Хресчен сасси 11 (3051) № 26.03.2025
Кĕнеке тытмасăр пĕр кун та иртмест
Кĕнеке — пĕлӳ çăлкуçĕ. Вăл ăс-хакăла аталантарать, тавра курăма пуянлатать, кăмăл-туйăма çĕклет. Çĕрпӳри тĕп библиотекăра тăрăшакан Светлана Беляева алли витĕр вун-вун кĕнеке тухать. Шăпах унпа кĕнеке пĕлтерĕшĕ çинчен калаçрăмăр.
— Ача чухнех вулама юрататтăм, библиотекăна час-час çӳреттĕм. Çĕнĕ кĕнекесене савăнсах уçаттăм. Вулавăш ĕçченĕсем те ырă кăмăлпа кĕтсе илетчĕç. 9-мĕш класс хыççăн медицина училищине каясшăнччĕ, икĕ çулта шухăш улшăнчĕ. Вăтам шкул пĕтерсен тăван хулари культурăпа çут ĕç училищине суйларăм. Атте-анне те хирĕçлемерĕ. Унта юратсах вĕрентĕм, професси вăрттăнлăхĕсене ăса хыврăм, — калаçăва пуçларĕ Светлана Евгеньевна. Училище хыççăн вăл Хусанти культура институтне çул тытнă, унта куçăн мар майпа пĕлӳ илнĕ.
Светлана Беляева Çĕрпӳ хулинче çуралса ӳснĕ. Ĕç биографине çамрăк специалист 1995 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн наука библиотекинче пуçланă, 1999 çултанпа тăван хулари библиотекăра ĕçлет. «Ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулнă», — тесе ахальтен каламан. Ăна ыттисем пек Шупашкаралла чун туртман, университетра ĕçленĕ чухне те вăл тăван киле — Çĕрпĕве — çӳренĕ.
Светлана Евгеньевна паян — Çĕрпӳ округĕнчи централизациленĕ библиотека системин йĕркелӳпе методика пайĕн ертӳçи. Пĕр тапхăр вулавăш директорĕн тивĕçĕсене те пурнăçланă. Культура тытăмĕнче нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн тата библиотека аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн ăна кăçал «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятпа чысланă. Вăл вулавăш ĕçченĕсем валли семинарсем ирттерет, методика пулăшăвĕ парать, сайта çĕнетсе пырать, мониторинг тăвать. Светлана Беляева каланă тăрăх, тĕп библиотекăна 2021 çулта юсаса çĕнетнĕ. Çавăнпа паян унта хăтлă та çутă. Çывăх вăхăтра ача-пăча вулавăшĕнче юсав пуçланмалла, унта çĕнĕ ăру библиотеки пулĕ.
— Çĕрпӳри библиотека системи 22 ялти вулавăша пĕрлештерсе тăрать, — сăмаха малалла тăсрĕ вăл. — Вĕсен кашнин хăйĕн уйрăм çул-йĕрĕ. Тĕслĕхрен, Çырмапуçĕнчи библиотекăра тавра пĕлӳпе патриотлăха тĕпе хурса ĕçлеççĕ, унтах шырав отрячĕ йĕркеленĕ. Ямашри вулавăш çумĕнче фольклор ушкăнĕ чăмăртаннă. Чурачăкри пĕлтĕр республикăри чи лайăх библиотека пулса тăнă. Сăмах май, унта пурлăхпа техника базине çĕнетме палăртнă. Кашни вулавăшра кружоксем, калаçу клубĕсем ĕçлеççĕ.
