Комментари хушас

17 Çу, 2025

Мускав артисчӗсем – К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче

Мускав облаҫӗнчи Ногинск хулинчи драма тата камит театрӗн пултарулӑх ушкӑнӗ чӑваш кураканӗ умне шухӑша яракан спекталь кӑларнӑ.

Кун-ҫул вӗҫне ҫитсен те амӑшӗн чӗри ачишӗн пӑшӑрханать ҫав. Софья Ивановна, пурӑнас кунӗ пӗр-икӗ кун кӑна юлнӑ тесе шутлаканскер, ватта юлнӑ хӗрӗ мӑшӑрсӑр, ачасӑр мӗнле ӗмӗр ӗмӗрлӗ тесе хурланать... Вӑл вилме хатӗрленнӗ вӑхӑтра кил-ҫуртра кӗтменлӗхсем пулса иртеҫҫӗ...

"Пӗтӗмпех лайӑх пулать" камит култарчӗ те, ҫав вӑхӑтрах пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ пирки те шухӑша ячӗ.

www.hypar.ru

Рубрика: