Комментари хушас

20 Пуш, 2025

«Тĕрмене лекни те — Турă паракан çăлăнăç пекех»

Çĕрпӳре наркотикпе тата алкогольпе явăçнă хĕрарăмсен юсанмалли колонийĕ пур. 7-мĕш сиплевпе юсану учрежденине саккуна пăснă хĕрарăмсене çĕршыври тĕрлĕ регионтан илсе килеççĕ. Кунта условисем те аванах ĕнтĕ, анчах ирĕклĕх çеç çук, çывăх та юратнă çынсем çумра мар тата… айăп туйăмĕ чуна кăшлать.

Савнине пула

Хĕрарăм тӳрĕ çултан пăрăнасси мĕнрен пуçланать? Колоние лекнисем палăртнă тăрăх, çамрăксем ытларах чухне наркотика пула çакланаççĕ, çулланнă хĕрарăмсем вара çемье пусмăрне пула — упăшкисен хаяр кăмăлне пурнăç тăршшĕпе тӳссе пурăннăскерсен çур ĕмĕр урлă каçсан чăтăмлăх хутаççи çурăлать те... Çапла йĕплĕ пралук леш енне лекеççĕ. Паянхи кун преступлени тăвакана ирĕкрен хăтарнипе çеç ĕç вĕçленмест. Юсану колонийĕн тĕллевĕ — йăнăш утăм тăвакана хăйĕн айăпне ăнланса илсе шухăшлавне йĕркелеме, тĕрĕс çул çине тăма пулăшасси. Çак ыйтупа кунта мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинчен воспитани енĕпе ĕçлекен пай ертӳçин тивĕçне пурнăçлакан Марина Николаева каласа кăтартрĕ. Преступлени тунă хĕрарăмсемпе психологсем те, тĕн çыннисем те /пачăшкă е имам/ тĕл пулаççĕ. Унсăр пуçне культура мероприятийĕсем те йĕркелеççĕ. Тата витĕмлĕрех пулăшу кӳрекенни вара — ĕç терапийĕ. Кунта хĕрарăмсем, тĕпрен илсен, çĕвĕ фабрикинче ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне пекарньăра, столовăйра тата ытти вырăнта ĕçлеме пулать. Хĕрарăмсен колонийĕн хăйĕн вулавăшĕ те пур. Тюмень тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ Вера /ятне улăштарнă/ шăпах çакăнта ĕçлет. Кĕнеке шĕкĕлчеме ачаранпах питĕ юратать вăл, юлашки вăхăтра психологи енĕпе çырнисене тăтăш тишкерет. Колони территорийĕнче чиркӳ те пур. Тĕрĕс çул çине тăма тăрăшакан хĕрарăмсем унта часчасах çӳреççĕ. Вулавăшра та вĕсем тĕн кĕнекисене ыйтаççĕ. Хăшĕ-пĕри ирĕкрен хăтарнă хыççăн Турă патне çул шырама тытăнать-мĕн, кунтах тĕн йышăнакансем те пур. Вера Çĕрпӳри хĕрарăмсен колонине яма хăй ыйтса çырнă. Унăн сипленсе учетран тухас килнĕ. Çакăнтан кайсан вăл наркотик пирки пачах аса илмесĕр пурнăçа çĕнĕлле пуçласшăн. Çичĕ çул наркотик тыткăнĕнче пурăннă хĕр. Халĕ Вера 34-ра. «Савнă çыннăм наркотик тутансах тăратчĕ. Малтанлăха манăн ун пек туртăм пачах пулман. Эпир ăна сипленме реабилитаци центрне ятăмăр. Унта вăл улшăнчĕ. Пĕр кунхине шăнкăравласан çӳçне шакла хыртарнине, сухал ӳстернине пĕлтерчĕ. «Манăн манах пулас килет. Манахăн авланма юрамасть. Пирĕн уйрăлмалла», — терĕ вăл. Ку маншăн стресс пулчĕ. Пĕртен-пĕр çăлăнăç куртăм çав самантра — чун ыратăвне пусармашкăн наркотик тутанасси. Юнашар çак минретмĕше сĕнекен те тупăнчĕ. «Тутанса пăх, çăмăлрах пулĕ, пурнăç кăсăклăрах пек туйăнĕ», — терĕ. Пĕрре тутантăм, тепре, тата тепре… Кашнинчех унра темĕнле çăлăнăç шырарăм — вăл вара тупăнмарĕ. Çакă вăраха тăсăлать. Кайран шалтан ыйтма тытăнать. Çавна пулах преступлени тăвасси пуçланать — вăрлама тытăнатăн. Унтан больницăна лекетĕн. Кайран вара, акă, кунта», — терĕ Вера. Паллах, йăнăш утăм тунăшăн, пурнăç йывăрлăхне çирĕппĕн тӳссе ирттерейменшĕн хăйне ăшĕнче пĕрре мар ятланă вăл. «Хамах айăплă. Кампа хутшăнассине, мĕн тумаллине хамăр суйлатпăр. Халĕ çавнашкал йывăрлăхпа тĕл пулас тăк пуçĕпех ĕçе путăттăм. Малтан наркотик пулăшĕ тесе шухăшлаттăм, халĕ унран нимĕнле çăмăллăх та пулас çуккине пĕлетĕп. Çывăх çынсемпе ытларах пулма тăрăшăттăм, мĕншĕн тесен вĕсемсĕр пуçне йывăр лару-тăрура никам та пулăшаймасть. Анчах çакна кая юлса çеç ăнланатăн. Юсанас шухăшлисене тĕрĕс çул çине тăмашкăн майсем туса параççĕ кунта, учрежденин администрацине уншăн пысăк тав. Колонирен тухсан мана библиотекăна ĕçлеме илессе шанмастăп. Анчах çынсемпе хутшăнмалли ĕçе вырнаçас килет. Эпĕ компьютер графикин дизайнерне вĕреннĕ. Ирĕкре чухне фотостудире ĕçлеттĕм. Çынсене сăн ӳкереттĕмĕр те сăн-питне якаткалаттăм. Фотостуди хупăнсан ĕçсĕр юлтăм», — терĕ Вера. Пурнăç пирки шухăшламалăх тата вăхăт пур-ха унăн. 2029 çулта Вера ирĕке тухĕ.

