Комментари хушас

6 Нарăс, 2025

Тантăш 4 (4925) № 06.02.2024

Вун пиллĕкри Оля хĕрачана çăлнă

Пĕр-пĕр паттăрла ĕç туса çыннăн пурнăçне инкекрен çăлса хăваракансен йышĕнче шкул ачисем те пурри савăнтарать, вĕсемшĕн мăнаçлăх туйăмĕ çуралать. Шывра путаканскере ниме пăхмасăр, никама кĕтмесĕр хăвăртрах пулăшма чупни, пушар алхасма пуçласан ăна пĕр хăрамасăр сӳнтерме пуçлани е пушар хуралĕн ĕçченĕсене тӳрех шăнкăравласа пĕлтерни, шкула кайнă чухне е урамра палламан çынна пĕрремĕш пулăшу пани иккĕмĕш пурнăç парнеленĕ пекех туйăнать мар-и? Çак вăхăтра шăпах ачасем те çухалса кайманни тĕлĕнтерет те, савăнтарать те. Акă Ольга Перепелкина пĕр хĕрачана çăлни çинчен нумайăшĕ вуларĕ пулĕ. Çак кунсенче çамрăк паттăрпа эпир те çыхăнма май тупрăмăр.

ÇĔР ÇИНЕ ӲКНĔ

Ку ĕç-пуç иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче пулса иртнĕ. Вун пилĕк çултискер çак кун урампа пынă. Сасартăк унран маларах утакан хĕрачан ури вăйран кайнăран вăл çĕр çине ӳкнĕ. Оля тӳрех ун патне чупса пынă та мĕн пулни пирки ыйтса пĕлме шухăшланă. Анчах лешĕ пĕрре те чĕнмен, хускалман та. Унтан Оля выртаканскере пулăшу кирлине ăнланса илнĕ те тӳрех пĕрремĕш пулăшу пама тытăннă. Пĕр тăхтаса тăмасăрах унăн рюкзакне хывнă, кĕпине вĕçертнĕ, вăл сывланипе сывламаннине тĕрĕсленĕ. Шăпах çак самантра йĕри-тавра никамах та пулман. Хĕрача ниме пăхмасăр хăй тĕллĕнех васкавлă медпулăшу чĕнсе илнĕ. Вăл çитиччен Оля пĕр вăхăта та сая яман — выртаканскерĕн чĕрине ĕçлеттерес тесе чĕрепе ӳпке реанимацине тунă. — Васкавлă медицина пулăшăвĕн ĕçченĕсем палăртнă вырăна вун пилĕк минутран çитрĕç. Маншăн çур сехет иртнĕ пекех туйăнчĕ. Тухтăрсем киличчен виçĕ минут юлнăччĕ — выртакан хĕрачан чĕрине ĕçлеттерсе яма май килчех! Вăл йывăррăн сывласа илчĕ те куçне уçрĕ. Хăй хăраса ӳкнĕ, пулса иртнине пачах ăнланмарĕ, унтан кăкăрĕ патĕнче хытă ыратнине пĕлтерчĕ. Эпĕ ăна лăплантарма тăрăшрăм. Унтан хам çинчи курткăна хыврăм та шăнса кайнăскере витрĕм, — иртнине куçĕ умне тепĕр хут кăларчĕ Оля. Васкавлă пулăшу машини килсессĕн «иккĕмĕш» пурнăç парнеленĕ хĕрачана больницăна илсе кайнă. Фельдшер çын пурнăçне йывăр самантра çăлса хăварнă Ольăран та хăйне мĕнле туйнине ыйтса пĕлнĕ. Мĕн пулса иртнине Оля ăнланнă-ха, çавах унăн аллисем чĕтренĕ.

