Комментари хушас

22 Юпа, 2014

Шупашкар ачисем - Думăра

Шупашкарти 14-мĕш кадет шкулĕн вĕренекенĕсем РФ Патшалăх Думине çитсе курнă. Вĕсене унта Хисеплĕ кадет Алена Аршинова депутат йыхравланă.

Полици класĕнче пĕлÿ илекен 33 хĕр-пе каччă РФ Патшалăх Думин керменĕнче курса çÿренĕ, çĕр-шыв парламенчĕн кун-çулĕпе кăсăкланнă, фракцисен тата халăх "тарçисен" ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Унтан çамрăксем Алена Игоревнăпа курса калаçнă. Тĕл пулура пулас полицейскисем çитĕнекен ăрăва хумхантаракан тĕрлĕ ыйтăва хускатнă, хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ. Депутат шкул ачисене тимлĕ итлесе сĕнÿ-канаш панă. "Паянхи ачасем ăслă та хастар пулнине тепĕр хут курса ĕнентĕм. Вĕсене халех пысăк ĕç шанма пулать. Пурте кадет пек маттур та пултаруллă пулсан çĕр-шыв пуласлăхĕшĕн те хăрамалла мар. Эпĕ çак яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç йышĕнче тăнипе мухтанатăп", - тенĕ депутат.

О.МАСЛОВ.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.