Комментари хушас

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче малашлăх анлă тĕллевсене палăртнăччĕ. Ĕçлемелĕх пур, çавна май Министрсен Кабинечĕ ăна пурнăçлама комплекслă план хатĕрленĕ, ăна Правительствăн ĕнерхи ларăвĕнче тишкерсе çирĕплетрĕç.

Планпа экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин паллаштарчĕ. Документ анлă, унта пĕтĕмпе 76 мероприяти палăртнă. Пĕтĕмпех тĕплĕ шута илнĕ: çынсене юхăннă çуртсенчен куçарассипе ĕç укçине пысăклатассинчен пуçласа республикăн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстересси таранах. М.Игнатьев Граждан обществин аталанăвĕн фончĕ тĕпчев ирттерсе Чăваш Енре пурăнакансем социаллă пурнăç енĕпе хăйсене мĕнлерех туйни тĕлĕшпе республика рейтингне çĕкленине палăртрĕ, эппин, çак çулпа малаллах талпăнмалла. Михаил Васильевич «Российская газета» хаçатра çак кунсенче пичетленнĕ информацире Чăваш Ен ĕç укçине «вăрттăн» схемăсемпе тÿлес тĕлĕшпе япăх регионсен шутне кĕни çинчен пĕлтернине те асăнчĕ. Çавна май ĕç тăвакан влаçăн малашне çак самантсене те шута илмелле.

Ларура «Раççей общество пуçарăвĕ» Интернет-ресурспа усă курса граждансем тăвакан пуçарусене регион шайĕнче тишкерекен ĕç ушкăнĕ çинчен калакан положение çирĕплетрĕç. Сăмах РФ Президенчĕн кăçалхи пуш уйăхĕнче общество пуçарăвĕсене пăхса тухасси çинчен кăларнă указĕпе пурнăçлакан ĕç пирки. Асăннă Интернет-ресурспа яракан пĕр-пĕр пуçарушăн сасăлакансен йышĕ 5% чикки урлă каçсан влаçсем ăна пăхса тухма тивĕç. Порталта Чăваш Енĕн хăйĕн страници пур - кашниех усă курма пултарать. Халĕ çав страницăра çул-йĕр правилисене пăснине видеоçыру мелĕпе çырса илнине айăплисене явап тыттармалли сăлтав вырăнне хурассине, ытти пуçарăва сÿтсе яваççĕ.

Чукун çул транспорчĕпе çÿренĕшĕн çăмăллăх парас ыйтăва татса пачĕç. Сăмах шкул ачисем, студентсем пирки - кăрлачăн 1-мĕшĕнченех вĕсем билет хакĕн 50% танлашакан çăмăллăхпа усă курĕç. Патăрьел тата Çĕрпÿ районĕсенчи ял хуçалăх çĕрĕн лаптăкĕсене урăх тĕллевсем валли куçарассине ырларĕç. Юхма тăрăхĕнче 416 м2 лаптăк электричество подстанцийĕ валли кирлĕ, Çĕрпÿ районĕнче пĕтĕмпе 3,3 га танлашакан лаптăксем - М-7 автоçул валли.

Çавăн пекех Министрсен Кабинечĕн маларах кăларнă хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç. Ку Правительствăн кăçалхи юлашки ларăвĕ пулчĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.