек йывăрлăх ан курччăр тесе çĕрне-кунне пăхмасăр тăрăшнă. Мăшăрăмпа Нина Гавриловнăпа 5 ача, тăватă хĕр те пĕр ывăл, çитĕнтертĕмĕр. Пурте куçлă-пуçлă, тĕрĕс-тĕкел ӳссе çитĕнчĕç. Пире хурлантарса курман, паян та вĕсен пулăшăвне кура çапла пурăнатпăр. Асанне пире аппапа иксĕмĕре вăрăм ĕмĕр пиллесе хăварчĕ. Унăн пилĕпе эпир çапла нумай çул пурăнатпăр пулĕ. Маня аппа та 93 çул тултарчĕ, — каласа парать Алексей Сверчков. Нина аппа, пирĕн калаçăва куççуль шăлса итлесе лараканскер, ассăн сывласа çапла хушса хучĕ: «Элекçейсен ачалăхĕ ытла та йывăрпа иртнине пĕлетĕп пулсан та кашни аса илмессерен куççуль кăлармасăр чăтаймастăп. Эпĕ те тăлăх ӳснĕ. Пирĕн анне Кĕтерне ятлăччĕ. Вăл та икĕ хутчен качча кайнă. Малтанхи упăшки чирлесе вилнĕ хыççăн икĕ ачапа юлнă хĕрарăм тепре çемье çавăрнă. Тата икĕ ача çуратнă. Анчах иккĕмĕш упăшки те çĕре ир кĕнĕ. Тăлăх ӳсрĕмĕр пулсан та эпир çапла выçăпа нушаланнине астумастăп. Аттесем иккĕшĕ те пире лайăх пăхнă. Тăван та нумайччĕ. Пурте пирĕнтен аванрах пурăнатчĕç. Çавсем пире хăйсемех килсе хăнана илсе каятчĕç. Эпир, тĕрлĕ аттерен çуралнă ачасем, паянхи кунччен хутшăнса пурăннă. Иккĕмĕш аттерен Толя тетепе эпĕ пулнă. Иксĕмĕр те пурăнатпăр-ха. Толя тете, 1937 çулта çуралнăскер, Волгоградра тĕпленнĕччĕ. Юлашки вăхăтра ваттисен çуртĕнче тенине илтрĕмĕр. Çемйи те пурччĕ, епле унта лекнĕ вăл? Пĕлместĕп. Хама вара кӳмере ларса çӳренĕ вăхăтранпа астăватăп. Аннепе пĕртăван виçĕ хĕр пулнă, çавсем патне анне мана кӳмене лартса илсе каятчĕ, Толя тете хыçалтан чупса пыратчĕ. Эпĕ те Элекçей пекех Анат Туçа ялĕнче 1938 çулта çуралнă. Ялти шкулта 7 класс вĕреннĕ хыççăн тӳрех колхоза ĕçлеме тухрăм. Манран аслăрах хĕрсем фермăна илсе кайрĕç. Нумай çул дояркăра ĕçленĕ эпĕ. Çав вăхăтра качча кайнă. 1958 çулхине çулла çапла фермăра дежурствăра çĕр каçма юлнă. Юлташ хĕрĕ чупса кĕчĕ те: «Нина, сан унта ĕнӳсем вĕçерĕнсе кайнă», — тет. Эпĕ вите патне çитсе те ĕлкĕреймерĕм, ман пата арçынсем чупса пычĕç те ӳппĕн-теппĕн лаша çине лартса вăрласа кайрĕç. Тури Туçана çитсен кăна ăçта илсе кайнине ăнланса илтĕм. Çапла качча кайрăм. Туйпа çăнăхтасене ун чухне темиçе киле кĕрсе ирттеретчĕç. Чăвашăн мĕнле йăли пур, пурне те туса панă пире. Хуняçа эпĕ качча пынă чухне чирлĕччĕ. Вырăнпах выртатчĕ. Халĕ чирлĕ çынна пăхма пур услови те туса параççĕ. Ун чухне вырăнпа выртакан çынна тула тухмалли савăт та илсе парайман вĕт-ха. Ятарласа пысăк калуш илнĕччĕ, çавă куршак вырăнĕнчеччĕ. Çапах та çемьери çынсем чирлĕ çынна пăхма пурте тăрăшатчĕç. Хуняма, Элекçейĕн ама çури амăшĕ, ватăлса виличченех пирĕнпе пурăнчĕ. Мăшăрпа иксĕмĕр питĕ килĕштерсе кун кунларăмăр. Эпĕ — вăл каланине, вăл эпĕ каланине пуçа хывнă. Вăрçăнса-çапăçса