Округри вулавăшсен фончĕ пысăк — 340 пин ытла кĕнеке, вĕсенчен 40 пинĕшĕ тĕп библиотекăра упранать. Кĕнекесене лавккасенче туянатпăр, издательствăсемпе килĕшӳ тăватпăр. Наци библиотеки те тĕрлĕ кĕнекепе тивĕçтерет. Çӳлĕксем Чăваш кĕнеке издательствин кăларăмĕсемпе те хушăнса пырать. «Ял вăйĕ» проект пулăшнипе ял хуçалăх ыйтăвĕпе çыхăннă кĕнекесемпе пуянлантăмăр. «Кĕнеке парнелемелли кун» акцие хула çыннисем, депутатсем, ертӳçĕсем хастар хутшăнаççĕ. Ытти кун та илсе килеççĕ. Хальхи кĕнекесем питĕ илĕртӳллĕ, уйрăмах ача-пăча литератури ӳкерчĕксемпе пуян. Вĕсене тытмасăр епле чăтăн. Лавккара яланах чи интереслисене суйлатпăр. Паллах, вулакансен шухăшне те шута илетпĕр. 50 тĕрлĕ хаçат-журнал килсе тăрать. Электронлă кĕнекесемпе усă куракан та сахал мар. Çапах та ытларахăшĕ хуплашкаллă кĕнекесене алла тытасшăн. Кĕнеке страницисене уçнăçемĕн унти геройсене лайăхрах туятăн. Эпир те нумай вулама хăнăхнă, анчах юлашки çулсенче пушă вăхăтра юратнă кĕнекепе ларма вăхăт сахалрах. Çапах хаçат-журнала уçмасăр пĕр кун та иртмест. Классиксен хайлавĕсем чуна çывăхрах. Çавăн пекех историпе çыхăннă литература кăсăклантарать.
Библиотекăна тĕрлĕ ӳсĕмри çынсем çӳреççĕ. Вулакансем илемлĕ литературăна кăмăллаççĕ. Çĕпĕрти пурнăçпа, историпе çыхăннисене ыйтаççĕ. Шел те, хальхи çамрăксем сахал вулаççĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсем ытларах çӳреççĕ.
Тĕп библиотека çумĕнче чăваш тĕррин шкулĕ ĕçлет, «Кăвайт» тавра пĕлӳ клубне хула кун-çулĕпе интересленекенсем пуçтарăнаççĕ. Тĕслĕхрен, Çĕрпӳри 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Максим Тестов хула историйĕпе, археологипе кăсăкланать, архивсенчи документсене шĕкĕлчет. Вăл Курбатов купсасен тăванĕсене шыраса тупнă. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Ветерансем хастарлăха çухатмаççĕ
Мартăн 21-мĕшĕнче Муркаш округĕнче республикăн Чăваш Енри агропромышленноç ветеранĕсен союзĕн правленийĕн ларăвĕ иртрĕ.
Малтан Калайкассинчи А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ шкула çитрĕç. Ветерансем ачасене АПК отраслĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Николай Зайцев тата Сергей Кириллов интернационалист салтаксене халалланă экспозицисемпе те паллаштарчĕç. Сăмах май, Афган вăрçине Муркаш районĕнчен 200 ытла çын хутшăннă, вĕсенчен 7-шĕ пуç хунă. 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршыва хӳтĕлеме районтан 9845-ĕн тухса кайнă, 4354-шĕ çапăçу хирĕнче пуç хунă. АПК ветеранĕсем вĕсене сума суса Çĕнтерӳ паркĕнчи палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Çавăн пекех хăнасем Муркашри ача-пăча библиотекинче тата Тури чăвашсен музейĕнче пулчĕç.
Лару округ администрацийĕн залĕнче иртрĕ. Ăна АПК ветеранĕсен союзĕн председателĕ Александр Самылкин ертсе пычĕ. Муркаш округĕн пуçлăхĕн çумĕ Лилия Тарасова пухăннисене округ пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Тĕслĕхрен, 2024 çулта муниципалитетра 5 млрд та 500 млн тенкĕлĕх продукци туса илнĕ е вăл 2023 çулхинчен 27% пысăкрах пулнă. Пĕлтĕр округри кашни çын пуçне 1,400 тонна тырă пухса кĕртнĕ.
Александр Петрович союзăн 2024 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен доклад турĕ, тĕллевсемпе паллаштарчĕ. — Пĕлтĕр пирĕн ветерансем Çемье тата Экологи культурин çулталăкĕсене хастар хутшăнчĕç. 2025 çулччен аталану программине инвестицин, инфратытăмăн тата социаллă 1600 ытла проектне кĕртнĕччĕ. Вĕсем ăнăçлă пурнăçланса пычĕç. 2030 çулчченхи программа регион пурнăçĕн мĕн пур сферине пырса тивет. Унта 3 пин ытла проекта палăртса хунă. Пысăкрах пайне агропромышленноç отрасльне кĕртнĕ. Вĕсене пурнăçлама пирĕн ветерансем те хутшăнĕç, — терĕ союз председателĕ.
