Комментари хушас

11 Ака, 2025

Хыпар 27 (28344) № 11.04.2025

Хресчене — çăмăллăх, ал ăстине — пулăшу

Юнкун премьер-министр тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Артамонов ертсе пынипе иртнĕ ларура Правительство çичĕ саккун проектне ырларĕ, ытти ыйтăва татса пачĕ.

Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков республикăн 2024 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен отчет турĕ. Отчета саккун шайĕнче çирĕплетмелле — йĕрки çапла. Михаил Геннадьевич палăртнă тăрăх, пĕлтĕр бюджет пуçласа 100 миллиард тенкĕ чикки урлă каçнă: унăн тупăшĕ — 107,1 миллиард, тăкакĕсем 102,6 миллиард тенкĕпе танлашнă. Тупăш умĕнхи çулхинчен 13,8% пысăкрах. Çав шутра хамăрăн тупăш ӳсĕмĕ курăмлă — вăл 67 миллиард тенке çитнĕ. Социаллă пурнăçпа культура сферине янă тăкаксем — 65,7 миллиард тенкĕлĕх. Министр çак расхутсен ӳсĕмĕ 11% шайĕнчи инфляцирен пысăкрах пулнине пусăм туса палăртрĕ. Инвестици тăкакĕсем те пысăкланнă. Михаил Геннадьевич çак укçапа 9 шкул, 3 ача сачĕн, 9 спорт об±екчĕн строительствине пурнăçланине аса илтерчĕ. Çавăн пекех сывлăх сыхлавĕн, социаллă хӳтлĕх об±екчĕсене проектланă тата тунă, çул сарнă, ытти ĕçе пурнăçланă. Муниципалитетсем çине те алă сулман — вĕсене пулăшассине тĕп ыйтусен шутĕнче тытнă. Бюджетсен хушшинчи трансфертсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 37 миллиард тенкĕрен иртнĕ — 2023 çулхинчен 10% нумайрах. Патшалăх парăмĕ çинчен каланă май Михаил Ноздряков вăл отчетлă çулталăкра 1,1 миллиард тенкĕлĕх пĕчĕкленнине çирĕплетрĕ — 2025 çул пуçламăшĕ тĕлне парăм 16,2 миллиард тенкĕ шайĕнче пулнă. Çак шутра бюджет кредичĕсемпе патшалăх гарантийĕсем кăна — коммерци кредичĕсем, хаклăскерсем, çук. Правительство саккун проектне ырларĕ. Тепĕр саккун çемьесем регионăн амăшĕн капиталĕпе усă курассине пырса тивет. Малашне ăна подряд организацине явăçтарса пурăнмалли çурт çĕклемешкĕн те яма май пулĕ. Çак саккун проекчĕ федерацин уйрăм çынсем хăйсен çĕр лаптăкĕсем çинче çурт-йĕр тунă чухне эскроу шутсемпе усă курассине йĕркелекен саккунне пуянлатать. Федераци норми çемье ипотекин программипе килĕшӳллĕн уйрăм çынсем тăвакан çурт-йĕр строительствин рынокĕн уçăмлăхне, хăрушсăрлăхне тивĕçтерме май парать. Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов халăх промыслисене пулăшмалли саккун проекчĕпе паллаштарчĕ. Ку ыйту тавра чылайранпа калаçу пырать. Ал ăсталăхне упраса аталантармалли требованисене федераци шайĕнчех çирĕплетнĕ. Çак тĕллевпе Чăваш Енре халăх художество ал ăстисен реестрне туса хурĕç. Çĕнĕ саккун çак сферăри ăстасене хăй тĕллĕн ĕçлекенĕн статусне илме ирĕк парать. Сăмах май, хăй тĕллĕн ĕçлекенсен институчĕ республикăра пысăк хăвăртлăхпа вăй илсе пырать. 2020 çултанпа çакнашкал предпринимательсен шучĕ Чăваш Енре 10 хут ӳснĕ, 75 пинрен иртнĕ. Саккун проекчĕ халăх художество ал ăсталăхне туризмăн, культурăн пĕр пайĕ вырăнне хурса унăн аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсене палăртать. Документра çавăн пекех çак сферăна патшалăх енчен пулăшмалли майсене çирĕплетнĕ. Пулăшу тĕрлĕ енлĕ пулмалла — укçа-тенкĕрен пуçласа информаципе тивĕçтересси таран. Çавăн пекех Художество-эксперт канашне йĕркелессине палăртнă. Вăл ал ăстисем тунă япаласем халăх художество ал ăсталăхĕн изделийĕсем пулнине татса парĕ, ăстасене эксперт пулăшăвĕпе тивĕçтерĕ. «Паян Чăваш Енре халăх художество ăстисен шучĕ 300-тен те иртет. Вĕсен хăйне евĕрлĕ продукцине, сувенирĕсене туристсем хапăл туса туянаççĕ. Çак саккуна йышăнни отрасле ырă витĕм кӳресси куçкĕрет. Вăл çак ăсталăх аталанăвне вăй парĕ, туризм сферинчи пĕчĕк тата вăтам бизнеса малалла кайма пулăшĕ», — терĕ Дмитрий Иванович. Сăмахĕ витĕмлĕ пулчĕтĕр — саккун проектне хирĕçлекен тупăнмарĕ. Вăлах энергетиксен суту-илĕвне чикĕлесси çинчен калакан саккун проекчĕ пирки те сăмах илчĕ. Ун шучĕпе, ку тĕслĕхре калаçу бизнес тавра мар, çынсен, уйрăмах çамрăксен, сывлăхĕ пирки. Республикăра пурăнакансен шухăшкăмăлĕпе ятарласа интересленнĕ — çынсем çак пуçарăва ырлаççĕ: саккун проекчĕ алкогольсăр, кăмăла çĕклекен шĕвексене, çав шутра энергетиксене кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вĕрентӳ, медицина, культура тата спорт учрежденийĕсенче, çавăн пекех автоматсем урлă сутма чарассине палăртать. Унсăр пуçне вĕсене лавккасенче, общество апатланăвĕн вырăнĕсенче 22-рен пуçласа 9 сехетчен, çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсенчи алăкĕ подъезд енче вырнаçнă об±ектсенче туянма май пулмĕ. Çак шĕвексен суту-илĕвне йĕркелессишĕн Экономика аталанăвĕн министерстви яваплă пулĕ. Аса илтерни вырăнлă: кăçалхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăра нумай хваттерлĕ çуртсенчи лавккасенче, общество апатланăвĕн заведенийĕсенче алкоголь сутас тĕлĕшпе хушма чарусем палăртнăччĕ. Аграрисемшĕн кăмăллă хыпар пур: Министрсен Кабинечĕ вĕсен коммерци кредичĕсен процент тӳлевĕсен пĕр пайне саплаштармалли йышăну турĕ. Тивĕçлĕ правилăсене улшăну кĕртессине ырларĕç. Саплаштару валли кирлĕ укçана республика бюджетĕнчен уйăрĕç. Документ аграрисем 2025 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен коммерци виçипе илнĕ кĕске вăхăтлăх кредитсене тӳлемелли процентсене татмалли тăкаксен пĕр пайне саплаштарассине палăртать. Çак мера, ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Волкова палăртнă тăрăх, çăмăллăхлă кредитсемпе усă курмалли майсем ансăрланнă условисенче производствăпа ĕçлекен хуçалăхсемшĕн лайăх тĕрев пулмалла. «Раççей Банкĕн тĕп ставки ӳснĕ, çăмăллăхлă кредитсем сахалланнă чухнехи лару-тăрура коммерци кредичĕсем ял хуçалăхĕшĕн усă курайми пулса тăчĕç. Субсиди программине тăсни вĕсене производствăна укçапа тивĕçтерме пулăшĕ», — терĕ вăл. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Деклараци: ыйту нумай – хуравĕсем уçăмлă

