Хыпар 31 (28348) № 25.04.2025
«Хăв та улшăн, ыттисене те улăштар»
Республика ертÿлĕхĕ çĕнелсе пырса малалла аталанас тĕллевлĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев анлă пресс-конференцире палăртнă шухăш — «улшăн тата улăштар» — хальхи саманара ĕнерхи кунпа пурăнма май çуккине, çĕннине шырамаллин, улшăнусем куллен кирлин пĕлтерĕшне уçса парать.
Чăнах та, 21-мĕш ĕмĕрти тĕнче питĕ хăвăрт улшăнать: кăткăс технологисем çиçĕмле хăвăртлăхпа аталанаççĕ, çавна май общество çĕнĕрен те çĕнĕ сĕнӳсемпе тухать. Ку шухăша Олег Николаев республикăра пуçаруллă бюджет программине ĕçе кĕртессипе çыхăннă ыйтăва хуравланă май палăртрĕ. Олег Алексеевич каланă тăрăх, программа ялсенче тухăçлă пурнăçланать, ял çыннисем бюджета йĕркелеме хастар хутшăнаççĕ, хăйсен проекчĕсене сĕнеççĕ. Анчах та хальлĕхе хуласенче ку енĕпе лару-тăру кăткăсрах: пуçаруллă бюджетировани анлă сарăлман. Çавăнпа та, Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, территорисен общество хăй тытăмлăх управленийĕсен ĕç-хĕлне аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Малашлăхра шăпах ТОСсем урлă пысăк укçа, çак шутра федерацирен те, илес шанăç пур. Чăваш Республикин юлашки пилĕк çулти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем ӳсĕмлĕ: кашни отрасль çитĕнӳ тăвать. «Российская газета» представителĕн ыйтăвне — экономикăри ăнăçу мĕнпе çыхăннă? — уçăмлатнă май Олег Николаев ӳсĕм сăлтавĕ пысăк, вăтам тата пĕчĕк бизнеспа, республика çыннисемпе тачă çыхăнса ĕçлени пулнине палăртрĕ. «Ӳсĕм динамики енĕпе иккĕмĕш вырăн йышăнни, чăнах та, лайăх кăтарту, — терĕ Олег Алексеевич. — Кашни бизнес-идейăна вăхăтра асăрхамалла, йышăнмалла, пулăшмалла. Республика вăтам тата пĕчĕк бизнесăн производствине пысăка хучĕ. Предпринимательствăн ытти тĕсне те тимлĕх уйăрнă паллах. Хальхи вăхăтра ялсенче «самозанятый» пек регистрациленнисем йышлă. Вĕсем хывакан налук тупăшĕ ӳссе пырать. Чăваш Ен экономикин ӳсĕмĕсен никĕсĕнче çавăн пекех — инвестицисем тата лайăх экологи. Паян ку та питĕ пĕлтерĕшлĕ». Çамрăксенче — пуласлăх. Малашлăх никĕсĕ çирĕп пултăр тесен паянах кун пирки шухăшламалла. Олег Николаев хальхи вăхăтра çак чăнлăх патшалăх политикин тĕп пайĕ пулса тăнине, ăна курăмлă ĕçсемпе уçăмлатса пынине палăртрĕ. Сăмахран, çамрăксен медиацентрĕсем валли мĕнле пулăшу мерисем пăхса хăварнă? Олег Алексеевич Чăваш Енре шкулсенчи медиа-студисен «МедиаВзлет» конкурсне пуçарни пирки аса илтерчĕ. Пĕлтĕр тупăшăва 500 ытла çын хутшăннă. Кунсăр пуçне медиа центрсен представителĕсен шкулсен, хуласемпе округсен ĕçне тӳпе хывма пултараççĕ. «Тĕслĕхрен, студи хастарĕсем Пĕрлехи информаци кунĕсенче хастар хутшăнаççĕ. Пĕрле ĕçлетпĕр», — терĕ Олег Николаев. Студентсен кампусĕн строительствине пуçарасси те, паллах, çамрăксене вĕренме, аталанма тивĕçлĕ условисем туса парассипе сăлтавланнă. Ăна хута ярсан çĕнĕ вĕрентӳпе инноваци центрĕ те йĕркеленĕ. Олег Николаев аван ăнланать: кампус — чи малтанах вăл общежити. Шел те, хальхи вăхăтра Шупашкарти вĕрентӳ заведенийĕсенчен чылайăшĕ студентсене общежитипе