Хресчен сасси 9 (3049) № 12.03.2025
Çĕрулмирен крахмал та, чипс та тăваççĕ
Мартăн 5-6-мĕшĕсенче Шупашкарти МТВ-центрта «Çĕрулми» курав ĕçлерĕ. Унта 17 регионтан килнĕ 70 ытла предприятин продукцийĕсене тăратнăччĕ.
Выставкăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Артамонов уçрĕ. Вăл çĕрулми пĕлтерĕшлĕ çимĕç пулнине, çĕрулми производствине аталантаракан хуçалăхсене патшалăх пулăшу кӳнине палăртрĕ. Куравра çĕрулмин тĕрлĕ сорчĕпе, удобренисемпе, ял хуçалăх техникипе, ӳсен-тăрана хӳтĕлемелли хатĕрсемпе, вăрлăхсемпе, ял хуçалăхĕнче усă курмалли ытти япалапа паллаштарчĕç. Ертӳçĕсемпе ăсчахсем, специалистсемпе экспертсем «Çĕрулми: хальхи вăхăтра тата унăн малашлăхĕ» наукăпа практика конференцийĕнче, «Çĕрулми вăрлăхĕсем: çĕнĕ сортсем тата агробиотехнологисем» çавра сĕтелте çĕрулми хуçалăхне аталантармалли çĕнĕлĕхсемпе йывăрлăхсем çинчен калаçрĕç. Курава Чăваш Енре пахча çимĕç туса илекен хуçалăхсем те хутшăнчĕç. Акă Комсомольски округĕнчи «Çĕрулмине мухтав» агрофирма ку çимĕçе 20 çула яхăн ӳстерет. «Çĕрулмин 10 сортне лартса çитĕнтеретпĕр. Вĕсен йышĕнче ир пулаканнисем те пур. Тĕслĕхрен, «Метеор», «Сампо». Хĕрлĕ тĕсли те пур. Сарă ăшли — икĕ сорт. Çĕнетсе пыма тăрăшатпăр. Çĕрулми лаптăкĕ — 650 гектар. Продукцине ятарлă управăша хуратпăр. Ульяновск, Тутарстан, Чулхула тăрăхĕсене ытларах ăсататпăр. Чăваш Енри суту-илӳ сечĕсене çĕрулмипе тивĕçтеретпĕр. Хамăр регионти хуçалăхсем вăрлăх валли туянаççĕ», — пĕлтерчĕ Дмитрий Трофимов агроном. Çĕнĕ Шупашкарти предприяти ял хуçалăх техникисем кăларать. «Унччен эпир мотоблоксем тăваттăмăр. Халĕ мотоблок евĕрлĕ трактор производствине хута ятăмăр. Вăл килти хуçалăхра усă курмалли техника шутланать. Ун валли çĕр сухаламалли, çĕрулми лартмалли-кăлармалли, курăк çулмалли тата ытти хатĕр те туса кăларатпăр. Пĕлтĕр 4000 ытла мототрактор сутрăмăр», — каласа кăтартрĕ предприяти менеджерĕ Игорь Алексеев. Тверь облаçĕнчи компани çĕрулми управăшĕсем тăвас енĕпе ĕçлет. Çавăн пекех хуçалăхсем валли контейнерсем тăвать, вентиляци оборудованийĕпе тивĕçтерет. «Раççейĕпех саккассем йышăнатпăр. Брянск, Тула, Тверь, Мускав облаçĕсенчи предприятисемпе ытларах ĕçлетпĕр. Чăваш Енри хуçалăхсемпе те çыхăну тытатпăр, управăшсене вентиляци лартатпăр. Кунти фермерсен ку енĕпе хăйсен те опыт пысăк. Унсăр пуçне пирĕн вăрлăх хуçалăхĕ пур. Теплицăсенче пахча çимĕç вăррисем тăватпăр. Çĕрулми çĕрĕ те пĕчĕк мар. Пирĕн продукцирен чипс, фри хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех тирĕсрен гумус тăватпăр», — терĕ компани директорĕ Александр Кесоян. Мускаври вăрлăхсемпе ĕçлекен предприяти Шупашкарти курава кашни çулах хутшăнать. Евгений Панькин агроном каланă тăрăх, фермерсемпе хуçалăхсене ытти çĕршывра кăларнă пахча çимĕç вăрлăхĕсемпе тивĕçтереççĕ. «Израильти, Японири, Францири производительсемпе ĕçлĕ çыхăну