Кая юлсан каю шăтать тенешкел, кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçланнă деклараци кампанийĕ вĕçлениччен нумай та юлмарĕ: ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен 2024 çулхи тупăшсем çинчен деклараци памалла. Федерацин налук службин республикăри управленийĕнче журналистсем валли йĕркеленĕ брифингра çакăн çинчен аса илтерчĕç, деклараци кампанийĕн уйрăмлăхĕсем çинчен каласа пачĕç, налук тĕлĕшпе вычетпа усă курассипе çыхăннă ыйтусене хуравларĕç.

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен Управлени ертӳçин çумĕ Александр Овчинников палăртнă тăрăх, республикăра кăçал налук декларацийĕ пама тивĕççисен йышĕ 59 пин çынпа танлашать. Пысăк пайĕ тупăш çинчен отчет тунă ĕнтĕ, анчах тата 18 пин çын васкамасть-ха — хальлĕхе деклараци паман. Çак документа 3-НДФЛ формăпа хатĕрлемелле. Деклараци памалли тĕрлĕ мел пур — налук службин официаллă сайтĕнчи «Уйрăм çынсен уйрăм кабинетĕнчен» тата почтăран тытăнса инспекцие пырасси таранах. Электрон почти, паллах, чи мелли — хайхи тивĕçе килтен тухмасăрах пурнăçлама пулать. Унсăр пуçне кашни округ-хуларах ĕçлекен нумай функциллĕ центрсене те кайма пулать — вĕсемпе килĕшӳ тунă, декларацисене йышăнĕç. Декларацисенче шутласа палăртнă налуксене утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен тӳлемелле. Камсен деклараци памалла? 2024 çулта харпăрлăхра палăртнинчен сахалрах вăхăт пулнă куçми, ытти пурлăхне, калăпăр, автомобиль сутнисен, хаклă хутсенчен, хаклă металсенчен тупăш илнисен, пурлăха арендăна панисен, чикĕ леш енчен тупăш илнисен, ыттисен. Е тата — çулталăк тăршшĕпех илнĕ, налук хуман тупăш тĕлĕшпе. Ку граждансемпе вăл е ку ĕçе пурнăçлама килĕшӳ тунă май ĕç паракан çав тӳлевсенчен налук тытса юлман, çавăн пекех çын официаллă мар майпа ĕçленĕ тĕслĕхсене пырса тивет. Унсăр пуçне уйрăм предпринимательсен, уйрăм практикăпа ĕçлекен нотариуссен, адвокат кабинечĕ уçнă адвокатсен деклараци тăратмалла. Çак тивĕçе вăхăтра пурнăçламанни яваплăхпа çаврăнса килĕ: штраф, пени, тӳлемен налука шыраса илесси... Налук кодексĕн 119 статйипе килĕшӳллĕн штраф виçине деклараципе килĕшӳллĕн тӳлемелли налук калăпăшне тата тӳлемен уйăхсен шутне кура палăртаççĕ — самай пысăк пулма пултарать. Çийĕнчен пурлăх сутнă май отчет тăратман тĕслĕхсенче налук виçине камераллă тĕрĕслев ирттерсе палăртĕç. Деклараци памалла е çук — ку ыйтăва хуравлама Федерацин налук служби хута янă чат-бот пулăшма пултарать. Тĕрĕс хуравсем памалла та — сирĕн ыйту уçăмланĕ. Чăн та, налукçăсен енчен асăрхаттару пулчĕ: «Чат-бот, паллах, питĕ лайăх, анчах вăл сире деклараци памалла мар тесен те налук инспекцийĕнчен тивĕçлĕ уведомлени килсен отчет памаллах. Налук тӳлемелле маррине вара тивĕçлĕ документсемпе çирĕплетме пултаратăр». Кама ку тивĕçрен хăтараççĕ? Çак саманта шута илмелле: ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен деклараци тăратмалли требовани вычет илессине пырса тивмест. Çак тĕллевпе хатĕрлекен документа каярах та, çулталăк тăршшĕпех, пама юрать. Уйрăм тĕслĕхсенче граждансене деклараци тăратмалли тивĕçрен хăтараççĕ. Сăмахран, хакĕ 1 миллион тенкĕрен иртмен куçми пурлăха /çурт, хваттер, пӳлĕм, дача, çĕр лаптăкĕ/, çавăн пекех 250 пин тенкĕрен хаклă мар ытти пурлăх /гараж, сарай, автомобиль тата ытти те/ сутнă тĕслĕхсенче деклараци тăратма кирлĕ мар. Асăннă виçесем НДФЛ тĕлĕшпе пурлăх налук вычечĕн виçипе килĕшсе тăраççĕ. Икĕ е ытларах ачаллă çынсене пырса тивекен çăмăллăх пур. Пурăнмалли условисене лайăхлатас тĕллевпе çурт-йĕр сутнă чухне вĕсене налукран хăтараççĕ. Анчах çирĕплетнĕ условисем пулмалла: хваттер сутнă çулах е ун хыççăнхи çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнчен кая юлмасăр çĕнĕ хваттер туянмалла, сутнă çурт-йĕрĕн кадастр хакĕ 50 миллион тенкĕрен иртмелле мар, çĕннин лаптăкĕ тата кадастр хакĕ киввинчен