Çамрăксен хаçачĕ 13 (6564) № 10.04.2025
«Ачаран чăваш чунĕллĕ çитĕннĕ эпĕ»
ЧĂВАШ ЭСТРАДИНЕ КĂМĂЛЛАКАНСЕМ КОНСТАНТИН РЯЗАНОВА ЛАЙĂХ ПĔЛЕÇÇĔ. ПАЯН ВАРА ЭПĔ СИРЕ ПЕТР РЯЗАНОВПА ПАЛЛАШТАРАСШĂН. КАМ-ХА ВĂЛ? МĔН ĔÇЛЕСЕ ПУРĂНАТЬ? ВĂРТТĂНЛĂХА ТӲРЕХ УÇАМ МАР. УНПА ÇЫВĂХРАХ ПАЛЛАШСАН КАМНЕ ПĔЛЕТĔР.
Конкурсра палăрнă
— Нумаях пулмасть «Мускав политехĕн мистерĕ тата мисĕ» илемпе пултарулăх конкурсĕнче пулма тӳр килчĕ. Петя, эсĕ унта темиçе номинацире палăртăн: «Мускав политехĕн пĕрремĕш вице-мистерĕ», «Куракансем кăмăлланă мистер», «Туслăх мистерĕ».
— Мана унта кафедра пуçлăхĕ шăнкăравласа чĕнчĕ. Конкурса хутшăнакан каччă чирленĕ иккен. Килĕшрĕм. Репетицие пыратăп тесе сăмах патăм. Конкурса 1-3-мĕш курс студенчĕсем валли йĕркеленĕ. Эпĕ вара магистратурăра 1-мĕш курсра вĕренетĕп. Вырсарникун института çитсен манпа пĕр командăри студенткăпа Кристина Цыгановăпа паллашрăм, пĕр чĕлхе тупрăмăр. Ĕç хыççăн репетицисене çӳреме пуçларăм. Конкурса 8 мăшăр, пурĕ 16 студент, хутшăнчĕ. Кашни мăшăрăн хăйĕн программине кăтартмаллаччĕ. Эпир Кристинăпа çемье темине суйларăмăр.
— Çапла, çемье кашнин пурнăçĕнче чи пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ку темăна туллин çутатас тесе мĕнрен пуçларăр?
— Презентаци кăтартрăмăр. Çавăн пекех уйрăм номер, видео хатĕрлерĕмĕр. Кунсăр пуçне пур мăшăрăн та ташламаллаччĕ.
— Залра ларнă май эпĕ сцена çинче мĕн пулса иртнине чун витĕр кăлартăм. Эсир чăваш йăли-йĕркине суйлани кăмăла кайрĕ. Кристинăпа чăвашла юрларăр, ташларăр. Сирĕн аннĕрсем сцена çине чăваш тумĕпе тухрĕç. Кристинăпа иксĕре чăваш культури çав тери чуна çывăх пулни туйăнчĕ.
— Сцена çинче йăлтах чунран пурнăçларăмăр. Эпĕ чи малтан — чăваш ачи, унтан — Чăваш Ен, Çĕмĕрле ялĕн ачи.
— Залра ларакан çамрăксенчен çурри чăвашла калаçманни куçкĕрет. Çапах санăн юррусене, ташшусене хаваспах йышăнчĕç, тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç.
— Манăн шухăшпа, чи малтан çакна палăртмалла: музыкăн национальноçĕ çук. Вĕсем юрăсене хăлхапа мар, чĕрепе итлерĕç. Çамрăксен чунĕнче чăваш тымарĕ типмен-ха… Вĕсем хавхалантарни Кристинăпа иксĕмĕре çĕнтерӳ патне талпăнма хистерĕ. Наци тумне сцена çине тăханса тухни – хамăрти чăвашлăха кăтартни. Аннесене вара сцена çинче пĕтĕм халăх умĕнче тав тума ятарласа чĕнтĕмĕр. Эпĕ мĕн ачаран чăвашлăха курса çитĕннĕ. Шел, атте килеймерĕ. Эпĕ çав кун аннене тата тăван халăха юратнине пĕтĕм зал умĕнче каларăм.
— Çав самантра мĕн туйрăн?
— Эпĕ питĕ туйăмлă çын, манăн чуна амантма çăмăл. Пытармастăп: куççульлентĕм. Акă халĕ те аса илсен чĕре пăлханчĕ. Ун чухне анне юнашар тăчĕ. Ку та хумхатрĕ мана. Сăмахран, «Туслăх мистерĕ» ята эпĕ ахальтен тивĕçмен. Тĕрĕссипе, эпĕ конкурса çĕнтерес тĕллевпе хутшăнман, педагогсем сĕннипе çеç хирĕçлемерĕм.
— Эсĕ – çĕнтерӳçĕ. Санăн алăра — парнесем, дипломсем, зал тăвăллăн алă çупать… Пуçри шухăшсем вĕлле хурчĕсем пек сĕрлеççĕ...
— Пуçри пĕрремĕш шухăш çакă: ыран ирирех тăмалла та ĕçе каймалла.
— Ак тата! Хăйĕн çинчен пĕрмай шухăшлаттаракан ĕç – ахаль ĕç мар.
— 2023 çултанпа Шупашкар хулин администрацийĕнче ĕçлетĕп. Кăçалтанпа эпĕ 16-мĕш округăн квартал уполномоченнăйĕнче вăй хуратăп. Манăн тĕп ĕç тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă. Субботниксене хам та хастар хутшăнатăп.