«ВОИН» ЦЕНТРТА АТАЛАНАТЬ

Çав кун васкавлă медицина пулăшăвĕн ĕçченĕсем çак хĕрачан паттăрла ĕçне лайăх енчен палăртнă, пĕтĕмпех тĕрĕс тунине пĕлтернĕ. Сăмах май, пĕрремĕш пулăшу пама Оля «Воин» центрта вĕреннĕ. Вăл — «Воин» центрăн курсанчĕ. Шăпах кунта Тăван çĕршыва юратакан чăнчăн патриотсене хатĕрлеççĕ, пурнăçра чи кирлĕ хăнăхусене вĕрентеççĕ. Занятисенче инструкторсем пĕрремĕш пулăшу пама, пăшал салатса пуçтарма тата тĕл пеме ăса хывтараççĕ, пилотсăр вĕçекен хатĕрсемпе ĕçлеме хăнăхтараççĕ. Сăмах май, курс хыççăн çамрăксене кунтан вĕренсе тухнине ĕнентерекен сертификат параççĕ. Çакă вĕсене аслă шкула вĕренме кĕме хушма виçĕ балл таран парать. Центрта илнĕ пĕлӳпе вĕсем пурнăçра усă курни савăнтарать. Шăпах Ольăна кунта мĕн вĕренни хĕрачана çăлнă вăхăтра кирлĕ пулнă та. Вăл каласа кăтартнă тăрăх, шкул хĕрачи çак самантра инструкторсем мĕн вĕрентнине çеç туса «иккĕмĕш» пурнăç парнеленĕ. Ольга Перепелкина Çĕмĕрлери 2-мĕш вăтам шкулта тăххăрмĕш класра пĕлӳ пухать. «Воин» центрта аталанни хĕрачана тата хавхалантарнă. Çавна май вăл хăйĕн шкулĕнче пĕрремĕш пулăшу парассипе отряд йĕркеленĕ. Ушкăнăн çитĕнӳ те пур. Пĕрремĕш медпулăшу парассипе республика шайĕнче иртнĕ чемпионатра вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăннă. Унсăр пуçне Çĕмĕрлере те ку енĕпе Оля тĕрлĕ мероприяти ирттерет.

БАСКЕТБОЛЛА ВЫЛЯТЬ, БОКСПА КĂСĂКЛАНАТЬ

Тăххăрмĕш класс хĕрачи пушă вăхăта ахаль ирттермест. Вăл — Çĕмĕрлери «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» секретарĕ те. Шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраканскер тата спортпа туслăскер бокспа кăсăкланать. Ку енĕпе хĕрача пĕрремĕш разряд нормативне те пурнăçланă. Унсăр пуçне Оля баскетболла выляма кăмăллать, шкулăн пĕрлештернĕ ушкăнĕнче тăрать. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА. 

♦   ♦   


«Танцы – моя стихия!»

Каждый человек должен чем-то увлекаться, иметь какое-то хобби. Помимо основного рода деятельности должно быть любимое занятие, которое приносит радость. Для ученицы 8-го класса Юнгинской школы имени С.М. Михайлова Моргаушского округа Карины Порфирьевой таким увлечением являются танцы. Этот вид искусства не просто движение тела под музыку, а целый мир, где можно выразить свои чувства, эмоции, радость и грусть. Увлечение танцами у Карины началось еще в детстве, и с тех пор это неотĕемлемая часть ее жизни.

ЛЮБОВЬ К ХОРЕОГРАФИИ

Танцы могут стать настоящей страстью с самого детства, и любовь к этому искусству приносит множество радости и возможностей для самовыражения. Хореографией Карина занимается с трех лет, а в танцевальном коллективе «Калейдоскоп» – с 2022 года. Она с самого детства очень любила это занятие, поэтому решила записаться на танцевальный кружок, как только он открылся. У нее нет любимого стиля, но она надеется, что в скором времени найдет его. – Мой любимый хореограф, танцор – это Лариса Черяпина. Раньше я ездила на танцы в школу гимнастики, где она преподавала. Мне очень нравится то, как двигается Лариса Петровна. Благодаря ей научилась не только танцевать, но и понимать, что такое настоящая дисциплина и трудолюбие, – говорит девушка.

ИСКУССТВО САМОВЫРАЖЕНИЯ

– Я считаю, что одним из наиболее значимых плюсов в танцах является возможность выражать эмоции и чувства через движения тела и музыку. Это позволяет создавать красочные и вдохновляющие выступления, которые могут затрагивать сердца зрителей. Танцы помогли мне развить артистизм, выразительность и уверенность в себе, а также умение работать в команде, – поясняет Карина.

ЗАПОМИНАЮЩЕЕСЯ ВЫСТУПЛЕНИЕ

Перед каждым выступлением Карина настраивает себя, что всă будет хорошо, что она со своей командой обязательно справится с поставленными задачами. А на сцене девочка чувствует только радость, так как видит улыбку зрителей. – Мое самое запоминающее выступление было тогда, когда мы впервые поехали в Моргауши, где присутствовали люди, которых я совсем не знала. Было очень приятно демонстрировать наш танец, – делится своими впечатлениями школьница. <...>

Кристина ПАВЛОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.