пысăкрах пулмалла та ытти те. Пурлăха харпăрлăхра пулмалли чи пĕчĕк вăхăт иртсен сутсан куншăн налук илмеççĕ. Чи пĕчĕк çав вăхăт 5 çулпа танлашать. Чăн та, 3 çуллăх та пулма пултарать — енчен те пурлăха çывăх тăванран еткере е парне шучĕпе, приватизацилесе илнĕ пулсан. Е тата — гражданин хăйĕн пурăнмалли пĕртенпĕр пӳртне е хваттерне сутсан. Харпăрлăхра пулмалли чи пĕчĕк вăхăт гаражпа автомобильшĕн те 3 çулпа танлашать. Чееленекен те пур Управленин камераллă тĕрĕслевсен 2-мĕш пайĕн пуçлăхĕ Ирина Федорова налук тӳлекенсем деклараци панă чухне час-часах тăвакан йăнăшсем çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ. Пĕри пурлăх сутнă чухне палăртакан вычет виçипе çыхăннă. Çакна асра тытмалла: налукран хăтаракан 1 миллион тата 250 пин тенкĕлĕх виçесем отчетлă çулталăкра сутнă мĕн пур пурлăха пырса тивмеççĕ. Тĕслĕхрен, гражданин 100-шер пин тенкĕпе 5 машина сутнă. Пĕр машина хакĕ 250 пин тенкĕрен пĕчĕкрех, анчах налук тӳлемеллине палăртнă чухне сутнă мĕн пур автомобиль хакне пĕрле шута илмелле. Çак тĕслĕхре вăл 500 пинпе танлашать, ку декларацилессинчен хăтаракан виçерен пысăкрах. Тепĕр тĕслĕх те транспорт хатĕрĕсемпех çыхăннă. Нумайăшĕ деклараци тăратассинчен хăтаракан 250 пин тенкĕлĕх виçе услама кăна пырса тивет тесе шухăшлать. Ку тĕрĕс мар. Сăмах автомобиле сутнă хак пирки пымалла. Çын 400 пин тенкĕллĕ машина туяннă тейĕпĕр. Сутасса вара ăна 500 пинпе сутнă. Чылайăшĕн шучĕпе, хаксен уйрăмлăхĕпе танлашакан 100 пин тенкĕ кăна тупăш шутланать. Ку виçе 250 пинрен пĕчĕкрех, апла тăк декларацилемелле те мар имĕш. Каллех — йăнăш. Машина 250 пин тенкĕрен хаклăрах, вăл харпăрлăхра пулнă вăхăт 3 çултан пĕчĕкрех тĕк — деклараци памаллах. Çав вăхăтрах хайхи машинăна туянса тăкакланнă виçене палăртма пултаратăр — çапла майпа налук виçине пĕчĕклететĕр. Йăнăшасси кăна мар, тепĕр чухне граждансемшĕн чееленесси те кăтартуллă — налук виçине пĕчĕклетесшĕн. Сутнă пурлăх хакне декларацире чакарса кăтартасси йăлара. Анчах налук службинче айвансем лармаççĕ вĕт. Сăмахран, хваттер хакĕ мĕнлерех пулнине тавçăрма йывăр мар. Тăваткал метрсен хакĕ тĕлĕнмелле пĕчĕкки тӳрех курăнать — кун пек чухне налук виçине хваттерĕн кадастр хакне тĕпе хурса палăртаççĕ. Çул çитменнисем деклараци тăратасси — налукçăсене час-часах паракан ыйту. Ирина Сергеевна уçăмлатрĕ: вĕсен пурлăхĕшĕн ашшĕ-амăшĕ налук тӳлет, ачисен хваттерти пайне сутнă тĕслĕхсенче те вĕсемех /усрава илнисем, опекунсем, попечительсем/ налук декларацийĕ тăратаççĕ. Федераци саккунне кĕртнĕ çĕнĕлĕх пур: 2024 çултан тытăнса ачан хваттерти тӳпи амăшĕн капиталĕпе усă курнине пула çуралнă тăк çав пурлăх харпăрлăхра пулмалли чи пĕчĕк вăхăта ашшĕ-амăшĕ хайхи хваттере туяннă кунран шутлаççĕ. Ăнланмалла пултăр тесе Ирина Федорова çакна тĕслĕхпех уçăмлатрĕ. Ашшĕ-амăшĕ хваттере ипотекăпа 2015 çулта туяннă. Ачисем çуралнă хыççăн ипотекăна амăшĕн капиталĕпе тӳлесе татнă. Çавна май, паллах, тĕпренчĕкĕсене пурлăх тӳпине панă. Унччен кунашкал тĕслĕхсенче пурлăх харпăрлăхра пулнин вăхăтне хайхи тӳпене регистрациленĕ кунран — 2023 çултан — шутланă, çавна май хваттере 5 çултан маларах сутсан деклараци пама, налук тӳлеме тивнĕ. Иртнĕ çултанпа çакнашкал тĕслĕхре пурлăх харпăрлăхра пулнин вăхăтне 2015 çултан шутлаççĕ. Çак мера, паллах, ачаллă çемьесемшĕн лайăх — налукран ирĕклĕ пулма май парать. Ятарлă çар операцине мобилизациленисем çинчен те ыйту пулчĕ. Ирина Сергеевна пĕлтернĕ тăрăх, ку енĕпе нимĕн те улшăнман — вĕсене деклараци парассинчен хăтарнă. Вĕсем деклараци памалли вăхăта служба вĕçлениччен тăснă. Ĕнерхи салтаксен служба хыççăнхи виççĕмĕш уйăхăн 25-мĕш кунĕнчен кая юлмасăр тупăш çинчен отчет тăратмалла. Ку çăмăллăх мобилизациленисемшĕн кăна, СВОна контрактпа кайнисене пырса тивмест. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Калаçма юратакан, тишкерме пĕлекен йăх

