Комментари хушас

Иртнĕ эрне кун пăрлă çумăр тата йĕпе юр çунăран Шупашкар районĕнче пурăнакансен те тĕрлĕ чăрмавпа вăхăтлăх йывăрлăхсене чăтса ирттерме тивет. Райадминистрацин ятарлă программăсен уйрăмĕн пуçлăхĕ Игорь Рябин, вăлах - чрезвычайлă лару-тăру сиенне пĕтерес енĕпе йĕркеленĕ оперативлă штаб пуçлăхĕ, пĕлтернĕ тăрăх - юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче 120 ял-сала тата социаллă пĕлтерĕшлĕ 24 объект /çав шутра 12 шкул, 10 ача сачĕ, ватăсемпе сусăрсем вăхăтлăх пурăнмалли 2 çурт/ çутăсăр тăрса юлнă.

Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров ертсе пынипе чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин васкавлă канашлăвĕ иртнĕ. Унта коммуналлă хуçалăх, электроэнергипе тивĕçтерекен службăсен, медицина учрежденийĕсен, 41-мĕш пушар чаçĕн, надзор ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕн представителĕсем тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Канашлура район территорийĕнче тухнă синкер тата унăн сиенне пĕтермелли мелсене сÿтсе явнă.

«Хальхи вăхăтра пирĕн районта 79 ял-сала электроэнергипе усă кураймасть. Социаллă объектсене илес тĕк паян ирхине 2 шкулта тата 1 ача садĕнче çутă çукчĕ. Пĕлÿ çурчĕсенче текех йывăрлăх пулмалла мар: вĕсене электрогенератор илсе килнĕ. Çут çанталăк кăларса тăратнă инкеке пĕтерес тĕлĕшпе районта 16 бригада - пĕтĕмпе 90 çын, 18 техника - ĕçлет. Республикăри муниципалитет районĕсенчен тата Раççей регионĕсенчен килнĕ энергетиксем те тăрăшса вăй хураççĕ. Талăкĕпех ĕçлеççĕ вĕсем, çавна май рабочисене вырăна тухса çитерессине йĕркелерĕмĕр. Ытти республика-облаçран килнисене «Чăвашэнерго» хăна çуртне вырнаçтарнă. Тайăлнă е арканнă çутă юписене пурне те хăйĕн вырăнне çирĕплетсе лартнă. Çĕньял Покровски, Ишлей, Атайкасси, Çырмапуç ял тăрăхĕсенче лару-тăру уйрăмах йывăр. Асăннă тăрăхсенчи ялсенче тата вĕсен тулашĕнче питĕ нумай провод татăлнă, çав шутра пысăк вольтлисем те. Бригадăсем пĕр çĕрте юсаса пĕтереççĕ çеç, тепĕр çĕрти провод татăлать. Мĕншĕн тесен пăрланнă йывăç турачĕсем йывăрăша чăтаймаççĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вырăнти халăха ÿкнĕ туратсене пуçтармашкăн явăçтараççĕ», - лару-тăрупа паллаштарчĕ ĕнер кăнтăрла иртсен Игорь Рябин. Районта çут çанталăк синкерĕпе çыхăннă ыйтусене уçăмлатас текенсем валли хĕрÿ лини телефонĕ ĕçлет: 8 /83540/ 2-13-47.

Игорь Алексеевич палăртнă тăрăх - районти нумай хваттерлĕ çуртсенче, социаллă объектсенче шыв та, ăшă та пур. Кÿкеçĕн инçетри пĕр районĕнче çеç пăрăх çурăлса кайнăран шыва вăхăтлăха чарма тивнĕ, халĕ унта юсав пырать. Электроэнерги çук чухне питĕ кансĕр, çавна май эрне кун каçхине «Хĕрÿ лини» телефонĕпе нумайăн шăнкăравланă. Ун чухне Игорь Алексеевич шăпах дежурствăра пулнă. «Халăха чрезвычайлă лару-тăру çинчен тĕплĕнрех пĕлтерес тĕллевпе ял старостисене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене СМС ярса парассине йĕркелерĕмĕр. Район сайтне информаци вырнаçтарсах тăратпăр-ха, анчах электроэнерги çукран унпа чылайăшĕ паллашаймасть. Шкулсенче, ача сачĕсенче, больницăсенче пĕлтерÿсем çакрăмăр. Вĕренÿ организацийĕсенче ачасемпе çамрăксен хушшинче синкерлĕ лару-тăру пирки калаçусем ирттеретпĕр, хăрушсăрлăх мерисене аса илтеретпĕр», - калаçăва тăсать оперативлă штаб ертÿçи. Паллах, çутăсăр ларасси никама та килĕшмест, çавна май çынсем хуçăлнă йывăçсене пуçтарса тирпейлес ĕçрен пăрăнмаççĕ. Канмалли кунсенче Шупашкар районĕнче 500 ытла çын тасату-тирпейлÿ ĕçне хутшăннă.

Акă Çырмапуç ялĕнчи шыв башни таврашĕнче эпир пынă вăхăтра Олег Степанов, Олег Иванов, Владимир Иванов, Николай Максимов ĕçлетчĕç. Унăн çывăхĕнчи йывăç турачĕсем электроэнерги провочĕсене сиенленĕ. «Çакна пула çур ял çутăсăр ларать, башня та ĕçлемест, шыв та çук. Канмалли кунсенче кунта 10-11 çын вăй хучĕ, паян чылайăшĕ ĕçре. Башня çывăхĕнчи йывăçсене касса тирпейлерĕмĕр, вĕсене ватă çынсене парăпăр. «Чăвашэнерго» специалисчĕсем пысăк вольтлă проводсемпе ĕçлеççĕ. Ĕнер вĕсем Апаш енчен килекен линие юсарĕç. Чăрăшкасси, Карантай ялĕсене çутăпа тивĕçтерчĕç. Кÿкеç енчен пыракан линие шăмат кун каçхинех ĕçлемелле турĕç, Толиккассисем электроэнергипе усă курма пуçларĕç. Халĕ энергетиксем Иккасси таврашĕнче юсав ирттереççĕ. Эпир хамăр та вăй çитнĕ таран ĕçлеме тăрăшатпăр. Ĕнер Карантай ялне тасатса пĕтертĕмĕр. Владимир Иванов электрик, халĕ вăл тивĕçлĕ канура, ялти электричество линине юсарĕ. Паян вăл Çырмапуçĕнче, çавна май ку яла та кĕçех çутă çитмелле. Башня насусĕ çунса кайман тăк шыв та пулмалла», - каласа кăтартрĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Рамиль Гельметдинов.

Ял старости Николай Максимов кунта кашни кунах ĕçлет. «Ялти чи ватă çынсем те халĕччен кун пек инкек пулнине ас тумастпăр теççĕ, хам та кунашкал синкере курман», - терĕ вăл. Николай Михайлович килти хушма хуçалăхра выльăх йышлă усранине, çавна май электричество трансформаторне илсе килнине систерчĕ. Шыв вара çемье пусăран ăсать. Электроэнергисĕр йывăр пулнăран тата темиçе çын генератор кайса илнине пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Чăрăшкасси котельнăйне шăмат кунах çутăпа тивĕçтернĕрен клубра та, нумай хваттерлĕ çуртсенче те, ача садĕнче те ăшă пуррине палăртрĕ.

Материала пичете хатĕрленĕ чухне çакă паллă пулчĕ: Шупашкар районĕнче юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнчи 16 сехет тĕлне 56 ял-поселок электроэнергисĕр. Эппин, юсав малалла пырать.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.