Комментари хушас

19 Çĕртме, 2025

Чăваш хĕрарăмĕ 21 (1401) № 19.06.2025

Çынсене те сиплет, парашютпа та сикет

«Мана тӳпе яланах илĕртнĕ», — терĕ кăмăллăн парашютпа 27 хут сикнĕ Татьяна Смирнова. Хăюллăскерпе хăйне евĕр чун киленĕçĕ, юратнă ĕç тавра калаçрăмăр.

Урокран кайса

«11-мĕш класра вĕреннĕ чухне пĕр хĕвеллĕ кун хĕр тусăм аэродрома кайса пăхма сĕнчĕ. Хăй ун çывăхĕнчех пурăнатчĕ. Унта парашютпа сикме май пурри пирки каларĕ. «Каймастăп, хăратăп», — турткалашрăм эпĕ. Пĕрех ӳкĕте кĕртрĕ. Малтан теорие, парашют пуçтарма вĕрентрĕç. Пĕрремĕш хут хĕлле сикрĕм. Çурăм хыçне парашют çакса самолетран сывлăша тухсан шикленме те пĕлмерĕм. 1200 метр çӳллĕшĕнче хуçаланакан шăплăхпа тата илемпе килентĕм. Аялта йăлтах мозаика евĕр курăнатчĕ. Вăрман та пĕчĕк тĕм евĕр çеç. Парашютпа сикме питĕ килĕшрĕ. Çапла майпа ДОСААФа вĕренме çӳреме пуçларăмăр. Шкулпа сыв пуллашмалли вăхăт çывхаратчĕ те пăшăрханаттăм: малашне парашютпа сикме кампа çӳрĕп-ши? — сӳтрĕ сăмах çăмхине Татьяна Владимировна. — Пирĕн хими урокĕсем темшĕн яланах ДОСААФри занятисемпе пĕр килетчĕç, çавна май урокран кайма тиветчĕ. Вĕрентекен кăмăлсăрланатчĕ. Шкулпа сыв пуллашмалли каçхине кăна вăл тĕрĕссине пĕлчĕ. «Эсир мĕншĕн каламан вара мана спортпа туслă пулнине, эпĕ сире тренировкăсене кайма ирĕк парăттăм», — терĕ. Сăмах май, çав каçхине те, уяв пулмалли чухне ĕнтĕ, эпир тусăмпа никама каламасăр аэродрома вĕçтертĕмĕр. Занятие сиктерес темерĕмĕр. Каçхи улттăра шкулта уяв пуçланмалла, тăватă сехет çитнĕ — эпир çаплипех уйра ларатпăр-ха. Кайран шкула таврăнсан пире ятларĕç», — йăл кулса аса илчĕ хĕрарăм. Шкул саккинчен уйрăлсан, чăнах та, хĕрĕн парашют спортне пăрахма тивнĕ. Анчах вăхăтлăха çеç. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче рентгенолог профессине алла илнĕ. «Мĕншĕн çак специальноçа суйларăн?» — кăсăкланнă унран интернатурăра вĕренме пуçласан. «Эпĕ çынсем курманнине асăрхама пултаратăп», — хуравланă хастар пике. Тĕрĕссипе, ку профессие чун туртнипе суйланă. Вĕреннĕ вăхăтрах ĕçленĕ те вăл: малтан — стоматологи, унтан хирурги уйрăмĕсенче медсестра тивĕçĕсене пурнăçланă. Интернатурăпа сыв пуллашсан пĕр уйăх каннă хыççăн Татьяна тăван районти Çĕрпӳри больницăна вырнаçнă. Вăл çак тăрăхри Чурачăк ялĕнче кун çути курнă. Çамрăк специалиста туслă коллектив хапăл тусах йышăннă, пулăшса пынă. Çавăнпа ĕçе кĕрсе каяс енĕпе те йывăрлăхсем тухман. Çулталăкран пултаруллă пикене чир-чĕрĕн пайăрка диагностикин уйрăмĕн ертӳçин должноçне шаннă. Унтанпа 21 çул иртнĕ. Çитĕнӳсем те çук мар. Пĕлтĕр Татьяна Владимировнăна Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп хучĕпе чысланă. «Пирĕн больницăра çывăхра пурăнакансем кăна сипленмеççĕ. Вăл çул хĕрринче вырнаçнă май аварие лекнисене те илсе килеççĕ, инçе çула çӳрекен водительсен хăйсене япăх туйсан пулăшу ыйтаççĕ. Кунсăр пуçне Вăрмар, Красноармейски, Куславкка округĕн çыннисем сипленме çӳреççĕ. Пациент чылай. Манăн тивĕç — рентген снимокне тишкерсе пациента сиплекен тухтăр патне ярасси. Юлашки вăхăтра, медицинăра çĕнĕ технологисемпе усă курнă май, пациентсемпе куçа-куçăн тĕл пулмастăп темелле, халĕ рентген снимокĕсем — цифра формачĕпе», — каласа кăтартрĕ тухтăр. Тӳпене – мăшăрĕпе пĕрле Кулленхи пурнăçра Татьяна Владимировна тухтăр кăна мар, икĕ ача амăшĕ, юратнă мăшăр та. Хĕрĕпе ывăлĕ шкул сукмакне такăрлатаççĕ. Çемье Çĕрпӳре кун кунлать. «Шăпа темелле-ши ĕнтĕ çакна – упăшкапа манăн пĕр пеклĕх чылай. Çуралнă кунăмăрсене те пĕр кун сиктерсе паллă тăватпăр, аттесен ячĕсем те пĕрешкел. Тата… иксĕмĕре те тӳпе илĕртет. Сергей Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне хăй вăхăтĕнче Сывлăш-десант çарĕсенче пурнăçланă. Эпир 2007 çулта паллашрăмăр, çав çулхинех çемье чăмăртарăмăр», — тăсрĕ сăмахне кил ăшшин управçи. Унăн пурнăçĕ хăй еккипе йĕркеленсе пынă. Ĕç, çемье, кулленхи ыйтусем… Парашютпа сикнĕренпе чылай вăхăт иртнĕ. Çапах тӳпе пирки сĕмленме пăрахман Татьяна Владимировна. 25 çул иртсен вăл черетлĕ хут тӳпене парăнтарнă. «Пĕррехинче упăшкана юлташĕ парашютпа сикме чĕннĕ. Вăл унта кайса килнине пĕлсен мана та пĕрле илме ӳкĕтлерĕм. Канăçа çухатрăм. Çапла вара мăшăрпа иксĕмĕр аэродрома çӳреме пуçларăмăр», — хавхаланса калаçрĕ парашютистка. Сергей Владимирович арăмĕ унччен парашютпа сикнине пĕлнĕ пулсан та хăюлăхĕнчен тĕлĕннĕ. Сăмах май, Смирновсем — федерацин парашют спорчĕн членĕсем. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   ♦