çӳремен эпир. Кил-тĕрĕшре тирĕк-чашăк шăкăртатасси пулнах, тен, анчах та нихçан та çилĕ хăваласа çӳремен. Пирĕн Элекçей сасса хăпартса та калаçса курман. Ачасене те çаплах пулма вĕрентнĕ. Асли Валя, унтан Галя, Аля... Пĕртен-пĕр ывăл Борис, ун хыççăн чи кĕçĕнни Оля ятлă хĕр пур пирĕн. Вăл ялта пурăнать. Ытларах çав пăхать пире. Ывăл кил-çурта йăлт çĕнетсе пачĕ. 12 мăнукпа 13 кĕçĕн мăнук пирĕн. Пуян вĕт эпир. Пурăнатпăр çапла. Мухтав Турра, çак тарана çитсе эпир Элекçейпе иксĕмĕр те чирлесе больницăра выртса курман. Эпĕ больницăра ача çуратма кайсан кăна выртса курнă. Халĕ пире иксĕмĕре кăштăртатса çӳремелĕх ачасем чăхчĕп илсе панă, вĕсене пăхатпăр. Хăй вăхăтĕнче картиш тулли выльăх-чĕрлĕх те пулнă-ха пирĕн. Халĕ ватăлтăмăр та ачасем вĕсене тытма чараççĕ. Ялан килте лармастпăр. Уçăлмалла, ял курмалла тесе Элекçейпе лавккана кайса килетпĕр. Ял халăхĕпе курса калаçатпăр», — каласа парать Нина Гавриловна. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Яланах çын умĕнче тата вĕсен хăрушсăрлăхĕшĕн»
Раççей Патшалăх автоинспекцине йĕркеленĕренпе паян шăпах 89 çул. Уяв кунĕ умĕн Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин Патшалăх автоинспекцийĕн пуçлăхĕпе Владимир Романовпа калаçрăмăр.
– Владимир Геннадьевич, Патшалăх автоинспекцийĕн службине мĕнле йĕркелесе янă? Истори страницисене аса илтерĕр тархасшăн.
— Патшалăх автоинспекцийĕн службине автомобильсем йĕркелесе янă темелле пуль. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Чулхулара автомобиль заводне хута янă тата Мускаври ЗИЛпа ВАЗа реконструкциленĕ. Çавăн чухнех пирĕн çĕршыв тиев машинисем туса кăларассипе Европăра малта пулнă. Транспорт нумайланса пыни çул-йĕр çинче йĕрке кирлине палăртса пынă. Çапла Халăх комиссарĕсен канашĕн йышăнăвĕпе 1936 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче «Положение о государственной автомобильной инспекции Главного управления рабоче-крестьянской милиции НКВД СССР» текен ĕç хутне çирĕплетнĕ. Çак кун Патшалăх автоинспекцийĕн çуралнă кунĕ пулса тăнă та. Документра службăн структурине, çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессин ĕç-хĕлне çирĕплетнĕ. Чăваш автономи республикинче çак службăна тепĕр çулталăкран, 1937 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче, туса хунă. Сăмах май, республикăра 1936 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 477 автомобиль шутланса тăнă. Ытларахăшĕ – тиев машини. Вăл вăхăтра Шупашкар хула урамĕнче автомобильсене, урапаллă тракторсене, лаша ураписене тата çуран çÿрекенсене çеç курма пулнă. Нимĕнле çул çӳрев хăрушсăрлăх палли те, пĕр светофор та пулман. Тротуар пирки сăмах та çук, тĕп урамсенче кăна унта-кунта йывăç тротуарсем сарнă.
– Çул çӳрев хăрушсăрлăх паллисемпе светофорсене Шупашкар урамĕсенче хăçан вырнаçтарма тытăннă?
— Пирĕн çĕршывра 1964 çулччен пĕрлехи йĕрке пулман, кашни облаç е хула çав йĕркене хăйĕн территорийĕ валли йышăннă. Шупашкарта çул-йĕр хăрушсăрлăх паллисене вырнаçтарнинче патшалăх аслă инспекторĕн Фадей Виноградовăн тÿпи пысăк. Вăл хăйĕн пуçарăвĕпе 2,2 метр çÿллĕш юпасем вырнаçтарнă, вĕсем çине «Пешеход» тесе çырнă тимĕр стрелка çирĕплетнĕ. Пĕрремĕш паллăсене ӳреспубликипе çирĕме яхăнӲ автохуçалăхсен мастерскойĕсенче туса хатĕрленĕ. Шупашкарта çак паллăсене электричество юписем çинче çирĕплетнĕ. Пĕрремĕш светофор вара тĕп хулара 1960 çулта ĕçлеме тытăннă. Вăл виçĕ секцирен тăнă, алăпа ăсталанăскер пулнă. Ăна Хĕрлĕ тӳремре вырнаçтарнă, тĕрĕсрех каласан, троспа çакса янă. Ун чухнехи Хĕрлĕ тӳрем ултă урам пĕрлешнĕ вырăнта пулнă ӳК. Маркс, Ленин, Роза Люксембург, Союз, Кадыков тата Калинин урамĕсемӲ. Пĕрремĕш светофор вырнаçтарнă хыççăн çулталăкра çулйĕр çинчи инкексен шучĕ çакăнта 3 хут чакнă. Аслисем кунта светофор сигналĕсене ăнланса, хăнăхса пынă. Шкул ачисене светофорпа паллаштарма тата çул урлă вăл кăтартнипе тĕрĕс каçма вĕрентме ятарласа илсе килнĕ. Малаллахи 10 çулта тепĕр 18 светофор вырнаçтарнă. 1950 çулсенче транспорт çулне çуран çӳрекенсенчен уйăракан карта тытма пуçланă, 1960 çулсенче – транспорт речĕсен хушшинче те. 1966 çулта Шупашкар урамĕсем тăрăх пĕрремĕш хут автоинспекцин машини йĕркене пăсакансене асăрхаттарма тухнă. Громкоговорительпе усă курнă. – Автоинспекци вăл вăхăтра хăш вырăнта вырнаçнă?
— Пуçласа автоинспекци çурчĕ Ярославль урамĕнче пулнă, каярах Калинин урамĕнчи 16-мĕш çурта куçнă. 70-мĕш çулсенче автоинспекци Коопераци урамĕнчи нумай хваттерлĕ çуртăн пĕрремĕш хутне йышăннă. 1986 çулта Ярославская урамра унччен ача сачĕ пулнă икĕ хутлă çурта куçнă. Паян вара халăхра «Богданка, 37» тенине час-часах илтетпĕр. Ку адреспа Патшалăх автоинспекцийĕ 1993 çултанпа вырнаçнă. Унта куçнă вăхăта автоинспекци служби Чăваш Республикин Патшалăх автоинспекцийĕн управленийĕ ятпа пулнă.
