Комментари хушас

29 Çу, 2025

Тантăш 23 (4940) № 29.05.2025

Олег Николаев çĕнтерӳçĕсемпе тĕл пулчĕ

Нумаях пулмасть Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен 2024-2025 вĕренӳ çулĕнчи олимпиадăсен çĕнтерӳçисемпе тата призерĕсемпе тĕл пулчĕ. Пирĕн вĕренекенсем çак çулсенче пуçласа олимпиадăн юлашки тапхăрĕнчен физикăпа, географипе, биологипе, литературăпа тата экологипе (ултă çитĕнӳ) çĕнтерсе таврăннă.

55 ШКУЛ АЧИ ВĂЙ ВИÇНĔ

Олег Николаев вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хучĕсемпе чысларĕ: Шупашкарти 5-мĕш гимназинчи 11-мĕш класри Екатерина Аврамовăна (литература), Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназири 11-мĕш класри Дмитрий Николаева (физика, географи), Шупашкарти 44- мĕш лицейри 10-мĕш класри Федор Семенова (биологи), Вăрмар округĕнчи Вăрмар шкулĕнчи 11-мĕш класри Ангелина Семеновăна (экологи), Шупашкарти 2-мĕш лицейри 11-мĕш класри София Черниковăна (экологи). Çакна аса илтересшĕн: Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн çĕнтерӳçисемпе призерĕсем Раççей аслă шкулĕсене вĕренме кĕнĕ чухне çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ. Дипломсене тивĕçнисен профильлĕ экзамен тытмасăрах вĕренме кĕме ирĕк пур. Çавăн пекех олимпиада çĕнтерӳçисемпе призерĕсем аслă шкулта финанс пулăшăвĕ илеççĕ. Ăс-тăн тупăшăвне çулсерен çĕршыври 6,5 миллион ача хутшăнать. Пĕтĕм Раççейри олимпиада тăватă тапхăрпа иртет: шкул, муниципалитет, регион тата пĕтĕмлетӳ. Кăçал муниципалитет тапхăрне Чăваш Енрен 17,5 пин шкул ачи хутшăннă. Регионти тапхăрта 1970 вĕренекен çĕнтерӳшĕн кĕрешнĕ. Вĕсенчен 550-шĕ призерсемпе çĕнтерӳçĕсен шутне кĕнĕ. Олимпиадăн юлашки тапхăрĕнче Чăваш Енри 55 шкул ачи вăй виçнĕ.

ЧĂВАШ ЕН ПУÇЛĂХĔН ПУКАНĔ ÇИНЕ ЛАРСА КУРЧĔÇ

Тĕлпулура шкул ачисем Чăваш Ен Пуçлăхне хăйсене хумхантаракан ыйтусене пачĕç. Уйрăммăн илсен, çамрăксене республика олимпиадăн юлашки тапхăрне йышăнма пултарни интереслентернĕ. Çĕнĕ Шупашкарти Дима Николаевăн ĕмĕтне тӳрех пурнăçларĕ Олег Алексеевич — хăйĕн ĕç пӳлĕмĕнче экскурси ирттерчĕ. Олимпиада çĕнтерӳçи çак кун Пуçлăх пуканĕ çине ларса курчĕ. Дима халĕ патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытать. «Физика — чи юратнă предметсенчен пĕри. Географи те питĕ килĕшет. Иртнĕ çул асăннă предметпа призер пулнăччĕ, 9-мĕш класра — çĕнтерӳçĕ. Паллах, шкулти пĕлӳ кăна çителĕксĕр. Килте хам тĕллĕн нумай вĕренеттĕм. Эпĕ аслă шкул суйланă ĕнтĕ. Хальлĕхе ку вăрттăнлăх пултăр. Экзаменсене йĕркеллĕ тытмалла малтан», — терĕ Дима Николаев. Шкул ачи тахçанах Олег Алексеевичăн ĕç пӳлĕмĕнче пулса курма ĕмĕтленнĕ. Пӳлĕмре пулса курма кăна мар, Чăваш Ен Пуçлăхĕн кресли çине те ларса курма май килнĕ унăн. «Ытти шкул ачине те олимпиадăсенче тата кирек хăш ĕçре те çитĕнӳсем сунатăп. Тăрăшсан, ӳркенмесен ăнăçу пулатех», — терĕ Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимнази вĕренекенĕ. <...>

Елена АТАМАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.