Хресчен сасси 10 (3050) № 19.03.2025
Салтаксем валли типĕ душ хатĕрлеççĕ
Шупашкар округĕнчи чылай ялта ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшаççĕ. Пархатарлă ĕçе Çĕньялсем те пысăк тӳпе хываççĕ. Вĕсене пĕр шухăш пĕрлештерет: хирĕç тăру хăвăртрах вĕçленсе ентешсем киле ырă-сывă таврăнасса кĕтеççĕ.
2023 çулхи октябрьте ялти пултарулăх çурчĕн ертӳçи Ирина Андреева тата ял хастарĕсем пуçарнипе Çĕньялсем вырăнти культура çуртĕнче маскировка тетелĕ çыхма пуçланă.
— Чăрăшкассинче, Кăшавăшра, Тутаркассинче ĕçе пуçăнчĕç те, пирĕн те вĕсенчен юлас килмерĕ. Тетел çыхмалли кăшкарне вырăнти «Вăрман сервисĕ» предприяти ĕçченĕсем туса пачĕç. «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» фонд сеткăпа тивĕçтерчĕ, Чăрăшкассинчи клуб заведующийĕ Галина Королькова çыхмалли мелсене кăтартрĕ, — пĕлтерчĕç пуçаруллă хĕрарăмсем. Малтанхи тапхăрта спонсорсем пулăшнă тăк халĕ укçи-тенкине пĕтĕмпех ял халăхĕ пуçтарать. Ыр кăмăллăх ĕçне 20 çын ытла хутшăнать. Çĕньялсемсĕр пуçне Шанартан, Мошкассинчен килеççĕ. Ялти садикре нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Людмила Андреева малтанхисенчен пĕри пулнă. Шăпах вăл ял çыннисене çак ĕçе явăçтарма тытăннă. Ку таранччен Çĕньялсем 40 ытла тетел хатĕрленĕ. Вĕсене Хĕрарăмсен союзĕн Шупашкар округĕнчи уйрăмне кайса параççĕ.
«Çулла та çӳрерĕмĕр. Кунта килмесен тунсăхлă пек, уйрăмах хĕлле. Кунта эпир тĕрлĕ ыйтăва сӳтсе яватпăр. Юрлатпăр, çуралнă кунсене паллă тăватпăр. Праçниксем те ирттеретпĕр. Амăшĕн кунĕ, Пукрав, Çĕнĕ çул уявларăмăр. Çул çӳреве те тухатпăр. Улатăра, Пăрачкава, Сĕнтĕрвăррине кайса килтĕмĕр», — каласа кăтартрĕ Надежда Якимова. Вăл Шупашкарти электроаппарат заводĕнче 46 çул вăй хунă. Надежда Геннадьевнăн аппăшĕ Ирина Григорьева та ыр кăмăллăх ĕçне хастаррăн хутшăнать. Вăл тимĕр калпак çине хĕрес палли тăвать, «çăл та упра» тесе çырать. Упăшки çар çынни пулнăран вĕсем Мурманск облаçĕнче пурăннă. Ирина Геннадьевна — врач. Çар поликлиникинче нумай çул тăрăшнăскер пенсие тухсан тăван ене таврăннă. Калаçу сыпăнса пынă май хĕрарăмсем Çĕньялта пурăнма лайăх пулнине палăртрĕç. «Хуларинчен пĕрре те кая мар. Шупашкар çывăхĕнчех, транспорт çӳрет. Çамрăк çемьесем валли шкул та, садик те юнашарах. Ĕç вырăнĕсем те пур», — терĕ. Анчах Çĕньялсем шыв çитменнипе нушаланаççĕ, хăш-пĕр кун пачах шывсăр лараççĕ. Пусă чавсан та шыв тухмасть-мĕн. Ял варринче çăл та çук. Атăла хăпартнăранпа хăш-пĕр килте çулла тĕп сакайĕнче шыв тăрать. Волонтерсем салтаксем валли типĕ душ та хатĕрлеççĕ. «Типĕ душ фронтра питĕ кирлĕ япала. Унпа усă курма меллĕ», — терĕ Александра Иванова. Вĕсем