Çĕрпӳ округĕнчи Аялти Хыркассинче пурăнакан Владимир Михайлов типтерлĕ çын пулни кил картине кĕрсенех курăнчĕ. Хуçалăхне кăтартса çаврăннă май ĕмĕрĕпех хаçат-журналпа туслă пулни çинчен каларĕ. Авă пахча çимĕç калчи парка çитĕнет. Çав вăхăтрах Владимир Степанович мăшăрĕн тетрадьне уçса кăтартрĕ. Унта калчана хăш кун шăварни таранчченех тупса вулама пулать. Пĕлтĕрхи ака уйăхĕнче юлашки хут çырнă та...

«Мăшăрăм Антонина Семеновна пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа çу уйăхĕнче çулталăк çитет. Унпа пĕрле мĕнле пурăннă — куна çав йĕркепех ирттерме тăрăшатăп. Кил хуçалăхĕнче вăй хуратăп. Пахчара, теплицăра ĕçлетĕп. Малтанхи çулсенче тыр-пула, пахча çимĕçе пысăк лаптăкра лартса çитĕнтернĕ, сутнă та. Ял хуçалăх тытăмĕнче ыттисем туса парасса кĕтсе ларнипе нимĕн те пулмасть. Йăлтах хамăртан килет», — сăмах пуçарчĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ Владимир Михайлов. 88 çулти арçын çĕр ĕçне юратакансен Талпас йăхĕнче çуралнă. Йăх-несĕлĕн ячĕ 1640 çулхи документсенче те çырăнса юлнă. Ашмарин словарьне кĕртнĕ «талпас» сăмах «питĕ калаçакан, тишкерекен» тенине пĕлтерет. Çакă чăна килчĕ. Халĕ ăна ывăлĕ, мăнукĕсем, кинĕсем пулăшса пыраççĕ. Сăмах май, Владимирпа Антонина Михайловсем пĕр шкулта, пĕр класра вĕреннĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех пĕрпĕрне тĕрев панă. Тĕслĕх çемье шутланнă. Ашшĕнчен вĕреннĕ Владимир Михайлов тĕрлĕ çулта Тăвай районĕнчи Ленин ячĕллĕ, Çĕрпӳ районĕнчи «Богатырь», «Правда», «Маяк» хуçалăхсенче, Комсомольски тата Çĕрпӳ районĕсенчи ял хуçалăх управленийĕсенче ырми-канми тăрăшнă. Пур çĕрте те анлă тавра курăмне, вăр-варлăхне, харсăрлăхне кура ят-сум çĕнсе илнĕ. Унăн ашшĕ Степан Александрович тырпул, курăк сорчĕсене тĕрĕсленĕ çĕрте ĕçленĕ. Унран колхоз председателĕсем те канаш ыйтма пынă. ВДНХ медальне, «ЧАССР тава тивĕçлĕ агрономĕ» ята тивĕçнĕ вăл. «Эпир Комсомольски тăрăхĕнчи Нĕркеçре çитĕннĕ, çемьере пилĕк ывăл пулнă. Тăваттăмĕш класранпах сортсем тĕрĕслекен лапама аттене пулăшма çӳренĕ. Ун чухне пысăк тухăç паракан тырра колхозсене салатса паратчĕç. Тĕрĕслеменнине акмастчĕç. Атте пăхса тăракан лапамра тырă-пулă вăйлă пулатчĕ. Сăмахран, колхозра кĕрхи тулă 7-8 центнер илнĕ пулсан унăн тухăçĕ 45 центнерпа танлашатчĕ», — тет Владимир Михайлов. Çĕр ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене ăса хывса ӳснĕскер, ахăртнех, ашшĕн çулне суйламасăр пултарайман. «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн республикăри хуçалăхсенче агрономсем çитместчĕç. Эпир, 1961 çулта ял хуçалăх институтĕнчен /халĕ аграри университечĕ/ вĕренсе тухнисем, пушă вырăнсене йышăнтăмăр. Чăваш Енри район администрацийĕн тытăмĕсенче, хуçалăхсенче ĕçлеме пуçларăмăр», — тăсăлчĕ калаçу. Икĕ килтен ял пуçланнă Владимир Степанович каланă тăрăх, 1930 çулта Аялти Хыркасси тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайнă. Аслашшĕн лаççи тата сăртра пурăнакан тепĕр кил кăна юлнă. «Асаттене Улшуç Мишши тенĕ. Вăл çĕр ĕçченĕ пулнă тата лаша илсе сутас тĕлĕшпе аппаланнă. Хăй вăхăтĕнче ăна кулаксен йышне кĕртнĕ, туртса илнĕ пысăк çуртĕнче шкул уçнă. Пирĕн йăх Аялти Хыркассине чи малтан куçса килекенсен йышĕнче пулнă теççĕ. Çакăнта икĕ çын тĕпленнине кура ял пуçланса кайнă», — палăртрĕ вăл. Йăх историйĕпе