Комментари хушас

20 Пуш, 2025

Чăваш хĕрарăмĕ 10 (1390) № 20.03.2025

«Манăн ăсталăх шкулĕ вăйлă пулнă»

«Пенси çулне çитнĕ, çаплах пуканелле вылятăп», — тет хăй пирки шӳтлесе Чăваш патшалăх пукане театрĕн артистки Юлия Мельник. Пĕтĕм тĕнчери пуканеçĕсен тата Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕсем çывхарнă май Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткине хаçат тĕпелне чĕнтĕмĕр.

«Шыва ывăтнă кушак çури»

— Юлия Леонидовна, эсир 38 çул сцена çинче, ахăртнех, аса илмелли чылай сирĕн…

— Театра 1986 çулхи ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче килтĕм те акан 29-мĕшĕнче 18 çул тултартăм. Эпĕ унта 17-рех вырнаçнă. Шкултан вĕренсе тухсан эпĕ Элĕк районĕнчи Ехремкасси культура çуртĕнче сакăр уйăх тăрăшрăм. Пĕррехинче яла Чăваш патшалăх пукане театрĕн артисчĕсем килчĕç. Ун чухне çуркуннеччĕ, шыв-шур тапхăрĕ — çавăнпахши çынсем пуçтарăнмарĕç. Куракансене кĕтнĕ май артистсемпе калаçрăм. «Пире çамрăк артисткăсем кирлĕ», — тесе театра йыхравларĕç. Каланă — тунă. Шупашкара çул тытрăм. Театра çитсен манăн пултарулăха тĕрĕслерĕç: сăвă, юптару каласа кăтартрăм, такмаксем шăрантарса ташлаттарчĕç, сасса та итлерĕç. Çапла пукане театрĕн артистки пулса тăтăм. Пĕр ĕмĕтленмен-шухăшламан çĕртен. Шкулта вĕреннĕ чухне концертсенчен юлмастăм-ха ĕнтĕ, музыка шкулĕнче баян класĕнче ăс пухнăччĕ. Юрлама-ташлама кăмăллаттăм. Аслă класра чухне ялти клубри мероприятисене те хутшăнтăм.

— Хулара епле вырнаçрăр?

— Тăвансем патĕнче чарăнтăм. Нумаях та пурăнман унта эпĕ, тӳрех гастрольпе Раççейĕн «ылтăн ункинче» вырнаçнă хуласене тухса кайрăмăр. Ковров, Муров, Владимир… Раиса Сарпин «Звездная мечта» спектаклĕпе çула тухрăмăр. Пуканисем питĕ йывăрччĕ, хамран çӳллĕ. Урисене, пуçне тытмалла… Эпĕ хăнăхман-çке-ха унашкал костюмсемпе ĕçлеме. Куççуль юхтарни сахал мар пулнă. Гастрольте пиншер ача пухăнатчĕ. Çавăн чухлĕ шăпăрланăн тимлĕхне тытса тăмалла-çке-ха, сасса епле кăлармаллине вара эпĕ пĕлмен. Ун чухне хальхи пек микрофонсем пулман. Пуканен поролонран хатĕрленĕ пуçне тăхăнсан пушшех те сасса куракансем патне çитерме йывăр. Аслисем асăрхаттарса каланине чĕре çывăхне илеттĕм, йĕреттĕм. Театр ĕçне эпĕ шыва ишме вĕрентме пăрахнă кушак çури пек кĕрсе кайнă-ха та, йĕрки-куркине пĕчĕккĕн вĕренсе пынă. Ишсе тухсан тухатăн, тухаймастăн тăк хăвăн айăп… Пурнăç шкулĕ вăйлă пулнă манăн. Юрать, эпĕ кирлĕ самантсене сăнаса ăса хывма тăн-пуç çитернĕ, опытлă артистсен сĕнĕвĕсене губка евĕр çăтнă.

— Пĕрремĕш роле астăватăр-и?

— Раиса Сарпин «Звездная мечта» спектаклĕнчи Илемпи ятлă хĕрачана вылярăм. Ăнах гастрольсенче калăпларăм. Вăхăт иртсен ăсталăха аталантармашкăн 5 çул Ярославльти патшалăх театр институтĕнче куçăн мар майпа вĕрентĕм. Унччен çулла икшер-виçшер уйăхлăха гастрольпе тухса кайнă. Пушкăрт, Тутар республикисенче тăтăшах пулнă. Унта чăваш йышлăн пурăнать. Кăнтăрла — ачасем валли, каçхине çитĕннисем валли спектакль лартаттăмăр. Клуба халăх лăк тулли пухăнатчĕ, алăк çине хăпарса пăхакансем те пурччĕ. Пире питĕ лайăх, хапăл туса кĕтсе илетчĕç унта. Аса илмелли нумай.