йĕркелерĕмĕр. Купăста, кăшман, кишĕр, куккурус тата ытти çимĕç вăрлăхĕсене илсе килетпĕр. Вĕсем пахалăхĕпе, çĕнĕлĕхĕпе палăрса тăраççĕ. Нумай вăхăт упранаканнисем, теплицăра е уйра ӳстермеллисем тата ытти пур. Пирĕн продукцие çынсем те кăмăллаççĕ», — ăнлантарчĕ Мускав хăни. Мускав облаçĕнчи çĕрулмине тĕпчекен наука центрĕнче тĕрлĕ сорт кăлараççĕ. Тĕслĕхрен, диетăна пăхăнакансем валли уйрăм сорт пур, крахмал, чипс тумалли сортсем те ӳстереççĕ. Çавăн пекех ăслăлăх центрĕ çумĕнчи предприяти ачасем валли крахмалтан тĕрлĕ çимĕç хатĕрлет. «3000 ытла гектар çинче 250 тĕрлĕ çĕрулми çитĕнтеретпĕр. Пирĕн селекционерсем çĕнĕ сортсем кăларас енĕпе нумай ĕçлеççĕ, ытти регионти специалистсемпе пĕрлехи сăнавсем ирттереççĕ. Çĕнĕлĕхсем çинчен семинарсемпе наукăпа практика конференцийĕсенче каласа кăтартаççĕ», — продукцисемпе паллаштарчĕ Олег Абашкин. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Чăваш Енре кану вырăнĕсем ытларах пулĕç
Туризм отраслĕнче глэмпингсем тăвас ĕç вăй илсе пырать. Ку проекта Чăваш Ен те хутшăнать. Çĕнĕ обČектсене Красноармейски, Канаш, Улатăр, Куславкка, Шупашкар округĕсенче тунă. Атăл леш енче те глэмпинг хута янă.
Кану базинче ӳпле евĕрлĕ 21 çурт /вĕсене А-фрейм теççĕ/ çĕклесе лартнă. Унта çăвăнмалли, çывăрмалли пӳлĕмсем, апатлану кĕтесĕ, канмалли зона, веранда пур. Глэмпинг директорĕ Евгения Арзамасова каланă тăрăх, пĕр çурта 4 çын валли тунă. «Çемьепе, тус-юлташпа, коллективпа килсе канма меллĕ. Çăвăнма модульлĕ мунчасем, çĕпĕр чанĕсем пур. Унти шыва техĕмлĕ курăксенчен хатĕрлетпĕр. Кăвайт умĕнче ларса илемлĕ тавралăхпа киленме пулать. Çулла уçă тӳпе айĕнчи кинотеатр йĕркелесшĕн», — пĕлтерчĕ Евгения Сергеевна. Ачасем валли вылямалли лапам пур. Вĕсем валлиех пĕчĕк зоопарк уçасшăн. Унта пакшасем, кроликсем тата ытти чĕрчун пулĕ. Сăмах май, хальхи вăхăтра глэмпингра йытăсем пурăнаççĕ. — Канмалли кунсенче çын уйрăмах нумай. Отпускрисем ытти кун та килеççĕ. Нумаях пулмасть хăнасемпе пĕрле Çăварнире савăнтăмăр. Пысăк уявсене паллă тăвассине йăлана кĕртсе пыратпăр. Пулăçăсен фестивальне те çын йышлă пуçтарăнчĕ. Çуллахи кунсенче фестивальсемпе тĕрлĕ мероприяти ытларах пулĕç, — терĕ Евгения Арзамасова. Çĕнĕ туробћект раштав уйăхĕнче ĕçлеме пуçланă, Çĕнĕ çула хăнасемпе кĕтсе илнĕ. Хальлĕхе унта хамăр республикăрисем кăна канаççĕ, малашне кӳршĕ регионтисене йыхравласшăн. Ку таранччен 500 ытла çынна йышăннă. СВО салтакĕсен тата нумай ачаллă çемьесем валли çăмăллăхсем çирĕплетнĕ. Глэмпинг Атăл хĕрринче вырнаçнă, унта çитес тесен вăрман витĕр тухмалла — 7 км, анчах асфальт çул çук. Çул çинче пĕр сехете яхăн иртет. Çакна йĕркелӳçĕсем кăсăклă çул çӳрев пек йышăнма сĕнеççĕ. Çулла унта шыв тăрăх çитме пулать, ятарлă катер çӳрет. Туризм обћектĕнче тумалли сахал мар. Пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри вăл — çырана çирĕплетесси. Ун валли 1,5 миллион тенкĕ пăхса хунă. «Туризм тата тараватлăх» наци проекчĕ пулăшнипе тунă глэмпингпа Чăваш Енĕн вице-премьерĕ — экономика министрĕ Дмитрий Краснов та паллашрĕ. Вăл каланă тăрăх, пирĕн республикăра кану базисем нумаях мар. «Туристсем пирĕн пата килесшĕн, анчах пурне те йышăнаймастпăр. Глэмпингсем шăпах туристсен йышне пысăклатма пулăшĕç. Вĕсем валли бюджетран 300 миллион тенкĕ уйăрнă. Ку енĕпе эпир 5 проекта пурнăçа кĕртрĕмĕр. Анчах подрядчиксене пула икĕ проект ăнăçлах пулмарĕ. Глэмпингсем тăвас ĕç вăй илсе пырать, мĕншĕн тесен вĕсене кĕске вăхăтрах хута яма пулать. Хăна çурчĕсен строительстви темиçе çула тăсăлать. Глэмпингсене ял территорийĕнче те, вăрман варринче те тума юрать. Çывăх çулсенче Муркашра, Етĕрнере кану вырăнĕсем пуласса шанатпăр. Федераци министерствин туризм енĕпе тĕллевсем пысăк, пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тума палăртнă. Эпир те çак ĕçрен юлмăпăр, çĕнĕ проектсем хатĕрлетпĕр. Кану объекчĕсен фондне ӳстерсех пырăпăр. 2024 çулта 111 обћектпа пуянлатрăмăр. Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли программăпа килĕшӳллĕн наци туризм маршрутне йĕркелеме палăртнă. Унта 9 округа кĕртнĕ. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Çăкăр шăрши ял тăрăх сарăлатчĕ»
Куславкка округĕнчи Пишенкассинче пурăнакан Вениамин Михайловăн ачалăхĕ телейлĕ пулман. Выçăллă-тутăллă пурăннă, пĕчĕклех йывăр ĕçе кӳлĕннĕ… Иккĕрех çурма тăлăха юлнăскер çав тапхăра халĕ те куççульсĕр аса илеймест.
Пушкăртстана — лайăх пурнăç шыраса
— Атте Алексей Михайлович 1942 çулта вăрçа тухса кайнă. Эп ун чухне иккĕре кăна пулнă, çав самант паянхи кун та куç умĕнчех. Пирĕн киле ял-йыш пухăннă, хăшĕ-пĕри сĕтел хушшинче ларать. Эп сак тăрăх чупса çӳретĕп. Такам мана темиçе пус тыттарчĕ. Çав çынсем пуçтарăнчĕç те килтен тухса кайрĕç. Эпир, манран икĕ çул аслăрах пиччепе, арча çинче тулă пăтти çисе юлтăмăр. Кайран пĕлтĕм — аттене фронта ăсатнă иккен. Вĕсен полкĕ Алькеш ялĕнче йĕркеленнĕ. Анне ун патне тăлăп, ытти япала илсе кайса панине каланăччĕ, — иртнĕ вăхăта куç умне кăларчĕ Вениамин Алексеевич. Алексей Михайлов вăрçă хирĕнчен 2-3 çыру кăна ярса ĕлкĕрнĕ. Юлашки çырура темиçе кунран вăрçа кĕретпĕр тесе пĕлтернĕ. Вăл Калинин фронтĕнче тăшманпа çапăçса хыпарсăр çухалнă.
— Вăрçă çулĕсенче никама та çăмăл пулман. Пĕтĕмпех фронта ăсатнă. Вăрçă чарăннине те астăватăп. Анне сĕтел хушшинче куççуль юхтарса ларать, эп анне çумĕнче. «Вăрçă пĕтрĕ. Çынсем киле таврăнаççĕ. Сирĕн аçу нихăçан та килмест», — терĕ. Анне пире, виçĕ ывăлне, пĕчченех ӳстерчĕ. Вăл ĕмĕрĕпех колхозра ĕçлерĕ. Çимелли те, тăхăнмалли те питех пулман. Епле чăтнă-ши? Патшалăха 100 çăмарта, какай тата ытти памаллаччĕ. Килте выльăх-чĕрлĕх те çукчĕ. Мĕн пуррине пуçтарса каятчĕç, — куççульне шăлчĕ Вениамин Михайлов.
