Комментари хушас

22 Çу, 2025

Чăваш хĕрарăмĕ 18 (1398) № 22.05.2025

«Ку хĕртен çын пулатех»

РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Людмила Нянинăн ячĕпе каланă сăмахсем тӳрре тухнă

Чăваш патшалăх культурăпа ӳнер институтĕнче Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Людмила Нянинăн 85 çулхи юбилейне паллă турĕç. Çак ятпа Людмила Николаевнăна ĕçтешĕсем, çывăх çыннисем, вĕренекенĕсем, юлташĕсем саламларĕç.

«Вăрттăн сăнама юрататтăм»

Людмила Нянина Куславкка районĕнчи Çĕнĕ Тĕрлемес ялĕнче колхозниксен çемйинче çуралса ӳснĕ. Хăй каланă тăрăх, ачаранах юрлама-ташлама юратнă, артистка пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах хăш театрта ĕçлекен артистка — ăна пĕлмен. Унăн ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе тата ун хыççăнхи йывăр вăхăтсемпе тӳр килнĕ. Ашшĕ вăрçăран таврăнайман. Амăшĕ тăватă тĕпренчĕкне пĕчченех çитĕнтернĕ. Çав çулсем пирки акă еплерех аса илет Людмила Николаевна: «Эпир, ял ачисем, мĕн пĕчĕкренех ĕçленĕ. Çимелли çуккипе çуркуннесерен хире крахмал пуçтарма кайнине те питĕ лайăх астăватăп. Ана йĕпеччĕ. Пĕррехинче аппа путса ларчĕ. Киле çарран чупса çитрĕмĕр. Чирлес мар тесе урана вĕри шыва чиксе лартăмăр. Тăхăнмалли те çукчĕ. Эпĕ 9-мĕш класра чухне çур çултан вĕренме пăрахрăм. Чукун çул çинче ĕçлеме тытăнтăм. Каярахпа, çĕнĕ вĕренӳ çулĕнчен, каллех 9-мĕш класа кайрăм. Çапла майпа 10 класс вĕренсе тухрăмах. Аппа пĕррехинче мана: «Шупашкара кай, унта халăх хорĕ валли çамрăксене пуçтараççĕ», — терĕ. Эпĕ вара Шупашкар тĕлне пĕлместĕп. Мускава кайса курнăха, унта аннен аппăшĕ пурăнатчĕ. Вăл мана пĕчĕк чухне çĕршывăн тĕп хулине илсе каятчĕ. Унтах вырăсла вĕреннĕччĕ. Пĕчĕкскер чăвашла калаçма манаттăм. Киле таврăнсан вырăс чĕлхи манăçатчĕ. Шупашкара тупрăмах, иккĕмĕш сыпăкри аппа патĕнче пурăнтăм». Çапах та ташлама камран вĕреннĕ-ха Людмила Николаевна? «Эпĕ ташлама кăна мар, сăнама та юрататăп. Ача чухне курнă ташăсене те аса илсе лартнă, — малалла тăсăлчĕ калаçу. — Манăн «Хамăр ял ташши» пур. Вăл — пиччесем ташланине сăнаса сцена çине кăларнăскер. Çамрăксем урамра ташланине курма кăмăллаттăм. Мана, пĕчĕкскере, пӳрте хăваласа кĕртетчĕç. Эпĕ пĕрех вăрттăн пăхса тăраттăм. Пиччен юлташĕ питĕ хитре ташлатчĕ: çаврăнса илет, хутланса ларать, тăсăлса выртать, сиксе тăрать… Çак хусканусене хамăн ташăсене кĕртнĕ». Шкулта физкультура вĕрентекенĕ ташă кружокĕ йĕркелесен унта юлташĕсемпе пĕрле Людмила та çӳренĕ. Ташă уншăн чун уççи пулнине шăпах çакăнта туйса илнĕ пулĕ вăл. «Людмила Николаевнăна эпĕ 18 çултанпах пĕлетĕп, — терĕ Герольд Алексеев, хăй вăхăтĕнче Чăваш Республикин культура министрĕнче ĕçленĕскер, юбилей каçĕнче. — Эпĕ ун чухне 17 çултаччĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕтĕм. Аристарх ОрловШуçăм пир-авăр комбиначĕ çумĕнче «Атăл» халăх хорĕ йĕркелерĕ. Унтах ташă кружокĕ те пурччĕ. Людмила Николаевна, кирпĕч заводĕнче ĕçлекенскер, унта çӳретчĕ. Эпĕ пединститутра ташлаттăм. Çапла майпа эпир пĕр-пĕринпе ăмăртнă. Каярахпа вăл халăх пултарулăх çуртĕнче ĕçлеме пуçларĕ, унтан — Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче. Унтан пачах çухалчĕ. Эпĕ ун чухне «Чапай», «Евгений Онегин» оперăсенче ташлаттăм. Куславкка хĕрĕ Мускава ГИТИСа вĕренме кайнине каярахпа çеç пĕлтĕм. Мĕнле маттур ташăçă пулса таврăнчĕ унтан. Вăл çакăн пек пысăк çитĕнӳсем тунишĕн питĕ савăнатăп». Пултарулăх çулĕ еплерех аталанса пынине те куç умне кăларчĕ Людмила Николаевна: «Халăх хорне ташлама илсен питĕ савăнтăм. Конкурса кайнине халĕ те лайăх астăватăп: тăхăнмалли çукран хĕрсем мана ĕçтешĕн, кирпĕч заводĕнче пĕрле вăй хураканскерĕн, кĕпине тăхăнтартрĕç. Комиссире ларакансем тĕрлĕ хускану туса кăтартрĕç, эпĕ вĕсене евĕрлерĕм. Татьяна Капустина ташă ăсти: «Ку хĕре илес, унран çын пулать», — терĕ. Каярахпа Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамбльне балет артистне вырнаçрăм, виçĕ çул ĕçлерĕм. Ташăсенче çаврăнма питĕ юрататтăм. «Йăвача пек», — тетчĕç ман пирки. Пĕррехинче ЧАССР культура министрĕ Иван Маркелов «Санăн малалла вĕренес килет-и?» — тесе ыйтрĕ. Паллах, ăсталăха туптас килетчĕ. Мускавра пурăнма тăвансем пуррипе çуккине ыйтса пĕлчĕ вăл. Çапла майпа Мускава лекрĕм. Икĕ уйăх хатĕрленӳ курсĕнче ăс пухнă хыççăн института вĕренме кĕтĕм. Практикăна Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕнче тата Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче ирттертĕм. 1962 çулта Шуршăл каччи Андриян Николаев тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарчĕ. Мана телеграммăпа Шупашкара чĕнсе илчĕç. «Ташлакан çын сахал, кил», — терĕç. Андриян Григорьевича кĕтсе илме 22 кун хатĕрлентĕмĕр. Çапла майпа уçлăх паттăрне чаплăн кĕтсе илтĕмĕр. Ун хыççăн эпĕ каллех Мускава кайрăм. Институтра вĕреннĕ вăхăтрах К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн «Нарспи», «Айтар» спектаклĕсем валли ташăсем лартрăм. Институтран вĕренсе тухсан Мускаври культура училищинче ĕçлеме юлмаллаччĕ, эпĕ вара май тупса тантăшпа улшăнтăм. Çапла майпа Чулхула тăрăхне лекрĕм. Анне патне килсе çӳреме çывăхарах пултăр терĕм. Дзержинскра ĕçленĕ чухне чылай ташă лартрăм, çав шутра «Спящая красавица», «Айболит» пьесăсем валли те. Вĕсене Мускаври Колонна залĕнче те кăтартрăмăр. Хамăн ĕçе чунтан юратса пурнăçлаттăм, çапах темĕн çитместчĕ. Паллах, тăван юрă-ташă, чăваш культури, йăли-йĕрки. Ахальтен мар кашни канмалли кун тăван театра, тăван ансамбле килме тăрăшаттăм. 1971 çулта Чăваш Ене таврăнма ӳкĕтлерĕç мана. Çапла майпа тăван тăрăха килтĕм». <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Шур пĕркенчĕк вырăнне – хура тутăр