— Санпа калаçнă май эсĕ типтерлĕхе ачаран хăнăхни сисĕнет…
— Çĕмĕрлери 8-мĕш гимназире пĕлӳ илнĕ хыççăн Шупашкарти медицина колледжне вĕренме кĕтĕм. Манăн пĕрремĕш професси – медбрат. Хулари тĕрлĕ спорт организацийĕнче спорт фельдшерĕнче вăй хутăм. Пĕрремĕш ĕç вырăнĕ – И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ. Вăхăт çитсен салтак атти тăхăнтăм. Малалла аслă пĕлӳ илес тесе Мускаври политехника университечĕн Шупашкарти филиалĕн юриспруденци кафедрине /бакалавриат/ вĕренме кĕтĕм. Хĕрлĕ диплом илтĕм. Çав вăхăтрах ĕçлерĕм. Пĕлтĕр магистратурăна вĕренме кĕтĕм. Общество ĕçĕсене хастар хутшăнатăп. Вĕреннĕ вăхăтсенче Студентсен канашĕн председателĕ, Шупашкарти Мускав районĕн çамрăксен правительствин председателĕ пултăм.
— Медбрат пулма кам сĕнчĕ?
— Аттен чирлĕ аппăшĕ мана медицинăна кайма хистерĕ. Вăл вырăнпа выртнă чухне ăна пăхма пулăшрăм. Манăн тăрăшулăха курчĕ вăл. Атте-анне унăн сăмахĕсене итлесе мана хавхалантарчĕç. Медицина енĕпе диплом илнин усси пурах. Шупашкар урамĕсенче инкеке лекнĕ çынсене пĕрремĕш медпулăшу пани пĕрре мар пулчĕ.
Çемьепе — похода
— Хăвăнта лидер енĕсене куратăн-и?
— Ачаранах куратăп теме çук. Анчах çак ене хамра аталантаратăп. Çамрăксен проекчĕсене хатĕрленĕ чухне те хастарлăх кăтартрăм, хам та пĕр-пĕр ĕçе ертсе пыма пултарнине ăнкартăм.
— Эсĕ — ура çинче çирĕп тăракан 25 çулти чăваш каччи. Паянхи çамрăксем пирки мĕн калама пултаратăн?
— Лайăххине курма тăрăшатăп. Шел, пирĕн обществăра чăваш чĕлхине тимлĕх сахал уйăраççĕ. Чăваш чĕлхине упраса хăварас тесен чылай шухăшламалла. Ялсенчен хулана пултаруллă çамрăксем вĕренме килеççĕ. Вĕсем — пирĕн республикăн пуласлăхĕ. Эпир сирĕнтен, аслисенчен, нумай вĕренетпĕр. Ачаран чăваш чунĕллĕ çитĕннĕ эпĕ. Анне Мускава ĕçлеме çӳрет, анчах унта та вăл чăваш вучахне сӳнме парасшăн мар. Унти чăвашсемпе тачă çыхăнса ĕçлет.
— Санăн тăван кĕтесӳ — Çĕмĕрле ялĕ.
— Кунта манăн ачалăх иртнĕ. Асра юлнă чи лайăх самант çакă: тетепе, иккĕмĕш сыпăкри тетесемпе килте фильм ӳкерни. Костя режиссер тата оператор пулнă, эпир – актерсем. Халĕ те çав фильма пăхса киленетпĕр. Çемьепе похода каяттăмăр. Кӳршĕре пурăнакан ватăсемпе çывăх хутшăнаттăм. Пирĕн урамра ача сахалччĕ. Яла килсен çак самантсене аса илетĕп. Халĕ те кӳршĕсем патне чей ĕçме каçатăп. Виçĕ пĕртăван çитĕнтĕмĕр. Çемьепе район шайĕнчи мероприятисене хастар хутшăнаттăмăр. Костя конкурссенче ялан юрлатчĕ. Манăн та ун пек хастар пулас килетчĕ. Юрлас тесе кружока çӳреттĕм. Хама драмкружокра, спортра та тĕрĕслерĕм.
— Санăн тетӳ кам иккенне пĕлтерме вăхăт çитрĕ пуль. Вăл – Константин Рязанов, чăваш эстрада тӳпинчи çутă çăлтăр. Мăнаçланатăн-и унпа? Эсĕ конкурсра юрланă юрра вăл хатĕрлеме пулăшнине пĕлетĕп.
— Эпир унпа çывăх хутшăнатпăр. Ача чухне Костя манăн пурнăçа кĕнĕшĕн, канашсем панăшăн тарăхни те пулкаланă. Çулсем иртсен ăнлантăм: атте-анне, Костя эпĕ вĕсен йăнăшĕсене тăвасран асăрхаттарса сĕнӳсем панă. Костя та, эпĕ те çемьеллĕ халĕ. Пĕр-пĕрне пулăшатпăр. Сăмахран, халь вăл хваттерте юсав ĕçĕсем ирттерет. Мăшăрпа кирек хăш вăхăтра та вĕсем патне васкатпăр. Пирĕн шăллăм Павел пур.
— Чăваш Енре Рязанов хушамат сайра тĕл пулать.
— Асатте хĕсметре пулнă чухне тусĕсене Чăваша таврăнсан Лаврентьев хушамата Рязановпа улăштарма сăмах панă. Çапла эпир халĕ Рязановсем. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
Çула тухас умĕн пачăшкă пил парать
Çĕнĕ Шупашкарта йĕркеленнĕ «Солдату из дома21» волонтерсен юхăмĕ вырăнтисене кăна мар, ытти округри çынсене те пĕрлештернĕ. Волонтерсем ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ: типĕ яшка хатĕрлеççĕ, маскировка тетелĕ çыхаççĕ, «типĕ душ» хатĕрлеççĕ... Ку — ĕçсен пĕр пайĕ кăна-ха.
62 хут леçнĕ
Ушкăн 2023 çулхи кăрлач уйăхĕнче йĕркеленнĕ. Волонтерсем хальхи вăхăтра салтаксене техника хатĕрĕсемпе ытларах пулăшма тăрăшаççĕ: дронсене асăрхакан, тĕттĕмре инçетре çынна курма май паракан хатĕрсем туянаççĕ. Вĕсем йӳнĕ мар, анчах салтаксен пурнăçне çăлаççĕ. Волонтерсен юхăмĕ çапларах йĕркеленсе кайнă: малтанах Чĕмпĕрте салтаксем ушкăна пухăннă, вĕсем валли тăванĕсем япаласем пуçтарма пуçланă. Сăмахран, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче ӳснĕ, халĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Сергей Федоров ентешсене СВО пуçлансанах пулăшма тытăннă. Унăн шăллĕ, «Псих» позывной илнĕскер, ятарлă çар операцине хутшăннă. Унтан аманса таврăннă, халĕ больницăра сипленет. Сергей гуманитари пулăшăвне пĕрремĕш хут леçме Запорожье тăрăхне кайнă. Çавăн хыççăн салтаксем патне час-часах çитме пуçланă. Ку таранччен вăл ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăна 62 хут кайса килнĕ. Нумаях пулмасть ырă кăмăллă çынсем укçа пухса «Булат» туяннă. Вăл тӳпере дрон вĕçнине систерсе тăрать, унран сыхланма пулăшать. «Пĕрремĕш хутĕнче унта кайса килнисенчен мĕнле çулпа каймалли пирки ыйтса пĕлтĕм. 2023 çулхи нарăс уйăхĕнче машинăна япаласем тиерĕмĕр те çула пуçтарăнтăмăр. Ку таранччен темĕн те куртăм. Пĕрре çул çинче машина çĕмĕрĕлчĕ. Юрать-ха, эпир 2 машинăпаччĕ. Япаласене теприн çине куçартăмăр. Çапла салтаксем патне иккĕ хутларăмăр. Тепрехинче хамăрăн машинăна курăнмалла мар вырăна пытарса хăвартăмăр. Эпир киличчен снаряд вĕçсе килнĕ те кантăкĕсем ваннă. Телее, шалта никам та пулман. Гуманитари пулăшăвĕ леçсе пĕлĕшсене те тĕл пулма тиврĕ. Халĕ вĕсемпе çыхăну тытатпăр, кирлĕ чухне яланах пулăшма тăрăшатăп. Пĕрре отпуска килекенсен машини çул çинче çĕмĕрĕлсе кайнă. Юсаса пулăшрăмăр», — аса илчĕ Сергей. Гуманитари пулăшăвне йышăнмалли пункт Çĕнĕ Шупашкарти асамлă ĕçсем тунă Çветтуй Николай ячĕллĕ храмра вырнаçнă. Волонтерсене кашнинчех Виктор атте пил парса çула ăсатать. Яланах икĕ машина тухса каять. Гуманитари пулăшăвне чăвашсен полкне илсе çитереççĕ. Салтаксем ыйтнипе Донецк тата Луганск халăх республикисене те ытти ушкăн урлă ярса параççĕ. Ырă сăмах хавхалантарать Олеся Петровăн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ çулталăк каялла контракт çырса Купянска неонацистсенчен хăтарма кайнă. Унччен маларах Олеся «Зов Чувашии» волонтерсен юхăмне окоп çуртисем шăратма çӳренĕ. Çĕнĕ Шупашкарта «Солдату из дома21» ушкăн йĕркеленнине пĕлсен унта çитнĕ. Халĕ вăл — кураторсенчен пĕри. «Малтанах пĕр взводри салтаксене пулăшрăмăр. Унтан телеграмра хамăрăн ушкăна йĕркелерĕмĕр. Йыш кунран-кун хушăнса пычĕ. Вăхăт иртсен урăх вырăнти салтаксем пирĕнпе çыхăнăва тухрĕç. Халĕ тулли мар мобилизаципе кайнисене кăна мар, контрактниксене те пулăшатпăр. Хамăрăн ушкăнра ĕç-хĕл, укçа мĕн чухлĕ пуçтарни пирки пĕлтерсе тăратпăр. Паянхи кун ушкăнра — 900-1000 çын. Маскировка тетелне 2023 çулхи утă уйăхĕнче çыхма пуçăнтăмăр. Пурĕ 3 пункт ĕçлет. Пĕрремĕшне Çĕнĕ Шупашкарти асамлă ĕçсем тунă Çветтуй Николай ячĕллĕ храмра уçрăмăр. Çулла унта юсав ĕçĕсем пуçлансан урамра çыхрăмăр. Çанталăк сивĕтсен пӳлĕм шырарăмăр. «Турист» лавкка администрацийĕ вырăн уйăрса пачĕ. Волонтерсем пĕр уйăхра 37 маскировка тетелĕ çыхрĕç. Каярахпа Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Шуршăлти А.Г.