Комментари хушас

7 Çу, 2025

Чăваш хĕрарăмĕ 16 (1396) № 07.05.2025

«Водолазăн кĕлетки кăна мар, психики те çирĕп пулмалла»

Александр Петрушкин 20 çул çăлавçăра ĕçлет. Вăл — водолаз. «Шыв айне анни космоса тухнипе пĕрех — йĕритавра сĕм тĕттĕм те шăп», — терĕ хăйне евĕрлĕ профессире вăй хуракан Александр Петрович.

Сĕм тĕттĕмре, шăплăхра…

Елчĕк тăрăхĕнчи Аслă Елчĕкре çуралса ӳснĕскер И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университетĕнче физкультура тата ОБЖ вĕрентекенĕн специальноçне илнĕ. Дипломлă пулсан Шупашкарти пĕр шкулта тăрăшнă. — Шкулта ĕçленĕ вăхăтра çăлавçă ĕçне сĕнчĕç. Кайса пăхрăм та вырнаçрăм. 2004 çулта ГКЧС тытăмĕнче çăлавçăра вăй хума пуçларăм. 2005 çулта Шупашкарта водолаз специальноçне илтĕм. 2018 çулта вара çак енĕпех Воронеж хулинче квалификацие ӳстертĕм, водолазсен ертӳçине вĕрентĕм. Çăлавçăн темиçе тĕрлĕ специальноç пулмалла, пĕри — водолаз. Çулла пуçлансанах эпир ĕçе пуçăнатпăр: шыва кĕмелли вырăнсене хатĕрлетпĕр, çӳп-çапран тасататпăр. Водолаз ĕçĕ — хăрушшисенчен пĕри, кăна пытармасăрах калатăп. Чылай çул ĕçлесен те шыв айне аннă самантра «шикленместĕп» теместĕп. Унта, аялта, сĕм тĕттĕм. Алă, çамка çинче хунарсем пур пулсан та нимех те кураймастăн. Шыв айĕнче питĕ шăп, чĕре епле тапни те илтĕнет. Кӳлĕ-пĕвепе юхан шыв тĕпĕнче тĕрлĕ çатрака, ăпăр-тапăр нумай, йывăçсем те ӳсеççĕ — вĕсене пырса тăрăнасси те пулать. Юлашки вăхăтра тĕрлĕ çĕнĕ йышши оборудованипе тивĕçтереççĕ. Унччен шыв айĕнче пĕр-пĕринпе калаçма май çукчĕ, ятарлă паллăсемпе кăна усă кураттăмăр. Халĕ ĕçе пурнăçланă чухне пĕр-пĕринпе çыхăну тытма май пур. Çавăнпа хăрушлăх чакать пек, хăвна шыв айĕнче тăр пĕччен туймастăн. Эпир шыва путнă çынсене тупас енĕпе çеç ĕçлеместпĕр. Тискер преступлени тусан, тĕслĕхрен, çынна вĕлерсе кĕлеткине пайласа шыва пăрахнă пулсан, шыратпăр. Кунсăр пуçне преступленипе çыхăннă япаласене — çĕçĕ, пистолет — тупатпăр. Сĕм тĕттĕмре вилнĕ çын кĕлетки ăнсăртран куç умне тухрĕ тĕк… Çавăнпа водолазăн нерв тытăмĕпе психики çирĕп пулмалла. Ку профессире пурте ĕçлеймеççĕ. Республикипе те 18 водолаз кăна. Чылайăшĕ хĕсметре тăнă хыççăн пирĕн тытăма ĕçе вырнаçма килет. Пĕррехинче çавнашкал çамрăк путнă çынна шырама шыва анса кайрĕ. Тепĕртакран паллă пачĕ те ăна çыран хĕррине кăлартăмăр. Ун хыççăн опытлă водолаз анчĕ те вилене туртса кăларчĕ. Çамрăк çăлавçă этем кĕлеткине курсан хăраса ӳкнĕ ахăртнех. Кун хыççăн вăл ĕçрен кайрĕ. Пĕрремĕш хутĕнчех шикленĕве парăнтараймасан малалла ĕçлейместĕн. Пулла кайнă та… Çӳçентерекен тĕслĕхсем нихăçан та асран тухас çук. Вунă çул каялла Шупашкар районĕнче тискер преступлени пулнă — арçын хĕрарăма вĕлернĕ, кĕлеткине темиçе пая пайласа кӳлле пăрахнă. Анчах çав пайсене хăш кӳлле пăрахнине çирĕплетсе каламан. Çавăнпа эпир ял таврашĕнче миçе кӳлĕ-пĕве пур, йăлтах тĕрĕслерĕмĕр. Акă юлашки юлчĕ: питĕ вăрăмскер. Шыва антăм, калама çук хăрушăччĕ. Этем кĕлеткин пайĕсем пирки шухăшласан — пушшех те. Çӳçентерет, ӳт тăрăх сивĕ чупать. Нимĕн те тупас марччĕ кăна тесе шухăшларăм. Алăпа кӳлĕ тĕпне хыпашласа пыратăп, сасартăк