Мартăн 26-мĕшĕнче союз 13 çул тултарать. Паянхи кун унăн ретĕнче — 537 ветеран. Шел те, республикăн агропромне пысăк тӳпе хывнă 36 çын пурнăçран уйрăлнă. Вĕсене ура çинче пĕр минут шăп тăрса асăнчĕç.
— Хуçалăхсене аталантарассишĕн чуна парса вăй хунисене манса каяр мар, — терĕ Александр Самылкин. — Пирĕн ветерансем муниципалитетсенчи общество организацийĕсен ĕçне те хастар хутшăнаççĕ. Кăçал — Çĕнтерӳпе тата патриотлăх çулталăкĕ. Çавăнпа вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсене, концлагерьсенче нушаланнисене, салтаксен тăлăх арăмĕсене, тыл ĕçченĕсене, вăрçă ачисене пĕр хут паракан тӳлевпе тивĕçтерме йышăннă. Çынсем патне вăл вăхăтра çитессе шанатпăр. Правительство вĕсене манманни савăнтарать. Кăçал Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 105 çул çитет. Июнĕн 23-24-мĕшĕсенче иртекен уява хастар хутшăнма чĕнсе калатăп.
Доклад тăвакан Вăрнар округĕнчи уйрăм мероприятисене тĕплĕн хатĕрленсе ирттернине палăртрĕ, ку енĕпе ытти организацие ырă тĕслĕх кăтартнăшăн ертӳçисене тав турĕ. Вĕсене йĕркелеме округсен администрацийĕсемпе хуçалăхсем те пулăшаççĕ. Ветерансене тĕревлессипе тата медпулăшу кӳрессипе, çитĕнекен ăрăва патриот воспитанийĕ парассипе, СВОна хутшăнакансем патне гуманитари пулăшăвĕ çитерессипе, пурнăçран кайнă ветерансене сума суса асăну хăмисем уçассипе, мероприятисем йĕркелессипе, Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн энциклопедийĕн II томне пичетлесе кăларассипе çыхăннă ыйтусем малти вырăнта тăраççĕ.
— Округсенче организаци ĕçне йĕркеленĕшĕн сире тав тăватăп, — терĕ Александр Самылкин. — Сирĕнсĕр эпĕ те, президиум та союз ĕçне туса пыраймăпăр. Ыйтусене татса парассишĕн тăрăшнине курса тăратăп. Хастаррисен шутне Улатăр, Элĕк, Вăрнар, Канаш, Комсомольски, Вăрмар, Çĕрпӳ, Шупашкар, Муркаш, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай уйрăмĕсене кĕртетĕп. Вĕсен ертӳçисем маттур, малашне те çаплах ĕçлĕр! Ыттисем асăннă уйрăмсенчен тĕслĕх илессе шанатăп. Эпир — вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене пулăшакансем. Паллах, ыйтусене хăвăрт татса парасси çынсенчен нумай килет. Сăмахран, нумаях пулмасть Етĕрне уйрăмне Александр Андреев ертсе пыма тытăнчĕ, АПК ветеранĕсене пуçтарса çивĕч ыйтусене сӳтсе яврĕç. Вĕсем валли уйрăм офис çукчĕ. Александр Борисович округ пуçлăхĕнчен пулăшу ыйтнă хыççăн пӳлĕм уйăрчĕç.
Шупашкар тата Хĕрлĕ Чутай округĕсенче ветерансене диспансеризаци, медтĕрĕслев витĕр кăларас ĕçе лайăх йĕркеленĕ. Союз ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма тăрăшать. Вăрнарпа Çĕрпӳ уйрăмĕсем укçа пухнă, АПК ветеранĕ Николай Ванеркин хăйĕн çăмăл автомашинине СВОна панă, боецсем валли тумтир, апат-çимĕç тата ытти пуçтараççĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...