Комментари хушас

7 Çу, 2025

Хыпар 33 (28350) № 07.05.2025

Паттăр ячĕпе – ăмăрту

Çĕнĕ Шупашкарта алла-аллăн тытăçса çапăçас енĕпе аслă лейтенант Сергей Дорофеев ячĕллĕ парнесене çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртнĕ.

Рингра «Триумф Çемье» тата «Фанат» клубсен 60 спортсменĕ вăй виçнĕ, вĕсене турнир паха опыт пухма, ăсталăха ӳстерме май панă. Пытармастăп: çав ăмăртуччен, унăн биографийĕпе паллашиччен «Хăюлăхшăн» медаль кавалерĕ С.Дорофеев камне эпĕ те пĕлмен. Ăçтан, кам? Сергей Ильдарович Дорофеев 1982 çулта Çĕнĕ Шупашкарта çуралнă, 6-мĕш гимназирен вĕренсе тухнă хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн хими факультетне кĕнĕ. Малтан кăнтăрлахи уйрăмра ятарлă пĕлӳ пухнă, анчах амăшне йывăр тесе ĕçлесе вĕреннĕ. Диплом илнĕ хыççăн, 2001-2002 çулсенче, çар службинче Чечняра 3-мĕш класлă разведчик пулнă. Спутник хулари тасатакан биологи сооруженийĕсен предприятийĕнче 10 çул ытла ĕçленĕ. 2023 çулхи çурла уйăхĕнче Оборона министерствипе контракт çирĕплетнĕ, Омск хулинче икĕ эрне вĕреннĕ хыççăн Сывлăшдесант çарĕсен штурмлакан полкĕн йышĕнче Луганска çитнĕ, пулеметчик пулнă. Авăн уйăхĕнче пĕрремĕш хут аманнă, анчах госпитале выртма килĕшмен, юлташĕсемпех юлнă. Вĕсем çухату тӳснĕ пулин те неонацистсене ирттерсе яман. Тепрехинче тăшман танксемпе, БТРсемпе тапăннă. Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Дорофеева йывăр амантнă: шăмми 4 тĕлтен хуçăлнă. Вăл алла хĕç-пăшал тытма пултарайман, ăна госпитале ăсатнă. Уйăх ытла сипленнĕ хыççăн Запорожьери чаçне таврăннă, Çĕнĕ çула окопра кĕтсе илнĕ. Бандеровецсенчен ăнăçлă хӳтĕленнĕшĕн, тапăну операцине тӳпе хывнăшăн тата тăшман блиндажне туртса илнĕшĕн С.Дорофеева Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшӳллĕн II степень «Харсăрлăхшăн» медальпе наградăланă. Çулталăк каялла мĕншĕн контракт çирĕплетсе çапăçма кĕрĕшнине хуравлама ыйтсан аслă лейтенант çапла хуравланă: «Эпĕ СВОна укçа ĕçлесе илме кайнине пытармастăп. Анчах унта пĕрремĕш эрнерех шухăш-кăмăл улшăнчĕ. Унччен çĕнĕ хыпарсемпе питех кăсăкланман, мĕн тума тивнине СВОра çеç ăнлантăм. Малтан кунта мĕн хăтланнине çынсем каласа пачĕç те — хама çапăçма кĕрĕшнĕ салтак çеç мар, ирĕке кăларакан салтак та терĕм, çапăçура тăванлăх мĕнне ăнлантăм. Чăн та, малтан куллен пулса иртекеннине тӳрех хăнăхаймарăмăр. Омскран Луганска пĕрле кайнă юлташпа окопра куллен пĕрлеччĕ, хӳтĕлентĕмĕр-атакăларăмăр, пăхатăп — вăл сулăнса кайса ӳкрĕ, куçне яланлăхах хупрĕ. Вилнисене, аманнисене куллен сĕтĕрме йывăрччĕ. Курни-илтни каярахпа чĕрене сиктерме пăрахрĕ». С.Дорофеев пурнăçпа вилĕм хушшине темиçе хут та лекнĕ. Пĕррехинче командир ăна тата юлташĕсене хăйсен умри сăнав пунктне çитсе йышăнма хушнă, Сергей тата ăнă пăхăннă салтаксем унта çул тытнă. Вĕсене тăшманăн разведка тĕллевне пурнăçлакан дронĕ асăрхаса çывхарнă, минутран вĕсем çине мина-снаряд ӳкме тытăннă: Сергейăн виçĕ юлташĕ аманнă, темиçе боецăн вĕсене каялла йăтса кайма тивнĕ. Дорофеев пĕр боеца ертсе малалла кайнă, вĕсене дрон асăрханă — каллех мина-снаряд çурăлма тытăннă. Апат-шыв тултарнă йывăр кутамккисене пăрахса малалла вирхĕннĕ, çапла хамăрăн сăнав пунктне çитсе ӳкнĕ. Çĕре алтса шăтăк çине хăрăк турат купаланă пунктран никам та пуçне кăтартман: салтаксем темиçе кун каяллах вилсе выртнă. Кунти раципе штабпа çыхăннă хыççăн çеç Дорофеев ăçтине пĕлнĕ. Вăл боецĕпе пĕрле кунта апатсăр-шывсăр виçĕ талăк пурăннă. Вăйран кайиччен хамăр базăна çитсе ӳкес тесе тăваттăмĕш кун тăшман тупăсенчен мĕнле графикпа персе тăнине тишкерсе пĕлнĕ, дронсем кумнине пăхмасăр пиллĕкмĕш кун пунктран таврăнма тухнă. Дрон иккĕшĕ çумне часах çыпçăннă, кĕçех мина-снаряд çурăлма пуçланă. С.Дорофеев юлташне амантнă, аслă лейтенант ăна йăтса хамăрăннисем патне çитернĕ. Часах унăн полкне Запорожьерен тăшмана Курск облаçĕнчен хӳтерсе кăларма куçарнă. 2024 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнче вăл Суджа районĕнчи Леонидово ялĕн çывăхне задани пурнăçлама кайнă. Çумрах снарядсем çурăлма тытăннă, Сергей йывăр аманнă юлташне инкекрен çăлассишĕн кĕлеткипе хупланă, хăйне снаряд ванчăкĕсем пырса тăрăннă. С.Дорофеева кăçалхи кăрлачăн 24-мĕшĕнче тăван хулинче пытарнă. Ăна Паттăрлăх орденĕпе вилнĕ хыççăн наградăлама документсем тăратнă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Сана юратма пăрахассăм çук...»

