Хресчен сасси 6 (3046) № 19.02.2025
«Çăлкуç пур тăк ял пĕтмест»
Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Кинчерте пурăнакан Ананьевсем ялти шкулта нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вĕсем паянхи кун та лăпкăн пурăнмаççĕ, канăçсăр чунлăскерсем ял аталанăвĕшĕн тăрăшаççĕ. Анатолий Васильевичпа Галина Тимофеевнăна ял пуласлăхĕ шухăшлаттарать.
Тыл ĕçченĕсене — палăк
Ананьевсем пуçарнипе ялта сахал мар ĕç тунă. Акă темиçе çул каялла вăрçă салтакĕсене асăнса лартнă палăка çĕнетнĕ. Кăçал Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 80 çул çитнĕ май çав йывăр тапхăрта ырми-канми вăй хунă çынсене сума суса палăк лартма ĕмĕтленеççĕ. Ананьевсем каланă тăрăх, ялти 239 çын вăрçă вăхăтĕнче тар тăкнăшăн ятарлă медале тивĕçнĕ. «Вĕсенчен пĕр пайĕ хӳтĕлев чикки тума хутшăннă. Пулас палăкăн макетне туса хатĕрленĕ ĕнтĕ. Укçа-тенкĕ кирлĕ. Ку ыйтупа пуçлăхсем патне те тухрăмăр. Сăмах май калас тăк, строительсен штабĕ пирĕн ялта вырнаçнă, çавăнпа Çĕнĕ Кинчере туризм маршрутне те кĕртме пулать. Ку ыйтăва та çĕклесшĕн эпир», — терĕç ĕç ветеранĕсем. Ялти шкул хупăнас хăрушлăх та пурмĕн. «Шел те, ял хухса пырать — 100 ытла çын кăна юлчĕ. Ватăсем вилсе пынă май çуртсем хупăнаççĕ, дачник нумайланчĕ. Ачасен йышĕ те çултан- çул чакса пырать, пирĕн шкулта 30 ача кăна вĕренет. Унччен 360 ытла пулнă. Пĕлӳ çуртне 1912 çулта тунă теттĕмĕр, архив докуменчĕсем тăрăх ăна 1908 çултах çĕклени паллă. Авалхи çурта республикăри культура обћекчĕсен реестрне кĕртмелле. Ăна ман асатте йĕркеленипе тунă. Унăн 7 ывăлпа 1 хĕр пулнă. Вăл çавăн пекех пулас шкул валли çĕр уйăрса панă», — пĕлтерчĕ Анатолий Васильевич. Хальхи вăхăтра вĕсем Культура министерстви валли хутсем хатĕрлеççĕ. Урамри электричество çути япăх пулни те Ананьевсен чун ыратăвĕ. «Урамри электросеть юписем кивелсе çитнĕ, вĕсене 1981 çултах лартнă. Çавăнпа электроэнерги хăвачĕ çитмест, çутă час-час сӳнсе ларать, пралукĕсем талса ӳкеççĕ, çиллĕ кунсенче килти электротехника юрăхсăра тухать. 2020 çулта 4 урамри юпасене, пралукĕсене улăштарчĕç, анчах 2 урама тумарĕç», — хумханса калаçрĕç Ананьевсем. Ку ыйтупа вĕсем районти энергостанци пуçлăхĕ патне çыру та янă. Вăл 2026 çулта асăннă урамри электросете çĕнетме палăртнине пĕлтернĕ. — Ял хушшинчи çулсем те япăхлансах пыраççĕ, вĕсене йĕркене кĕртес килет. Пирĕн урамрине 15 çул каялла хам тăрăшнипе вак чул сарнăччĕ, анчах вăл та юхăнчĕ. Ăна та çĕнетмелле, — терĕç Анатолий Васильевичпа Галина Тимофеевна. Ананьевсем тăрăшнипех 10 çул каялла ял варринчи тĕп çăлкуçа хăтлăлатнă, унта купель туса лартнă. «Çăл сăваплă. Ăна алăпа е патакпа кăна тĕкĕнме юрать, варалама юрамасть. Мĕн авалтан çынсем çăлран шыв ăсса пурăннă, халĕ те ĕçетпĕр. Виçĕ çеккунтра 10 литр шыв юхать. Çăл пур тăк ял пĕтмест. Унти шывпа апат-çимĕç тăварлама усă кураççĕ. Хĕрес хывмасăр çăл шывне ĕçмелле мар, унсăрăн пыра ярса илет. Çăл шывне ывăçпа ăсса ăша ямалла», — вăрттăнлăхсене уçрĕ Анатолий Васильевич. «Йывăр» ачасенчен çын тунă Анатолий Васильевич Çĕнĕ Кинчерте çуралса ӳснĕ. «Шкул çулĕсенчех тĕрлĕ заметка-статья çыраттăм, фото тăвас ăсталăха алла илтĕм. Ангелина Павловская учитель сĕннипе журналистика енĕпе вĕренме кĕресшĕнччĕ, анчах ăнмарĕ. Вара бухгалтер специальноçне алла илтĕм. Ун хыççăн пир-авăр комбинатĕнче ĕçлерĕм», — иртнĕ вăхăта аса илчĕ ватă педагог. Сăмах май, вăл шкулта кассир