– Владимир Геннадьевич, паян черетлĕ «çуралнă куна» автоинспекци мĕнле кĕтсе илет? — Пирĕн ĕçченсем йышăнакан мерăсем пулăшнипе 2025 çулти 6 уйăхра, унчченхи çак тапхăртипе танлаштарсан, çул-йĕр çинчи инкексен шутне 5 процент чухлĕ чакарма пултартăмăр. Инкексенче суранланнисен шучĕ 17 процент сахалрах, çуран çӳрекенсене таптани 20 процента майлă чакрĕ. Ку вăхăтра пирĕн инспекторсем шыравра пулнă 300 ытла транспорт хатĕрне тупнă, йĕркене пăснă 1500-е яхăн çынна, ӳсĕрле руль умне ларса машинăпа çула тухнă 1500 водителе тытса чарнă. Кĕскен çапла калама пултаратăп. Эпир çул-йĕр çинче йĕрке пултăр тесе тăрăшатпăр. Яваплăх, паллах, пысăк. Яланах çын умĕнче тата вĕсен хăрушсăрлăхĕшĕн тимлетпĕр. Çавăнпа та çул-йĕр çинчи кашни çыннах инспектор чи малтан уншăн пулăшакан тата юлташ пулнине ăнланса илессе шанатăп. Пурне те çул çинче тимлĕ пулмаллине аса илтеретĕп, мĕншĕн тесен çыннăн сывлăхĕпе пурнăçĕ – чи хакли. Патшалăх автоинспекци ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламласа çирĕплĕх, пысăк ăсталăх, телей сунатăп. – Тавах кăсăклă калаçушăн. <...>
Наталия ДИМИТРИЕВА.
♦ ♦ ♦
Илемлĕ тата тутлă
Шупашкарта пурăнакан Виктор Харнас çимелли чечексем тата типĕ яшкасем тăвас енĕпе бизнес уçнă. Вĕсемпе десертсене, салатсене тата коктейльсене илемлетеççĕ. Шеф-повар çимелли фиалкăсем, салтак тӳмисем, виола çеçкисем тăвать, çавăн пекех сахăрланă чечексем хатĕрлет.
Типĕтнĕ чечек 18 уйăх таран упранма пултарать. Илемлĕ курăнаканскерсем сывлăхшăн хăрушă мар. Вĕсем Чăваш Енри экологи тĕлĕшĕнчен таса тăрăхсенче ӳсеççĕ, вĕсенче пестицидсем, нитратсем, консервантсем, ГМО çук. Виктор хăйĕн ĕçне йĕркеличчен шеф-поварта ĕçленĕ. Вăл Раççейри кăна мар, Израильти ресторансенче пысăк ăсталăх пухнă. Каярах вара çакна ăнланса илнĕ: унăн ытларах наукăра çитĕнӳ тăвас тата çимĕçе хăйĕн туса кăларас килнĕ. — Çыннăн технологийĕпе мар, хамăн оборудованипе усă курса çимĕç хатĕрлес шухăш çуралчĕ. Малтанах инженер-технологăн специальноçне алла илме, çавăн пекех химипе микробиологие ăса хывма тиврĕ, — пĕлтерчĕ шеф-повар. Вĕренни сая кайман — халĕ усă куракан технологипе оборудование вăл хăй шухăшласа кăларнă тата патент илнĕ. Çимĕçе типĕтнĕ чухне унăн усăлăхне туллин упраса хăварас енĕпе нумай тăрăшнă. — Тĕрлĕ эксперимент ирттертĕм. Типĕтмелли меслетсене, пахча çимĕç сорчĕсене, çитĕнтермелли мелсене улăштартăм. Кирлĕ технологи тупиччен нумай тăрăшма тиврĕ. Халĕ кашни çимĕç валли хăйĕн типĕтмелли меслете пăхăнатпăр, — малалла калаçрĕ Виктор Харнас. Типĕтнĕ чечексемпе яшкасем тăвассипе предприяти 2018 çултанпа ĕçлеме тытăннă. Ку енпе кăсăкланма вара тата маларах — 2011 çулта — пуçланă. Пĕрремĕш грант проекчĕ — çĕр улмине хими мелĕпе тасатмалли технологи. Каярах типĕтмелли технологисене аталантарас енĕпе ĕçленĕ. Малтан пахча çимĕçе типĕтнĕ, унтан хатĕр çимĕç янтăлассипе тимлеме пуçланă. «Тавар туянакана тата мĕнпе тĕлĕнтерме пулать-ха?» — шухăшланă Виктор Харнас. Çапла типĕтнĕ чечексем те хатĕрлеме тытăннă. Предприяти малтанах вĕсене теплицăра çитĕнтернĕ. Халĕ вара уçă вырăнта ӳстереççĕ.