Чăваш тухтăрĕсене Пĕрремĕш каналта чысланă

Шупашкар медикĕсем Раççей шайĕнчи «Хакласа йышăнни» преми лауреачĕсем пулса тăнă.

Республикăн клиника онкологи диспансерĕн врачĕсен ушкăнĕ /хирургсем, онкологсем тата радиологсем/ Пĕрремĕш каналăн ятарлă «Медицинăри пуçарулăхшăн» номинацийĕнче çĕнтернĕ. Вĕсен йышĕнче – асăннă диспансерта вăй хуракан Светлана Орлова та. Пултаруллă специалистсем ятарлă статуэткăна — этемĕн хрусталь евĕр черчен пурнăçне тытса тăракан тухтăрăн ылтăн алли евĕрлĕскере – тивĕçнĕ. 2022 çулхи нарăсăн 13-мĕшĕнче Светлана Александровна патне Шупашкарта пурăнакан 33 çулти Артем Румянцев килнĕ. Хырăм ыратнăран больницăна лекнĕскерĕн УЗИ тунă хыççăн хăрушă диагноз палăрнă — пĕвер ракĕ. Операци тума юраман. Светлана Александровна хими тума йышăннă. Анчах ку пулăшман, шыçă ӳснĕ. Кун пек чухне «медицина вăйсăр» теме пулатчĕ. Светлана Орлова пĕрех парăнман, вăл пациента Обнинск хулинчи А.Ф.Цыба ячĕллĕ медицина радиологийĕн центрне янă. Унта амакран хăтăлма май паракан эмелпе усă курнă. Шыçă çухалнă. Артем киле таврăннă. Чир хыçа юлнăн туйăннă. Анчах вăхăтлăха çеç. Рак тепĕр хут вăй илсен Светлана Александровна пациента Санкт-Петербургри Гранов ячĕллĕ хирурги технологийĕсемпе радиологи Раççей наука центрне кайма сĕннĕ. Унта Артем валли шыçăран хăтăлма май паракан ятарлă эмел шухăшласа кăлармашкăн хăйне евĕр тĕрĕслев ирттернĕ. Арçын каллех Шупашкара таврăннă. 11 химиотерапийĕ курсĕ витĕр тухнă вăл. Шыçă пĕрре чакнă, тепре ӳснĕ. Артем икĕ çул кĕрешнĕ каварлă чирпе. 2023 çулхи раштав уйăхĕнче хăйне япăхрах туйнă вăл. Метастазăсем сарăлма пуçланă-мĕн. Артемăн пурăнас шанăçĕ кунсерен чакнă. Анчах Светлана Александровна пĕрех пациента вилĕм аллине паман, вăл Хусанти трансплантологпа çыхăннă… Шупашкартан Хусана машинăпа 2 сехетре çитме пулать. Артем 39 таран хăпарнă ӳт температурине пăхмасăр руль умне ларнă та ашшĕ-амăшĕпе çула тухнă. Больницăна кĕрсе тăнă самантра вăл тăнне çухатас патнех çитнĕ. Операци 8 сехет пынă. Кунашкал тĕслĕх – онкологипе чирлĕ çынна çĕнĕ пĕвер лартни – Раççейре унччен пулман. Операци хыççăн Артемăн каллех химиотерапи курсĕ витĕр тухма тивнĕ — метастазăсенчен хăтăлмашкăн. Телее, терапи ăнăçлă иртнĕ. Нумаях пулмасть Артем медтĕрĕслев витĕр тухнă – йăлтах йĕркеллĕ. Светлана Александровнăн çирĕплĕхĕпе парăнманлăхĕ, тухтăрсен ăсталăхĕ çамрăк çыннăн пурнăçне çăлса хăварнă. Халĕ вăл мăшăрĕпе хĕр пĕрчине çитĕнтерет. Светлана Орлова Артема паянхи кун та сăнаса тăрать. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   


Вун пиллĕкрех — фронта

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне Михаил Яковлев 13-ре пулнă. 1943 çулта ăна та повестка тыттарнă. 15-ри каччă ялти яш-кĕрĕмпе пĕрле фронта тухса кайнă.