тивĕçтереймест. Паянхи кун 2000 ытла çын валли вырăн çук. Çавна май ют çĕршывсенчен, Раççейри ытти хуларан, Чăваш Енри ялсенчен те вĕренме килес текенсен шухăшне улăштарма тивет, мĕншĕн тесен хваттер тара илсе пурăнма тивет. Ку вара чылай хаклăрах пулса тухать. Çак сăлтавпах 400 ытла ют çĕршыв çамрăкĕ Шупашкара вĕренме килеймен. Чăваш Енре студентсен кампусне туса хурас шухăша Раççей Президенчĕ Владимир Путин та ырланă. Кампус, маларах палăртнă тăрăх, 2500 вырăнлă пулĕ. Проекта темиçе тапхăрпа пурнăçа кĕртĕç. Юлашки çулсенче, шел те, кăмăллах мар юхăм йĕркеленчĕ: çамрăксем шкул пĕтернĕ хыççăн республика тулашĕнчи аслă шкулсене вĕренме каяççĕ. Хамăр тăрăхри вузсен ятсумне ӳстерме мĕн тумалла-ши? И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медиацентр представителĕсене çак ыйту канăçсăрлантарать. Олег Николаев пилĕк çул каялла хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм йышлăн урăх хуласене вĕренме кайнине палăртрĕ. Çынсем, ахăртнех, ун чухне Чăваш Енре мĕнле вĕрентӳ заведенийĕсем пуррине те, вĕсем мĕнле профессисем сĕннине те пĕлмен. «2020 çулта выпускниксен 60-70 проценчĕ Питĕр, Мускав, Хусан тата ытти пысăк хулана вĕренме каяс тĕллевлĕччĕ. Чăваш Енре юлас шухăш вĕсен пачах пулман, — терĕ Олег Николаев. — Мĕншĕн? Сăлтава пĕлмешкĕн анализ ирттертĕмĕр. Çамрăксем республикăри аслă шкулсенче паракан пĕлӳ шайĕ паха пулни пирки иккĕленнĕ. Эпир тĕллевлĕн ĕçлеме пуçларăмăр: ачасене хамăрăн институтсемпе тата университетсемпе паллаштарма экскурсисем йĕркелеме тытăнтăмăр. Унтан предприятисене çитсе курма май туса патăмăр. Сăмахран, «Элара» заводра кăçал çеç шкул ачисем валли 25 экскурси йĕркеленĕ. Лару-тăру лайăх енне улшăнни сисĕнет. Пĕлтĕр шкул пĕтернисен 80 проценчĕ республикăрах професси илес тĕллевлине палăртнă. Эпир вĕсем валли предприятисенче ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшатпăр. Бизнеса аталантарас енĕпе те тĕрев паратпăр». Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш спорт шкулне, Олег Николаев каланă тăрăх, хупма пултарнă. Ишĕлме пуçланăскере юсанин усси пур-ши? Вăхăтĕнче çакнашкал ыйту та тухса тăнă. Анчах «строительсен консилиумĕ» об±екта сыхласа хăварма, шкул инфратытăмне лайăхлатма йышăннă. «Йывăрлăхсем пулчĕç паллах, — терĕ Олег Алексеевич. — Конструкци кивĕ пулнăран чылай чăрмав сиксе тухрĕ. Нормативсене улăштарма тиврĕ. Халĕ спорт шкулĕ вăхăтра уçăласси иккĕлентермест. Унта çĕршыв шайĕнчи ăмăртусене те ирттерĕпĕр-ха». Сăмах май, Раççей шайĕнчи мероприятисене Чăваш Енре халĕ те йĕркелеççĕ. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр кĕпĕрнаттăр лагерĕ ĕçлерĕ. «Артек» стандарчĕсене Чăваш Республикинчи ачасен кану центрĕ çеç тивĕçтерчĕ. «Белые камни» лагерьте «Паттăрсен вăхăчĕ» проект икĕ çул пурнăçланчĕ. Унта 40-45 регионти çамрăк шыравçă хутшăнчĕ. Юлашки вăхăтра, Олег Николаев каланă тăрăх, юлашки вăхăтра Пĕтĕм Раççей мероприятийĕсене ирттерме ыйтса çыракан нумайланнă. Вĕсен ыйтăвне туллин тивĕçтерме вара инфратытăма аталантармалла. «Ку тĕлĕшпе ĕçлетпĕр», — терĕ республика Пуçлăхĕ. Олег Николаев Чăваш Енре инфекци корпусĕ пулассине те çирĕплетрĕ. Проектпа смета докуменчĕсем тăрăх пăхса хаклас тăк — вăл республикăн клиника больницин тытăмĕнче пулĕ. «Инфекци корпусĕн строительстви пирки сăмах хускатрăмăр пулсан республикăн клиника больницине тăвасси çинчен калаçмалла. 