Комментари хушас

18 Юпа, 2014

Йĕр пур тăк - вĕсем ăна кураççех

Следователь-криминалистсен служби - 60 çулта.     Тĕрлĕ преступлени, вĕсене уçса пани, право хуралĕн органĕсен ĕçченĕсен ăсталăхĕ-пултарулăхĕ çинчен нумай çыраççĕ, кăтартаççĕ. Çапла пулмалла та - общество паттăрсене пĕлме тивĕç. Анчах саккуна пăснăшăн айăплисене тупса палăртас ĕçĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пайне пурнăçлакан çак çынсем ялан тенĕ пекех «чаршав хыçĕнче» юлаççĕ. Сăмах - следователь-криминалистсем пирки. Эпир çак çитменлĕхе пĕтерес терĕмĕр. Вĕсем пирки калаçу пуçарма сăлтавĕ те пур: юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче следователь-криминалистсен службине туса хунăранпа 60 çул çитет.

«Суя детекторĕ» суйма памасть

Кăçалхи çурла уйăхĕнче Куславкка районĕнче 11 çулти хĕр ачана вĕлерни республикăна кисретрĕ тесен те ытлашши мар. Хĕр ача çухалнă, право хуралĕн органĕсем çине тăрса ĕçленĕ май часах ăна вĕлернĕ çынна тупса палăртнă. Паллах, уголовлă шырав ĕçченĕсем, ытти подразделени çĕр çывăрмасăр тенĕ пек ĕçленĕ. Тутарстан çынни, 52 çултискер, çав кун машинăпа Куславккара пулнине палăртнă. Малтанах ăна авари свидетелĕ пулма пултарнă тесе допрос тунă. Арçын хăйĕн машинипе кама та пулин лартса кайнине ниепле те йышăнман.

Унăн айăпне çирĕплетме полиграфпа /халăхра ăна «суя детекторĕ» теççĕ/ усă курса йĕркеленĕ психофизиологи тĕпчевĕ /ПФИ/ пулăшнă. Çак тĕпчев арçын çухалнă хĕр ача мĕнле тумтирпе пулнине, мĕнле майпа çухалнине пĕлнине çирĕплетнĕ. Çакăн хыççăн вăл хĕр ачана вĕлернине йышăннă, унăн виллине ăçта пытарнине те хăех кăтартнă.

ПФИ следствие пысăк пулăшу кÿнĕ тепĕр тĕслĕх - Шупашкар çыннине вĕлернипе çыхăннă преступлени. 69 çултискер 2009 çулта çухалнă. Ăна 1 млн тенкĕшĕн вĕлерсе Етĕрне районĕнчи вăрманта чавса чикнине уçăмлатнă. Вĕлерекенни - тĕп хулари юрисконсульт. Çакскер ватă çынпа пĕрле Чул хулана унăн акцийĕсене сутма кайнă. Каялла таврăннă чух укçашăн ватă çын пурнăçне татнă.

Следстви комитетне туса хунăранпа унăн республикăри управленийĕ 2011-2014 çулсенче 605 психофизиологи тĕпчевĕ ирттернĕ. 34 тĕслĕхре тĕпчев кăтартăвĕсем уголовлă ĕç пуçарма сăлтав çителĕклине çирĕплетнĕ, 52 уголовлă ĕçпе ПФИ кăтартăвĕсене айăпа ĕнентермелли материалсен шутне кĕртнĕ, 24 тĕслĕхре вĕсем судсемшĕн айăплав приговорĕн никĕсĕ пулса тăнă. Ытларах чухне ПФИпе çын пурнăçĕпе сывлăхне, çынна арлăх тĕлĕшĕнчен тĕкĕнме юраманнине, патшалăх службин интересĕсене хирĕç тунă йывăр преступленисене тĕпченĕ чухне усă кураççĕ. Çак саманта та палăртса хăвармалла: ПФИ айăпа ĕнентерме кăна мар, çын айăпсăррине çирĕплетме те пулăшать. Çакă та пысăк пĕлтерĕшлĕ.

 

«Арсенал» пуян та тĕрлĕ енлĕ

Следователь-криминалист паян преступник хăварма пултарнă пÿрне йĕрĕсене лупăпа шыракан çын кăна мар ĕнтĕ. Вăл - тĕрлĕ техникăпа «хĕç-пăшалланнă» специалист. Следстви комитечĕн следователĕсем уголовлă ĕçсене тĕпчеме йăлана кĕнисемпе кăна мар, чăннипех çĕнĕ шутланакан генетика, одорологи экспертизисемпе, ытти мелпе усă кураççĕ.

Çак йĕркесен авторне Следстви комитечĕн Шупашкарти пайĕнче асăннă пуян «арсеналăн» пĕр пайĕпе паллаштарчĕç. Алексей Карпов следователь-криминалист усă куракан приборсемпе хатĕрсен ячĕсене кăна асăнсан та самай пысăк список пулать. Тем те пур. Техника, сăмахран, компьютертан преступлени йĕрĕсене пытарас тĕллевпе «тасатнă» информацие те тупма май парать. Е тата - UFED текен эксперт çутин çăл куçĕ. Çак «хунар» юн, сперма /»Специалистсен чĕлхипе - ар вăрлăхĕн шĕвекĕ», - тÿрлетет мана А.Карпов/ йĕрĕсене, ахаль пăхсан курăнманскерсене, асăрхать. Тĕп хулара пĕр арçын хăйĕнпе пĕр тăвана вĕлернĕ тĕслĕхре шăпах çапла пулнă. Айăпли урайне лайăх çунă - тап-таса. Анчах паркета сирнĕ те - юн... Ăна шăпах эксперт çутин çăл куçĕ «кăтартнă».