Николаев ячĕллĕ шкул та маскировка тетелĕ çыхас кăмăл пуррине пĕлтерчĕ. Вĕсем патĕнче станок лартрăмăр, кирлĕ материалсемпе тивĕçтертĕмĕр, вĕрентсе хăвартăмăр. Халĕ вĕсем çулталăк ытла ĕнтĕ пирĕнпе ĕçлеççĕ. Çак ĕçе учительсемпе пĕрле вĕренекенсем те хутшăнаççĕ. Çур çул каялла пирĕн ушкăна Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Октябрьски салинчи хастарсем кĕчĕç», — хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Олеся. Икĕ çул каялла волонтерсем типĕ яшка тата хăвăрт пиçекен апат-çимĕç хатĕрлеме пуçланă. Салтаксен апат пĕçерме вăхăт яланах çук. Кун пек чухне типĕ яшка меллĕ: хутăша вĕри шыва ямалла çеç. Волонтерсем ăна хатĕрленĕ чухне малтан пахча çимĕçе пĕçереççĕ, унтан типĕтеççĕ, кайран порцисем çине пайласа хутаçсене чикеççĕ. Пурĕ 15 тĕрлĕ: пăрçа яшки, рассольник, борщ, купăста яшки… Пахча çимĕçе ял çыннисем те, предпринимательсем те кӳрсе параççĕ. «Сhuva» чăх-чĕп фабрики какай парса пулăшнă. Чи малтанах ушкăнра типĕ яшка хатĕрлес енĕпе 5-6 çын ĕçленĕ. Вĕсем килте пахча çимĕçе типĕтсе фасовка тунă. Пĕрремĕш партипе салтаксем патне 100 ытла порци ярса панă. Кăçалтанпа çак ĕçре вĕсене Надежда Кострова ертсе пынипе Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕн студенчĕсем пулăшма тытăннă. Яшсемпе хĕрсем унта повар специальноçне алла илеççĕ. Волонтерсем типĕтнĕ пахча çимĕçе вĕсене килсе параççĕ, студентсем вара хутаçсене тултараççĕ. Типĕ яшка валли сахăр, тăвар, техĕмлĕхсем те туянаççĕ вĕсем. «Пирĕн типĕ яшкасене салтаксем мухтаççĕ. Çакă пире малалла ĕçлеме хавхалантарать. Ырă сăмахсем илтсен ывăнни те манăçать. Хĕрсем салтаксем валли салă та хатĕрлесе парса яраççĕ. Çăкăр çине сĕрсе çимелли хутăшсем хатĕрлеççĕ», — хавхаланса калаçрĕ Олеся. Палăртмалла: «Солдату из дома21» волонтерсен юхăмĕ республикăра типĕ яшкасем чи пĕрремĕш хатĕрлеме пуçланă. Икĕ çулта вĕсем 25 пин порци типĕ яшка тата 700 порци хăвăрт пиçекен апат-çимĕç хатĕрленĕ. Ĕçе пуçăниччен Белгородри волонтерсен опычĕпе паллашнă. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Вилнĕ сурăх какайне çисе выçă вилесрен юлтăмăр»
«Тăлăх ача куççулĕпе питне çăвать, çанни вĕçĕпе шăлса типĕтет», — теççĕ. Эпир тăватă ача çурма тăлăх ӳсрĕмĕр. Çапах анне вăйĕ çитнĕ таран пирĕнтен çын тума тăрăшрĕ. Пурпĕрех аппапа тетене упраса хăвараймарĕ. Марче аппа 18 çул тултарсан вилчĕ, Элексантăр тете 12 çул та тултарайманччĕ. Аре, ун чухне выçăллă-тутăллă пурăннă. Зинови тетепе иксĕмĕр аванах ӳсрĕмĕр. Анчах ачалăхра тӳсни нихăçан та асран тухмасть», — тесе пуçларĕ калаçăвне Патăрьел тăрăхĕнчи Тури Туçа ялĕнче пурăнакан Валентина Мордвинова.
Çăнăх та пулман
Валентина Николаевна кăçал кĕркунне 90 çул тултарать. Вăрçă ачи вăл. Валя аппа Микулапа Хветле Телегинсен çемйинче 1935 çулта çуралнă. Ашшĕне астумасть вăл, мĕншĕн тесен Валя çуралсанах вилнĕ. Хветле аппа вăрçă пуçланнă тĕле тăватă ачапа пулнă. Аслă ывăлĕ 15 çула çитнĕ. Сусăртарах çуралнипе арçын ĕçĕсене пурне те тума пултарайман. Çапах амăшĕшĕн çирĕп тĕрек пулнă вăл. Ачалăхне аса илсе Валя аппа çапла каласа кăтартрĕ: «Ача чухне Зинови тетепе пĕрле кĕтӳ кĕтеттĕмĕр. Вăрçă пуçланнине паянхи пекех астăватăп. Çичче пуснă ача пулнă эпĕ ун чухне. Ялта пур кĕтесре те вăрçă пуçланни çинчен калаçрĕç. Эпир, ачасем, хальччен вăрçă мĕнне пĕлменскерсем, ку питĕ хăрушă иккенне пурпĕрех туяттăмăр. Шкул умне радиорепродуктор çакнăччĕ. Вăл пĕрмай калаçатчĕ. Халăх çĕнĕ хыпарсене çавăнтан пĕлсе тăратчĕ. Арçынсене фронта илсе кайма тытăнчĕç. Ачасем вăрçă пуçланнă çул авăн уйăхĕнчех шкула каяймарĕç. Ялти вăй питти арçынсем юлманран ачасене те тырпул пухса кĕртнĕ çĕре илсе кайрĕç. Пире аслисемпе тан лаптăк уйăрса паратчĕç. Алă шыçăнса каятчĕ, пилĕк тӳрленсе тăма çук ырататчĕ. Ĕлкĕрсе пыма йывăрччĕ паллах. 