2026-2027 çулсем валли укçатенкĕ пăхса хăварнă, — терĕ Олег Алексеевич. — 2028 çулта та программа вăйра тăрĕ. Ун чухне шăпах инфекци корпусĕпе ĕçлеме пуçлĕç. Халĕ РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствипе, яваплă ытти ведомствăпа проекта тухăçлă пурнăçлассине сӳтсе яватпăр». Тара памалли çурт-йĕр фончĕ республика çыннисене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене татса пама пулăшĕ. Олег Николаев пресс-конференцире çĕкленĕ çак ыйтăва хурав панă май социаллă пĕлтерĕшлĕ пĕрремĕш çурта килес çул тума пуçлассине пĕлтерчĕ. Вăл Шупашкарта хута кайĕ. Каярахпа ку форматлă çуртсене ытти муниципалитетра та лартас тĕллевлĕ. Уйрăмах Çĕнĕ Шупашкарта çурт-йĕр ыйтăвĕ çивĕч тăрать. «Арендăна памалли çурт строительстви çурт-йĕр хута ярассине хăвăртлатнисĕр пуçне, патшалăх хăй çине илнĕ яваплăха — сахал тупăшлă çынсене, нумай ачаллă çемьесене, çăмăллăхлă ытти ушкăнри граждансене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерессине — пурнăçлама та пулăшĕ. Çавăн пекех кун пек çуртсем пурри Чăваш Ене вăл е ку проекта ĕçе кĕртме килекенсемшĕн те меллĕ пулĕ. Кун пек çынсем нумайлансах пыраççĕ», — терĕ Олег Николаев. Сăмах май, РФ Патшалăх Думин граждансен çурт-йĕр прависене тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси сĕннипе Чăваш Республикине социаллă найм тĕллевлĕ çуртсен строительствин сăнавлă проектне пурнăçлама хутшăнтараççĕ. Проект çăмăллăхлă ушкăнсенчи граждансене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерессине тата ĕç миграцине вăйлатассине тĕпе хурать. Хальхи вăхăтра федераци шайĕнче проекта ĕçе кĕртмелли çул-йĕре тишкереççĕ. Сăнавлă проекта хутшăннă май республикăра пĕр çурт туса лартĕç. Унти хваттерсене коммерциллĕ мар наем килĕшĕвĕпе нумай вăхăтлăха арендăна параççĕ. Строительствăна виçĕ çулта вĕçлемелле. 2028 çулта хваттерсене валеçме пуçламалла. Çавăн пекех кăçал Олег Николаев хушнипе муниципалитетсен ятарлă çурт-йĕр фондне йĕркелеме пуçлĕç. Служба хваттерĕсемпе вĕрентӳ, медицина сферисенче ĕçлекенсене, полицин участок уполномоченнăйĕсене, ытти категорири граждансене тивĕçтерĕç. Çак тĕллевпе Хĕрлĕ Чутай округĕнче 10 хваттер тума пуçланă. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
«Эпир яланах çĕнтернĕ, çĕнтеретпĕр те»
Кăçал çĕршывра Аслă Çĕнтерӳ 80 çул çитнине кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Çавна май çав Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă ветерансем çинчен те, çав вăхăтрах паянхи кун фронтра çĕршыва хӳтĕлекен паттăрсем çинчен те нумай аса илеççĕ. Çак икĕ ăру хушшинче тепĕр ăру пулнă пулсан та вĕсен çыхăнăвĕ татăлман. Эпĕ вĕсене çĕршыва хӳтĕлекенсен династийĕ тесе калăттăм. Аслашшĕсен хавхаланăвĕ, паттăрлăхĕ çак ăрăва патриотла воспитани панă.