тивĕçĕсене те пурнăçланă. — Çартан таврăнсан Виталий Петров директор шкула чĕнчĕ, ĕçпе ӳкерӳ учителĕ пулма шанчĕ. Çапла вара, 1969 çулта педагог ĕçне кӳлĕнтĕм. Куçăн мар майпа пединститутăн биологи факультетĕнче вĕрентĕм. Кайран географи урокĕсене ирттерме тытăнтăм, — калаçу çăмхине сӳтрĕ Çĕнĕ Кинчерпе Çӳлти Кинчер ялĕсен хисеплĕ гражданинĕ. Ананьевсене «йывăр» классем шанса панă, çапах вĕсенчен çын тунă. «Ачасемпе тăхтав вăхăтĕнче шашка-шахматла выляттăмăр. Вĕсене нихăçан та вăрçмалла мар, лăпкăн калаçмалла. Хăвна вĕсемпе пĕр тан тытмалла, ачасене ăнланмалла, пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Пур ачана та юратмалла, уйăрмалла мар. Вĕсене шанмалла, ĕненмелле», — терĕ çынлăх туйăмне тĕпе хуракан Анатолий Васильевич. Педагогика ĕçĕн ветеранĕсем тивĕçлĕ канура та ахаль лармаççĕ. Çуллахи кунсенче ыттисем пекех пахчара тăрмашаççĕ. Утар та пур вĕсен. «Вĕлле хурчĕсемпе ĕçлесен кăмăлтуйăм çĕкленет, вăй-хал хушăнать. Вĕсем питĕ тирпейлĕ те таса кăпшанкăсем, шăршă-марша юратмаççĕ. Çавăнпа утара кĕриччен алă çумалла, çăвăнмалла. Вĕлле хурчĕ паракан çимĕç — чи усăлли те чи сипли. Атте те вĕлле хурчĕ тытатчĕ. Эпĕ ăна ачаранпах пулăшаттăм. Атте каланă тăрăх, çамрăк чухне ял çумĕнчи пĕр улăха чикансен тапăрĕ чарăннă. Атте ытти ачапа пĕрле çав улăха хăяр татма кайнă. Чикан хĕрарăмĕ çимĕçсене йăтса пыракан атте патне пынă, хăярпа хăналама ыйтнă. Çакскер аттене юмăç пăхнă, сан хурт-хăмăр ăнса пулать тесе каланă. Çитĕнсен атте, чăн та, вĕлле хурчĕсем ĕрчетме пуçланă», — ашшĕне аса илчĕ Анатолий Ананьев. Çывăх çынни, 1912 çулта çуралнăскер, вăрçă нушине нумай курнă. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Мăнукĕсем валли килте каток тунă
Хăйне вăл ялти физкультурник тет. Спортпа туслăскер волейболла выляма юратать. Ачаранпах спорт лапамĕнче тĕрекленсе ӳснĕскер пурнăçне педагогикăпа çыхăнтарасшăн пулнă, анчах шăпа урăхларах килсе çаврăннă. Çамрăклах Афган вăрçин авăрĕ витĕр тухнă. Сăмах — Куславкка округĕнчи Куснар ялĕнче пурăнакан Юрий Самсонов çинчен.
Костромара вĕреннĕ
— Волейболла, футболла пĕрмай выляттăмăр. Ялта волейболист нумайччĕ, волейбол лапамĕ виççĕччĕ. Командăпа ытти яла та çӳреттĕмĕр, — калаçăва пуçларĕ арçын. Шкул хыççăн вăл Кӳкеçри училищĕре водителе вĕреннĕ. «Унта та спортран уйрăлмарăм: кире пуканĕ йăтрăм, çăмăл атлетика турнирĕсене хутшăнтăм, бокс мелĕсене алла илтĕм. Ку енĕпе пĕр ăмăртура 1-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Парашютпа сикме хăнăхрăм. Свидетельство та пачĕç», — иртнĕ вăхăта куç умне кăларчĕ Юрий Самсонов. Вăхăт çитсен каччă салтак атти тăхăннă, çур çултан ăна Афганистана ăсатнă. «Тивĕçтерӳ уйрăмĕнче служба иртрĕ. Пĕррехинче пирĕн колонна пульăсен айне лекнĕччĕ. Эпир Совет çарне Афганистанран кăларакансем пултăмăр. Февралĕн 14-мĕшĕнче унтан тухрăмăр. Пире Витебскри çар чаçне ячĕç», — аса илĕве путрĕ çар ветеранĕ. Сăмах май, Куславкка тăрăхĕнчен 30 ытла çын Афган вăрçине хутшăннă, вĕсенчен пĕр пайĕ ку тĕнчере çук ĕнтĕ. Çартан таврăнсан Куснар каччи юлташĕпе пĕрле Кострома облаçĕнчи Шарья хулинчи педагогика училищине çул тытнă. «Афган вăрçин ветеранĕсене ун чухне питĕ хисеплетчĕç. Хăшĕ-пĕрне пысăк должноç та шанса паратчĕç, мана та Мускавра лайăх ĕç шантарнăччĕ, анчах чун туртмарĕ — эп вĕренме кайрăм. Шарьяри училищĕре пирĕн ентеш сахал марччĕ. Чăваш ачисем инçетри хулара та çухалса каймастчĕç, спорт енĕпе вăйлăччĕ. Училище команди волейболла выляса облаç чемпионĕ пулса тăнăччĕ», — терĕ Юрий Дмитриевич. Çын пурнăçне шăпа хăех йĕркелесе пырать: шăпах унта вăл пулас арăмĕпе, çав тăрăхри вырăс хĕрĕпе Светлана Николаевнăпа, паллашнă. — Кострома облаçĕнчи Нежитино ялĕнчен эпĕ. Физкультура урокĕсене ачаран юрататтăм. Пирĕн учитель чăвашчĕ. Унран эпĕ Чăваш Ен çинчен пĕрремĕш хут илтрĕм. Ун чухне кунта килесси пирки шухăшлама та пултарайман. Çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕр спорчĕпе туслăччĕ, вăтам дистанцисене чупаттăм. Учитель пулас тĕллевпе Шарьяри педучилищĕн физвоспитани уйрăмне вĕренме кĕтĕм, — калаçăва хутшăнчĕ Светлана Самсонова. Вăл пĕр çулхине армрестлинг енĕпе иртнĕ Чăваш Ен чемпионатĕнче хĕрарăмсен ушкăнĕнче çĕнтернĕ. Шкулта 2-3 çул кăна ĕçлеме тӳр килнĕ унăн. — Диплом илсен эпир яла таврăнтăмăр. Пирĕн учительте ĕçлес килетчĕ, анчах тивĕçлĕ вырăн тупăнмарĕ, — сăмаха малалла тăсрĕ кил куçи. Юрий Самсонов район администрацийĕнче, газ предприятийĕнче пĕр вăхăт вăй хунă. Ялти шкулта темиçе çул тренерта тăрăшнă. Шăпах çав тапхăрта Куснар команди шкулти волейбол лигинче финала тухнă. Спортпа туслă çемье Пуç усма хăнăхманскерсем килти хуçалăх ĕçне кӳлĕннĕ. Темиçе гектар çĕр çинче пахча çимĕç лартса ӳстерме тытăннă. Сăмах май, Куснар ялĕнче пурăнакансем хăяр туса илес енĕпе палăрса тăраççĕ. Ыттисем пекех Самсоновсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă. Çывăхри пĕвене тасатса пулă ĕрчетме пуçланă. Паянхи кун та хăйсем туса илнĕ çимĕçсене сутма çӳреççĕ. Самсоновсен — виçĕ ача. Вĕсем те ашшĕ-амăшĕ пекех спортпа туслă. Асли Алексей ашшĕ пекех волейбола кăмăллать. Вăл полиатлон енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. Каччă Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă. Вăтам ывăлĕ Сергей те волейболист. Пĕр ăмăртура ăна «Чи лайăх вăйăçă» ятпа чысланă. Шăпах унпа пĕрле Самсоновсем çемье ăмăртăвĕсене хутшăннă. Вĕсем «Спорт çемйи» фестивальте, республикăри ял спорт вăййисенче темиçе хут та мала тухнă. Мускавра Чăваш Ен чысне те хӳтĕленĕ. Республикăри «Çулталăк çемйи» конкурсра «Ĕçчен çемье» номинацире çĕнтернĕ. Наградăсен пухмачĕнче вĕсен медаль сахал мар. Хĕрĕ Эмилия çăмăл атлетикăна суйласа илнĕ. Уншăн волейбол та ют мар. Шупашкарти строительство техникумĕнче вĕренекенскер республикăри турнирсенче лайăх результатсем кăтартать, çĕршыв шайĕнчи тупăшусенче хăйĕн вăйне тĕрĕслет. Спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан хĕр кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Юрий Самсонов юлташĕсемпе пĕрле «Афганецсен кубокĕ» турнир пуçарса янă. Ăна чылай çул ирттереççĕ ĕнтĕ. Унта тĕрлĕ регионти волейболистсем вăй виçеççĕ. Вăл çав ăмăртăва ялти шкулта та йĕркеленĕ. Хăй те афганецсен командипе пĕрле чылай турнира хутшăнать. Тăван округра спорт сумĕ чакса пынăшăн Юрий Дмитриевичăн чунĕ ыратать. «Чемпионатсем ирттерме пăрахрĕç. Усламçăсем спорта укçа хурасшăнах мар, пулăшма васкамаççĕ. Тĕслĕхрен, ялсенче хĕлле катоксем тумалла. Ку ĕçре те пуçаруллисем кирлĕ, ун патне туртăнаççех. Тăван ялта та юлашки вăхăтра волейболла вылямастпăр, шкул ачисем кăна мечĕк тытаççĕ. Шкулти стадиона кĕртменни те чарса тăрать. Футболла выляма та лицензи илмелле-мĕн. Районти ФОКа та пырса кĕме çук», — сăмаха тӳррĕн калама хăнăхнă вăл. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...