Комментари хушас

25 Пуш, 2025

Хыпар 22 (28339) № 25.03.2025

Хĕрĕ ĕçсен тапхăрĕ вăй илет

Чăваш Енри çулсем çинче хĕрӳ ĕç пуçланнă: шăтăксене саплаççĕ, çĕнĕрен асфальт сараççĕ… Çул-йĕр строителĕсен умĕнче тăракан тĕллевсене тунтикун Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура уçăмлатрĕç.

Республикăра çулсене юсама çулталăк пуçлансанах тапраннă. Подрядчиксем вăхăтпа тухăçлă усă курасшăн: тĕрлĕ меслетпе ĕçлеççĕ. Хĕл варринче, сăмахран, çулсене сивĕ асфальтобетонпа усă курса сапланă. Çанталăк ăшă енне сулăнсан вĕри асфальт сарма пуçланă. Хальхи вăхăтра çулсене сарассипе çыхăннă ĕç калăпăшĕ 13 пин тăваткал метртан иртнĕ. Ку кăтарту, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, виçĕ хут нумайрах. Федераци пĕлтерĕшлĕ çулсене 4 пин тăваткал метра яхăн юсанă. Çитес вăхăтра тата 3 пин тăваткал метр çула йĕркене кĕртмелле. Çул çинчи йĕрсене ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен ӳкерме пуçлаççĕ. Муниципалитет пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче те ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар: 70 пине яхăн тăваткал метр йĕркене кĕртмелле. Юсав ĕçĕсене Шупашкар хулинче, Муркаш тата Шупашкар округĕсенче пуçланă. Шупашкар хула пуçлăхĕ Владимир Доброхотов пĕлтернĕ тăрăх, тĕп хулари тĕп урамсенчи çулсене пурне те тĕрĕслесе тухнă, ăçта мĕн юсамаллине палăртнă. Çулйĕр строителĕсем ытти урамри çулсене те сăнаса тăраççĕ. Ытти муниципалитетра ака уйăхĕнче çулсене вĕри асфальт хума пуçлĕç. Олег Николаев çул хĕррисене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма хушрĕ. «Йывăç-курăка вăхăтра çулса тирпейлемелле. Ӳссе кайса çулсене хупласа хурасса кĕтмелле мар», — терĕ вăл Чăваш Республикин Транспорт министерствине тата муниципалитетсен администрацийĕсене çак ĕç-хĕле йĕркелеме, тĕллевсене çирĕп палăртма, ĕç пахалăхне сăнаса тăма хушнă май. Çавăн пекех Олег Николаев çынсене хăш çула хăçан юсама пуçласси пирки пĕлтерсе тăмалли çинчен асăрхаттарчĕ: «Çул çинчи юсав кулленхи ĕç-хĕле чăрмав ан кӳтĕр». Республика ертӳçи ку асăрхаттарăва Шупашкар хулинчи кĕперсене юсама пуçланă чухне шута илме каларĕ. «Хальхи вăхăтра Гагарин кĕперĕ çинче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Çу уйăхĕнче Калинин кĕперне юсама тытăнмалла. Çавăн пекех Сĕнтĕрвăрри çулне çĕнетмелле. Çак объектсене пĕр вăхăтра нумай кунлăха хупса хурассинчен сыхланмалла. Унсăрăн общество транспорчĕпе çыхăннă лару-тăру кăткăсланма пултарать. Граждансене кун пирки маларах пĕлтермелле: хăйсем каяс çула ăнăçлă йĕркелеме пултарччăр. Тата çак тапхăрта килти автотранспортпа сахалрах усă курсан аванрах». Пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекен ачасен ашшĕ-амăшĕнчен ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче заявленисем йышăнма тытăнаççĕ. Çак тапхăр маларахри çулсенче питĕ хĕрӳ иртнине чылайăшĕ халĕ те астăвать пулĕ-ха. Ывăлĕ-хĕрне черете маларах çырас текенсем шкулта çĕр каçнă тĕслĕх те пĕрре мар пулнă. Халĕ вара, Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Антонина Буданцова пĕлтернĕ тăрăх, ку ĕç-хĕл ансатланнă. Заявленисене килтен тухмасăр Патшалăх ĕçĕсен порталĕ урлă пама пулать. Çавăн пекех почта урлă çырупа яма май пур. Шкулта та, сăмах май, ашшĕ-амăшне йышăнаççĕ. Çĕнĕ мелсем, паллах, вĕрентӳ учрежденийĕсенчи черет тăракансен йышне палăрмаллах чакарма пулăшĕç. Шкул çумне çирĕплетнĕ территорисенче пурăнакансен заявленийĕсене çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен йышăнĕç. Вăл е ку шкула каяс текенсем, анчах вĕрентӳ учрежденийĕ çумне çирĕплетменнисем утă уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 5-мĕшĕччен заявлени пама пултараççĕ. 1-мĕш класа каякан ачасен уйрăм ушкăнĕсенче тăракансене — полици, шалти ĕçсен, следстви органĕсен, пушар хуралĕн, таможня службисен ĕçченĕсен, ятарлă çар операцине хутшăнакансен, судьясемпе прокурорсен ывăлĕ-хĕрне — заявление хăçан панине пăхмасăр шкула чи малтан йышăнаççĕ. Антонина Буданцова ашшĕ-амăшне кăçалхи йышăну кампанийĕ пирки тĕплĕ пĕлтерни çинчен каласа кăтартрĕ: «Шкулсен, вĕрентӳ управленийĕн органĕсен сайчĕсенче баннерсем вырнаçтарнă, пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче онлайн мелпе ашшĕ-амăшĕн пухăвне ирттернĕ. Çавăн пекех 8/8352/ 56-53-75 телефонпа «хĕрӳ лини» ĕçлет. Ыйтусене ĕç кунĕсенче 8-17 сехетсенче йышăнаççĕ». Кăçал республикăра 14 пин ача пуçласа парта хушшине ларĕ. Чи пысăк йыш — Çĕнĕ Шупашкарта тата Шупашкарта. Шупашкар хула пуçлăхĕ Владимир Доброхотов пĕлтернĕ тăрăх, тĕп хулари 55 шкулти 1-мĕш класра 7 пин ытла ача вĕренме пуçлĕ. Пуш уйăхĕн 18-20-мĕшĕсенче Мускавра Пĕтĕм тĕнчери «MITT — 2025» туризм тата хăна индустрийĕн куравĕ ĕçлерĕ. Унта 36 çĕршыври турбизнес представителĕсем хăйсен тăрăхĕнчи туризм сферинчи çĕнĕлĕхсене кăтартнă. Чăваш Республики муниципалитетсен туризм аталанăвĕн концепцийĕсемпе паллаштарнă. Чăваш Ен экспозицине 16 пин ытла çын пырса курнă. Хăнасене чăваш халăхĕ, йăли-йĕрки пирки хатĕрленĕ конкурссем, викторинăсем уйрăмах килĕшнĕ. Етĕрне округĕнчи «Вирьял» халăх фольклор ансамблĕ юрă-ташăпа уява хаваслăх кĕртнĕ. Курав кунĕсенче Чăваш Ен тата Крым шалти туризма аталантарма килĕшӳ тунă. Документ пĕрлехи мероприятисем ирттерме, икĕ республикăн туризм отрасльне аталантарма май парĕ. Çавăн пекех Мускаври, Свердловскри, Дагестанри туроператорсемпе пĕрлехи проектсене ĕçе кĕртесси пирки калаçса татăлнă. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Олег Николаев: «Несĕл йывăççи» пурне те пĕр чăмăра пĕрлештертĕр»