Халăх судне чĕннĕ

Уплерте тĕпленнĕ Яковлевсен 6 ача ӳснĕ. Аслисем — ывăлсем. Роман вăрçă пуçланичченех çар ретне тăнă. Иккĕмĕш ывăлĕ пĕве кĕриччен чирлесе вилнĕ. Çакăн пирки çар комиссариатĕнче пĕлмен. 1943 çулта Яковлевсен килне повестка çитнĕ. 15-ри Михаилăн тăванĕсемпе сыв пуллашма тивнĕ. Ăна ăсатакан хĕрарăмсем çамрăк салтака хĕрхенсе куççуле чарайман. «Ялтан тăваттăн тухса кайрăмăр. Юлташăмсем манран аслăрахчĕ. Удмурт Республикинче çар ăсталăхне вĕрентĕмĕр. Çур çултан пире Ижевска ячĕç. Унтан 2 пин салтака фронта ăсатрĕç, — аса илчĕ иртнине ветеран. Михаил Яковлевич вăрçă хирне çитнĕ. — Стройпа тăратрĕç. Генералпа офицерсем салтаксене сăнарĕç. Ман тĕле çитсен: «Армеец юлташ, стройран тухăр. Темшĕн эсир ыттисенчен çамрăкрах курăнатăр», — терĕ генерал. Эпĕ, чăн та, ыттисенчен 3 çул кĕçĕнрехскер, лутра та имшерккеччĕ. «Çапăçу пуçлансанах пĕрремĕш пуля ăна лекĕ. Штаба кайтăр», — терĕ генерал. Юлташсем фронта кайрĕç. Эпĕ чаçре юлтăм». Михаил Яковлевич унта 3 уйăх пурăннă, аслисен хушăвĕсене пурнăçланă. Ветеран пурнăçĕнчи чи хăрушă самантсене куç умне кăларчĕ. Калуга облаçĕнчи Десна юхан шывĕ хĕрринчи чаçе нимĕç самолечĕсем асăрханă. Бомбăсем ӳксе çĕре чĕтрентерсе çурăлнă. Çамрăк салтак вăрмана кĕме шикленнĕ — тӳперен снарядсем тăкăннă. «Фашист ан асăрхатăр тесе шăрпăк та чĕртместĕмĕр. Сивĕре шăнса кӳтеттĕм. Вăрманти штабра 12-ĕн пурăнтăмăр. Мĕн хушаççĕ — çавна тăваттăм. Салтак тумĕсене мунчара типĕтеттĕмĕр. Çи-пуç çинчи пыйтă вĕрипе вилетчĕ. Пĕрмай мунча хутаттăм та лаша пăхаттăм», — терĕ ветеран. Штабра салтак шăпине татса парасшăн пулнă. Ялтан çыру çитнĕ. Унта хĕрарăмсем Михаил Яковлев 15-ре пулнине çирĕплетнĕ, алă пуснă. Командирсем çырăва тишкернĕ, чăваш каччине 2 эрнелĕхе киле янă. Михаил Яковлев чиркӳсене çул тытнă. Ят хунă чухне ача миçемĕш çулта çуралнине палăртаççĕ. Анчах салтак хăй пирки пĕр хыпар та тупайман. 1944 çулта Халăх сучĕ пулнă. Унта Михаил Яковлев 1928 çулта çуралнă тесе йышăннă. «Тылра ĕçлерĕм. Уплерти кирпĕч заводĕнче тар тăкрăм. Манăн çемье питĕ чухăнччĕ. Хамăрăн кĕтес те пулман, ют çын патĕнче кун кунлаттăмăр. Анне, йывăр чирлĕскер, чăхчĕп ферминче тăрăшрĕ. Çывăх çыннăм пурнăçран уйрăлсан лару-тăру тата йывăрланчĕ. Килте апат-çимĕç çукчĕ. Йăмăкăмсемпе шăллăма тăрантармаллаччĕ, тумлантармаллаччĕ. Юрать, заводра ĕçленĕшĕн çăнăх паратчĕç», — аса илчĕ вăл йывăр пурнăçне. Пушар 18 тултарсан Михаил Яковлева каллех çар комиссариатне чĕннĕ. Каччă салтак атти тăхăннă. «Вăрçă вăхăтĕнче штабран уйăрмарĕç. 