Алексей Лукинăн тăван килне фронтран янă çырăвĕсем упранаççĕ, вĕсемпе паллашма сĕнетпĕр.

Вăл Элĕк районĕнчи Мăн Тукташ ялĕнче 1915 çулта çуралнă, 1942 çулхи пуш уйăхĕнче ăна Хĕрлĕ çара илнĕ, 1943 çулхи авăн уйăхĕнче тăшманпа çапăçса пуç хунă. Алексее фронтран таврăнасса мăшăрĕ Елена, хĕрĕсем Дженни, Полина, ывăлĕ Генрих кĕтнĕ. Вĕсен 26 çулти амăшĕ çине пĕтĕм йывăрлăх тиеннĕ. Елена Флегентовна çырусене нумай çул упранă, халĕ сарăхнăскерсене кĕçĕн мăнукĕсем упраççĕ. Алексей Григорьевич фронта тухса кайнă чухне Полина икĕ уйăхра çеç пулнă, ашшĕ хăйне халалласа çырса янă сăвва астăвать:

«Çитĕн, чĕппĕм, пысăк пул,

Çунат хуш эс кунсерен.

Çитĕ вăхăт инçетрен

Аçу киле пынă чух.

Кайăк евĕр вĕçсе тух

Мана хирĕç пӳлĕмрен».

Акă, иккĕмĕш çырăвĕпе паллашатăп:

«Ĕмĕре пĕрле ирттерме шухăшланă мăшăрăма – Еленăна

Сан умра салтак гимнастерки тăхăнтартнă пĕр хура этем. Вăл 16-17 çултан пуçласа хăйĕн кун-çулне санпа çыхса, санпа ĕмĕрне вĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Пурнăç мана мĕнле шăпа тыттарĕ? Тен, сывă юлса чиперех киле çаврăнса çитĕп е сарăмсăр касса янă юман пек кайса ӳксе çут тĕнчерен çухалăп. Эп чĕрĕ чухне çак карточкăна тытмассерен мана аса ил, аса ил те килте кĕт.

Эпĕ çут тĕнчерен çухалсан... карточкăна хăв умна пĕрре те пулин хурса иксĕмĕр пĕрле ирттернĕ кунсене аса ил. Эпĕ сана мĕн тери юратнине, мĕн чухлĕ кӳрентернине виçсе пăх. Кун иртĕ те çул иртĕ — карточка тусанпа витĕнĕ, çынни манăçа тухĕ. Анчах хăçан та пулин пурнăç çулĕн пĕр тумхахлă сыпăкĕнче çак карточка сана ман çинчен тепĕр хут аса илтерĕ. Ун чухне тин эпĕ сана мĕнле юратнине, эпĕ саншăн кам пулнине тавçăрса ăнланăн...

Мăшăру А.Лукин, 1942 çулхи октябрĕн 28- мĕшĕ, Карманово хули».