— Пăтăрмахсем, путишле самантсем пулнă-и?

— Пулмасăр! Пуканесене манса хăварни те пулнă. Пĕррехинче Çĕнĕ çулхи постановкăна халăх умне кăлармаллаччĕ, музыка янăраса кайрĕ — сцена çине тухмалла. Анчах тĕп герой, Чĕрĕп, çук! Ăна манса хăварнă иккен. Спектакль вара «Чĕрĕп тата чăрăш» ятлă! Мĕн тумалла? Импровизаци тума тиврĕ. Сцена çине тилĕ пуканипе тухрăм та пĕчĕк куракансене: «Пирĕн чĕрĕп яла кайнăха», — терĕм. Çапла майпа пĕтĕм спектакле вăл пынă май сценарине улăштарса выляса пĕтертĕмĕр. Тепрехинче пĕр ялта Юр королеви пирки постановка лартмаллаччĕ. Кĕвĕ çыртарнă бобинăсене манса хăварнă иккен. «Кирек мĕнле кĕвĕ хускатса паратпăр, эсир выльăр кăна», — ӳкĕтлерĕç пире. Спектакльте ташламалли сценисем те пурччĕ. Çавăнпа кĕвĕсĕр ниепле те май çукчĕ. Урăх кĕвĕсемпе ташланă май питĕ кулăшлаччĕ пире, ахăлтатса ярасран аран чăтрăмăр. Çавах куракансен кăмăлне тивĕçтертĕмĕр.

— Юратнă пукане пур-и?

— Хальтерех вылякан спектальсенчи сăнарсенчен Чĕрĕп тата Тилĕ кăмăла каяççĕ. Эпир пуканепе кăна ĕçлеместпĕр, маска тăхăнса та тухатпăр сцена çине.

Костюмсене çырмара çунă

— Театра ăнсăртран килсе унтах тĕпленнĕшĕн ӳкĕнместĕр-и? Хăвăра çак ĕçре тупнă тесе калаятăр-и?

— Çирĕплетсех калаятăп. Хăй вăхăтĕнче сцена пуплевне вĕренме Питĕре кайма сĕннĕччĕ, анчах эпĕ каймарăм. Çавăншăн кулянатăп. Эпĕ унта тепĕр професси илме пултарнă. Театра пăрахса каяймарăм çав. Çавăнпа çамрăксене яланах май пур чухне вĕренме сĕнетĕп.

— Çывăх çыннăрсем сире ĕç вырăнне улăштарма сĕнмен-и?

— Çук, ун пекки пулман. Пушкăрта е Тутара гастроле кайсан кинемейсем пирĕнпе сăмах хушатчĕç: «Ах, выляса çӳретĕр-ха. Хăвăр вара чăннипе ăçта ĕçлетĕр?» — çапла ыйтатчĕç. Вĕсем пуканелле выляни професси пулма пултараймасть тесе шухăшланă ĕнтĕ. Эпир Шупашкартан килнине пĕлсен, хулара пурăнакан тăванĕсене салам калама хушатчĕç. Гастрольпе ялсене кайсан çынсем патне хваттере кĕреттĕмĕр, яланах пĕрисем патĕнче чарăннă. Тăвансем пекех кĕтсе илетчĕç. Пĕррехинче пĕр яла çитрĕмĕр те — клубĕ хупă, никам та çук. Ял халăхĕ уйра, пире никам та кĕтсе илмерĕ. Хырăм та выçнă, çăвар та типнĕ ĕнтĕ пирĕн. Çывăхрах юпа ларатчĕ. Ваня Кузьмин ĕçтеш юпа çине хăпарса кăшкăрма сĕнчĕ. Эпир кăштах мекеçленсе хăпартăмăр та: «Ай-уй, çынсем пур-и? Выçса вилетпĕр! Хурах!» — тесе кăшкăртăмăр. Çапла шӳтлесе, кула-кула йывăрлăхсене ирттернĕ. Халăх тупăнчĕ-тупăнчех, клуб хуçи чупса çитрĕ. Ун чухне костюмсене те хамăрах çуса тасататтăмăр, çĕтĕлсен юсанă. Çырмара çăваттăмăр та курăк çине сарса хурса типĕтеттĕмĕр. Каччăсем вара пулă тытатчĕç. Командировкăна кайнă чухне «суточнăй» тӳлетчĕç пире. Выçă çӳремен. Колхоз столовăйĕсенче чаплă çитеретчĕç, эпир чарăннă хваттер хуçисем тата епле тутлă апатсемпе сăйлатчĕç! Гастрольте лавккасенче дефицит таварсене тупса илме май пурччĕ.

— Мăшăрăр та театр çынни-и?

— Çук, вăл урăх тытăмра ĕçлет. Хĕрĕмĕр те сцена еннелле туртăнмарĕ. Катюша пĕчĕк чухне эпĕ гастроле кайнă вăхăтра йăлтах ашшĕ пăхнă ăна, садике илсе кайнă, тирпейленĕ.

— Халĕ хăвăр çамрăк артистсене вĕрентсе пыратăр пулĕ?

— Сĕнĕве, асăрхаттарусене кашни тĕрлĕрен йышăнать. Çавăнпа калас, пулăшас килсен те çакна тумастăп. Çыннăн кăмăлне кура канаш паратăп. Ыйтман сĕнĕве пама тăрăшмастăп. Çамрăк артистсем хăйсемех, пире, опытлăраххисене, сăнаççĕ, асăрхаççĕ. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   


«Эпĕ хĕвел тухăç королеви пултăм, упăшка — султан»

Яваплă специалист, икĕ ача амăшĕ, пĕр кашăк пылпа çăтса ямалла ăста алăллă чиперкке… Татьяна Абрамова пирки тата чылай калама пулать. Хĕвел тухăç ташшисене те ташлать вăл! Нумаях пулмасть вара пултаруллă хĕрарăм юрă-кĕвĕ тĕнчине сукмак хывнă, темиçе юрă çыртарса хатĕрленĕ. Кунсăр пуçне Татьяна модель пек те аталанать. Вăл пултарулăха тупса палăртмашкăн нихăçан та кая юлман тесе шухăшлать — çакăн тавра тĕвĕленчĕ те пирĕн интервью.

Кĕске вăхăтрах

— Татьяна Геннадьевна, чи малтанах сирĕн титул пирки ыйтса пĕлес килет — нумаях пулмасть эсир Чăваш Енри Раççей вице топ-моделĕн ятне тата коронăна тивĕçнĕ. Хастарлăхăрăн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?

— Чăнах та, юлашки çулсенче пурнăçра çутă та асра юлмалли пулăм чылай пулать. Унта та, кунта та ĕлкĕрмешкĕн веçех йĕркелемелле, планламалла. Асăннă илем конкурсне хутшăнни ăнсăртлăх тесен те йăнăшмăп. Ун чухне ĕçрен отпуск илнĕччĕ, çавăнпа çеç тупăшура хама тĕрĕслесе пăхрăм. Илем конкурсне хутшăнма сĕнсен: «Мĕншĕн хутшăнас мар?» — тесе шухăшларăм. Хам пирки тĕнчене пĕлтермешкĕн вăхăт çитнĕ эппин. Финала хатĕрленнĕ вăхăтра иккĕленӳ çуралчĕ, тĕрлĕ ырă мар шухăш пуçа килчĕ. Шикленме те пуçларăм. Анчах çемье, аттеанне тата тус-юлташ, ĕçтешсем юнашар пулса хавхалантарнăран малалла утрăм. Конкурс тăршшĕпе вĕсен ăшшине, шанăçне туйса тăтăм. Çакă вăй кĕртрĕ. Хатĕрленӳ пынă тапхăрта миçе çĕр куç хупмарăм-ши? Çывăрса тăранаймастăм. Мĕншĕн тесен çав вăхăтра шăпах модельсен шкулĕнче Вера Павликова патĕнче вĕренеттĕм, Глазов хулинче мода кăтартăвĕ иртрĕ. Кунсăр пуçне тусăма ташă хатĕрлеме пулăшрăм — вăл «Сасă планети» конкурса хутшăнатчĕ. Çемьене те тимлĕх кирлĕ-çке-ха. Веçех ĕлкĕрме вĕренсе пытăм. Паллах, ывăнтарчĕ ку. Анчах финалта хама тивĕçлипе кăтартрăм, алла илтĕм. Эпĕ «Королева востока» юрра çыртарнăччĕ, çавна май куракансен умне юрăç пек тухас килчĕ. Ун чухне сцена çинче пуçласа юрларăм.

— Апла сирĕн дебют тинтерех çеç пулнă.

