Хресчен сасси 5 (3045) № 12.02.2025
Вĕренÿ пÿлмĕнчех тĕрлĕ çимĕç çитĕнтереççĕ
Мĕн вăл сити-ферма? Нумайăшĕшĕн ку çĕнĕлĕх те пулĕ, ял хуçалăх отраслĕнче ĕçлеменнисем ун çинчен илтмен те ахăртнех. Чăваш патшалăх аграри университетĕнчи Надежда Михайлова вара кун пирки нумай пĕлет.
Аслă шкулта вĕренӳ пӳлĕмĕнчех сити-ферма уçнă. Унта студентсемпе педагогсем тĕрлĕ çимĕç лартса ӳстереççĕ, сăнавсем туса тĕпчев ĕçĕсем хатĕрлеççĕ. Пултаруллисем «Аслă Атăл çамрăклăхĕ» фестивале хутшăнаççĕ. «Тĕрлĕ тĕслĕ базилик, пĕтнĕк курăкĕ, пăрçа, помидор çитĕнтеретпĕр. Чылай чухне базилик акатпăр, вăл хăвăрт çитĕнет. Пĕр çулхине арпус туса илнĕччĕ. Пĕр çимĕçĕ 1 килограмм таятчĕ. Сити-фермăра чечек те нумай», — пĕлтерчĕ Надежда Николаевна аграри университетĕнчи сити-фермăпа паллаштарнă май. Çамрăк специалист ăнлантарнă тăрăх, сити-фермăри пысăк мар лаптăкрах ытларах акса-лартма пулать. Çимĕçсем çулталăкĕпех çитĕнеççĕ. Тухăçĕ те пĕчĕк мар-мĕн. Сăмах май, университетăн вĕренӳпе сăнав ирттермелли хуçалăх та пур, çуллахи кунсенче студентсем унта вăй хураççĕ. — Раççейре сити-ферма сахал мар. Çĕпĕрти регионсенче /Новосибирск, Екатеринбург.../ уйрăмах аталанать, мĕншĕн тесен вĕсен патĕнче çĕр çинче лартса тухăç илме йывăртарах. Çавна пулах çав тăрăхсенче пахча çимĕçпе улма-çырла йӳнĕ мар. Çак сăлтава пулах ĕнтĕ хăйсем ӳстерме тăрăшаççĕ. Мускавра та сити-фермăсем тума тытăнчĕç. Ази çĕршывĕсенче уйрăмах нумай: сити-фермăсене темиçе хутлă çуртсенче, кивĕ заводсенче йĕркелеççĕ. Хальхи вăхăтра хăшĕпĕри хваттертех помидор, хăяр, сухан, укроп тата ытти лартса тухăç илеет. Чи кирли ăшă та çутă пултăр. Услови туса парсан çимĕç параççех. Юлашки вăхăтра теплица комплексĕсем вăй илсе пыраççĕ. Çулталăкĕпех чĕрĕ çимĕç тутанма пулать. Эпир теплицăллă хуçалăхсенче экскурсире час-час пулатпăр, унти «пурнăçпа» паллашатпăр, — каласа кăтартрĕ çамрăк педагог. Надежда Михайлова Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Турхан ялĕнче çуралса ӳснĕ. Мăн Этмен шкулĕнче пĕлӳ илнĕ хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине çул тытнă. — Ачаран чечексемпе аппаланма юрататтăм, пахча çимĕç лартса çитĕнтерес ĕç те килĕшетчĕ. Çавăнпа агроном специальноçне суйласа илтĕм. Паянхи кун та килте нумай чечек ешерет. Халĕ çимелли чечексем те пур. Тĕслĕхрен, фиола çеçкине салата яраççĕ, хăш-пĕр чечекрен чей вĕретеççĕ. Юлашки вăхăтра кафересторанти апата ешĕллĕх ытларах хума пуçларĕç, — терĕ вăл. Надежда Михайлова Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухсан аспирантурăра пĕлĕвне ӳстернĕ. Хальхи вăхăтра кандидат диссертацийĕ çырать. Наука ертӳçи — ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ Людмила Елисеева. — Пăрçана, ăна удобренисем епле витĕм кӳнине тĕпчетĕп. Пирĕн республикăра хăть те хăш вырăнта пăрçа ӳстерме пулать. Ун валли уйрăм услови кирлех мар. Кашни районта тăпра расна пулин те лайăх çитĕнет. Пăрçана чылай хуçалăх акса ӳстерет. Ун хыççăн çĕр те пулăхлăрах, мĕншĕн тесен вăл усăллă япаласемпе пуян. Пăрçа выльăх-чĕрлĕхе çитермелли лайăх апат шутланать, — сăмах çăмхине сӳтрĕ çамрăк ӳченăй. Вĕрентӳçĕ лавне кӳлĕниччен вăл вăрлăхсене тĕрĕслекен организацире, Чăваш ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институтĕнче ĕçлесе опыт пухнă. Аграри университетĕнче çĕр ĕçĕпе селекци кафедринче лаборант тивĕçĕсене пурнăçланă, халĕ — аслă преподаватель. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Çĕнтерÿ кунĕччен палăксене хăтлăлатмалла