«Пĕрремĕшсен юхăмĕ» — ачасене пин-пин çитĕнӳ тума май паракан пĕрлешӳ. Ăна Раççейре 2022 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче пуçарчĕç. Çавăн хыççăнах вăл пур регионра та анлă сарăлса вăй илчĕ. Чăваш Ен те тӳрех лайăх ĕçлесе кайрĕ. Юхăмăн тĕллевĕ: ачасен тавра курăмне, пĕлĕвне аталантарасси, вĕсен вăхăтне усăллă ирттерме, пурнăçра кирлĕ те тĕрĕс професси суйласа илме пулăшасси, ушкăнпа туслăн ĕçлеме хăнăхтарасси тата ытти те.

Эрнекун Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен обществăпа патшалăх юхăмĕн Координаци канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Олег Николаев, Чăваш Ен Пуçлăхĕ, ертсе пычĕ. Ларура юхăмăн çитĕнĕвĕсем пирки калаçрĕç, малашнехи ыйтусене палăртрĕç. Умра — çулла, каникул, канупа пĕрлех шăпах çитĕнӳсем тумалли тапхăр. «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» тĕллевĕсем анлă та пысăк: çарпа патриотлăх проекчĕсем, грант конкурсĕсем, ачапăча лагерĕсенчи профиль сменисем тата ыттисем те. Чи пысăк ыйту: çак пулăмсене республикăри тата та ытларах ачана явăçтарасси. Кăçалхи пуш уйăхĕ тĕлне Чăваш Енри «Пĕрремĕшсен юхăмĕнче» 72 пин ача регистрациленнĕ, пуçламăш 430 уйрăм уçăлнă. Çакна палăртмалла, юлашки вăхăтра шкулсенче кăна мар, юхăмсем ача сачĕсен никĕсĕ çинче те йĕркеленеççĕ. Кĕçĕннисем проектсене ашшĕамăшĕпе пĕрле хастар хутшăнни сисĕнме пуçланă. 2025 çулта «Пĕрремĕшсен юхăмĕ» 12 енпе тĕрлĕ проект пурнăçлама палăртнă. Пĕтĕм Раççейри «Раççей шкул çуркунни» фестивале ачасен пултарулăхне аталантарма пуçарнă. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине тата Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин çулталăкне халалланă. Вăл «Çĕнтерӳ çуркунни» слоганпа иртĕ. Проектпа килĕшӳллĕн ака уйăхĕн вĕçĕнче республикăри ачасен Ставрополь хулине çитсе килме те май пулĕ. Кăçал та, иртнĕ çулхи пекех, «Пĕрремĕшсен сменине» ирттерме палăртнă. Вăл 14-21 куна тăсăлĕ. Унта 7-17 çулсенчи ачасем канма пултараççĕ. Акă, тĕслĕхрен, пуш уйăхĕнче «Белые камни» кĕпĕрнаттăр лагерĕнче «Всегда в Движении!» профиль смени уçăлнă. Унта Чăваш Енри 100 шкул ачи канма, хăйсен пултарулăхне аталантарма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Сменăра тематика вăййисем, тренингсем, çавăн пекех ăсталăх класĕсем йĕркелесе ирттернĕ. Командăсем кунта волонтер, патриотлăх темисемпе çыхăннă анлă проектсем тăратнă. Кĕçех, пуш уйăхĕн вĕçĕнче — ака уйăхĕн пуçламăшĕнче, иккĕмĕш смена уçăлĕ. Юхăм хастарĕсем Чăваш Енре çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри «Истори управçисем» проект вăйлă аталаннине асăнчĕç. Кăçал унпа килĕшӳллĕн чи пултаруллă та маттуррисен регион слетне йĕркелĕç, унта пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашма, вĕренме май килĕ. Çитĕнӳ тунисене «Истори управçисем» паллăпа наградăлĕç. «Трудовая доблесть. Лица Победы» проектра ачасем тылра, заводсенче, госпитальсенче, ял хуçалăхĕнче тăрăшнă тăванĕсем пирки каласа кăтартĕç. «По следам истории» экскурси маршручĕсен проекчĕ çулталăк тăршшĕпех тăсăлмалла. Ларура Олег Николаев «Тăвансем, юратнă çынсем» ашшĕ-амăшĕн пĕрлешĕвĕн «Несĕл йывăççи» проектне ырласа йышăнчĕ. «Питĕ лайăх шухăш ку, вăл пирĕн йăла-йĕркепе çыхăнса тăрать. Çемьесем урлă Чăваш Енĕн пысăк несĕл йывăççине йĕркелесен интереслĕ пулĕччĕ. Ку проекта ытларах çынна хутшăнтарма тăрăшмалла», — палăртса каларĕ Олег Алексеевич. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Ялти культура вучахне сÿнме памасть

«Атте Николай Петрович, совхозра трактористра нумай çул ĕçленĕскер, хăна-вĕрле пуçтарăнса юрă шăрантарнă май ташлама юрататчĕ. Ватăлсан та кĕвĕ май ура хуçса хускалатчĕ. 40 çул Шемшерти больницăра санитаркăра вăй хунă анне Серафима Алексеевна тăван-хурăнташпа халăх юррисене юрлама кăмăллатчĕ. Халĕ вĕсем ку тĕнчере çук. Атте вăрçă çулăмĕ витĕр тухнăскер, пирĕн çарсем çĕнтерсен тӳрех тăван тăрăха таврăнман. Вăл совет тата яппун çарĕсен хирĕç тăрăвне хутшăннă. Яппунсем шутсăр харсăр та вăйлă пулнине аса илетчĕ. Хирĕç тăру лăплансан çывăх çыннăм Камчатка çурма утравра топографи специалисчĕ пулса службăра тăнă. 1944 çулта фронта тухса кайнăскер яла 7 çултан çеç çаврăнса çитнĕ. Эпĕ Шупашкар районĕнчи Шорчекассинче çуралнă, кайран Юртукассине куçрăмăр. Кунта кукамай пурăнатчĕ, анне çак ялта çуралса ӳснĕ», — калаçу пуçарнă май паллаштарчĕ хăйĕнпе 69 çулти Вера Блинова.