Ассортимент ытларах тухăçран килет. Çимелли чечек туса кăларассинчи тĕп йывăрлăх — типĕтме юрăхлă çимĕç сахал пулни. Чечексене тĕплĕн суйласа илеççĕ. Çурăккисем, пăсăлнисем каймаççĕ. Çавăн пекех тухăçа чир-чĕрпе сăтăрçăсем те сиен кӳреççĕ. Чечексем илемĕпе илĕртеççĕ кăна мар, вĕсем усăллă та. Сутлăх валли типĕтнĕ салтак тӳмми, фиалка эмел курăкĕ шутланаççĕ. Виктор Харнаса ĕçре çитĕнӳсем тума грант илни пулăшнă. Шеф-повар бизнеса лайăхлатас программăсене тăтăшах хутшăнать. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре предпринимательсене пысăк тĕрев кӳреççĕ. — Усламçăсене пулăшу паракан компанипе фонд нумай. Анчах грант парне кăна мар, пысăк яваплăх пулнине те асра тытмалла, — хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Виктор Харнас. Чăваш Енри экспортерсене патшалăх пулăшать, çавна май вĕсем çăмăллăнах ют çĕршывсенче партнерсем тупса хăйсен продукцине чикĕ леш енне ăсатма пултараççĕ. Виктор Харнас типĕтнĕ чечексене Казахстана тата Беларуçа янă. Экспорта пулăшакан центр тĕревленипе Китайри курава хутшăннă хыççăн хăйĕн продукцине унта та ăсатма килĕшӳ тунă. Ют çĕршыв рынокне тухма ăна «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» тата «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» нацпроектсем пулăшнă. Виктор Харнас СВОна та пулăшса тăрать. Пирĕн салтаксем валли типĕ яшкасем хатĕрлет. — Хальлĕхе эпир пултарнă таран ярса паратпăр. Паллах, ытларах та ăсатас килет, — хушса каларĕ предприниматель. Усламçă шухăшĕпе, ăнăçу вăрттăнлăхĕ — тавар илекенсемшĕн кирлĕ çимĕç хатĕрлесе çирĕп никĕсленме пултарнинче. Бизнеса аталантарассипе çĕнĕ шухăшсем тупăнса тăраççĕ пулин те Виктор вĕсене пурнăçа кĕртме васкамасть. «Пурин те хăйĕн вăхăчĕ», — тет усламçă. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Пурнăçри тĕлĕнтермĕш парне
Çыннăн пурнăçĕ кĕтменлĕхсемпе тĕлĕнтермĕшсенчен тăрать. Начарри те пулать, лайăххи те юнашарах. Кама килĕшмест ăнсăртран илнĕ парне е кĕтмен çĕртен пулса иртнĕ ĕç-пуç? Çакна чи малтан Европăра палăртма пуçланă. Халĕ вара ятарласа утă уйăхĕн 2-мĕшне Сюрприз кунĕ тесе палăртаççĕ. Хăшĕ-пĕри çак кун ятарласа çывăх çыннисем валли кĕтменлĕхсем хатĕрлет. «Çамрăксен хаçачĕ» те вулакансенчен хăйсен пурнăçĕнче мĕнле кĕтменлĕхсемпе тĕл пулни е хăйсем кама та пулин савăнăç парнелени пирки ыйтăм ирттерчĕ.