паллаштарнă май ашшĕ Степан Михайлов йышлă çемьере çитĕннине, пĕчĕкренех вĕренес туртăмпа çунатланнине каларĕ. Çавна май кил хуçи ăна Чĕмпĕрти ял хуçалăх техникумне леçсе хăварнă. Унта вĕренекенсем кулак ачисенчен мăшкăллама хăтланнă. Çавăнпах документсенче Михайлович мар, Александрович çыртарнă вăл. Анчах çакă та пулăшман. Ашкăнчăксем апат çиме ларсан яшкана та сурса хăварнă. «Ывăлăм, халĕ вĕренме тата ĕçлеме пĕтĕм услови пур. Çавăнпах тăрăшас пулать. Сан вырăнта пулсан пысăк улшăнусем тума ăнтăлăттăм», — вăхăт иртнĕçемĕн ăса вĕрентнĕ çывăх çынни. Степан Михайлов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр тухнă. Нумай наградăна тивĕçнĕ. «Аттене вăрçа ăсатнине те, кĕтсе илнине те астăватăп. Ăна 1942 çулхи чӳк уйăхĕнче фашистсемпе çапăçма илсе кайрĕç. Ун чухне пырса каларĕç те — атте çав кунах çула тухрĕ. Анне тăватă ачапа юлчĕ, пиллĕкмĕшĕ вăрçă хыççăн çуралчĕ. Аттене илсе кайсан Çĕрпӳ тăрăхне асатте патне пурăнма куçрăмăр. Шкула çӳреме пуçларăм. Пĕрремĕш тата иккĕмĕш класра вĕрентĕм. Ун чухне ялта арçын юлманпа пĕрехчĕ. Ватăсемпе сусăрсене кăна вăрçа илсе кайман. Пурте колхоз ĕçне хутшăнма тăрăшнă. Хамăртан мĕн килнине йăлтах пурнăçланă. Атте çĕнтерсе таврăнсан Нĕркеçе каялла кайрăмăр», — терт-нуша чăтса ирттернĕскер ачалăх саманчĕсене куç умне кăларчĕ. Юрлă-çумăрлă пулнине пăхмасăр çăпатапа çӳрени, выçăллă-тутăллă çитĕнни, спорта туслашни ӳт-пĕвне пиçĕхтернĕ ахăр. Владимир Степанович бокс, велоспорт, йĕлтĕрпе чупас енĕпе малти вырăнсене йышăннă. Халĕ мăнукĕсен ачисем спортăн дзюдо тĕсне суйлани, çитĕнĕвĕсемпе савăнтарни уйрăмах хавхалантарать ăна. Владимир Михайлов тĕрлĕ йывăç лартма юратнине палăртмасăр иртмерĕ. Авă вĕсем Аялти Хыркасси çумĕнчи çул айккинчех сарăлса çитĕнеççĕ. Пĕтĕмĕшле вара çак таврашра Владимир Степанович ертсе пынипе 185 гектар йывăç лартса хăварнă. Трактор-комбайн çӳреймен вырăнта, çырма пуçĕнче, сăртлă вырăнта хунав хăвăртах вăй илнĕ. Куккурус, çĕр улми туса илес вăрттăнлăхсене семинарсенче каласа кăтартнă. «Богатырь» совхоз 14 яла пĕрлештерсе тăнине аса илчĕ. «Ун варринче Ункă юхатчĕ. Ĕçе çаврăнса кайсан кантура çитмешкĕн 21 çухрăма парăнтарма лекетчĕ. 5 çул çуран çӳрерĕм. Кайран мотоцикл туянтăм. 14 ялти хирсене çитес пулсассăн 325 çухрăм кайма тиветчĕ. Мотоциклпа çаврăнса тухмашкăн пĕр бак бензин кирлĕччĕ. Çуркунне çĕре хăçан сӳрелеме пуçламашкăн юранине палăртмашкăн хирсене пăхса çаврăнаттăм. Çак ĕçе ытла час пурнăçласан ӳсен-тăранăн тымарĕ аманма пултарать. Клеверпа люцернăна, сăмахран, çĕр 2-3 сантиметр типсен тин сӳрелеме юрать», — ăнлантарать тĕп агрономра нумай çул ĕçленĕскер. Хуçалăхра курăк вăрлăхĕ туса илес тĕлĕшпе тăрăшса ĕçленĕ. 10-шар тонна вăрлăх патшалăха панă. Ӳсен-тăрана шăркалантаракан тĕкĕлтура валли йăвасем хатĕрлесе пани çинчен каласа кăтартрĕ. Пыл хуртне илĕртмелли мелсене аса илчĕ. Чăваш Енре ку енĕпе чи лайăх ĕçлекенсене ВДНХна янă. Унта Владимир Степанович Пĕтĕм Раççейри семинарта тухса калаçнă. Ытти тăрăхра ĕçлекенсен опытне те ăса хывнă. Аса илĕвĕсене итлесе çакнашкал пĕтĕмлетӳ турăм: ĕç вăрттăнлăхĕсене пĕлни, çине тăма пултарни, халăхпа ĕçлеме хăнăхни çитĕнӳ çулĕпе утма пулăшнă та ăна. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Тепĕр Мăнкунччен лайăх пурăнасчĕ

Чăваш ялĕсенче йăла-йĕрке манăçман-и?