Комсомольски тăрăхĕнчи Асанкасси ялĕн масарĕнче курăк та витсе ĕлкĕреймен вил тăпри пур. Ятарлă çар операцине хутшăннă 24 çулти Денис Тарасов яланлăх канлĕх тупнă унта. Пĕртен-пĕр ывăл, амăшĕн тĕрекĕ… Паттăр салтака çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче çывăх çыннисем юлашки çула ăсатнă.

Сварщик ĕçне кăмăлланă

Денис тулли мар мобилизаци пуçлансанах неонацистсене хирĕç кĕрешме тухса кайнă. «Киле чĕрĕ-сывă таврăнатăп», — сыв пуллашнă вăл амăшĕпе. Анчах… Шăпа хĕрхенмен çамрăка. Пĕртен-пĕр тĕпренчĕкне çухатнă амăшне мĕн тери йывăр пулнине Турă çеç пĕлет-тĕр. Çапах та вăл ывăлĕ пирки каласа кăтартма вăй-хал çитерчĕ: — Ялта ывăлăм вилни пирки сас-хура тухсан ĕненмерĕм. Этем яланах ыррине шанать, уйрăмах лару-тăру ачасемпе çыхăннă пулсан… Ятарлă çар операцине кайиччен Денис Мускавра стройкăра сварщикра ĕçлерĕ. Çак профессие килĕштеретчĕ те… Шкулта вĕреннĕ чухне вăл илемлĕ ӳкеретчĕ, вĕрентекенсем ăна малашне ӳнер енĕпе пĕлӳ илме сĕнчĕç. Анчах ывăлăм Çĕнĕ Шупашкарта сварщик специальноçне ăса хыврĕ. Дипломлă пулсан РФ Хӳтĕлев министерствипе контракт çырчĕ те салтак атти тăхăнчĕ. Ăна командировкăсене яратчĕç. Темиçе уйăх Таджикистанра та службăра тăчĕ. Контракт вĕçленсен Денис Мускава ĕçлеме çӳрерĕ, — йывăр калаçăва пуçарчĕ Светлана Александровна. — Тулли мар мобилизаци пуçлансан ывăлăма 2022 çулхи юпа уйăхĕнче ятарлă çар операцине ăсатрăмăр. Кунсеренех: «Чĕрĕ-сывă», — тесе çыратчĕ, СМСсене яланах чăвашла шăрçалатчĕ. Кăçал нарăс уйăхĕнче отпуска килсен ывăлăма юлашки хут ыталарăм… «Хирĕç тăрăва вĕçлесе çĕнтерӳпе таврăнăп», — çапла каларĕ çула тухас умĕн вăл. Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче телефонпа калаçнă хыççăн ывăлĕн сассине тек илтмен салтак амăшĕ. Денис çар заданине пурнăçлама малти линие кайнăран çыхăну татăлнă. «Передовойĕнче» пуласси пирки амăшне пĕлтермен вăл. Пĕр уйăх ытла иртсен те ывăлĕнчен хыпар пулманран сехĕрленнĕ Светлана Александровна çар комиссариатне çул тытнă. Унта Денис хыпарсăр çухални пирки пĕлтернĕ… Кăштахран вăл вилни çинчен каланă. — Ывăлăма çар тивĕçĕсене пĕрле пурнăçлакан юлташĕ Данил, хамăр ялсемех, татуировкинчен палласа илнĕ-мĕн. Денисăн алли, мăйĕ çинче ӳкерчĕксем пурччĕ. Вăл пирĕн ывăл пулнине çирĕплетмешкĕн эпĕ ДНК тест та турăм, — терĕ пысăк çухату тӳснĕ хĕрарăм. — Ăна юлашки çула ăсатма çын питĕ нумай пухăнчĕ: тус-юлташĕ, пĕрле вĕреннĕ тантăшĕсем, ял-йыш, районтан килнисем те пурччĕ. Çамрăксем йышлăнччĕ. Нумаях пулмасть пирĕн пата унăн юлташĕ, ятарлă çар операцийĕнчен отпуска килнĕскер, кĕрсе тухрĕ. «Денис харсăр салтакчĕ. Пире хӳтĕлетчĕ», — терĕ. Ывăлăн вил тăприйĕ çине те çитнĕ вăл. Туй пирки ĕмĕтленнĕ Светлана Александровна чунне хытарса малаллах пурăнма тивнине ăнланать. Çапах та çăмăл мар ăна. Пĕчĕклех нушапа çирĕпленнĕ кăмăлĕ кăна хуçăлма памасть хĕрарăма. Вăл виçĕ çулта чухнех хăр тăлăха юлнă, ача çуртĕнче çитĕннĕ. Вун виççе