Паттăрсен йăхĕ
Çавăн пек династисенчен пĕри – Патăрьел округĕнчи Анат Туçа ялĕнчи Нурсовсем. Çак çемьене хавхалантарса, çирĕплĕх парса тăраканĕ, Тăван çĕршыва юратма хистекенĕ Василий Нурсов пулнă. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, хăй вăхăтĕнче икĕ хутчен те Мухтав орденне тата ытти тĕрлĕ медале тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра унăн кĕçĕн ывăлĕн ачи Петр Нурсов неонацистсене хирĕç кĕрешет. Чи кăсăкли тата акă мĕн. Хăй вăхăтĕнче аслашшĕ те, хальхи вăхăтра мăнукĕ те Украинăна ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă, хутшăнаççĕ те. Нурсовсен асли, Василий Кузьмич, 1923 çулта çуралнăскер, вăрçа 1942 çулта тухса кайнă. Анчах ялтан мар, Азербайджанран /ун чухне Совет Союзĕн республики пулнă/ çар ретне тăнă. Василий Кузьмич Нурсов 4-мĕш Украина фрончĕн стрелоксен 221-мĕш полкне лекнĕ. Хăй пурăннă вăхăтра Василий Кузьмич час-часах Леонид Брежнева курни, унпа калаçни çинчен каласа панă. Вăл вăхăтра Леонид Ильич шăпах çак фронтăн политуправлени начальникĕ пулнă. Вăрçăран таврăнсан та ветеран Брежнев патне темиçе хутчен те çыру çырни пирки унăн ачисем астăваççĕ-ха. Хирĕç хуравĕ те килнĕ пулнă иккен. Вăл сыхланса юлман. Анчах çав çырусем хыççăн тепĕр Мухтав орденĕ хăваласа çитни çинчен те çемьере каласа параççĕ. Василий Кузьмич 1943 çулхи раштавăн 23-мĕшĕнче Украинăна ирĕке кăларнă чухне йывăр аманнă. Унăн награда илме тăратнă документ çинче çапла çырнă. «Нимĕç захватчикĕсене хирĕç Тăван çĕршыва хӳтĕленĕ çĕрте паттăрлăх кăтартнăшăн 221-мĕш гварди дивизин взвод командирĕн пулăшуçине Нурсов Василий Кузьмича Мухтав орденĕпе наградăланă». Вăл 1943 çулхи раштав уйăхĕнче Мелитополь хули патĕнче йывăр аманнă. Янах шăммине ватса пĕтернисĕр пуçне ӳтне тĕрлĕ ванчăк кĕрсе ларнă. 5404 номерлĕ эвакогоспитальте 1944 çулхи çурла уйăхĕччен сипленнĕ хыççăн ăна çарта çапăçма юрăхсăр тесе тăван çĕршывне янă. Янахне тимĕртен юсанă. Çапла яла таврăннă салтак. Салтак-ертӳçĕ Аманнă пулсан та ахаль лартман салтака. Тӳрех кантăр бригадине ертсе пыма шанса панă. Ун чухне ялта аманса таврăннă салтаксемсĕр пуçне хĕрарăмсемпе ачасем те, ватă çынсем çеç пулнă-çке. 1945 çулта çемье çавăрнă. Хăйсен ял хĕрнех Евгения Перепелкинăна качча илнĕ. Ялта ăна Елькка тесе чĕннĕ. Ельккан вăрçă вăхăтĕнче çарта пулмасан та вăрçă вутне астивме тивнĕ. 22-ри хĕре ахаль лартман. «Пире Улатăра окоп чавма та илсе каятчĕç. Окоп кăна мар, блиндажсем /çĕр пӳртсем/ пĕренесене сыпăласа тутаратчĕç. Çимелли те нимĕнех те çукчĕ. Ирпе каç яшка шӳрпине çăкăрсăрах çиеттĕмĕр, кăнтăрла кăштах çăкăр чĕлли паратчĕç. Унтан килсенех торф кăларма илсе кайрĕç. Урасем, çири тумтир типсе курман. Унтан таврăнсан Киря вăрманне касма илсе кайнă», – тесе каласа паратчĕ ачисене. Çакăн пек «Эпир яланах ç.