— Çапла. «Раççей топ-моделĕ: Чăваш Ен — 2024» конкурса хутшăнни пулăшрĕ. Вăл пĕлтĕрхи чӳк уйăхĕнче иртрĕ. Унта хама интереслĕ сăнар пек, хĕвел тухăç королеви пек, кăтартрăм. Ку жюрисене те килĕшрĕ курăнать.

— Коронăпа титул çĕнсе илни малалла аталанма хавхалантарчĕ-тĕр?

— Конкурс хыççăн манăн канас çеç килетчĕ /йăл кулать/. Анчах манăн тĕрлĕ мероприятие хутшăнмаллаччĕ, çын хушшине тухса палăрмаллаччĕ. Ку тапхăр отпускпа пĕр килни питĕ аван пулчĕ.

— Конкурса мĕн вăхăт хатĕрлентĕр?

— Пĕр уйăхран та сахалтарах. Йăлтах хăвăрт пулса иртрĕ, хатĕрленмешкĕн вăхăт сахалччĕ. Маншăн кăна мар, упăшкашăн та. Вăл та конкурса хутшăнчĕ. Унăн хăйне артист пек кăтартма тиврĕ. Эпĕ хĕвел тухăç королеви пултăм, вăл вара манăн султан. Мăшăр валли сăнара хамах шухăшласа кăлартăм, пуçне тăхăнмалли тюрбанне конкурс умĕнхи каç çĕлерĕм. Упăшка каланă тăрăх, вăл маншăнах халăх умне тухнă. Çав кун эпир çемйипех сцена çинчеччĕ. Манăн туссем Надеждăпа Анна тата Валентина ачисемпе, тата хĕрĕмпе ывăлăм ташларĕç. Кашни хăйĕн ĕçне турĕ.

— Чылай хĕрача пек эсир те пĕчĕк чухне хăвăра принцесса пек курнă ахăртнех?

— Корона пирки ĕмĕтленмен, «мода кăтартма» вара юрататтăм. Анне курман чухне унăн илемлĕ кĕписене тăхăнса тĕкĕр умĕнче каллĕ-маллĕ утаттăм. Кунсăр пуçне ӳсерехпе унăн кĕпе-йĕмне касса хама юрăхлă тăвас тесе аппаланаттăм. «Эсĕ каллех манăн кĕпене касрăн-им?» — тĕлĕнетчĕ анне. «Пултарулăх» тапса тăратчĕ çав манра. Пĕррехинче аннен вăрăм аттин кунчине кĕскетнĕччĕ, унран моднăй ботильон тăвасшăнччĕ. Анчах атă, паллах, юрăхсăра тухрĕ...

— Ташăпа хăçан кăсăкланма пуçларăр?

— Хĕвел тухăç ташшисене эпĕ ултă çул ташлатăп. Ташă пулăшнипе хӳхĕмлĕхе, хĕрарăмлăха, ачашлăха аталантаратăп. Тумтире капăрлатма та кăмăллатăп. Çавна май корона, колье таврашĕ ăсталама пуçларăм, халĕ вара масмак, чăваш эрешĕсем хатĕрлес енĕпе ĕçлетĕп. Малтан хам валли çеç тăваттăм вĕсене. Çынсене манăн ĕçсем килĕшрĕç те тус-пĕлĕш валли те илем ăсталатăп. Ĕçленĕ май вăхăт иртни сисĕнмест, унта пуçĕпех путатăп та. Капăрлăхсемпе аппаланни питĕ хавхалантарать. Хатĕр кашни эреш — манăн чун.

Чечек ӳстерме юратнăран

— Мĕнле професси пирки ĕмĕтленеттĕр эсир?

— Ача чухне ташлама кăмăллаттăм. Тăван ялти Вăрмар тăрăхĕнчи Энĕшпуçĕнче иртекен урамри концертсене, конкурссене хаваспах хутшăнаттăм. Шкулта хастар пулнă эпĕ. Вăрмарти ача-пăча музыка шкулĕнче пĕлӳ илтĕм. 11-мĕш класс хыççăн малашне те музыка енĕпе аталанас килетчĕ, анчах аттепе анне хирĕçлерĕç. Çапах ача чухне пухнă ăс халĕ кирлĕ пулчĕ.

— Эппин, ача чухнехи ĕмĕтĕрсене пурнăçланă эсир! Студентлăх вара мĕнпе асра юлчĕ?