çитсен Владимир облаçĕнчи çĕвĕ фабрикинче вăй хунă. Çулталăкран тăван яла Асанкассине таврăннă та колхоза ĕçе вырнаçнă. Вăхăт çитсен çемье çавăрнă. Шăпа хăй парнисемпе вуçех иртĕнтермен ăна. Денис 13 çулта чухне Светлана Александровнăн мăшăрĕ çĕре кĕнĕ… Халĕ акă каллех хуйхă, куççуль, çухату. Хăйне алăра тытма тăрăшать-ха амăшĕ, алă ĕçĕпе аппаланса йăпанать. Юрать, пĕччен мар вăл, иккĕмĕш мăшăрĕ юнашар. Сакăр çул каялла Светлана Александровна тепĕр хут çемье çавăрнă. Вĕсем Комсомольскинче пурăнаççĕ. Хĕлле отпуска килсен Денис çывăх çыннисене савнийĕпе паллаштарнă. Çамрăксем çулла çемье çавăрас шухăшлине пĕлтернĕ. Эпир салтак хĕрĕпе те çыхăнтăмăр. Ольга Еремеева юратнă çыннине ăшă сăмахпа аса илсе лăпкăн калаçрĕ: — Дениспа социаллă сетьре паллашрăмăр. «Салам. Эпĕ Комсомольскинчен. Халĕ СВОра. Манпа хутшăнма килĕшмесен ăнланăп», — çырчĕ вăл. Çапла кунсеренех çырма пуçларăмăр. Пĕрремĕш хут пĕлтĕр Шупашкар хулин кунĕнче тĕл пултăмăр. Питĕ вăтантăм, пăлхантăм, шикленӳ те пурччĕ. Вăл, яштакаскер, çар тумĕпе çитрĕ. Атăл хĕрринче уçăлса çӳрерĕмĕр, Шаман юрăçăн концертне пăхрăмăр… Чăн пурнăçра хутшăнсан пĕрпĕрне ытларах та килĕштернине туйрăмăр. Нарăс уйăхĕнче отпуска килсен Денис мана мăшăрĕ пулма ыйтрĕ. Хирĕçлемерĕм. Пĕр-пĕрне атте-аннепе, тăвансемпе паллаштартăмăр. Çурла уйăхĕнче туй кĕрлеттерме палăртнăччĕ… Эпир кашни кунах телефонпа çыхăну тытаттăмăр. Пуш уйăхĕнче задание пурнăçлама каяс умĕн вăл икĕ эрнелĕхе çыхăну çухалассине пĕлтерсе хучĕ. Çавна май хыпарсем пĕлмешкĕн ентешĕн, пĕр ялти Данилăн, телефон номерне пачĕ. Хайхи задание Денис Шупашкар каччипе кайнине пĕлетĕп. Икĕ эрне иртрĕ — юратнă çыннăм çырмарĕ, шăнкăравламарĕ. Хайхи заданире Дениспа тусĕ танк айĕнче выртса тăшмансене сăнанă. Апат-çимĕç вĕсене хăйсеннисем дронпа леçсе панă. Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче разведкăра пулнăскерсене неонацистсем асăрханă, атакăланă. Денис раципе ыттисемпе çыхăнса аманни пирки, урине туйманни пирки пĕлтернĕ… Унăн кĕлеткине çапăçу хирĕнчен çичĕ кунран илсе тухнă. Çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче тăван ялне илсе килчĕç. Денис питĕ сăпайлăччĕ. Пĕрлешме шухăшланă хыççăн вăл туй валли укçа та пухма пуçланă-мĕн. Иксĕмĕр хваттер туянма, ачасем çуратса ӳстерме ĕмĕтлентĕмĕр. Ятарлă çар операцийĕнчен таврăнсан пĕрле канма каяс шухăш та пурччĕ унăн. Малашне те сварщикра ĕçлес кăмăллăччĕ. Хурлăхлă хыпара пĕлес умĕн Ольга юратнă каччине тĕлĕкре курнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче 4-мĕш курсра вĕренекенскер кăçал аслă шкулпа сыв пуллашма хатĕрленет. Çавна май тĕлĕкре Дениспа пĕрле уява кайнă. Утнă май тăрук Ольгăн кĕпи çурăлса кайнă. Вĕсем пасара çĕнĕ кĕпе шырама кĕнĕ пек. Анчах ăна туяннă самантра Денис куçран çухалнă, уява хĕр пĕчченех кайнă… Ку ырă мара систернине каярахпа кăна ăнланнă пике. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   