Çулталăкри чи пысăк тĕн уявĕ çывхарать те — праçник темине хускатас терĕмĕр. Ĕлĕк чăвашсем Мăнкуна епле уявланă? Паян çав йăла упранса юлнă-и? Тури чăвашсемпе анатрисен йăли-йĕрки пĕрпĕринчен мĕнпе уйрăлса тăрать?

Хĕвел те ташласа тухать

Е тата: «Мăнкунра салакайăкăн та сăра пур», «Мăнкун килет мăн çулпа, иртсе каять вак çулпа», «Мăнкун сарă çакать», «Мăнкун пур чух та ташăпа килет», -– тенĕ ваттисем. Хресченсем Мăнкунпа çур аки пĕр вăхăтра килнине сăнанă. Вăл маларах килнĕ çул çуркунне те иртерех пулать. «Мăнкунра хĕвел ташласа тухать», – теççĕ аслă ăрурисем. Хĕвел ташланине курассишĕн ачасем ыйха татса тăрса лараççĕ… Авал нумай халăх, çав шутра чăвашсем те, çĕнĕ çул пуçланнине çуркунне, Мăнкунра, паллă тунă. Православи тĕнĕ сарăлсан чăвашсен Мăнкунĕ Христос чĕрĕлнине уявланипе пĕрлешсе кайнă. Кăçал православи тĕнне пăхăнса пурăнакансен Мăнкунĕ ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче пулать. Турра ĕненекенсем Мăнкун умĕн типĕ тытаççĕ, чиркĕве çылăхсене каçарттарма, сыпма çӳреççĕ. Аслă типĕ кăçал пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче пуçланчĕ те ака уйăхĕн 19-мĕшĕччен пырать. Чăвашсем Мăнкунра пĕр-пĕрне: «Христос чĕрĕлнĕ», «Чăн-чăнах чĕрĕлнĕ!» – теççĕ. Хăйсен савăнăçне виçшер хут каласа палăртаççĕ. Несĕлĕмĕрсен авалхи йăлисене аса илес тĕк тури чăвашсем Мăнкун умĕн усал-тĕселе хăваламалли уява — Вирĕм — паллă тунă. Анатри чăвашсен вăл Сĕрен ятлă. Тĕне кĕмен чăвашсем Мăнкун умĕн ваттисене асăнса Калăм йăли-йĕркине тунă. Мунча хутнă, ваттисене çăвăнма чĕннĕ. Çав вăхăтрах Калăм кивĕ çула ăсатни те шутланнă. Çавăнпа халăх калаçăвĕнче «калăм эрни — каялла, Мăнкун эрни малалла» тени пур. Çĕрле — «Автан кĕллине» Çулталăкри чи çутă уявра ĕлĕк ачасем ялăн хĕвел тухăç енчи укăлчине хĕвел кĕтме тухнă, хĕвел хаваслăн ташласа хăпарнине курасшăн пулнă. Пысăк праçник умĕн хĕрарăмсем пӳрте çуса тасатнă, кăмакана шуратнă. Арçынсем вите-лупасра, картишре тирпейленĕ. Уяв валли ятарласа сăра вĕретнĕ, пичке тултарнă. Мăнкун умĕн мунча хутса кĕнĕ, çĕрле чиркĕве «Автан кĕллине» кайнă. Çапла каланă ăна. Мăнкунра ачасем те, аслисем те çĕнĕ кĕпе тăхăннă. Çăмарта хĕретнĕ, чăкăт, йăва, кукăль пĕçернĕ. Ачасемпе çамрăксем урамра чуччу ярăннă, вылянă. «Вĕттисем» килтен киле хĕретнĕ çăмарта пуçтарса çӳренĕ. Аслисем рете пухăннă. Мăнкунра пĕрремĕш килекен çынна минтер çине лартнă. Çурта малтан арçын кĕнĕшĕн хĕпĕртенĕ. Ку ырра-мĕн. Мăнкун умĕн пӳрт çăвас йĕрке ялсенче паянхи кунчченех упранса юлнă. Кирек кам та Мăнкуна Çĕнĕ çула кĕтнĕ чухнехи пекех хатĕрленет. Ытларахăшĕ сухан хуппипе çăмарта хĕретет, хăшĕсем сăра тăваççĕ, Мăнкун çăкăрне /кулич/ пĕçереççĕ, тăпăрчăпа иçĕм çырлинчен пасха янтăлаççĕ. Тури чăвашсемпе анатрисен йăли-йĕрки пĕр-пĕринчен кăштах уйрăлса тăрать. Калăпăр, Елчĕк округĕнчи Энтепере Мăнкун речĕ ирттересси пĕтмен-ха. Ăратнерисем уяв кĕрекине пухăнаççĕ. Кунта праçник тĕлне кашни килтех йăвача пĕçереççĕ. Мăнкунра ачасем хутаçпа çăмарта пухса çӳреççĕ, килĕрен киле кĕреççĕ. Улатăр округĕнчи Кивĕ Эйпеçсем те ратнерисемпе пухăнассине манăçа кăларман. Ырă йăлана упраса хăварас тесе культура ĕçченĕсем Мăнкунра ратнесене библиотекăна пуçтараççĕ. Кашни ратне хăйсен юррисене шăрантарать, харпăр хăйĕн тĕррипе, апачĕпе паллаштарать. Кун пек мероприятие вунна яхăн ратне пухăнать. Ялта пурĕ 20 ытла ратне. Кивĕ Эйпеç шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Валентина Малышева пĕлтернĕ тăрăх, шкул ачисем Мăнкунпа Çăварние пĕлеççĕ. Мăнкунра ачасем килĕрен çăмарта пухма каяççĕ. Вĕсене çавăн пекех вĕтĕ кукăльсем, канфет, печени параççĕ. Çăмартана сухан хуппипе пĕветеççĕ. Мăнкунра чи малтан килекен çынна минтер çине лартаççĕ, хăна тăваççĕ. Трак тăрăхĕнче вара ратнесем пухăнмаççĕ. Хĕретнĕ çăмартана тăвансем патне кайса ылмаштарма та пăрахнă ĕнтĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче Мăнкунра «Христос чĕрĕлнĕ!» тесе пĕр-пĕрне ыталаса виçĕ хутчен чуптăватчĕç. Халĕ çак йăла та манăçнă. Уяв тĕлне çăмарта хĕретнисĕр пуçне хăй вăхăтĕнче чăкăт, çăмарта хăпартни тунă, çĕр улми, тăпăрчă икерчисем, çӳхӳ, кукăль пĕçернĕ. Ачапчана мăйăрпа, хĕвел çаврăнăшĕпе хăналанă. Халĕ Мăнкун сĕтелĕ çине мĕн тутли пур — йăлт лартатпăр. Самана ылмашнă май хăналанмалли çимĕçсем улшăнаççĕ. Пулăпа, какайпа, лавашпа йăваланă рулет, пицца, салат… Анатри чăвашсем Мăнкун сĕтелĕ хушшине ларсан паянхи кунчченех «паттăра» палăртаççĕ. Камăн хĕретнĕ çăмарти çĕмĕрĕлмест — çавă паттăр. Ку çăмартана упраççĕ. «Паттăрĕ» урăх çăмартана çиет. Çĕмĕрĕлмен çăмартана турăш умне хураççĕ. Ăна çулталăк, тепĕр Мăнкунччен, упраççĕ. Çапла, Мăнкун — питĕ пысăк праçник, уявсен уявĕ. Кирек кам та — Турра ĕненет-и вăл, çук-и – пĕрех Мăнкуна лайăх кĕтсе илме тăрăшать. «Тепĕр Мăнкунччен лайăх пурăнасчĕ», — тет кĕрекере ларнă чухне те. Йăли-йĕркине йăлтах пĕлмеççĕ пулсан та ăна кĕтеççĕ.