Ĕçкĕç кӳрши тарăхтарнă та…

62-ри Ираида /ятне улăштарнă/ Тутарстанри чăваш ялĕнчен кунта килсе лекнĕ. «Пирĕн çемье пысăк. Эпир вун пĕрĕн ӳснĕ. Ялти шкулта сакăр класс вĕреннĕ хыççăн Чистай хулине кайрăм, сехет пуçтаракана вĕренсе тухрăм та хулари сехет заводĕнче ĕçлерĕм. Унтан Хусана вĕренме кайрăм, трамвай водителĕнче ĕçлерĕм. Шăпа Салехарда та илсе çитерчĕ. Отпуска килсен пулас мăшăрпа паллашрăм, качча тухса Чистайра пурăнма тытăнтăм. Хĕрпе ывăл çуратса ӳстертĕмĕр. Виçĕ мăнук пирĕн», — иртнĕ кун-çулне аса илнĕ май кăмăллăн сăмахларĕ хĕрарăм. 2022 çулта пĕр уяв вăхăтĕнче виçĕ кун канмалла пулнă. Кӳрши патне яланхиллех эрех ĕçме юратакан юлташĕсем пуçтарăннă. «Пирĕн виçĕ пӳлĕме пĕр кухньăччĕ. Хайхискерсем пĕрмай ĕçетчĕç, шавлатчĕç, кухньăна варалатчĕç. Манăн унчченхипе пĕрле пĕтĕм тарăху, çилĕ пуçтарăнса çитнĕ ĕнтĕ, хам мĕн тунине ăнланмасăр эпĕ ăна… вĕлертĕм. Мана сакăр çуллăха ирĕкрен хăтарчĕç. Акă, икĕ çул та тăватă уйăх ларатăп ĕнтĕ», — терĕ Ираида. Унччен лăпкăнах калаçнăскер çак тискерлĕ утăма туни çинчен каланă вăхăтра самаях пăлханчĕ, вăл чунтанах кулянни унăн сассинче те палăрчĕ, хĕрарăмăн куçĕсем те шывланчĕç, пӳрнисем чĕтреме тытăнчĕç… Ираида алă ĕçĕпе аппаланма юратать. «Кирлĕ хатĕрсем пулсан кунта та нуски-алсиш çыхатăп, хĕрарăмсем ыйтсах тăраççĕ. Мĕн те пулин тусан вăхăт та хăвăртрах иртет», — терĕ вăл.