1950 çулта Германие çитрĕмех. Унта службăра тăтăм», — терĕ вăл. Хĕсметрен таврăнсан Михаил Яковлевич авланнă. Хăйĕн пекех нушаллă ӳснĕ хĕре качча илнĕ вăл. Антонина Димитриевнăн ашшĕне кулак тесе айăпланă, килтен илсе тухса кайнă. Амăшĕн те ĕмĕрĕ кĕске пулнă — аппăшĕпе йăмăкĕ иккĕн тăрса юлнă. Хĕрсем укçа пулманранах шкулта та вĕренеймен. Антонина Димитриевна мĕн пĕчĕкрен лаша кӳлсе çӳренĕ. 7-мĕш класс хыççăн хуçалăх тытса тăнă. Çамрăк мăшăр хăйĕн вăйне çеç шаннă: çурт çĕкленĕ. Çут тĕнчене умлăнхыçлăн 2 ывăл килнĕ. Шел те, пĕрин пурнăçĕ синкерлĕ вĕçленнĕ. «Çав кун вăрманта ĕçлерĕм. Апат çимешкĕн вырнаçса лартăмăр. Пуснаркассинчен велосипедистсем тухрĕç, пирĕн яла васкарĕç. «Спортсменсене» сăнаса апатлантăм. Унччен те пулмарĕ Иван Портнов велосипедпа çитрĕ те: «Миша, атя киле», — терĕ. Апат хыççăн ĕç пăрахас теменччĕ те хирĕçлерĕм. Иван хистесех илсе кайрĕ. Çул çинче ялта инкек пулнине, кӳршĕре тухнă пушарта икĕ хуçалăх тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кĕлленнине, аслă ывăлăм Петя çăлăнайманнине пĕлтерчĕ. Яла васкаса çитрĕм. Пирĕн кил пулнă вырăнта халăх пухăннăччĕ. Çулăм пĕтĕмпех тĕп тунă», — пĕлтерчĕ Михаил Яковлев. Кил хуçи арăмĕ тĕлĕнмелле майпа кăна çăлăнса юлнă ун чухне. Антонина Димитриевна кĕçĕн ывăлне чӳречерен ывăтнă, унтан хăй тухнă та тăрă йăтăнса аннă. Яковлевсен çĕнĕ çурт çĕклеме тивнĕ. Вăрман каснă вăхăтра апат туянмашкăн та укçа-тенкĕ пулман. Арçын çăкăр татăкĕ çине сахăр сапнă та лупашкари шыва ĕçнĕ. Арăмĕпе пĕрле пӳрт çĕкленĕ. Мăшăр 5 ачана ура çине тăратнă. Кашнин валли çурт тунă. Михаил Яковлевич пурнăç тăршшĕпех платникре ĕçленĕ. Ялта вăл туман çурт пулман. Арăмĕ Антонина Димитриевна та арçынсемпе танах ĕçленĕ. Вăл каменщик тата штукатурщик пулнă. Ачисене мĕн пĕчĕкрен хăйпе пĕрле ĕçе хăнăхтарнă. Пĕчĕкскерсем кирпĕч йăтнă, раствор çăрнă. Кил хуçи арăмĕ фермăра та ĕçленĕ, колхоз уй-хирĕнче те вăй хунă. Хĕрарăм уйăх çутипе пахчара çĕр улми кăларнă, хĕвел тухиччен фермăна васканă. «Пиччен — Роман Яковлевичăн — медаль нумайччĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн вăл Инçет Хĕвел тухăçне çул тытрĕ. Шута юратаканскерччĕ, ăçта çапăçнине, миçе салтак килнине, вилнине — пĕтĕмпех тетрадьре палăртатчĕ. Роман Яковлевич Камчаткăра ӳснĕ хĕре качча илчĕ. Ватăлсан арăмĕпе пĕрле тăван тăрăха таврăнчĕ. Ветеран чĕри 2011 çулта тапма чарăнчĕ. Халĕ унăн пурнăçĕпе, вăрçăри паттăрлăхĕпе Мускавра пурăнакан мăнукăм кăсăкланать», — пĕлтерчĕ Михаил Яковлевич. <...>