4 ачаллă çемьере çитĕннĕ вăл. 9-мĕш класс хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи училищĕре маляр профессине алла илнĕскер кайран пĕр вăхăт стройкăра вăй хунă. 1978 çулта районта чăх-чĕп фабрики уçăлсан Вера Николаевна унта вырнаçнă. Чăхчĕп пăхаканра тăрăшнă. Ĕçрех хĕр пулас мăшăрне Геннадие тĕл пулнă. «Гена çынпа хутшăнма пĕлет, нихăçан та вăрçăннине, харкашнине, тӳрккес сăмах каланине илтмен. Манпа та çаплах калаçатчĕ: сăпайлăн, кăмăллăн. Тимлеме те пĕлетчĕ. Çакă тыткăнларĕ пулинех», — йăл кулса аса илчĕ юрату мĕнле çуралнине хĕрарăм. Ăша сăмах такамăн чĕрине те ирĕлтерĕ ахăртнех. Геннадий Ивановичпа Вера Николаевна чăннипех çирĕп çемье çавăрнă, 40 çул пĕр сукмакпа утаççĕ. Икĕ ывăлпа пĕр хĕре пурнăç парнелесе ура çине тăратнă. Халĕ 6 мăнукĕпе савăнаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ тĕпренчĕкĕсене вĕрентсе кăларнă, пурте аслă пĕлӳллĕ. Кашниех çемье çавăрнă ĕнтĕ. Тĕрлĕ хулара-ялта пурăнаççĕ пулин те тăван киле тăтăшах килсе çӳреççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă çеç Вера Николаевна ăна вăхăтлăх культура çуртне ертсе пыма сĕннĕ. Вăл тăхтамасăрах ĕçе кӳлĕннĕ. Вăхăтлăх тени чылай чухне вăраха тăсăлать. Вера Николаевна ялти культура вучахне 12 çул ĕнтĕ сӳнме памасть. Мероприяти тăтăш иртет унта. Малтанхи вăхăтра кивĕ клубра ĕçленĕ Вера Николаевна. Йывăçран пулнă вăл. Ăна ял çыннисем нимелле икĕ çуртран пуçтарнă. Пысăкскерте пĕр енче библиотека, тепĕр енче директор пӳлĕмĕ вырнаçнă. Музей та ĕçленĕ. Ун чухне ял кĕрлесе тăнă, çын та нумай пурăннă. Шупашкартан артистсем килсен пысăк клубра та вырăн çитмен. Вĕтшакăр концертра сцена умĕнче урайĕнчех ларнă. Кинофильмсем кашни эрнере кăтартнă. Пурăна киле культура çуртне юсанă. 2009 çулта кунта «Çăлкуç» ансамбль чăмăртаннă. Вăл паянхи кун та куракансене чăваш халăх юррисене янраттарса савăнтарать, тĕрлĕ мероприятие хутшăнать. Сăмах май, «Çăлкуç» пултарулăх ушкăнне халĕ Вера Николаевна ертсе пырать. Унта ялти 9 хĕрарăм юрлать, купăсçă та пур. Вăл ансамблĕн чунĕ евĕрех ĕнтĕ — купăс сасси чĕрĕлĕх кĕртет. «2016 çулта Юртукассинче çĕнĕ клуб çĕклерĕç. Унта условисем лайăх: газ, шыв, туалет пур. Халĕ ялта çын сахал, ытларах çулланнисем пурăнаççĕ пулин те, клубри спектакль-концерта, конкурс-тупăшăва хастаррăн çӳреççĕ. Çуллахи вăхăтра ялта çын нумайрах. Çулсеренех пире, культура ĕçченĕсене, квалификацие ӳстерме вĕренме яраççĕ. Çапла майпа Чăваш патшалăх культура институтĕнче вĕреннĕ чухне чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене алла илме май пулчĕ. Унччен те ку ĕç кăсăклантаратчĕха, анчах чăваш тĕрри тĕрлемен эпĕ. Халĕ кăмăлтан алă ĕçне пуçăнатăп. «Çăлкуç» ансамбльте юрлакансен кĕписене те чăваш тĕррипе илемлетрĕм. Сăмах май, сцена костюмĕсене пĕтĕмпех тенĕ пек хамăр çĕлеттеретпĕр. Пирĕн гардероб пĕчĕк мар. Капăр тум та, ĕлĕкхи пир кĕпесем те пур. Репертуар та пуянланать, пултарулăх ушкăн купăсçи хăех юрăсем çырать. Сцена çинче чăваш халăх юррисене те, вырăслисене те шăрантаратпăр. Çывăхри ялсене концертпа тăтăшах тухса çӳретпĕр», — каласа кăтартрĕ ялти культура çăлкуçне тытса пыраканскер. Вера Николаевнăна, ахăртнех, юрăкĕвĕ вăй-хал парса тăрать. Мăшăрĕ те хавхалантарса пырать: арăмĕ сцена çинче чухне Геннадий Иванович яланах куракансен йышĕнче. Хастар хĕрарăм пĕр минута та сая ямасть — пушă вăхăт тупăнсанах алла тĕрĕ тытать. Пĕлтĕр Шупашкар округĕн карттине тĕрленĕскер, тĕп хулари «Бичурин тата хальхи вăхăт» музей тĕрĕçсен хушшинче ирттерекен конкурсра çĕнтерсе Дипломпа парнене тивĕçнĕ. Хăйне евĕр карттăна вара музее парнеленĕ Вера Николаевна. Кăçал та унта хутшăнса ăсталăхне кăтартасшăн вăл. Хальхинче мĕн тĕрлесси вăрттăнлăхра юлтăр. Нумаях пулмасть вара эреш ăсти качча каякан хĕрĕн пĕркенчĕкне тĕрленĕ. Ăна тĕрлĕ куравра тăратас кăмăллă хĕрарăм. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   