Пÿлĕмри вăрттăн видеокамерăсене тупма пулăшакан хатĕр те, ытти прибор та пур. Паян экспертсем преступнике вăл хăварнă шăршă тăрăх та палăртма пултараççĕ. Йĕр тăрăх каякан йытăсăрах. Çÿлерех одорологи экспертизи терĕм вĕт - шăпах вăл, шăршă йĕрĕсен экспертизи текенскер, пулăшать. Ансат ăнлантарас тăк - çапларах: преступлени пулнă пÿлĕмри шăрша экспертиза валли илеççĕ, ун тăрăх вăл е ку çын çав пÿлĕмре пулнине çирĕплетме пултараççĕ. Акă мĕнешкел майсем! Ахальтен мар ĕнтĕ Алексей Николаевич мăнаçланса палăртать: «Преступленисен 90% криминалистсем пулăшнипе уçса параççĕ».

Паян криминалистсем панорамăллă 3D-фотоÿкерÿ мелĕпе те усă кураççĕ. Вăл инкек, преступлени пулнă вырăнти чăн ÿкерчĕке курма май парать. Урăхла каласан следователь çав вырăнта хăйне евĕрлĕ «виртуаллă турта» пулма, лару-тăрăва куç кĕрет курса хаклама пултарать. Çĕрпÿ районĕнче нумай хваттерлĕ çуртра газ сирпĕннĕччĕ вĕт - шăпах 3D-фотоÿкерÿ мелĕпе ĕç-пуçа сăнланă.

 

Следствишĕн вак-тĕвек çук

Çын куçĕ курманнине асăрхамашкăн çавăн пекех цианакрилат камери, газоанализатор пур. Юлашкинчен асăннă прибор хăш енĕпе пулăшнине ăнлантарнă май СК управленийĕнче Канаш районĕнчи Шăхальте пулнă тĕслĕхе аса илчĕç. Йывăç çине тăрăннă, çунса кайнă автомобильте арçын виллине тупнă. Авари пулнă та çын пурнăçĕ татăлнă - вăрттăнни нимĕн те çук пек. Анчах хайхи газоанализатор машина салонĕнче бензин пăсĕсем пуррине кăтартнă. Çавна май аварие ятарласа тунине, инсценировка пулнине, арçын вара пушарта мар, ăна йывăр сурансем кÿнипе вилнине палăртма пултарнă. Кĕçех çакăншăн айăплă арçынна та тупнă. Çĕрпÿ районĕнчи Елюккасси ялĕн 31 çулти çынни иккен, темиçе кун маларах кăна колонирен ирĕке тухнăскер. Эксперт çутин çăл куçĕ унăн тумтирĕ çинче юн йĕрĕсене те тупнă. Çакскер пĕччен пулман, преступлени тума тата икĕ çамрăка явăçтарнă. Арçынна вĕлернĕ те преступлени йĕрĕсене пытарас тĕллевпе машинăна йывăç çине тăрăнтарнă, бензин сапса чĕртсе янă. Тискер çак преступленишĕн айăплисем кĕçех суд умне тăрĕç.

Наука пĕр вырăнта тăмасть вĕт, унăн аталанăвĕпе следовательсем туллин усă курма тăрăшаççĕ. Кăçал, сăмахран, ăста специалист-психологсене явăçтарса астăвăм гипнорепродукцийĕпе усă курма тытăннă. Çак мел виçĕ уголовлă ĕçе тĕпчеме пулăшнă. Хăйне евĕрлĕ методика çынна хăй мĕн тÿссе ирттернине, уголовлă ĕçе тĕпчес енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ самантсене аса илме пулăшать. Çын вĕсене ас тумасть пек, анчах гипнозпа çыхăннă мелпе усă курнă май - аса илет. Следствишĕн вара тепĕр чух вак-тĕвек пек туйăнакан самант та пысăк пĕлтерĕшлĕ - преступник йĕрĕ çине ÿкме май парать.

Следователь-криминалистсен, шел те, кĕрĕк арки йăваласа ларма вăхăт çук. Çак служба сотрудникĕсем чи кăткăс тата хăрушă преступлени пулнă вырăнсене талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче тухса кайма хатĕр. Следовательсене «уликăсем» шырама, следствин малтанхи утăмĕсене планлама пулăшаççĕ. Тепĕр чухне республика тулашне кайма та тивет. Çулталăк каялла, пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче, сăмахран, Раççей Следстви комитечĕ хушнипе Чăваш Енри управленин самай пысăк ушкăнĕ Хусанта пулнă. Ун чухне, асрах-ха, Мускавран Тутарстан тĕп хулине вĕçнĕ «Боинг» ÿксе арканнăччĕ. Ентешĕмĕрсем çав инкек пулнă вырăнта ĕçленĕ.

 

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.