упăшкипе пĕрле Мошкассинчен çӳреççĕ. Ульян Геннадьевич Çĕнĕ Шупашкарти васкавлă медпулăшу станцийĕнче водительте 40 çул ĕçлесе пенсие тухнă, Александра Егоровна та сывлăх хуралĕнче чылай çул вăй хунă. Çичĕ теçетке çул урлă каçнă кил хуçи паянхи кун та руле алăран ямасть. Ивановсем пенсие тухсан яла пурăнма куçнă. Ĕç ветеранĕсем ялта çамрăксем пурришĕн, вĕсем çĕнĕ урам йĕркелесе çуртсем лартнăшăн савăнаççĕ. «Вăй питтискерсем хастар, ялшăн тăрăшаççĕ. Акă шыв насосĕ çĕмĕрĕлчĕ те пĕр кунрах хута ячĕç. Мошкасси икĕ хула хушшинче вырнаçнă. Çулсем аванах. Ĕçе çӳреме те меллĕ. Çамрăксем клубри мероприятисенчен те юлмаççĕ: юрлама та, ташлама та пултараççĕ, вĕсемсĕр уявсем иртмеççĕ. Клуб ертӳçи Эльвира Альмешкина культура вучахне сӳнтерме памасть», — кăмăлне ирĕке ячĕç Ивановсем. Çĕньялсемпе Мошкассисем СВО зонине тумтир, апат-çимĕç, куллен кирлĕ ытти япала ăсатнă. Госпиталь валли утиял çитти, простынь, минтер пичĕ пуçтарнă, медикаментсем парса янă. Ял хĕрарăмĕсем килте те ахаль лармаççĕ: салтаксем валли мунчала, нуски çыхаççĕ. Нумаях пулмасть шлем çине тăхăнмаллисем хатĕрлеме тытăннă. Вĕсене те тума ансатах мар: малтан кăшăлне çыхмалла, ун çине бантиксем çĕлесе хумалла. Пĕр çын тăватă сехетре 2-3 тимĕр калпак тăвать-мĕн. Ираида Иванова бантиксене килте те тунине палăртрĕ. «Салтаксене тăшман пульлинчен упраччăр, киле ырă-сывă таврăнччăр», — терĕ Шупашкарти Калинин районĕн социаллă хӳтлĕх пайĕнче ĕçленĕ Ираида Анатольевна. 69-ти Светлана Васильева та салтаксем тăван ене йĕркеллĕ çаврăнса килччĕр тесе клуба утать. Явăшран Çĕньяла качча килнĕскер кунта 50 çул пурăнать. Вăл училище хыççăн Шупашкарти электроприбор тăвакан заводра 30 çул вăй хунă, унтан суту-илӳре тăрăшнă. Хĕрарăм Чапаев заводĕнче ĕçленĕ аслашшĕ, Томский хушаматпа çӳренĕскер, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнине аса илчĕ. «Кăшт та пулин усă тăвас тетĕп, пирĕн алă ăшшине туйччăр», — терĕ Наци библиотекинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Маргарита Шихматова. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Вĕренекенĕсем тав тăваççĕ
Учитель ĕçĕ пархатарлă. Шкул ачи мĕнле çын пуласси, пурнăç çине епле пăхасси ытларах вĕрентекенрен килет. Вĕренекенсен тавра курăмне аталантарас тесен шкул программипе кăна ĕçлени çителĕксĕр. Класс тата шкул тулашĕнчи ĕçсем питĕ пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вăхăтра патриот воспитанийĕ пысăк вырăн йышăнать. Çак ĕçе чунтан парăннă учитель сахал мар Муркаш округĕнче. Вĕсенчен пĕри вăл — Шомик шкулĕнче историпе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен Александр Юнусов.
