Комментари хушас

18 Юпа, 2014

Хăйсен ыйтăвĕсемпе - депутат патне

Тĕнчере çĕр кĕнчеле кăна мар, пурнăçра - вун-вун тĕрлĕ ыйту. Хăшне-пĕрне вăраха ямасăр татса пама тивет. Ун пек чух çын та, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те влаçăн çÿллерех тытăмĕнчи ертÿçĕрен е «халăх тарçинчен» пулăшу кĕтет.

Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсем халăхпа йышăну графикне çирĕп пăхăнса тĕл пулаççĕ. Хальтерех кăна, акă, спикер çумĕ, Патшалăх Канашĕн Бюджет, финанс тата налуксем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Князев хăйĕн суйлав округĕнчи çынсене йышăннă. Елена Иванова Сĕнтĕрвăрри хулинчи Строитель урамĕнче пурăнакансене хумхантаракан ыйтусене уçăмлатма ÿркенмесĕрех парламентари патне çитнĕ. Чылай вăхăт ĕçмелли шыв çуккипе аптăраççĕ иккен кунта. Уйрăмах ватăсене хĕн. Вăл ÿсĕмрисем ытларах. Çăл куç патне аякка çÿресе тертленеççĕ.

Шупашкар районĕнчи Янăш ял тăрăхне кĕрекен Тойтерек ялĕнче те ку енĕпе çăмăл мар: пахалăхлă шывсăр лараççĕ. Тойтерексене тепĕр ыйту та - çут çанталăк газĕ паян та вĕсен ялне çитмен - питĕ канăçсăрлантарать.

Çав кун Анатолий Пантелеймонович сакăр çынна йышăнчĕ. Кашнин хăйĕн чун ыратăвĕ, канăçсăрлантаракан ыйту: пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, çĕнĕ урамсене электрификацилесси... Вĕсем мĕнле пурнăçланнине спикер хăй тĕрĕслесе тăрĕ.

А.СТЕПНОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.