Нуша кăна мар, çĕнтерÿсем те çывăхлатаççĕ

Пĕрлехи инкек пĕрлештерет теççĕ. Украинăра ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра халăхсен туслăхĕ вăйланни уйрăмах сисĕнет. Пурте пĕр пулса çĕршыва, çĕнĕ территорисене нацистсенчен хӳтĕлеççĕ. Литература та çĕнтерĕве çывхартма хăйĕн тӳпине хывать, сăмах ăстисем çапăçăва пăшалпа хутшăнмасан та вĕсен хайлавĕсем салтаксене вăй пама, тăшмана хавшатма пултараççĕ. Çакна туйсах-тăр тĕрлĕ халăх çыравçисем пĕрле тачă çыхăнса ĕçлени сисĕнет. Нумаях пулмасть Шупашкарта иртнĕ литературăпа музыка каçĕ те çакнах çирĕплетрĕ. Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 80 çул çитнине халалланă тĕлпулăва чăваш тата мари çыравçисем хутшăнчĕç.

Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче йĕркеленĕ литературăпа музыка каçĕнче сăвăсем виçĕ чĕлхепе янăрарĕç: чăвашла, вырăсла тата марилле. Мероприятие хутшăнакансене мари халăх ентешлĕхĕн ятĕнчен Ангелина Федосеева саламларĕ. «Пирĕн халăхсем кӳршĕллĕ пулнăран та ĕлĕкренпех туслă пурăнма хăнăхнă — çакă мари тата чăваш культурисенче палăрать», — терĕ вăл. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Лидия Филиппова тĕрлĕ халăх çыравçисем пĕр-пĕрин хайлавĕсене куçарни литературăри хутшăнусене çирĕплетни çинчен каларĕ. Патриотлăх юхăмĕ тĕлĕшĕнчен мĕнле аталанать-ши кӳршĕ халăхăн литератури? Ку ыйту тавра Мари Республикинчи «ПАТРИОТ» литературăпа ӳнер пĕрлешĕвĕн председателĕ Наталия Семьянская тĕплĕн чарăнса тăчĕ. 2014 çултанпа «Вестник гражданской поэзии и прозы» патриотла хайлавсен кăларăмĕ тухса тăрать. Наталия Викторовна каланă тăрăх, унта тĕрлĕ регионти çыравçăсем пичетленеççĕ, çав шутра — Чăваш Енрен те. Унсăр пуçне ку кăларăма 12 çĕршывра тата Раççейри 50 регионта вулаççĕ. Сăмах май, журнала кăларас ĕçе Чăваш Ен çыравçисем те хутшăнаççĕ: Светлана Гордеева, Наталья Селезнева, Александр Шпаннагель. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани панăшăн вĕсем Тав çырăвне тивĕçрĕç. Мероприятие пухăннисем Наталия Семьянскаян Çеçпĕл Мишшине халалласа кăларнă «Первоцвет» кĕнекинчи сăвăсене итлесе киленме пултарчĕç. Чăваш классикĕн сăввисемпе хăçантанпа кăсăкланать-ши Наталия Викторовна? Йăлтах Лидия Филипповăн Çеçпĕл Мишши çинчен çырнă поэмине вуласан пуçланнă иккен. Палăртса хăварар: Наталия Семьянскаян сăввисене тĕнчери 34 чĕлхене куçарнă, çав шутра чăвашла та. «Пĕрлехи тăшманпа кĕрешме çĕршыв унчченхинчен те тачăрах чăмăртанчĕ. Çĕнтерĕве çывхартма, йывăрлăха кĕрсе ӳкнисене пулăшма пур регион та кар тăни савăнтарать. Çапах та пире малашне çакăн пек йывăр самантсем, хурлăхлă аса илӳсем çеç пĕрлештерсе тăмĕç пулĕ тетĕп, пĕрлехи çĕнтерӳсем те, пысăк проектсем те пирĕн туслăха вăйлатасса шанас килет», — терĕ Севастопольте çуралнă, Белгород облаçĕнче пурăннă, Мари Республикине куçса килнĕ Галина Стручалина поэт тата прозаик. Украина енчен пысăк сăтăр кӳнине пула инкеке лекнисене пулăшмашкăн Белгород облаçĕнче темиçе пункт йĕркеленĕ. Вĕсенчен пĕринче Галина Стручалина та тăрать. Вăл хăй пултарнă таран мĕнпе те пулин пулăшма тăрăшать. «Паттăрсен ячĕсене çынсем тӳрех пĕлмеççĕ, вĕсем кайран тин тухса пыраççĕ. Ятарлă çар операцийĕнче те çавах. Хăй вăхăтĕнче Белгород облаçĕнче пурăннăран çакна аван ăнланатăп — пĕтĕмпех пирĕн витĕр тухатчĕ. Кайран кирлĕ пулĕ тесе нумай япалана çырса пыраттăм», — терĕ Галина Стручалина. Истори тĕрĕслĕхĕ ан çухалтăр тесех паттăрла пулăмсем çинчен вăл сăввисенче те каласа парать. Тĕлпулу вăхăтĕнче чуна пырса тивекен темиçе хайлавĕпе паллаштарчĕ – пухăннисенчен хăшĕ-пĕри куççульленмесĕр тӳсеймерĕ. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Ăсчахсем тĕшмĕше ĕненмеççĕ»

Урамра шурă упана асăрхани Евгений Яковлевшăн тахçанах тĕлĕнтермĕш мар. Ара, Çурçĕрти регионсене экспедиципе кайсан кашнинчех утамансене тĕл пулатьха та вăл. Евгений — чăваш ялĕнче çуралса ӳснĕ çамрăк ăсчах, геологи наукисен кандидачĕ. Пурнăçне ăслăлăхпа çыхăнтарнăскер Шăмăршă тăрăхĕнчи пысăках мар, Улмаллă Ялта, кун çути курнă. Хальхи вăхăтра вăл Архангельск хулинче ĕçлесе пурăнать.