Наталия ИВАНОВА.

♦   ♦   


Çухалнă çынсене, «шурă вилĕме»... шыраççĕ йытăсем

«Пĕррехинче Юта ятлă служба йыттипе çĕклесе пĕтермен çурт таврашне тĕрĕслеме кайрăмăр. Мана тивĕçтернĕ информаци тăрăх, унта виле пытарма пултарнă. Преступлени çынна вĕлернипе çыхăннăччĕ. Ашшĕ наркотикпа иртĕхнĕ, ăна туянмашкăн килти япалисене сутнă ывăлĕн пурнăçне тĕп тунă. Черетлĕ хут харкашса кайнă та… Вилене чылай вăхăт тупайман. Акă манăн йытă пĕр тĕлте малти урисемпе çĕре пикенсех чавма тапратрĕ. Эпир те, йĕрке хуралçисем, алла кĕреçе тытрăмăр. Унччен те пулмарĕ, кĕреçе темскере лексе сас пачĕ. Керамика савăта çапăннă пек. Анчах ку савăт мар, этем пуçĕ пулнă. Михĕ чавса кăлартăмăр, унта вара çын шăмми-шакки… Тупрăмăр виле юлашкийĕсене», — пуçарчĕ калаçăва РФ Шалти ĕçсен министерствин Чăваш Енри управленийĕнчи кинологи службин центрĕн аслă инструкторĕ Мария Зверева. Кунашкал лару-тăрура чылай çын хăйне аван мар туйĕччĕ пуль, анчах ку — кинологсем пирки мар. Вĕсемшĕн чи пĕлтерĕшли – шыракан япалана е этеме тупасси. Ун пек чухне кăмăл-туйăма пăхса тăмастăн, вăл иккĕмĕш вырăна куçать.