темĕскер çакланчĕ… Çын пуçĕ! Çӳçĕнчен тытса çĕклеме пуçларăм çеç, вĕçерĕнсе кайрĕ. Шыратăп-шыратăп — тупаймастăп. «Тен, пуç мар вăл?» — текен шухăш та мĕлтлетрĕ. Малалла кайрăм. Хама çыхнă вĕренрен туртса кăларма паллă патăм. «Асăрхарăн-и, пĕр çĕрте пăтрантăм — унта çын пуçĕ пурччĕ», — пĕлтертĕм ĕçтешĕме. Хайхи вырăна тепĕр хут антăм. Çыран хĕрринче çак преступление тишкерекенсем, прокуратура ĕçченĕсем тăраççĕ… Юлашкинчен тупрăм-тупрăмах хайхи пуçа. Шывран тухрăм та манăн алăра… муклашка иккен! Ун çинче вара курăк ӳсет. Тĕттĕмре ним мар этем пуçĕ пек туйăнма пултарать. Темиçе çул каялла, ку тĕслĕх те Шупашкар тăрăхĕнче пулнăччĕ, пĕр арçын пулă тытма кайнă. Вăлтине ывăтнă та туртма пуçланă. Вăлти вара самай йывăр. Унччен те пулман — пулăçă этем кĕлеткин пĕр пайне туртса кăларнă. Хăраса ӳкнĕскер тӳрех кирлĕ çĕре шăнкăравланă. Следовательсем пире, водолазсене, çав кӳлĕ тĕпне пĕтĕмпех ухтарма хушрĕç. Ăна вăрах вăхăт тĕрĕсленĕ хыççăн вилен ытти пайне тупрăмăр. Пĕрремĕш хут инкек пулнă çĕре кайнине те паянхи пекех астăватăп. Красноармейски районĕнче ача путнăччĕ. Кӳлĕ тĕпне антăм, чĕркуççи таран юшкăн, сывлăш пӳлĕнет. Ачан кĕлеткине аран шыраса тупрăм. Чи хăрушши, чуна пăрлантараканни — ашшĕ-амăшĕ татăлса, ӳлесе йĕни. Питĕ йывăр çак саманта хам витĕр кăларма. Хăш чухне куççуль тапса тухать. Чăтма çук йывăр самант ку. Шел, ачасен кĕлеткисене те шывран туртса кăларма тивет… Сĕм тĕттĕмре мĕн те пулсан шырама чăннипех çăмăл мар. Юрать, хальхи технологисем пур. Нумаях пулмасть ятарлă сканерпа тивĕçтерчĕç. Куншăн ĕçтешсен ячĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхне, Чрезвычайлă лару-тăру министерствине тав сăмахĕ калатпăр. Унччен çын хăш тĕлте путни пирки ыйтсан: «Ав çавăнталла», — тесе алăпа сулатчĕç. Ăна шырама вăхăт нумай кирлĕччĕ. Халĕ сканер шыв айĕнче мĕн пуррине йăлтах кăтартать: ăçта курăк-йывăç тата ытти те. Этем кĕлеткине те палăртать вăл. Шывра вăтамран 1 сехет пек ирттерме пултаратпăр. Тарăнăшне аннă чухне кашнинчех хăлха питĕрĕнет — шыв пусăмĕ питĕ пысăк. Çавна май хăлхана ятарлă хăнăхтару туса уçмалла. Унсăрăн вăл çурăлас хăрушлăх пур. 10 метртан та тарăнрах аннă пулсан тӳрех çиеле ишсе тухма юрамасть. Çак йĕркене пăхăнмасан хăйне евĕр чир пуçланĕ, пĕтĕм кĕлетке ыратĕ. Ку вăл водолазсен чирĕ шутланать. Çавăн пекех ӳпкене хӳтĕлемелле. Кимĕрен шыва тӳрех чăммалла мар, мĕншĕн тесен тарăнăшра ӳпке сарăлать. Хăрушсăрлăх правилисене пăхăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ пирĕн профессире. Кунсеренех медтĕрĕслев витĕр тухатпăр, çулталăкне пĕрре вара тĕплĕн тĕрĕсленетпĕр. Ĕçри йывăрлăхсене чи малтан мăшăрпа сӳтсе яватăп. Ăна тав тăватăп, вăл яланах хавхалантарать, пулăшса пырать. Ачасем вара манпа мăнаçланаççĕ. Çакă ĕçлес туртăма тата ӳстерет. Чăваш Ен Правительстви те водолазсене тимлет, пулăшни пирки каларăм ĕнтĕ. Кунсăр пуçне кĕркуннесерен санаторире тӳлевсĕрех сывлăха çирĕплетме май туса пачĕç. Ытти регионти водолазсемпе хутшăнатпăр та — унта çакнашкал çăмăллăхсем çук. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   ♦


