Комментари хушас

7 Çу, 2025

Тантăш 16 (4937) № 07.05.2025

Аслă Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне — парне

Матвей Махов Шупашкар округĕнчи Çĕньял шкулĕнче вĕренет. Ларма-тăма пĕлмен арçын ача ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне калама çук пысăк парне хатĕрленĕ. Мĕн-ши? Тăххăрмĕш класс вĕренекенĕ хăй аллипе «Нива» машина юсаса пуçтарнă.

ИРТЕН ПУÇЛАСА КАÇЧЕН ГАРАЖРАН ТУХМАН

Матвей мĕн пĕчĕкрен, шкула кайичченех тĕрлĕ техникăпа кăсăкланма тытăннă. Пуринчен ытла велосипед, мопед, мотоцикл интереслентернĕ. Çĕнĕ йышшисем мар, киввисем, юрăхсăра тухнисем. 10-12 çулсене çитсен тăванĕсене, юлташĕсене, кӳршисене юсаса пама тытăннă. Электричествăпа çӳрекен кăткăс велосипед та пуçтарнă вăл. Пĕчĕк «Кулибин» иртен пуçласа каçчен гаражран тухма пĕлмен. Иртнĕ çулла Шупашкар округĕнчи Пĕчĕк Аначкасси ялĕнче, пĕрисен картишĕнче кивĕ «Нива» машинăна асăрханă вăл. Иртсе каймассерен сăнанă ăна, хайхискер вырăнтан ниçта тапранмасăр ларнă. Çав «Нивăна» питĕ туянасси килнĕ унăн. Хăюлăх çитерсе арçын ача кил хуçисемпе калаçса пăхма шухăшланă. Лешсем хирĕçлемен, Матвея 20 пин тенкĕпе сутма килĕшнĕ. Пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă нухратпа туяннах ăна вăл. Çĕр çумне лăпчăнсах ларнăскере пĕр кунхине хайхискер юлташĕсемпе пĕрле килне сĕтĕрсе таврăннă. «Тата мĕн тимĕр-тăмăрĕ туянтăнха ĕнтĕ? Ăçтан, хăш çырмаран илсе килтĕн?» — тенĕ аслашшĕ куларах. Ашшĕпе амăшĕ, асламăшĕ арçын ачан куçĕнчен иккĕленерех пăхса илнĕ те нимех те шарламан. «Машинăна иртнĕ çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче илсе килтĕм. Çав кунранпа эпĕ гаражран тухман та пуль. Çăвĕпех юсарăм. Асатте те манпа пĕрле ĕçлерĕ. Машинăн тĕпĕ пĕтĕмпех тутăхнăччĕ. Моторне те йăлтах сӳтме тиврĕ. Çĕнĕ тормоз, аккумулятор тата ытти саппас пай чылай туянтăмăр. Кузовне çĕнĕрен сăрларăм. Пур агрегатри çăва та улăштартăм. Хĕлле те уроксем хыççăн тӳрех сивĕ гаража васкаттăм. Асатте тивĕçлĕ канура пулин те Шупашкарти В.И. Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлĕхĕнче сварщикра тăрăшать. Сăмах май, çуралнă кунпа вăл мана сварка аппарачĕ парнелерĕ. Пĕлесчĕ сирĕн, мĕн тери савăнтăм! Кам-тăр чаплă телефон, компьютер пирки ĕмĕтленет пулĕ, мана ав урăххи кăсăклантарать. Тĕрĕссипе, техника юсама никам та вĕрентмен, ытларах пĕтĕмпех интернет урлă. Паллах, асатте çумра пулнă ялан. Нумаях пулмасть, ака уйăхĕн вĕçĕнче, хайхи «Нива» тинех тапранчĕ. Ку маншăн калама çук савăнăç пулчĕ. Çичĕ çул вăл пĕр вырăнтан хускалми ларнă-çке. Паллах, йăлт тутăхнăччĕ, тĕпĕ шăтăкçурăкчĕ. Хута ярсан килтисем те манпа пĕрле савăнчĕç. Машинăна çĕнĕ пурнăç парнелеме мана пĕтĕмпе сакăр уйăх кирлĕ пулчĕ. Урамра хĕл кунĕсем хуçаланман тăк тата маларах хута яраттăм. Машинăна Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне хатĕрлесе çитерес ĕмĕт канăç памастчĕ. Ку ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли манран — парне. Эпĕ ăна вăхăта шеллемесĕр, мĕн пур кăмăлтан, чунран, юратса юсарăм», — терĕ арçын ача ăшшăн. «Нива» машинăна хальлĕхе ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем патне илсе çитереймен-ха. Кăçех, çу уйăхĕнче, вăл инçе çула тухĕ. Матвей салтаксем валли çыру чикме те манман. Хăвăртрах Çĕнтерӳпе тата таса-сывă таврăнма ыйтса шăрçаланă ăна, вĕçĕнче салтаксене тав тунă. Машинăн хыçалти кантăкĕ çине «Боевая классика», айккине «Боец» тесе çырса хунă.

ХУРА «ВОЛГА» ПИРКИ ĔМĔТЛЕНЕТ

Кивĕ «Нивăна» çĕнĕрен пуç¬ тарма ăçтан укçа-тенкĕ тупнă-ха шкул ачи? Ку ыйту чылайăшне канăç памасть пулĕ. Статья пуçламăшĕнчех «ларма-тăма пĕлменскер» тесе палăртрăмха ун пирки. Чăн та, çавнашкалах. Пĕрчĕн-пĕрчĕн укçа пухма пĕчĕкрен вĕреннĕ вăл. Кирлĕ мар япала валли тăкакламасть ăна. Паян пĕр кинемее пахча чавса парать, ыран теприн патĕнче утă çулать е вутă çурса купалать. Пĕр ĕçе те тиркемест. Шăварма та, çумлама та хаваспах çӳрет. «Тар тăкмасăр çăкăр çиме çук», — тет вăл. Маховсем Шупашкар округĕнчи Загорски ялĕнче пурăнаççĕ. Çĕньяла çити асфальт çул çуккипе кашни кунах шкула çуран çӳреме тивет Матвейăн. Йăмăкĕпе Есенийăпа кашни кун 12 километр парăнтараççĕ вĕсем. Арçын ача халĕ хура тĕслĕ «Волга» пирки ĕмĕтленет. Паллах, çĕнни кирлĕ мар ăна, хăй аллипе, пайăн-пайăн пуçтарасшăн. <...>

Елена АТАМАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.