8-9 çула çитсен каçсерен фермăна тислĕк кăларма илсе кайма пуçларĕç. Тăраниччен çиесси пирки шухăшламан та. Чĕре сури тăвасчĕ тенĕ. Çулла хур хуххи, кĕпçе пухса çиеттĕмĕр. Кĕпçене питĕ асăрханса çимеллеччĕ, унсăрăн сĕткенĕ тутана лексен хăмпăланса тухатчĕ. Çуркунне крахмал пухма каяттăмăр. Лайăхрах пурăнакан çынсем ăна çăнăхпа хутăштарса пашалу пĕçеретчĕç. Пирĕн çăнăхĕ те пулман. Юрать, анне сурăх ферминче ĕçлетчĕ. Унта выльăха сĕлĕ паратчĕç. Анне çавна кĕсье тĕпне ярса килетчĕ. Сĕлле типĕтетчĕ те тӳсе кĕрпе шӳрпи пĕçеретчĕ. Хăрпăкĕсем пыра тăрăнатчĕç. Выçă вилес килмен — çинĕ. Çав йывăрлăхсене чăтаймасăрах аппапа тете чирлерĕç. Сыватма майĕ те пулман ун чухне. Тухтăрĕсем вăрçăраччĕ. Малтан — тете, ун хыççăн аппа çĕре кĕчĕç. Анне татăлса йĕни халĕ те куç умĕнче. Вăрçă вăхăчĕ ытла та йывăр пулчĕ. Килте каçсерен чĕпкуç çутса лараттăмăр. Пурпĕрех чӳречесене шăналăк карса хуплаттаратчĕç. Нимĕçсем килесрен хăранă пулинех. Самолетсем вĕçсе иртсен тăшмансен пулĕ тесе шухăшланă. Бомба пăрахасран чун çукчĕ. Ачасем урамра ытлах выляса çӳремен. Аннене килте сайра курнă эпир. Пире аслă тете пăхатчĕ. Тĕрĕссипе, анне сурăх ферминче ĕçлени кăна пире выçлăхран çăлчĕ тесен юрать. Сурăххисене самăртатчĕç те фронт валли тесе заготконторăна леçетчĕç. Пĕрре çуллахи шăрăх кун чи пысăк тăватă сурăха лав çине çыхса хунă та аннене çавсене леçме янă. Район центрне çитиччен сурăхсем шăрăха чăтаймасăр пурте вилнĕ. Анне каялла килнĕ. Ун чухне ферма заведующийĕнче вăрçăран аманса таврăннă Иван тете ĕçлетчĕ. Анне ун патне çитнĕ те: «Эх, Иван, халь мана тĕрмене хупаççĕ вĕт. Тăватă ачана кам пăхса ӳстерĕ?» — тесе йĕнĕ. Иван тете тăлăх арăм нушине ăнланнă, «Ан кулян, Хветле, кашни сурăх çине çырса тухман. Вăл кашни çулах пăранлать. Ку вилнĕ сурăхĕсене хамăр çине çыртарăпăр», — тесе лăплантарнă. Вĕсене пусса тирне сӳрĕç, какайне унта ĕçлекенсене валеçсе пачĕç. Çапла вилнĕ сурăх какайне çисе выçă вилесрен хăтăлса юлтăмăр. Ун чухне саккун çав тери çирĕп пулнă вĕт. Ял халăхĕ питĕ вăйлă хăратчĕ. Аннене Канаша лашапа колхоз валли е краççын, е топливо илме яратчĕç. Каймасан юраман, итленĕ. Пĕчченех пурăнаттăмăр вара анне кайса киличчен. Кукаçисем те ялтахчĕ. Вĕсен яланах çăкăр пурччĕ. Вĕсем патне кайма тăрăшаттăм, аслисем питех çӳреместчĕç. Вĕсем куккан çемйипе пурăнатчĕç. Пире çавах хăваласа яман. Тата пире, ял ачисене, вăрçă вăхăтĕнче çулла колхозра ачасем валли уçнă лагерь вилĕмрен çăлса хăварнă. Унта кунне пĕрре апат çитеретчĕç. Çавăншăн каяттăмăр та. 1943 çулта пĕрремĕш класа кайрăм. Учительсем пурте вăрçăраччĕ. Пире тин çеç 10 класс пĕтернĕ хĕрсем вĕрентетчĕç. Шкулта пирĕн пек йывăр пурăнакан ачасене кăнтăрла апат та çитеретчĕç. Çав та питĕ пысăк пулăшуччĕ. Вăрçă чарăнсан аннене ĕçленĕшĕн йĕкĕр ывăç пек тулă пама тытăнчĕç. Çавна алă арманĕпе авăртаттăмăр та, анне пăтă, яшка пĕçерсе паратчĕ. Çапла 7 класс пĕтертĕм. Шкулта аван ĕлкĕрсе пытăм. Шкул директорĕ мана 8-мĕш класа та пыма хушрĕ. Анчах вĕреннĕшĕн 150 тенкĕ тӳлемеллеччĕ. Аннен укçи çукчĕ. «Хветле, хĕрӳ аван вĕренет, яр шкула. Укçине каярахпа та тӳлеме пултаратăн», — терĕ директор аннене. Анчах анне укçа тупаймарĕ, малалла вĕренеймерĕм. Шкул пĕтернĕ хыççăн ялти хĕрсем торф кăларнă çĕре кайма тытăнчĕç. Манăн та вĕсемпе пĕрле кайса укçа ĕçлесе илес килетчĕ. Анчах унта пурне те ямастчĕç. Темле майпа манăн та вĕсемпе пĕрле кайма май килчĕ. Анчах ман пек çамрăккисене кирпĕч заводĕнче хăварчĕç. Унта пĕр сезон ĕçлеме тӳр килчĕ. Уншăн та мĕн тери савăннă. Унтан таврăнсан ĕмĕре колхозра ĕçлесе ирттертĕм. Малтан дояркăра 17 çул вăй хутăм. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче колхоз ялти хуçалăхсенчен ĕнесем пуçтарса фермăсем йĕркелерĕ. Вăт çавăнта чи малтанхи дояркăсенчен пĕри пулнă эпĕ. 15 ĕнене алăпах сума тиветчĕ. Малтанхи вăхăтра хăнăхиччен мана пулăшма Зинови тетен арăмĕ Праски инке пыратчĕ. Кайран хамах ĕлкĕрекен пултăм. Ĕне сунисĕр пуçне хамăрăнах айне тасатма та, кăтартусене пама та тиветчĕ. Чылаййăн ĕçлеттĕмĕр эпир. Каярахпа хамăр ял ачипе Мордвинов Венапа килĕштерсе çӳреме тытăнтăмăр. Вăл каçхи сăвăм вăхăтĕнче мана пулăшма çитсе те тăратчĕ. Ун чухне ют çынсене фермăна кĕртместчĕç. Вăл вара темле майне тупатчĕ. Ваннăна чĕкĕнтĕр тултарса выльăх валли пĕчченшерĕн йăтаттăмăр. Ай-яй, йывăрччĕ! Вена çак ĕçе тума çитсе тăратчĕ. 1963 çулта пĕрлешрĕмĕр. Мана вăрласа кĕмен. Хĕр килĕшсе, туйпа çăнăхта туса пĕрлешрĕмĕр. Вена трактористра та, шоферта та ĕçлерĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах мана пулăшма килетчĕ. Аслă ачана çуратма вăхăт çитнĕ чухне мана улăштарма çын тупаймарĕç. Вена ял тăрăх кайса Тамара аппана çавăтса пычĕ. «Валя, вĕрентсе хăвар. Ырантан ĕçе çӳреместĕн», — терĕ. Хĕрачана çуратрăм. Ун чухне ялтах участок больници пурччĕ. Хĕрарăмсене унтах çăмăллантаратчĕç. Йывăртарах пулнипе кĕçĕн ывăла çуратма района ячĕç. Вена ун чухне рейсраччĕ. Ялти акушерка пĕр машина тупрĕ те мана унпа илсе кайрĕ. Çул çинче машина çĕмĕрĕлчĕ. Мĕн чухлĕ лартăмăр-ши? Каç енне çеç больницăна çитрĕмĕр. Йывăрпа çăмăлланаканнине илсе килнине пĕлсен: «Ну, кăшкăраканнине илсе килчĕç ĕнтĕ», — теççĕ хĕрарăмсем. «Çук, ку ун пек мар, кăшкăрмасть», — терĕ пирĕн акушерка. Ята ярас мар тесе пĕр сасă та кăлармарăм. Ун чухне хĕрарăмсем мĕнле çын пулчĕ-ши ку тесе тĕлĕннĕччĕ. Мăшăрпа Венапа килĕштерсе пурăнтăмăр. Пурнăçăмри чи телейлĕ вăхăтсем пулнă вĕсем. Вăрçса-харкашса курман эпир. Кирек хăçан та пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшнă. Виçĕ ача çуратса ӳстертĕмĕр. Халĕ пурте çемьеллĕ. Хунямапа пĕрле пурăннă. Вăл 95 çулта çĕре кĕчĕ. Пăянампа хĕрĕпе амăшĕ пек пурăнтăмăр. Пĕр-пĕринчен нимĕн те пытарман. Виличчен пире хăйĕн пекех вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пиллесе хăварчĕ. Хуняçа эпĕ качча киличченех вилнĕ. Халĕ пĕчченех пурăнатăп. Ун пек темелле мар-ха. Кĕçĕн ывăл Олег мăшăрĕпе Маринăпа кӳршĕрех тĕпленчĕç. Кашни кунах килсе тăраççĕ. Кирлĕ пулсан пулăшаççĕ. Юрать, вĕсем çумра, унсăрăн йывăр пулĕччĕ. Манăн тавра яланах ырă çынсем пулнă, халĕ те çаплах, çавăнпа мана пурăнма та çăмăлрах». <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Хаçатăн кашни номерне типтерлĕн пухса пырать
«Эпĕ хаçат вуламасăр пултараймастăп. Чи юратнă хаçатсем — «Çамрăксен хаçачĕ», «Елчĕк Ен» тата «Кил-çурт, хушма хуçалăх». Вĕсене эпĕ пĕр çул та çырăнмасăр юлман. Ку кăна мар, хаçачĕсене пуçтарса çĕлесе пыратăп», — терĕ Елчĕк округĕнчи Кĕçĕн Таяпа ялĕнче пурăнакан Герман Герасимов.
Линолеумран хуплашка тунă «Çамрăксен хаçачĕн» кашни номерне тирпейлĕн пухса пыракан çынпа паллашсан чăннипех те тĕлĕнтĕм. Вараланасран линолеумран хуплашка та тунă вăл. Герман Петрович хаçата çапла темиçе çул пухса пырать. Хушăран вăл вĕсене çĕнĕрен пăхса тухать. Хаçатри кашни рубрикăнах пĕлет, вуланă статьясене çынпа сӳтсе явма та пултарать. Герман тете çулĕпе çамрăках мар, кăçал 82 çул тултарать. Çапах чунĕпе çамрăк, пурнăç таппипе пĕр тан ĕлкĕрсе пыма тăрăшать. Çапла пулма ăна «Çамрăксен хаçачĕ» пулăшать. Тĕрĕссипе унăн Петрович мар, Николаевич пулмалла. Мĕншĕнне ыйтсан çапла каласа пачĕ: «Эпĕ Таисийăпа Николай Шепиловсен çемйинче 1943 çулта çуралнă. Атте Николай Петрович, вăрçă пуçланичченех çемьеленнĕскер, 1942 çулта йывăр аманса таврăннă. Вăрçăччен пирĕн çемьере аппапа тете çуралнă, эпĕ вара атте аманса таврăнсан кун çути курнă. Ман хыççăн шăллăмпа йăмăк çуралнă. Миçере пулнă-ши эпĕ ун чухне — астумастăп. Асанне чирлесе вилнĕ. Асатте Петр пĕчченех тăрса юлнă. Вăл хăйне пăхакан пултăр тесе мана хăйĕн патне илсе кайнă. Мана ывăлĕ пек «Петрович» тесе