Килте те ача кĕтекен пациенткăсем пирки шухăшлать

Вăл пулас амăшне варта тĕвĕленнĕ пепкен чĕре таппине çураличченех илтме, кунсеренех вун-вун çĕнĕ çынна çут тĕнчене килме пулăшать. Тин çеç çуралнă ачана та, хӳтлĕхсĕрскере те черченскере, чи малтан унăн ачаш алли çупăрлать… Унăн ячĕ — акушерка. Çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче çак шутсăр яваплă профессие суйланă çынсем хăйсен уявне паллă турĕç. Çавна май, хаçат тĕпелне 38 çул Шупашкарти тĕп больницăри хĕрарăмсен консультацийĕнче акушеркăра тăрăшакан Нина Поляковăна йыхравларăмăр.

Вăл Вăрнар тăрăхĕнчи Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче вунă ачаллă çемьере кун çути курнă. Нина чи кĕçĕнни. Ашшĕпе амăшĕ ачисене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса ӳстернĕ. — Атте фронтовикчĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер яла аманса таврăннă. 1946 çулта аннепе пĕрлешсе çирĕп çемье çавăрнă, çичĕ хĕрпе виçĕ ывăла пурнăç парнелесе ура çине тăратнă. Атте вăрçă пирки каласа кăтартма юратмастчĕ. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех колхозра бригадирта ĕçлерĕ, анне те колхозраччĕ. Шкултан вĕренсе тухсан эпĕ Киров облаçĕнчи Санчурск поселокĕнчи медицина училищинче фельдшер специальноçне алла илтĕм. Пĕчĕкренех çынсене сиплеме, пулăшма ĕмĕтленеттĕм — тĕллеве пурнăçларăм, — калаçăва пуçарчĕ Нина Николаевна. Икĕ çул çурă вĕреннĕ хыççăн вăл тăван тăрăха таврăннă, Шупашкарти тĕп больницăри хĕрарăмсен консультацине акушеркăна вырнаçнă. Каярахпа Çĕмĕрле тăрăхĕн каччипе çемье çавăрнă, мăшăр пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Нина Николаевна тухтăрпа пĕрле пациенткăсене йышăнать, вĕсен сывлăхне тĕрĕслет. Унччен пулас амăшĕсене те, гинекологи чирĕсемпе аптăракансене те тимленĕ. Пĕлтĕртенпе амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсене çеç йышăнаççĕ. Тухтăрпа пĕрле Нина Николаевна ача кĕтекенĕн тата пепкен сывлăхне мĕн çураличченех тимлесе тăрать. Пĕр тапхăр вăл стационарта та ĕçленĕ. Унта вара чылай кăткăсрах — хырăм пăрахтарнă, амалăх органĕсене полипсенчен тасатнă тата ытти операцие те пурнăçланă. — Операци вăхăтĕнче, паллах, пациенткăшăн хумханатăн. Вĕсене лăплантармалла, йăлтах каласа ăнлантармалла. Хырăм ӳкнĕ тĕслĕхсем те пулнă. Пепкине çухатнă пациенткăсемпе вара уйрăмах тимлĕ пулмалла. Консультацие çӳрекен кашни пулас амăшĕпе ачишĕн пăшăрханатпăр, йăлтах йĕркеллĕ пултăрччĕ, кăлтăксемсĕр çăмăллантăрччĕ тесе шухăшлатпăр. Пациенткăсем пепкине тĕрĕстĕкел çуратнă хыççăн чун савăнать. Консультацие килекенсенчен нумайăшĕ манăн ачасен ӳсĕмĕнче, çавна май эпĕ вĕсемшĕн амăшĕ пекех. Тĕрĕссипе, хамăн пациенткăсем пирки килте те шухăшлатăп, — кăмăллăн калаçрĕ юратнă ĕçĕ пирки акушерка. <...>

Александра СИДОРОВА.

♦   ♦   ♦


Лев Лещенкăпа та пĕр сĕтел хушшинче калаçнă

«О, пирĕн Алена эфирта!» — шухăшлатăп хĕпĕртесе кашнинчех «Дорожное радио» итленĕ май. Питĕ кăмăллă-çке çĕршыв шайĕнчи радиохумсем çинче янăракан ентешĕн сассине илтме. Ахăртнех, Алена Арсентьевăна пирĕн вулакансем те паллаççĕ. Ара, темиçе çул каялла çеç-ха вăл «Тăван радиора» вăй хуратчĕ. Хальхи вăхăтра Çĕрпӳ тăрăхĕн пики Мускав облаçĕнче кун кунлать, «Дорожное радио» компанире тăрăшать. Пултаруллă радиоертӳçĕ хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕ.