Гимнастика çăлтăрĕсем Шупашкарта çуралаççĕ

«Анне, эпĕ чемпион пулатăп та сана машина илсе паратăп!» — Шупашкарта пурăнакан 9-ти Ксюша Печкинăн ĕмĕчĕ ку. Вăл пĕчĕкренех амăшне спортсменсемпе çыхăннă ыйтусем панă. Сăмахран, вĕсене патшалăх мĕнпе пулăшать, епле шалу илеççĕ?

Амăшĕ Надежда Владимировна Олимпиадăра палăрнă чăваш спортсменĕсене хваттерсем пани пирки каланă. Хĕрне вăл мĕн пĕчĕкрен «Хĕвеллĕ хула» гимнастика центрне çавăтса çӳреме тытăннă. Вăл унта малтан ташлама кайнă, 5 çулта чухне вара Ксюша гимнастикăна суйланă. Хăйне килĕшнине тата çитĕнӳсем пуррине кура тренер ку ăсталăха вăйлăрах профессионалсем патĕнче аталантарма сĕннĕ. Ăна итлесе Надежда Печкина хĕрне илемлĕ гимнастика федерацине ертсе кайнă. «Хам — ĕç, ача садик хыççăн тухаттăмăр. Эрнере 3 кун 2-3- шер сехетлĕх тренировкăсем иртетчĕç. Каçхи 9 сехет тĕлне киле çитеттĕмĕр. Ывăнсан та ача урăх каймастăп тесе каламан. Шкула кайма тытăнсан тепĕр ĕç хушăнчĕ — уроксем тумалла. Ксюша пĕрех ĕлкĕрет, тренировкăна хаваспах çӳрет. Тренировкăран килсен мĕн вĕреннине туса кăтартать, хăнасем килсен вара мухтанмалла, савăнтармалла. Пĕлтĕр «Атăл» спорткомплексра Евгения Леванова центрĕ уçăлсан тренер унта ĕçлеме куçрĕ те Ксюша та пĕрле кунта çӳреме тытăнчĕ. Хамăр ку районта пурăнатпăр та пире çӳреме питĕ меллĕ. Центр ачасен пуласлăхри çулне уçма пулăшать. Кунта Раççей шайĕнчи ăмăртусем иртеççĕ, условисем чаплă. Хамăр та тухса çӳретпĕр, уçă турнирсенче Мускавра, Хусанта пултăмăр. 4 çулта Ксюша юниорсен 1-3-мĕш разрячĕсене тивĕçрĕ ĕнтĕ, халĕ спортăн 3-мĕш разрядне илмелле. Аслă ывăл Семен та спортпа туслă, вăл ухăран перессипе кăсăкланать, «Спартак» стадиона Ольга Авдеева тренер патне çӳрет», — калаçма тӳр килчĕ ачисен аталанăвне пысăк пĕлтерĕше хуракан хĕрарăмпа. Унăн хĕрĕ иртнĕ шăматкун «Атăл» спорткомплексра Евгения Левановăн гимнастика центрĕнче иртнĕ турнира хутшăнчĕ. Йăлтăрккасемпе илемлетнĕ тĕксĕм симĕс купальниклă Ксюша обручпа хăнăхтарусем пурнăçларĕ. Надежда Печкина пек вун-вун ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕ епле ăмăртнине хумханса сăнарĕ, видео ӳкерчĕ. Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Евгения Левановăн гимнастика центрĕнчи ăмăрту чăн-чăн пысăк уява çаврăнчĕ. Кунта Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен — Тутарстанран, Мари Элтан, Мускавпа унăн облаçĕнчен, Чулхула облаçĕнчен, Комирен тата ытти çĕртен — килнĕ 300 ытла хĕр-хĕрача спортсменсем çӳллĕ шайри ăсталăха кăтартрĕç. Ăмăртусем ирхине пуçланнă та каçхи вунă сехетченех пынă. 11 сехетре вара ăмăртăва официаллă майпа уçрĕç. «Ку таврашра пурăнакансем уйрăмах питĕ кĕтнĕ çак спорт керменне пĕлтĕр хута янăшăн мăнаçланатăп. Нумай та вăхăт иртмерĕ, илемлĕ гимнастика енĕпе пилĕк хут тĕнче чемпионки Евгения Леванова хăйĕн гимнастика центрне уçрĕ. Вăл тăрăшнипе паян çакăн пек шайри мероприяти пирĕн патра пĕрремĕш хут иртет. Унăн центрĕ çĕнĕ çăлтăрсем, Чăваш Ене тĕнче шайĕнче чапа кăларакан спортсменсем çуратасса шанатпăр», — турнира килнисене саламласа ăнăçу суннă май çапла каларĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков. Илемлĕ гимнастика — спортăн илемлĕ, хӳхĕм тĕсĕ. Анчах çав илем хыçĕнче — кунсерен йывăрлăхсене çĕнтерсе вăй хуни. Ку турнир çамрăк спортсменсене хăйсен пултарулăхне кăтартма май панине палăртрĕç Чăваш Республикин спорт министрĕн заместителĕ Александр Степанов тата «Атăл» спорткомплекс директорĕ, Олимп чемпионки Алина Иванова. «Ачасене аталантарма укçа хывакан ашшĕ-амăшне тав тăватăп: ку — чи кирли те чи усăлли. Халĕ те эсир ачăрсемпе юнашар. Эпĕ хам та профессиллĕ спорта 20 çул ытла патăм. Çемье пулăшăвĕ мĕн иккенне питĕ лайăх пĕлетĕп», — терĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Семенов. «Хамăн тăван хулара илемлĕ гимнастикăна аталантарассишĕн тăрăшатăп. Эпĕ Шупашкарта çуралса ӳснипе мăнаçланатăп. Халĕ манăн кунта хамăн ăсталăха ачасемпе пайлама, специалистсене чĕнме май пур. Пĕрле эпир тивĕçлĕ ăру çитĕнтерме пултарасса, вĕсем Чăваш Ен тата Раççей ялавĕсене тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче çĕклессе шанатăп. Ашшĕ-амăшне чăтăмлăх сунатăп. Пултаруллă ачăрсемпе пĕрле гимнасткăн çăмăл мар çулне утса тухма сĕнетĕп. Иккĕленместĕп, сирĕн ĕçе курса тивĕçлипе хаклаççех», — чунтан тухрĕç Евгения Леванова сăмахĕсем. Юлия Шишкина Тутарстанри Çыран Чаллă хулинчен килнĕ. Хĕрĕ Елизавета А категорире 2016 çулта çуралнисен йышĕнче ăмăртрĕ. «Эпир республика, Раççей тулашĕсене тухса çӳретпĕр. Çĕршывсен турнирĕсенче Араб Эмирачĕсен Пĕрлешĕвĕнче, Китайра, Азербайджанра, Арменире пулнă. Ку пачах урăх шай, опыт… Евгения Леванова патне яланах ăшă кăмăлпа çӳретпĕр, мĕншĕн тесен пĕлетпĕр: кунта пĕтĕмпех — йĕркелӳ, тĕлпулу, ăмăрту, чыслав… — çӳллĕ шайра иртет. Илемлĕ гимнастикăна юратакансемшĕн ку чăн-чăн уяв. <...>

Алина ИЛЬИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.