«Ирĕкре чĕрĕ юлайман пулăттăм»

Катя Украинăра 1984 çулта çуралнă. Хĕрача 14-ра чухне çемье Чăваш Ене, Çĕмĕрле хулине куçса килнĕ. «Пире, вырăсла калаçакансене, хĕстерме тытăнчĕç те кунта тек юлмалла маррине ăнлантăмăр. Украинăран пăрахса килтĕмĕр», — терĕ Катя. Украинăра пурăннă чухне амăшĕ ăна, ултă çултискере, балет класне çырăнтарнă. Ташă ăсталăхне ултă çул туптанă Катя, сцена çинче илемлĕ ташăсем лартнине халĕ те мĕн тери хавхаланса каласа кăтартрĕ. Çав вăхăтрах аккордеон класĕнче те пĕлӳ пухнă вăл. Ачалăхран çамрăклăха куçнă тапхăра вара Çĕмĕрле хулинче ирттернĕ. «Чăваш Ене килсен шкул хыççăн ăçта вĕренесси çинчен шухăшлама тытăнтăм. Гимназирен «5» паллăсемпе вĕренсе тухрăм. 2000 çулта аннепе çĕршывăн тĕп хулине куçса кайрăмăр. Эпĕ Мускаври финанс юридици академийĕнчи юриспруденци факультетĕнчен вĕренсе тухрăм. Анчах çав профессипе ĕçлемерĕм, мĕншĕн тесен шухăш-тĕллеве улăштартăм. Хамăн пурнăçа çул çӳревсемпе çыхăнтарас килчĕ, çавăнпа Мускаври чукун çул техникумне вĕренме кĕтĕм, инçе çула каякан пуйăсри проводник пулса тăтăм. Туризм фирминчи чукун çул пайĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Çак пайăн ертӳçин çумĕччĕ эпĕ, çынсене çул çӳреве ăсататтăмăр. Унтан качча тухрăм, ача çуратрăм. 2011 çулта мăшăртан уйрăлса Çĕмĕрлене таврăнтăм, ĕçе вырнаçрăм. 37 çулта хамăн пурнăçа улăштарас терĕм. Ав, улăштартăм… Анчах япăх енне. Кунта эпĕ 228-мĕш статьяпа лекрĕм, вăл наркотик упранипе çыхăннă. Унччен эпĕ судпа айăпланса курман. Мана çакăн патне мĕн илсе çитерни çинчен час-часах шухăшлатăп. Пуçа çухатса наркотикпа çыхланма хистекен нимĕнле хуйхă та пулман вĕт-ха манăн. Тен, тĕрĕслесе пăхас килнĕ. Эпĕ вăйлă, хама алăра тытма пултарнине кăтартас терĕм пуль. Пĕрре тутаннăшăнах темĕн пулас çук пек туйăнчĕ. Çĕнĕ çулччĕ. Пысăк ĕçкĕ те марччĕ вăл. Пĕр мăшăр патĕнче хăналантăм. Вĕсем наркотикпа тахçанах туслашнă иккен, анчах çакна ыттисенчен питĕ лайăх пытарнă. Тӳрех калатăп: пĕрре тутаннăшăнах темĕн пулмĕ тесе шухăшлакан çамрăксем питĕ йăнăшаççĕ. Çав самантрах витĕм кӳрет, ăсран кăларать, хăнăхтарать ку наркăмăш. Наркотик нерв тытăмне пăсать, çынна самантрах аркатать. Халĕ эсĕ пĕр тĕрлĕ, наркотикпа туслашсан пачах урăх çын пулса тăратăн. Икĕ çул çеç пулĕ: е тĕрмене, е çăва çине. Тĕрмене лекни те — Турă паракан çăлăнăç пекех. Çак колоние лекмен пулсан паян эпĕ интервью та параймăттăм, çĕр çинче пачах пулмăттăм. Наркотика пула çемьене аркатрăм, аннепе ывăлăма чутах çухатмарăм. Ĕçсĕр юлтăм. Хама хам палласа илеймерĕм. Манăн пĕтĕмпех пурччĕ, пурнăçра веçех лайăхчĕ, анчах çак хăрушă авăр туртса кĕчĕ. Мана пилĕк çуллăха ирĕкрен хăтарчĕç. Пысăк пайĕ хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Тата 1 çул та 11 уйăх лармалла. Кашни кунах эпĕ çакăнта лекнĕшĕн тав тăватăп, пире пăхса тăракансене пурне те Турă сывлăх патăрччĕ. Тепре калатăп: ирĕкре эпĕ чĕрĕ юлайман пулăттăм. Ĕç терапийĕ питĕ пулăшать. Тата, паллах, хăвна улăштарма шалта пысăк туртăм пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Шухăшсене йĕркене кĕртме кунта вăхăт чылаях. Эпĕ çĕвĕ фабрикинче ĕçлетĕп. Колонире виçĕ специальноç алла илтĕм: пекарь, çĕвĕç, çĕвĕ хатĕрĕн операторĕ. Халĕ Раççей гвардийĕ валли шăлаварсем çĕлетпĕр. Ĕçлесе илнĕ укçапа ывăлăма алимент тӳлетĕп. Аннене те пулăшса тăратăп. Унсăр пуçне кунта эпир ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли те укçа пухса пулăшу яратпăр. Тата кăштах та пулин ача çурчĕсене ярса пама тăрăшатăп. Кунсене пĕр тĕллевсĕр ирттерес килмест», — терĕ Катя.