Журналист кăна мар

Радио ĕçне юратасси Аленăн студент вăхăтĕнче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш тата вырăс филологийĕн факультетĕнче пĕлӳ илнĕ май, пуçланнă. Чăваш наци телерадиокомпанийĕнче практика тухнă хыççăн вара вăл радиожурналист профессине чăннипех килĕштернине туйнă. Алла диплом илсен хĕр Наци радиовĕнче вăй хума пуçланă. — Пĕрремĕш эфира виççĕн тухрăмăр — эпĕ, Мария Самделова /вăл та тин çеç диплом илнĕччĕ/ тата Ирина Лампасова. Тепрехинче Машăпа иккĕнех микрофон умне лартăмăр. Чунра шикленӳпе хумхану хуçаланчĕç. Çав самантра чăваш чĕлхине манса кайнăнах туйăнчĕ, пуçра пĕр шухăш та çук пекчĕ. Кăларăма чĕннĕ хăнапа мĕн пирки калаçмаллине те пĕлместĕмĕр, — аса илчĕ радиоертӳçĕ. Ĕç опычĕ пухăннă май Аленăна «Тăван радиори» «Ирхи салам» кăларăма ертсе пыма шаннă. Каярахпа хĕр Чăваш наци телекуравĕн экранĕ çине те тухма тытăннă. — Кашни ир ĕçе çĕкленӳллĕ кăмăлпа килме тăрăшаттăм. Ыйхăран вăрансан илемлĕ юрă-кĕвĕ итлеттĕм, тĕкĕртен пăхса йăл кулаттăм. Радиокăларăм валли хăна тупма çăмăл марччĕ. Чăвашла лайăх калаçакан çын кирлĕ-çке-ха. Чылайăшĕ тем пек йыхравласан та килместчĕ. «Ой, эпĕ чăвашла калаçма пĕлместĕп!» — тетчĕç. Теприсем хăйсен пĕлĕшĕ-тусĕ илтесрен шикленетчĕç. Çавна май хăш чухне çур çĕрте те радиокăларăм валли хăна шырани пулнă, — сăмахне малалла тăсрĕ пике. Çынсем ăна радио ĕçченĕ пек çеç мар, юрăç пек те пĕлеççĕ. Юрлама мĕн пĕчĕкренех юратнă Алена. Амăшĕ ăна: «Эсĕ калаçма пуçличченех юрă ĕнĕрленĕ», — тенĕ. Сцена çине 3 çулта чухне пĕрремĕш хут тухнă, çав куна аса илтерекен Хисеп хучĕ халĕ те упранать. Çĕрпӳри культура çуртĕнче пулнă ку. — Анне çапла каласа парать: «Алена тухĕ те: «Анне-е-е!» — тесе кăшкăрĕ тесе шухăшларăм». Эпĕ сцена çинче курăнасса вăл хумханса кĕтнĕ. «Эсĕ тухрăн та — сана никам та кирлĕ марри палăрчĕ: аннӳ те, куракансем те. Тӳрех ташлама, юрлама пуçларăн», — çав саманта паянхи пекех астăвать анне, — каласа кăтартрĕ «Юрату çамрăка пăхмасть», «Пĕр сыпкăм», «Çуралнă кун» тата ытти юрра шăрантараканскер. Çитĕнерехпе Алена тĕрлĕ конкурс-мероприятире юрланă. Эстрада юрăçин ятне илтме вара хĕре «Кĕмĕл сасă» фестивальте палăрни пулăшнă. Шоу-бизнес хыпарĕсемпе паллаштарать Пĕтĕмпех аван, ăнăçлă йĕркеленнĕ унăн: ĕçпе пултарулăх тĕлĕшĕнчен те, ытти енчен те. Тус-тăванĕ юнашар… Çапах пикен пурнăçне улăштарма тивнĕ. Сăлтавĕ: юрату. — Пĕррехинче караоке юрлама кайсан тусăм Стас ятлă каччăпа паллаштарчĕ. Вăл Мускав облаçĕнчен Шупашкара вăхăтлăха килнĕскерччĕ. Пĕр-пĕрне пĕрре курсах килĕштертĕмĕр эпир. Икĕ çул çурă пĕр-пĕринчен аякра пурăнтăмăр. Ытларах телефонпа тата интернет урлă хутшăннă. Ун чухне Мускава куçасси пирки вуçех сĕмленмен эпĕ, Чăвашра питĕ лайăхчĕ мана. 2020 çулта вара пурнăçа улăштарасси пирки тĕплĕн шухăшлама тиврĕ. Юратнă çыннăм мана хăй патне куçса кайма пĕрре кăна мар чĕнчĕ. Çав çулхинех авăн уйăхĕнче çак утăма турăм. 2023 çулта эпир пĕрлешрĕмĕр. Çĕнĕ вырăнта ĕç хăвăрт тупаймарăм. Манăн питĕ ĕçлес килетчĕ, мĕншĕн тесен хама ахаль ларнине астумастăм та. Анчах çулталăка яхăн ниçта та вырнаçаймарăм. Çав тапхăр йывăр пулчĕ — нумай пăшăрханаттăм, кулянаттăм. Ăсталăха ӳстерес тĕллевпе радиотата телеертӳçе вĕрентĕм. Юлашкинчен ĕçе вырнаçрăм: пысăк предприяти-организаци валли хăйсен радиовĕсене йĕркелеттĕм. Ĕçĕ кăсăклăччĕ, интереслĕ опыт пухрăм. 2021 çулта «Дорожное радио» компание ĕçе вырнаçма кайрăм — унта ваканси пурччĕ. Анчах тĕрĕслев хушăвне пурнăçлаймарăм. Икĕ çул иртсен вара тепĕр хут унта çаврăнса çитрĕм. Тен, çав вăхăт тĕлне хам та психологи тĕлĕшĕнчен пиçсе çитнĕччĕ, хама кăштах çирĕпрех тытаттăм-тăр. Хальхинче ăнчĕ. Çапла майпа «Дорожное радио» журналистки пулса тăтăм. Манăн тивĕçсенчен пĕри — тĕрлĕ темăпа ятарлă репортажсем хатĕрлесси. Сăмахран, çанталăк пирки: кашни эрнерех студире синоптикпа тĕл пулатăп, вăл йăлтах тĕплĕн каласа кăтартать. Сывлăх пирки те, Мускавра иртекен мероприяти е уяв çинчен хыпарлама пултаратăп тата ытти те. Ку кăларăмсене тĕп хулара çеç илтме пулать. Тепĕр кăларăм пур манăн — «Музыкальное обозрение», вăл Раççейĕпех кашни кун эфира тухать. Унта радиоитлекенсене шоубизнеспа çыхăннă тĕрлĕ хыпара пĕлтеретĕп. Кунсăр пуçне шăматкунсерен тухакан «Посиделки» кăларăма та хутшăнатăп: паллă çынсемпе калаçатпăр — артистсене, спортсменсене, актерсене чĕнетпĕр. Ку кăларăма ĕçтеш ертсе пырать. Эпĕ вара пĕр пайĕнче кăна хутшăнатăп — хăнапа хам хатĕрленĕ пĕр-пĕр викторинăна ирттеретĕп, — ĕçĕпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ вăл. Нумай паллă çынпа куçа-куçăн калаçнă Алена: Лев Лещенкăпа, Олег тата Родион Газмановсемпе, Нонна Гришаева актрисăпа, Лариса Рубальская поэтессăпа, Надежда Ангарская телеертӳçĕпе, Александр Иванов, Дмитрий Колдун юрăçсемпе тата ытти çăлтăрпа пĕр сĕтел хушшинче ларнă. Чăннипех, кăсăклă та хăйне евĕрлĕ ĕç унăн! Чĕлхе тата пултарулăх пирки те сăмах пуçартăмăр. Каламасăрах паллă ĕнтĕ — халĕ Аленăн ытларах вырăсла калаçма тивет. «Чăвашла е вырăсла кăларăм ертсе пыма çăмăлрах?» — кăсăклантăм унран. — Юлашки вăхăтра çакна асăрхарăм: манăн туссем чăвашсем, вĕсемпе тата атте-аннепе чăвашлах хутшăнатăп паллах. Анчах эфирта, ĕçтешсемпе, мăшăрпа вырăсла калаçатăп. Ĕç хыççăн спортзала çӳретĕп те, унта та вырăслах пуплеме тивет. Вырăс чĕлхи пурнăçра нумай пулнăран хăшпĕр чăвашла сăмаха манса кайнине сисме пуçларăм. Хăш чĕлхепе калаçма çăмăлрахши? Ку вăл хăнăхнă йăла пек — пĕр-пĕр ĕçе кунсерен тăватăн пулсан ăна пурнăçлама хăнăхса çитетĕн. Чĕлхе тĕлĕшĕнчен те çавах. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   ♦