Кунĕпех парнесемпе çӳреççĕ

Хĕрлĕ Чутайран Алина Карпова пĕлтернĕ тăрăх, Мăнкуна вĕсем хăйне евĕр ирттереççĕ. Пускапупа пускаçу /хреснашшĕпе хреснамăшне çапла калаççĕ/ хăйсем чиркӳре тытнă ачисем патне хĕретнĕ çăмартасемпе, парнесемпе çӳреççĕ. Пĕр кунра темиçе ачана савăнтараççĕ.

— Пирĕн хресна ывăлпа хĕр нумай та — Мăнкунра кунĕпех парнесемпе çӳретпĕр. Унчченхи çулсенче хĕретнĕ çăмартапа канфет кăна панă, халĕ парнесемпе /ытларах чухне кĕпе-тумтирпе/ савăнăç кӳреççĕ. Чутайсен Мăнкун сĕтелĕ Çĕнĕ çулти пекех пуян. Ара, уява кумсем те килеççĕ вĕт. Кил-çурта малтанах çуса тасатаççĕ. Çăмарта хĕретеççĕ, çăмарта хăпартни, Мăнкун çăкăрĕ /кулич/ пĕçереççĕ, салатсем лартаççĕ. Пускапупа пускаçуна пĕчĕккисем уйрăмах кĕтеççĕ. Эпĕ хамăн хресна ачасем патне вĕсем шкул пĕтеричченех çӳренĕ, – пытармарĕ калем ăсти. Шупашкар округĕнчи Мăнал шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Анжела Московцевăн та хресна хĕрĕ нумай. Вăл вĕсене шкултан вĕренсе тухиччен кашни Мăнкунрах кĕпе тăхăнтартнă. «Халĕ вĕсем çитĕннĕ ĕнтĕ. Пĕрех парне парас килет. Вĕсем валли минтер, утиял туянатăп. Çамрăк ăру Мăнкун йăли-йĕркине пĕлтĕр тесе ачасене хĕрлĕ çăмартасене шкула илсе пыма ыйтатăп. Урокра чи çутă та пысăк уяв çинчен каласа паратăп. Урок вăхăтĕнчех çăмарта «паттăрне» палăртатпăр», – каласа пачĕ Анжела Юрьевна. «Паттăр çăмартине, ай, кам тăвать?» Елчĕк округĕнчи Лаш Таяпа культура ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, асăннă ялта ратнесем пĕрле пухăнасси йăлара-ха. Мăнкун умĕн пӳрте кăна мар, сарайсене те йăлт шăлса тасатаççĕ. Мунча таран çăвакан та пур. Чӳрече каррисене çĕннисене çакаççĕ. «Юрать, Мăнкун килет», – теççĕ. Уяв сĕтелĕ валли яланах шăрттан тăваççĕ, тĕрлĕ кукăль пĕçереççĕ, кăмакана хур лартаççĕ. Ăна Мăнкун валли тесех юри упраççĕ. Йăвача пĕçереççĕ, пăрçа ăшалаççĕ. Ачасем ял тăрăх хĕретнĕ çăмарта пухаççĕ. Хăш-пĕр киле 35-шер ача таран килет. Чи малтан килекене минтер çине лартаççĕ. «Чăхсем, хурсем чĕп лайăх кăларччăр, виçĕ минут та пулин шăп лар», – теççĕ ачасене. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


«Чăваш çынни яланах пулăшма хатĕр»

Леонид Георгиев ятарлă çар операцийĕн зонине 20 ытла хутчен гуманитари пулăшăвĕ илсе кайнă. «Пĕтĕм чунтан Тăван çĕршывшăн, Çĕнтерӳшĕн тăрăшса», — тет вăл çак ĕçе пуçăннин сăлтавне уçăмлатнă май.