Çурçĕре — пĕр чăматанпа

Пулас ăсчаха шкулта вĕреннĕ вăхăтрах географипе хими кăсăклантарнă, çутçанталăка сăнама та кăмăлланă вăл. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн географи факультетĕнче пĕлӳ илнĕ вăхăтрах Шупашкарти геологи тата экологи проблемисен наукăпа тĕпчев институтне ĕçе вырнаçнă мал ĕмĕтлĕскер. Аслă шкул шывсенчи радиоактивлăха тĕпченĕ. Евгений ăсчахсен ушкăнĕпе пĕрле Астраханьри газ конденсачĕ тупнă вырăна ĕçлеме тухса кайнă. Çавăнтанпа вăл радиологипе кăсăкланма пуçланă. Университетпа сыв пуллашсан яш Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă. Вăл хĕсметре тăнă хушăра асăннă институт хупăннă. Салтак тумне хывсан Женя малашне ăçталла çул тытмалли пирки пуç ватнă. Наука тытăмĕнчех аталанас, ĕçлес кăмăл çирĕп пулнăран вăл унчченхи ертӳçипе калаçнă. Унтан… пĕр чăматанпа çеç аякри хулана Архангельска çул тытнă. Раççей наукисен академийĕн Уралти уйрăмĕн Н.П.Лаверов академик ячĕллĕ Арктикăна тĕпчекен федераци центрне аспирантурăна вĕренме кĕнĕ, унтах экологи радиологийĕн лабораторине тĕпчевçĕ-стажера вырнаçнă. Ăна институт çумĕнчи общежитире пĕр пӳлĕм уйăрса панă. Студент вăхăтĕнчех Женя пулас мăшăрне, Новодвинск хулин хĕрне, тĕл пулнă. Виçĕ çултан геологи наукисен кандидачĕн диссертацине хӳтĕленĕ вăл. Пĕр сăмахпа, унăн пурнăç урапи шав малалла куснă. — Çамрăк пулнăран-ши е улшăнусене çăмăллăн йышăннăран-ши тăван тăрăхран аякка ним кулянмасăр-пăшăрханмасăр тухса кайрăм. Паллах, çанталăк расна пулни сисĕнетчĕ малтанхи вăхăтра. Кунта Çурçĕр-çке-ха — сывлăш нӳрĕклĕхĕ пысăк, нумай чухне çанталăк сивĕ, хĕвел сайра курăнать. Çулла кĕске те сулхăн. Хăвăрт хăнăхаймарăм. Пĕрмай шăнаттăм, куллен тӳпене пĕлĕтсем хупланăран кăмăл сӳрĕкчĕ. Халĕ ĕнтĕ, вунă çыл ытла иртнĕ май, Архангельск маншăн кил пулса тăчĕ. Общежитире ултă çул пурăннă хыççăн мăшăрпа пĕрлешрĕмĕр те ипотекăпа хваттер туянтăмăр. Кашни çулах тăван тăрăха атте-анне патне яла килсе каятăп, вĕсем те ман патра хăнара пулнă. Сăмах май, 2020 тата 2022 çулсенче Чăваш Енпе Тутарстанра та эпĕ тĕпчев ирттернĕ, çĕр айĕнчи шывсене тишкертĕм. Тăван тăрăха тĕпчес ĕçе тӳпе хывас терĕм, — пуçларĕ калаçăва Раççей наукисен академийĕн Уралти уйрăмĕн Н.П.Лаверов академик ячĕллĕ Арктикăна тĕпчекен федераци центрĕн экологи радиологийĕн лабораторин ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлаканскер. Хăйĕн ĕçĕ пирки те каласа кăтартрĕ: — 2017 çултанпа эпĕ тĕпчеве анлăлатрăм. Экспедицире тупнă радиоактивлă элементсемпе тĕрлĕ тĕллеве пурнăçламашкăн усă куратпăр. Тĕслĕхрен, Беларуçри наука академийĕпе пĕрле торфяниксем хăçан пулса кайнине, унта мĕнле улшăнусем пулса иртнине тĕпчерĕмĕр. Торфра та радиоактивлă япаласем пур. Шăпах вĕсем пире пĕр-пĕр çĕр айĕнчи породăн «ӳсĕмне» палăртма май параççĕ. Арктикăри, ЯмалНенец округĕнчи, Архангельск облаçĕнчи торфяниксене тĕпчерĕмĕр. Кунсăр пуçне Чернобыльте 39 çул каялла атом электростанцийĕ сирпĕннĕ вырăна та тишкертĕмĕр. Вăл тăрăхра çын пурăнмасть, халĕ унта заповедник. Ăсчахсем кăна ĕçлеççĕ. Радиаци шайĕ халĕ те пысăк унта. Малашлăхра та пулĕ, мĕншĕн тесен радиациллĕ пĕр элементсем пайланаççĕ те теприсем пулса каяççĕ. Карап çинче пурăнаççĕ Çурçĕрти тĕрлĕ региона çитсе курнă Евгений. Арктикăра çак вырăнта нумай çул пурăнакансене тĕл пулма май çук тесен те йăнăш мар. Сăмахран, Çĕнĕ Çĕр утравра тата Франц-Иосиф Çĕрĕ архипелагсенче тĕпленсе пурăнакансем вуçех çук. Евгений Юрьевич каланă тăрăх, çар базисене тата метеостанцисене, унта ĕçлекенсене çеç курма пулать. Çавна май ку тăрăхра чи малтан çутçанталăка тимлетĕн. Арктика утравĕсен пейзажĕ, паллах, хăйне евĕрлĕ. Таврара юр та пăр сарăлса выртать, сивĕ те вичкĕн çил вĕрет. Çакăнпа илĕртеççĕ те ку çĕрсем. Тасалăхĕпе, этем тĕкĕнменнипе, анлăшĕпе. — Арктикăпа пуçласа 2019 çулта паллашрăм. Ун чухне ученăйсен ушкăнĕпе пĕрле караппа экспедицие кайнăччĕ. Хĕвел анăç Арктикăн шывĕсене, Баренец тинĕсне, тĕпчерĕмĕр. «Михаил Сомов» карап çинче пурăнтăмăр. Франц-Иосиф Çĕрĕ тата Çĕнĕ Çĕр утравсене тĕпчерĕмĕр, тĕрлĕ япала пайĕсене, тинĕс шывне лабораторире тĕрĕслемешкĕн илтĕмĕр. Ун чухне эпĕ пĕрремĕш хут тинĕсе те тухрăм, — сăмахне малалла тăсрĕ М.В.Ломоносов премийĕн лауреачĕн ятне тивĕçнĕ геолог. — Çул çӳревсенче тĕрлĕ чĕр чуна тĕл пулатпăр. Чи анлă сарăлни те тискерри — шурă упа. Ăна ахальтен Арктика хуçи темеççĕ. Ку чĕр чуна Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕрен çывăха пыма юрамасть. Тепĕр тесен, хăрушсăрлăх тĕлĕшĕнчен те çакна тумалла мар. Вăл этеме туххăмрах туртса çурма пултарать. Çакна шута илсе экспедицире ăсчахсемпе пĕрле ятарлă çынсем, хĕç-пăшаллă хуралçăсем, çӳреççĕ, сыхлаççĕ. Ытларах чухне ку тивĕçе çутçанталăка хӳтĕлекен организаци ĕçченĕсем пурнăçлаççĕ. Упасене кашни экспедицирех тĕл пулатпăр чăнах та. Çавăнпа сыхă тăмалла. Кунсăр пуçне тюленьсемпе моржсем куç тĕлне пулаççĕ, анчах вĕсем хăрушă мар. Мана тĕлĕнтерекен чĕр чун — нарвал. Кит евĕртерех курăнаканскерĕн çамки çинче вăрăм мăйрака пур. Çакă унăн хăйне евĕрлĕхĕ, питĕ илемлĕ вăл. Çурçĕр Атлантика тата Çурçĕр Пăрлă океанĕсенче кăна пурăнать. Эпĕ нарвала тĕл пулни — ăнăçу. Кашнинех кун пек ăнмасть. Евгений тĕпчев экспедицийĕсене çулла тухать, ытти чухне институтра, лабораторире ĕçлет. Тĕрлĕ анализ, карттăсем, отчетсем хатĕрлет, наука журналĕсем валли — статьязаметка, студентсемпе пĕрле диссертацисем çырать тата ытти те. Çул çӳревре пухнă кăтартусене сӳтсе явмашкăн тĕрлĕ хулари конференцисене хутшăнать. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.