Эвакуациленнĕ чухне укçа миххисем çинче ларса пынă

Анна Чутченко фашистсем пирĕн çĕршыва тапăнса кĕнĕ çулхине кун çути курнă. Ахăр самана пуçланнă чухне вăл икĕ уйăхра çеç пулнă. Вăрçă унăн çемйин хăнăхнă та лăпкă пурнăçне тĕпрен улăштарнă — вĕсен тăван килне пăрахса кайма тивнĕ…

— Манăн çемье Беларуçри Бобруйск хулинче пурăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухсан эвакуациленме тивнĕ. Атте Семен Абрамович банк управляющин çумĕнче ĕçленĕ те, ăна укçана урăх хулана куçарма хушнă, машина уйăрса панă. Çапла вара пĕр кунхине эпир çула тухнă: аннепе эпĕ тата Люба аппа укçа миххисем çинче ларса пынă… Пĕр хулана çитнĕ — йышăнман, тепринче те çавах. Юлашкинчен укçана йышăннă, михĕсене çĕре пăрахнă та сыв пуллашнă, аттене нимĕнле документ та паман. Кайран вăл пире Узбекистанри Наманган хулине леçнĕ, хăй фронта кайнă. Çав хулара эпир икĕ çул çурă пурăннă, — пуçларĕ сӳтме сăмах çăмхине вăрçă ачи Анна Семеновна. 1944 çулта çемье пуçĕ фронтран чĕрĕ таврăннă, анчах аманнă, контузи те пулнă унăн — çапах ура çине тăнă. Çемье Бобруйска таврăннă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Семен Абрамович парти органĕсенче ĕçленĕ, мăшăрĕ Роза Самуиловна медсестрара тăрăшнă. Анна тăван хулинче шкултан вĕренсе тухсан институтра радиоэлектронщик тата экономист профессийĕсене алла илнĕ. Шăпах çав вăхăтра вăл пулас мăшăрне Анатолие тĕл пулнă. Кăштахран хĕрпе каччă çемье çавăрнă. Вĕренӳ тапхăрĕ вĕçленсен Чутченкăсене Чăваш Ене направленипе ĕçлеме янă. Дипломĕсене вара паман. Ăна кайран, икĕ çултан тин, Беларуçа кайса илнĕ.