— 2001 çулта, аттепе анне сĕннипе, Канашри финанспа экономика колледжне вĕренме кĕтĕм. Ку шăпана ыра витĕм кӳнине те палăртмалла. Эпĕ хĕр тусăмпа каçхине ташă каçне çӳремен, çанă тавăрса вĕреннĕ. Çавна май вĕренӳ çăмăллăн килетчĕ. Тĕрлĕ мероприятие хутшăнмасăр та юлман. 2003 çулта финансист дипломне алла илтĕм. Икĕ эрнерен Шупашкара ĕç шырама кайрăм. Сутуçа вырнаçрăм. Хам ĕçлесе илнĕ шалăва тытса курас килетчĕ. Темиçе уйăхран практика тухнă организацие собеседование йыхравларĕç. Çапла Федерацин налук службин Чăваш Республикин управленине вырнаçрăм, унта тăрăшма пуçланăранпа 20 çул çитрĕ ĕнтĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах Мускаври гуманитарипе экономика институтĕнче аслă пĕлӳ илтĕм.

— Çемье хăçан çавăртăр?

— Качча кайма васкамарăм. Мăшăрăмпа иксĕмĕр те дипломсем илсен çеç туй кĕрлеттертĕмĕр. Уяв ялта иртрĕ, 200 çынна яхăн пуçтарăннăччĕ унта! 2007 çулта çемье чăмăртанчĕ, çулталăкран хĕрĕмĕр Анастасия çуралчĕ. 2010 çулта вара ывăл Максим çут тĕнчене килчĕ. Пурнăçăм ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмастчĕ. Декрет отпускĕнчен ĕçе тухрăм. Çемье, кил, кулленхи ĕçсем… Пĕррехинче тусăм хĕвелтухăç ташшисене ташлама сĕнчĕ, эпĕ кăсăклансах кайрăм, ачалăхри ĕмĕт пурнăçланчĕ. Халĕ хĕрĕмпе ывăл пĕчĕк мар ĕнтĕ. Çавна май пушă вăхăт ытларах манăн, пултарулăх енĕпе аталанмашкăн та майсем пур. Пĕлтĕр модельсен шкулне çӳреме пуçларăм, юрă çыртартăм, артистсем юрланă чухне подтанцовкăна хутшăнтăм, конкурссенче палăртăм. Иртнĕ çулталăк чылай пулăмпа асра юлчĕ. «Раççей супермоделĕ» онлайн-конкурса, «Чăваш Енри чи илемлĕ, ăнăçлă ĕçлекен 100 хĕрарăм», «Çулталăк старчĕ» конкурссене хутшăнтăм, сцена çине те тухрăм. Маншăн йăлтах кăсăклă, эпĕ тĕрлĕ енлĕн аталанма тăрăшатăп, çĕннине ăса хывма кăмăллатăп.

— Ачăрсем çитĕнĕвĕрсене еплерех йышăнаççĕ?

— Яланах хавхалантараççĕ. Хăйсем те палăрма пуçларĕç. Хĕрача хăй вĕренекен колледжри конкурса хутшăнчĕ нумаях пулмасть, ташларĕ. Кăмăл-туйăмне манпа пайлани питĕ савăнтарчĕ. Унччен ачасене усăллă занятисем тупса пама тăрăшаттăм. Сăмахран, Настьăна ташă шкулне янăччĕ, анчах вăл бокс суйларĕ. Вăл косметолог пулас ĕмĕтлĕ, Шупашкарти медицина колледжĕнче пĕлӳ илет. Ывăл вара компьютерпа кăсăкланать, ăна салатса пуçтарма пултарать. Вăл программист профессийĕ пирки шухăшлать.

— Аçăрпа аннĕр сĕннипе эсир финансист профессине алла илнĕ. Халĕ çывăх çыннăрсем сирĕн пултарулăхри утăмсем пирки мĕн шухăшлаççĕ?

— Вĕсем манпа мăнаçланаççĕ, çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ. Мана яланах пулăшса пыраççĕ аттепе анне. Халĕ иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Атте Геннадий Васильевич нумаях пулмасть 65 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вăл электрикра тата телефон çыхăнăвĕн тытăмĕнче ĕçлерĕ. Телефон, телевизор, радио юсатчĕ. Анне Зинаида Николаевна 60 çулта, чылай çул вăл кирпĕч заводĕнче вăй хучĕ. Аттепе анне патне яла час-часах кайса çӳреме тăрăшатпăр. Эпĕ питĕ чечек ӳстерме юрататăп. Çавăнпах ĕнтĕ манăн пĕрремĕш юрă та «Чечексем» ятлă. <...>

Татьяна УСТИНОВА калаçнă.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.