Комментари хушас

22 Юпа, 2014

Жадовкăсене çÿлтен пĕлтернĕ

Барăш районĕнчи Жадовкăри мăнастир стени çине виçĕ турăш сăнарланса тухнă.

Ку тĕлĕнтермĕш 1995 çулхи пуш уйăхĕнче кивĕ мăнастирте пулса иртнĕ. Турăшсене мăнастир таврашĕнче вылякан ачасем асăрханă. Шурă пурăпа сăрланă стенасем çинче халĕччен ун пекки пулман-çке... Пĕчĕкскерсем хăраса ÿкнĕ. Çывăхра пурăнакан Анастасия Чаадаева патне чупнă, мĕн курни çинчен каласа кăтартнă. Хĕрарăм мăнастир патне чупса çитнĕ çĕре унта ялти киномеханик Михаил Виссарионов тата участок милиционерĕ Владимир Пономарев тăнă. Стена çинче Христос турă, Турă Амăшĕн тата Тĕлĕнтермĕшсем тăвакан Николай сăнĕсем уççăнах курăннă. Часах тĕлĕнтермĕше курма таврари ялсенчен çынсем чупса килнĕ. Куçпа курнине ĕненме питĕ йывăр пулнă. Хăшĕсем аптăранипе çамрăксем шÿтлеççĕ пулĕ тенĕ.

Турăш Хусан Таса Турă Амăшĕн ятне 1709 çулта илнĕ. Ăна Карсун уесĕнчи Румянцево ялĕнче пурăнакан Тихон ятлă хресчен тупнă. Вăл вăрах чирлесе выртнă. Утайман. Пĕр каç тĕлĕкре ăна пирĕшти: «Жадовка енне кай. Унта Самородка шывĕ юхса выртать. Çавăнта турăш тупăн. Çăл куçран шыв сыпсан, кĕлеткÿне йĕпетсен чĕрĕлĕн», - тенĕ. Тихон тĕлĕке ĕненмен. Тепĕр каç каллех çав пирĕшти курăннă. Хальхинче вăл Тихона вăрçсах каланă. Утайманскер хăй сисмесĕрех сиксе тăрса Жадовка еннелле çул тытнă. Юхан шыв тăрăх çăл куç патне тухнă. Унта çуталса выртакан турăша асăрханă. Пирĕшти хушнă пек шывне сыпнă, çăвăнса тухнă. Çапла майпа вăл сывалнă.

Çакăн пек тупăннă Хусан Турă Амăшĕн сăнĕ. Ун хыççăн асамлă çак вырăна чирлисем çÿреме пуçланă. Часавай туса лартнă. Чиркÿ çыннисем турăша тĕпчеме Хусана илсе кайнă. Унăн вăй-хăватне туйса илсен ăна хăй вырăннех илсе кайнă. 1714 çултанпа çак таса вырăна Жадовка хирĕ теççĕ.

Мăнастир патне таврăнар. Турăшсене курма нумай çын пухăннă. Хăшĕ шăппăн кĕлĕ вуланă, хăшĕ намăс сăмахсем каласа вăрçнă. Сасартăк Турă Амăшĕн куçĕнчен куççуль юхса аннă. Пурте шăпланнă. Çил те лăпланнă. Пĕлĕтрен çутатса шар аннă. Турăшсем майĕпен çухалнă.

Мелеккес тата Чĕмпĕр митрополичĕ Прокл çак пулăма çапла ăнлантарнă: «Çут çанталăкра кирек мĕн те турă ирĕкĕпе пулать. Виçĕ сăнар пĕр харăс курăнни мăнастире çĕнетсе йĕркене кĕртме вăхăт çитнине пĕлтернĕ».

Унтанпа чылай çул иртрĕ. Филарет игумен тăрăшнипе мăнастире тĕпрен юсанă, тăррине çичĕ купол вырнаçтарнă. Унсăр пуçне апат çимелли пÿлĕм, хăна çурчĕ тунă, çăл куç таврашне илемлетсе хăтлăлатнă.

 

Николай КИРЮШИН

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.