— Тăван тăрăхран, çывăх çынсенчен мĕн тери уйрăлас килместчĕ! Каймах тиврĕ. Пире тата темиçе çемьене Шупашкарти электроаппарат заводне ячĕç. Пурăнмашкăн «Чăваш Ен» хăна çуртне хирĕç вырнаçнă хваттерте виçĕ пӳлĕмрен пĕрне уйăрса пачĕç. Ыттисенче ялтан килнĕ завод ĕçченĕсем кун кунлатчĕç. Манăн çав тери киле каяс килетчĕ. Мăшăр вара Атăла курчĕ те… юратса пăрахрĕ. Катер туянчĕ… Унтанпа чылай шывшур юхнă, 60 çул иртрĕ. Чăвашла та вĕренчĕ вăл, калаçма пултаратчĕ. Хайхи пӳлĕмре чылай пурăнтăмăр çав, унтах хĕрĕмĕр Лена çуралчĕ, шкула çӳреме пуçларĕ. Вăл 10 çула çитсен ывăл Саша кун çути курчĕ, унтан пире заводран икĕ пӳлĕмлĕ хваттер пачĕç. Аттепе анне сывă чухне çулсеренех Беларуçа кайса килеттĕмĕр. Эпир кунта пĕрле килнĕ çемьесемпе туслăччĕ. Пĕррехинче эпир вăрманта Çĕнĕ çула уявлани пирки хаçатра та çырса кăларнăччĕ, — йăл кулчĕ Анна Семеновна. Çапла, Çĕнĕ çула чăннипех уçă сывлăшра паллă тăваттăмăр. Халĕ «Контур» завод ларакан вырăнта унччен вăрманччĕ, чăрăшлă уçланкă тупаттăмăр та кăвайт чĕртеттĕмĕр, савăнаттăмăр, ту çинчен ярăнаттăмăр… Ачасем пĕчĕк чухне те унта пухăнаттăмăр. Паян çав туссенчен пĕри те ку тĕнчере çук, эпĕ çеç юлтăм. Пурнăç майĕпен пурне те илсе каять. Вăхăт иртсен Анна Семеновна урăх предприятие экономиста вырнаçнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ĕçре йывăрлăхсем тухнăран ăна страхлакан агентсене вĕрентекен курссенче пĕлӳ илме сĕннĕ. Хĕрарăм çапла тунă та. Унтан страхлакан компание ĕçе кĕнĕ. Ку тытăмра чылай çул вăй хунă вăл, яланах малти вырăнта пулнă, ăна Хисеп хучĕсемпе пĕрре мар чысланă. Пурнăç кустăрми хăй еккипе чупнă. Анатолий Александровичпа Анна Семеновнăн ачисем ӳссе çитĕнсе тăван йăваран вĕçсе тухнă. Хĕрĕ амăшĕн çулне суйланă — Мускавра пурăнаканскер экономистра вăй хурать. Ку кăна мар, унăн хĕрĕ те çак профессиех суйланă. Александр вара Шупашкартах тĕпленнĕ, çемьеленнĕ. Мăнукĕсем Анна Семеновна патне килсех тăраççĕ. Мăшăрĕн сывлăхĕ хавшасан кил хуçи арăмĕ ĕçне пăрахнă. Шел те, виçĕ çул каялла Анна Семеновна упăшкине ĕмĕрлĕхех çухатнă. Çакна чăтса ирттерме питех те йывăр килнине пытармарĕ вăл. 56 çул вĕсем пĕр сукмакпа, пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе, юратса утнă-çке-ха. Ылтăн туй та паллă тунă. — Пачах çăвар уçман кунсем те пулаççĕ — никам та шăнкăравламасан, хам ниçта та тухмасан калаçмасăрах кун иртет. Ачасем хăйсем патне чĕнеççĕ-ха, хăнăхнă çĕртех пурăнас килет, — терĕ вăл. <...>

Александра СИДОРОВА.

♦   ♦   ♦


Джаз жанрне алла илнĕскер

Иркутск тăрăхĕнчи йăхташсем патĕнче Бразили джазне юрлакан Танина Лодоре юрăç хăнара пулнă. Пултаруллă чăваш хĕрĕ вĕсене тĕрлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарнă.