Ирĕке таса кăмăлпа тухасшăн

Галина /ятне улăштарнă/ юсав колонийĕнче пĕрремĕш хут мар. Тĕрлĕ регионти тĕрмере пулса курнăскер айăпланнисене ăçта мĕнлерех пăхнине танлаштарма та пултарать. Çирĕп ыйтакан çемьере ӳснĕ вăл, кукăр çулпа каясси асра та пулмалла мар пек. Галина икĕ аслă пĕлӳ илнĕ: инженер-технолог тата психолог. Çапах та хăш самантра тата мĕнле майпа çын йăнăш çул çине тăрать-ши? Çулланнă хĕрарăм çакна халĕ те ăнланса пĕтеймест. Колонире наркотикран тата алкоголизмран хăтăлма пулăшаççĕ çеç мар, ытти чире те пăхсах тăраççĕ. Галина сахăр диабечĕпе тата юн пусăмĕ ӳснипе аптăрать, çавăнпа ăна ун пек чухне кирлĕ эмелсемпе тивĕçтереççĕ. Медицина специалисчĕсем айăплисен сывлăхне тĕрĕслесех тăраççĕ. Маларах каларăмăр ĕнтĕ, Галина унччен те çак колонире юсаннă, анчах тепре таврăнмалла пулса тухнă. «Сиплев те, ирĕкрен хăтарни те пулăшать паллах. Организма сыватаççĕ. Анчах пуç мимине сиплейменшĕн эпир хамăр айăплă. Мĕншĕн тепĕр хутчен наркотикпа явăçрăн тесе ыйтсан мĕн хуравламаллине те пĕлеймĕп. Хăш çуртра сутнине аса илтĕм, кайрăм та туянтăм — çавă çеç. Пĕрре наркотик тытрăн пулсан тĕрмене ларатăнах, çирĕппĕнех калаятăп çакна. Пĕрре йăнăш çул çине тăрсан сана яланах тĕрĕслесе тăрĕç, айăпламалли тупĕç. Çавăнпа кукăр çул çине пачах лекмелле мар», — терĕ хĕрарăм. Мĕн пирки кулянни çинчен ыйтсан Галина çав самантрах: «Сая кайнă çулсемшĕн, — терĕ çичĕ çуллăха ирĕксĕр юлнăскер. — Халĕ мăнуксемпе лармаллаччĕ манăн. Вĕсемпе шăнкăравласа калаçсах тăратпăр-ха. Мĕн тери кăсăклăскерсем! Ӳсеççĕ, аталанаççĕ, эпĕ вара кунта ларатăп. Ĕçлетĕп-ха ĕнтĕ. Эпĕ те пурăнатăп, анчах ытти çын пек мар. Кунта пĕр сывлăш, зонăран тухсан — тепĕр тĕрлĕ. Çавăнпа хăвăртрах ирĕкре пулас килет. Анчах кунтан таса кăмăлпа каяс килет». Галина çамрăксене акă мĕн сĕнет: «Чи малтанах, ырă пулмалла. Хăвăра тата çынсене юратмалла. Хăвна юратмасан наркотикпа туслашатăн е эрехпе айкашса пурăнатăн. Иккĕмĕшĕ — хăвăра алăра тытма пĕлмелле. Виççĕмĕш сĕнӳ чи ансатти: ирхине вăрансанах чӳречерен пăхмалла, эсĕ чĕрĕ тата сывă пулнишĕн савăнмалла, Турра тав тумалла».

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.