Ачалăхри ĕмĕт

Мария Валерьевна йытăпа пĕрле чылай преступление уçма, вун-вун преступника тытса чарма пулăшнă. Ачаранах чĕр чунсене юратнăскер йытă усрама ĕмĕтленнĕ. Анчах пĕр пӳлĕмлĕ хваттерте икĕ пĕртăванĕпе, ашшĕ-амăшĕпе пурăннă май çакна тума май килмен. Çапах хĕрача тăватă ураллă тус тупас пирки ĕмĕтленме пăрахман, чĕр чунсем пирки чылай кĕнеке шĕкĕлченĕ, вĕсен тыткаларăшне сăнанă. Шкулпа сыв пуллашсан Мария Хусанти химипе технологи университетне вĕренме кĕрсе апат-çимĕç промышленноçĕн инженертехнологĕн профессине ăса хывнă. Пĕррехинче студентсен профилакторине çӳрекен хĕр тусĕ ăна унта кинологсем йытăсемпе дрессировка ирттерни пирки каласа кăтартнă, кайса курма сĕннĕ. Çапла майпа Мария РФ ШĔМĕн Тутар Республикинчи управленийĕн кинологи службин зона центрĕнче вĕренекен кинологсемпе паллашнă. Мария кунсеренех йытăсем пурăнакан читлĕх патне килнĕ те вĕсене вĕрентнине тимлĕ сăнанă. Хĕре хуралçă асăрханă. Вăл мĕншĕн кунсеренех кунта килнипе кăсăкланнă. Мария тунман, çак ĕç чунне çывăххи пирки каласа кăтартнă. «Апла тăк, пуçлăх патне кайса йытă ыйтса пăх», — шӳтленĕ лешĕ. Хĕр çакна чăн сĕнӳ пек ăнланса пуçлăх патне уттарнă. Мĕн тетĕр? Ăна йытă шанса панă! Çак самантра Марийăн ачалăхри ĕмĕчĕ пурнăçланнă та ĕнтĕ. «Малтан эпĕ кинологсен пулăшуçи пек, волонтер пек ĕçлерĕм. Кайран – вожатăй пек. Тăватă ураллă «йĕрке хуралçисемпе» уçăлса çӳреттĕм, апатлантараттăм, вольерĕсене тасататтăм. Çав вăхăтрах вĕренӳ пирки те манман, ирхине – университета, занятисем хыççăн кинологи центрне васкаттăм. Сăмах май, аслă шкултан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрăм, — тăсрĕ сăмахне малалла 20 çул ытла кинологра тăрăшаканскер. – Хама шанса панă йытта виле, кĕлетке юлашкийĕсене тупмашкăн хатĕрлемеллеччĕ. Чылай кинолог ку енĕпе ĕçлесшĕн мар, мĕншĕн тесен йытта вĕрентнĕ чухне тĕрлĕ ырă мар шăршăллă япаласемпе ĕçлеме тивет. Анчах мана ку хăратмарĕ, дрессировкăна пысăк хавхаланупа, кăсăкланупа пуçăнтăм». Йытăсем те «пенсие» тухаççĕ Кинологи центрне çӳренĕ май специалистсем йытăсемпе мĕнле ĕçленине сăнаса вĕреннĕ пикешĕн йывăрлăх тухман. Пĕлменнине ыйтнă, интересленнĕ, хурав тупнă. Опытлă ĕçтешĕсем те пулăшса пынă. Кинолог профессин вăрттăнлăхĕсене теорире мар, практикăра ăса хывнă Мария. «Вăхăт иртсен пĕр ĕçтеш акăлчан кокер спаниелĕ ăратĕнчи йытă çурине парнелерĕ. Еплерех хаклă парне пулчĕ ку! Чикĕсĕр савăнтăм. Пĕчĕк тусăмпа уйрăлмастăм темелле, вăл манпа юнашарах пĕр кравать çинче çĕр каçатчĕ. Çурана Юта ят патăм. Вăл виçĕ ятăн пĕрремĕш сас паллийĕсенчен тăрать – Юрий, Тедди тата Арма. Юрий – çурана парнеленĕ ĕçтеш, Тедди – анчăкăн ашшĕ, Арма вара амăшĕ. Çапла майпа манăн çĕнĕ тусăм валли хăйне евĕр илемлĕ ят çуралчĕ. Юттăна наркотик шырас енĕпе хатĕрлерĕм. Тăватă ураллă юлташăм 9 уйăха çитсен Тутарстанри кинологсен хушшинче ирттерекен ăмăртăва хутшăнтăмăр. 