нтерн.: ç.нтеретп.р те» атте-аннерен ниепле те вăрçă нушине ăнланман, пурнăçа курман çынсем çитĕнме пултарайман. Çемье пуçĕ Василий Кузьмич кантăр бригадине ертсе пынăран ачисем те ун çумĕнче ӳснĕ. Кантăр татнă та, тылланă та. Ултă ача çитĕнтернĕ вĕсем. Ачисене те хăйĕн пекех пулма вĕрентнĕ. Анчах сĕм ватăличченех пурăнайман вăл. 1975 çулта çĕре кĕнĕ. Ара янах шăмми те унăн тимĕртен пулнă-çке. Çавăнпа та янахĕ те пăрăнчăклăччĕ. Хăйне 3-мĕш ушкăн инваличĕ панăччĕ. Суранĕсем те аптратнипе час-часах асапланнă ветеран. Çапах та хăй вилес умĕн пĕр уйăх маларах ултă ачине те хăй патне пуçтарма пултарнă. Ун чухне вăталăх ывăлĕ Гена салтакра пулнă. Анчах вăл та ашшĕ патне çитнĕ. «Сывлăхпа çӳрĕр, тӳрĕ пурăнăр. Пехил сире!» – тесе каланă ачисене Василий Кузьмич. Аслашшĕн çулĕпе Нурсовсен чи кĕçĕн ывăлĕ ашшĕ пекех Вася ятлă. Вăл тĕп килте пурăннă. Çемьеллĕ, виçĕ ывăл çитĕннĕ кĕçĕн Василий Нурсовăн: Юрий, Димитрий тата Петр. Шел, Василий те икĕ çул каялла пиртен уйрăлса кайрĕ. Ывăл ачасен амăшĕ Валентина Петровна та часчасах чирлекелет. Çавăнпа ачасем амăшне пит пăшăрхантарас мар тесе нимех те каласа памаççĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Петр СВОна лекни çинчен те чылай вăхăт амăшне пĕлтермен. Çапах та çын михĕ ăшне янă йĕптри пекех таçтан та шăтарса тухать. Амăшĕн хăлхине кĕрсен ирĕксĕрех тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕç. Петр Нурсов 1999 çулта Патăрьел тăрăхĕнчи Анат Туçа ялĕнче çуралнă. Çак ял Елчĕк районĕн чиккинче вырнаçнăран вăл Кушкăри вăтам шкула çӳренĕ. 9 класс пĕтернĕ хыççăн Канашри электромеханика техникумĕнче газосварщика вĕреннĕ. Анчах хăй специальноçĕпе ĕçлесе ĕлкĕреймен, 2019 çулта çара лекнĕ. Çур çултанах çарта юлма 3 çуллăха контракт çырнă хыççăн Абхазире салтак тивĕçне пурнăçланă. СВО пуçлансан вĕсене тӳрех Украинăна илсе кайнă. Унтанпа Петр неонацистсене хирĕç çапăçать. Хальтиврĕ. Çапах та унпа курса калаçаймарăм пулсан та çыхăнса илейрĕмех. Чи малтанах виççĕмĕш çул вăрçă вутĕнче çӳрекен каччăн сывлăхĕ çинчен ыйтса пĕлтĕм. Мĕншĕн тесен Петр икĕ хутчен аманни çинчен пĕлетĕп. Тата епле майпа, ăçта аманни çинчен те ыйтрăм. – Халĕ эпир Бахмут енче ĕçлетпĕр. Артиллерист эпĕ. Ача чухне вăрçă çинчен эпир ытларах кĕнекесем вуласа, кино курса çеç пĕлнĕ. Атте асатте çинчен каласа панине илтнĕ. Кунта вара пач урăхла вăрçă. Эпĕ вăрçăн малтанхи кунĕнченех кунта. Çак тарана çитсе пур енче те неонацистсене хăваларăмăр. Халь кăштах хăнăхса пыратпăр темелле-ши? Чи хăрушши хăçан пулнă тетĕр-и? Малтанхи вăхăтра, чи пуçламăшĕнче тесен те юрать, 4 талăк дрон çинчи минăсем куç уçма памарĕç. Хыçран хăваларĕç. Ун чухне эпир Донецк Халăх Республикинчеччĕ. Сивĕ, выртса çывăрма майĕ те çук. Çĕнĕ вырăна куçатпăр, хамăра валли вырăн