Чăваш Енри агропромышленноç отраслĕнче нумай çул чуна парса вăй хунисем тивĕçлĕ канура та ахаль лармаççĕ: республика аталанăвне пысăк тӳпе хываççĕ, общество ĕçне хастар хутшăнаççĕ, пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама пулăшаççĕ. Çак кунсенче АПК ветеранĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулчĕç.
Олег Алексеевич каланă тăрăх, агропромышленноç комплексĕ республикăра малти вырăнта тăрать. «Отрасле аталантармашкăн бюджетра чылай укçа-тенкĕ пăхса хунă. Аграрире çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Ĕç вырăнĕсем йĕркелес, çĕнĕ производствăсем хута ярас, харпăр хуçалăхсене йĕркелес енĕпе сахал мар ĕç тунă. Предприятисене çăмăллăхсем параççĕ», — терĕ регион ертӳçи сăмах илнĕ май. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ, агропромышленноç отраслĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, продукци туса илесси çултан-çул ӳссе пырать, ку енĕпе Чăваш Ен Атăлçи округĕнче саккăрмĕш вырăна çĕкленнĕ. 2020-2024 çулсенче 1300 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем 1,95 миллиард тенкĕлĕх грант илнĕ. Биопрепаратсем, удобрени туяннăшăн саплаштараççĕ. Сурăхсемпе качакасем ĕрчетме, фермăсем тума субсиди уйăраççĕ. Çавăн пекех министр 2025-2030 çулсенчи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Тĕслĕхрен, хăмла производствине аталантарма нумай укçа-тенкĕ уйăрнă. Агролабораторисемпе агроклассен йышне пысăклатĕç. Шупашкарта «Раççей техĕмĕсем», сĕт фестивалĕсем ирттерме палăртнă. Чăваш Енри АПК ветеранĕсен союзĕн председателĕ Александр Самылкин общество организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Ветерансем шкул ачисемпе, студентсемпе тĕл пулаççĕ, патриотлăхпа çыхăннă мероприятисем ирттереççĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли япаласем пухса ăсатаççĕ, маскировка сеткисем çыхаççĕ, окоп çуртисем тăваççĕ тата ытти. Кăçал Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 80 çул çитнĕ май ветерансем вăрçă салтакĕсене асăнса лартнă палăксене хăтлăлатмаллине, вĕсене халалласа парксемпе аллейăсенче йывăçсем лартмаллине, асăну хăмисем уçмаллине палăртрĕ. Çамрăксемпе пĕрле «Обћективра — паттăрсем», «Вĕсем Тăван çĕршывшăн кĕрешнĕ», «Çĕнтерӳрен çĕнтерĕве», «СВОна — çыру» проектсене пурнăçа кĕртĕç, сăн ӳкерчĕксен конкурсĕсем йĕркелĕç, патриотлăх темипе альбомсем хатĕрлĕç, паттăрлăх урокĕсем ирттерĕç, вăрçă ветеранĕсемпе тата тыл ĕçченĕсемпе тĕл пулĕç. Ветерансем «Вăрçă ачисем» саккуна йышăннине ырласа йышăннă. Союз хастарĕсем спорт мероприятийĕсем те час-час йĕркелеççĕ. ГТО фестивалĕсем, шашка-шахмат, дартс, ишевçĕсен турнирĕсем пуçараççĕ. Агропромышленноç комплексĕн энциклопедийĕн иккĕмĕш кăларăмне хатĕрлесе кăларасшăн. Сăмах май, союз 600 ытла çынна пĕрлештерсе тăрать. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Минăсен уйне чутах анса ларман
Февралĕн 15-мĕшĕ — совет салтакĕсене Афганистанран илсе тухнă кун. Ку 36 çул каялла пулса иртнĕ пулин те çав тапхăр салтаксен чунне яланлăх кĕрсе вырнаçнă. Куславкка округĕнчи Куснар ялĕнче пурăнакан Петр Плотников та Афган вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă.