1-мĕш вырăна тухаймарăмăр, 5-мĕш те маншăн пысăк савăнăç пулчĕ. Калама çук хытă юрататтăм эпĕ Юттăна. Каярахпа ăна вилесем шырас енĕпе те вĕрентрĕм. Кунашкал, икĕ енĕпе те «ĕçлекен» йытă службăра сахалччĕ. Питĕ лайăх кăтартусемччĕ Юттăн, мĕншĕн тесен вăл пысăках мар, питĕ çаврăнăçуллă, вăйлă тата ăна транспортра илсе çӳреме меллĕччĕ. Юттăпа Пĕтĕм Раççейри тупăшусене те хутшăннă, тĕрлĕ хулана çӳренĕ, наградăсене тивĕçнĕ. Вăл кинологи службин центрĕнче пурăнатчĕ. Служба йыттисем вăтамран 8 çул «ĕçлеççĕ», кайран «тивĕçлĕ канăва» каяççĕ. Ытларах ĕçлекеннисем те пур, паллах, ку йытăран килет. Юта «пенсие» тухсан ăна киле илсе кайрăм. Унран ĕмĕрлĕхех уйрăлма мĕн тери йывăрччĕ… Халĕ килте чĕр чун усрамастпăр, мĕншĕн тесен вăтам хĕрĕмĕрĕн аллерги», — каласа кăтартрĕ Мария Валерьевна. Алла диплом илсен пике Чăваш Ене таврăннă. 2004 çулта ШĔМĕн кинологи службине ĕçе вырнаçнă. Урăх професси пирки шухăшлама та пултарайман вăл. Малтан кĕçĕн инспекторта вăй хунă. Халĕ кинологи службин аслă инспекторĕнче ĕçленĕ май службăри йĕркелӳ саманчĕсене татса парать, аналитикăпа, çамрăк специалистсене йытăсене хатĕрлес енĕпе пулăшать. Çавăн пекех çамрăк ăрупа тĕлпулусем ирттерес, вĕсене кинологи ĕçĕпе паллаштарас тĕлĕшпе тăрăшать. Йăпăлтатаççĕ, ылханаççĕ… «Эпир, йĕрке хуралçисем, пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлетпĕр. Преступление уçăмлатас енĕпе те çаплах. Сăмахран, кинологсем Патшалăх автоинспекцийĕн специалисчĕсене пулăшаççĕ. Пĕррехинче çапла тăватă ураллă ĕçтешпе ПАИ постĕнче кирлĕ машинăна кĕтсе тăтăмăр. Ăна пирĕн тĕрĕслемеллеччĕ — унпа наркотик турттарма пултарнă. Акă кирлĕ транспорта чарчĕç те ăна йытă тимлеме пуçларĕ. Багажникри саппас урапа патĕнче чарăнса малти урипе «чавма» тытăнчĕ. Автомобиль хуçине кавире уçма хушрăмăр. Вăл турткалашрĕ: машина сиенленет имĕш. Ĕçтешсем кавире çĕклерĕс, унта вара – чылай хутаç наркăмăшлă хутăш. Кун пек чухне çынсем тӳрре тухма тăрăшса тем те хăтланаççĕ, тем те шухăшласа кăлараççĕ. Хайхи водитель те тĕрĕссине каламарĕ. «Наркотик мар ку! Яшкана ямалли техĕмлĕх!» — суйрĕ куçран. Анчах йытă сăмсине улталаймăн. Экспертизăна та. Вăл хутаçсенче наркотик хутăшĕ пулнине çирĕплетрĕ, — ĕçри хăш-пĕр самантпа паллаштарчĕ кинолог. — Ушкăнпа пурăнакан чикансене те ку тĕлĕшпе час-часах тĕрĕслетпĕр. Уй, унта, мĕн кăна каласа хăртмаççĕ-ши! Уйрăмах хĕрарăмĕсем усал: малтан йăпăлтатаççĕ, юмăç пăхма сĕнеççĕ, юлашкинчен ылханаççĕ. Арçынĕсем лăпкăрах йышăнаççĕ йытăпа ухтарнине». <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.