Комментари хушас

28 Çу, 2025

Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Кайри Шĕнерпуç ялĕнчи пограничниксен ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ

«Пограничниксен юпине уçас шухăш тахçанах çуралчĕ. Ял халăхĕпе канашларăмăр та пуçаруллă бюджет программипе усă курса палăк уçас терĕмĕр. Унтанпа 3 çул иртрĕ. Пăлханмалли, шухăшламалли чылай пулчĕ», — терĕ Кайри Шĕнерпуçĕнчи клуб ертÿçи Эльвира Николаева. Сăмах май, культура тытăмĕнче 45-мĕш тăрăшаканскерĕн аслă ывăлĕ те пограничник пулнă.

Шуршăл территори уйрăмĕн ертÿçи Владимир Алексеев ял халăхне уявпа саламларĕ, пуçаруллă бюджет программипе пурнăçланакан ытти проектпа паллаштарчĕ.

Уява Шупашкарти 47-мĕш шкул кадечĕсем, чăваш эстрада юрăçи Ольга Осипова илемлетрĕç.

www.hypar.ru Ольга Калитова сӑн ӳкерчӗкӗсем 

Рубрика: