Хыпар 13 (28330) № 21.02.2025
Красноармейски округĕн малашлăхĕ çутă
Черетлĕ Правительство кунĕ Красноармейски округĕнче иртрĕ. Республика пуçлăхĕ Олег Николаев тата Министрсен Кабинечĕн членĕсем округăн 2020-2024 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене тишкерчĕç, умри пилĕк çуллăх тĕллевĕсене палăртрĕç.
Аталану çулĕпе утаççĕ
Олег Николаев çирĕплетнĕ тăрăх, Красноармейски округĕ аталану çулĕпе çирĕппĕн утать. «Красноармейскисем маттур. Вĕсем Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципалитет практики» конкурсра çĕнтерсе 40 миллион тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Ку укçапа çулсене юсĕç, контельнăй проекчĕн экспертизишĕн тӳлеме усă курĕç, Çĕнтерӳ паркне хăтлăлатĕç», — терĕ республика Пуçлăхĕ. Трак енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕпе округ пуçлăхĕ Павел Семенов паллаштарчĕ. Юлашки пилĕк çулта чылай ĕç пурнăçланă. Культура сфери пирки калас тăк — икĕ клуба модернизациленĕ, çичĕ кану çуртне тата виçĕ библиотекăна юсанă, виçĕ клубăн тата вунă библиотекăн пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетнĕ. Çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлӳпе тивĕçлĕ воспитани илме условисем туса парас тĕллевпе тăватă шкула, икĕ садике, спорт шкулне тĕпрен юсанă, пилĕк вĕрентӳ учрежденийĕн территорине хăтлăлатнă. Виçĕ вĕрентӳ организацийĕ валли оборудовани туяннă, икĕ шкула çĕнĕ автобуспа тивĕçтернĕ. Медицина пулăшăвĕпе вăхăтра тата пахалăхлă тивĕçтерме те округра условисем йĕркеленĕ: виçĕ амбулаторие юсанă, икĕ фельдшер-акушер пунктне çĕнĕрен туса лартнă, тăватă автомашина туяннă, районăн тĕп больницин территорине хăтлăлатнă, модульлĕ котельнăй хута янă. Спорт тусĕсем валли ГТО лапамĕ, стадион пур. Çурт-йĕр строительствин кăтартăвĕсем те ӳсĕмлĕ. Çак çулсенче 29 пин ытла тăваткал метр çурт хута янă, тăватă çурт картишне, виçĕ ача-пăча лапамне, скверсемпе парксене хăтлăлатнă. Патшалăх пулăшăвĕпе 90 çемье пурăнмалли условисене лайăхлатнă. Çулсене юсасси юлашки тапхăрта малтанхи çулсемпе танлаштарсан пилĕк хут ӳснĕ. Тăван тавралăх аталанăвне округ çыннисем те хастар хутшăнаççĕ. Пуçаруллă бюджет программипе Трак енре 297,8 миллион тенкĕлĕх 203 проект пурнăçа кĕртнĕ. Малашнехи тĕллевсем те пĕчĕк мар. Павел Юрьевич пĕлтернĕ тăрăх, регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программипе килĕшӳллĕн 2035 çулччен икĕ драйвер-проекта ĕçе кĕртмелле. Пĕрремĕшĕ — туризм кластерне йĕркелесси. Иккĕмĕшĕ ПВХ гранулăсен производствине аталантарасси. Кунсăр пуçне 3720,5 миллион тенкĕлĕх 35 инвестици проектне тата 5 миллиард ытла тенкĕлĕх 119 инфратытăм проектне пурнăçлама палăртнă. «Пирĕн тĕллев: çынсен Красноармейски округĕнче ĕçлес тата пурăнас килтĕр. Умра пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллев питĕ нумай. Вĕсем пурте тăван тăрăха хăтлăрах тата илĕртӳллĕрех тăвас тенипе çыхăннă. Пĕрлехи вăйпа палăртнă тĕллевсене пурнăçласса шансах тăратăп», — терĕ Павел Семенов. Олег Николаев Чăваш Ен Правительстви малашне те округ аталанăвне хăват паракан пуçарусене тĕрев парассине пĕлтерчĕ. «Муниципалитетăн малашлăхĕ çутă. Унăн çав шутрах инвестицисене явăçтарма та майсем пур, — терĕ Олег Алексеевич. — Красноармейски округĕ яланах ыттисенчен уйрăлса тăнă, мĕншĕн тесен кунта «Газпром» тытăмĕнчи предприяти пулнăран тĕрлĕ социаллă об±екта хута янă. Анчах муниципалитет хăй вăхăтĕнче çак майсемпе туллин усă кураймарĕ. Кунта усламçăсем те, фермерсем те, инвестици хывакан предприятисем те сахалрах. Çак енĕпе малашне ытларах вăй хумалла. Округ вăтам ĕç укçи кăтартăвĕсемпе республикăра иккĕмĕш вырăнта тăрать. Çав вăхăтрах ял хуçалăхĕнче шалу вăтам кăтартуран пĕчĕкрех. Ку енĕпе те ĕçлемелле».
Патшалăх пулăшăвĕпе — çĕнĕ объектсем
Олег Николаев Красноармейски округĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă май «Красное Сормово» хуçалăхра çĕнĕ ферма уçма хутшăнчĕ. Сăмах май, «Красное Сормово» Трак енре чи нумай сĕт туса илекен хуçалăх шутланать. Пĕлтĕр 4681 тонна сĕт суса илнĕ. Çулталăкри ӳсĕм — 139 процент. Çĕнĕ фермăра 600 пуç ĕне вырнаçать, вĕсене автомат сăвать. Строительство вĕçленмен-ха. 2026 çул тĕлне тепĕр вите хута ямалла. Пурĕ выльăх шучĕ 1800 пуçа çитмелле. «Тĕпрен илсен эпир республикăра сĕт сăвас енĕпе хальччен пулман кăтартусем патне çитрĕмĕр. Çакă отрасль аталанăвĕшĕн кăна мар, халăха паха продукципе тивĕçтерес тĕлĕшпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ, — терĕ Олег Алексеевич. — «Красное Сормово» хуçалăхри пек проектсем — ял хуçалăхĕн аталанăвĕнчи хăйне евĕрлĕ çĕнĕлĕхсем. Сăмах май, агрокомпани пĕлтĕр 35 миллион тенкĕлĕх субсиди илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем валли палăртнă патшалăх пулăшăвĕ çултан-çул ӳссех пырĕ». Патшалăх пулăшăвĕпе хута яракан тепĕр объект — «Хăна çурчĕ» канупа туризм бази. Ăна «Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн туса лартнă. Хăнасене 20 çурт йышăнма хатĕр. Пĕр номерлĕ пӳртсем те, çемьепе канмаллисем те пур. Çитес вăхăтра ресторан тата мунча комплексĕн, купель, тĕрлĕ мероприяти ирттермелли лапамсен строительствине пуçлама палăртнă. Пляж та пулĕ. Хĕлле кунта йĕлтĕрпе ярăнса, çулла шыва кĕрсе, пулă тытса вăхăта усăллă ирттерме май килĕ. «Кану бази илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Кунта килес текенсем йышлă пуласси иккĕлентермест, — терĕ Олег Николаев объектсемпе паллашнă май.
— Муниципалитетсенче патшалăх пулăшăвĕпе çакăн евĕр проектсем пурнăçланни чăннипех те савăнтарать. Ку инфратытăма аталантарма кăна мар, ял çыннисем валли ĕç вырăнĕсем йĕркелеме те май парать».
Ĕçпе хисепе тивĕçнĕ Республика Пуçлăхĕ Хусакасси ялĕнче пурăнакан Тамара Рябининăпа тата Юлия Гурьевăпа тĕл пулчĕ. «Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе сире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă медальпе чыслатăп», — терĕ вăл ĕç ветеранĕсене. Юлия Гурьева 13 çултах яваплă ĕçе кӳлĕннĕ. Ялти вăй питти арçынсем фронта тухса кайнă. Хĕрачана 1942 çулта шыв арманĕн заведующине лартнă. Çулталăкран Мари Республикине вăрман касма янă. Юлия Гурьевна вăрçă хыççăн колхозра, типографире ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва Красноармейски районĕн ĕçтăвкомĕнчен кайнă. Тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе халăх хисепне тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе çичĕ ача ӳстернĕ. Шел те, упăшкин, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн, кун-çулĕ çамрăклах татăлнă. Тамара Рябинина вăрçă пуçлансан амăшĕ вырăнне Куславкка тăрăхĕнче окоп чавма çӳренĕ. 14 çулта колхозра ĕçлеме пуçланă. Ултă çул Йĕпреç тăрăхĕнче вăрман хуçалăхĕнче вăй хунă. Вербовкăпа Мускава стройкăна ĕçлеме янă. 1954 çулта яла таврăннă, тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозрах вăй хунă. Комбайнер пулăшуçинче ĕçленĕ, хăй те автомашинăпа тырă турттарнă. Ĕç ветеранĕн ятне Красноармейски районĕн энциклопедине кĕртнĕ.
Тĕплĕнрех — Красноармейски округĕн администрацийĕн официаллă сайтĕнче.
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
«Икĕ ураран та юн юхнине туйрăм»
Раççей Президенчĕн «Паттăрсен вăхăчĕ» программине пурнăçласа патшалăхăн тата муниципалитетсен влаç органĕсенче, патшалăх компанийĕсенче ĕçлеме СВОна хутшăнакансенчен пысăк квалификациллĕ, компетентлă ертӳçĕсене вĕрентсе хатĕрлеççĕ.
Хăшĕ-пĕрне суйласа илнĕ ĕнтĕ. Сăмахран, кăçал 26 çул тултаракан Рияз Феткуллин лейтенанта Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссариатне ертсе пыма шаннă. «Хыпар» журналисчĕпе тĕл пулма хапăл турĕ, унăн фронтри кун-çулĕпе кăсăклантăмăр. — Мотострелоксен 374-мĕш уйрăм бригади 2023 çулхи кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнчен тытăнса çу уйăхĕн 6-мĕшĕччен Донецк Халăх Республикинчи Хĕрлĕ Лиман ялĕ енче малтан оборона тĕллевĕсене тӳрре кăларчĕ, çавăн хыççăн тапăну операцине пурнăçларĕ, — каласа пачĕ Рияз Ринатович. — Унта тăшмана хирĕç, 900 метрта, пирĕн батальон, чеченсен «Ахмат» отрячĕ, десантниксен чаçĕ тăчĕç. Кăрлач-нарăс уйăхĕсенче — пехотăра, кайран АГС расчетĕнче пултăм. Вăл 30 килограмм таять, ăна унта-кунта хăвăрт куçартăмăр, гранатăсене 2,2 км таран петĕмĕр. Вĕсем çурăлсан ванчăкĕсем пехотăна 35 метр радиусра сиенлеççĕ. Курупкана 29 граната кĕрет, пĕр-пĕринчен вăтамран 7 метрта ӳкеççĕ. Ăçта перессине корректировщиксем пире пĕлтернĕ координатсемпе йĕркелесе тăтăмăр. Тăшман пĕр вырăнтан тепĕрне хăвăрт куçать, çавăнпа координатсене те улăштарсах тăмалла. Паллах, АГС расчечĕ куçпа тăшмана курмасть. Дронпа разведка тĕллевне пурнăçлакан корректировщиксем вара лайăх кураççĕ. Асăрхасанах пуçĕсем çине «кучченеç» тăкма ыйтаççĕ. Рияз Феткуллин вут-çулăм витĕр нумай хутчен тухнă, командир атакăна çĕкленме хушсан окопра пуçне чиксе выртман, боецсемпе пĕрле çĕкленсе малалла ыткăннă, задание пурнăçланă. Рияз виçĕ хутчен аманнă. 374-мĕш бригада боецĕсем чылай хулапа яла бандеровецсенчен ирĕке кăларнă чухне паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă. — Кременная хулинчен пире Плещеевка ялĕ патне куçарчĕç. Унта çывхартăмăр кăна — пуç çине вут-çулăм тăкăнма тытăнчĕ, — 2023 çулхи çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче пĕрремĕш хут мĕнле аманнине аса илчĕ Рияз. — Пире хирĕç ялтан штурмовиксем, икĕ БМП тата танк тухрĕç. Вĕсенчен хӳтĕленме пирĕн йывăр хĕç-пăшал çукчĕ, АГС тата автоматсем çеçчĕ. Персе тăтăмăр пулин те пирĕн пата çывхарчĕç. Çывăхрах тăшман АГСран кăларса янă граната çурăлчĕ, ванчăкĕсем сулахай чĕркуççине, пĕçĕ кăкне пырса тăрăнчĕç. Госпитальте, больницăра уйăхшар сиплентĕм, отпускра сывлăха çирĕплетрĕм, службăна тăсма 2023 çулхи авăн уйăхĕнче 88-мĕш бригадăн инженерсемпе саперсен чаçне ячĕç. Плещеевка патĕнчи çапăçура аманнисен хушшинче Елчĕк, Комсомольски ачисем пурччĕ, госпиталь хыççăн вĕсем те 88-мĕш бригадăна çитрĕç. Унăн йышĕнче Рияз тăшман лартса хăварнă вун-вун минăна тупса кăларнă, малтанхи вăхăтра пĕрре те йăнăшман. Икĕ уйăхран ăна бригадăн стрелоксен ротине куçарнă, пĕр хушă Клещеевка ялĕ патĕнче хӳтĕлев тăрăхĕнче тăнă. — 2024 çулхи пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче пĕрремĕш хут йăнăшрăм, — пытармарĕ вăл. — Территорие минăран тасатнă чухне. Шырама ирех пуçларăмăр, тавралăх çутăлсан пирĕн çине снарядсем ӳкме пуçларĕç — тăшман кăларма памарĕ, задание каяраха хăварма тиврĕ. Снарядсем çурăлнăран чылай минăна тăпра хупланине ăнланса илтĕм. Сапер ĕçне ку пушшех йывăрлатать, кăткăслатать. Тавралăх тĕттĕмленсен юлташпа иксĕмĕр шырав хатĕрĕпе мина чиксе тултарнă лаптăка кĕтĕмĕр. Йĕппе чиксен те куç курмасть. Часах ура айĕнче пехотăна пĕтермелли мина çурăлса шаплатрĕ — айккине ывтăнса ӳкрĕм, тăна çухатмарăм, икĕ ураран та юн юхнине туйрăм, чăтма çук ыратать, ахлатса кăшкăратăп… Йошкар-Ола ачи ура айĕнче минăсем татах пуррине пĕлсех ман пата чупса пычĕ. Организмран юн пĕтĕмпех юхса ан тухтăр тесе икĕ пĕçĕрен те жгутпа çавăрса çыхрĕ, ыратнинчен укол турĕ — çакă та пулăшмарĕ, икĕ урари сурансене бинтпа çыхрĕ. Ванчăксем сылтăм ура тупанĕн шăммине ватнине госпитальте каларĕç, урасенче миçе ванчăк юлнине халĕ те пĕлместĕп. Хирург вĕсене кăларма юрамасть терĕ. Йошкар-Ола ачи, ăна нихăçан та манас çук, раципе ротăна шăнкăравларĕ. Унтан учебкăра пĕрле пулнă ачасем «Нивăпа» çитрĕç, мана медпункта илсе çитерчĕç, реанимацие йăтса кĕчĕç. Хирург хăвăрт операци турĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Августа УЛЯНДИНА: Чăваш юррин пуласлăхĕ пур
«Хыпар» сумлă та паллă çынсене редакцие хăнана чĕнессине йăлана кĕртрĕ теме те юрать. Издательство çуртĕнче чăваш эстрадин çăлтăрĕсем — пурте пĕлекен тата юратакан чăваш халăх артистки Августа Уляндина тата унăн вĕренекенĕ Наталья Сахарова — пулчĕç, пирĕн журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.
Августа УЛЯНДИНА: Пурне те ырă сунатăп! Журналистсемпе тĕл пуласси — чыслă ĕç. Республикăра нумай çул ĕçлетĕп те — ман çинчен каламанни юлмарĕ те пуль ĕнтĕ. Пĕлменни те пур-тăр-ши? Апла тăк сирĕн ыйтăвăрсене хуравлама хатĕр.
— Культура институтĕнчи ĕçĕр пирки тĕплĕнрех каласа парсамăр.
Августа УЛЯНДИНА: Эпир студентсене халăх юррисене вĕрентетпĕр. Пирĕн пата Чăваш Енрен кăна мар, тĕрлĕ çĕртен — Пушкăрт, Тутар республикисенчен, ытти регионтан — вĕренме килеççĕ. Паян, тен, халăх юррисене юрлама пĕлни кирлех-ши тесе иккĕленекенсем те пур-тăр… Çук! Иккĕленме кирлĕ мар, халăх юрри паянхи кун вăй илсех пырать. Тăван чăваш чĕлхипе халăх юррисене пĕлсе, юратса юрлакансем кирлĕ. Çавăн пек специалистсене вĕрентсе хамăр хыççăн хăвармаллах.
— Вĕрентекенсем çителĕклĕ-и?
Августа УЛЯНДИНА: Çитсех пымаççĕ темелле. Унччен эпир вĕрентсе кăларнă специалистсем паян ăçта-ха? Е бизнеса кайнă, е тата урăх сферăра — укçа ытларах тӳлекен çĕрте. Эпир çакăншăн кулянатпăр та. Çапах та шанчăк пур. — Хальхи вăхăтра композиторсене, дирижерсене, музыкăна вĕрентекен преподавательсене Чăваш Республикинче, Шупашкарта ăçта вĕрентеççĕ? Августа УЛЯНДИНА: Йывăр ыйту. Республикăра музыкăна вĕрентекен професси шайĕнчи специалистсем юлмарĕç те пулĕ. Аслă ăру кайрĕ. Халĕ пирĕн музыкăна вĕрентекенсенчен Юрий Григорьев тата Николай Казаков кăна юлнă. Ыттисем пирки, ан кӳренччĕр те, хăйсем тĕллĕн вĕреннĕ специалистсем çеç теме пулать. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче искусство факультечĕ пур, унта теоретиксене тата композиторсене хатĕрлекен кафедра ĕçлет. Анчах та икĕ çул каялла вăл кафедрăна вĕренме килекен пулмарĕ. Хальхи вăхăтра питĕ хăвăрт композитор пулма пулать, çавăнпа нумай вăхăт ирттерес килмест-тĕр. Чăн-чăн композитор пулма питĕ пысăк пĕлӳ кирлĕ. Халĕ килте ларсах тĕнче шайĕнче онлайн мелпе вĕренме пулать.
— Чăваш музыкине тĕрлĕ жанрпа çырасси паянхи кун мĕнле пулса пырать? Тивĕçлĕ шайра-и? Ĕлĕк, калăпăр, тĕрлĕ музыка произведенийĕн концерчĕсем те пулатчĕç...
Августа УЛЯНДИНА: Хăвăрах хак патăр... Морис Яклашкин çакăн пек концертсем йĕркелетха ĕнтĕ. Пысăк грантсем илсе пĕлтĕр чăваш юррисене символ-фолк пек те кăтартрĕç. Оперăпа балет театрĕ те хатĕрлет. Пирĕн тĕрлĕ грант пур. Вĕсемпе Чăваш патшалăх филармонийĕнче те ĕçлеççĕ. Икĕ-виçĕ çул каялла пирĕн культура аван аталанма пуçларĕ. Унччен нимĕнле грант та çукчĕ. Çавăнпа та, çитменлĕхсем пур пулин те хуйхăрмах кирлĕ мар пуль — хуллен-хуллен çӳлеллех хăпаратпăр. Анчах, шел, республикăра пианистсем тата баянистсем çук. Çакă чуна ыраттарать. Професси шайĕнчи, çӳллĕ шайри баянистсем кирлĕ. Аслă ăру, каллех калатăп, кайрĕ… Кам паян оркестр валли çыраять? Кам сасăсене çырса парать? Çамрăксен хушшинче баян калакансем кăштах пур-ха та...
— Иртнĕ çулсенче эсир Чăваш наци телевиденийĕпе питĕ лайăх кăларăм ертсе пыраттăр. Светлана Макарова, Александр Осипов музыкантсем Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕнче ятарлă кăларăмсем хатĕрлетчĕç. Çав кăларăмсене малалла тăсма çук-ши?
Августа УЛЯНДИНА: Çав кăларăмсене пăрахăçлани темиçе çул ĕнтĕ. Кăштах ывăннă та пуль вĕсем. Ку кăларăмсем пирки манран юлашки вăхăтра темиçе çын та ыйтрĕ. Вĕсене итлесе, тен, çĕнĕ форматпа кăлармалла мар-ши текен шухăш та çуралчĕ-ха. Эпĕ эфира чăн-чăн професси шайĕнче ĕçлекенсене чĕннĕ. Çавнашкал кăларăмсем, чăнах та, питĕ кирлĕ. Унта эпир музыка хайлавĕсене чăн-чăн професси шайĕнче тишкереттĕмĕр.
— Çамрăклăхăра аса илĕр-ха. Кадрсем хатĕрлес ыйту ун чухне мĕнле тăратчĕ? Культура сферинче çамрăк кадрсене халь мĕнле хатĕрлеççĕ? Мĕн çитмест пек?
Августа УЛЯНДИНА: Паллах, вăхăчĕ паян урăхла. Эпир çамрăк чухне магнитофон та, интернет та, кĕсье телефонĕ те пулман. Фортепианăпа калама куллен виçĕ-тăватă сехет вĕренмелле пулнă. Тарăннăн, çине тăрса ĕçлемеллеччĕ. Халь çапла тарăннăн никам та ĕçлемест. Майĕ те çук-тăр. Тĕнче пĕр вĕçĕм улшăнса пырать те... Çĕнĕ ăру куншăн пачах та айăплă мар. Мĕн чухлĕ, мĕн тĕрлĕ хыпара хăвăрт йышăнма тивет вĕт-ха. Студентсем паян тата хăвăртрах ăнланса юлаççĕ. Пуртех мар — талантлисем пирки калатăп. Халь хăвăрт артист пулмалли майсем пур, анчах артист пулса тытăнса тăмашкăн каллех питĕ вăйлă ĕçлемелле.
— Сирĕн çамрăк вĕренекене, пултаруллă юрăçа Наталья Сахаровăна сăмах парар-ха. Вăл мĕнле хуравлĕ ку ыйтăва?
Наталья САХАРОВА: Эпĕ Муркаш районĕнче çуралса ӳснĕ. 2007 çулта «Чăваш пики» конкурсра çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçрĕм. Августа Васильевнăпа пĕрле Раççей шайĕнчи проекта хутшăнтăмăр. Мускавра «Раççей» курав пулчĕ. Тăван республикăна кăтартма ятарласа çĕнĕ юрă çырса хатĕрлерĕмĕр ун валли — «Я и есть — Чувашия!» ятлă. Эпĕ — вырăсла юрларăм, Августа Васильевна — чăвашла. Етĕрнери 19-мĕш ĕмĕрти хресчен хуçалăхĕн музейĕнче икĕ çул каялла пĕрремĕш ӳкерӳ пулчĕ. Артем Чубуков çак проектра пире, авторсене, пурне те пĕрле пуçтарчĕ. Çак проект Августа Уляндинăпа иксĕмĕре питĕ çывăхлатрĕ, пултарулăх анинче малалла та пĕрле ĕçлеме тĕв турăмăр. «Çемье хушшинче» конкурса хутшăнма шут тытрăмăр. Пĕр эрнере юрă çыртăмăр, аранжировкине те турăмăр, анчах та сивĕ кунсем çитсен тин видео ӳкерме тухрăмăр. Хайхи авалхи хресчен хуçалăхĕн музейĕнче пулчĕ ку. Юрри пирĕн вырăслаччĕ. Чăваш халăхĕн илемне кăтартас тесе çав музее куç хыврăмăр. Лайăх кино пулса тухрĕ.