çыртарнă. Анчах нумай пурăнайман эпĕ унта, ура ыратнипе аптăрама тытăннă, юлашкинчен утаймиех пулса ларнă. Эпĕ асатте патĕнчех вилсе каясран хăраса анне мана киле каялла илсе килнĕ, больницăна вырттарнă. Çакна кăштах астăватăп. Унтан сывалса тухсан чиперех çӳрекен пултăм. Асатте патне урăх кайман вара эпĕ. Шкула çӳреме тытăнтăм çеç – атте йывăр сурансене пула пурнăçран уйрăлчĕ. Çакă асра юлнă. Тăлăх ан пустăр тесе пире виçсĕмĕре аттен тупăкĕ урлă каçарчĕç. Тăлăхĕ пурпĕрех пусрĕ. Атте вилнĕ хыççăн пурнăç çав тери йывăрланчĕ. Малтанхи вăхăтра çăкăр та йĕркеллĕ çисе курман эпир. Кĕркунне хире кайса ана çине юлнă шăннă çĕр улмине пуçтарса килеттĕмĕр. Анне çăнăх хушса унран пашалу пĕçерсе паратчĕ. Кăмака хутма вутă та çукчĕ. Кĕркунне çырма-çатра тăрăх çӳресе куршанак тунисене пуçтараттăмăр. Çапăпа кăмака хутаттăмăр. Пурпĕрех шкултан пĕр кун та юлман. Аслă ывăл пулнăран атте вилнĕ хыççăн арçын ĕçĕсене манăн тума тиветчĕ. Нихăçан та асран тухмасть çакă. Ялсенче çынсем чыслăрах пурăнма пуçларĕç. Килсерен «тула» каймалли вырăна хăма çапса тума тытăнчĕç. Эпĕ те пĕчĕккĕн хăмасем тирпейлеме пуçларăм. Аннешĕн кĕтменлĕх пултăр тесе вăл пасара кайнă кун туалета хăмаран çапса турăм. Хам анне килсен мĕн тери савăнать пулĕ тесе шухăшларăм. Анчах курсанах: «Ай-уй, мĕн чухлĕ хăмана сая янă», — терĕ. Çак нушник çĕрсе пĕтиччен те унта кĕрсе курмарĕ. Тата çакă асра юлнă. Ун чухне колхозра кантăр акатчĕç. Унăн вăррине пуçтарса çу юхтаратчĕç. Питĕ тутлăччĕ вăл. Пĕррехинче çĕрле касри ачасемпе кантăр вăрри вăрлама кайрăмăр. Эпĕ чи пĕчĕкки пулнă, хыçалта пынине астăватăп. Кантăра питĕ сыхлатчĕç. Ана варрине кĕнĕччĕ çеç, сасартăк: «Бригадир килет! Пытанăр!» — тесе кăшкăрса ячĕç. Пурте пытантăмăр. Эпĕ пĕчченех пĕр тĕм хыçне выртрăм. Кайран пăхатăп та – никам та çук. Киле таврăнмалли çула та пĕлместĕп. Çĕр çине выртса ура сассисем хăш енчен илтĕннине итлесе киле çитрĕм. Килтисем аташса юлнăшăн вăрçрĕç. Çав каç çĕрĕпех çывăраймарăм, ура сассисем пуçран тухмарĕç. Пурпĕрех кулянма та пĕлмен. Хамăр урамрах Ванюш тете пурăнатчĕ. Хамăра тăван та лекетчĕ. Вăл тĕрлĕ музыка инструменчĕ калатчĕ. Эпир, ачасем, ун патне çӳреттĕмĕр. Эпĕ тăмра тата купăс калама вĕреннĕччĕ. Çавăншăн та савăннă эпир. 7 класс пĕтертĕм те каçхи шкулта вĕренме тытăнтăм. Ку вăхăт тĕлне вăрçăччен çуралнă аппапа тете çемьеленнĕччĕ. Çапах колхозра ĕçленĕ вăхăтрах вăтам пĕлӳ те илтĕм. Унтан Елчĕкри сельхозтехникăра тракториста вĕрентесси çинчен пĕлсен унта кайрăм. Кун хыççăн пĕр вăхăт колхозра трактористра ĕçлерĕм. Ĕмĕр тăршшĕпех тракторист пулмарăм. Общество ĕçĕсене хастар хутшăннăшăн тата купăс калама пĕлнĕшĕн ятарласа баянистсен курсне вĕренме ячĕç. Ялти клубра ертӳçĕ çукчĕ. Çамрăксем ун чухне каçсерен клуба пухăнатчĕç. 1967 çултанпа унта заведующире ĕçлеме тытăнтăм. 1970 çулта çемье çавăртăм. Таяпа Энтри хĕрĕпе Зинаида Пчеловăпа пĕрлешрĕмĕр. Вăл вăхăтра йĕтес туртасси йăлараччĕ. Кама пысăкрах пайĕ лекет, çавăн маларах тавăрмаллаччĕ: хăна тумаллаччĕ, парне памаллаччĕ. Кӳршĕ ял хĕрĕпе Зинăпа килĕштерсе çӳреттĕмĕр. Пĕррехинче манăн унпа йĕтес уйăрма тиврĕ. Мана пысăк пайĕ лекрĕ. Çапла Зинăпа юлташĕсене хамăр пата хăнана чĕнтĕм. Вăл ним шухăшламасăрах килчĕ. Çавăнтанпа ăна хамран вĕçертмерĕм. Çав каçах ăна качча илсе юлтăм. Тивĕçлĕ канăва тухичченех клубра ĕçлерĕм. Çав хушăрах Таяпа Энтри, Кĕçĕн Таяпа шкулĕсенче музыка урокĕсене ертсе пыраттăм. Алексейпе Андрей Шадриковсене эпĕ вĕрентнĕ, каярахпа вĕсем Елчĕкри искусство шкулĕнче пĕлӳ илчĕç. Мăшăрпа Зинаидăпа 55 çул килĕштерсе пурăнтăмăр, виçĕ хĕр çуратса ӳстертĕмĕр. Виççĕшĕ те аслă пĕлӳллĕ пулчĕç. Аслисем Надьăпа Рената хулара пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те пурнăçне медицинăпа çыхăнтарчĕç. Кĕçĕнни Люба кӳршĕ яла качча кайрĕ. Вăл — педагог. Мăнуксем пур. Вĕсемпе савăнса çеç пурăнмаллаччĕ те — мăшăрăма Зинăна инсульт ураран ӳкерчĕ. Вырăнпах выртать халь. Ăна пăхатăп. Унччен выльăх-чĕрлĕх нумай усраттăмăр. Халĕ чăх-чĕп çеç. Пахчара пурпĕрех акма-лартма тăрăшатăп. Ачасемпе мăнуксем килсе пулăшаççĕ. 