1939 çулта Михайловсем лайăх пурнăç шыраса Пушкăрт Республикине куçса кайнă. Вĕсен ун чухне икĕ ача пулнă, 1940 çулта виççĕмĕш ывăлĕ Вениамин çуралнă. Çемье Архангельск районĕнчи Хĕрлĕ Курт ялĕнче пӳрт лартнă. Анчах унта нумаях пурăнайман: вăрçă пуçланас умĕн вĕсем тăван ене таврăннă. Çав çулхине Михайловсемпе пĕрле ялтан тепĕр 4-5 çемье инçе çула тухнă. Алексей Михайловичăн пиччĕшĕ Павăл та çемйипе çĕнĕ çĕре куçса кайнă. Вĕсем вара унтах юлнă. Кил хуçи унтанах вăрçа тухса кайнă, фронтран хăрах урапа таврăннă. — 1986 çулхи апрельте эпир пиччепе Пушкăртстана Павел Михайлович патне кайса куртăмăр. Автобусран юлнипе вăрман витĕр 20 çухрăм утма тиврĕ. Ун чухне пирĕн тăрăхра тракторсем хире сухалама тухнăччĕ, Пушкăрт çĕрĕ çинче вара тем çӳллĕш юр выртатчĕ. Яла уй хапхи урлă каçса кĕтĕмĕр. Павăл пичче пире кĕтсе илчĕ. Кайран унта çемьепе тепре кайса килнĕччĕ, ун чухне Пушкăртстанра эрне пурăннăччĕ, — сăмах çăмхине сӳтрĕ Вениамин Алексеевич. 12-рех лаша кӳлнĕ Пур ача пекех Веня çамрăклах колхоз ĕçне кӳлĕннĕ. 10-ри арçын ача пиччĕшĕсемпе пĕрле хур кĕтĕвне çӳренĕ, икĕ çултан лаша çавăтма пуçланă. «Çулла лашасем улăхраччĕ. Ирех тăраттăмăр та лаша кӳлме утаттăмăр. Çемçе курăк тăрăх çара уранах çӳренĕ. Вырма вăхăтĕнче тырă турттараттăмăр. Ун чухне çурлапа выратчĕç. Комбайн тавраш пулман, молотилка кăначчĕ. Уйра тата çĕрулми, пăрçа, вир, ясмăк лартса ӳстеретчĕç. Колхозра лашасемсĕр пуçне ĕне-вăкăр, чăх-чĕп пурччĕ. Вăрçă çулĕсенче вăкăрсемпех ĕç тунă, хĕрарăмсем сухапуç тытнă. Ун чухне хăйсем те лаша вырăнне тăнă. Пĕр япалана та сая яман. Акă çĕрулми аврипе кăмака хутатчĕç. Хĕлле Мари Эл вăрманне хăрăк турат пуçтарма каятчĕç. Пĕр çуна хурса килнĕ. Унпа пĕр эрне пурăннă, пĕтсен каллех тухса утнă. Пиччесем те вутта сахал мар çӳренĕ. Çулла мунча хутмашкăн ĕнен типнĕ каяшĕсене пуçтарса çӳреттĕмĕр. Темиçе çемьепе пĕр мунча кĕнĕ. Милĕк тума хурăн йывăçĕ те çукчĕ. Шыва çырмари çăлран йăтнă. Тăраниччен апат та çиеймен. Çуркунне тĕлне нӳхрепре çĕрулми /ăна килти пахчара лартса ӳстернĕ/ пĕтсе çитетчĕ. Эпир уйра кĕпçе пуçтараттăмăр. Çулла пăрçа анине утнă, тырра хĕвел çаврăнăш пек шĕкĕлчесе çинĕ. Паллах, пĕтĕмпех вăрттăн тунă, тытсан лекетчĕ. Çăкăра сайра хутра алла илнĕ. Матви пичче арăмĕ килте колхоз ĕçченĕсем валли çăкăр пĕçеретчĕ, шăрши ял тăрăх сарăлатчĕ. Эпир, шăпăрлансем, уя çăкăр çиме чупаттăмăр, — 85-ри ĕç ветеранне итленĕçемĕн ӳт çӳçенсе илет. Епле тертлĕ пулнă! Сăмах май, Пишенкасси ялĕн колхозĕ «Динамо» ятлă пулнă. Председатель тилхепине тĕрлĕ çулта Иван Осипов, Аркадий Семенов, Дмитрий Михайлов тытса пынă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче хуçалăха Киров ячĕллĕ колхозпа пĕрлештернĕ. Пишенкасси ачисем Малти Чăршкассинчи пуçламăш шкулта вĕреннĕ. Унтан Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Кинчере, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Шĕнерпуçне утнă. «Çуран çӳренĕ. Уй-хир тăрăх утнă, çырма-çатра, юхан шыв урлă каçнă. Хĕлле 30-40 градус сивĕ кунсенче килте лараттăмăр. Кун пек çанталăкра урама тухма ăшă тум та пулман. Пĕр çулхине чирленипе анне шкула ямарĕ. Малтанхи çулсенче тăрăшса вĕренмен, кайран кăна пĕлӳ еннелле туртăнма пуçларăм. Пурнăçĕ çăмăл марччĕ пулин те ун чухне çынсем савăнма та пĕлнĕ. Май, октябрь уйăхĕсенчи уявсем уйрăмах хаваслă иртетчĕç. Машинăпа ял тăрăх хĕрлĕ ялав вĕлкĕштерсе çӳретчĕç. Ур-ра! тесе кăшкăраттăмăр. Кармал праçникне паллă тунă. Пирĕн пата аннен тăванĕсем лашапах килетчĕç. Юрласа, ташласа, купăс каласа савăнатчĕç. Эпир кӳршĕ яла Кушара каяттăмăр», — тинех йăл кулă палăрчĕ Веня пиччен сăн-пичĕ çинче. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...