хатĕрлеме тытăнатпăр çеç – каллех минăсем. Çапла пĕр чарăнми 4 талăк нушалантăмăр. Унтанпа тем те курнă, тем те тӳснĕ. Пурне те ăçтан каласа пĕтерейĕн? Икĕ хутчен амантăм. Пĕрремĕш хутĕнче Днепр тепĕр енче Херсон таврашĕнче обстрела лекрĕмĕр. Пенĕ вăхăтра техника çĕмĕрĕлсе ларчĕ. Тепĕр машинăпа сĕтĕрсе каяс тесе троспа çаклатма тăтăмăр çеç – минăсем вĕçсе килме тытăнчĕç. Пĕри пирĕн техникăна аванах сиенлетрĕ. Эпĕ командира люкран сĕтĕрсе кăларнă вăхăтра хам та амантăм, виççĕмĕш юлташа хăтарса хăвараймарăмăр. Манăн ӳте снаряд ванчăкĕсем кĕрсе ларнăччĕ. Каховкăри госпитальте сиплентĕм, ванчăксене кăларса пĕтерчĕç те каллех позицие лекрĕм. Иккĕмĕш хутĕнче 2022 çулхинех çурла уйăхĕнче амантăм. Ун чухне украинецсен байрактарĕ «кучченеç» пăрахса панăччĕ. Унăн ванчăкĕсем те ман ӳт-пĕве чылаях кĕрсе ларнăччĕ. Çакна тăшмансем видео ӳкерсе те илнĕ. Çав видео пирĕн пата та çитнĕччĕ. Аманнă хыççăн чылай сипленме тиврĕ. Севастополь, Знаменск хулисенчи госпитальсенче сывалнă хыççăн эпĕ каллех стройра. Иккĕмĕш хут эпĕ асаттене амантнă вырăнта амантăм. Шăпа темелле-ши кăна? Мана та, ăна та тăшман пульли Украина çĕрĕ çинче хăваласа çитрĕ. Çапах та пирĕн çĕршыв нихăçан та тăшман кулли пулман, пулмасть те. Эпир яланах çĕнтернĕ, çĕнтеретпĕр те, – терĕ Петр Нурсов. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Çитĕнÿ учительтен мар, ачаран ытларах килет»
Йĕпреç округĕнчи Пучинке шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Елизавета Михайлова шкул ачисен тăван чĕлхепе ирттернĕ регион тата çĕршыв шайĕнчи олимпиадин призерĕсемпе çĕнтерӳçĕсене хатĕрленĕшĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕн премине икĕ хутчен тивĕçнĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ паян «Хыпар» тĕпелĕн хăни. Сăмах май, ĕçре пуçарулăхпа тата хастарлăхпа палăрнăшăн 2006 çулта Елизавета Михайловнăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне панă.
Çамрăк ăрупа пĕр чĕлхе тупма пулать
— Елизавета Михайловна, кăштах хăвăр çинчен каласа парăр-ха: мĕншĕн эсир тăван чĕлхе вĕрентекенĕ пулас тенĕ?
— Эпĕ Пучинкере колхозник çемйинче çуралса ӳснĕ. Шкултан вĕренсе тухсанах вожатăйра ĕçлеме юлнă. Ачаранах чăвашла вулама юратнă. Шкулта тăван чĕлхе вĕрентекенсен калаçăвĕ илĕртетчĕ. Кӳршĕре Николай Андреев пурăнатчĕ. Вăл сăвăсем çыратчĕ, шкулта кружок та ертсе пыратчĕ. Унăн сăввисемпе юрăсем çырнă. Шел, иртерех çĕре кĕчĕ. Вăл ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни, питĕ çепĕç калаçни шутсăр килĕшетчĕ. Учитель сăнарĕ чи малтан унпа çыхăннă. 1984 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне куçăн мар мелпе вĕренме кĕтĕм. Çав вăхăтрах шкулта та ĕçленĕ. Ĕç стажĕ кăçал çулла 42 çул пулать. 4-мĕш курсра сехетсем пачĕç. Диплом илсен учитель ĕçне куçрăм.