Çар инженерĕ
— Çамрăк чухне спортпа туслăччĕ: чупнă, йĕлтĕрпе çӳренĕ. Николай Шмелев çар ĕçне вĕрентетчĕ, пире ăмăртусене илсе каятчĕ. Вăлах мана çар училищине кайма сĕнчĕ, — калаçăва пуçларĕ отставкăри майор. — Атте те ырларĕ çак шухăша. Эпĕ Ачинскри авиаципе техника училищине суйларăм. Унта вĕренме кĕмешкĕн хатĕрленме пуçларăм. Çар комиссариатĕнчен повестка килчĕ те пире — Чăваш Енри 16 яша — училищĕне илсе кайрĕç. Виç талăкра Ачинскине çитрĕмĕр, палаткăра пурăнтăмăр. Пысăк тĕрĕслев тухнă хыççăн вĕренме илчĕç. Хĕпĕртерĕм паллах. Çапах чун килех туртатчĕ, эпĕ тус-юлташпа та сыв пуллашайманччĕ, анчах нимĕн те тăваймăн. 16 чăвашран тăваттăн кăна курсантсен ретне тăтăмăр. Çав тапхăртан çар пурнăçĕ пуçланчĕ. Стажировка Туркменире иртрĕ. Небедак хулинче хамăр ял ачине, пĕр парта хушшинче ларнă Витя Крылова тĕл пултăм, унпа нумайччен калаçса лартăмăр. Училищĕри виçĕ çул сисĕнмесĕрех иртрĕ. Интереслĕччĕ, нумай çĕннине пĕлтĕм. Самолетсене тĕпчеттĕмĕр, вĕсене юсама вĕрентетчĕç. Çар инженерĕ пулса тăтăм. Çавăн чухнех летчик пулас, штурвал умне ларас килетчĕ. Çар училищи хыççăн çамрăк лейтенанта инçет хĕвел тухăçĕнчи Переясловка çывăхĕнчи çар чаçне — истребительсен полкне — янă. «Унта мана питĕ килĕшетчĕ. Коллектив лайăхчĕ. Тавралăхĕ те илемлĕччĕ. Кăштахран пилота вĕренме яратпăр терĕç. Тĕрлĕ комисси витĕр тухрăм, анчах виçĕ уйăх иртрĕ — йыхрав килмерĕ. Ачинскра вĕреннĕ чухне хĕрпе паллашнăччĕ. Отпуска ярсан туй турăмăр, çемье пурнăçне йĕркелеме пуçларăмăр, анчах çĕнĕ хушу килнĕ — 825-мĕш вертолет полкне куçмалла. Шел те, унта ман кăмăла каймарĕ: йĕри-тавра стройка пыратчĕ. Пире пӳлĕм пачĕç. Виçĕ çемьепе пĕрле пурăнтăмăр. Кайран уйрăм хваттер уççине тыттарчĕç, анчах вăл питĕ юхăннăччĕ. Виçĕ уйăх вĕрентĕм, зачет-экзамен тытсан вĕçме ирĕк пачĕç. Пĕрремĕш вĕçев хыççăн Амур çинчи Комсомольска командировкăна ячĕç. Унтан килсен Афганистана каймаллине пĕлтерчĕç, — аса илчĕ Петр Васильевич. «Мĕнле чĕрĕ юлмалла?» — Самолет рампи уçăлсанах пите вĕри сывлăш çапрĕ. Йĕритавра хăйăр, тусан вĕçтерет, нимĕн те курăнмасть. Çапла кĕтсе илчĕ пире 1984 çулта Афганистан, — иртнĕ вăхăта куç умне кăларчĕ Петр Плотников. — Тепĕр самолета лартса урăх вырăна куçарчĕç. Джелалабадра