Августа УЛЯНДИНА: Наташа — «Идеалист» эстрада ушкăнĕн солистки. Чубуков тĕрлĕ проектпа, форматпа ĕçлет. 2024 çулта пире Мускавра Пĕтĕм Раççейри курав центрĕн сцени çинче чăваш юррисене çĕнĕ форматпа юрласа халăха тĕлĕнтерме шанчĕç. 18 тĕрлĕ аранжировка туса пăхрăмăр ăна хатĕрленĕ чухне. Мĕн тĕрлĕ кăна юрă тексчĕ пăхса тухмарăмăр! Чăвашла сăввине вара Мальвина Петрова çырса пачĕ. Тексчĕ çăмăл мар, анчах хăйне евĕрлĕ. Вырăсла текстне Наталья Сахарова çырнă. Вăл Чăваш патшалăх культура институтĕнче культмассăллă мероприятисен менеджерĕ пулма вĕреннĕ. Хăех юрăсем хывать, сăмахĕсене те çырать. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ çапла йĕркеленчĕ: Артем Чубуков, Наталья Сахарова, эпĕ тата Мальвина Петрова. Клип ӳкерекенсем — вунă çын. Çур çул ытла турăмăр ăна. Композиторĕ — Дмитрий Тетель. Аранжировщикпа калаçрăмăр та çапла палăртрăмăр: сасă тембрĕ тата сăмах çинче тытăнса тăракан чăвашлăх пулмалла. Чăн чăваш юрри пулса тухрĕ вара. Мускавра курав тăршшĕпе çак юрă темиçе хут та çаврăнчĕ — Натальйăпа иксĕмĕр çăлтăрсем пулса тăтăмăр. Эпĕ — тепĕр хут ĕнтĕ, çĕнĕрен çуталтăм. Атту унта ман çинчен манса кайма пуçланăччĕ пуль. Наталья вара питĕ пысăк çăлтăр пулса тăчĕ. Интернетра пирĕн клипа 500 пин хут пăхни паллă. Комментарисем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен килеççĕ — «Я и есть — Чувашия!» Талантлă çамрăксемпе ĕçлеме питĕ кăмăллă. Пире, Натальйăпа иксĕмĕре, çав юрăпа пĕлеççĕ. Вăл Чăваш Ен бренчĕ пулса тăчĕ. Чăвашла та, вырăсла та илемлĕ янăрать. Шухăшĕ тарăн тата паянхи самана формачĕпе çырнăскер. Сцена çине чăваш тенкисем, эрешĕсем нумай çакса тухрăмăр. Пире критиклесшĕн те пулчĕç: «Мĕне пĕлтереççĕ ку эрешсем?» — текелерĕç. Халĕ вĕт ĕлĕкхи йăлана пăхăнса пурăнмастпăр, авалхи тумсем тăхăнса çӳреместпĕр, лашасем те çук. Чăвашăн эрештенкисем сцена çинчи сăнар пек çеç тăрса юлчĕç. Ĕлĕкхи юрăсене те ĕçкĕ-çикĕре пит юрласах лармастпăр. Авал чăваш юрри нумай тĕрлĕ пулнă: ĕç юрри, ĕçкĕ-çикĕ юрри, салтак юрри, сăвай çапакансен юрри, улах, вăйă, туй- çăнăхта юррисем тата ытти те. Пирĕн тĕллев — вĕсене, эрешсене çĕнĕлле кăтартасси.
Наталья САХАРОВА: Халĕ чăваш тĕррисене паянхи тумсем çине тĕрлесе çĕнетеççĕ. Ман çинчи жилетка та çавăн йышши. Августа Васильевна — манăн кумир. Ача чухнех унпа пĕрле сцена çине тухма ĕмĕтленеттĕм. Пĕрле ĕçлесе нумай чăваш ташши ташланă.
— Августа Васильевна, сирĕн репертуарта миçе юрă?
Августа УЛЯНДИНА: Кашни кун юрăпа ĕçлетпĕр — анлă сарăлнă хит нумай, вĕсем тĕрлĕрен. Наталья пирки хамăн пултарулăхри хĕрĕм тесе калас килет. Манран пĕрмаях ыйтаççĕ: «Ку — сирĕн хĕр-и?» теççĕ. Чăнах та, пирĕн сăнсенче пĕрпеклĕх нумай. Тăван хĕр вара пĕрре те ман сăнлă мар. Хам вĕрентсе кăларнисенчен хальччен Сахарова пек чуна çывăххисем пулмарĕç-тĕр. Наталья пурнăçра питĕ сăпайлă. Сцена çинче вара пачах урăхла. Хам та сцена çинче сăпайлă мар. Эпир унта сăнар тăватпăр. Пурнăçра вара тĕрлĕрен ĕнтĕ /кулать/. <...>
Людмила САЧКОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...