— Александр Иванович 1965 çулта Çĕньял Муркаш ялĕнчи Нина Александровнăпа Иван Михайлович Юнусовсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Муркашри вăтам шкултан вĕренсе тухсан 1989-1994 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе филологи факультетĕнче пĕлӳ илнĕ. 1994 çултанпа Шомик шкулĕнче ĕçлет. 31 çул. Миçе ачана вĕрентсе кăларман-ши çак тапхăрта. «Александр Иванович уроксенче çирĕп ыйтать, тарăн пĕлӳ парать», — теççĕ вĕренекенĕсем.
Вăл класс ертӳçин тивĕçĕсене те кашни çул пурнăçланă. Юлашки çулсенче директор заместителĕнче тăрăшать. Ĕçне кура — хисепĕ. Çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре пысăк çитĕнӳсем тунăшăн ăна Муркаш районĕн администрацийĕн, РФ тата Чăваш Ен Вĕрентӳ министерствисен Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене тивĕçнĕ. — Пирĕн коллективра яланах пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеççĕ. Кирлĕ чухне ĕçпе те, сĕнӳ-канашпа та пулăшаççĕ, — палăртать Александр Юнусов. Пурнăç уттинчен юлмасть вăл, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ валли тĕрлĕ мероприяти йĕркелет. Александр Иванович пуян чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă, пултаруллă, малашлăха пăхакан, чуна парса ĕçлекен учитель. Пĕтĕм пурнăçне вĕрентӳ ĕçне халалланă. Паянхи кун та вăл шкула савăк кăмăлпа утать. Ачасене, профессие юратни хавхаланса ĕçлеме хистет. «Хамран мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшатăп», — тет пуç усма хăнăхман педагог. Вăл шăпăрлансене тарăн пĕлӳ панисĕр пуçне, аслисене хисеплеме, çынсемпе килĕштерсе пурăнма вĕрентет. «Учитель пулмах çуралнă. Çамрăксен наставникĕ, çирĕп ыйтакан вĕрентекен, çав вăхăтрах уçă чунлă çын», — терĕç ĕçтешĕсем. Учитель профессине вăл ача чухнех «куç хывнă». Александр Ивановичăн çак ĕçре тăрăшма йăлтах пур: педагог таланчĕ, ăшă кăмăл, çивĕч ăс-тăн, тапса тăракан вăй-хал. Вăл çамрăксене Тăван çĕршывшăн юрăхлă çын пулма хатĕрлет. Унăн вĕренекенĕсенчен чылайăшĕ аслă пĕлӳ илнĕ. Вĕсен йышĕнче тухтăрсемпе çар çыннисем, журналистсемпе учительсем, строительсемпе инженерсем пур. <...>
Геннадий МОИСЕЕВ. Муркаш округĕ.
♦ ♦ ♦
Купăса тăсса ярсан...
Елчĕк округĕнчи Анатри Тимешре пурăнакан Вячеслав Захарова çутçанталăк çын чунне хĕмлентерекен пултарулăх пилленĕ. Вăл купăс каласа, юрласа халăха савăнтарать. Çавăн пекех сăвăсем çырать, юрăсем хайлать.