…Леонид Георгиевăн икĕ сыпăкри шăллĕ 2022 çулта çар ретне тăнă: «Атăл» батальона йĕркелесенех хăйĕн ирĕкĕпе унта кĕнĕ. «Ял-йышран — кам мĕнпе пултарать — тăванăма пулăшма ыйтрăм», — терĕ Леонид. Шупашкар округĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕнче пурăнакансем хăвăртах Тăван çĕршыв хӳтĕлевçи валли укçа, куллен кирлĕ ытти япала пухнă. Темиçе кунран ку хыпар ытти яла та çитнĕ. «Çынсем ман пата шăнкăравлама, пулăшу сĕнме пуçларĕç. Çавăн чухне вара шăллăма кăна мар, батальонри мĕн пур салтака пулăшмаллине ăнланса илтĕм», — терĕ ырă кăмăллă арçын. Гуманитари пулăшăвĕ тиенĕ машинăпа вăл пĕрремĕш хут 2022 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче инçе çула тухнă. Леонид Болеславович ыр кăмăллăх ĕçне кӳлĕнни виççĕмĕш çула кайнă. Çак тапхăрта малти ретри салтаксемпе халăх хушшинчи çыхăнăва йĕркелекен шанчăклă çын пулса тăнă. «Чăвашсем — туслă халăх. Вĕсем йывăрлăхра пĕр-пĕрне пăрахмаççĕ, пулăшаççĕ. Сăмахран, «Атăл» батальонра чылайăшĕн паллакан та çук. Анчах та пурте ентешсем тăван тăрăха ырă-сывă таврăнасса кĕтеççĕ», — терĕ вăл. Хĕç-пăшаллă кирек хăш хирĕç тăрура та тыл çирĕп тĕрев шутланнă. Раççей яланах ырă кăмăллă çынсемпе пуян пулнă. Паян та çаплах. Акă, сăмахран, Шупашкар тăрăхĕнчи пĕчĕк ялта пуçарнă ыр кăмăллăх акцийĕ анлă проекта çаврăннă. Хальхи вăхăтра унта республика тулашĕнче пурăнакансем те хутшăнаççĕ. Леонид Болеславович палăртнă тăрăх, пулăшу ыйтсан нихăçан та хирĕçле хурав илтмен. «Леонид Георгиев ачасене салтаксем валли ӳкерчĕксем тутарма ыйтрĕ. Пĕчĕкскерсем çутçанталăка — тĕрлĕ тĕслĕ чечексене, янкăр çутă хĕвеле — сăнларĕç. Ашшĕ-амăшне, салтаксене ӳкерекенсем те пулчĕç, — каласа кăтартрĕ Кӳкеç поселокĕнчи «Пӳрнеске» ача сачĕн ертӳçи Елена Краснова. — Ĕçтешсемпе шухăшларăмăр та — çар çыннисем валли эмелсем, нускисем, тушенка, пылак сĕт, ытти япала пухрăмăр. Кун пирки Шупашкар округĕн администрацийĕн вĕрентӳпе çамрăксен политикин управленине пĕлтертĕмĕр. Пĕрле пĕр машинăлăх гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлерĕмĕр. Ку ĕçшĕн пире çар комиссарĕ те тав турĕ». Чăваш Енри волонтерсем Херсон çывăхĕнче тăракан десантник-минометчиксем патне Чĕмпĕр хулинче вырнаçнă çар чаçĕ урлă самолетпа «УАЗ» автомашина ăсатнă. Техникăна Елчĕк округĕнчи çынсем тата «Сура» батальона пулăшакан ушкăн пухнă укçа-тенкĕпе туяннă. «Çар операцийĕн зонинче автомашинăсем питĕ кирлĕ. Вĕсемпе çар хатĕрĕсем, оборудовани турттараççĕ. Техникăна тăшман куçĕнчен пытарма вара хӳтĕлев тетелĕсем кирлĕ. Тепĕр чухне урăх вырăна куçнă май машинăсене лартса хăварма тивет. Ун чухне вĕсене тетелпе хупласа хăварсан шанчăклăрах, — терĕ Леонид Болеславович. — Çавăнпа Шупашкар округĕнчи Шăнкас ялĕнче пурăнакансенчен — вĕсем хӳтĕлев тетелĕсем çыхнине пĕлнĕрен — пулăшу ыйтрăмăр. Виктор Петров хапăл тусах пире пулăшма килĕшрĕ». Çавăнтанпа Шăнкас, Мăштавăш, Чăрăшкасси ялĕсенчи волонтерсен командисем десантниксем ыйтнине вăхăтра тивĕçтерсе тăраççĕ. Тренккасси ялĕнчи «Катюша» пĕрлĕхри хĕрсем те салтаксене пулăшма пысăк тӳпе хываççĕ: яшка валли пахча çимĕç типĕтеççĕ. «Малти ретрисемшĕн çакă — питĕ пысăк пулăшу. Унта вĕсен апат хатĕрлеме вăхăт, майсем сахал. Çавăнпа хатĕр çимĕçрен янтăлама меллĕрех», — терĕ Леонид Болеславович. Шупашкар округĕнчи хĕрарăмсен канашĕ тата Елчĕк округĕнчи ялсенче пурăнакансем гуманитари пулăшăвĕ пухассишĕн нумай вăй хураççĕ. …Леонид Георгиев нумаях пулмасть черетлĕ çул çӳреврен таврăннă. «Çарти ентешсем кашнинчех тарават кĕтсе илеççĕ. Пирĕнпе пĕрле тăван тăрăх ăшши килнине калаççĕ. Пулăшушăн чĕререн тав тăваççĕ. Çак хушăра чылайăшĕнпе чи çывăх çынсем пекех пулса тăтăмăр. Сыв пуллашнă чухне куç та шывланать, чун хурланать», — терĕ волонтер. Çитес вăхăтра вăл тепĕр хут çула тухма хатĕрленет. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.