Комментари хушас

22 Юпа, 2014

Çут çанталăк синкерне çĕнтерсе

Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнчи çанталăк халăха самаях шар кăтартрĕ. Республикăн çурçĕр районĕсенче пăрлă çумăрпа йĕпе юр çунăран çул-йĕре, йывăçсене, электролиние пăрлантарчĕ. Çавна май йывăçсем хуçăлса анчĕç, çутă юписем тÿнчĕç, пралуксем татăлчĕç.

Инкекĕн ури саккăр

Республика тата муниципалитет йĕркеленĕвĕсенчи влаç тытăмĕсенче, Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ, «Чăвашэнерго», ЧР Строительство, архитектура тата çурт-йĕр министерствинче оперативлă штабсем йĕркеленĕ. Юсавăн 51 бригади ?300 яхăн çын тата 68 техника% ĕçе тытăннă. Инкек пулнă вырăнсене республика тулашĕнчи çăлавçăсем те çитнĕ. Сăмахран, Ульяновск, Саратов, Оренбург, Пенза,Чул хула, Киров, Владимир облаçĕсемпе Пермь крайĕнчен тата Мордва Республикинчен килнĕ бригадăсем пулăшу кÿреççĕ. Вĕсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтернĕ, пурне те вĕри апат çитереççĕ.

Аварие пĕтерме малтанхи кунах 79 бригада ?385 çын% тата 98 техника хутшăннă.

Тĕп хулара тата чылай ялта электропередача линийĕсем татăлнăран халăх çутăсăр юлнă. Çут çанталăк ытларах Элĕк, Вăрнар, Куславкка, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Çĕмĕрле тата Етĕрне районĕсене шар кăтартнă. Çĕр пине яхăн çын çутăсăр юлнă. Республикăн кăнтăр районĕсенче вара çут çанталăк синкерĕ палăрман.

Çак кун çул-йĕр çинче 107 авари пулнине палăртаççĕ. ЧР Шалти ĕçсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх - çанталăк улшăнни çул çинчи лару-тăрăва япăхлатнă. Аварире çын вилнĕ тĕслĕх те пур, улттăн аманнă. Унсăр пуçне йывăçсем тÿннĕ май Шупашкарта 22 автомобиль сиенленнĕ. Республикăра çакнашкал тепĕр виçĕ тĕслĕх пулнă. Сăмах май, юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче тĕп хулара çул-йĕр инспекторĕсем «Ÿсĕр водитель» рейд ирттернĕ. Виçĕ водитель çанталăка пăхмасăрах руль умне ÿсĕр ларнине палăртнă вĕсем. Ÿсĕр çыншăн тинĕс те чĕр куççи таран тени тĕрĕсех иккен. Юпа уйăхĕн 17-19-мĕшĕсенче вара çул çинче 211 авари пулнă. Вĕсенче 17 çын аманнă, 2 çын вилнĕ.

Ачасем каникулта

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комиссин тата оперативлă штабăн пĕрлехи ларăвĕнче юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче район пуçлăхĕсем 53 шкулпа 23 ача садикĕ çутăсăр тата ăшăсăр юлнине пĕлтернĕ. «Юрать-ха, синкерлĕ çанталăкăн малтанхи кунĕсем канмалли кунсемпе пĕр килчĕç, ачасем шăнмарĕç - тенĕ Михаил Васильевич. Хăй çавăнтах ЧР Вĕренÿ министерствине шкулсенче кĕрхи каникул вăхăтне куçарма ыйтнă.

Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа республикăри 3500 ытла ачашăн каникул пуçланнă. 15 ача садне çÿрекен 700-е яхăн шăпăрлан хальлĕхе ашшĕ-амăшĕпе килте ларать. Ытларах Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар тата Етĕрне районĕсенчи шкулсемпе ача сачĕсем çутăсăр тата ăшăсăр юлнă. ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов çивĕч ыйтусене çывăх вăхăтрах татса пама палăртнă.

Кану кунĕсĕр

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе планерка ирттернĕ. Видеоконференци мелĕпе йĕркеленĕ канашлăва муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă.

Тĕп ыйту - çанталăка пула шар курнă ял-хулана электричествăпа çĕнĕрен тивĕçтерме пуçласси.

ЧР строительство министрĕ Олег Марков палăртнă тăрăх - чрезвычайлă лару-тăрăва сирме пĕтĕм вăя пухнă: «Атăл çинчи МРСК» АУОн 121 юсав бригади тата 137 техника талăкĕпех ĕçлеççĕ. Çавăн пекех строительство организацийĕсемпе коммуналлă предприятисен техникине те явăçтарнă. Территорисенче выртакан йывăç-турата тасатма халăх та хутшăнать. Сăмахран, кану кунĕсенче Шупашкар районĕсенче 500 ытла çын ĕçленĕ.

Ял-хулана электричествăпа тивĕçтерекен объектсене юсассипе çыхăннă ĕçсене чрезвычайлă лару-тăру режимĕнче пурнăçлаççĕ. Пĕр талăкра 34 пин çынна электроэнергипе тивĕçтерессине çĕнĕрен йĕркеленĕ.

Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ сиенленнĕ объектсене хăй тĕрĕсленĕ. Вăл Шупашкарти Пржевальский урамĕнче пулнă, территорие йывăç-туратран тасатма хутшăннă. Çавăн пекех Михаил Васильевич «Чăвашэнергон» чрезвычайлă лару-тăру сиенне пĕтерес енĕпе палăрнă ĕçченĕсене сехет парнеленĕ.

Тăкак самаях

Экспертсем пан улми, груша йывăçĕсем пăр катрамĕсене хальлĕхе йăтса ларма пултарассине палăртаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсене хĕллехи вăхăтра та çăмăл мар: юр та хÿсе каять. Пăрлă çумăр вĕсен тымарĕсене амантман. Çанталăк ăшăтсан пăр катрамĕсем ирĕлĕç.

ЧР Çут çанталăк министерстви вара маларах палăртнă тăкак шайне кăтартнă: пăрлă çумăр вăрман хуçалăхне 5 млн таран сиенлетнĕ. Ытларах Сĕнтĕрвăрри, Сăнав, Шупашкар тата Етĕрне вăрманлăхĕсенчи йывăçсем шар курнă. Мĕншĕн тесен синкер çанталăк Атăл тăрăхĕнче алхаснă, Çĕрпÿрен иртеймен. Пĕтĕмĕшле тăкак - 4,83 млн тенкĕ. 4600 кубла метр йывăç сиенленнĕ. Хальхи вăхăтра вăрманçăсем ÿкнĕ, хуçăлнă йывăçсене ятарлă техникăпа пуçтараççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.