9 мăнукран пĕри — арçын ача. Ăна мана хисеплесе Герман ят пачĕç. Ман пекех музыкăна кăмăллать, купăс калать. Вĕсем çук чухне мăшăра хамах урама уçăлма илсе тухатăп. Кӳмепе тухса кĕме меллĕ пултăр тесе хамах пандуссем ăсталарăм. Пурăнатпăр çапла кĕштĕртетсе». Нихăçан та ӳркенмест Герман тете питĕ сăпайлă çын, хăйĕн пирки нумай калаçма юратмасть. Кĕçĕн хĕрĕпе Любăпа калаçсан Герман Петрович ялти пĕрремĕш фотограф пулнине пĕлтĕм. «Ялти çынсем атте патне сăн ӳкерĕнме килетчĕç. Документсем валли кирлĕ сăнсене атте пӳртре шурă кăмака умне тăратса ӳкеретчĕ. Эпир ирхине тăнă çĕре урай тулли сăн ӳкерчĕкчĕ. Ара, вĕсене типĕтмелле-çке-ха. Хăш чухне пире вĕсене ял тăрăх салатма яратчĕ. Анне ял канашĕнче секретарьте ĕçлетчĕ. Ялан тенĕ пекех унăн мăшăрсене çырăнтарма тиветчĕ. Атте вара вĕсене сăн ӳкеретчĕ. Манăн та темшĕн вĕсенчен юлас килместчĕ. Чи малтан çитсе тăраттăм. Аттен сăн ӳкерчĕкĕсем çине час-часах лекеттĕм. «Люба, эсĕ айккинерех тăма тăрăш-ха», — тетчĕ вара атте. Пирĕн атте пек арçынсем сайра тĕл пулаççĕ. Апат пĕçермелле-и е ĕне сумалла-и – нихăçан та ӳркенсе тăман вăл. Çуркунне калча ӳстерекенни те вăлах пулнă. Паянхи кун та вăл çак йăлана пăрахман. Кĕркунне çитсен атте пире вăрмана мăйăр татма илсе каятчĕ. Хĕл каçипе çимелĕх хатĕрлеттĕмĕр. Пĕррехинче Рената аппапа иксĕмĕр çеç мăйăра кайрăмăр. Çул çинче питĕ илемлĕ ӳсен-тăран куртăмăр. Çулçисем пысăк, туни парка, тăрринче сунчăк пек чечексем пур. Иксĕмĕр ăна пĕрер татрăмăр та сунчăк тесе выляса килтĕмĕр. Киле çитсен атте хăраса ӳкрĕ. Сосновский пултăранĕ пулнă иккен. Чăнах та, ăна пула ӳт вăйлах пиçсе кайнăччĕ. Больницăна илсе кайсах сиплерĕç. Çавăн хыççăн атте пире вăрмана пĕччен яма пăрахрĕ. Аттепе анне пире пĕчĕк чухнех тем тĕрлĕ хаçат çырăнса паратчĕç. «Пионер сассине» пĕр çул та çырăнмасăр юлман. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне хам та унта заметкăсем ярса параттăм. Вăтам классенче вĕреннĕ чухне хаçатра пичетленнĕ заметкăсемшĕн панă гонорара пухса электрон сехет туянтăм. Ун чухне вăл хаклă япала шутланнă. Мĕн тери савăннă! Ара, пĕрле вĕренекенсен хушшинче манăн çеç çавăн пек сехет пулнă-çке. Атте мана ялан хавхалантарса пынă. Пĕчĕк чухне эпĕ час-часах тĕлĕк кураттăм. Хаçатра тĕлĕк пĕлтерĕшĕсене пичетлетчĕç. Çавсене касса илсе пĕчĕк альбома çыпăçтарса пыраттăм. Пĕррехинче тĕлĕкре мана çĕлен сăхрĕ. Вăрансан тӳрех альбомра унăн пĕлтерĕшне шырарăм. Çĕлен сăхни çын вилессе тенĕччĕ унта. Ирхине сĕтел хушшине ларсан килтисене эпĕ часах вилессине каларăм. Виличчен мана тутлă çитерме, илемлĕ тумлантарма хушрăм. Мĕншĕн çапла каланине ыйтрĕç. Каласа парсан манран кулчĕç. «Ан кулăр, кайран Люба тĕрĕс каларĕ-ха тетĕр акă», — терĕм. Кун хыççăн атте кашни кун ĕçрен таврăнмассерен: «Люба вилмени-ха унта?» — тесе шӳтлеме тытăнчĕ. «Ахалех илтĕм иккен ку тутлă çимĕçе», — тесе кучченеç тыттаратчĕ. Халĕ те çакна час-часах аса илет. Эпĕ ача чухнех атте епле сăн ӳкерттернипе кăсăкланнă. Халĕ те çав ĕçе пăрахман. Халĕ видеосем те ӳкеретĕп. Хĕрĕме Юлия Адюковăна та çак пултарулăх кукашшĕнчен куçнă пулĕ. Вăл çырать, ӳкерет, Чăваш наци телевиденинче редакторта та ĕçлерĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине 3 хутчен тивĕçрĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...