Кам-ха вăл Танина Лодоре? Унăн чăн ячĕ-шывĕ — Татьяна Силодорова. Вăл 1983 çулта Усть-Илимск хулинче кун çути курнă. Хăй вăхăтĕнче унăн ашшĕпе амăшĕ асăннă хулана çĕкленĕ çĕрте вăй хунă, унтах паллашнă, çемье çавăрнă. Каярахпа хĕр пĕрчи ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Братск хулине куçнă, унтан — Чăваш Енри Канаш районĕнчи Янкăлча, амăшĕн Нина Красновăн тăван ялне. «Эпĕ ахаль çемьере çуралса ӳснĕ. Атте-анне ялтан тухнă. Анне тĕлĕнмелле пултаруллă хĕрарăмччĕ, — аса илет Татьяна Юрьевна. — Вăл питĕ юрлама, шӳтлеме юрататчĕ, çав тери ырă кăмăллăччĕ. Нумай вулатчĕ. Ахальтен мар мĕн пур артиста, режиссера паллатчĕ. Юрă-кĕвĕ пултарулăхĕ шăпах мана аннерен куçнă пулĕ. Шухăш-ĕмĕт пурнăçлантăр тесе çывăх çыннăм яланах пулăшатчĕ». Хĕрачан юрлас пултарулăхне ача садĕнчи воспитательсем асăрханă малтан. Çакăн пирки ашшĕ-амăшне пĕлтернĕ. Çавна май вăл кĕçех Братскри Пионерсен керменне çӳреме тытăннă. Янкăлч ялне куçса килсен вырăнти вăтам шкулта, унтан — Канашри педагогика колледжĕнче вĕреннĕ. Çак хулари Ача-пăча пултарулăх çуртĕнчи эстрада студине те çӳренĕ. Андрей Строганов педагог кĕвĕ-çемĕ вăрттăнлăхне чылай вĕрентнĕ ăна. Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинчи вокал уйрăмне «5» паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн Санкт-Петербургри театр искусствин академийĕнче пĕлӳ илнĕ. Пултарулăх çулĕ çине тухнă май Татьяна Силодорова куракана тĕрлĕ жанрпа çырнă юрă-кĕвĕпе паллаштарнă. Анчах академире вăл музыка театрĕн критикĕн ĕçне алла илнĕ. Çапах пурнăçне сценăпа çыхăнтарма шут тытнă. Джаз килĕшнĕ пулсан та ун патне каярах çеç çаврăнса çитнĕ хĕр. Малтанах унăн хăйне евĕрлĕхне вĕреннĕ, музыкантсемпе ĕçленĕ тата ытти те. «Бразили джазĕ ун чухне парăнтарайми стиль пек туйăнатчĕ. Çапах та эпĕ юрра-кĕвве, чĕлхене, çак халăхăн философине, уйрăмах музыка культурине вĕренме пуçларăм. Çапла, йывăр лару-тăруран, туртăмран тата пысăк ĕмĕтрен Танина Лодоре çуралчĕ», — тет вăл. Сцена псевдонимне хăйĕн тата амăшĕн ятĕнчен, çавăн пекех чăн хушамачĕн пĕр пайĕнчен илсе шухăшласа кăларнă. Танина каярахпа джаз фестивалĕсене хутшăнма тытăннă. Çавна май В.Андреев ячĕллĕ халăх инструменчĕсен оркестрĕпе тата СанктПетербург, Мускав, Бразили, Индонези, Куба артисчĕсемпе туслашнă. Ача-пăча валли «Джаз — детям» арт-концерт, «Город счастливых женщин» клуб, çавăн пекех ыр кăмăллăх концерчĕсем те йĕркеленĕ. «Завтрак со звездой» кăларăмра ертӳçĕре тăрăшнă. Татьяна Юрьевна мăшăрĕпе Равиль Назировпа йĕкĕреш ачасене ура çине тăратаççĕ. «Ачасем — Турă парни, пирĕн вĕрентекенсем, пире хавхалантаракансем, — тет хĕрарăм. — Эпĕ хамăн ачасен пуласлăхне витĕм кӳме тăрăшмастăп, вĕсен пултарулăхне уçса пама çеç пулăшатăп. Хальлĕхе вĕсем ман пурнăçа, ĕçĕмсене, тĕллевсене ирĕксĕрех хутшăнаççĕ. Анчах малалла вĕсен професси, туссем суйласа илес тапхăр пуçланать. Манăн тĕллев — çак тĕнчере ачасенче ĕненӳ, юрату, ыр кăмăллăх никĕсне хывасси», — палăртать Танина Лодоре. Хальхи вăхăтра Татьяна Юрьевна çемйипе Санкт-Петербург хулинче пурăнать. <...>

Валентина МАКСИМОВА.

♦   ♦   


«Театр – драматургсăр, халăх театрсăр пурăнаймасть»

РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш халăх çыравçи, К.В.Иванов ячĕллĕ Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Кăшнаруй ялĕн хисеплĕ гражданинĕ Николай Терентьев драматург çуралнăранпа кăçал 100 çул çитрĕ. Çавна май К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче асăну каçĕ иртрĕ.