пачах урăхлаччĕ: шăплăх хуçаланатчĕ, йĕри-тавра сип-симĕс, эвкалипт, апельсин йывăçĕсем. Тепĕр кунах вĕçеве тухмалла. Çĕрĕн-кунĕн тӳпене хăпараттăмăр. Пĕрмай перетчĕç, сирпĕтетчĕç. Анчах унта хĕвел ансанах тĕттĕмленсе ларатчĕ, хăвăрт каç пулатчĕ — йĕритавра нимĕн те курăнмастчĕ. Малтанхи çапăçурах темиçен пуç хучĕç, иккĕмĕшĕнче те нумаййăн вилчĕç. Вилесене те сахал мар курнă, хăшĕ-пĕрне палласа илме çукчĕ. Вĕсене курнипе апат анми пулатчĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн хăнăхрăмăр паллах. Малтанхи кунсенче шиклĕх туйăмĕ те пурччĕ: мĕнле чĕрĕ юлмалла кунта!? Кайран хăрама та пăрахатăн. МИ-8 вертолет шанса панăччĕ пире. Экипажра виççĕнччĕ: командир, штурман, эпĕ — борт техникĕччĕ. Вертолета ман йĕркере тытмаллаччĕ, тимĕр урхамахăн яланах стройра пулмаллаччĕ. Штурвал умне те темиçе хут ларма тӳр килнĕччĕ. Вертолетпа çӳренĕ чухне чи йывăрри вăл — çĕр çине анса ларассиччĕ, опыт çук тăк инкеке лекме пулать. Вилĕм яланах çумраччĕ. Пĕррехинче минăсен уйне анса ларма пуçланăччĕ, тепрехинче движок ĕçлеми пулчĕ те, чутах персе анаттăмăр. Çӳллĕ сăртсем çийĕн вĕçеттĕмĕр, вĕсен çине пырса тăрăнас хăрушлăх та пурччĕ. Афганистанра икĕ савăнăçчĕ: пĕри — мунча кĕни, вĕçев хыççăн та ялан бучилăра /шывлă вырăн/ çăвăнаттăмăр; тепри — çырусем, вĕсене питĕ кĕтеттĕмĕр. Çулла Афганистанра питĕ шăрăхчĕ. Июльте уйрăмах вĕриччĕ, çавăнпа вăйлă тарлаттăмăр, тумтир те хăвăрт хуралатчĕ. Вĕсене хамăрах çăваттăмăр, шурă япаласене витрере вĕрететтĕмĕр. Çулталăкран киле ямаллаччĕ пире, анчах ниепле те улăштармастчĕç. Çав куна аран кĕтсе илтĕмĕр. Таса тум тăхăнтăмăр. Пирĕн вырăна килнĕ салтаксене курсан çав тери савăнтăмăр, пĕр-пĕрне ыталарăмăр. Самолета кĕрсе ларсан чĕре сиксе тухас пек тапатчĕ. Епле кĕтнĕ çав куна — пĕлесчĕ! Çулталăк та виçĕ уйăхран тин тăван çĕршыва таврăнтăмăр, — сăмах хыççăн сăмах сыпăнчĕ арçыннăн. 1988 çулта вăл каллех Афганистана лекнĕ, душмансемпе пĕр çул кĕрешнĕ. 1994 çулта — Чечня вăрçи. «Епле çăлăнса юлтăм вилĕмрен — пĕлместĕп. Турă сыхларĕ пулĕ мана. Анне маншăн кашни кун кĕлтунă тетчĕ. Ăна Афганистана кайнине каламанччĕ, кайран кăна пĕлнĕ. Асатте те упрарĕ пулĕ мана, вăл маншăн пирĕшти пекехчĕ», — терĕ Петр Плотников. Пирĕн ентеше çар заданийĕсене хутшăннăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе икĕ хут наградăланă. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
