Пĕччен хулă хуçăлать
Кĕрхи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн Йĕпреç район администрацийĕ ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисемпе тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлăвăн кун йĕркинче вырма пĕтĕмлетĕвĕ тĕп вырăнта пулчĕ. Тыр-пул ăстисем хăйсен черетлĕ тĕрĕслевне ăнăçлă тытни куç кĕретех: уй-хирте мĕн çитĕнтернине пĕтĕмпех ампар-кĕлете хывнă, кунпа пĕрлех çитес çулхи тухăç никĕсне хывассипе те начар мар ĕçленĕ. Çакă, паллах, савăнтарать, анчах мана мĕн пăшăрхантарчĕ-ха канашлура тухса калаçнă çынсен сăмахĕсене итленĕ май?
Район администрацийĕн пуçлăхĕн Николай Чугаровпа ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕн Валерий Гавриловăн доклачĕсене сÿтсе явма хуçалăхсен ертÿçисем кăна хутшăнчĕç. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсене нимĕн чухлĕ те хумхантармасть тейĕн. Сăмах май калас тăк вĕсенчен хăшĕ-пĕри канашлăва килме те вăхăт «тупайман». Мĕн çинчен калать çак тĕслĕх? Хуравĕ ансат та уçăмлă: хуçалăхсен правленийĕсемпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсен хушшинче ку тарана çитсе те çирĕп çыхăнупа килĕшÿлĕх çукки çинчен! «Вырăнти хăй тытăмлăх» кăларăмра кун пирки çырман мар, анчах хальлĕхе сăмах тĕллевлĕ ĕçе куçни палăрмасть-ха. Паллах, лару-тăру ÿлĕмрен те кунашкал йĕркепех аталанса пырсан районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине татăклă ÿсĕм çулĕпе кал-кал ярса пыма йывăр пулать. Пысăк çĕклем хунă лава пĕччен тăвалла тапаçланса туртма çăмăл мар. Ăна пĕр пулса, пĕр тĕллев тытса, ăнланулăхпа килĕшĕве чи малти вырăна хурса, пĕрлехи вăйпа туртса пынине мĕн çиттĕр ĕнтĕ? Республикăра çак меслетлĕхе çул паракан сахал мар.
Уйрăм районсенчи ял хуçалăх предприятийĕсем те, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем те кăтартуллăн, халăх кăмăлне тивĕçтермелле ĕçлесе пыни шăпах çакна çирĕплетме хистет те. Тимлĕн сăнаса пынă тăрăх ырă тĕслĕхе тивĕçекен ял хуçалăх предприятийĕсемпе ял тăрăхĕсем Патăрьелпе Елчĕк, Комсомольскипе Вăрнар, Муркашпа Етĕрне районĕсенче ытларах пек туйăнать. Республикăри Муниципалитетсен йĕркеленĕвĕсен канашĕн, унăн ĕç тăвакан дирекцийĕн малтисемпе пуçаруллисем пухнă паха опыта ыттисем патне çитерес тĕллевпе çине тăрарах тимлемелле. Раççей вырăнти хăй тытăмлăх канашĕ те кун пирки тăтăшах аса илтерсе тăрать.
Палăрăмлă улшăнусем питех курăнса кайманни çинчен сăмах тапратсанах, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсенчен ытларахăшĕ çакăн сăлтавне «Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» 131-мĕш саккун туллин «ĕçлеменни» çине ярать. Çавна шута илсе, асăннă саккуна чылай улшăну кĕртрĕç ĕнтĕ, çакăн хыççăн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тĕп тивĕçĕсем уçăмланчĕç, Паллă документа кĕртнĕ уйрăм пайсемпе статьясем унччен, чăн та, полномочисене кал-кал пурнăçласа пыма чăрмантарнă пулсан, хушса çырнă çĕнĕлĕхсем пуçлăхсене хăйсем ертсе пыракан тăрăхра хăйсене пăртак та пулин «ирĕклĕрех» туйма май параççĕ. Анчах та çак утăм «мĕнле пĕлен, çапла ĕçле» тенине пĕлтермест. Улшăнусемпе çĕнĕ хушăмсем кĕртсе çирĕплетнĕ саккун халăх суйланă çынсенчен пысăкрах яваплăх ыйтать кăна мар, вĕсене хăйсен ĕç-хĕлне пĕрлешÿллĕ йыша тивĕçтермелле туса пыма, çавна май унăн шухăш-сĕнĕвне шута хума хистет. «131-мĕш саккуна хурласа калаçас вăхăт хыçа юлчĕ ĕнтĕ, - тет Канаш районĕнчи Янкăлч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Кротов. - Хамăр мĕн туса ĕлкĕрейменнине текех çав саккунри çитменлĕхсемпе сăлтавлаймăпăр. Айăпсен ытларах пайĕ пирĕн çинех тиенĕ. Çÿлерех тăракан органсем хамăртанах çирĕпрех ыйтма тытăнчĕç. Пирĕн вара халăх хушшине тăтăшах тухмалла, ĕç пÿлĕмĕнче кăна саркаланса лармалла мар».
Тĕрĕс палăртать пуçлăх. Анчах çак пулăм умĕнчен те куçа хупса иртеймĕпĕр: суйлавра мандат илнĕ хыççăнах хăшĕ-пĕри халăхпа куçа-куçăн тăрса калаçасси çинчен манса каять. Акă, нумай пулмасть-ха çак йĕркесен авторĕ Йĕпреç тăрăхĕнчи Хумпуç Патăрьел салинче çĕнĕ ФАП уçнă çĕрте пулчĕ. Çав ятпа ирттернĕ савăнăçлă ларăва килнĕ çынсем хăйсем патĕнче Чăваш Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Иванов хушăран хушă кăна пулни çинчен ÿпкелешсе калаçнине илтме тÿр килчĕ. Ял çыннисен вара администраци пуçлăхĕнчен ыйтмалли сахал мар пуçтарăнса кайнă. Тÿрĕ те уçăмлă хуравсем пама йывăр пулчĕ Николай Васильевича...
Пытармăпăр, паянхи пурнăç таппипе вăхăт хистевĕ ыйтнипе 131-мĕш федераци саккунĕнче вырăн йышăннă хушăмсемпе улшăнусем те вырăнти бюджета курăмлă тултарса пыма пулăшĕç. Кунта чи малтанах федераци субъекчĕсем регионпа вырăнти шайри влаç органĕсен хушшинчи çыхăнусене тĕрĕс йĕркелесе тăма, пуçлăхсен полномочийĕсене уçăмлăн палăртма май паракан хушма механизмсене ĕçе кĕртни кирлĕ. Енчен те вĕсене çывăх вăхăтрах çул памасан çĕнĕлĕхсем те çĕнĕлле ĕçлесе пынă çĕрте чăрмавлă пулса тăма пултараççĕ.
Статья пуçламăшĕнче палăртса хăварнă шухăш патне тепĕр хут таврăнар-ха. Паян, хуравсенчен ытларах ыйтусем паракан самана хуçаланнă тапхăрта, ялсенчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене хăйсен вăйĕпе çыхăнăвĕсене çирĕплетсе пыни, йыш пĕрлĕхне малти вырăна кăларни кирлĕ. Ял хуçалăхĕнче тĕрлĕ меслете тĕпе хурса ĕçлекен предприятисен те çав шухăшпах хавхаланмалла. «Пĕччен хулă хуçăлать» тенине тĕрлĕ шайри ертÿлĕхĕн манăçа хăвармалла мар.
Геннадий ВАСИЛЬЕВ