— Ача чухнех радиопа юрăсем, купăс сассине итлеме юрататтăм. Атте хуларан купăс илсе килсен питĕ савăнтăм. Радио итлесех купăс калама вĕрентĕм. Эп ун чухне 5-мĕш класраччĕ. Ăсталăх ӳснĕ май ялти концертсене хутшăнма пуçларăм, — аса илчĕ Вячеслав Германович. Ачалăхĕ унăн кукашшĕ Алексей Прокопьевăн, вăрçă ветеранĕн, килĕнче иртнĕ, çавăнпа ун çумне Кукаç Славикĕ ят «çыпăçнă». 8-мĕш класс хыççăн вăл Шупашкарти 4-мĕш професси училищинче вĕреннĕ. Çар ретне тăрсан та алăран хут купăс яман. Юлташĕ сĕннипе Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищине çул тытнă. Унта «клуб ĕçченĕ тата хор коллективĕн ертӳçи» специальноçа алла илнĕ. Пĕр тапхăр колхозра трактористра ĕçленĕ, ултă çултан культура тытăмне каялла таврăннă. Вячеслав Германович ялти клубра 25 çул тăрăшнă, унтан Тăрăмри культура çуртĕнче ĕçленĕ. Ял çыннисем валли вун-вун мероприяти ирттернĕ, вĕсен канăвне йĕркелес тесе чылай тăрăшнă. Концертсен шучĕ те çук. Районти Акатуйсенче, уявсенче пултарулăхĕпе паллаштарнă. Çавăн пекех Тăрăм шкулĕнче ачасене кĕвĕ-çемĕ илемне туйма вĕрентнĕ. Вĕренекенсен хорне йĕркеленĕ. «Путене» ача-пăча коллективĕ республика фестивалĕнче лауреат пулса тăнă. Музыкант Патреккелти халăх хорĕпе, Тăрăмри «Алмантай» фольклор ушкăнĕпе, Елчĕкри ветерансен «Туслăх» хорĕпе пĕрле чылай çул сцена çине тухнă, районти халăх театрĕнче тĕрлĕ роль калăпласа куракан чунне хумхантарнă. Вячеслав Захаров чăваш музыкин çӳпçине нумай юрăпа пуянлатнă. Ытти авторăн /Станислав Сатур, Владимир Рыбкин, Галина Енейкина, Борис Борлен.../ сăввисене те юрра хывнă. Юррисене пухса «Юратушăн çунтăр чĕре» магнитоальбом кăларнă. Вĕсем сцена çинче кăна мар, радио-телевизорпа та янăраççĕ. Унăн юррисене Валентина Архилина, Ирина Лампасова, Светлана Орешкина, Антонина Лукина, «Илемпи», «Икĕ тус», «Юрлакан чĕресем» ушкăнсем тата ыттисем хăйсен репертуарне кĕртнĕ. Тăрăм ял тăрăхĕн, шкулăн, «Елчĕк ен» хаçатăн гимнĕсене хайланă. Вырăнти халăх юррисене пухас енĕпе те тимленĕ. «Юрă-кĕвĕ çынна хавхалану кӳрет, кăмăл-туйăма çĕклет, чунри вăрттăн туйăмсене вăратать. Пирĕн асаттесемпе асаннесем те савăннă чухне кăна мар, йывăр вăхăтра та юрланă. Юрă пурăнма пулăшать тесе ахальтен каламаççĕ», — палăртрĕ Вячеслав Германович. Ун чунĕнче тăван тавралăха, çуралнă тăрăха, тĕрлĕ професси çыннисене, тăвансене мухтакан илемлĕ те çепĕç сăвăсем шăранса тухаççĕ. «Асамлă кĕвĕ ытамĕнче», «Кĕçĕн Пăла кĕввисем», «Çамрăклăх килет пĕрре» кĕнекисем вулакан патне çитнĕ. Вячеслав Захаров республикăри çемье ансамблĕсен, эстрада юррисен фестивалĕсенче, «Выля, хут купăс» телефестивальте, илемлĕ сăмах ăстисен конкурсĕнче палăрнă. Ăна Чăваш наци конгресĕн, Патшалăх Канашĕн, Елчĕк райадминистрацийĕн, Тăрăм ял тăрăхĕн Хисеп хучĕсемпе чысланă. 2002 çулта вăл районти чи лайăх культура ĕçченĕ пулса тăнă, çавăн пекех Чăваш музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕн ятне тивĕçнĕ. Вячеслав Захаров хаçат-журнал редакцийĕсемпе те çыхăну тытнă. Унăн пĕрремĕш заметки районти «Колхоз ялавĕ» /халĕ — «Елчĕк ен»/ хаçатра кун çути курнă. Çавăн пекех унăн хайлавĕсем «Пионер сасси», «Хыпар», «Хресчен сасси» хаçатсенче пичетленнĕ. Журналистсен союзĕн членĕ культура çурчĕн ĕçĕхĕлне, ял пурнăçне çутатса тăнă. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...