«Çынсемпе пĕр чĕлхе тупсан ĕç ăнать»
Муркаш округĕ ял хуçалăх ĕçченĕсемпе пуян. Вĕсем районпа ял аталанăвне пысăк тӳпе хывнă. ЧАССР тава тивĕçлĕ экономисчĕ Валентина Любимова та çынсене лайăх пурнăç туса парас тесе ырми-канми тăрăшнă.
Валентина Алексеевна Чураккассинче çуралса ӳснĕ. Шупашкарти планпа экономика техникумĕнче пĕлӳ илнĕ хыççăн çамрăк специалиста Орел облаçне ĕçлеме янă. Унта вăл тырă хатĕрлекен предприятире тăватă çул вăй хунă. — Атте-анне чĕннипе тăван тăрăха таврăнтăм. «Гигант» колхоза экономиста вырнаçрăм. Тăватă çултан районти ял хуçалăх управленине чĕнсе илчĕç, планпа экономика пайĕн пуçлăхне çирĕплетрĕç. Халăха вăрман касмаллине пайласа параттăмăр, ăна мĕнле усă курнине тĕрĕслесе тăраттăмăр. Икĕ çулта 2000 гектар касмаллаччĕ. 1976 çулта 200 гектар таран чакарчĕç. Ку сахалччĕ, çитсе пымастчĕ. Малтан пушарта инкек курнисене уйăрса панă. Кашнине 40 кубла метр тиветчĕ. Вăрман хуçалăхĕ ирĕк панипе çынсем хăйсем те йывăç касма çӳренĕ. Кайран талон системине ĕçе кĕртрĕç. Экономика анализĕсем тăваттăмăр: халăх мĕнле пурăнать, мĕн çиет...» — каласа кăтартрĕ 75-ри ĕç ветеранĕ. 1991-2001 çулсенче Валентина Любимова экономика управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă, райĕçтăвком председателĕн çумĕ те пулнă. 2001 çулта ăна Хорнуй ял администрацийĕн пуçлăхне суйласа лартнă. «Халăхпа ĕçлеме килĕшетчĕ. Çынсемпе пĕр чĕлхе тупсан тем тума пулатчĕ. Ун чухнехи халăх хастартарахчĕ, ӳркенсе тăман. Асфальт çулсем тунă, газ кĕртнĕ, çуртсем çĕкленĕ... 5 яла пăхса тăмаллаччĕ. Муркашран Хорнуя çуранах утаттăм, кайран машина пачĕç», — сăмах çăмхине сӳтрĕ хĕрарăм. Ял администрацийĕнчен кайсан Валентина Алексеевнăна колхоз ертӳçи пулма шаннă. «Вăхăтлăха кăна тетчĕç те, 3 çул ĕçлерĕм. Çăмăлах марччĕ унта. Хуçалăхĕнче те лару-тăру йывăртарахчĕ. Пĕр самант аса килчĕ. Юман вутсем пурччĕ, ахалех выртатчĕç. Пĕр пайне ферма валли хăма çурма ирĕк патăм. Çавăншăн хуçасенчен лекрĕ. Ун чухне колхоз уйрăм çын аллинчеччĕ», — терĕ вăл. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...