— Учитель ĕçне суйланăшăн кулянмастăр-и халĕ?
— Нихăçан та, пĕрре те кулянман. Ачасемпе ĕçлеме килĕшет. Çамрăк ăрупа пĕр чĕлхе тупма пулать. Кашни ăруран çĕннине вĕренсе, пĕрле аталанса пыратăн. Мĕншĕн тесессĕн пурнăç улшăннă май ачисем те ылмашса пыраççĕ. Вĕсем пире пурнăçпа тан утма хăнăхтараççĕ.
— 40 çул каяллахи ачасемпе хальхисене танлаштарас тăк мĕнле уйрăмлăх пур?
— Малтан ачасен материал шыраса тупас ĕç библиотека, хаçат-журнал урлă пулса пынă. Кĕнеке вулама юрататчĕç. Кашни килте «Тантăш», «Самант» çырăнатчĕç. Хаçатсене сӳтсе яваттăмăр. Халĕ ачасем хаçатпа туслах мар. Кашни килте хаçат пулнăран вĕсем пурпĕрех вуланă вĕсене. Хăйсем те хаçат валли материал шыратчĕç. Халĕ ачасене хаçат-журнал интереслентермест. Технологи ĕмĕрĕ пулни лайăх пулĕ, анчах вулани, куçпа курни шкул ачисене вăйлăрах аталантарнă тесе шухăшлатăп. «Тантăш» килте пулсан пурпĕр тытса пăхаççĕ», — тетĕп халĕ те. Анчах амăшĕсем темшĕн çырăнса парасшăн мар. Телефон пур теççĕ пулмалла. Куçпа курни урăхларах тесе хаклатăп. Хаçата 1-мĕш страницăран пуçласа вĕçне çитиччен пăхса тухнă.
— Халĕ чăваш ялĕсенче те чылайăшĕнче ачасем вырăсла калаçаççĕ. Сирĕн патра лару-тăру мĕнле?
— Кун пекки пирĕн патăмăра та пĕчĕккĕн çитсе пычĕ темелле-тĕр. Апла пулин те чăвашла калаçнине пĕчĕккисем те ăнланаççĕ. 5-мĕш класран тытăнса аслăраххисем пирĕн пурте чăвашла хитре калаçаççĕ. Выпускниксем шкула килсен чăвашла илемлĕ калаçма тăрăшни савăнтарать. Тĕлпулусенче те чăвашлах калаçаççĕ. Ялтан тухса кайнă çамрăксен хушшинче те чăвашлăх туртăмĕ пур пек туйăнать. Чăвашлăх паллисемпе илемлетнĕ çи-пуç тăхăнаççĕ. Чăваш пулнишĕн вăтанмаççĕ. Садикра вырăсла пуплеççĕ. Анчах конкурссене хутшăннă чухне сăввисене чăвашлах хитре калаççĕ. Чăваш юррисене юрлаççĕ. Тăван чĕлхене пач маннă тесе калаймастăн. Халĕ садика çӳрекенсем Чăваш чĕлхин кунне уявлама хатĕрленеççĕ. Чăваш наци тумĕ пурин те пур. Садиксем уяв кунĕнче чăваш вăййи тăваççĕ.
«Икĕ уява пĕрле ирттерĕпĕр»
— Эсир Чăваш чĕлхи кунне мĕнле уявлатăр?