Кун-çул тупсăмĕ Николай Терентьевич Канаш районĕнчи Кăшнаруй ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ашшĕ унăн ялта колхоз йĕркелекенсенчен пĕри пулнă. Николай Терентьевич малтан — вырăнти, каярахпа Чурачăкри вăтам шкулсенче пĕлӳ илнĕ. Аслă классенче драма кружокĕпе, литературăпа кăсăкланнă. Николай вăтам шкултан вĕренсе тухнă çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Пиччĕшĕ унта пуç хунă. Вăрçа кайма çул çитмен яш ытти çамрăкпа пĕрле ялти йывăр ĕçсене кӳлĕннĕ. Анчах малалла вĕренес шухăш-ĕмĕтне татман пулас çыравçă. 1942 çулта Шупашкарти Чăваш театрĕн студийĕнче пысăк конкурс витĕр тухса Мускаври А.В.Луначарский ячĕллĕ Театр искусствин патшалăх институчĕн Чăваш студийĕнче вĕренме пуçланă. Çак йышра Виктор Родионов, Вера Кузьмина та пулнă. Пилĕк çул вĕреннĕ хыççăн пултаруллă çамрăксем Шупашкара таврăннă, театр артисчĕсем пулса тăнă. Николай Терентьевич та малтанах артистра ĕçленĕ, тĕрлĕ роль калăпланă. Çав вăхăтрах ăна режиссерсем куçару ĕçне явăçтарма тытăннă. Вăл пьесăсем çеç мар, киносценарисем те куçарнă. Шкул вăхăтĕнчех сăвă-калав çырнă каччă литературăпа кăсăкланма тытăннă. Çавна май вăл театртан кайса Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи литература факультетне вĕренме кĕнĕ. 1953 çулта аслă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче литература пайĕн ертӳçинче тăрăшнă. Çав вăхăтрах халăх театрĕсем валли кĕске пьесăсем çырнă. Драматурги вăрттăнлăхне ăнланас, ăша хывас тĕллевпе Николай Терентьев педагогика институчĕ çумĕнчи аспирантурăран вĕренсе тухнă. Çак вăхăтра «Кайри мала хур кайăксем», «Юратнăран», «Çĕпĕр дивизийĕ», «Çĕрпе хĕр», «Çиçĕм хыççăн аслати», «Пушар лаши» пьесăсем пĕрин хыççăн тепри çырăннă. Ун чухне республикăри пĕр театр та унăн пьесисене лартмасăр юлман. «Маншăн театр — кун-çул тупсăмĕ», — тенĕ Николай Терентьевич. Пултаруллă драматург çемьере те телейлĕ пулнă. Унăн мăшăрĕ Мария Ивановна юратнă арăмĕ çеç мар, чи çывăх тусĕ, унăн пултарулăхне малалла тăсаканĕ пулнă. Вĕсем икĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ: Алена, Надежда, Илья тата Алексей. Терентьевăн йăхне тăсакансем паян — мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем. Вĕсем халĕ СанктПетербургра пурăнаççĕ. Николай Терентьевич хăйĕн ĕмĕрĕнче 50-а яхăн пьеса çырнă. Вĕсенче 400-е яхăн çынна сăнарласа сцена, экран çине кăларнă. Унсăр пуçне вăл радиопа телекуравра тĕрлĕ калаçăва хутшăннă, хаçат-журналта статьясем çырнă. «Атте пирĕншĕн тĕслĕх пулнă» Асăну каçне Раççей халăх артистки Нина Яковлева та хутшăнчĕ. «Вырăссен классикĕ, драматургĕ — Александр Островский, пирĕн вара — Николай Терентьев, — терĕ Нина Михайловна сăмах илнĕ май. — Мускаври Луначарский ячĕллĕ театр искусствин патшалăх институтĕнчен вĕренсе килсен малтанхи çулсенче манăн пысăк рольсем пулман. 1964 çулта Николай Терентьевăн «Хĕвел тухнă чух» пьесине лартрĕç. Мана Катя Серебрякова рольне калăплама шанса пачĕç. Çакă пысăк парне пулчĕ. Çапла, Николай Терентьевичăн пьесисенчен пысăк сăнарсем пуçланчĕç манăн. 1974 çулта Мускава гастроле кайрăмăр. Малтанах «Хумсем çырана çапаççĕ» кăтартрăмăр. Эпĕ унта И.Я.Яковлевăн мăшăрĕн Екатерина Алексеевнăн сăнарне калăпларăм. 1981 çулта вара каллех Мускава çул тытрăмăр. Ун чухне чаршава «Çиçĕм хыççăн аслати» пьесăпа уçрăмăр. Çапла, сцена çинчи телейлĕ пурнăçăн пĕр пайĕ маншăн Николай Терентьевич пулчĕ. Çакăншăн ăна тавах». Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Семенов та паллă драматурга ырă сăмахпа аса илчĕ. Сцена çинчи пĕрремĕш утăмсем унăн та Николай Терентьевăн пьесинчен пуçланнă. «Çĕрпе хĕр» спектакльти каччă сăнарне шанса панă ăна. Хĕрĕн рольне вара Нина Григорьева калăпланă. «Николай Терентьевич театра час-часах çӳретчĕ. Вăл Мускавра пĕрле вĕреннĕ Виктор Родионовпа туслăччĕ. Иккĕшĕ калаçатчĕç, шӳтлетчĕç. Вĕсене итлесе тăранма май çукчĕ. Спектакль вĕçленсен те киле каймасăр итлесе лараттăм. Шӳт пуçлансан вара вĕçĕхĕрри те çукчĕ», — çапла аса илчĕ Владимир Валентинович çыравçа. Асăну каçне Николай Терентьевăн хĕрĕпе Надеждăпа ывăлĕ Алексей та хутшăнчĕç. Ашшĕ ăшă кăмăллă, ĕçчен, пултаруллă çын пулнине палăртрĕç вĕсем. Ун патне çынсем хăйсем туртăннине каларĕç. «Ырă çак енсем пире те, ачисене, куçнă. Атте пире сăмахпа мар, хăйĕн ырă ĕçĕсемпе воспитани панă. Вăл пире «кăна ан ту», «кăна çапла ту», «кун пек япăх пулать» тесе нихăçан та каламан. Атте пирĕншĕн тĕслĕх пулнă. Анне унпа яланах юнашарччĕ. Ăна пулăшса пыратчĕ. Вăлах редактор та, критик та пулнă. Атте çут тĕнчерен уйрăлсан анне унăн кĕнекисене кăларчĕ, статьясем çырчĕ, журналистсемпе тĕл пулса калаçрĕ. Çавăн пекех тĕлĕнмелле пуян архив пухса хатĕрлерĕ. Кăсăкланакансене çемье архивĕн материалĕсене пама та пултаратпăр». <...>

Валентина ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.