Куçсем шывланнине туятăп. Елена хăйĕн упăшкине хурав парса юратнине пĕлтернĕ пуль, паллах, вăл таврăнасса кĕтнĕ, вăрçă хыççăн урăх мăшăр шыраман, ачисене пĕчченех пăхса çитĕнтернĕ, 1982 çулта пурнăçран уйрăлнă.

Алла тепĕр çырăва илетĕп:

«Ырă кун пултăр, Елена.

Эпĕ батальонра каллех дежурнăй. Пушă вăхăтра шухăша кайса çыру çыратăп… Темшĕн юлашки вăхăтра киле пĕр сехетлĕхе те пулин çитес килет. Маларах кил унашкалах аса килекен марччĕ. Пĕччен чухне темĕн çинчен те шухăшлатăп: пĕрле çӳрени, çитĕнни, ĕçни-çини, вилни, хама та çав шăпа кĕтни, вилмен пулин те Тăван çĕршыва, ял-йыша, çемьене курма май килменни, вăтăр çула çитичченех аякри çĕршывра асапланса çухаласси... Тата темле шухăш та çаврăнать пуçра. Кунпа пĕрлех куç умне иртнĕ кун-çул тухать. Çителĕклĕ те тулăх пурăнман пулин те хама япăх пурăнман тетĕп. Пур чух ĕçнĕ-çинĕ, çук чух чăтнă.

Пĕр качака пек ĕне пулнă тăк ачасене тата нимĕн те кирлĕ марччĕ. Пĕлме çук, тен, вĕсене санăн пĕччен çитĕнтермелле пулĕ. Манăн вĕсем валли чĕптĕм мулăм та çук, ашшĕсĕр юлсан вĕсен пурнăçăн тӳнтер енĕсене пĕчĕкрен курса ӳсмелле пулĕ. Вилсен ачасен умĕнче пысăк парăмра юлăп.

Сан пирки нимĕн те шухăшламастăп, пĕрле пурăннă тапхăрта сана ӳпкелешмелли сăлтав пулман. Чĕрере сан пирки пăшăрханнăран сана мĕншĕн те пулин айăплас ĕмĕт пĕрре те çук. Иксĕмĕр текех пĕр-пĕрне кураймасан та чĕрем тапма чарăниччен сана юратма пăрахассăм çук.

Çак çырăва пурнăç начаррипе çырнă тесе ан шутла. Пуçра пăтранакан шухăшсем çинчен çеç çыратăп. Лайăхах пурăнатăп, салтакра çынран уйрăм начар пурăнман. Ман пирки шухăшласа ан кулянăр. Чĕрĕ чухне пурăнкалăп, вилсен мана куляннипе чĕртеес çук. Амантсан телеграммăпах пĕлтерĕп. Çын куçĕнчен пăхăнса ирттермеллех амансан, вилеймесен пĕлекен-паллакан çын мана кураймĕ, шыракан та тупăнаймĕ.

Çыру çыр. Салампа А. Лукин, 1943 çулхи июнĕн 28-мĕшĕ. Полевая почта 28871».

Алексей Лукин лейтенантăн виççĕмĕш çырăвĕ:

«Ырă кун пултăр, тăван çемье!

Сирĕн пата кашни 3-4 кунра пĕр çыру çыратăп, анчах темшĕн килтен пĕртен-пĕр çыру çеç илме телей пӳрчĕ… Сурхури кунĕнче, январĕн 7-мĕшĕнче, пире кунтан илсе каяççĕ. Фронта тухса каятпăр пулас. Хăш вырăна, ăçта каясси паллă мар, анчах пĕр 70 çухрăм таран çуран, йĕлтĕрпе кайма тивет. Халех хăратăп, çанталăк шутсăр сивĕтрĕ. Шинельпе анчах, фуфайка памарĕç.

Килтен çыру кĕтрĕм, кĕтсе илеймерĕм. Кил çинчен пĕлме тивĕ-ши, тивмĕ-ши — пĕлместĕп. Посылка ятăн тăк хам вилмесен çухалмĕ, вилсен вăл çеç çухалмасть... Манран çыру илмесĕр ан çыр. Хам кирек хăш вырăнтан та çырăп. Урăх нимех те çырмалли çук. Куккисене, акисене, Андрей Тарасовича, Романа манран пысăк салам. Сана — упăшку саламĕ, ачасене — ашшĕн саламĕ. Мана ан манăр, тен, ку манран — юлашки салам. Лайăх пурăнăр, сывă пулăр. Паянлăха сывă юлатăп.

А.Лукин, январĕн 6-мĕшĕ, 1943 çул».

Лена ЛЕОНТЬЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.