Нина ЛЕВАЯ, Елчĕк тăрăхĕ:
«Пирĕн çемьере сюрприз тума питĕ юратаççĕ. Манăн хуняçа Илья Иванович 1936 çулта çуралнă. 90 çул тултарать пулин те тăн-тăн çӳрет. Тĕнчери хыпарсемпе паллашсах тăрать Хуняма вилни чылай пулать. Хуняçа пирĕнпе ялта пурăнать. Çапла иртнĕ çул ват çын çуралнă кунĕ тĕлне çывăх ачисем, мăнукĕсем аслашшĕне сюрприз тăвас терĕç. Хăйне систермесĕрех унăн пӳлĕмне пысăк телевизор туянса çакса хучĕç. Каçхине пурте телевизор умне пухăнтăмăр. Çав кун маларах килейменнисем пĕрин хыççăн тепри телевизор экранĕ\çине тухса ашшĕне саламлама тытăнсан хуняçа куççульленмесĕр чăтаймарĕ. «Во, параççĕ!» — тесе ларчĕ. Пирĕн аслă ывăл Роман 2022 çултан пуçласа ятарлă çар операцийĕнче. Унта ăна мобилизаци пуçлансан илсе кайнăччĕ. Пирĕн хамăн енчи тăвансем пурте купăс калаççĕ. Роман та 4 çултах вĕренчĕ çакна. СВОна кайнă чухне юлташĕсем урлă унăн купăсне парса ятăмăр. Анчах вăл нӳрĕ блиндажсенче выртса юрăхсăра тухни çинчен ывăл хурланса каласа панăччĕ. Роман черетлĕ отпуска килнĕ çĕре ун валли тăвансем пĕрле пуçтарăнса купăс туянса хурас терĕмĕр. Роман отпуска килсен ăна купăс çинчен тупмалли юмах патăмăр. «Тупсăмне пĕлсен сан валли пулать», — терĕмĕр. Эпир купăс музыка инструментне тыттарсан унăн тĕлĕнни виçесĕр пулчĕ, тӳрех купăса тăсса ячĕ».
Светлана КУЛАКОВА, Патăрьел тăрăхĕ:
«Шкулта ĕçленĕрен манăн пурнăçра кĕтменлĕх нумай пулнă. Иртнĕ çул 11-мĕш класс ачисене кăларса янă хыççăн мана 5-мĕш класа тытса пыма каларĕç. Класра тутар ачисемпе пĕрлех чăвашсем те вĕренеççĕ. Ача ачах ĕнтĕ, лайăххи те пулать, начарри те. Хамăн çуралнă кун çитсе пырать. «Ку çамрăксем пĕлсех те пĕтереймеççĕ пулĕ-ха», — тесе учительсен пӳлĕмĕнче ларатăп. Сасартăк алăк уçăлса кайрĕ те икĕ хĕрача пуçĕ курăнчĕ. Çӳçĕ-пуçĕ тăрмаланчăк, куçĕсем тем пысăкăш пулса кайнă: «Светлана Пантелеймоновна, атьăр-ха хăвăртрах класа, Аделя йывăр, вăл урайне тӳнсе кайрĕ», — теççĕ çакскерсем. Учитель пӳлĕмĕнчи пур вĕрентекен те сиксе тăчĕç те пурте класа чупрăмăр. Пĕр коридор чупатпăр вĕт. Класа кĕрсе тăтăмăр та, чăнах та, ача сĕтел патĕнче урайĕнче выртать. Эх, чупса пытăмăр çакăн патне, пурте ун умĕнче чĕркуçленсе лартăмăр, ачана тăна кĕртесшĕн вĕт. Вăл куçне уçрĕ те, пурте: «Светлана Пантелеймоновна, çуралнă кун ячĕпе саламлатпăр!» — тесе кăшкăрса ячĕç те тем пысăкăш чечек çыххи тыттарчĕç. Те йĕрсе ямалла, те савăнмалла кун пек чухне».
Гварди майорĕ Димитрий ОСИПОВ:
2013 çултанпа Сывлăш-десант офицерĕ. Çар çыннин ăçта йывăр, çавăнта пулмалла. Мĕн хушаççĕ – çавна тумалла. Сирире ятарлă çар операци пуçлансан та вĕсен ушкăнне чи малтан унта илсе кайнă. 2017, 2019 çулсенче пулнă вăл унта. Украинăри ятарлă çар операцинче те пĕрремĕш кунранпах. Анчах вăрçă çухатусăр та аманмасăр пулма пултараймасть. 2024 çулхине ăна пĕр пункта фашистсенчен /гварди майор çаплах калать/ тасатнă чухне вăйлă контузи пулнă. Чылай вăхăт госпитальте сипленнĕ хыççăн халĕ хăйне аванах туять. Хăйĕн пурнăçĕнче амăшне сюрприз тума епле йывăр пулни çинчен вăл акă епле каласа парать: «Манăн аннен 50 çул тултарнине паллă тума пĕтĕм тăван пуçтарăннине пĕлсе тăратăп. Анчах хам çав вăхăтра çар операцийĕнче. Телефон шăнкăравĕ те пулин парне пултăр тесе миçе çухрăм утрăм-ши? Ниçта та çыхăну тытмасть. Юлашкинчен аннепе калаçма тесе Украина çыннипе пĕр блок сигаретпа телефон симкине улăштартăм. Калаçрăм вара, саламларăм. Маншăн чи савăнăçлă самант çавă пулчĕ», — тет вăл. «Чăнах, хамăн çуралнă кун иртен пуçласа каçчен алăран телефона ямарăм. «Дима ниепле те шăнкăравласа саламламасăр юлма пултараймасть», — тетĕп. Ывăлăн мăшăрĕ те: «Анне, Дима шăнкăравлатех ĕнтĕ, кĕт», — тет. Алăран телефон ямасăр кĕтрĕм çав. Кăнтăрла иртсен çеç телефонпа палламан ют номер килчĕ, тӳрех: «Ывăлăм», — тесе шухăшларăм. Çакă шăнкăрав пурнăçăмри чи пысăк парне пулчĕ маншăн, — тет Димăн амăшĕ Надежда Осипова.
Алина НИКОЛАЕВА, Шупашкар тăрăхĕ:
«Пурнăç ырă кĕтменлĕхсемпе пуян пулсан мĕнле аван. Çапах та çав тĕлĕнтермĕшсене кашни тĕрлĕрен тăвать. Пĕрисем ыттисен ĕçĕпе киленсе лараççĕ, теприсем вара хăйсем çав кĕтменлĕхсене йĕркелеме юратаççĕ. Виççĕмĕшсем те пур. Вĕсем кăмăлсăрланаççĕ, кĕвĕçеççĕ. Эпĕ кĕтменлĕхсене юрататăп, анчах — ыррисене çеç. Вунă çул каялла Çĕнĕ çула кĕтсе илме хатĕрленетпĕр. Ачасем, пирĕн икĕ ывăл, ӳссе çитĕнсе хулара пурăнаççĕ. Çĕнĕ çула килесси иккĕленӳллĕ. «Вĕсем çамрăксемпе ирттерме кăмăллаççĕ», — тесе шухăшлатпăр ашшĕпе. Çавăнпа уява мăшăрпа çеç кĕтсе илме хатĕрленетпĕр. Анчах та ывăлсем пирĕн нихçан та Çĕнĕ çулхи çемье уявĕнчен юлман. Çавăнпа чунра уява çитеççех текен туйăм та хуçаланчĕ. Çемье кĕрекене пуçтарăнсан кам савăнмĕ? Çапла Çĕнĕ çула кĕтетпĕр. Пурте хатĕр, ывăлсем çук та çук. Мăшăрпа иксĕмĕр кĕрекене лартăмăр кăна — шăнкăрав янраса кайрĕ. Ачасем çитрĕç пулĕ тесе алăка уçса ятăм çеç — Хĕл мучипе Юр пике кĕрсе тăчĕç. Ытларах Юр пике Çĕнĕ çулпа саламларĕ, Хĕл Мучи парнесем пачĕ. Парнисем миххи тулли! Елка тавра карталансах ташларăмăр, юрларăмăр. Хĕл Мучипе Юр пикене уяв сĕтелĕ хушшине мĕнле чĕнмĕн? Çавăн чухне çеç Хĕл Мучийĕ хамăрăн ывăл пулнине палласа илтĕмĕр. Сĕтел хушшинче вăл пире Юр пикепе паллаштарчĕ. Ку пирĕн пулас кин иккен, пире ашшĕпе иксĕмĕре паллаштарма илсе килнĕ. Çамрăксене пил те патăмăр. Çав çулхине пĕрлешрĕç. Паян икĕ мăнук пире савăнтарать». <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА хатĕрленĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...