Комментари хушас

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕн Чăваш Республикинчи йышăну пÿлĕмĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Пĕтĕмпе 5 çын килнĕ.

Хĕрлĕ Чутай ялĕнчи Иван Алексеев Çамрăксен урамĕнчи çĕнĕ çуртсене электрификацилес ĕçе вĕçлес тĕлĕшпе пулăшма ыйтнă, подряд организацийĕ хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçламан иккен. ЧР Стройминĕ патшалăх контрактне татма тата подрядчике штраф тÿлеттерме ыйтса ЧР Арбитраж судне тавăç тăратнă. Вăл мĕн ыйтнине суд туллин тивĕçтернĕ. Объект строительствине вĕçлемешкĕн ирĕк çĕнсе илмелли аукциона кăçалхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. «Эпир тума пуçланă объектсене пурне те вĕçлĕпĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев, ку ыйтăва хăй тĕрĕслесе тăма шантарнă.

Етĕрне районĕнчи Полянккăра пурăнакан Валентина Печкурова çак ялта хăçан фельдшер-акушер пункчĕ тăвассипе кăсăкланнă. Республика Пуçлăхĕ унта кăçалхи IV кварталта ФАП тума пуçлассине, çак ĕç валли 2,07 млн тенкĕ уйăрнине пĕлтернĕ. В.Печкурова ял халăхне ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерес ыйтăва та çĕкленĕ, ку енĕпе çуллахи вăхăтра чăрмавсем пулаççĕ-мĕн. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Етĕрне райадминистраци пуçлăхĕпе Владимир Кузьминпа телефонпа çыхăннă, проект-смета документацине хатĕрлесе Строймина тăратма хушнă. В.Кузьмин шывпа тивĕçтерес ыйтăва 2015 çулхи çурла уйăхĕнчен кая юлмасăр татса парасса шантарнă.

Шупашкарти Иннокентий Герасимов ĕç ветеранĕ республикăн тĕп хулинче Социализм Ĕçĕн Геройĕсене халалласа аллея чĕртме сĕннĕ. Михаил Игнатьев ветерана ырă сĕнÿшĕн тав тунă, РФ Президенчĕн 294 /-лĕ Указĕпе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн Ĕç Геройĕн ятне çирĕплетнине аса илтернĕ. Вăл Шупашкар хула пуçлăхне Леонид Черкесова Ĕç Геройĕсен аллейи валли лаптăк суйлама хушнă.

Канашри ача-пăча музыка шкулĕн директорĕ Лиана Андреева вĕренекенсен хорĕсен хушшинче темиçе шайлă /шкул, муниципалитет, республика/ конкурс - учительсен пĕрлештернĕ хорĕсен конкурсĕ евĕрлине - йĕркелеме сĕннĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ку идейăна ырласа йышăннă, наци культури чăваш халăхĕн паха пуянлăхĕ пулнине палăртнă.

Михаил Игнатьев Надежда Щербаковăн ыйтăвне те - вăл Шупашкар районĕнчи Атайкасси вăтам шкулĕн спорт залне юсамашкăн пулăшма ыйтнă - татса пама шантарнă.

Л.ПАВЛОВА

Л.ПАВЛОВА
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.