— Эпир шкул ачисемпе чăваш тумне тăхăнса кашни çул вăйă картине тунă. Çак йăлана 20 çул ытла тытса пыратпăр. Ăна эпир чăваш чĕлхин вĕрентекенĕпе Людмила Клементьевăпа пĕрле пуçарса янă, ертсе пынă. Тĕрĕсрех калас тăк — 1985 çулта тытăннă. Кăçал Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕ /ВПР/ нумай предметпа пулать. Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейне вăйлă хатĕрленнĕ пирки кăçал вăйă тăвас мар терĕмĕр. Халĕ эпир икĕ шкул пĕрле вĕренетпĕр. Кĕлĕмкассисем пĕлӳ çуртĕнче тĕплĕ юсав пынăран пирĕн патра пĕлӳ илеççĕ. Чăваш чĕлхин кунне чăваш символĕсен кунĕпе /ака уйăхĕн 29-мĕшĕ/ пĕрлештерсе икĕ уява ирттерĕпĕр, чăваш Гимнне юрлăпăр, Ялавĕ çинчен каласа парăпăр, музыкăпа литература композициййĕ пулĕ.
— Шкул ачисем сирĕн çула суйлани, тăван чĕлхе вĕрентекенне кайни пулнă-и?
– Чăваш чĕлхи енĕпе кайнисем йышлă. Пĕр вăхăтра 8 таран шутланăччĕ. Ун хыççăн тата кайкаланă. Альбина Агеева — Çамрăксен театрĕнче, Сергей Павлов Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçлеççĕ. Вĕсем те чăвашлăха аталантараççĕ. Пучинке шкулĕнчен вĕренсе тухнисем хула шкулĕсенче те ĕçлеççĕ.
— Олимпиада призерĕсемпе çĕнтерӳçĕсене те хатĕрленĕ эсир.
— Пирĕн ачасем республика шайĕнчи олимпиадăра виçĕ çул çĕнтернĕччĕ. Виктория Захарова регион шайĕнче икĕ çул мала тухрĕ. Унтан çĕршыв шайĕнчине хутшăнчĕ. Çавăн пекех шкул ачисен ЧПУ ирттерекен Çурçĕр хĕвел тухăç олимпиадине те çулсеренех хутшăнатпăр. Пирĕн хĕрачасем унта темиçе çул призерсен йышĕнче. 9-мĕш класс хĕрачи кăçал та призер пулчĕ. Олимпиадăна хатĕрленесси ача кăмăлĕнчен нумай килет. Хăйĕн çитĕнӳ тăвас туртăм пур тăк — вăл хатĕрленет. Çитĕнӳ учительтен мар, ачаран нумайрах килет. Эпĕ çапла шухăшлатăп. Учитель çул-йĕре кăтартать. Ача хăй тĕллĕн ытларах вуламасан, тишкермесен нимĕн те пулмасть. Олимпиадăна уроксем хыççăн юлса хатĕрленетпĕр.
— Хăвăрăн пĕлĕвĕре аталантарма мĕн тăватăр?
— Тĕрлĕ курсра вĕреннĕ. Тухса çӳретпĕр, ытти округри учительсемпе çыхăну тытатпăр. Пĕлтĕр Ульяновска кайса килтĕмĕр. Ачасене Тутар Республикине Халăх туслăхĕн çуртне наука кунне илсе кайнăччĕ. Хамăр шкулта ыттисене йышăннă. Елчĕксем, Куславккасем, Канашсем, Вăрнарсем, Муркашсем опытпа паллашма килнĕччĕ.
— Преми укçипе мĕнле усă куртăр?
— Эпĕ çуррине олимпиадăна хутшăннă хĕрачана панă. Малтанхи çулĕнче те çапла тунă. Ку манăн тӳпе кăна мар вĕт. Эпĕ хам çакăн пек йышăну тунă. Мана никам та хистемен. Халĕ олимпиада çĕнтерӳçи Виктория Захарова Мускавра вĕренет.
— Çакăн пек премисем пани лайăх-и учительшĕн?
— Кирлĕ. Эпĕ унпа шкул валлиех нумай усă куратăп. Мĕншĕн тесен пирĕн шкулта чăваш чĕлхин кабинечĕ те пур. Тахçантанпах тавра пĕлӳ музейне тытса тăратăп. Унта шкул укçи кăна мар, харпăр хăй укçи те тухса каять. Аваллăх управçине эпĕ пуçарнипе йĕркеленĕ. Хам тытса тăратăп. Экспонатсем пуçтарас ĕçе шкул ачисене те явăçтаратăп. Пирĕн шкул музейĕнче 2000 яхăн экспонат. <...>
Роза ВЛАСОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...